Технологическая карта урока чувашской литературы в 6 классе "О чем говорит музыка?" (по рассказу И.Ахрата "Поющие стекла")
план-конспект урока (6 класс) на тему
Исползьзование современных образовательных технологий
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
"О чем говорит музыка?" И.Ахрат "Поющие стекла" | 29.37 КБ |
Онлайн-тренажёры музыкального слухаМузыкальная академия
Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей
Современно, удобно, эффективно
Предварительный просмотр:
Кĕвĕ мана мĕн çинчен каларĕ?
Тăван литературăпа 6 класра ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ
Мукасева СветланаАлексеевна ,
Тутар Республикин Пăва районĕнчи Альших вăтам шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
Предмет: Чăваш литератури
Класс: 6 класс (чăваш шкулĕ)
Шкул: Тутар Республикин Пăва районĕнчи Альших вăтам шкулĕ
Тема (пай): „Пул ăслă, тавçăруллă“
Урок теми: Кĕвĕ мана мĕн çинчен каларĕ? (Иван Ахратăн „Юрлакан кĕленчесем“ хайлавĕ тăрăх)
Урок тĕсĕ: пуплев ăсталăхне аталантармалли пултару урокĕ
Технологисем: Ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха
аталантарасси, „Критикăллă“ шухăшлава аталантарасси, вăйă технологийĕ, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахě, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, вăйă, кластер, синквейн, клоуз тест, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; суйлавлă вулани,
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
- Права:
Илеме, кĕвĕлĕхпе сăнарлăха туйма вĕренни.
- Тĕллевпе тупсăм:
Тĕллевсем лартса йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентни.
- Моральпа этика:
Пĕр –пĕринпе туслă ĕçлеме хăнăхтарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
- Йĕркелÿ
– ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;
– тĕллеве тĕрлĕ енлĕн пурнăçлама хăнăхтарасси ;
– харпăр хăй ĕçне планлама вĕрентесси;
– ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарасси;
– ĕçе тунă май вăхăтпа пĕлсе усă курнма хăнăхтарасси ;
– тунă ĕçе пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
- Хутшăну
– хутшăнура пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;
– хутшăнура тĕрлĕ роль калăплама пултарнине аталантарасси (ыйту паракан, хуравлакан, итлекен, канашсемпе сĕнÿсем илекен е паракан);
– харпăр хăй шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси ;
– кĕвĕ çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарасси;
– ушкăнпа килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси;
– çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланма, ытти çынсен шухăшне хисеплеме хистесси;
– харпăр хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарасси;
– харпăр хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентнасси.
- Информаци
– пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа тата урокра уса курма хатĕрленĕ япаласемпе) ĕçлеме хăнăхтарасси;
– кĕнекере кирлĕ текста страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентесси;
– тĕрлĕ ĕçе тума схемăсем шутласа кăларма е хатĕр схемăсене кирлĕ пек улăштарма вĕрентесси (кластер);
– итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистесси;
– урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентесси;
– шыравра танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мелĕсемпе усă курма вĕрентесси;
– япаласемпе пулăмсене тишкерме, тишкерÿ тăрăх пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси;
– лартнă тĕллев патне тĕрлĕ майпа пыма хăнăхтарасси.
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
- Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ
– каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентесси;
– учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарасси;
– «Кĕвĕ мана мĕн каларĕ?» темăпа курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса хатĕрленмесĕр çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси;
– Кĕвĕ сăнарлăхĕ çинчен пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе (сăнлав, калав, ăслав) усă курса курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса хатĕрленмесĕр каласа пама хăнăхтарасси;
– илтни, вулани е калани çинчен хăй шухăшне кĕскен палăртма хăнăхтарасси;
– вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси;
– вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарасси;
– вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси ;
- Сăпат местоименийĕсене тĕп тата камăнлăх падежĕнче лартса калаçура усă курма хăнăхтарасси.
