Чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ
рабочая программа (5 класс) по теме

Шишкина Алевтина Евгеньевна

чăваш чĕлхипе 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ ĔҪ ПРОГРАММИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chuv_yaz_fgos_5_kl.2016-_yazyk.doc199.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă   учреждени «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

 КИЛĔШСЕ ҪИРĔПЛЕТНĔ                                                                             ҪИРĔПЛЕТЕТĔП                                                                                                                                                                                                                                                                                                              

  Директор ҁумĕ                                                                            Шкул директорĕ                                                

______А.А.Гречко                                                           _________А.П.Директоров                                                        

28.08. 2017                                                                                        .  .2017       №-лĕ приказ

                                                                                                                                                                         

Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи

«Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Шишкина Алевтина Евгеньевна чăваш чĕлхипе

 5-мĕш класс валли  хатĕрленĕ

ĔҪ ПРОГРАММИ

 

2017-мĕш ҁулхи ҁурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче 1№-лĕ протоколпа педагогсен ларăвĕнче пăхса тухнă                                                                                                

                                                                                                                                                                       

                                                         

                                                      2017-2018 вĕренӳ ҁулĕ

Тупмалли

           1.  Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем---------------------------------------------5-7

                  2.  Вĕренӳ предмечĕн содержанийĕ-------------------------------------------------------8-10

                  3.    Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ-----------------------11-13

   

   

 Программăна пурнăҁа кĕртмелли вăхăт – 2017– 2018вĕренӳ ҁулĕ

             Ĕç программине çак документсене тĕпе хурса хатĕрленĕ:

1) Федеральный закон «Об образовании в РФ» №273-ФЗ от 29.12.2012:2) Федеральный государственный образовательный стандарт основного общего образования (утвержден приказом Минобрнауки России от 17.12.2010 г. № 1897, зарегистрирован в Минюсте России 01.02.2011 г., регистрационный номер 19644), №1644 от 29.12.2014);

3) Примерная основная образовательная программа основного общего образования, утвержденная Министерством образования и науки Российской Федерации 8 апреля 2015 года;

4) Закон Чувашской Республики от 25 ноября 2003г. №36 «О языках в Чувашской Республике»( с изенениями от 27 июня 2008г);

5) Фундаментальное ядро содержания общего образования под. Ред. В.В.Козлова., А.М. Кондакова., М.: Просвещение, 2009г

 стандарты второго поколения);

6) Чăваш чĕлхи тĕслĕх программа: чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем. И.А.Андреев, Г.Н.Семенова, Ю.М.Виноградов хатĕрленĕ – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013;.

7) 2017 çулхи çурла уйăхĕн       №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»  

8) 2017 çулхи çурла уйăхĕн      №-лĕ прказпа Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетла вĕренÿ учрежденийĕ «Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»    çирĕплетнĕ вĕрентÿ программи

            Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă «Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф.Брусова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014» кĕнеки тесе йышăннă.

            Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 5-мĕш класс ачисен пĕлĕвĕ тĕрлĕ шайра. Вĕренÿ учрежденийĕнче чăваш чĕлхи сехет шучĕпе базис планне пăхăнса тăрать. Пурĕ – 105 сехет.  Эрнере – виçĕ сехет.

         

       

     

                                      Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пусăмĕ

 Программăна пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш пусăмри 5 класс валли ҁырнă

 

Чăваш чĕлхин вĕрентӳ планĕнчи вырăнĕ Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҁамрăксен политикин министерстви 2005 ҁирĕплетнĕ вĕренӳ планĕ тăрăх чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхипе вĕрентме 5 классра эрнере 3 сехет уйăрнă, ҁулталăкне -105 сехет

          Программăна хатĕрлекенĕ – Шишкина А..Е., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

            Эрнере – 3 сехет

            Пурĕ – 105 сехет

            I чĕрĕк – 27 сехет

            II чĕрĕк- 21 сехет

           III чĕрĕк- 30 сехет

            IV чĕрĕк- 27 сехет

               

                     Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕссем

Чăваш чĕлхи кашни чăваш ҁыннишĕн тăван чĕлхе, амăшĕн чĕлхи пулса тăрать. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашниех мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăҁ пулăмĕсене  ăнланма, ăс-хакăлне ӳстерме вĕренет. Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, ҁавна май ытларах пĕлӳ илме пулăшать. Ачасене чĕлхен аталанăвĕпе, словарь майĕпен улшăнса тата пуянласа пынипе тата ытти кăсăклă ыйтусемпе паллаштарни чĕлхене анлăрах тишкерсе хаклама вĕрентет, тавра курăма сарать. Тăван чĕлхене вĕренсе шкул ачи хăйĕн пĕлĕвне ӳcтерсе пырать, чĕлхе саккунĕсемпе паллашни ăна тĕрĕс шухăшлама вĕрентет. Унпа пĕрлех вĕренекенсен калаҁăвĕ тата ҁыру хăнăхăвĕ аталанать, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăмĕ ӳсет, анлăланать.

