Чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (6 класс) на тему

Шишкина Алевтина Евгеньевна

чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chuv_yaz_fgos_6_kl.2016-_yazyk.doc199.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ                                                

   ______А.А. Гречко                                                 _________А.П. Директоров                                                  

28.08.2017                                                                         28.08.2017     №-лĕ приказ

                                                                                                                                                                         

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салабайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна

 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

 

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                                                                                                       

                                                         

 

                                                          2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

Тупмалли

         1ĕ  Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем---------------------------------------------5-8

         2ĕ  Вĕренӳ предмечĕн содержанийĕ-------------------------------------------------------9-12

         3ĕ    Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ----------------------13-17

           

         

 

           Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт – 2017 – 2018 вĕренÿ çулĕ

            Ĕç программине çак документсене тĕпе хурса хатĕрленĕ:

1) Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29ĕ12ĕ2012:2) Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17122010 г № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01 02 2011 г, регистрационный номер 19644), №1644 от 29 12 2014);

3) Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г №36 «О языках в Чувашской Республике» ( с изенениями от 27 июня 2008г);

4) Фундаментальное ядро содержания общего образованияĕ под ред. В.В. Козлова,  А.М..Кондакова., М.: Просвещение, 2009 г

  ( стандарты второго поколения);

                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                      5) Тăван литература. Тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9 классем валли Н.Г.Иванова, Е.А.Майков хатĕрленĕ – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2016.-223 с.

6) 2017 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче   1  №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Чăваш Республикин Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çирĕплетнĕ вĕрентÿ планĕ

7) 2017 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче     1 №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул  çирĕплетнĕ вĕрентÿ программи

            Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă «Чăваш чĕлхи. 6 класс валли Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014,223 с. кĕнеки тесе йышăннă.

            Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 6- мĕш класс ачисен пĕлĕвĕ тĕрлĕ шайра. Вĕренÿ учрежденийĕнче чăваш чĕлхи сехет шучĕпе базис планне пăхăнса тăрать. Пурĕ –  105 сехет. Эрнере – виçĕ сехет

           

 

           Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пусăмĕ

            Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш пусăмри 6 класс валли çырнă

Чăваш вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх шкулта чăваш чĕлхипе вĕрентме 6 класра эрнере 3сехет уйăрнă, çулталăкне -105 сехет

 

            Программăна хатĕрлекенĕ – Шишкина А. Е., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

          Эрнере – 3 сехет

          Пурĕ – 105 сехет

          I чĕрĕк – 18 сехет

         II чĕрĕк- 14 сехет

         III чĕрĕк- 20 сехет

          IV чĕрĕк- 18 сехет

   

                Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕссем

Чăваш чĕлхи кашни чăваш ҁыннишĕн тăван чĕлхе, амăшĕн чĕлхи пулса тăратьĕ Тăван чĕлхе пулăшнипе кашниех мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăҁ пулăмĕсене  ăнланма, ăс-хакăлне ӳстерме вĕренетĕ Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, ҁавна май ытларах пĕлӳ илме пулăшатьĕ Ачасене чĕлхен аталанăвĕпе, словарь майĕпен улшăнса тата пуянласа пынипе тата ытти кăсăклă ыйтусемпе паллаштарни чĕлхене анлăрах тишкерсе хаклама вĕрентет, тавра курăма саратьĕ Тăван чĕлхене вĕренсе шкул ачи хăйĕн пĕлĕвне ӳcтерсе пырать, чĕлхе саккунĕсемпе паллашни ăна тĕрĕс шухăшлама вĕрентетĕ Унпа пĕрлех вĕренекенсен калаҁăвĕ тата ҁыру хăнăхăвĕ аталанать, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмĕ ӳсет, анлăланатьĕ

Тăван чĕлхен воспитани тĕллевлĕхĕ пысăк: чĕлхемĕр ҁамрăк ăрăва тивĕҁлĕ шайра пăхса ӳстерме пулăшать, ĕҁе хăнăхтарать, тĕрлĕ информаци ҁăл куҁĕпе усă курма вĕрентетĕ

Наци шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентессин тĕп тĕллевĕсем ҁаксем:

  • чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине тĕпе хурса ăна хисеплеме, юратма, культура пулăмĕ иккенне, илемлĕх пуянлăхĕ пулнине ăнланма вĕрентесси; тăван чĕлхемĕрĕн обществăри вырăнне (ҁынсем хутшăннă чухнехи кирлĕлĕхне), чĕлхере чăвашăн кăмăл-сипет, моральпе этика нормисем, шухăшлав манерĕ, тавра курăмĕ палăрнине кăтартасси;
  • чăваш чĕлхине кулленхи пурнăҁра, вĕренӳре усă курмалăх алла илме, тăван чĕлхепе усă курса кирек мĕнле самантра та хутшăнма хатĕр пулма, пуплеве куллен-кун якатма хавха пухма хатĕрлесси; кулленхи вĕренӳре кирлĕ хăнăхусене, пур енлĕ вĕренӳ ĕҁ-хĕл мелĕсене (ĕҁ тĕллевĕсене сăмахпа каласси, планласси, пуплев енчен тĕрĕслесси, тӳрлетесси; библиографи шыравĕ тăвасси, чĕлхе словарĕсенче, Интернетра тата ытти информаци хатĕрĕсенче кирлĕ материал тупасси, ăна тишкересси, илнĕ информацие кирлĕ пек улăштарасси, ҁĕнетесси тĕытĕте) алла илме пулăшасси;
  • чăвашла пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма, чĕлхе нормисене хутшăнăвăн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнче тытса пыма, пуплев этикетне пăхăнма хăнăхтарасси; чĕлхе тытăмĕ ҁинчен, вăл пуплевре мĕнле палăрни ҁинчен пĕлӳ парасси; чĕлхе факчĕсене уйăрса илме, тишкерме, танлаштарма, ушкăнлама тата хаклама пултараслăха аталантарасси; пуплевре ялан усă куракан е усă курма хатĕр сăмах йышне ӳстересси; пуплеве чĕлхен грамматика хатĕрĕсемпе пуянлатма хăнăхтарасси; орфографипе пунктуаци енчен тĕрĕс ҁырма вĕрентесси; сăмахсемпе стиль енчен вырăнлă усă курма вĕрентесси; пуплеве куллен-кун лайăхлатас, пуянлатас тĕллеве ҁирĕплетессиĕ

        Вĕрентӳ тĕллевĕсем ачасем чăваш чĕлхи предмечĕпе мĕн-мĕн пĕлмеллипе (вĕренӳре йĕркеленмелли компетенцисемпе) тачă ҁыхăннăĕ Тăван чĕлхене 5–9-мĕш классенче вĕреннĕ май йĕркелемелли компетенцисем виҁҁĕ: коммуникаци (е хутшăну) компетенцийĕ, чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ, культуроведени компетенцийĕĕ        

Коммуникаци е хутшăну компетенцийĕ пуплев ĕҁĕ-хĕлĕн пур тĕсĕпе (тăнлав, калаҁу, ҁыру, вулав) усă курма вĕрентмеллине пĕлтеретĕ Ҁавăн пекех кунта калаҁу тата ҁыру пуплевне тĕрĕс йĕркелесси те, чĕлхе хатĕрĕсемпе тĕрлĕ ситуацие кура тĕллевлĕ тата вырăнлă усă курасси те, харпăр пуплевне, хутшăнури ытти ҁынсен калаҁăвне, вĕсен хутшăнури тĕллевне туйса-сăнаса тăрасси те, калаҁăва кирлĕ енне ҁавăрма пултарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕĕ

Чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ пуррине ҁак паллăсем кăтартаҁҁĕ: чĕлхе знак системи тата ҁынсене хутшăнма кирлĕ хатĕр пулнине пĕлни, чĕлхе тытăмне, вăл улшăнма пултарнине ăнланни; чĕлхе вĕрентĕвĕ мĕн иккенне, ун тĕп пайĕсене тата тĕп ăнлавĕсене пĕлни; чĕлхе факчĕсемпе пулăмĕсене тишкерсе хаклама пултарни; пуплевре усă куракан сăмахсемпе тата грамматика хатĕрĕсемпе ирĕклĕ усă курни; пуплев нормăллă пулнипе пулманнине пĕлни ĕ

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем виҁĕ енлĕ пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем), пур предмета та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе кăна ҁыхăннă результатсемĕ

Харкамлăх результачĕсем шутне акă мĕн-мĕн кĕрет:

