Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (6 класс) на тему

Шишкина Алевтина Евгеньевна

Чăваш литературипе 6-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 6_kl_chuv_lit.doc194.5 КБ

Предварительный просмотр:

                       

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП

Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ

______А.А.Гречко                                                           _________А.П.Директоров

.   . 2017                                                                                        .  .2017       №-лĕ приказ

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш литературипе

 6-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă

                               

2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

1.Ǎнлантарса пани

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2016 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче 5-мĕш вариантпа тăван литературăна вĕрентме 6 класра эрнере 2 сехет уйăрнă.

Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ: Н.Г.Иванова 2016 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли  хатĕрленĕ «Чăваш литератури программине» тата 2010-мĕш çулта Мускавра кăларнă Пĕтĕмĕшле Вĕрентĕвĕн Федераллă Патшалăх Стандартне тĕпе хурса йĕркеленĕ.    

Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 6 класс (70 сехет)

Вĕренÿ учебникĕ: Н.Г.Ивановăпа З.С.Антонова: Тăван литература. 6-мĕш класс валли / Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. -287 стр.

Хушма литература: Килти вулав кĕнеки 6-мěш класс валли. Г. Г. Иванов, Е.Г.Крышкина пухса хатěрленĕ – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.  

Вĕрентÿ тĕллевĕсем: сапăрлăх; пĕлÿ; аталантару;

Вулавпа вĕренÿ урлă илемлĕх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси

- чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхсемпе паллаштарасси

- хайлавсенче пурнăç пулмěсем мěнле палăрнине хаклама хăнăхтарасси  

- ачасене ÿнерсен тата сăмах ÿнерěн пулăмěсене тěрěс ăнланма, ăша хывма вěрентесси

Вĕрентÿ предмечĕн задачисем: 

Илемлě хайлавпа паллаштарнă май ачасен кăмăл-туйăмне аталантармалла, халăх этикипе халăх педагогики çине таянса вěсен ăс-тăнěнчи сăпайлăха, çураçулăха упраса хăвармалла;

- ачасене вулама, вуланине ăнланма, сăнарсене хак пама, жанрсене, литература теорийĕн ансат ыйтăвĕсене пĕлме, вĕсем пурнăçа мĕнлерех çутатнине чухлама хăнăхтарса çитермелле;

- илемлĕ хайлавăн тишкерĕвĕпе çыхăннă ăнлавсемпе паллаштармалла: хайлав теми; литература геройĕ, унăн характерĕ (ĕçĕсем, хăйне мĕнле тытни, сăн-сăпачĕ, пуплевĕ, шухăшĕ-кăмăлĕ); автор, характеристика, илемлĕ пайрăмсем; сюжет (хайлаври ĕç-пуç, сăнланнă çынсем, пейзаж, интерьер); пуплеве илемлетекен мелсем; пафос (хавха); прозăллă тата сăвăллă пуплев;

Вĕрентÿ  предмечĕн вырăнĕ

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çиреплетнĕ вĕрентÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче чăваш литературине  вĕрентме 6-мĕш класра 2 сехет уйăрнă.

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă учреждени «Курнавăшри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» чăваш литератури  программинче сехет шучĕ çавăн пекех.  

Вĕренекенсен результачĕсем

Ачасен çаксене тума пултармалла

Ачасен пултараяслăхĕ

 - Текста ǎнланма тата йышǎнма, вĕсене пĕр-пĕринчен уйǎрма тата танлаштарма  пултарни;

- кǎмǎл-сипет проблемине уйǎрса илни, чǎваш халǎхĕн идеалне палǎртни;

- хǎйсем тĕллĕн вулама суйлама пултарни;

- халǎх характерне курма пултарни;

- хǎйсен шухǎшне çирĕплетме вак жанрсемпе, каланисемпе усǎ курма пултарни;

- илемлĕ вулама тата каласа пама;

- литература хайлавĕсене халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсенчен уйǎрма пĕлни;

- илемлĕ хайлавǎн формипе содержанине пĕрле йышǎнма пултарни;

- хайлава кирлĕ пек ǎнланни, каласа пама пултарни, суйлама пĕлни;

- илемлĕ хайлава ÿнерĕн пĕр пайĕ пек йышǎнни, автор вулакана суннине тата ǎрусем валли хǎварнине ǎнланни;

- автор позицине тата хǎйĕн позицине палǎртма пултарни;

- хайлав вулаканшǎн актуаллǎ пулнине, хǎйсемшĕн хаклǎ тата кирлĕ çул уçса панине ǎнланни;

- вулаканпа диалога кĕме пултарни;

- хайлава тишкерме тата ǎнлантарма пĕлни, аргументсемпе çирĕплетсе хǎйĕн кǎмǎлне  палǎртни;

- тĕрлĕ форматлǎ аналитикǎллǎ текст йĕркелеме пултарни;

- хайлава ытти ÿнер тĕсĕсемпе танлаштарса пǎхма пĕлни;

- тĕрлĕ информаци çǎл куçĕпе тата хǎй майлǎ презентацин тĕп мелĕсемпе ĕçлени.

- Халǎх сǎмахлǎхĕн жанрĕсене ытти халǎх сǎмахлǎхĕпе танлаштарса халǎх идеалне курма тата вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрǎмлǎхĕсене асǎрхама пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн вуланǎ юмах-хайлава каласа пани;

- юмах-халап хайлама е ытти сюжет йĕрĕсене шухǎшласа тупма пĕлни;

- хǎйсем тĕллĕн суйласа илсе вулама пултарни;

- илемлĕ текст тĕсĕ евĕр хайлав тишкерĕвне суйласа илни;

- илемлĕ поэтика элеменчĕсене уйǎрса илни, вĕсен пĕлтерĕшне асǎрхани;

- пĕр текста тепĕр текстпа танлаштарма пултарни, аргументсемпе çирĕплетме пĕлни;

- ÿнер мелĕсемпе усǎ курса текста хǎйне евĕр кǎтартма (интерпретацилеме) пултарни;

- хǎй тĕллĕн вырǎс тата тĕнче литературипе танлаштарса хак пама пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕсем ирттерни; проект, реферат тата ытти тĕпчев ĕçĕсем туса пама пултарни.

