Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (9 класс) по теме

Шишкина Алевтина Евгеньевна

Чăваш чĕлхипе 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 9_kl.chuv_.yaz_.doc126 КБ

Предварительный просмотр:

                                                                                                                                 

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ                                                

______А.А.Гречко                                                           _________А.П.Директоров                                                        

.   . 2017                                                                                        .  .2017       №-лĕ приказ

                                                                                                                                                                         

                                                                   

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш чĕлхипе

 9-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

 

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                     

                                                                                                                                         

                                                      2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

               

                                                                                                                     

1.Ӑнлантарса пани

Чӑваш Республикин Вӗренĕ тата ҫамрӑксен политикин министерстви 2005 ҫулта ҫирӗплетнӗ вӗренĕ планӗ тӑрӑх чӑваш шкулӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентме 9 класра эрнере 1.5 сехет уйӑрнӑ.

Ку программӑна Чӑваш Республикин вӗрентĕ министерстви усӑ курма сӗннӗ: И. А. Андреев профессор 2002 ҫулта чӑваш шкулӗн 5-9 класӗсем валли  хатӗрлен. «Чӑваш чӗлхи программине» тӗпе хурса йӗркеленӗ.

Вӗренĕ материалне ҫапла пайланӑ: 9 класс (51 сехет): ҫыру ӗҫӗ – 13 (диктант – 4: изложени – 7: сочинени – 2).

«Чӑваш чӗлхи» предметӑн тӗп тӗллевӗсемпе задачисем:

- вӗренекенсен калаҫӑвӗпе ҫырӑвне аталантарасси тата тӗрӗс те илемлӗ вулама хӑнӑхтарасси*

- вӗренекенсен калаҫӑвне тӗрӗс йӗркелесси*

- ачасене сӑмахсемпе вырӑнлӑ та тирпейлӗ усӑ курма вӗрентесси тата вӗсен лексикине пуянлатасси*

- вӗренекенсен логикӑллӑ шухӑшлавне аталантарасси*

- вӗренекенсене фонетика: лексика: грамматика никӗсӗсемпе тата чӗлхе наукин тӗп ыйтӑвӗсемпе: чӗлхен общество пурнӑҫӗнчи вырӑнӗпе паллаштарасси*

- орфографипе пунктуаци хӑнӑхӑвӗсене ҫирӗплетесси*

- уроксенче ачасен ҫыхӑнуллӑ калаҫӑвне аталантарасси*

- тӑван чӗлхене юратма: чӗлхе урокӗсенче илнӗ пӗлĕпе ĕлӗмрен пурнӑҫра: ӗҫре усӑ курма хӑнӑхтарасси*

- грамматикӑн кашни темине вӗрентнӗ чух ачасене литература чӗлхин ҫирӗпленнӗ нормисемпе паллаштарасси: пуплеве ҫав нормӑсене пӑхӑнса йӗркелеме вӗрентесси

Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче ачасен пĕлĕвне тĕрĕслев диктанчĕ çыртарттарса хакламалла. Текстне çак сборникран илмелле: Л.П.Сергеев, Г.Ф.Бусова, В.В.Павлов Диктант тексчĕсен пуххи.5-9 классенче чăваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли. Хушма кăларăм. Шупашкар:Чăваш кĕнеке  издательстви, 2012.

                                           2.Содержани

Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ (калаҫу) (2 сехет)

VIII класра вӗреннине аса илесси (4 сехет)

Предложенири уйрӑмлатакан сӑмахсем предложенин содержанийӗпе пӗтӗмӗшлӗн ҫыхӑнни.

Кĕртӗм сӑмахсене чарӑну паллисемпе уйӑрасси.

Тĕрӗ мар пуплеве чарӑну паллипе уйӑрманни.

Хутлӑ предложени (32 сехет)

I. Хутлӑ предложени ҫинчен пӗтӗмӗшле ӑнлантарасси (хутлӑ предложение хутсӑррисенчен уйӑрмалли тӗп паллӑ). Хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисене ҫыхӑнтаракан мелсем: союзсем: союзлӑ сӑмахсем: хыҫсӑмахсем: аффикссем: вырӑн.-йӗрки: интонаци пӗрлӗхӗ.

Хутлӑ предложенисен тӗсӗсем: сыпӑнуллӑ хутлисем: пӑхӑнуллӑ хутлисем: союзсӑр хутлисем.