- Вĕрентÿ хевти-талпăнавĕ
- итленĕ кĕвĕ тăрăх хăйсен кăмăлне палăртма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: пентатоника – пилĕк сасăран йĕркеленекен кĕвĕ; хăвалăхра тухатласа ларакан – хăвалахра кĕленчесемпе шаккаса кĕвĕ каларакан ача; ют улма – тăван мар ача, икĕ чун – шалтан туйма пултаракан çынсем, кинемейпе арçын ача
Курăмлăх хатĕрĕсем: Урок презентацийĕ, слайдсем, карточкăсем, ачасем хатерленĕ кĕленчесем
Кăтарту хатĕрĕсем: Компьютер, проектор, презентаци.
Урок юхăмĕ
Урок тапхăрĕсем (структура урока) | Вĕренекенсен результачĕсем (планируемые результаты) | Вĕрентекен ĕçĕ (деятельность учителя) | Ĕçлевлĕхĕн тĕп енĕсем ( деятельность учащихся) | Меслетсем, мелсем (приемы и стратегии) |
1.Класа йĕркелени. | Ачасем сывлăх сунса, хăйсен кăмăлĕ мĕнле пулнине палăртса лараççĕ. | Сывлăх сунать | Сывлăх сунаççĕ. | Вĕрентекен сăмахĕ, ачасен сăмахĕ |
2.Кăсăклантарни. а)Урок темипе тĕллевне палăртни. ă) фонозарядка | Ачасен урок темине тавçăрса илмелле Ачасем хăйсем тĕллĕн кĕвĕ ĕнерлеççĕ, чĕлхене вылятни | Кĕленче савăтпа шаккаса кĕвĕ итлеттерет, юрласа парать. Ачасене тĕрлĕ савăт сапапа уса курса кĕвĕ кăларма пулать иккенне çирĕплетет | Ачасем кĕвĕитлене майăн ку чаваш такмакĕ пулнине уйăрса илеççĕ, сăмах кĕвĕ çинчен пырассине ăнланаççĕ Малтанах хатĕрлесе хунă кĕленчесемпе шаккаса кĕвĕ кăлараççĕ | учитель сăмахĕ, юрласа кĕвĕ калани, шухăшлав, итлени, çыхăнтару. Учитель сăмахĕ, кĕвĕ калани |
3. Ăнланса илни (20-25 минут) а) ачасене компьютер умне лартса тест ыйтăвĕсене хуравлани ă) словарь ĕçĕ | Тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, ăнлантарса пыраççĕ Пентатоника, хăвалăхра тухатласа ларакан, икĕ чун – пĕлтерĕшне ăнланни, словарьпе ĕçлени | ачасене ĕçе явăçтарать, йĕркелесе пырать Çĕнĕ сăмахпа, сăмах çаврăнăшĕпе паллаштарать | Тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ Çак сăмахсемпе текстра предложени тупса вуласа куçараççĕ. | Ыйту-хурав, ИКТпа тĕрĕс усă курма хăнăхни харкам хăй тата ушкăнпа ĕçлени, пĕтĕмлетÿ туни Вулав, куçару, вĕрентекен сăмахĕ, шырав |
б) Текстпа ĕçлени. а) текста вуласа ăнланни ă) ăнланнине панă сăмахсенчен тĕрĕс суйласа илсе хуравласа тĕрĕслени б) текстăн тулли вариантне пăхса тĕрĕслени | Клоуз тест ăнлануллă вулав хăвăртлăхне аталантарни, тĕрĕс суйласа илме ханăхни | Клоуз тестпа ĕçлемелли йĕркене анлантарса парать, сиктерсе хăварнă самахсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентет | Ачасем хăйсем тĕллĕн тата ушкăнпа ĕçлеççĕ, пĕтĕмлетÿ тăваççĕ | Ыйту-хурав, тишкерÿ, танлаштарни, тĕрĕслени, пĕтĕмлетÿ туни. |
в) кану саманчĕ ирттерни. г)«Хĕвел» кластерпа ĕçлени. д) Синквейн туни | Кĕвве туйса хусканусем тума пĕлни Ушкăнпа Петтюк сăнарне хакласа кластер йĕркелени Текстран япала ячĕ, паллă ячĕ, глагол тупни, предложени йеркелени | Кĕвĕ ярса парать. Ачасемпе пĕрле хусканусем тăвать. Петтюк мĕнле ача вăл? „Кĕвĕ“ темăпа синквейн çыртарни | Ачасем тăрса Ф. Павловăн „Сăрнайпа палнай“ кĕввипе хусканусем тăваççĕ. Ачасем çырса хуравлаççĕ Ачасем синквейн йĕркине аса илеççĕ, çыраççĕ | Кĕвĕ итлени, сывлăха упрасси Ыйту-хурав, ушкăнпа ĕçлени, сăнлав, шухăшлав Шырав, çыхăнуллă пуплев |