Предмета хак пани (характеристика)

Тăван (чăваш) литература предметне вĕрентни ачасене идейăпа мораль тĕлĕшĕнчен аталанма май парать.  Çавна май ачасен

 - туйăмĕсене çынлăх шайне çĕклеме пулăшать;

- идейăпа мораль тĕлĕшĕнчен чăн-чăн граждансем пулма хăнăхаççĕ;

- пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма, йывăрлăха çĕнтерме вĕренсе пыраççĕ;

- ÿссе çитĕнекен ăру кирлĕ пек, таса чунлă çитĕнет;

- литература хайлавĕсем урлă сăнарсене хакланă май ачан кăмăл-сипечĕ, хăнăхăвĕ, тыткаларăшĕ йĕркеленет;

-  вĕсенче чăвашлăх туйăмĕ аталанать: тăван халăхне, чĕлхине, тăван вырăнне юратма тата ытти халăх культурине хисеплеме вĕренсе пыраççĕ;

- чăваш халăх сăмахлăхĕпе çыруллă сăмахлăх хайлавĕсен чи паха тĕслĕхĕсемпе паллашаççĕ;

- хайлавсене ăнкарса вулама, сăнарлăха тишкерме вĕренеççĕ;

- вулама кăмăллă, ÿсĕм шыравне тивĕçтерекен хайлавсем ачасене хавхалантарса пыраççĕ;

- ачасем ÿнерсен тата сăмах ÿнерĕн пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма, ăша хывма вĕренеççĕ;

- хайлавсенче пурнăç пулăмĕсем мĕнле палăрнине хаклама хăнăхаççĕ, çавна май ачасен чун-чĕринче илем туйăмĕ аталанать;

- вулавпа вĕренÿ урлă илемлĕх ăнкарăвĕ, тĕрĕслĕх туйăмĕ аталанать;

-  илемлĕ сăнарпа сăнарлăх пĕлĕвне туйма, хаклама хăнăхаççĕ;

- çыхăнуллă шухăшлав тарăнланса пырать, сочиненисем тата тĕрлĕ жанрлă хайлавсем çырма вĕренеççĕ.

           Унсăр пуçне çаксене тума пултараççĕ:

          – ачасем хайлав ятне палăртаççĕ, жанрне, жанр тĕсĕсене уйăраççĕ;

          – хайлавсенчи ĕçсен йĕркине асăрхаççĕ, хайлавсенчи сăнарсемпе ĕçлеççĕ;

          – хайлавсенчи пĕчĕк эпизодсемпе ĕçлеççĕ, ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне кăтартаççĕ;

          – ансăр, цитатăллă план тăваççĕ, лирика хайлавĕн ячĕсене калаççĕ, жанрне уйăраççĕ (сăвă, такмак, юрă);

          – сăвă тытăмне тишкереççĕ (миçе йĕркерен, миçе çавраран тăни), рифмисене, сăвă виçине тупаççĕ, кĕввине палăртаççĕ;

        –сăвă чĕлхин уйрăмлăхĕсене (сăпатлантарусене, танлаштарусене, метафорăсене, пысăклатусене, пĕтĕмлетÿсене, ытарлăхсене) тупаççĕ;

        – пуплев фигурисене (анафорăсене, эпифорăсене, риторикăллă ыйтусене, хутламсене) палăртаççĕ;

        – сăнарлă чĕлхе мелĕсене (тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене) асăрхаççĕ;

        – ачасем хайлаври ĕçсен йĕркине (сюжетне) калаççĕ, сăнарсем хушшинчи çыхăнăва палăртаççĕ;

        – çыравçă пурнăçри ÿкерчĕксене мĕнле сăнланине калаççĕ, тропсене тупаççĕ (эпитет…), пуплев çаврăмĕсене (фигурисене) асăрхаççĕ (антитеза, параллельлĕх, градаци…);  хайлаври илемлĕх мелĕсене тупаççĕ;

        – хайлаври тĕп сăнарпа ытти сăнарсен сăн-сăпатне, ĕç-хĕлне, шухăшне, кăмăлне, тыткаларăшне характеристика параççĕ;

        – анлă план тăваççĕ;

        – уйрăм сыпăксен содержанине туллин, кĕскен, суйласа илсе çырса е кĕскен каласа параççĕ;

        – хайлав тытăмне асăрхаççĕ: ĕç пуçламăшĕ, ĕç аталанăвĕ, ĕç хĕрсе çитнĕ самант, ĕç вĕçĕ;

        – хавхине (пафосне) палăртаççĕ;  – çыравçă тунă сăнлăхсене курма пултараççĕ;

        – сăнарсене танлаштараççĕ, ушкăнлаççĕ;

        – текста пĕтĕмĕшлĕн тишкереççĕ: тема, тĕп шухăшĕ; содержани, сюжет, композици; сăнар ушкăнĕсем, сăнар характеристики; хавха; илемлĕх мелĕсем;

         – хайлав проблемипе тĕп шухăшне палăртма пултараççĕ;

         – композицин уйрăмлăхĕсене асăрхаççĕ (содержани тата хайлавсенчи ĕçсен йĕрки);

        – композицин тытăмĕн пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ;

   - халăх кун-çулне, культура аталанăвне вăхăтпа талккăш сарăмĕнче тишкереççĕ;

-  произведение çырнă вăхăта, темăпа çивĕч ыйтусене, проблемисемпе хавхине, конфликчĕпе  илемлĕх мелĕсене палăртаççĕ; сăнарсене  (лирика геройĕ)

   - хайлав йĕркине (тытăмне), композицине тишкереççĕ; пуплев фигурисене, чĕлхен ытарлă çаврăнăшĕсене тата ăсталăхăн хăйне евĕрлĕхне кăтартма пултараççĕ.

                  Çаксем пурте вĕсене пурнăçĕнче кирлĕ пулаççĕ.

Чăваш литератури предметне вĕренме кирлĕ хатĕрсем

 1. Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн федераллă патшалăх стандарчĕ, чăваш литератури программи,  учителĕн ĕç программи      

 2. Компьютер

 3. Учебник

 4. Дидактикăллă, методикăллă литература тата ытти илемлĕ хайлавсен кĕнекисем

5. Презентациллĕ дисксем

6. Схемăсем, плакатсем, портретсем, ÿкерчĕксем, картинăсем, тематикăллă альбомсем

7. Тĕрлĕ тĕллевлĕ словарьсем

8. Фонохрестоматисем

9. Урока кирлĕ дисксем

10. Магнитофон, проигрыватель

11. Учитель сĕтелĕ

12. Ачасен сĕтелĕсемпе тенкелĕсем, доска, шкапсем, стендсем

13. Видеодиск, кассетăсем

Дидактикăллă литература:

1. З.С.Антонова, В.П.Станьял. Чăваш сăмахлăхĕн вĕрентÿ меслечĕсем. Чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма ирĕк панă. – Ш.: Чăв. кĕн. изд.-ви, 2006.