Тăван чĕлхен воспитани тĕллевлĕхĕ пысăк: чĕлхемĕр ҁамрăк ăрăва тивĕҁлĕ шайра пăхса ӳстерме пулăшать, ĕҁе хăнăхтарать, тĕрлĕ информаци ҁăл куҁĕпе усă курма вĕрентет.

Наци шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентессин тĕп тĕллевĕсем ҁаксем:

  • чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине тĕпе хурса ăна хисеплеме, юратма, культура пулăмĕ иккенне, илемлĕх пуянлăхĕ пулнине ăнланма вĕрентесси; тăван чĕлхемĕрĕн обществăри вырăнне (ҁынсем хутшăннă чухнехи кирлĕлĕхне), чĕлхере чăвашăн кăмăл-сипет, моральпе этика нормисем, шухăшлав манерĕ, тавра курăмĕ палăрнине кăтартасси;
  • чăваш чĕлхине кулленхи пурнăҁра, вĕренӳре усă курмалăх алла илме, тăван чĕлхепе усă курса кирек мĕнле самантра та хутшăнма хатĕр пулма, пуплеве куллен-кун якатма хавха пухма хатĕрлесси; кулленхи вĕренӳре кирлĕ хăнăхусене, пур енлĕ вĕренӳ ĕҁ-хĕл мелĕсене (ĕҁ тĕллевĕсене сăмахпа каласси, планласси, пуплев енчен тĕрĕслесси, тӳрлетесси; библиографи шыравĕ тăвасси, чĕлхе словарĕсенче, Интернетра тата ытти информаци хатĕрĕсенче кирлĕ материал тупасси, ăна тишкересси, илнĕ информацие кирлĕ пек улăштарасси, ҁĕнетесси т.ыт.те) алла илме пулăшасси;
  • чăвашла пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма, чĕлхе нормисене хутшăнăвăн тĕрлĕ лару-тăрăвĕнче тытса пыма, пуплев этикетне пăхăнма хăнăхтарасси; чĕлхе тытăмĕ ҁинчен, вăл пуплевре мĕнле палăрни ҁинчен пĕлӳ парасси; чĕлхе факчĕсене уйăрса илме, тишкерме, танлаштарма, ушкăнлама тата хаклама пултараслăха аталантарасси; пуплевре ялан усă куракан е усă курма хатĕр сăмах йышне ӳстересси; пуплеве чĕлхен грамматика хатĕрĕсемпе пуянлатма хăнăхтарасси; орфографипе пунктуаци енчен тĕрĕс ҁырма вĕрентесси; сăмахсемпе стиль енчен вырăнлă усă курма вĕрентесси; пуплеве куллен-кун лайăхлатас, пуянлатас тĕллеве ҁирĕплетесси.

        Вĕрентӳ тĕллевĕсем ачасем чăваш чĕлхи предмечĕпе мĕн-мĕн пĕлмеллипе (вĕренӳре йĕркеленмелли компетенцисемпе) тачă ҁыхăннă. Тăван чĕлхене 5–9-мĕш классенче вĕреннĕ май йĕркелемелли компетенцисем виҁҁĕ: коммуникаци (е хутшăну) компетенцийĕ, чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ, культуроведени компетенцийĕ.        

Коммуникаци е хутшăну компетенцийĕ пуплев ĕҁĕ-хĕлĕн пур тĕсĕпе (тăнлав, калаҁу, ҁыру, вулав) усă курма вĕрентмеллине пĕлтерет. Ҁавăн пекех кунта калаҁу тата ҁыру пуплевне тĕрĕс йĕркелесси те, чĕлхе хатĕрĕсемпе тĕрлĕ ситуацие кура тĕллевлĕ тата вырăнлă усă курасси те, харпăр пуплевне, хутшăнури ытти ҁынсен калаҁăвне, вĕсен хутшăнури тĕллевне туйса-сăнаса тăрасси те, калаҁăва кирлĕ енне ҁавăрма пултарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ пуррине ҁак паллăсем кăтартаҁҁĕ: чĕлхе знак системи тата ҁынсене хутшăнма кирлĕ хатĕр пулнине пĕлни, чĕлхе тытăмне, вăл улшăнма пултарнине ăнланни; чĕлхе вĕрентĕвĕ мĕн иккенне, ун тĕп пайĕсене тата тĕп ăнлавĕсене пĕлни; чĕлхе факчĕсемпе пулăмĕсене тишкерсе хаклама пултарни; пуплевре усă куракан сăмахсемпе тата грамматика хатĕрĕсемпе ирĕклĕ усă курни; пуплев нормăллă пулнипе пулманнине пĕлни .

Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем виҁĕ енлĕ пулмалла: харкамлăх результачĕсем (шкул ачи хăйĕншĕн тунисем), пур предмета та вĕренме кирлисем, тăван чĕлхепе хăйĕнпе кăна ҁыхăннă результатсем.

Харкамлăх результачĕсем шутне акă мĕн-мĕн кĕрет:

        1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ӳлĕмрен кулленхи пурнăҁра, суйласа илнĕ профессире уса курма пултарни;

        2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаҁланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕҁ тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

        3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаҁнине те, ҁырнине те) сăнаса тивĕҁлĕ хак пама пултарни.

Пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсем:

1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

  • сăмахпа каласа е ҁырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
  • вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни;
  • тĕрлĕ ҁĕртен (хаҁат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те) килекен материал ҁине таянса информаци пухма пултарни;
  • ку е вăл темăпа ҁыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ ҁĕре ҁитерме пултарни (информаци ҁăл куҁĕ хаҁат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);
  • пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренӳ ĕҁĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕҁ результатне каласа е ҁырса хаклама пултарни;
  • шухăша сăмах вĕҁҁĕн е ҁырса ирĕклĕ те тĕрĕс уҁса пама пултарни;
  • тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;

        2) вĕренӳре илнĕ тĕрлĕ пĕлӳпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăҁра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлӳпе тата хăнăхупа ытти предметсене (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;

        3) калаҁнă май, пĕр-пĕр ĕҁ тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сӳтсе явнă чух ҁынсемпе тĕрлĕ ҁыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаҁура наци культуринче ҁирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.

 

Предмета вĕреннин результачĕсем:

1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулса тăнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă ҁыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм ҁынпа общество пурнăҁĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ́ҁавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕҁ пуррине ăнланни;

3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни:

        илтнине ăнланни тата вулав хăнăхăвĕ:

  • сăмахпа каласа е ҁырса пĕлтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;
  • стильпе жанр енчен мĕнле пулнине пăхмасăр текста вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (ҁиелтен пăхса тухни, паллашмалла пăхса тухни, вĕренни) усă курни;
  • вуланă текста информаци енчен улăштарса ҁĕнетме (план тума, тезиссем ҁырма) пултарни; кĕнекепе, хаҁат-журналпа ĕҁлеме пĕлни;
  • словарьсен тĕрлĕ тĕсĕпе, пĕлкĕчсемпе (вăл шутра электрон носителе кĕртнисемпе) усă курма хăнăху пурри;
  • стильпе жанр енчен расна текстсене ҁын вулани тăрăх ăнланни; аудированин тĕрлĕ тĕсне (тулли ăнланни, тĕп содержанине ăнланни, кирлĕ информацие суйласа илни) алла илни;
  • пуплев сыпăкĕсене содержани, функци, усă курнă чĕлхе хатĕрĕсем тăрăх танлаштарма пултарни;

        сăмах вĕҁҁĕн калани тата ҁыру:

  • итленĕ е вуланă текста пĕр-пĕр виҁепе кĕскетсе (улăштармасăр, план туса, тезис хатĕрлесе) каласа е ҁырса пани;
  • шухăша сăмахпа каласа тата ҁырса ирĕклĕн те тĕрĕс уҁса пама пултарни; текст тытăмне тĕрĕс тытса пыни (логикăлăх, шухăш юхăмĕн йĕркелĕхĕ, ҁыхăнулăх пурри, темăпа килĕшсе тăни); ҁыраканнин пурнăҁри пулăмсем ҁинчен, вулани-илтни ҁинчен хăй шухăшне калама хăнăху пурри;
  • стильпе тĕсне кура хутшăну тĕллевне, лару-тăрăвне шута илсе сăмахпа каласа е ҁырса ку е вăл йышши текст хайлама пултарни; хутшăну задачисене кура ку е вăл чĕлхе хатĕрĕ суйласа илсе пĕр-пĕр жанр законĕсем тăрăх текст (калав, хаклав, ҁыру, расписка, шантару, заявлени) тума пултани;
  • монологпа диалог тĕсĕсене пĕлни; ачан хăйĕн тантăшĕсем умĕнче кĕске хыпар вуласа пама, доклад тума хăнăху пурри;
  • пуплевре литература чĕлхин орфоэпи, лексика, грамматика нормисене тытса пыни; сăмахсемпе пĕлсе усă курни; ҁырура орфографипе пунктуаци правилисене пăхăнни;
  • ҁынсемпе калаҁнă чух пуплев этикетне шута илни; чĕлхе хатĕрĕсем вырăнне пуплев хатĕрĕсемпе (мимикăпа, алă хусканăвĕпе) вырăнлă усă курни;
  • кашни хăйĕн пуплевне сăнаса тĕрĕслесе тăма, содержани, чĕлхе енчен, хутшăну тĕллевне пурнăҁлас тухăҁлăхĕ енчен хаклама пултарни; грамматикăпа пуплев йăнăшĕсене тупма, тӳрлетме пултарни; харпăр хăй тунă текста лайăхлатма тата редакцилеме вăй ҁитерни;

        4) чăваш чĕлхине тĕпчекен ăслăлăхăн никĕсне ăша хывни; чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи ҁыхăнусене ăнланни;

        5) чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илни: чĕлхе вĕрентĕвĕ тата унăн тĕп пайĕсем; чĕлхе тата пуплев, пуплевпе усă курса хутшăнни, калаҁу тата ҁыру; монолог тата диалог; пуплев ситуацийĕ; пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем (калав, сăнлав, ăслав); текст; чĕлхе единицисем, вĕсен паллисем тата пуплевре усă курнă чухнехи уйрăмлăхĕсем;

        6) сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе предложение синтаксис енчен тишкерни; текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхĕсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни;

        7) тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.

ПРОГРАММА (ВĔРЕНŸ) СОДЕРЖАНИЙĔ

 

Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур (кÿртĕм урок) (1 сехет) 

ПУҪЛАМӐШ КЛАССЕНЧЕ ВĔРЕННИНЕ АСА ИЛСЕ ҪИРĔПЛЕТЕССИ                            (14 сехет)  

1. Сасă тата сас палли. Алфавитри сас паллисен йĕрки, вĕсен хисепĕ.
Сăмах тытăмĕ, тымар тата аффикссем.
Вĕреннĕ пуплев пайĕсене аса илесси.
Хутсăр предложени, унăн членĕсем.
Пĕр йышши членсем, вĕсем союзсăр е союзсемпе çыхăнни. Пĕр йышши членсене                          чарăну паллисемпе уйăрасси.
Чĕнÿ сăмахĕсем (обращенисем), вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси.
Туйăмлă (кăшкăруллă) предложенисем. Предложени вĕçне чарăну палли лартасси.
Союзсăр
 тата сыпăнуллă хутлă предложенисем, вĕсенче чарăну паллисем лартасси.
Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйту сăмахĕсем: кам? мĕн? ăçта? хăçан? миçе?    мĕншĕн? мĕн пирки? т.ыт.те.

Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем. Тÿрĕ пуплев автор сăмахĕсем умĕн е хыççăн тăни,           чарăну паллисем лартасси.
  II. Ыйтуллă предложенисене ыйтусăррисенчен уйăрма хăнăхасси. Ыйтăва тĕрĕс  йĕркелеме, ăна тĕрĕс хуравлама хăнăхасси (тулли хуравпа кĕске хурав). Предложени вĕçне тивĕçлĕ чарăну палли лартма, пĕр йышши членсемпе чĕнÿ сăмахĕсене чарăну паллипе уйăрма хăнăхасси.
                          ФОНЕТИКА. ГРАФИКА. ОРФОГРАФИ
(42 сехет)