4.Рефлекси (10 минут). Урока пĕтĕмлетни. «Виçĕ енлĕ дневник» формипе ĕçлени | Информацие тишкерсе пĕтĕмлетÿ туни, шухăшлав системине кĕртни, хăйсен шухăшне ĕнентерни | Эсир паян мĕн çĕннине пĕлтĕр? Кĕвĕ сире мĕн çинчен каларĕ? Пурте кĕвве туйма пултараççĕ-ши? Текст пире мĕнле пулма вĕрентет? | „Эпĕ çапла шухăшлатăп“ ачасен хуравĕ | Ачасем харпăр хăй шухашне палартса ĕнентерме пултарни |
5.Ачасем хăйсен ĕçне хак пани. (5 мин) | Харпăр хăй ĕçне хаклама пĕлни | Эсир хăвăра мĕнле хакланă пулăттăр? | Ачасем ăнлантарса параççĕ | Пĕтĕмлĕтÿ-хаклав |
6. Килти ĕç пани, ăнлантарни. | Килти ĕç суйласа илме пĕлни | Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр юрра вĕренĕр. „Хăвалăхра тухатласа ларакан ача“ темăпа ÿкерчĕк туса килĕр. Ф.Павлов юрри-кĕввипе паллашăр | Ачасем дневниксем çине килти ĕçе çырса хураççĕ | Суйлавлă килти ĕç. |
Усă курмалли хатĕрсене Яндекс диска вырнаçтарнă
Компьютерпа ĕçлемелли тест https://yadi.sk/i/4k_9xNhV35q8pf
Кану саманчĕн кĕвви https://yadi.sk/d/V7Ko5BGy35q9a2
Чăваш шрифчĕ https://yadi.sk/d/ufVuAdBo35q9rU
Клоуз тест https://yadi.sk/i/cPa_U00H35qk3G
Видеоматериал – фрагмент урока https://yadi.sk/i/TWf7wsWh35qjUe
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Технологическая карта урока по литературе Восточной Сибири. Тема. Анатолий Шастин. Рассказ "Пример для подражания"
Технологическая карта урока по литературе Восточной Сибири....
Технологическая карта урока по литературе. Тема "Славный он был мужик…" (по рассказу И.С. Тургенева "Муму")
Урок разработан по требованиям ФГОС второго поколения....
Технологическая карта урока по литературе "Сложность взаимоотношений детей и взрослых по рассказу И.Бунина «Цифры»
Цель: P { margin-bottom: 0.21cm; } Создать условия для совершенствования навыка анализа эпического произведения малой формы. Проверить и оценить уровень знаний по предложенной теме. Формиров...
Технологическая карта урока по литературе в 5 классе Тема урока: «Л.Н.Толстой «Кавказский пленник». Характер героя. Сравнительна характеристика героев рассказа».
Технологическая карта урока по литературе в 5 классеТема урока: «Л.Н.Толстой «Кавказский пленник». Характер героя. Сравнительна характеристика героев рассказа»....
Технологическая карта урока родной литературы в 9 классе «Рассказ В.Н. Крупина «Сбрось мешок». Тема красоты в рассказе».
Технологическая карта урока родной литературы в 9 классе «Рассказ В.Н. Крупина «Сбрось мешок». Тема красоты в рассказе»....
Технологическая карта урока родной литературы в 9 классе «Рассказ В.Н. Крупина «Сбрось мешок». Тема красоты в рассказе».
Технологическая карта урока родной литературы в 9 классе «Рассказ В.Н. Крупина «Сбрось мешок». Тема красоты в рассказе»....
Технологическая карта урока по литературе «Смысл названия рассказа А.П. Чехова «Человек в футляре» 8 класс
Цель педагогической деятельности учителя:Дидактическая: раскрыть смысл названия рассказа; определить сущность человеческой жизни, её смысла.Развивающая: развивать навыки самостоятельного ч...