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерстви. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. «Литература пĕлĕвĕн кÿртĕмĕ». Методика кăтартăвĕсем. – Ш.: 2002.

2. Н.Г.Иванова «Чăваш литературине вăтам шкулта вĕрентессин хăш-пĕр ыйтăвĕсем» - Ш.: 2004.

3. З.П.Михайлова, В.М.Михайлов. Чăваш литератури. 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма сĕннĕ. – Кÿкеç, 2000.

Пĕлÿ паракан интернет ресурссем

www.it-h.ru «Творчествăлла ĕçлекен учительсен пĕрлешĕвĕ»

www.1 september.ru (кăларăмсем çинчен пĕлтерни)

cv.wikipedia.org (Чăваш энциклопедийĕ)

school – collection.edu.ru

http://www /chuvash.org – Чăваш халăх сайчĕ

history.chuvash.org (чăвашсем çинчен калани)

yumah.ru (чăваш халăх пултарулăхĕ)

samahsar.chuvash.org (чăваш сăмахсарĕ)

gallery.chuvash.org (фото галерейи)

chavash.narod.ru (чăвашхитрадио)

civmih 2 @ narod.ru

inzetchuv@narod.ru

http://www.lib.cap.ru – Чăваш Республикин Наци библиотеки

http://vcheboksari.ru – Патшалăх символики

http://www.hotelcom.ru – Чăваш Республикин паллă вырăнĕсем

http://www.opera-bollet.culture21.ru – Оперăпа балет театрĕ

http://www.obrazov.cap.ru – Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

http://pedkanash.org – Педканаш (Всероссийский Интернет-педсовет учителей чувашского языка)

www.tc-sfera.ru – журналсем, хаçатсем, кĕнекесем

http://pupar.ru – «Хыпар» издательство çурчĕ

http://www.chuv06.narod.ru – Чăвашла вĕрентекенсен пĕрремĕш сайчĕ

http://www.enc.cap.ru – Чăваш энциклопедийĕ. Интернет верси

http:// www.pedkanash.сhuvash.org – Чăваш чĕлхине вĕрентес  ĕçри компьютер пулăшăвĕ

http://chuv 06.narod.ru/salam.htm – Уроксем

http://gov.cap.ru./hierarchy - «Тăван чĕлхе - ăс-хакăл вăйĕ»

http://www.human.cap.ru – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ

http://www.chuvsu.ru – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ

http://www.chqpu.edu.ru – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ

http://www.academy.cap.ru – Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ

http://www.unitex.chebnet.com – Чăваш Республикин патшалăх учрежденийĕ «Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр» (ЮНИТЕКС)

http://www.nmcpo.narod.ru – Чăваш Республикин патшалăх учрежденийĕ «Вĕренекен çамрăксен пултарулăх çурчĕ»

С о д е р ж а н и

 VI класс

Хайлавсене вуласа тишкерме – 50 сехет

Пуплевпе çыру ǎсталǎхне аталантарма – 10 сехет

Килти вулава йĕркелеме – 8 сехет

Резерв – 2 сехет

Пĕтĕмпе -  70 сехет

Кÿртĕм. Çут çанталǎкпа çын – литературǎн тĕп сǎнарĕсем. Литература – пурнǎç тĕкĕрĕ. Сǎнарлǎх – халǎх сǎмахлǎхĕпе илемлĕ литературǎн эстетика никĕсĕ. Илемлĕ хайлавсем вулакан кǎмǎл-туйǎмне аталантарма пулǎшни, ǎна пархатарлǎ çын пулма вĕрентни. (1 сехет)

Халǎх сǎмахлǎхĕ

  1. Юрǎ – халǎх чунĕ (6 сехет)

     

 Юрǎ – халǎхǎн пысǎк пуянлǎхĕ, сǎмахлǎхǎн вайлǎ аталаннǎ, анлǎ сарǎлнǎ тĕсĕ. Авалхи çынсем сǎмах асамлǎхне ĕненни, сǎвǎ-юрǎпа кулленхи пурнǎса илемлетни.

         а) Халǎх юррисем. Халǎх юррисенче çынсен пурнǎçĕ, шухǎш-ĕмĕчĕ, кǎмǎл-туйǎмĕ сǎнланса юлни. Юрǎ жанрĕсемпе тĕсĕсем. Самана улшǎннǎçемĕн юрǎ жанрĕсем çĕнелсе пыни. Ĕлĕкхи юрǎсем. Вуласа вĕренме: «Алран кайми аки-сухи», «Уй варринче», «Пир çапакансен юрри». «Хурǎн çулçи». Килте вулама: «Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юхать», «Çерем пǎсса вир акрǎм». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи:  Халǎх юррисен сǎнарлǎхĕпе илемлĕхĕ.

ǎ ) Литература юррисем. Литература юррисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, вĕсен тематикипе тĕп шухǎшĕ, тытǎмĕ, сǎнарлǎхĕ. Юрǎ ǎстисем, юрǎçсем, юрǎ сǎвǎлакансем, юрǎ кĕввине хывакансем. Вуласа вĕренме: Ф. Павлов « Хитре», « Вĕлле хурчĕ». И. Тукташ « Хĕл илемĕ». Вуласа паллашма: Валентин Урташ «Çунат хушассǎм килет». Раиса Сарпи «Мухтав юрри». Килте вулама: Юрий Плотников «Лар, аннеçĕм, юнашар». Александр Гордеев «Анне сǎнарĕ».  Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем. Юрǎ янǎравлǎхĕ сǎмахпа кĕвĕ уйрǎлми çыхǎннинчен килни: çемĕ ( ритм) – ассонанс, аллитерации, анафорǎпа эпифора, сǎмах вылянǎвĕ, рифмǎсем ( састаш) – мǎшǎр, хĕресле, çавра.  

                                                                                                     

Çыруллǎ сǎмахлǎх

                                                                                     2.Усал – утпа, ырри çуран çÿрет ( 6 сехет)

Çын кǎмǎл-туйǎмĕн пахалǎхĕ: ǎш пиллĕх, ырǎ кǎмǎллǎх, тÿрĕ чунлǎх, юлташлǎх.  Хайлавсенчи кǎмǎл-сипет ыйтǎвĕсем: кахал, хытǎ чунлǎ, çǎткǎн, суеç, элекçĕ, мухтанчǎк, хыт кукар çынсене питлени. Вуласа вĕренме: Анатолий Смолин: « Ан вĕлер, ан суй, ан сут». Денис Гордеев « Кукǎр алǎсем». Петĕр Эйзин «Кураканни курать». Ю.Мишши «Çĕр улми аврипе Мǎян», В. Игнатьев «Кушак сухалĕ», Александр Кǎлкан  «Хǎравçǎ Мулкач». Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Ултав»». Килте вулама  Валерий Туркай « Йывǎр – çын пулма». Александр Кǎлкан « Каппайчǎк пучах». Мĕтри Юман «Çĕнĕ хунав». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Ытарлǎ кулǎш. Питлевпе юптару. Ытарлǎх ( аллегори) – пĕтĕмлетнĕ шухǎша сǎнар урлǎ шахвǎртса калани. Юптару – эпика жанрĕ, сǎвǎласа çырнǎ ытарлǎ хайлав.  

                                                       3.Çынна сума сǎвакан – хǎй те сумлǎ пулакан (5 сехет)

Çыннǎн кǎткǎс чун-чĕрине ǎнланма, кирлĕ чухне пулǎшма, ырǎ кǎмǎл-сипетне ǎша хывма тǎрǎшасси, аслисенчен ырǎ тĕслĕх илесси. Этем чысĕпе тивĕçĕ, сĕмĕ-сипечĕ (совеçĕ) ÿнерсенче (сǎмахлǎхра, графикǎра, скульптурǎра, живопиçре, юрǎра, ташǎра, оперǎпа балетра) палǎрни. Вуласа вĕренме: Антип Николаев «Юрик асламǎшĕ». Александр Кǎлкан «Йытǎпа Кушак». Петĕр Эйзин « Йǎмрапа хурǎн», В. Бурнаевский «Кÿрентерÿпе каçару». Вуласа паллашма: Иван Яковлев. «Ватǎсемпе çамрǎксем». «Вǎрǎпа амǎшĕ» ( юмах). Килте вулама:  Ольга Туркай «Çулçǎ», «Çерçисем». Порфирий Афанасьев «Пĕр юлташа». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Ÿнер тĕсĕсем. Унерти тата чǎн пурнǎçри сǎнарсене тÿррĕн тата символласа кǎтартни.

                                                                                                     4. Чыс, тивĕç, сипет этеме кÿрет тивлет (7 сехет)

Этем лайǎх е япǎх пуласси ытти сынсемпе хутшǎннинчен, ырǎпа усала курма пĕлнинчен, ашшĕ-амǎшне, халǎха тивĕслĕ пулма тǎрǎшнинчен килни. Чыс, тивĕç,  сипет – çыннǎн чи кирлĕ енĕсем, вĕсене аталантарма çамрǎк çынна литература пулǎшни. Вуласа вĕренме: Лидия Сарине « Кукамай», Валентина Элпи « Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача». Вуласа паллашма: Елен Нарпи « Тивĕç». Василий Петров « Мулаххай». Килте вулама:  Людмила Сачкова

«Тирпейсĕр Тимуш». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Калав çинчен аса илни. Калав тĕсĕсем. Калуçǎпа санарсем. Калавǎн тематики, шухǎшĕ, сǎнарĕсем.                                                                                                                                                                           

                                                                                                    5. Ÿркев ÿкерет – ĕçченлĕх çĕклет ( 7 сехет)

Литературǎри тата пурнǎçри ырǎпа усал кĕрешĕвне сǎнарлǎн кǎтартни. Ÿркевпе ĕçченлĕх. Ĕçрен хǎраман, таса чун-чĕреллĕ, ырǎ ĕмĕтлĕ çынсене кǎтартни. Вуласа вĕренме: Валерий Туркай «Ниме», В. Давыдов-Анатри «Кĕтмен инкек», Валентина Элпи «Аппапа пĕрле». Вуласа паллашма: Мария Ухсай « Çаран çинче», Александр Галкин «Ăнǎçсǎр ǎмǎрту». Килте вулама: Зоя Нестерова « Янттине хапсǎнсан». Ăсталǎхпа илем тĕнчи : Хайлав тытǎмĕ.

6. Пул ǎслǎ, тавçǎруллǎ ( 10 сехет)

Çут çанталǎк панǎ ас-хакǎла, тавçǎрулǎха, тавракурǎма аталантарса пырас тесен нумай вуламалла, сǎнамалла, тĕпчемелле. Çине тǎрса тǎрǎшсан çеç ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнǎçа кĕрет. Литература геройĕн ǎс-тǎнне, тавçǎрулǎхне хайлавсенче тĕрлĕ енлĕ кǎтартса пани. Вуласа вĕренме: Иван Ахрат « Юрлакан кĕленчесем». Ю. Сементер «Вилĕме улталани». Людмила Сачкова «Шǎпǎрлан», Г. Айхи «Çын тата сцена». Вуласа паллашма: Алексей Трофимов «Çыруллǎ кĕпе», «Паллǎсен уявĕ». Килте вулама:  Геннадий Юмарт «Çылǎх мана». Георгий Ефимов «Кам пулǎ янǎ вара кунта?». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи. Литература геройне сǎнлани: диалог, мǎнлату, пĕчĕклетÿ, градации, хирĕçлетÿ, юптарса калани.

                                                                                        7. Юлташсǎр çын – тымарсǎр йывǎç ( 7 сехет)

«Тус, юлташ хǎвǎнтан лайǎхрах пултǎр. Эсĕ ху та маттур пул» тени. Тус-юлташран тĕслĕх илсе пĕр-пĕрне пулǎшса пырасси. Тус-юлташ – çыннǎн чи пысǎк пуянлǎхĕ, шанчǎкĕ, телейе, тĕрекĕ. Илемлĕ литературǎн пурнǎç чǎнлǎхĕпе илемне сǎнласа кǎтартас, этеме пултаруллǎ та хитре чунлǎ пулма вĕрентес тĕллевĕ. Вуласа вĕренме: Митта Ваçлейĕ «И мĕн пуян?», Ольга Туркай «Юлташпа - вǎйсǎрри те вǎйлǎ», А. Кǎлкан «Алим». Вуласа паллашма: Валентина Элпи «Тус пулар». Людмила Сачкова «Ăмсану». Килте вулама: Василий Ермолаев «Кулǎшла инкек». Ăсталǎхпа илем тĕнчи: Драма тĕсĕсем, тытǎмĕ. Хирĕç тǎру – драмǎри ĕçсене аталантаракан никĕс. Драма тытǎмĕ: ĕç пуçламǎшĕ, аталанǎвĕ, хĕрсе çитнĕ вǎхǎт, ĕç вĕçленĕвĕ. Ĕç –пуç ( действи, акт), ÿкерчĕк, курǎну ( явлени).

                                                                                                 8. Ырри усала çĕнтеретех ( 8 сехет)

Сǎмах ǎсталǎхĕ ырǎпа усала уйǎрма вĕрентни. Йывǎрлǎхсене çирĕп кǎмǎллǎ, мал ĕмĕтлĕ çын анчах çĕнтерни. Этем халǎха юрǎхлǎ çын пулас ĕмĕтпе пурǎнни. Вуласа вĕренме: Иван Лисаев « Чире парǎнма çуралман»,  Стихван Шавли « Вĕçкĕн Ваççа», Людмила Сачкова « Оля – Улькка», А. Лазарева « Урок пуçланчĕ». Вуласа паллашма: Любовь Мартьянова « Çуралнǎ кун», С. Элкер «Манǎн кǎмǎл». Килте вулама: Порфирий Афанасьев «Çынна ырǎ ту», Михаил Сунтал «Чǎваш пĕтсен тĕнче пĕтет». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи . Хайлаври хавха. Паттǎрлǎх, çĕкленÿлĕх. Черченлĕх, хурланупа синкерлĕх, кулǎш, тǎрǎхлав, питлев хавхисем ( пафоссем). Хайлавсене çырса кǎтартнин хǎй евĕрлĕхĕ.

                                                                                       

9. Çǎкǎртан  асли çук ( 6 сехет)

Çǎкǎр-тǎвар – чǎваш çыннин пурнǎç тыткǎчи. Ǎна перекетлĕ тытни, тǎрǎшса упрани, çǎкǎр тǎвакана мухтани. Тǎван уй-хире хресчен чунтан юратни. Уй-хир ĕçченĕн пархатарлǎ ĕçне кǎтартни. Сǎнлас пултарулǎх. Çǎкǎрпа çынна поэзире тата эпикǎра сǎнарлакан уйрǎмлǎхсем. Вуласа вĕренме: Ева Лисина « Çǎкǎр чĕлли», А. Воробьев «Çурхи хирте», «Çǎкǎр». Вуласа паллашма: Уйǎп Мишши « Сухара». Килте вулама: Виталий Енĕш «Çǎкǎр пирки пĕр-ик сăмах», Василий Петров «Çавра çǎкǎр». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: Поэзи чĕлхи, Сǎвǎ виçисем.

                                              10. Тǎван çĕрĕн тусанĕ те тǎван, пылчǎкĕ те пылак ( 7 сехет)

  Тǎван çĕрĕн илемĕпе пурлǎхне упрасси. Тǎван çĕрĕн çут çанталǎкĕпе , çыннисемпе, вĕсен ĕçĕ- хĕлĕпе, ялĕ-хулипе мǎнаçланма вĕрентесси.  Халǎхшǎн ырǎ ĕç туни – тивĕç, телей, савǎнǎç. Çыравçǎн тĕп тĕллевĕ – каласа кǎтартасси мар, сǎнласа парасси. Вуласа вĕренме: Геннадий Волков « Ылтǎн çĕр», И.Ивник « Тул çутǎлать», С. Элкер «Пуян чǎваш вǎрманĕ». Вуласа паллашма: Герасим Харлампьев «Ытарайми çĕр-шывра». Килте вулама: Анатолий Афанасьев «Çил», « Тĕтре», «Пĕлĕтсем», « Юр пĕрчисем». Ǎсталǎхпа илем тĕнчи: очеркпа тĕрленчĕк. Илемлĕ очерк. Чǎнлавлǎ очерк. Очерк тĕсĕсем: сǎн-сǎпат, аса илÿ, çул çÿрев очеркĕсем.

        Пǎхмасǎр калама вĕренмелле: « Алран кайми…», Илле Тукташ «Хĕл илемĕ», А. Кǎлкан «Хǎравçǎ мулкач», Анатолий Смолин «Ан вĕлер, ан суй, ан сут», Петĕр Эйзин «Йǎмрапа хурǎн», Митта Ваçлейĕ «И мĕн пуян?», Стихван Шавли «Вĕçкĕн Ваççа», Ева Лисина «Çǎкǎр чĕлли» ( Проза сыпǎкĕсем), Иван Ивник «Тул çутǎлать».

             Пĕлмелли ǎнлавсем: антитеза, драма, дактильлĕ састашсем, икĕ тата виçĕ сыпǎклǎ сǎвǎ виçисем, илемлĕх мелĕсем, кĕвĕ ǎсти, кулǎш, очерк тĕсĕсем, параллельлĕх, питлев, сǎнарсен ушкǎнĕсем, çыравçǎ-сǎнлавçǎ, çыравçǎ-шухǎшлавçǎ, тема, тĕп шухǎш, ленчĕк, ÿнер, ÿнер тĕсĕсем, хавха, хайлав тытǎмĕ, конфликт, ытарлǎх, эстетика, илемлĕх.

               Ирĕклĕ вулав валли: «Ача-пǎча самахлǎхĕ»: вǎтам классен хушма вулав кĕнеки (1996); Антонина Васильева «Çăкăр пиçет», Денис Гордеев «Ăшă çумăр», «Карăк туйĕ»; Виталий Енĕш «Чун кăварĕ», Прохор Емельянов «Япаласем ăçтан килнĕ?», Анна Железкова «Шуршăл ачи», Николай Иванов «Ырă ят»,  Иван Ивник «Сăвăсемпе поэмăсем», Аркадий Казанов «Ачалăх сукмакĕсем», «Чун йыхравĕ»;  Александра Лазарева «Савăнăç», Любовь Мартьянова «Сенкер ачалăх», Георгий Орлов «Тривим йысна калавĕсем», «Пирĕн енче». Халăх хывнă сăвă-юрă. Юрий Скворцов «Вăлтари рак». «Юратнă кĕнеке», Ш.: 1966, 1976

6-мĕш класра вĕренекенсен çаксене пĕлмелле:

  • вĕреннĕ хайлавсен ячĕсемпе паллăрах авторĕсене;
  • хайлаври ĕçсен йĕркине (сюжета), сăнарсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва;
  • литература теорине (программăра палăртнине);
  • программăра катартнă текста пăхмасăр лайăх калама.