   1. Уçă сасăсем, вĕсен мăшăрлăхĕ (хытă тата çемçе уçă сасăсем). Вырăсларан йышăннă   сăмахсенчи [о] уçă сасă.
Уçă сасăсене палăртакан сас палли сем (
а, ă, е, ĕ, у, ÿ, ç, ы, и, э, ю, я,).
Ю, я сас палли сем, вĕсем икĕ сасса (
йурă, йухать) умĕнхи хупă сасă çемçелĕхне (выля, Люся) палăртни.
Е сас палли  икĕ сасса
(йешĕл, йепле) тата [э] сасса палăртни (этем, элек).
Чăваш чĕлхинчи [й] хупă сасă ытти уçă сасăсем умĕн те тăма пултарни: йăмра, йĕлтĕр, йывăр, йÿçĕ, йÿçĕтнĕ, кĕсйи.
Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни.
Вырăсларан йышăнакан сăмахсенчи уçă сасăсен юнашарлăхĕ
(аэропорт, аут, поэт, Дуайт).
Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (сингармонизм). Ку килĕшĕве пăхăнман тĕслĕхсем (тăри, кавле, куклен, парне т.ыт.те).
Сăмахри аффикссем ытларах чух сингармонизма пăхăнни
(çурт-ра, пÿрт-ре, пур-лăх, çитмен-лĕх, лар-у, кĕт-ÿ). Сингармонизма пăхăнман аффикссем: юлташ - сем, ял - ти,  юрă юрри, кай - иччен  т.ыт.те.
Вырăсларан йышăнакан сăмахсем сингармонизма пăхăнманни
(орден, тетрадь, депо). Вырăсларан йышăнакан   сăмахсем çумне хушăнакан аффкссен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ.
Хупă сасăсем. Ялан янăравлă (в, й, л, ль, м, н, вь, р) тата шавлă хупă сасăсем (к, п, т, х, с, ç, ч, ш).
Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, уçă сасăсенчен килекен çемçелĕх
(пилеш, кĕлет, тĕлĕк), уçă сасăсенчен килмен çемçелĕх (халь, выльăх, супăнь, курать, юрать). 
Хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман хупă  сасăсем (с, ç, ч, й), вĕсем хытă уçă сасăпа та, çемçе уçă сасăпа та юнашар тăма пултарни: сарă симĕс, çурла çÿхе, чарăн– чĕрĕк, йурă йÿнĕ. 
Шавлă хупă сасăсем янăраса е янăрамасăр илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси.
Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси
(кулă кулли, ырă ырри, ахаль ахальлĕн т.ыт.).
Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи хупă сасăсен  хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, вĕсене çырура палăртасси.
Промышленность промышленноçăн, повесть повеçре йышши сăмахсене çырасси.
Икĕ пĕрешкел сасăпа вĕçленекен сăмахсене çырасси
(металл металăн, металшăн, класс класра, класăн т.ыт.те).
Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ÿ сас паллисене çырасси.
Ударени (пусăм). Чăваш сăмахĕсенчи ударени йĕрки.
Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи ударени.
Уçă сасăсемпе хупă сасăсем сăмахран тухса ÿкни:
эпĕ эп, эсĕ эс, вунă вун, пурăн пурнăç, тăхлачă тăхлач, пар патăм, панă; тăр тăтăм, тăнă.
Сасăсен ылмашăвĕ (хут хучĕ, тетрадь тетрачĕ).
*Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕр пеклĕхĕпе уйрăмлăхĕсем.
*Чăваш сăмахĕсенчи ударенипе вырăс сăмахĕсенчи ударени.
II. Орфографипе орфоэпи нормисене çирĕплетессипе ĕçлесси. Хупă сасăсен çемçелĕхне тăван сăмахсенче тата вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенче çырура тĕрĕс палăртасси. Шавлă хупă сасăсен янăравлăхĕпе янăравсăрлăхне çырура тĕрĕс палăртасси. Хăнăхусене çирĕплетесси.
Сăмахсене тĕрĕс ударенипе калама хăнăхтарасси.
Орфографи словарĕпе тата правилисемпе усă курма хăнăхтарасси.
Алфавита пăхмасăр калама вĕрентесси. Сăмахсенче алфавитпа çырма вĕрентесси.

