Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (7 класс) по теме

Шишкина Алевтина Евгеньевна

Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли  ФГОСпа хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_chelhi_7_klass_fgospa_tematika_plane.doc183.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ                                                

______А.А.Гречко                                                           _________А.П.Директоров                                                        

             .   . 2017                                                                                        .  .2017       №-лĕ приказ

                                                                                                                                                                         

                                                                   

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш чĕлхипе

 7-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

 

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                                                                                                       

                                                         

                                                      2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

Программǎпа вĕрентмелли кĕнеке:

- учебник:  Чăваш чĕлхи: 7 класс валли.  Ю.М.Виноградов, Л.Г.Петрова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016.

- стандарт: Федеральный компонент государственного стандарта общего образования. Ч. II. Среднее (полное) общее образование. Министерство образования и науки Российской Федерации. – М., 2004.

   - программа: Чăваш чĕлхи. Тěслěх программа: чăваш шкулĕн 5-9 валли / И. Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М. Виноградов. –  Шупашкар: Чăваш Республикин вěренÿ институчěн издательство  центрě, 2013.- 63с.

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем  виçĕ  енлĕ  пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйшĕн  тунисем), пур предметпа та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе  кăна çыхăннă  результатсем.

Харкамлăх результачĕсем шутне акă мĕн-мĕн кĕрет:

1.Тăван чĕлхе  чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;

2.Чăваш чĕлхин  илемлĕхне  хаклама пултарни, тăван чĕлхене  хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн  нормисене наци культурин  пуянлăхĕ шайне  лартса  сыхласси кашни чăвашшăн унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн  нормисене  наци культурин  пуянлăхĕ шайне  лартса сыхласси кашни чăвашшăн  пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

3.Шухăшпа  туйăма  палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсемпе пуплевре йышлă пулни; ача хăй пцплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса  тивĕçлĕ  хак пама пултарни.

Пур предметпа та вĕренме кирлĕ результатсем:

1)Пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

-сăмахпа каласа е çырса  пĕлтернĕ  информацие тĕрĕс ăнланни;

-вулавăн  тĕрлĕ мелĕпе усă курни;

-тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа  телевиденирен т.ыт.те) килекен материалпа  паллашса  информации пухма пултарни;

-ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа  е итлесе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ çĕрте усă курма пултарни (информаци çăл-куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);

-пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç  результатне каласа е çырса  хаклама пултарни;

-шухăш сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни;

-тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;

2)вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа  яланхи пурнăçра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе  пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предмета (тăван мар  чĕлхесене, литературăна т.ыт.те)вĕренме усă курни;

3) калаçнă май, пĕр-пĕр  ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва  сÿтсе явнă чух çынсене  тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ  пуплев  нормисене пăхăнни.

Предмета вĕреннин  результачĕсем

1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕç пуррине ăнланни;

3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни;

4) чăваш чĕлхине тĕпчекен ăслăлăхăн никĕсне ăша хывни; чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи çыхăнусене ăнланни;

5) чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илни: чĕлхе вĕрентĕвĕ тата унăн тĕп пайĕсем; чĕлхе тата пуплев, пуплевпе усă курса хутшăнни, калаçу тата çыру; монолог тата диалог; пуплев ситуацийĕ; пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем (калав, сăнлав, ăслав); текст,  чĕлхе единицисем, вĕсен паллисем тата пуплевре усă курнă чухнехи уйрăмлăхсем;

6) сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе предложение синтаксис енчен тишкерни; текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе  уйрăмлăхсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни;

7) тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

 «Чǎваш чĕлхи» предмечĕ сехет шучĕпе базис планне  пǎхǎнать  Пурĕ  - 68 сехет. Эрнере -2 сехет.

Вĕрентÿ формисем:  класпа ĕçлени, ушкǎнпа ĕçлени,  кашни ача пĕччен ĕçлени.

Вĕрентÿ технологийĕ:  вǎйǎ, икт мелĕпе усǎ курни, сывлǎха сыхлакан технологи.

Тĕрĕслев формисемпе хаклав-тĕрĕслев мелĕсем: диктант, изложени, сочинени, тест, карточка, синквэйн

2.Программа содержанийĕ

Глаголăн сăпатсăр формисем. Сăпатсăр формăсен ушкăнĕсем: причасти, деепричасти, инфинитив. Сăпатсăр формăсене сăпатлисенчен тата пĕр-пĕринчен уйăракан паллăсем.