6-мĕш класра вĕренекенсен çаксене тума пултармалла:

  • çыравçă пурнăçри ÿкерчĕксене мĕнле сăнланине курма, тавçăрса илме;
  • хайлаври илемлĕх мелĕсене тупма, вĕсемпе çыравçă мĕншĕн усă курнине ăнлантарса пама;
  • хайлаври тĕп сăнарпа ытти сăнарсене, вĕсен ĕçне-хĕлне, тыткаларăшне, шухăшне, кăмăлне кăтартса характеристика пама;
  • илемлĕ литература, ăслăлăх тата публицистика хайлавĕсене тĕрĕс, уçăмлă вулама;
  • илемлĕ литература хайлавĕсене сăнарсен расна сассине палăртса вулама;
  • эпика хайлавĕн е уйрам сыпăксен содержанине туллин, кĕскен, суйласа илсе каласа е çырса пама;
  • вуласа тухнă хайлав çинчен харпăр хăй шухăшне пĕлтерсе калама е çырса пама; ыйтăва хуравлама, тĕп сăнарсене хаклама;
  • эпика хайлавĕн е унăн пĕр сыпăкĕн ансăр тата анлă планне тума;
  • килте вуланă хайлавăн уйрăм курăнăвĕсемпе сăнарсем çинчен хăй шухăшне каласа пама;

Класран класа куçнă чухнехи аттестаци ирттермелли форма: тĕрĕслев ĕçĕ – тест

 Чăваш Республикин Шупашкар  районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени  «Салабайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă     №-лĕ хушăвĕпе çурла  уйăхĕн 31-мĕшĕнче  çирĕплетнĕ

2017-2018 вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев

тесчĕ

 

І. Тĕрĕс хурава шыраса туп:

1. Сăнлăх               а) Хайлавсенче çынна, чĕр чуна, йывăç-курăка, çут çанталăкри пулăма сăнлани;

2. Сăнар                ă) Пурнăç ÿкерчĕкĕсене чĕрене хускатмалла çырса ăсталани.

ІІ. Юрă ушкăнĕсене çырса тухăр

ІІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Анатолий Смолин                                               а) «Хăравçă мулкач»

2. Денис Гордеев                                         ă) «Ан вĕлер, ан суй, ан сут»

3. Петĕр Эйзин                                                      б) «Кураканни курать»

4. Александр Кăлкан                                                    г) «Кукăр алăсем»

ІV. Тĕрĕс хурав туп:

1. Аллегори          а) Прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав;

2. Юптару             ă) Вăл çыннăн е пулăмăн хăйĕнчен килекен çитменлĕхне, кăлтăкне шăхвăртса, пĕр-пĕр сăнар урлă систерсе калани.

V. Мĕн вăл ÿнер? Ÿнер тĕсĕсене çырăр

VІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Антип Николаев                                                а) «Йăмрапа хурăн»

2. Александр Кăлкан                                             ă) «Юра асламăшĕ»

3. Петĕр Эйзин                                                       б) «Йытăпа кушак»

VІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Лидия Сарине                                                       а) «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»

2. Валентина Элпи                                                    ă) «Пакшапа чакак»

3. Юрий Сементер                                                    б) «Кукамай»

VІІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Сюжет                  а) Хайлавăн уйрăм пайĕсене  пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле çыхăнтарса йĕркелени;

2. Композици           ă) Хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки.

ІX. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Людмила Сачкова                                                     а) «Аппапа пĕрле»

2. Валери Туркай                                                           ă) «Вилĕме улталани»

3. Валентина Элпи                                                         б) «Ниме»

4. Иван Ахрат                                                                 в) «Шăпăрлан»

5. Юрий Сементер                                                          г) «Юрлакан кĕленчесем»

X. Тĕрĕс хурав туп:

1. Комеди                          а) Кулăшла ĕçсем пулса иртеççĕ;

2. Трагеди                          ă) Геройсенчен пĕрисем пĕтеççĕ, теприсем – çĕнтереççĕ;

3. Драма                            б) Парăнми синкерлĕ ĕçпе вĕçленет.

XІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Ева Лисина                                                        а) «Çурхи хирте»;

2. Алексей Воробьёв                                             ă) «Çăкăр чĕлли»

3. Иван Лисаев                                                      б) «Урок пуçланчĕ»

4. Александра Лазарева                                       в) «Чире парăнма çуралман»

 

                     Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна  хатĕрленĕ

                                                                 

6 класс, литература, тест хуравĕсем

І.               1 – ă, 2 – а;

ІІ. Ĕç, йăла-йĕрке, такмаксем, çаврасем.

ІІІ.            1 – ă, 2 – г, 3 – б, 4 – а;

ІV.            1 - ă, 2 – а;

V.  Ÿнер вăл – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартакан ăсталăх. Музыка, ÿкерÿ, скульптура, илемлĕ сăмах ÿнерĕсем пулаççĕ.

VІ.          1 – ă, 2 – б, 3 – а;

VІІ.         1 – б, 2 – а, 3 – ă;

VІІІ.       1 – ă, 2 – а;

ІX.          1 – в, 2 – б, 3 – а, 4 – г, 5 – ă;

X.           1 – а, 2 – б, 3 – ă;

XІ.          1 – ă, 2 – а, 3 – в, 4 – б.

 

 Тест хуравĕсене хакласси

0-32 балл – «2»

33-50 балл – «3»

51-70 балл – «4»

71- 100 балл – «5»

Сочиненисемпе изложенисене хакламалли виçесем

        Сочиненисемпе изложенисем ачасем шухăша тĕрĕс, çыхăнуллă йĕркелесе çырма пултарнине, пуплев аталанăвĕн шайне тĕрĕслемелли тĕп формăсем шутланаççĕ.

        5-9 классенче изложенисемпе сочиненисем çыртарнă чух вĕренекенсен калаçупа çырăвне аталантарма программăра мĕн-мĕн палăртнине асра тытмалла.

        Изложени валли ăс-пуçа аталантарас, кăмăл-сипете çирĕплетес енчен лайăх текст илмелле.