II. Хутлӑ предложенисене хутсӑррисенчен уйӑрасси. Хутсӑр предложенисене пӗр пӗрлӗхе ҫыхӑнтаракан мелсене тупса палӑртасси: ҫав мелсем тӑрӑх хутлӑ предложенисен тӗсӗсене уйӑрма вӗрентесси.

Пӗр тӗрлӗ хутлӑ предложение тепӗр тӗрлипе ылмаштарасси: ылмаштарни предложени содержанине улӑштарманнипе улӑштарнине сӑнасси.

)

I. Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисене сыпӑнтаракан союзсем. Чарӑну паллисем лартасси.

II. Сыпӑнуллӑ хутлӑ паредложенисене тӗрӗс интонаципе вуласси. Пӗр текстах тӗрлӗ мелсемпе ҫыхӑнакан хутсӑр предложенисемпе йӗркелесе текст ритмипе стилӗ еплерех улшӑннине сӑнасси.

I. Союзсӑр хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисен ҫыхӑнӑвӗ: пӗлтерӗшӗ.

Союзсӑр хутлӑ предложенисенче чарӑну палли лартасси.

II. Союзсӑр хутлӑ предложенисенчи хутсӑр предложенисен шухӑш ҫыхӑнӑвне тӗрлӗ интонаципе палӑртасси: шутлав интонацийӗпе (интонация перечисления): хирӗҫлев интонацийӗпе (интонация противопоставления): ӑнлантару интонацийӗпе (интонация пояснения).

Калаҫупа ҫырура союзсӑр хутлӑ педложенисене тӗрӗс йӗркелесси.

       I. Мӗн вӑл чӗлхе тата пуплев. Пуплев стилӗсем: кулленхи калаҫу стилӗ: илемлӗх стилӗ: ӗҫлӗ стиль: публицистика стилӗ.

II. Тӗрлӗ стильпе ҫырнӑ хайлавсене пӗр-пӗринчен уйӑрасси. Вулакан хайлавсенче тӗрлӗ стильпе ҫырнӑ сыпӑксене тупса палӑртасси. Êҫ хучӗсен тӗсӗсемпе паллаштарасси.  

I. Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени пайӗсем: тӗп предложени: пӑхӑнуллӑ предложени. Вӗсене ҫыхӑнтаракан мелсем: союзсем: союзла сӑмахсем: хыҫсӑмахсем: аффикссем: вырӑнӗӗрки.

Пӑхӑнуллӑ предложенисен пӗлтерӗшлӗ ушкӑнӗсем: ӗҫе тӑваканнине (субъекта): ӗҫ объектне: ӗҫне хӑйне: вырӑна: вӑхӑта т.ыт.те. Кашни пӗлтерӗш ҫыхӑну мелӗсене хӑйне кура ыйтни.

Хӑш-хӑш пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем тытӑмӗпе хутсӑр предложени енне туртӑнни.

Пӑхӑнуллӑ предложенин хутлӑ предложенири вырӑн..

Пӑхӑнуллӑ предложени тӗп предложение пӗтӗмӗшлӗн е унӑн пӗр-пӗр пайне кӑна ӑнлантарни. Çак уйрӑмлӑх хутлӑ пӗрлӗхӗн интонацийӗнче те палӑрни.

Пӑхӑнуллӑ предложени тулли мар пӗлтерӗшлӗ сӑмаха ӑнлантарса содержани енчен унпа пӗрлешсе кайни (Вӑрҫӑ чарӑннӑ ҫул асатте киле таврӑннӑ).

Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисенче чарӑну палли лартасси.

Хутлӑ предложенисенчи хутсӑр предложенисем тӗрлӗ мелпе ҫыхӑнни (кӑткӑс тытӑмлӑ хутлӑ предложенисем).

II. Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисене май пур ҫӗрте сыпӑнуллисемпе е союзсӑррисемпе ылмаштарасси. Ылмаштарнӑ хыҫҫӑн текст сӑн-сӑпачӗпе стилӗ: шухӑш сӗмӗсем улшӑннипе улшӑнманнине сӑнасси.

Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисене хутсӑррисенчен уйӑрасси. Пӑхӑнуллӑ предложенисен пӗлтерӗшӗсене палӑртасси: ҫав пӗлтерӗшсем ҫыхӑну мелӗсем урлӑ палӑрнине сӑнасси (Каҫ пуласпа..: Каҫ пуличчен..: Каҫ пулсан..: Хӗвел аниччен..: Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн Хӗвел ансан...): Хӗвел анас умӗн... т.ыт.).