Сăпатсăр формăсен пĕлтерĕшĕсем, пуплеври тăтăшлăхĕ, вырăнĕ.

Причасти. Причастин тухăçлă тата тухăçсăр формисем.

Хальхи причасти, унăн формисем – -акан(-екен) тата -ан(-ен) аффикссем. Хальхи причасти падеж тата хисеп тăрăх улшăнни.

Хальхи причастин çуклă форми, вăл иртнĕ причастиннипе пĕр килни: вулакан кĕнеке – вуламан кĕнеке; вуланă кĕнеке – вуламан кĕнеке. Хальхи причастин пуплеври вырăнĕ: тăрăшакан ача; таракана пĕр çул, хăвалакана çĕр çул; ывăл ача ашшĕне, хĕр ача амăшне хывакан; вăл çынпа хирĕçекен мар (у.к. хирĕçмест); ача утакан пулчĕ.

Хальхи причасти  тата -скер аффикс йышăнни.

Иртнĕ причасти, унăн çуклă форми, пуплеври вырăнĕ (ĕçленĕ ĕç, ĕçленĕ чух  хыççăн), ачасем переменăна тухнă).

Иртнĕ причасти  тата -скер аффикссем йышăнни, çав аффикслă формăсем падеж тата хисеп тăрăх улшăнни.

Иртнĕ причастин сказуемăй пулнă чухнехи вăхăт пĕлтерĕшĕ.

Иртнĕ причастин пуплеври тăтăшлăхĕ, унăн  аффикслă форми япала ячĕ вырăнĕнче çÿрени.

Пулас причасти, унăн çуклă формисем тата хăш-пĕр падеж формисем (каяссăн, каясса; хĕвел анаспа; чирлесрен сыхлан). Пулас причастин -шăн(-шĕн) аффикслă форми, унăн пуплеври вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Пулас причастин пуплеври вырăнĕпе тăтăшлăхĕ.

Хальхи, иртнĕ, пулас причастисен пул глаголлă пĕрлешĕвĕсем: Ача утакан пулчĕ. Анне ĕçе кайнă пулнă. Ĕçе вăхăтра тăвас пулать. Вĕсен пĕлтерĕшĕ.

Пулмалли причасти, унăн формисем, пуплеври вырăнĕ.

Çителĕклĕх причастийĕ, унăн пулăвĕ, пуплеври вырăнĕ пĕлтерĕшĕ.

Деепричасти пĕлтерĕшĕ,унăн уйрăмлăхĕсем, пуплеври вырăнĕ.

Тăтăшрах тĕл пулакан деепричасти формисем: -сан(-сен), -сассăн(-сессĕн); -нăçемĕн(-нĕçемĕн), - нăçем(-нĕçем),  -иччен, -са(-се), -а(-е), вĕсен вариантлăхĕ.

Инфинитив. Инфинитив формисем: -ма(-ме), -машкăн(-мешкĕн) аффикслисем. Вĕсен пуплеври вырăнĕ.

Чăваш чĕлхинчи инфинитивпа вырăс чĕлхинчи инфинитив, вĕсен уйрăмлăхĕ.

Глагол урăх пуплев пайĕ пĕлтерĕшĕпе çÿрени.

Пулăшу сăмахĕсем. Хыç сăмахсем. Хыç сăмахсен пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхĕсем. Хыç сăмахсемпе тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (япала ячĕсемпе паллă ячĕсем, наречисем): вăрман çийĕн, вăрман хĕррипе, вăрман витĕр, вăрман урлă, çын хыççăн кай.

Союзсем. Союзсен пĕлтерĕшĕпе пуплеври вырăнĕ. Сыпăнуллă тата пăхăнуллă союзсем, вĕсен уйрăмлăхĕ, ушкăнĕсем.

Сыпăнуллă союзсемпе наречисем, татăксем: анчах(рах) килтĕм – наречи; уйăх çутатать, анчах ăшăтмасть – союз; эпĕ ăна пĕрре анчах курнă – татăк.

Пăхăнуллă союзсемпе тулли мар пĕлтерĕшлĕ глагол формисем: сывлăхлă пулас тесе – союз; эп сана Мускава кайнă тесе – тулли мар пĕлтерĕшлĕ глагол форми.

Татăксен пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕсем. Татăксене тĕрĕс çырасси.

Междометисен ытти пуплев пайĕсем хушшинчи вырăнĕ. Междометисене тĕрĕс çырасси, вĕсем хыççăн чарăну палли лартасси.        

Синтаксиспа пунктуаци

Синтаксис – чĕлхе наукин сăмахсенчен пуплев мĕнлерех йĕркеленни çинчен вĕрентекен пайĕ.

Пунктуаци – пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксене еплерех уйăрмалли çинчен калакан правилăсен пуххи. Пунктуаци калас шухăшпа, грамматикăпа тата чĕлхе уйрăмлăхĕсемпе çыхăнни.

Пунктуаци те, орфографи пекех, чĕлхе наукин пĕр пайĕ пулни. Вăл çырăва йĕркелет, ăна вулаканшăн та, çыраканшăн та ăнланмалла тăвать.

Пуплев сыпăкĕсем: предложени тата сăмах майлашăвĕ. Сăмах майлашăвĕпе предложени – пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксем. Вĕсен тытăмĕ, уйрăмлăхĕсем.

Сăмах майлашăвĕ – предложени сыпăкĕ, предложени – пуплев сыпăкĕ. Предложени – хутшăнури тĕп единица.

Пуплеври сăмахсен çыхăнăвне палăртмалли мелсем: аффикссем, хыç сăмахсем, союзсем, сăмахсен вырăнĕ-йĕрки.

Предложени – кирлĕ шухăша палăртакан единица (шухăшпа хутшăну единици) тата грамматика пĕрлĕхĕ.

Хутсăр тата хутлă предложенисем.

Хутсăр предложени. Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен (е шухăш) тытăмĕ, мĕн çинчен каланине палăртакан сăмахсем (тема) тата ун çинчен мĕн пĕлтернине палăртаканнисем (рема). Темăпа рема пĕр сăмахлă тата темиçе сăмахлă пулма пултарни.

Предложенири сăмахсен йĕрки, унăн функцийĕсем (сăмах йĕрки мĕне-мĕне палăртни).

Шухăш тĕшши, ăна палăртакан сăмахсем предложенире еплерех вырнаçни.

Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйтăва палăртмалли мелсем: ыйту сăмахĕсемпе (кам, мĕн, ăçта, хăçан т.ыт.те) ыйтуллă татăксем (-и, -ши, -им, -шим).

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисен ушкăнĕсем.

Ыйтуллă предложенисем те, ыйтусăррисем те туйăмлă (эмоциллĕ) пулма пултарни. Туйăмлисене чарăну паллипе палăртасси.

Пурлă тата çуклă предложенисем. Çуклăха кăтартмалли мелсем. 

                                           

                                                                               ТЕМАТИКА ПЛАНĔ

п п

УРОК ТЕМИ

Сехетсен шучĕ

1

Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи

1

2

6-мĕш класра вĕреннине аса илесси. Япала ячĕсем. Паллă тата хисеп ячĕсем

1

3

6-мĕш класра вĕреннине аса илесси. Местоимении. Наречии. Евĕрлев сăмахĕ.

1

 4

6-мĕш класра вĕреннине аса илесси. Глаголăн сăпатлă форми.

1

5

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Айта». Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 76-77с». 

1

6

Глагол.  Глаголăн сăпатсăр формисем.

1

7

Глаголăн инфинитив форми.

1

8

 ÇПАу1. Ăслав сочиненийĕ. (20-мĕш хăн. условийĕпе усă курмалла).

1

9

Причасти. Причастисем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарни.

1

10

Пулмалли  причастисем. Причастисен тухăçлă тата тухăçсăр  формисем.

1

11

Пулас, хальхи, иртнĕ причастисем

1

12

Причастисен  палăрту формисем.

1

13

Причастисен  палăрту формисем.

1

14

ÇПАу2 Изложени "Пирĕн улмуççисем". М.Г. Данилова, М.З. Табакова. Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи:5-9 классем валли, Шупашкар, 2007, 54-55с. 

1

15

Причастисен вĕçленĕвĕ.

1

16

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Текĕрлĕк» Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 101с». 

1

17

Деепричасти. Деепричастисем çинчен пĕтĕмĕшле  ăнлантарни.

1

18

Деепричастисен пулăвĕ.

1

19

Деепричастисен пĕлтерĕшĕсем.

1

20

Деепричастисене тĕрĕс çырма хăнăхтарасси

1

21

ÇПАу3. Учебникри 81-мĕш хăн-рури темăпа сочинени çырасси.

1

22

Глаголсене тишкерме вĕренесси. Глаголсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

1

23

Тĕрĕслев  диктанчĕ. «Шурă кăвакарчăн» Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 102с». 

1

24

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев  пайĕсемпе  паллаштарасси. Хыç сăмахсен пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси.

1

25

Хыç сăмахсен çыхăнăвĕ.

1

26

Союзсем. Союзсен ушкăнĕсем.

1

27

Союзсене  тишкересси.

1

28

ÇПАу4. М.Г.Данилова,М.З. Табакова. «Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи» кĕнекерен 89 стр. «Çил-тăман» текста çырасси.

1

29

Татăксем. Татăксен ушкăнĕсем.

1

30

Татăксене тĕрĕс çырасси.

1

31

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем çинчен  вĕреннине пĕтĕмлетесси.

1

32

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Хĕле кĕрес умĕн». Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 106-107с». 

1

33

Междометисем.

1

34

Междометисем.

1

35

ÇПАу5. 170-мĕш темăпа усă курса сочинени çырасси.

1

36

Мĕн вăл чĕлхе? Мĕн вăл пуплев?

1

37

Синтаксис пуплев мĕнле  йĕркеленнине вĕрентни.

1

38

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем.

1

39

Предложенипе сăмах майлашăвĕ – пĕлтерĕшлĕ сыпăксем.

1

40

Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ.

1

41

Сăмах майлашăвĕн  тытăмĕ.

1

42

Сăмах майлашăвĕн  тытăмĕ.

1

43

Сăмах майлашăвĕн  тытăмĕ.

1

44

Сăмах майлашăвĕ çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

1

45

Тĕрĕслев ĕçĕ «Кислород баллонĕ». Л.П. Сергеев, Г.Ф. Брусова, В.В. Павлов. Диктант тексчĕсен пуххи: 5-9 классенче чăваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли, Шупашкар, 2012, 98с». 

1

46

ÇПАу6. «Марине пулăшăвĕ» М.Г.Данилова,М.З. Табакова. «Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи» кĕнекерен 73-74стр.

1

47

Хутсăр  предложенин  хутшăнуран  килекен тытăмĕ.

1

48

Хутсăр  предложенин  хутшăнуран  килекен тытăмĕ.

1

49

Шухăш тĕшши.

1

50

Шухăш тĕшши.

1

51

Сăмахсен йĕрки тата текст.

1

52

Сăмахсен йĕрки тата текст.

1

53

Сăмахсен йĕрки тата текст.

1

54

Сăмахсен йĕрки тата текст.

1

55

ÇПАу7. Изложени «Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ». Г.Ф. Брусова «Изложени тексчĕсен пуххи» 5-9 классенче чăваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли, Шупашкар, 1997, 71стр.

1

56

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем.

1

57

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем.

1

58

Пурлă тата çуклă предложенисем.

1

59

Пурлă тата çуклă предложенисем.

1

60

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Мĕн-ши вăл илем?». Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 126с». 

1

61

Текст стилĕ

1

62

Пуплевĕн ăслăлăх стилĕ

1

63

ÇПАу8. Учебникри  333-мĕш хăнăхтару. Ăслав сочиненийĕ çырасси.

1

64

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Шăнкăрчкасси». Л.Г. Петрова, В.А. Егорова Диктант пуххи: 5-9 классем валли, Шупашкар, 2006, 122с». 

1

65

6-мĕш тата 7-мĕш класра вĕреннине тĕрĕслемелли  ыйтусемпе ĕçлесси

1

66

Предложенипе  сăмах майлашăвĕ. Текст.

1

67

Предложенипе  сăмах майлашăвĕ. Текст.

1

68

Вĕренÿ çулĕнче  тĕл пулнă йывăрлăхсем.