        1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ӳлĕмрен кулленхи пурнăҁра, суйласа илнĕ профессире уса курма пултарни;

        2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаҁланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕҁ тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

        3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаҁнине те, ҁырнине те) сăнаса тивĕҁлĕ хак пама пултарниĕ

Пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсем:

1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

  • сăмахпа каласа е ҁырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
  • вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни;
  • тĕрлĕ ҁĕртен (хаҁат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен тĕытĕте) килекен материал ҁине таянса информаци пухма пултарни;
  • ку е вăл темăпа ҁыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ ҁĕре ҁитерме пултарни (информаци ҁăл куҁĕ хаҁат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);
  • пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренӳ ĕҁĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕҁ результатне каласа е ҁырса хаклама пултарни;
  • шухăша сăмах вĕҁҁĕн е ҁырса ирĕклĕ те тĕрĕс уҁса пама пултарни;
  • тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;

        2) вĕренӳре илнĕ тĕрлĕ пĕлӳпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăҁра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлӳпе тата хăнăхупа ытти предметсене (тăван мар чĕлхесене, литературăна тĕытĕте) вĕренме усă курни;

        3) калаҁнă май, пĕр-пĕр ĕҁ тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сӳтсе явнă чух ҁынсемпе тĕрлĕ ҁыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаҁура наци культуринче ҁирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнниĕ

Предмета вĕреннин результачĕсем:

1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулса тăнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă ҁыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм ҁынпа общество пурнăҁĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ́ҁавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕҁ пуррине ăнланни;

3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни:

        илтнине ăнланни тата вулав хăнăхăвĕ:

  • сăмахпа каласа е ҁырса пĕлтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;
  • стильпе жанр енчен мĕнле пулнине пăхмасăр текста вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (ҁиелтен пăхса тухни, паллашмалла пăхса тухни, вĕренни) усă курни;
  • вуланă текста информаци енчен улăштарса ҁĕнетме (план тума, тезиссем ҁырма) пултарни; кĕнекепе, хаҁат-журналпа ĕҁлеме пĕлни;
  • словарьсен тĕрлĕ тĕсĕпе, пĕлкĕчсемпе (вăл шутра электрон носителе кĕртнисемпе) усă курма хăнăху пурри;
  • стильпе жанр енчен расна текстсене ҁын вулани тăрăх ăнланни; аудированин тĕрлĕ тĕсне (тулли ăнланни, тĕп содержанине ăнланни, кирлĕ информацие суйласа илни) алла илни;
  • пуплев сыпăкĕсене содержани, функци, усă курнă чĕлхе хатĕрĕсем тăрăх танлаштарма пултарни;

        сăмах вĕҁҁĕн калани тата ҁыру:

  • итленĕ е вуланă текста пĕр-пĕр виҁепе кĕскетсе (улăштармасăр, план туса, тезис хатĕрлесе) каласа е ҁырса пани;
  • шухăша сăмахпа каласа тата ҁырса ирĕклĕн те тĕрĕс уҁса пама пултарни; текст тытăмне тĕрĕс тытса пыни (логикăлăх, шухăш юхăмĕн йĕркелĕхĕ, ҁыхăнулăх пурри, темăпа килĕшсе тăни); ҁыраканнин пурнăҁри пулăмсем ҁинчен, вулани-илтни ҁинчен хăй шухăшне калама хăнăху пурри;
  • стильпе тĕсне кура хутшăну тĕллевне, лару-тăрăвне шута илсе сăмахпа каласа е ҁырса ку е вăл йышши текст хайлама пултарни; хутшăну задачисене кура ку е вăл чĕлхе хатĕрĕ суйласа илсе пĕр-пĕр жанр законĕсем тăрăх текст (калав, хаклав, ҁыру, расписка, шантару, заявлени) тума пултани;
  • монологпа диалог тĕсĕсене пĕлни; ачан хăйĕн тантăшĕсем умĕнче кĕске хыпар вуласа пама, доклад тума хăнăху пурри;
  • пуплевре литература чĕлхин орфоэпи, лексика, грамматика нормисене тытса пыни; сăмахсемпе пĕлсе усă курни; ҁырура орфографипе пунктуаци правилисене пăхăнни;
  • ҁынсемпе калаҁнă чух пуплев этикетне шута илни; чĕлхе хатĕрĕсем вырăнне пуплев хатĕрĕсемпе (мимикăпа, алă хусканăвĕпе) вырăнлă усă курни;
  • кашни хăйĕн пуплевне сăнаса тĕрĕслесе тăма, содержани, чĕлхе енчен, хутшăну тĕллевне пурнăҁлас тухăҁлăхĕ енчен хаклама пултарни; грамматикăпа пуплев йăнăшĕсене тупма, тӳрлетме пултарни; харпăр хăй тунă текста лайăхлатма тата редакцилеме вăй ҁитерни;