ЛЕКСИКА (28 сехет)

  1. Лексика — чĕлхери сăмахсен пуххи. Лексика пурнăçри улшăнусемпе тачă çыхăнни. Кивелнĕ е кивелсе пыракан сăмахсем, кÿнтелен «свидетель», чуптар (лаша тĕсĕ), шупăр, йĕлен т.ыт. Çĕнĕ сăмахсем, ентешлĕх (пĕр енчисем), юлташлăх «товарищество», ĕçтеш, ентеш, интернет, продюссер, коммерци, компьютер, фирма, слайд, ипотека т.ыт.
    Сăмах пĕлтерĕшĕ. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем.
    Ютран йышăннă сăмахсем, араб е перс сăмахĕсем, мари сăмахĕсем. Вырăссенчен йышăннă сăмахсем, калаçупа   йышăннисем
    (витре, пĕремĕк, пĕрене, пăрăс, кĕрепле, чиркÿ  т.ыт.). Çырупа   йышăннисем (костюм, галстук, пальто, район, область, тетрадь, блокнот, магазин т.ыт.). Калаçупа   кĕнисемпе çырупа   кĕнисене çырура палăртасси.
    Синонимсем, антонимсем, омонимсем.
    Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем). *Диалект сăмахĕсем.
    Литература нормине пăхăнман сăмахсем
    (ан палка, лăпăртат, епреме), киревсĕр сăмахсем.
    II. Калаçу мĕнле лару-тăрура (кампа, хăçан, ăçта) иртнине кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнхтарасси
    (Хăна килсен аш пиçет; Çук çын укçи тăрнан кăшкăрать; Çук вăрçтарать, пур култарать т.ыт.те.). Ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарасси, вĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.
    Синонимсемпе антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.
    Тĕрлĕ йышши словарьсемпе (орфографи словарĕпе, синоним словарĕпе, чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла словарьпе) паллаштарасси, вĕсемпе усă курма вĕрентесси.
    Пĕлтерĕш тăрăх сăмахсене ушкăнлама хăнăхтарасси (тĕслĕхрен, апат-çимĕç, пахча çимĕç, çи-пуç, йывăç, кайăк-кĕшĕк, тырă-пулă ячĕсем), çав сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентесси (сăмахран,
    чĕкеç чĕвĕлтетет, çерçи чĕриклетет, курак краклатать, çăхан кранклатать, куккук авăтать, карăш (путене) авăтать, шăпчăк  ( тăри, шăнкăрч ) юрлать т.ыт.те.

 .
                                                Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ.

        ОРФОГРАФИ (18 сехет)

1. Сăмах тымарĕ. Аффикссем — сăмах тăваканнисем тата  сăмаха улăштараканнисем.
Сăмаха улăштаракан аффикссем çĕнĕ сăмах тума пултарни
: каярахпа, тăхтарахпа, каçпа, ирпе; лĕмрен, авалтан; пĕрерĕн, виçшерĕн; кăмăллăн, хаяррăн, çиллессĕн т. ыт.те.
Мăшăр сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси.
Икĕ хут калакан сăмахсене тĕрĕс çырасси.
Хутлă сăмахсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси.
Сăмах вырăнĕнче çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси, ят пĕрлешÿсем
(куç харши, пит çăмарти, тур палли, кача пÿрне, çĕнĕ çын, упа сарри т.ыт.); глагол пĕрлешÿсем (ырă  ту, кăмăл ту, усал ту, çула çит, пĕве кĕр, тăлăха юл, çука юл; такăнса ÿк, чирлесе ÿк, хăраса ÿк, ватăлса кай, ватăлса çит ‚ т.ыт те ).
II. Çĕнĕ сăмаха сăмах форминчен уйăрма вĕренесси (тĕслĕхрен,
пулăш пулăшать, пулăшакан, пулăшни сăмах формисем; пулăшу, пулăшуçă — çĕнĕ сăмахсем).
Тăтшрах тĕл пулакан аффикссем хушса çĕнĕ (иккĕмĕшле) сăмахсем тăвасси, вĕсемпе пуплевре усă курасси.
Словарьсенче
йăлана кĕр, ÿте кĕр, татăлса ан, çакăнса тăр евĕр пĕрлешÿсене тупма хăнăхасси. Çав пĕрлешÿсене пуплеве кĕртесси, калаçура асăрхама вĕренесси.
Сăмах пулăвĕпе çыхăннă  орфографи хăнăхăвĕсене çирĕплетесси
(хăю хăюлăх, хăюллă; хастар хастаррăн; вырт вырттар, ирт ирттер т. ыт. т.).
Сăмахсенче пĕрле, уйăрм тата дефиспа çырмалли правилăсене çирĕплетесси.