        Изложенин е сочиненин содержанине хакланă чухне çак енсене шута илмелле:

а) çырни темăпа, тĕп шухăшпа килĕшсе тăнине;

ă ) ĕçсене туллин çырса панине, фактсене тĕрĕс çырса кăтартнине;

б) стиле яка тытса пынипе пыманнине.

Изложенипе сочинени хаклавĕ

Хаклав палли

Мĕн шута илмелле

Содержанипе чĕлхе пуянлăхĕ

Тĕрĕс çырма пĕлни

1

2

3

«5» паллă

Çырса пани темăпа килĕшÿллĕ. Тĕп шухăша ăнланса, туллин, пăтраштармасăр çырса кăтартнă,сăмах пĕлтерĕшне пăтраштарман. Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Предложенисене грамматика тĕлĕшнчен лайăх йĕркеленĕ. Стиль енчен килĕшÿллĕ çырнă. Сочинени содержанийĕнче пуплевре пĕрер çитменлĕх пулма пултарать.  

1 орфографи йăнăшĕ; (е 1 пунктуаци йăнăшĕ; 1 грамматика йăнăшĕ)

«4» паллă

Пĕтĕмĕшпе илсен содержани темăпа килĕшÿллĕ, анчах кăшт унран пăрăнни пур. Çырни, тĕпрен илсен, тĕрĕс, анчах уйрăм çĕрте фактсене пăснă. Шухăш татăлни тĕл пулать. Сăмах йышĕ çителĕклĕ, пĕр стилпе çырнă, чĕлхи илемлĕ. Содержанире 2, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать.

2 орфографи йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ (е 1 орфографи йăнăшĕпе 3 пунктуаци йăнăшĕ; е 4 пунктуаци йăнăшĕпе 2 грамматика йăнăшĕ)

«3» паллă

Ĕçе темăран чылай пăрăнса çырнă. Тĕп шухăшсене каласа панă, анчах тĕрĕсех мар фактсем пур. Йĕркеллех, çыхăнуллах çырман. Сăмах йышĕ чухăнрах, шухăша тивĕçлине суйласа илмен, пĕр пек предложенисемпе усă курнă. Стиль тикĕслĕхĕ çук, илемлех çырман. Ĕçре содержани енчен 4 çитменлĕх, пуплев енчен 5 çитменлĕх пур.      

4 орфографи йăнăшĕпе 4 пунктуаци йăнăшĕ ( е 3  орфографи йăнăшĕпе 5 пунктуаци йăнăшĕ; е 7 пунктуаци йăнăшĕпе 4 грамматика йăнăшĕ)

«2» паллă

Ĕçре темăна уçса паман. Содержанире тĕрĕс мар вырăн чылай. Шухăш çыхăнулăхĕ çук, план тăрăх çырман. Стиль пĕр пек мар. Содержанипе пуплевре 6-7 çитменлĕх пур.

7  орфографи йăнăшĕпе 7 пунктуаци йăнăшĕ ( е 6 орфографи йăнăшĕпе 8 пунктуаци йăнăшĕ; е 5 орфографи йăнăшĕпе 9 пунктуаци йăнăшĕ; е 8 орфографи, 6 пунктуаци йăнăшĕ тата 7 грамматика йăнăшĕ).

       

              Чăваш чĕлхипе литература пуплевне тата пуплев хăнăхăвне, изложенипе сочинение тĕрĕс хакламалли пĕтĕмĕшле таблица

содержани

пуплев

орфографи

пунктуаци

грамматика

«5»

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0

0

0

1

0

1

0

0

0

0

1

0

«4»

0-2

0-2

0-2

0-2

0-2

0-

0

0-3

0-3

0-3

0-3

0-3

0-3

0

0

0

0

1

1

2

3

1

0-1

2-5

0

1-3

0-4

0

1

2

0-2

1-2

0-2

0-3

0

«3»

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0

0

1

1

2

2

3

4

5

6

0-4-8

0-9

0-3

4-6

0-3

4-6

0-5

0-6

0-5

0-6

3-4

0-4

3-4

0-4

3-4

0-4

0-4

0-5

0-5

0-6

«2»

0-6

0-6

0-6

0-6

0-6

0-7

0-7

0-7

0-7

0-7

5

6

7

8

9

9

8-10

7-9

0-8

7

0-6

0-6

0-6

0-6

0-6

                                                                                                                   

Тематика  планĕ

Урок

Темăри урок

Тема

     1.Юрǎ – халǎх чунĕ (6 сехет)

1.

1.

Литература –пурнǎç тĕкĕрĕ. Литературǎри сǎнарсем, сǎнарлǎх

2.

2.

«Алран кайми аки-сухи», «Уй варринче», «Пир çапакансен юрри»

3.

3.  

«Хурǎн çулçи» халǎх юррисен сǎнарлǎхĕпе илемлĕхĕ

4.

4.

Литература юррисен сǎвǎпа кĕвĕ пĕрлĕхĕ. Ф. Павлов «Хитре», «Вĕлле хурчĕ»

5.

5.

И.Тукташ «Хĕл илемĕ». Литература юррисенчи илемлĕх мелĕсем

6.

6.

П.Кипарисовǎн «Юрǎ» картини тǎрǎх çырнǎ сǎнлав сочиненийĕ

                   2.Усал – утпа, ырри çуран çÿрет ( 6 сехет)

7.

1.

А.Смолинǎн «Ан вĕлер, ан суй, ан сут!», П.Эйзинǎн «Кураканни курать» хайлавĕсем

8.

2.

Денис Гордеев «Кукǎр алǎсем» калав

9.

Килти вулав урокĕ. Ева Лисина «Атте пиншакĕпе тавǎру» хайлав

10.

3.

Юхма Мишши «Çĕр улми аврипе Мǎян» юптару

11.

4.

Ваçлей Игнатьев «Кушак сухалĕ»

12.

5.

Александр Кǎлкан «Хǎравçǎ мулкач» юптару

13.

6.

Килти вулав урокĕ. Чǎваш çыравçисен юптарǎвĕсем

3.Çынна сума сǎвакан – хǎй те сумлǎ пулакан (5 сехет)

14.

1.

Елен Нарпин «Ултав» хайлавĕ тǎрǎх инсценировка çырни

15.

2.

Антип Николаев «Юрик асламǎшĕ»

16.

3.

П.Эйзин «Йǎмрапа хурǎн» сǎвǎ

17.

4.

Валентин Бурнаевский «Кÿрентерÿпе каçару» калав. Ϋнер тĕсĕсем

18.

5.

Килти вулав урокĕ. А.Трофимов «Çыруллǎ кĕпе»

                              4. Чыс, тивĕç, сипет этеме кÿрет тивлет (7 сехет)

19.

1.

«Ырǎ ǎс – ырǎ ĕç çуратать» сочинени

20-21

2-3.

Лидия Саринен «Кукамай» хайлавĕ

22-23

4-5.

В. Элпи «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»  калав

24.

6.

Килти вулав урокĕ. Елен Нарпи «Тивĕç» калав

25.

7.

«Манǎн юратнǎ кукамай»  сочинени

5. Ÿркев ÿкерет – ĕçченлĕх çĕклет ( 7 сехет)

26.

1.

В.Туркайǎн «Ниме» сǎвви

27.

2.

В.Давыдов – Анатри «Кĕтмен инкек»

28-29.

3-4.

В.Элпи «Аппапа пĕрле» калав

30.

5.

Хайлав тытǎмĕ. Сочинени çырма хатĕрлени

31.

6.

«Ĕç – пурнǎç тыткǎчи» сочинени

32.

7

Килти вулав урокĕ. З.Нестерова «Янттине хапсǎнсан»

6. Пул ǎслǎ, тавçǎруллǎ ( 10 сехет)

33.

1.

Иван Ахратǎн «Юрлакан кĕленчесем калавĕ

34.

2.

Пуплев ǎсталǎхне аталантармалли пултару урокĕ. Кĕвĕ мана мĕн çинчен каларĕ?

35.

3.

Ю.Сементер «Вилĕме улталани» сǎвǎллǎ юмах

36.

4.

Л.Сачковǎн «Шǎпǎрлан» пьеса юмахĕнчи ĕçсен йĕрки

37.

5.

Л.Сачковǎн  «Шǎпǎрлан» юмахĕнчи тĕп сǎнар

38.

6.

Литература геройне сǎнлани

39.

7.

Г.Юмарт «Çылǎх мана»

40.

8.

Ф.П.Решетниковǎн «Каллех «иккĕ!» картини тǎрǎх çырнǎ сочинени

41.

9.

«Юрлакан кĕленчесем» хайлав тӑрӑх инсценировка çырни

42.

10

Геннадий Айхи «Çын тата сцена» сǎвǎ

                     7. Юлташсǎр çын – тымарсǎр йывǎç ( 7 сехет)

43.

1.

В.Миттан «И мĕн пуян…» сǎвви, О.Туркайǎн  «Юлташпа – вǎсǎрри те вǎйлǎ» калавĕ

44.

2.

А.Кǎлкан «Алим» пьеса (1-2-мĕш пайĕсем)

45.

3.

А.Кǎлканǎн «Алим» драминчи сǎнарсем

46.

4.

А.Кǎлканǎн «Алим» пьеси. Драма. Драма тытǎмĕ

47.

5.

«Алим» драмǎри юратнǎ сǎнарсем

48.

6.

Л.Сачковǎн «Ăмсану» калавĕ

49.

7.

Н.В.Овчинниковǎн «Çерçисем» картини тǎрǎх çырнǎ сочинени

                         8. Ырри усала çĕнтеретех ( 8 сехет)

50.

1.

Иван Лисаевǎн «Чире парǎнма çуралман» повеçĕ

51.

2.

Стихван Шавлин  «Вĕçкĕн Ваççа» сǎвви

52.

3.

Л.Сачковǎн «Оля – Улькка» калавĕ

53-54.

4-5.

А.Лазарева «Урок пуçланчĕ» калав

55.

6.

Хайлав хавхи (пафосĕ)

56.

7.

П.Афанасьевǎн «Çынна ырǎ ту» сǎвви

57.

8.

«Витя Кулешов – чǎн-чǎн çын» сочинени

9. Çǎкǎртан  асли çук ( 6 сехет)

58-59.

1-2

Е.Лисинǎн «Çǎкǎр чĕлли» калавĕ

60-61

3-4

Алексей Воробьёвǎн «Çурхи хирте», «Çǎкǎр» сǎввисем. Поэзи чĕлхи. Сǎвǎ виçисем

62.

5.

Килти вулав урокĕ. В.Енĕш «Çǎкǎр» калав

63.

6.

«Çǎкǎртан асли çук» сочинени

10. Тǎван çĕрĕн тусанĕ те тǎван, пылчǎкĕ те пылак ( 7 сехет)

64.

1.

Геннадий Волков «Ылтǎн çĕр» халап

65.

2.

Иван Ивник «Тул çутǎлать» сǎвǎ

66.

3.

Ç. Элкерĕн «Ешĕл хунав» повесть сыпǎкĕ – «Пуян чǎваш вǎрманĕ». Очерк тĕсĕсем

67.

4.

Килти вулав урокĕ. А.Емельянов «Çырма Куçми» хайлав

68.

5.

Тǎван литературǎна аса илсе пĕтĕмлетни. Тест

69.

6.

Мана килĕшнĕ сăвăçă

70.

7.

 Тǎван литературǎна аса илсе пĕтĕмлетни. Тест

 

                 Пĕтĕмпе 70 сехет

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"...

2016 Программа кружка "Домоводство".Программа рассчитана на 5-6 классы. Срок реализации программы 1 год.

Программа предполагает формирование ценностных эстетических ориентиров, навыков художественно-эстетической оценки, которые дадут возможность каждому ученику открыть для себя мир декоративно- прикладно...

Рабочая программа по русскому языку 7 класс (144 часа). Программа Савчук Л.О. «Русский язык. 5–9 классы общеобразовательных учреждений» под ред. Е.Я. Шмелёвой. — М. : Вентана-Граф, 2013.

Предлагаемая рабочая программа для учащихся 7-б  класса  составлена на основе Фундаментального ядра содержания общего образования, требований к результатам основного общего образования, пред...

Рабочая программа по литературе 7 класс (72 часа). Программа: Литература: 5-9 классы общеобразовательных учреждений / авторы-составители Г.С.Меркин, С.А.Зинин, В.А.Чалмаев. М., «Русское слово», 2013

Предлагаемая рабочая программа по литературе для 7  класса составлена на основе примерной программы по предмету «Литература», утвержденной Министерством образования РФ, программы Лите...