        4) чăваш чĕлхине тĕпчекен ăслăлăхăн никĕсне ăша хывни; чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи ҁыхăнусене ăнланни;

        5) чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илни: чĕлхе вĕрентĕвĕ тата унăн тĕп пайĕсем; чĕлхе тата пуплев, пуплевпе усă курса хутшăнни, калаҁу тата ҁыру; монолог тата диалог; пуплев ситуацийĕ; пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем (калав, сăнлав, ăслав); текст; чĕлхе единицисем, вĕсен паллисем тата пуплевре усă курнă чухнехи уйрăмлăхĕсем;

        6) сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе предложение синтаксис енчен тишкерни; текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни;

        7) тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлниĕ

                                     Вĕренÿ предмечĕн содержанийĕ

Тăван чĕлхе _ пĕлÿ çăл куçĕ

(кÿртĕм урок 1 сехет)

V класра вĕреннине аса илесси (3 сехет)

I. Вырăсларан йышăннă е хальтерех çыру урлă йышăнакан сăмахсем: вĕсене çырасси (Польша: Польшăра: Нидерланди _ Нидерландире: меню _ менюра: кристалл _ кристалсем: кристалăн: Настя _ Настьăн йышшисем).

Тăтăш тата сайра усă куракан сăмахсем. Вырăнти сăмахсем.

Тăна кĕр: тара ÿк: чухласа ил: кайса ÿк йышши сăмахсем.

II. Словарьсемпе усă курма хăнăхтарасси. Хамăр тăрăхри йывăç-курăк: чĕр чун: кайăк-кĕшĕк: хурт-кăпшанкăсен чăвашла тата вырăсла ячĕсемпе паллаштарасси: чăвашла ятсене пуплеве кĕртсе пырасси. Çавнашкал ятсен пĕчĕк словарĕсене тăвасси.

Морфологипе орфографи

Чăлхери сăмахсен ушкăнĕсем.

Пуплев пайĕсем (3 сехет)

Морфологи _ чĕлхери сăмахсен тытăмĕ: вĕсен ушкăнĕсемпе пĕлтерĕшĕсем çинчен вĕрентекен наука.

Чĕлхери сăмахсене ку таранччен мĕнлерех ушкăнлани. Вĕсене çĕнĕлле ушкăнлама май пурри:

_ хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: туллии пĕлтерĕшлисем: тулли мар пĕлтерĕшлисем;

_ пулăшу сăмахĕсем (союзсем: хыç сăмахсем: татăксем);

_ междометисем

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (пуплеве хăйсем тĕллĕн тухма пултарайманнисем) шутне тĕрлĕ пуплев пайĕнчисем (япала ячĕсем: паллă ячĕсем: глаголсем) кĕни.

Япала ячĕсем (13 сехет)

I. Япала ячĕсен пĕлтерĕшĕ: морфологи паллисем: синтактис уйрăмлăхĕсем.

Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем.

Япала ячĕсен хисепĕсем _ пĕрреллĕ тата нумайлă хисеп. Хисеп тăрăх улшăнман ятсем. Пĕрреллĕ хисепĕн пуплеври уйрăмлăхĕсем.

Нумайлăха палăртмалли мелсем: ял _ ялсем; ял-ял витĕр тухрăмăр; чылай çын: чылайăшĕ: ытларахăшĕ (лексика мелĕ).

Япала ячĕсен пулăвĕ: аффикссем: икĕ хут калани (çине-çине): мăшăрлатни (сĕтел-пукан: апат-çимĕç: иртен-çÿрен). Япала ячĕ тăвакан тухăçлăрах аффикссем: -лăх(-лĕх): -çă(-çĕ): -у(-ÿ): -ăç(-ĕç): -ăм(-ĕм) т.ыт.