               Кашни темăпа сехетсен шутне кăтартнă тематика планĕ

              Класс  5

             Сехетсен шучĕ   пурĕ 105с.,  эрнере-3 с.

             Тĕрĕслев ĕҁĕ  5 с.

             Администраци ирттернĕ тĕрĕслев ĕҁĕ  2 с.

               Пуплеве аталантарни   7 с.

УМК    «Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф.Брусова – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014»

ТЕМАТИКА ПЛАНĔ

УРОК ТЕМИ

Сехет шучĕ

Пуçламăш классенче вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, хушса вĕрентесси (14 сехет)

1

Тăван чĕлхе пур чух халăх та пур

1

2

Сасă тата сас палли. Алфавит,.  Б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ÿ, ь сас паллисене çырасси

1

3

Сăмах тымарĕ. Аффикссем

1

4

«Кĕрхи кунсем» сăнлав сочиненийĕ

1

5-6

Пуçламăш классенче вĕреннĕ пуплев пайĕсем  

2

7

Предложени, унăн членĕсем. Пĕр йышши членсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси.

1

8

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисем Кăшкăруллă предложени        

1

9

Тĕрĕслев диктанчĕ «Пирĕн ял»

1

10-11

Текст. Унăн пайĕсем. Текст пайĕсене çыхăнтармалли мелсем

2

12

Чĕнÿ сăмахĕсем, вĕсене чарăну паллисемпе уйăрасси

1

13

Текст теми, тĕп шухăшĕ

1

14-15

Хутлă предложени. Союзсăр тата сыпăнуллă хутлă предложенисем

2

16

Текст планĕ

1

17

Изложени           («Кайăксен апатланăвĕ»)

1

18-19

Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем. Диалог  

2

20

Текст тĕсĕсем Сăнлав. Калав. Ăслав.

1

Фонетикăпа орфоэпи.  Графикăпа орфографи.  Пуплев тата хутшăну.  Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ. Текст.  Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем. Чĕлхе тата культура  (42 сехет)

21

Алфавит. Вĕреннине аса илни

1

22-23

Уçă сасăсем, вĕсен  мăшăрлăхĕ

2

24

Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем

1

25-26

Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ

2

27

Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни  

1

28

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем сингармонизма пăхăнманни

1

29

Асăрхаттару  диктанчĕ «Сентябрь»

1

30

Калаçу чĕлхи. Илемлĕ чĕлхе. Официаллă чĕлхе

1

31

Текст стилĕсене уйăрма вĕрентесси. Хайлав çырасси

1

32

Хупă сасăсем

1

33-34

Ялан янăравлă хупă сасăсем

2

35-36

Шавлă хупă сасăсем

2

37

«Хĕллехи вăрман» калав е сочинени çырасси

1

38-39

Хупă сасăсен хытлăхĕпе çемçелĕхĕ

2

40-41

Хупă сасăсен  çемçелĕхне çырура палăртасси

2

42

Тĕрĕслев диктанчĕ  («Пĕчĕк Павăл»)

1

43

Тĕрĕслев диктанчĕн тишкерĕвĕ

1

44-45

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, ăна çырура палăртасси

2

46

Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенчи хупă сасăсен хытлăхĕпе çемçелĕхĕ

1

47

Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з сас паллисене çырасси

1

48

«Вăрмана шыв илни» изложени

1

49

Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенче ф, ц, щ, ÿ   сас паллисене çырасси

1

50

«Пирĕн стена хаçачĕ» калав çырасси.

1

51

Ударени

1

52

Вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенчи ударени

1

53

Вĕреннине аса илни. Словарь диктанчĕ

1

54-55

Сăмахри уçă сасăсемпе хупă сасăсем тухса ÿкме пултарни.

2

56

Фонетика тишкерĕвĕ

1

57

Сасăсен ылмашăвĕ.

1

58

Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсем.