1

5. Вĕренÿ результачĕсене хакламалли  мелсемпе меслетсем

Ачасен ĕçĕсене хакламалли виçесем

Сăмахпа каласа хуравланине хакламалли ĕçсем

        Ачасем чăваш чĕлхи çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслемелли меслетсенчен пĕри вăл – сăмахпа каласа хуравлани. Ачан хуравĕ тулли, çыхăнуллă, шухăш енчен йĕркеллĕ  тытса грамматика пулăмне тĕрĕс ăнлантарма пĕлмелле.

Вĕренекенĕн хуравне хакланă чухне çак критерисене тĕпе хумалла: 1) туллилĕхпе тĕрĕслĕхĕ; 2) вĕреннине мĕн таран ăнланни;   3) литература чĕлхин нормисене пăхăнни.

        «5» паллă  виçи: а) ача вĕреннĕ материала пĕтĕмпех ăнланать, туллин каласа парать; ă)каланине кĕнекери тĕслĕхсемпе çеç мар, хăй тупнисемпе те çирĕплетме пултарсан; б) материала йĕркипе, çыхăнуллă, литература чĕлхин нормисене пăхăнса каласа парать.

        «4» паллă виçи: ача «5» паллă хаклавĕн материалне пĕтĕмĕшле пĕлме тивĕç, учитель асăрхаттарнă йăнăша хăй тĕллĕн тÿрлетме пултармалла. Шухăш йĕркине 1-2 çĕрте литература номерне 1-2 тĕлте пăсма юрать.

        «3» паллă  виçи: ача вĕреннĕ тема материалне туллин уçса параймасть, правилăсене тĕрĕс калаймасть, каланине хăй тĕслĕхсемпе çирĕплетеймест, çыхăнуллă калаймасть, пуплев йăнăшĕсем 3-4 çитме пултараççĕ.

        «2» палл ă виçи: ача вĕреннĕ материалăн чылай пайне пĕлмест, правилăсене тĕслĕхсемпе çирĕплетеймест, пăтраштарса, çыхăнусăр калать, материала пачах п  лейменни туйăнать пулсан.

        «1» палл ă ача вĕреннĕ материала пачах пĕлмесен лартмалла.

Вĕренекенсен çыру ĕçне хакласси

Çырса илни (пăхса çырни)

        Çырса илме паракан текст калăпăшĕ 5 класра 40-50 сăмахран иртмелле мар. Çырса илнине хакламалли виçесем: «5» паллă ĕçе тирпейлĕ, йăнăшсăр, тĕрĕс пурнăçланă пулсан лартмалла; «4» паллă грамматика ĕçне пурăçанă чухне 1-2 йăнăш янă пулсан лармалла; «3»паллă  лартнă ĕçре 3-4 йăнăшран ытла пулмалла мар; «2»паллă лартмалли ĕçре йăнăш 5-рен пуçласа 9-а çитме пултарать; «1» паллă лартмалли ĕçре 10 е ытларах йăнăш пулать.

Çырса хуравланине хакласси

  5-11 классенче ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме çырса хуравлани те вырăнлă. Ку мелпе 5-6 класс ачисем текста мĕнле ăнланнине тата предложенисене тĕрĕс йĕркелеме пултарнине тĕрĕслеме усă кураççĕ. Çырса хуравламалли ыйтусене унччен вуланă текст, пурнăçпа çыхăннă пĕр-пĕр кăткăс та интереслĕ тема тавра е ÿкерчĕк тăрăх (çырнă чух ÿкерчĕк ачасен куçĕ умĕнче пулмалла), диафильмпа кинофильм е вĕсен сыпăкĕсем тăрăх йĕркелемелле.

Вуланă текст тăрăх хатĕрленĕ ыйтусене хуравлани чылай енчен изложение çывăх. Çавăнпа ыйтусен изложени планĕ евĕр йĕркелеме юрать. Пĕр-пĕр темăпа хатĕрленнĕ ыйтусене хуравласа çырни сочинени майлă. Çавăнпа та ачасем хуравласан çырнă çĕре сăмах йышĕ (енчен те кашни ыйтăва 1-2 предложенипе хуравласан) çырса илме паракан текстринчен иртмелле мар.

     5 класра 6-10 ыйту пама юрать (енчен те ача кашни ыйтăва 4-6 сăмахран тăракан предложенипе хуравлать пулсан).Çырса хуравланă ĕçсене хакланă чухне çакна шута илмелле:

а) хуравсем тулли, тĕрĕс çыпăçуллă пулни;

ă) чĕлхене пĕлни;

б) орфографипе пунктуации хăнăхăвĕ.