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Вĕçленÿри уйрăмлăхсем.

Камăнлăха палăртмалли мелсем. Камăнлăх формисем (сăпатсемпе хисепсем).

Камăнлăх формисенчи япала ячĕсен вĕçленĕвĕ: вĕсене тĕрĕс çырасси.

Камăнлăх форми (3-мĕш сăпат) çыхăнăва палăртма пултарни% кĕтÿ ачи: шкул ачи: пуç тутри: мăй тутри. 

-Ри (-ти: -чи): -хи: -лă(-лĕ): -сăр(-сĕр): -ла(-ле): -серен: -чен аффикслă япала ячĕсем: вĕсене паллă ячĕсемпе наречисенчен уйăрасси.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем% тĕл: пат: ум: хыç: ай: çи: çум: çĕр (каланă çĕрте) т.ыт. Хăш-пĕр япала ячĕсем тулли мар пĕлтерĕшпе те: тулли пĕлтерĕшпе те çÿреме пултарни (вăхăт: самант: хушă: çул: кун: сехет т.ыт.)

Вырăс чĕлхинчен йышăкан япала ячĕсен вĕçленĕвĕ: вĕçленÿформисене тĕрĕс çырасси.

 II. Тĕрлĕ пуплев пайĕнчи сăмахсенчен тухăçлă аффиксем хушса япала ячĕсем тăвасси: ут-ăм: ирĕк-лĕх: чĕн-ÿ: тух-ăç-лă т.ыт.те.

Тымар çумне хушăнакан аффикссен ярăмне уйăрасси: пул-тар-у-лăх: тух-ăç-лăх: çĕн-тер-ÿ-лĕ-сем.

Иккĕмĕшле япала ячĕсен стиль пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхĕсене асăрхама хăнăхтарасси (пĕлÿ-пĕлÿлĕх: чăтăм-чăтăмлăх: тавçăру-тавçăрулăх).

Япала ячĕсен пуплеври вырăнĕпе пĕлтерĕшне сăнасси (чул турттар: чул кĕпер; эрне иртрĕ: тепĕр эрнерен).

Япала ячĕсен хисеп формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси: куçпа пăх: хăлхупа итле (куçусемпе: хăлхусемпе мар): нумай çын (çынсем мар): пахчара тĕрлĕ çимĕç (çимĕçсем мар) ÿсет: хăнăхтару кĕнеки (хăнăхтарусен мар) т.ыт.те.

Камăнлăх формисен стиль уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси (анне-аннеçĕм: пепке-пепкеçĕм: чунăм-чунăмçăм).

Таврари пайăр ятсене (топонимсемпе авалхи çын ячĕсене) пухасси: вĕсен пĕлтерĕшĕсене тĕпчесси.

Паллă ячĕсем (9 сехет)

I. Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ: морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Паллă ячĕсен пахалăх виçине кăтартакан формисем:тĕп форма (ватă: çамрăк): танлаштару форми (ватăрах: çамрăкрах): вăйлă форма (питĕ ватă: чи ватă: шутсăр ватă: чи çамрăк: çап-çамрăк: ытла та çамрăк). +ав формăсене тумалли мелсем. Танлаштару тата вăйлă формăри паллă ячĕсене тĕрĕс çырасси.

Иккĕмĕшле паллă ячĕсем: вĕсен пулăвĕ:çывăхри: паянхи: çĕрлехи: пĕрлехи _ паллă ячĕсем; хулари: шкулти: Етĕрнери: Хусанти _ япала ячĕсем. Вырăнлă: вырăнсăр: черетлĕ: черетсĕр _ паллă ячĕсем: икĕ вырăнлă купе: виçĕ чÿречеллĕ пÿлĕм _ япала ячĕсем.

Пахалăха хакланине палăртакан паллă ячĕсем: пĕчĕк _ пĕкçĕ: имшер _ имшеркке: çăмăл _ çăмăлттай.

Паллă ячĕсем –и: -скер аффиксем йышăнни: çав аффикслă формăсен улшăнăвĕ: вĕсене тĕрĕс çырасси.

Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ: вĕсем япала ячĕ умĕнче (кăвак пĕлĕт): япала ячĕ вырăнĕнче (куç хитрине юратать; ырăран ырман теçĕ): глагол çумĕнче çÿреме пултарни (сăмаха тĕрĕс кала).

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (вăрман витĕр: хулапа юнашар: çул тăрăх: урам урлă): вĕсем тулли пĕлтерĕшпе те çÿреме пултарни (çил витĕр вĕрет: юнашар кил: тăрăх пăхса утать: урлă урам).

II. Паллă ячĕсемпе пуплевре чĕлхе ирĕк панă пек усă курма хăнăхтарасси (лайăх пурнăç: лайăх пурăн: лайăх вĕрен).

Паллă ячĕсен –и аффикслă формипе пуплевре вырăнлă усă курасси (çĕнни киввине çĕнтерет; Ваттин вĕрентес пулать: çамрăккин итлес пулать).

Вăйлă пахалăха тĕрлĕ мелпе палăртма вĕрентесси (пуян -питĕ пуян: шутсăр пуян: çав тери пуян: калама çук пуян: çĕрме пуян; таса - тап-таса: çав тери таса: тасаран таса).

Паллă ячĕсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнласси: тĕсе палăртаканнисем (сарă: хăмăр: кĕрен: шупка т.ыт.): çынна тулашран сăнлаканнисем (вăрăм: лутра: патвар: кĕрнеклĕ: япшар: чипер: ырхан: имшер: тăсланкă: шуранка т.ыт.): кăмăлне кура сăнлаканнисем (ырă: усал: хаяр: йăваш: тарават: çиллес: айван т.ыт.те). 

Хисеп ячĕсем (6 сехет)

I. Хисеп ячĕсен пĕтĕмĕшле паллисем: пĕлтерĕшĕ: морфологипе синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Тулли тата вак хисепсем. Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем: шут хисепĕсем: йĕрке хисепĕсем: валеçÿ хисепĕсем: пĕтĕмлетÿ хисепĕсем: вĕсен паллăрах уйрăмлăхĕсем: пуплеври вырăнĕ.

Шут хисепĕсен тулли тата кĕске формисем.

Шут хисепĕсем –ри (-ти) аффикс йышăнни (вуннăри шăллăм: çирĕм виççĕри аппа: вăтăрти арçын: çитмĕлти асатте).

Хисеп ячĕсен вĕçленĕвĕ: вĕçленÿри уйрăмлăхсем.

Хисеп ячĕсене тĕрĕс çырасси.

II. Хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курасси: (вуннăмĕш мартра мар: мартăн вуннăмĕшĕнче). Пĕтĕмлетÿ хисепĕн формисемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси (эпир иксĕмĕр: эсир иксĕр: вĕсем иккĕшĕ; е местоименисĕр: иксĕмĕр: иксĕр: иккĕшĕ; эпир иккĕн ĕçлерĕмĕр: эсир виççĕн пурăнатăр).

Хисеп ячĕсен пуплеври синонимлăхĕпе паллаштарасси (çиччĕри ача - çичĕ çулти ача; çĕр çулти е çĕр çулхи юман).

Местоименисем (6 сехет)

I. Местоименисен пĕлтерĕшĕ: морфологи паллисем: синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Местоимени ушкăнĕсем (пĕтĕмĕшле паллаштарасси).

Местоименисен вĕҁленĕвĕ. Местоименисене тĕрĕс çырасси.

II. Пĕлтерĕшне кура местоименисемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси: пÿртре такам пур - пÿртре такам та пур - пÿртре никам та çук; кантăкран такам шаккарĕ (кам та пулин мар): манăн кампа та пулин калаçас килчĕ (такампа та пулин мар): пирĕн пата (е патăмăра): сирĕн пата (е патăра): (пирĕн патне: сирĕн патне: ман патне: сан патне мар).

Синонимлă местоименисемпе тĕрĕс усă курасси: ку ялта - çак ялта; çак çын - çакскер; ним - нимĕн - нимскер: нимĕнскер; кун пек-кун евĕр -кунашкал; сан пек - сан евĕр - санашкал; ун пек -унашкал; леш -хайхи - хайхискер.

Наречи (6 сехет)

 I. Наречин пĕлтерĕшĕ: вĕсене уйăрмалли паллăсем. Наречисен пулăвĕ.

Наречипе япала ячĕ: наречипе паллă ячĕ: наречипе деепричасти.

Наречисене тĕрĕс çырасси.  

II. Калаçура тата çырура синоним тата антоним наречисемпе усă курасси (пĕрмай - ялан - пĕрехмай; нарастаран - айăпсăр; хăвăрт - хуллен - майĕпен - ерипен).

Наречипе ытти пуплев пайĕсен синонимлăхĕ (васкаса - васкавлăн; хуллен-васкамасăр).

Евĕрлев сăмахĕсем (евĕрлевсем) (4 сехет)

I. Евĕрлевсен пĕлтерĕшĕ: пуплеври вырăнĕ. Евĕрлевсен тĕсĕсем: сасă евĕрлевĕсем: сăнар евĕрлевĕсем.

Евĕрлевĕсен вариантлăхĕ (шăлтăр-шăлтăр - шăлтăр-шалтăр; шĕпĕр-шĕпĕр: шепĕр-шепĕр: шапăр-шапăр (çумăр). Вариантсен пĕлтерĕшĕ улшăнма пултарни.

Евĕрлевсенчен ытти пуплев пайĕсенчи сăмахсем пулни (лăпăртат: лĕпĕртет: танкăлтат: тĕнкĕлтет; лăпăрти: ахăлти: якăлти): çав сăмахсен стиль уйрăмлăхĕсем.

II. Евĕрлевсене тĕрĕс çырасси. Евĕрлевсемпе калаçура тата çырура мĕнлерех усă курнине сăнасси.

Пĕлтерĕшне тата пуплев стильне кура евĕрлевсемпе вырăнлă усă курма вĕрентесси.

Глаголсем (15 сехет)

Глаголсем çинчен ăнлантарниĕ Гаголсен пулăвĕĕ Глаголсен сăпатлă формисемпе наклонениĕ Глаголсеен тĕрлĕ вăхăчĕсемпе тĕрĕс усă курассиĕ.Тĕрлĕ вăхăтри глаголсене тĕрĕс çырасси

   

           

          Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ

               Класс 6

           Сехетсен шучĕ   пурĕ 105с., эрнере-3 с.

            Тĕрĕслев ĕçĕ 6 с.

           Администраци ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕ 2 с.

           Пуплеве аталантарни   7 с. ( сочинени) ,5 (изложени)

  УМК «Чăваш чĕлхи: 6 класс валлиĕ Л. Г. Петрова, Ю.М. Виноградов – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014ĕ- 223 с.»  

№    

Тема

Урок шучĕ

1

Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ

1с.

2

5-мĕш класра вĕреннине аса илесси

1с.

3

5-мĕш класра вĕреннине аса илесси

1с.

4

Тĕрĕслев ĕçĕ

1с.

5

Пĕр-пĕр чĕр чун çинчен калав ăслав çырасси

1с.

ПУПЛЕВ ПАЙĔСЕМ.   ЯПАЛА ЯЧĔ ( 13 сехет)

6

Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем

1с.

7

Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни

1с.

8

Текст стилĕсем

1с.

9

Тулли мар  пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем

1с.

10

Падеж системине кĕмен аффикссем (формăем)

1с.

11-12

Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем

2с.

13

Пайăр ячĕсене тĕрĕс çырасси

1с.

14-15

Япала ячĕсен хисепĕ

2 с.

16

Япала ячĕсен пулăвĕ

1с.

17

Изложени (СЕИТП» кĕнекерен 38стрĕ текста çырмалла)

1с.

18-19

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

2с.

20

Вырăс чĕлхинчен йышăннă япала ячĕсене çырасси

21-22

Япала ячĕсен камăнлăх форми

2с.

23

Япала ячĕсене тишкерессиĕ

1с.

24

ĕ Вĕреннине аса илесси

1с.

25

Тĕрĕслев ĕçĕĕ

1с.

26-27

Çыру ĕçĕ. Изложени («СЕИТП» кĕнекерен 50стрĕ «Вăрман кушакĕ» текста çырни

2с.

ПАЛЛĂ ЯЧĔСЕМ ( 9 с.)

28

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем

1с.

29

Паллă ячĕсен пулăвĕ

30-31

Паллă ячĕсен пахалăх виçине палăртакан формисем

2с.

32-33

Паллă ячĕсен палăрту форми

2с.

34

Ирĕклĕ темăпа çырнă сочинени

1с.

35

Паллă ячĕсен  пуплеври вырăнĕ

1с.