1

59

Чăваш ударенийĕпе вырăс ударенийĕ

1

60

«Фонетика, графика, орфографи, орфоэпи» темăсене вĕреннине аса илни

1

61

Тĕрĕслев ĕçĕ. Диктант («Шăкăлчи»)

1

62

Тĕрĕслев диктантне пăхса тухни

1

Лексика. Пуплев тата хутшăну. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ. Текст. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем. Чĕлхе тата культура (28 сехет)

63

Сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ

1

64

Сăмах пĕлтерĕшĕ

1

65

Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем

1

66

Пуплев этикечĕ

1

67

Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшсем

1

68

Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшсем

1

69

Омонимсем

1

70

Омонимсем

1

71

Синонимсем

1

72

Синонимсем

1

73

Антонимсем

1

74

Антонимсем

1

75

Словарьсемпе усă курасси

1

76

Словарьсемпе усă курасси

1

77

Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем)

1

78

Йышăннă сăмахсем

1

79

Йышăннă сăмахсем

1

80

Кивелнĕ сăмахсем

1

81

Кивелнĕ сăмахсем

1

82

Диалект сăмахĕсем

1

83

Литература нормине пăхăнман сăмахсем

1

84

Литература нормине пăхăнман сăмахсем  

1

85

Сăпайлăх этеме илем кÿрет

1

86

Лексика тишкерĕвĕ

1

87

Лексикăна вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни

1

Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ. Орфографи. Пуплев тата хутшăну. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ. Текст. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем. Чĕлхе тата культура (18 сехет)

88

Сăмах тымарĕ тата аффикссем

1

89

Калав çырасси

1

90

Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем

1

91

Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем

1

92

Сочинени («Çуркунне çитрĕ»)

1

93

Аффикссем хушăнса пулнă сăмахсене тĕрĕс çырасси

94

Ăнлантару диктанчĕ («Катăркас»)

1

95

Хутлă сăмахсем, вĕсен тĕсĕсем

1

96

Хутлă сăмахсене тĕрĕс çырасси. Диктант («Тăван кĕтес»)

1

97

Сăмах вырăнне çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем. тĕрĕс çырасси

1

98

Мăшăр сăмахсем

1

99

Икĕ хут калакан сăмахсем, вĕсене тĕрĕ çырасси

1

100

 Вĕренӳ ҁулĕ вĕҁĕнчи тĕрĕслев диктанчĕ («Ҫурхи урамра»)

1

101

Йăнăшсемпе ĕҁлени

1

102-104

Пĕтĕмĕшле вĕреннине аса илни  

3

105

Пĕтĕмлетÿ урокĕ

1


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по математике (алгебре) 5-9 классы и рабочая программа по геометрии 7-9 класс

Рабочая программа составлена на основе примерных программ основного общего образования по математике 2004 года по учебным комплектам: математика 5-6 класс - Н. Я. Виленкин и др., алгебра - Ю. Н. Макар...

Аннотация к рабочей программе по математике (алгебре и началам анализа), 11 класс , профильный уровень; рабочая программа по алгебре и началам анализа профильного уровня 11 класс и рабочая программа по алгебре и началам анализа базового уровня 11 класс

Аннотация к рабочей программе по МАТЕМАТИКЕ (алгебре и началам анализа) Класс: 11 .Уровень изучения учебного материала: профильный.Программа по алгебре и началам анализа для 11 класса составлена на ос...

Рабочая программа по русскому языку 5 класс Разумовская, рабочая программа по литературе 5 класс Меркин, рабочая программа по русскому языку 6 класс разумовская

рабочая программа по русскому языку по учебнику Разумовской, Львова. пояснительная записка, календарно-тематическое планирование; рабочая программа по литературе 5 класс автор Меркин. рабочая программ...

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"

Рабочая программа по математике (11 класс) на тему: Программа ИГЗ для 11 класса "Подготовка к ЕГЭ"...

2016 Программа кружка "Домоводство".Программа рассчитана на 5-6 классы. Срок реализации программы 1 год.

Программа предполагает формирование ценностных эстетических ориентиров, навыков художественно-эстетической оценки, которые дадут возможность каждому ученику открыть для себя мир декоративно- прикладно...

Рабочая программа по русскому языку 7 класс (144 часа). Программа Савчук Л.О. «Русский язык. 5–9 классы общеобразовательных учреждений» под ред. Е.Я. Шмелёвой. — М. : Вентана-Граф, 2013.

Предлагаемая рабочая программа для учащихся 7-б  класса  составлена на основе Фундаментального ядра содержания общего образования, требований к результатам основного общего образования, пред...

Рабочая программа по литературе 7 класс (72 часа). Программа: Литература: 5-9 классы общеобразовательных учреждений / авторы-составители Г.С.Меркин, С.А.Зинин, В.А.Чалмаев. М., «Русское слово», 2013

Предлагаемая рабочая программа по литературе для 7  класса составлена на основе примерной программы по предмету «Литература», утвержденной Министерством образования РФ, программы Лите...