        Ĕçе пур енлĕн тишкерсе пĕр паллăпа хакламалла:

        «5» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă (хуравра 1 пуплев, 1 орфографи йăнăшĕ пулма пултарать).

        «4» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă, анчах та ĕçре 3 орфографи йăăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ е пĕр-икĕ хуравра 2-3 пуплев йăнăшĕ  пур.

        «3» паллă – панă ыйтусене хуравлама пултарнă, анчах та 4-5 орфографи йăнăшĕ, 3-4 пунктуаци йăнăшĕ, 4 пуплев йăнăшĕ тĕл пулать.

        «2» паллă – панă ыйтусенчен çуррине хуравлайман, текст содержании енчен аяккалла пăрăннă, 6-10 орфографи тата 5-6 пунктуаци йăнăшĕ  янă, пуплев йăнăшĕ, «3» паллă лартмалли виçерен иртсе кайнă.

        «1» паллă – ача ыйтусене пачах та хуравлайман, çырура йăнăшсем «2» паллă лартмалли виçерен нумайрах.

Тест хуравĕсене хакласси

0-32 балл – «2»

33-50 балл – «3»

51-70 балл – «4»

71- 100 балл – «5»

Диктантсене хакламалли виçесем

Тĕрĕслев диктанчĕн калăпăшĕ 5 класра 100-110 сăмахлă пулмалла.

        «5» паллă ĕçе йăнăшсăр çырсан. 1 пĕчĕк  орфографи йăнăшĕ е пĕчĕк пунктуаци йăнăшĕ  пулсан лартмалла.

        «4» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 2 тата  пунктуаци йăнăшĕ 2; е орфографи  йăнăшĕ 1 тата  пунктуаци йăнăшĕ 3; пунктуаци  йăнăшĕ 4.  

        «3» паллă виçи: орфографи  йăнăшĕ 4 тата  пунктуаци йăнăшĕ 4; орфографи  йăнăшĕ 3 тата  пунктуаци  йăнăшĕ 5 çитсен; е  пунктуаци  йăнăшĕ ёеё 7 пулсан;

        «2» паллă: орфографи  йăнăшĕ 7 таран пулсан тата    пунктуаци  йăнăшĕ 7 иртмесен; е орфографи  йăнăшĕ 6 тата  пунктуаци  йăнăшĕ 7;  е орфографи  йăнăшĕ 5 тата  пунктуаци  йăнăшĕ 9;  е орфографи  йăнăшĕ 8 тата  пунктуаци  йăнăшĕ 6 пулсан.

        Тĕрĕслев ĕçĕ диктантран тата хушса панă ĕçрен тăрать пулсан - ăна иккĕ паллăпа хакламалла. Ун пек чух диктант калапăшне 15 сăмах таран кĕскетме юрать.

Хушма грамматика ĕçĕн хаклав виçи

«5» паллă –  ĕçе  пĕтĕмпех тĕрĕс тунă;

«4» паллă – ĕçĕн 3|4 пайне тĕрĕс тунă;

«3»  паллă – ĕçĕн 1|2 пайне тĕрĕс тунă;;

«2» паллă – ĕçĕн ёуррине те туман.

Тĕрĕслев  сăмах диктанчĕн хаклавĕ

«5» паллă – пĕр йăнăш та çук;

«4» паллă –  1-2  йăнăш;

«3» паллă – 3-4  йăнăш;

«2» паллă – 5-7  йăнăш таран.

Сочиненисемпе изложенисене хакламалли виçесем

        Сочиненисемпе изложенисем ачасем шухăша тĕрĕс, çыхăнуллă йĕркелесе çырма пултарнине, пуплев аталанăвĕн шайне тĕрĕслемелли тĕп формăсем шутланаççĕ.

        5-9 классенче изложенисемпе сочиненисем çыртарнă чух вĕренекенсен калаçупа çырăвне аталантарма программăра мĕн-мĕн палăртнине асра тытмалла.

        Изложени валли ăс-пуçа аталантарас, кăмăл-сипете çирĕплетес енчен лайăх текст илмелле. Калăпăшĕ  вăтамран 5 класра 95-130 сăмах пулмалла.

        Изложенин е сочиненин содержанине хакланă чухне çак енсене шута илмелле:

а) çырни темăпа, тĕп шухăшпа килĕшсе тăнине;

ă) ĕçсене туллин çырса панине, фактсене тĕрĕс çырса кăтартнине;

б) стиле яка тытса пынипе пыманнине.

Изложенипе сочинени хаклавĕ

Хаклав палли

Мĕн шута илмелле

Содержанипе чĕлхе пуянлăхĕ

Тĕрĕс çырма пĕлни

1

2

3

«5» паллă

Çырса пани темăпа килĕшÿллĕ. Тĕп шухăша ăнланса, туллин, пăтраштармасăр çырса кăтартнăăмах пĕлтерĕшне пăтраштарман. Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен лайăх йĕркеленĕ.  Стиль енчен килĕшÿллĕ çырнă . Сочинени содержанийĕнче пуплевре пĕрер çитменлĕх пулма пултарать.  

1орфографи йăнăшĕ; (е 1  пунктуаци  йăнăшĕ;1грамматика  йăнăшĕ  )

«4» паллă

Пĕтĕмĕшпе илсен содержании темăпа килĕшÿллĕ, анчах кăшт унран пăрăнни пур. Çырни, тĕпрен илсен, тĕрĕс, анчах уйрăм çĕрте фактсене пăснă. Шухăш татăлни тĕл пулать. Сăмах йышĕ çителĕклĕ, пĕр стилпе çырнă, чĕлхи илемлĕ. Содержанире 2, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать.

2 орфографи  йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ  (е 1 орфографи  йăнăшĕпе 3 пунктуаци  йăнăшĕ  ; е 4 пунктуаци йăнăшĕпе 2 грамматика  йăнăшĕ  )

«3» паллă

Ĕçе темăран чылай пăрăнса çырнă. Тĕп шухăшсене каласа панă, анчах тĕрĕсех мар фактсем пур. Йĕркеллех, çыхăнуллах çырман. Сăмах йышĕ чухăнрах, шухăша тивĕçлине суйласа илмен, пĕр пек предложенисемпе усă курнă. Стиль тикĕслĕхĕ çук, илемлех çырман. Ĕçре содержани енчен 4 çитменлĕх, пуплев енчен 5 çитменлĕх пур.      

4 орфографи  йăнăшĕпе 4 пунктуаци  йăнăшĕ  ( е 3  орфографи  йăнăшĕпе 5 пунктуаци  йăнăшĕ  ; е 7 пунктуаци  йăнăшĕпе 4 грамматика  йăнăшĕ  )

«2» паллă

Ĕçре темăна уçса паман. Содержанире тĕрĕс мар вырăн чылай. Шухăш çыхăнуллăхĕ ёук, план тăрăх çырман. Стиль пĕр пек мар. Содержанипе пуплевре 6-7 çитменлĕх пур.

7  орфографи  йăнăшĕпе 7 пунктуаци  йăнăшĕ  ( е 6   орфографи  йăнăшĕпе 8 пунктуаци  йăнăшĕ  ; е 5 орфографи  йăнăшĕпе 9 пунктуаци йăнăшĕ;  е 8 орфографи, 6 пунктуаци йăнăшĕ  тата 7 грамматика  йăнăшĕ  ).

Чăваш чĕлхипе литература пуплевне тата пуплев хăнăхăвне изложенипе сочинении тăрăх хакламалли пĕтĕмĕшле таблица.

содержани

пуплев

орфографи

пунктуаци

грамматика

«5»

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0-1

0

0

0

1

0

1

0

0

0

0

1

0

«4»

0-2

0-2

0-2

0-2

0-2

0-2

0

0-3

0-3

0-3

0-3

0-3

0-3

0

0

0

0

1

1

2

3

1

0-1

2-5

0

1-3

0-4

0

1

2

0-2

1-2

0-2

0-2

0

«3»

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-4

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0-5

0

0

1

1

2

2

3

4

5

6

0-4-8

0-9

0-3

4-6

0-3

4-6

0-5

0-6

0-5

0-6

3-4

0-4

3-4

0-4

3-4

0-4

0-4

0-5

0-5

0-6

«2»

0-6

0-6

0-6

0-6

0-6

0-7

0-7

0-7

0-7

0-7

5

6

7

8

9

9

8-10

7-9

0-8

7

0-6

0-6

0-6

0-6

0-6


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...