Пӑхӑнуллӑ предложение хутлӑ предложенире хутлӑ пӗрлӗхӗн шухӑшне кура вырнаҫтарма пӗлесси.

Чӑваш ҫырулӑхӗн аталанӑвӗпе

хальхи сӑн-сӑпачӗ (4 сехет)

Кивӗ ҫырулӑх (1872 ҫулчченхи): унӑн хӑш-пӗр палӑкӗсем: тӗн кӗнекисем: Н.И. Золотницкий календарӗ т.ыт.

И.Я. Яковлев _ ҫӗнӗ ҫырулӑхӑн никӗсне хываканӗ. Ӑна пулӑшакансемпе (В.А. Белилинпа С.Н. Темряков) ертсе пыраканӗ (Н.И. Ильминский профессор). И.Я. Яковлев алфавичӗ. Çак алфавитпа тухнӑ паллӑрах кӗнекесем: вӗсенче И.Я. Яковлев литература чӗлхин никӗсне хывни.

И.Я. Яковлевпа Н.И. Ашмаринӑн туслӑ ҫыхӑнӑвӗ.

Совет тапхӑрӗнчи чӑваш ҫырулӑхӗ: унӑн хальхи сӑн-сӑпачӗ.

Чӗлхе - пуплев (9 сехет)

    Чӗлхе тата пуплев. Пуплев тӗсӗсем: ҫыру тата калаҫу. Чӗлхе пуплевре аталанни.

Синтаксис мӗн ҫинчен вӗрентет. Мӗн вӑл предложени. Предложенипе сӑмах майлашӗвӗн уйрӑмлӑхӗсем.

Пуплеври сӑмахсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан мелсем.

Предложенири шухӑш тӗшши: ӑна палӑртмалли мелсем.

Хутсӑр предложенири сӑмах йӗрки мӗнрен килни. Сӑмах йӗркин функцийӗсем: ҫыхӑну функцийӗ: темӑпа ремӑна уйӑрасси: шухӑш тӗшшине палӑртасси.

Хутсӑр предложенири чарӑну паллисем: подлежащипе сказуемӑй хушшине тире лартасси: дополненипе обстоятельствӑсене запятойпа е тирепе уйӑрасси: чӗнĕпе кĕртӗмсене уйӑрасси.

Хутлӑ предложенири чарӑну паллисем: запятой: точкӑпа запятой: тире: икӗ точка лартасси.

Хутлӑ предложени тӗсӗсем.

Пӑхӑнуллӑ предложенисен пӗлтерӗшӗсем.

3.IX класс пӗтернӗ ҫӗре ачасен мӗн-мӗн пӗлмелле:

_ класра е килте вуланӑ хайлавсен тексчӗсене: вӗсенчи темӑсемпе тӗп шухӑшсене: сӑнарсене: ӗҫсен йӗркине: хирӗҫ тӑрӑваӗ(конфликта) :

_ хайлавсен тытӑмне: авторӑн пултарулӑх меслетне: илемлӗх мелӗсене: чӗлхен ытарлӑ ҫаврӑнӑшӗсене: ӑсталӑх хӑй евӗрлӗхне:

_ чӑваш литературин аталану йӗркине: тапхӑрӗсене:

_ кашни тапхӑрти паллӑ ҫыравҫӑсемпе вӗсен хайлавӗсене:

_ реализм меслечӗн тӗп паллисене: жанрсен ҫыхӑнӑвне:

_ литература хайлавӗсен жанрӗсене:

_ литература сӑмах ӑсталӑхӗ пулнине: вӑл пурнӑҫа типласа: историн пӗр-пӗр тапхӑрӗн паллӑрах енӗсене вӑйлатса кӑтартнине.

             

4.КАЛЕНДАРЛӐ ТЕМАТИКА ПЛАНÊ

Урок№

Темǎри урок №

Урок теми

Куртĕм каласу (2 сехет)

1

1

Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ.

2

2

 Тӗрĕслев диктанчĕ.

Пурĕ 2 сехет

Вĕреннине аса илни (4 сехет)

3

1

Предложени членĕсем

4

2

Предожени тĕсĕсем

5

3

Сӑмахсен ҫыхӑнӑвĕ

6

4

Сочинени (калав). «Ылтăн кĕркунне»

Пурĕ 4 сехет

Хутлă предлженисем (32 сехет)

7

1

Мĕн вӑл хутлӑ предложени

8

2

Çыхӑну мелĕсем.