36

Паллă ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1с.

37

Паллă ячĕсем çинчен  вĕреннине аса илни

1с.

38

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант

1с.

39

Изложени «ăслă ача»

1с.

ХИСЕП ЯЧĔСЕМ ( 6 с.)

40

Хисеп ячĕсем çинчен ăнлантарни

1с.

41-43

Хисеп ячĕсен ушкăнĕсемĕ Шут, валеçÿ,  йĕрке,пĕтĕмлетÿ хисеп хисеп ячĕсем

3с.

44

Хисеп ячĕсене тĕрĕс çырасси

1с.

45-46

Хисеп ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни.  Вĕреннине аса илни

2с.

47

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант

1с.

48

Пуплеве аталантарни.  Сочинени «Хĕл илемĕ»

1с.

МЕСТОИМЕНИСЕМ (6 с.)

49

Местоименисем çинчен вĕреннине аса илни. Сăпат местоименийĕсем

1с.

50

Таврăну, кăтарту  местоименийĕсем

1с.

51-52

Ыйту ,çуклăх, паллă мар, паллă  местоименисем

2с.

53

Пуплеве аталантарни .Местоименисемпе усă курса текст туни

1с.

54-55

Местоименисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни. Вĕреннине аса илни

2с.

56

Тĕрĕслев диктанчĕ

1с.

57-58

Сочинени «Чăваш чĕлхи» кĕн. 254-мĕш хăн. темăсенчен пĕринпе усă курса çыру ĕçĕ

2с.

59

Изложени «Хветÿкпе йытă çури»

1с.

НАРЕЧИСЕМ ( 6 с.)

60

Наречисем çинчен ăнлантарни

1с.

61

Наречисен пĕлтерĕш ушкăнĕсем.

1с.

62

Наречисен пулăвĕ.

1с.

63

Наречисен  танлаштару формисем

1с.

64-65

Наречисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни.  Вĕреннине аса илни.

2с.

66

Тĕрĕслев ĕçĕ.Текстра наречисем тупасси

1с.

67

Грамматика вăййисем

1с.

ЕВĔРЛЕВ СӐАХĔСЕМ (4 с.)

68

Евĕрлев сăмахĕсемпе паллаштарни

1с.

69

Евĕрлев сăмахĕсене тĕрĕс çырассиĕ

1с.

70-71

 Евĕрлев сăмахĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни. Вĕреннине аса илни.

2с.

72-73

Сăнлав сочиненийĕ .286-мĕш хăн.

2с.

74

Асăрхаттару диктанчĕ «Карăш»

1с.

75

Йăнăшсемпе ĕçлени

1с.

ГЛАГОЛСЕМ ( 15 с.)

76

Глаголсем çинчен ăнлантарни

1с.

77-78

Глаголсен пулăвĕ

2с.

79-80

Куçару изложенийĕ  «Пусть так не будет»

2с.

81-82

Глаголсен сăпатлă формисем, наклоненийĕсем

2с.

83-85

Кăтарту наклоненийĕ. Хальхи, пулас, пĕрре иртнĕ вăхăт

3с.

86-87

Пуплеве аталантарни. Сочинени «çурхи кунсен хавасĕ»

2с.

88

Темиçе иртнĕ вăхăт

89-90

Глаголсем çинчен вĕреннине аса илни

2с.

91-92

Изложени «Пăши пăрушĕ»

2с.

93

Ĕмĕт наклоненийĕ

1с.

94

Ĕмĕт наклоненинчи глаголсене çырасси

1с.

95

Хушу наклоненийĕ

1с.

96

Килĕшÿ наклоненийĕ

1с.

97

 Глаголсем çинчен вĕреннине аса илниĕ

1с.

98

 Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнчи тĕрĕслев ĕçĕĕ Диктантĕ

1с.

99

Тĕрĕслев ĕçĕн йăнăшĕсемпе ĕçлесси

1с.

100-101

Ансат калаçупа сăпайлă калаçу

2с.

102-103

Калав, сăнлав, ăслав

2с.

104-105

6-мĕш класра вĕреннине аса илниĕ.  Пĕтĕмлетÿ.

2с.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Чăваш литературипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш литературипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ...

Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш литературипе 7-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш литературипе 7-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли  ФГОСпа хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...