9

3

Хутлӑ предложенисен тĕсĕсем.

10

4

Изложени. «Вăрманти ял». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 132с.

11

5

Союзсӑр хутлӑ предложени

сенче запятой тата точкӑпа запятой лартасси

12

6

Союзсҫр хутлҫ предложени

сенче икĕ точка лартасси

13

7

Изложени. «Салтак пурнăçĕ». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 134-135с.

14

8

Союзсӑр хутлӑ предложени

сенче тире лартасси

15

9

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Хĕлле». Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем. Шупашкар, 2006, 179 с.

16

10

Союзсӑр хутлӑ предложенисене тишкересси

17

11

Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисенчи союзсем

18

12

Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисенче чарӑну палли лартасси

19

13

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Кайăк хур». Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем. Шупашкар, 2006, 182 с.

20

14

Мĕн вӑл чĕлхе тата пуплев. Пуплев стилĕсем.

21

15

ӗҫ хучĕсем

22

16

Изложени «Чăн-чăн юлташ». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 143-144с.

23

17

Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени пайĕсем

24

18

Çыхӑнтаракан мелсем

25

19

Пӑхӑнуллӑ предложенин хутлӑ пĕрлĕхри вырӑнĕ

26

20

Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисенче чарӑну палли лартасси

27

21

Изложени. «Асран кайми кун». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 145-146с.

28

22

Пӑхӑнуллӑ предложенисен пĕлтерĕшĕсем

29

23

Подлежащи пулакан пӑхӑнуллӑ  предложенисем

30

24

Сказуемҫй пулакан пӑхӑнуллӑ предложенисем

31

25

Сочинени «Çут ҫанталăка упрасси-пирĕн тивĕҫ».

32

26

Определени пулакан пӑхӑнуллӑ предложенисем

33

27

Дополнени пулакан пӑхӑнуллӑ предложенисем

34

28

Обстоятельство

пулакан пӑхӑнуллӑ предложенисем

35

29

Изложени. «Пыл хурчĕсем». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 178 с.

36

30

Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисене тишкересси. Зачет.

37

31

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Çĕмĕрт». Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем. Шупашкар, 2006, 189 с.

38

32

Тишкерӱ урокĕ

Пурĕ  32 сехет

Чăваш ҫырулӑхĕн аталанӑвĕ(4 сехет)

39

1

Чӑваш ҫырулӑхĕ, унӑн тапхӑрĕсем

40

2

Чӑваш ӑырулӑхĕн ҫĕнĕ тапхӑрĕ

41

3

Хальхи чӑваш ҫырулӑхĕ

42

4

Изложени. «Çутă ĕмĕт». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 182 с.

Пурĕ 4 сехет

Чĕлхе-пуплев (9 сехет)

43

1

Текст, унӑн тĕсĕсем

44

2

Текстри предложенисене пĕр-пĕринпе ҫыхӑнтармалли мелсем

45

3

Изложени. «Анне». М.Г. Данилова, М. З. Табакова. Сочинени евĕр изложенисен пуххи. Шупашкар, 2007, 202 с.

46

4

Предложенипе сӑмах майлашӑвĕн уйрӑмлӑхĕсем

47

5

Пуплеври сӑмахсене ӑыхӑнтаракан мелсем

48

6

Хутсӑр предложенири чарӑну паллисем

49

7

Хутлӑ предложенири чарӑну паллисем

50

8

Тĕрĕслев диктанчĕ. «Утарта». ». Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем. Шупашкар, 2006, 194 с.

51

9

Шухӑш тĕшши, ӑна палӑртмалли мелсем

       Пурӗ 51  сехет

5.Учебниксем

Вӗренĕ учебник.: И. А. Андреев. Чӑваш чӗхи: 8-9-м.ш класс валли.– Шупашкар: 2009. –                  303 с.: ил.

Хушма литература: 1. Виноградов Ю. М.. Хӑнӑхтару пуххи: 8-9 класс валли. – Шупашкар: 2008. - 163 с.

2. Майков Е. А.: Михайлова З. П.: Кузьмина Г. В. Чӑваш чӗлхи: 5-9 классенче вӗренекенсен пӗлӗвне тӗрӗслемелли тест пуххи. – Шупашкар: 1999. – 37 с 3. Ермакова Н.В. Тестсем. (Чӑваш чӗлхи). Шупашкар: 2005. – 50 с.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

чăваш чĕлхипе 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 7-мĕш класс валли  ФГОСпа хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Чăваш чĕлхипе 8-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ...