Проектная работа „Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ”
материал по теме

Цыркунова Татьяна Леонарьевна

 «Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ» тĕпчев ĕçне эпĕ Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕре, вĕрентекене Нина Семеновна Капитоновăна халаллатăп. Ку тема паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен кăçал  Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитет. Çак пысăк юбилей умĕн эпир пирĕн телейлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене ниепле те асăнмасăр хăвараймастпăр.

Манăн тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ вăл - 1941-1945 çулсенче пынă  Аслă вăрçă витĕр тухнă çĕнтерÿçĕ салтаксене яланах сума сăвасси, хисеплесси.

         Тĕпчев ĕçĕн задачи –

          -  шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;

- Нина Капитоновăн тăванĕсемпе курса калаçасси, ăна палланă, унпа пĕрле шкулта ĕçленĕ, вăрçăра пулнă çынсемпе, вĕсен асаилĕвĕсемпе паллашасси;

         Тĕпчев предмечĕ:

            Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăр ентешĕн вăрçă хирĕнчи паттарлăх çулĕ. Унăн паттăрлăхне манманни.

        Тĕпчев мелĕсемпе меслечĕсем:

  1. Шырав.      2. Тĕпчев.       3. Тĕл пулу.           4. Интервью.        5. Картотека.

       Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ:

Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал иртнĕ вăрçă кунĕсем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать.

Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Тĕл пулу, шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана вăрçă мĕн тери тискер те хăрушă пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon pattarsem_manasmasse.doc112.5 КБ
Microsoft Office document icon proekt_rabota.doc173.5 КБ
Office presentation icon prezentaci_proekt.ppt1.56 МБ

Предварительный просмотр:

ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ

Ял (Мăнçырма)

Вăрмар районĕ

Чăваш Республики

Раççей

  • палăк;

  • урам;
  • ял тата шкул музейĕнчи стенд;

  • шкулта пĕрле ĕсленĕ учитель ветеран;

  • тăван йăмăкĕ;

  • тăванĕсем.

 

 

  • Чупай шкулĕнчи асăну хăми;

  • пĕрле вăрçăра пулнă ветеран.

  • Вăрмар посĕлокĕнчи урам ячĕ;
  • Волков И. Арçынсемпе юнашар хĕрсем те хастар çапăçнă.// - Хĕрлĕ ялав. – 1995. – мартăн 27-мĕшĕ.
  • Галкина С. Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх. // Хĕрлĕ ялав. 2005. – апрелĕн 30-мĕшĕ.
  • Илларионова З.Д. Асăну хăми ÿçрĕç. // Хĕрлĕ ялав. - 1995. -  №35. – нарăсăн 17-мĕшĕ.
  • Николаева Н.Н. Унăн сăнарĕ яланах асра. // Хĕрлĕ ялав. – 1995.
  • Ялкир П.А. Тинĕс хĕрĕ. // Хĕрлĕ ялав. – 1995. - №65
  • Нина ячĕпе автобус.

Астăвăм. Память. Том II. –Ч.: Чăваш кĕнеке издательстви, 1996. – с.482.

Бурмистров В.М. Живые, пойте о нас! – Ч.: «Новое время», 2007. 536 с., илл.

Бурмистров В.М. Наши земляки в борьбе с фашизмом. – Ч.: «Новое время», 2005. – с. 308-311, 336-339.

Григорьева А.Г. Мăнçырма. - Ш.: Чăваш кĕнеке издательстви, 1976. – с.36-38.

Егоров Д.Е. Женщины – матери земли чувашской. Книга 4. Выпуск 2. – Ч.: «Новое время»,  2007. – с.98.

Зайцев Я.Н. Лета и лица Урмарской землицы. – Ч.: 1994. – с.131.

Зайцев Я.Н. Мы - Урмарцы. Справочник имен. Выпуск 1. Ч.: Издательство «Чувашия», 1997. – с.94.

Казанов А.П. Мăнçырма хĕрĕ. // Çамрăксен хаçачĕ. -  2008. – июнĕн 6-мĕшĕ.

Моклаков Г.В. Паттăрлăхпа туслăх юррисем. – Ш.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. – с. 15-16.

Николаев А.Н. Память солдатского сердца. Боевые документы. Ч.: Чувашское книжное издательство, 1995. – с. 370-372.

Иванов Н.П. Родная сторнока. Сборник песен. – Ч., 2007.

  • Емельяненко  Н. Ф.,
    Рукавцов  А. А. 
    Моряки верны традициям: [92-я отд. стрелковая бригада]. -  Волгоград,  Ниж.-Волж. кн. изд-во, 1979.- 96 c. ил. 20 см.

Сталинград хулишĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăк.

  • Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари вăтам шкулта йĕркеленĕ «Красные следопыты» ушкăн патне янă çырусем (документсем).



Çапăçу хирĕнчен аманнă 160

 салтака хĕç-пăшалĕпе пĕрле илсе тухнăшăн тата вĕсене медицина пулăшăвĕ

панăшăн наградăсем. «Паттăрлăхшăн» медаль, Ленин орденĕ.  




Предварительный просмотр:

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ

ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ

«МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ ПĔЛЎ ПАРАКАН ВĂТАМ ШКУЛ»

МУНИЦИПАЛИТЕТ ВĔРЕНЎ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

        

Ĕçе пурнăçлаканĕ: 

Цыркунова Татьяна Леонарьевна,

Вăрмар районĕнчи  Мăнçырмари

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам

шкулта чăваш чĕлхипе литература

вĕрентекенĕ.

Мăнçырма - 2011

Тупмалли

     Ум сăмах ________________________________________________5-8 с.

    I.  Паттăр чăваш хĕрĕн малтанхи утăмĕсем  ____________________9-10 с.

    II.  Нина Капитоновăн паттăрла çулĕ _________________________11-15 с.

   III. Паттăрсем манăçмаççĕ __________________________________ 16-18 с.

     Хыç сăмах _______________________________________________19-20 с.

    Литература _______________________________________________21 с.

     Хушса панисем ___________________________________________22-36 с.

1 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса

ÿснĕ Нина Семеновна Капитоновăн сăн ÿкерчĕкĕ.1940, 1941. ____22 с.

       2 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнчи Нина

       Семеновна  Капитонова çуралса ÿснĕ çурт. 1956 ç. _____________22 с.

       3 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса

ÿснĕ Нина Семеновна Капитоновăн ашшĕ Капитонов Семен

Романович. 1935. _________________________________________23 с.

       4 № хушса пани.  Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса

       ÿснĕ Нина Семеновна Капитоновăн çуралнине ĕнентерекен хут. __23 с.

       5 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса

       ÿснĕ Нина Семеновна Капитонова хăйĕн юратнă çÿçеллĕ

       тутăрĕпе. 1942. ___________________________________________24 с.

       6 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса

      ÿснĕ Нина Семеновна Капитонова Чупай шкулĕнче ĕсленĕ вăхăтра

      ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк. 1942. ________________________________24 с.

       7 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновна  Вăрмар районĕнчи

      Чупай шкулĕнче ĕçленĕ вăхăт. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе (варринче

       тутăрпа ларать). 1942. _____________________________________25 с.

       8  № хушса пани. Капитонова Нина Семеновнăпа пĕрле

      Манçырмари шкулта математика предмечĕ вĕрентнĕ Данилова

      Агафия Петровна. 1999. ____________________________________25 с.

       9 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновнăн тăван йăмăкĕ

      Жиленкова Римма Семеновна патĕнче хăнара. 2010. ____________26 с.

      10 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновнăн орден кĕнекине

      унăн  йăмăкне Жиленкова Римма Семеновнăна памалли çинчен

      ярса панă çыру. 1989 çулхи июлĕн 21-мĕшĕ. № 151873. __________26 с.

      11 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ

      Нина Семеновна Капитонова çапăçу хирĕнчен аманнă 160 салтака

      хĕç-пăшалĕпе пĕрле илсе тухнăшăн тата вĕсене медицина

      пулăшăвĕ панăшăн наградăсем.  «Паттăрлăхшăн» медаль. 1942.,

     Ленин орденĕ. 1943. ________________________________________27 с.

      12 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновнăн çывăх юлташĕ

       Рубен-Руис Ибарурри. Сталинград патĕнчи çапăçу вăхăтĕнче

       паллашнă вĕсем. 1942. _____________________________________27 с.

      13 № хушса пани. Сталинград хулишĕн çапăçса пуçĕсене хунă

      паттăрсене тата Рубен-Руис Ибаруррине  халалласа лартнă палăк. _28 с.

      14 № хушса пани.  Рубен-Руис Ибарурри вилнĕ вырăна

      лартнă палăк.  _____________________________________________28 с.

      15 № хушса пани.  Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче тĕп шкулта

     Нина Семеновна Капитонова ячĕпе уçнă асăну хăми.

     1995. апрель уйăхĕ. _________________________________________28 с.

      16 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари вăтам шкулта

     йĕркеленĕ «Красные следопыты» ушкăн патне янă çырусем

    (документсем). 1967 çулхи июлĕн 10-мĕшĕ. №173/6; 1967 çулхи

     август уйăхĕ. № 84442; 1968 çулхи март уйăхĕ. №34226;

      1968 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕ. Волгоград. _____________________29-31 с.

      17 № хушса пани.  Нина Семеновна Капитоновăна халалласа

      çырнă юрă. Вăрмар районĕнчи паллă композитор, сăвăç Николай

      Прокопьевич Иванов  кĕвĕлесе  çырнă. 1995. ___________________32 с.

     18 № хушса пани. Нина Семĕновна Капитоновăпа пĕрле вăрçăра

     пулнă Вăрмар районĕнчи Кавал çынни, суккăр композитор

     Григорий Васильевич Моклаков. 2009. _________________________32 с.

     19 № хушса пани. Вăрмар районĕчи Мăнçырма ялĕн музейĕ. 1998.,

    Аслă отечествеллă вăрçăра çапăçнă, пуç хунă паттăрсене халалланă

    пÿлĕм. 1998., Вăрçăра çапăçнă паттăрсен ячĕсем яланах асра., Нина  

    Семеновнăн паттăрлăхне çутатса паракан стенд. 1998. _____________33 с.

     20 № хушса пани. Коллаж-карта (Нина Семеновна Капитоновăн

     паттăрлăх çулĕ). ____________________________________________34 с.

    21 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновна ĕçленĕ Вăрмар

    районĕнчи Мăнçырмари кивĕ шкул (халĕ унта ял музейĕ) патĕнчи

    вăрçара вилнĕ учитель салтаксене халалласа лартнă палăк. 1975. ___34 с.

    22 № хушса пани. Вăрмар районĕнчи Мăнçырма ялĕнче  

    1941-1945-мĕш çулсенче вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене

    халалласа лартнă палăк. 1970. _________________________________35 с.

     23 № хушса пани. Вăрçă ветеранĕсене яланах чыс та хисеп.

     Палăк умĕнчи самант. 2009 çулхи майăн 9-мĕшĕ. ________________35 с.

    24 № хушса пани. Капитонова Нина Семеновнăн ячĕ ĕмĕрех асăмра.

    Унăн паттăрлăхне кăтартса паракан тĕрлĕ çулта пичетленсе

    тухнă кĕнекесен выставки. ___________________________________36 с.

 

    25 № хушса пани. Вăрмар районĕнче вырнаçнă  военкоматран

    запрос урлă илнĕ документсем.  Капитонова Нина Семеновна

    вăрçа ăçтан, хăçан, мĕнле ушкăнпа кайни. ______________________36 с.

Ум сăмах

Çĕр-шыв шăпи – шăпу сан пулчĕ.

(«Эс тивĕç мухтава, чыса» юрăран

Капитонова Нина Семеновнăна халалласа).

Вăрçă! Тискер те хăрушă сăмах! Мĕн чухлĕ хуйхă-суйхă, мĕн чухлĕ вилĕм илсе килмест-ши вăл? Вăрçа хăйĕн сивĕ аллипе кашни çын алăкне шакканă, кашни çын шăпине хуçнă, ĕмĕтне татнă.

Сахал мар хура-шур курма тивнĕ халăхăмăра, пайтах çухату тÿссе ирттерме тивнĕ ăна пурнăçпа вилĕм хушшипчи хаяр кĕрĕшÿре.

 «Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ» проект ĕçне эпĕ Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕре, вĕрентекене Нина Семеновна Капитоновăна халаллатăп. Ку тема паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен кăçал  Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитет. Çак пысăк уяв умĕн эпир пирĕн телейлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене ниепле те асăнмасăр хăвараймастпăр.

Кунран кунах инçе юлаççĕ асплă вăрçă çулĕсем. Тăватă çула яхăн тăсăлнă виçесĕр вăрçă вилĕм те асап, хурлăх та инкек-синкек кÿнĕ. Кусем çынсен чĕринчен нихçан та тухас çук, уйрăмах вăрçа хирĕ тăрăх шăхăрса вĕçекен пуля айĕнче утнă салтаксене çак кунсене аса илме мĕн тери йывăррине сăмахпа каласа пама та пĕлес çук.

Проект ĕçĕн тĕллевĕсем:

-  çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парасси;

- вăрçăпа ĕç ветеранĕсене хисепелес туйăма малалла аталантарсси;

- 1941-1945 çулсенче пынă  Аслă вăрçă витĕр тухнă çĕнтерÿçĕ салтакасене яланах сума сăвасси, хисеплесси.

- Нина Капитонова паттăрлăхне тивĕçлипе хаклама вĕрентесси.

Проект ĕçĕн задачисем:

- шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;

- вăрçăра пуç хунă мухтавлă ентешсен ячĕсене аса илесси;

- Нина Капитоновăн тăванĕсемпе курса калаçасси, ăна палланă, унпа пĕрле шкулта ĕçленĕ, вăрçăра пулнă çынсемпе, вĕсен асаилĕвĕсемпе паллашасси;

- Нина Капитоновăн паттарăх çулне тĕпчесси;

- вăрçă хирĕнчех вилнĕ пулин те, ăна, унăн паттăрлăх не паянхи кун та манманнине кăтартасси.

Проект ĕçĕн  актуаллǎхĕ:

Çамрăк ăрусен вăрçăра пуç хунă паттăрсене асра тытса, ветерансен аса илĕвĕсене ăша хывса Тăван çĕр-шыва юратма, хисеплеме вĕренмелле.

Проект ĕҫĕн объекчĕ:

        Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи.

Проект ĕҫĕн предмечĕ:

        Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăр ентешĕн вăрçă хирĕнчи паттарлăх çулĕ. Унăн паттăрлăхне манманни.

Проект ĕҫĕн мелĕсемпе меслечĕсем:

  1. Шырав.
  2. Тĕпчев.
  3. Тĕл пулу.
  4. Интервью.
  5. Картотека.

Ĕç йĕрки:

Тапхăрсенче тумалли ĕссем

Ачан  ĕçĕ

Учитель ĕçĕ

Хатĕрленÿ тапхăрĕ

Тĕпчев ĕçен темипе проблемине палăртасси.

Темăна вĕренекенпе сÿтсе явать.

Тĕпчев ĕçĕн тĕп шухăшĕпе ачана паллаштарасси, тĕллев лартма пулăшать.

Ĕçе планлани

а) хушма литература, тĕрлĕ источниксем  палăртасси;

Ĕçен плане хатĕрлет.

Çĕнĕ шухăшсем палăртать, ĕçе хăçан пурнăçламаллине калать.

ă) пухнă пĕлĕве планлани, тишкерни;

Задачисене палăртать.

б) кăтартăва суйласа илни:

- отчет (ăсра, çырса);

- конференци ирттересси;

Тĕпчев ĕçĕ

Информации пухасси, тĕл пулакан задачăсене пурнăçласси.

   Тĕп ĕçсем:

- интерьвю,

- ыйту-хурав,

- шырав,

- тĕпчев,

- тĕл пулу,

- картотека,

- литературăпа паллашни.

Тепчев ĕçĕ ирттерет, тĕл пулакан задачăсене пурнăçлать.

Сăнать, канаш парать.

Пĕтĕмлетÿ ĕçĕ

Пуçтарнă информацие тишкересси, пĕтĕмлетÿ туни.

Информацие тишкерет, тунă ĕçе йĕркелесе çитерет.

Сăнать, канаш парать.

Хатĕр ĕçе кăтартни

Ĕçĕн результатне кăтартса пани.

Хăйĕн еçе çинчен отчет тăвать, пĕтĕмлетет.

Учитель итлет, ыйтусем парать. Еçе хаклать, туса çитереймен ĕçсене палăртать.

Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ:

Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал иртнĕ вăрçă кунĕсем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать.

Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Тĕл пулу, шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана вăрçă мĕн тери тискер те хăрушă пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.

Тĕпчев ĕçĕн çăлкуçĕсем:

Нина Капитоновăн паттăрлăх çулне тĕплĕнрех тĕпчес тесе чи малтан Вăрмар районĕнче вырнаçнă военкомата кайса запрос турăмăр, документсем тупрăмăр. Шупашкар хулинче пурăнакан 85 çула çитнĕ унăн тăван йăмăкĕпе Риммăпа тĕл пулса калаçрăмăр. Республикăри хаçат материалĕсемпе, хамăр районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ статьясемпе паллашрăмăр. Библиотекăран тĕрлĕ кĕнекесем илсе Нина Капитоновăн ĕçне кăтартса паракан кĕнекесен картотекине турăмăр. Мăнçырма ялтĕнчи музейра вырнаçнă иртнĕ вăрçă кунĕсене халалланă стендсем çак тĕпчев ĕçне çырма нумай пулăшу пачĕç.

I. Паттăр чăваш хĕрĕн малтанхи утăмĕсем

Нина Семеновна Капитонова 1923 çулхи  кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çуралнă. Ашшĕ, Семен Романович – 1920-1923 çулсенче Чăваш Автономи облаçĕн Аслă Судĕнче канцелярире ĕçленĕскер, тăван ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Семен Романовичпа Анна Харитоновна виçĕ ача çуратса ÿстернĕ: Нина (1923 ç. çуралнă), Римма (1925 ç.), Артур (1928 ç.).  

Нина Капитоновăпа пĕрле пĕр класра вĕреннĕ И.Волков аса илĕвĕсемпе паллашрăм. Унта çакăн пек çырни пур: «7 класс пĕтерсен 60 ача тĕрлĕ еннелле саланчĕ. Нина Канаш хулинчи педагогика училищине вĕренме кайрĕ. Çак вăхăтра вĕсен килĕнче синкер ĕç пулса иртрĕ. Çирĕммĕш çулсенче Хусанта эсерсен партийĕн пухăвĕ пулнă. Унта Нинăн ашшĕ те делегат пулса хутшăннă. Сталин саманинчи чи хăрушă тапхăрта, 1937 çулта, эсерсен пухăвне хутшăннисене арестлеççĕ. Семен Романович Капитонова 10 çуллăха Çĕпĕре ăсатаççĕ. Килте йывăр условисем пулсан та, Нина училищĕне ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ. Ăна чăваш чĕлхипе вĕрентме хамăр районти Чупай шкулне яраççĕ. Нина ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти пединститутра куçăмсăр майпа вĕренме тытăнать. Хĕрачан вĕренмелле те, килтисене те (амăшне, йăмăкĕпе шăллĕне) пулăшмалла. Йывăр пулнă».

Канашри педагогика учичилищине вĕренсе пĕтерсен Нина Капитонова Вăрмар районĕнчи Чупай ялне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме килет. Вăл пĕрремĕш хут шкула килнĕ кун пирки унпа пĕрле ĕçленĕ Мария Петровна çапла аса илет: «1939 çулта ĕçлеме пуçларăм эпĕ Чупай шкулĕнче. 1940 çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче пĕр чипер хĕр ача килчĕ пирĕн шкула, чăваш чĕлхипе унăн сăмахлăхне вĕрентме пуçлать, Нина Семеновна ятлă, Мăнçырма хĕрĕ, терĕç. Вăл В.М. Зарубинăсем патне хваттере вырнаçрĕ. Ларма-тăма, хурланма-макăрма пĕлмен хĕрччĕ Нина Семеновна. Ачасемпе ĕçлеме питĕ юрататчĕ.  Вĕсемпе туслăччĕ вăл, тĕрлĕрен те тĕрлĕ ĕссем туса ирттеретчĕ вĕренекенсемпе. Вăл вăхăтра телевизор мĕнне пĕлмен, клуб таврашĕ те пулман. Çавăнпа пирĕн хамăрăнах артист вырăнĕнче те пулма тивнĕ. Мĕн чухлĕ спектакль, концерт кăтартман-ши эпир ял çыннисем умĕнче. Нина Семеновна Капитонова çине тăнипе «Айтар», «Нарспи» те кăтартнă эпир, тĕрлĕрен темăпа вечерсем питĕ нумай ирттернĕ. Нина Семеновна кăмăлĕпе питĕ лайăхчĕ, çиленме пĕлмесчĕ вăл, çиленмелли килсе тухсан, алă çеç сулатчĕ».

 Нина Семеновна сăпайлă, ăшă кăмăллă, вĕренекесенчен çын тăвас тесе тăрăшакан, ачасенчен çирĕп ыйтакан учитель пулнă. Ачасене вăл юратнă, хисепленĕ.

«Нина Семеновна çÿçеллĕ шурă тутăр çыхса çÿреме юрататчĕ, яланах çав тутăрпа çÿретчĕ тесен те йăнăш мар,- тесе аса илет унăн вĕренекенĕ Галина Александровна.– Хăш-пĕр чухне вара тутăра хулпуççи çине уртса яратчĕ. Эпир, пĕчĕк хĕр пĕрчисем, юратнă вĕрентекенĕмĕр пек пулма тăрăшаттăмăр».

 «1941-1942 вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çур кун шкулта, çур кун уйраччĕ эпир. Пирĕн учительница Нина Семеновна пусăрăннă кăмăлпа, тунсăхлă сăнпа çÿретчĕ, пĕрмай тем шутлаччĕ. Хĕл енне кайсан, пĕр урокра вăл пире çапла каларĕ: «Ку урок юлашки пулчĕ, эпĕ сирĕнпе сывпулашатăп ĕнтĕ». Класра шăп, шăп, шăп. Унтан пĕр енче пăшăлтатни, тепĕр енче ассăн сывлани илтĕнчĕ. Нина Семеновна пуç тайнăн сулăнса илчĕ те класран шăппăн çеç тухса кайрĕ», - каласа парать унăн вĕренекенĕ Н.Николаева.

Чупай шкулĕнчен кайнă хыççăн вăл тăван ялне таврăнать. Ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренекен ачасене виçĕ уйăха яхăн вĕрентет. Анчах мĕншĕн виçĕ уйăх кăна?

   II. Нина Капитоновăн паттăрла çулĕ

Мăнçырма ялĕ – пирĕн тăван çĕр-шыв. Унăн историйĕ çав тери пысăках мар пулин те, Аслă Отечествăллă вăрçă кĕнекин страници шутланать.  

Кунран кунах инçе юлаççĕ асамлă вăрçă çулĕсем. Анчах вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те вăрçăн хаяр кунĕсем çынсен асĕнчен нихçан та тухмĕ. Тăван çер-шыван Аслă вăрçинче 50 миллион çын пурнăçĕ татăлнă. Вăрçă! Тăван çĕр-шыв хăрушлăхра, ăна çăлмалла.

 Пирĕн Мăнçырма ялĕнчен вăрçа 426 çын тухса кайнă, 248 çын вара Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă. Çак çак хăрушă вăрçăра хĕрарăмсен те салтак пулма тивнĕ. Вĕсем арçынсемпе танах çĕнтерÿ тума паттăр çапăçнă, Тăван çĕр-шыва чуралăхран сыхласа хăварнă. Пирĕн ялтан вăрçа кайса çĕр-шыв умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă хĕрсем нумай. Вĕсем çаксем: Нина Капитонова, Екатерина Гаврилова, Агафия Степанова, Антонина Максимова, Перасковья Данилова, Варвара Петрова, Людмила Данилова. Вĕсем вăрçă хирĕнче тĕрлĕ службăра тăнă: телеграфистка е телефонистка пулнă, медсанчаçре ĕçленĕ.   Нина Капитоновăсăр пуçне ыттисем пурте вăрçă хыççăн килĕсене таврăннă, çемье çавăрнă, ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.  

   Пирĕн пуласлăхшăн çапăçса пуçне хунă салтаксене яланах асра тытмалла. Пирĕн чĕрере уйрăмах Нина Капитонова ячĕ çирĕп упранать. Унăн тĕлĕнмелле хăюлăхĕпе паттăрлăхне пирĕн пĕлмелле.

  Мирлĕ ĕç Нина пурнăçĕнче вăрăма пымасть. Аслă Отечественнăй вăрçă совет çыннисен лăпкă пурнăçне татать. Çамрăксене пĕрин хыççăн тепĕрне çара илеççĕ, вăрçа ăсатаççĕ. Сакăн пек самантра вĕри чĕреллĕ хĕр ача, паллах, лăпкă пурăнма пултарайман. 1942 çул пуçламăшĕнче Нина Семеновна районти çар ĕç комиссариатне кайса хăйне фронта яма ыйтса заявлени парать. Иккĕмĕш хут ыйтсан кăна, май уйăхĕнче, Нина ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

1942-мĕш çул. Нина амăшĕ патне пырса çакăн пек сăмах каланă: «Фашистсем Сталинград патнелле пыраççĕ. Хĕрсем те çар ретне тăраççĕ. Эпĕ те каям пуль, анне», - тенĕ.  Амăшне çак сăмахсене илтме çав тери йывăр пулнă пулин те хĕрĕн сăмахĕсемпе килĕшме  лекнĕ.  Çамрăк чăваш хĕрĕ хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă.

«Нина Капитоновăна вăрçа ăстнине паянхи пекех ас тăватăп, - каласа парать кăçал 95 çул тултаракан Агафия Петровна Данилова. – Эпир унпа пĕрле шкулта ĕçлеттĕмĕр. Нумай вăхăт хушшиех пĕр-пĕрне пĕлмен пулин те эпир унпа туслашрăмăр. Вăрçа тухса каяс умĕнхи каç эпир пурте пĕрле пуçтарăнтăмăр. Çимĕк каçĕ вăрçа тухса каякансем, салтака каякансем пекех, юрă юрласа, тăван килпе, савнă ялпа, юратнă тус-юлташсемпе сывпулашса тухса кайрĕç. Ялтан тухса кайнă чух пĕртте каялла çаврăнса пăхмарĕ вăл».  

Çара илнĕ хыççăн Мускав çывăхĕнчи 62-мĕш стрелковăй батальонĕн санитарки пулса тăрать. Вĕсене Сталинграда хÿтĕлеме куçараççĕ.

Çитмĕлмĕш çулсенче Волгоградра «Моряксем çирĕпленнĕ йăла-йĕркене шанчăклăн тытаççĕ» кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн авторĕсем 92-мĕш уйрăм бригадин разведка пуçлăхĕ пулнă А.Руквцовпа 92-мĕш бригада штабĕн пуçлăхĕ Н.Емельяненко. Çак кĕнекере те Нина Семеновна çинчен чуна витермелле çырнă.

 «Боецсем Нинăна хисепленĕ, юратнă. Унăн хаваслăхĕ ыттисене вăй кÿнĕ. Мамай сăрчĕшĕн пынă çапăçăва хутшăнтăмăр. Нина  тăшман пĕрмаях бомба пăрахнă, чарăнмасăр персе тăнă чухне çапăçу хирĕнчен 160 морякпа командира хĕç-пăшалĕсемпех илсе тухрĕ,  вĕсене пулăшу парса госпитале ăсатрĕ, - тесе çырса янă бригада разведкин пуçлăхĕ А. Руковцов Мăнçырмари шкулти таврапĕлÿçĕсене. - Кунашкал çапăçусем  кулленех пулнă».

  1968-мĕш çулта Мăнçырмари шкулта вĕренекенсем «Красные следопыты» ушкăн йĕркелеççĕ. Вĕсем Нина Капитонова çинчен ытларах пĕлес, çĕннине тĕпчес тесе Совет союзĕн хÿтĕлев министерствине çырупа тухнă пулнă. Каялла вĕсем патне темиçе çыру та каялла килнĕ.

 Пĕтĕм фронта сарăлнă Нина Капитонова ĕçĕ, нумай çĕрте илтнĕ унăн паттăрлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен.

Пирĕн тепĕр мухтавлă ентешĕмĕр  - Сталинград патĕнчи çапăçусенче йывăр аманса куçсăр тăрса юлнă Гргорий Моклаков композитор – Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей сăвви тăрăх кĕвĕленĕ «Тинĕс хĕрĕ» юрă сăмахĕсем аса килеççĕ:

Кам ÿкет, хĕр тÿрех ун патне –

Пулăшать кашнинех санинструктор.

Çакăн пек ик çĕр çын пурнăçне

Çалчĕ Нина нимрен хăрамасăр.

Çапла, чăн-чăн паттăр пулнă пирĕн Нина, чăннипех вилĕмсĕр вăл! – юррăн малаллахи сăмахĕсене аса илтернĕ май шухăшлăн, çав вăхăтрах мăнаçлăх туйăмне пытармасăр каласа кăтартать Григорий Васильевич.

Григорий Моклаков Нина Капитоновăпа пĕр çарта – чапа тухнă 62-мĕш çарта – çапăçнă. Кун-çулĕ те пĕр евĕртерех иккен вĕсен. Иккĕшĕ те Вăрмар районĕнче 1923 çулта çуралнă, ялĕсен – Кавалпа Мăнçырман – хушши темиçе çухрăм кăна. Вăрçă вутне те çамрăклах кĕнĕ.

Ăçтан, мĕнле майпа Нина Капитонова Сталинграда лекнĕ-ха? Çар ретне хăй ирĕкĕпе тăнăскер Мускав çар округĕн пĕр подразделенийĕнче санинструкторсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Вара ăна тинĕс пехотин 92-мĕш бригадине янă. Ку бригада Мускав облаçĕнче йĕркеленнĕ, форонта хăйсен ирĕкĕпе кайма кăмал тунă моряксенчен, тĕрлĕ халăх çыннисенчен тăнă. Сталинградра ăна 62-мĕш çар йышне кĕртнĕ. Унăн морякĕсем хулашăн тăватă уйăх çапăçнă. Бригадăна лару-тăру уйрăмах йывăрланса çитнĕ çĕре янă. Вăрçă хыççăн паттăр моряксен ячĕпе унта ятарлă палăк лартнă.

– Нина хăйĕн паттăрлăхĕпе çеç мар, санинструктор ĕçне лайăх пĕлнипе те палăрса тăнă,– сăмахне малалла тăсать Г.Моклаков.– Мана Куславкка районĕнчи Пăрмасри Николай Сорокин учитель каласа панине ас тăватăп. Вăл вăрçă вăхăтĕнче госпитальте Сталинград патĕнче аманнисемпе пĕрле выртнă. Унта пĕр капитанпа паллашнă. Лешĕн çапăçура хырăмĕ çурăлнă-мĕн, пырши-пакарти йăтăнса тухнă. Нина Капитонова ăна пулăшу панă: пыршисене майласа каялла кĕртнĕ, хырăмне çыхнă, вара çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Мĕн тетĕр, сывă юлнă офицер! Чăваш хĕрне питĕ ăшшăн аса илетчĕ тет.

Григорий Моклаков каланă тăрăх, санинструктора Илпек Микулайĕ çыравçă лайăх пĕлнĕ иккен. Вĕсем санбатра паллашнă. Унтах чăваш хĕрĕ Рубен Ибаруррипе тĕл пулнă. Испанин компартин генеральнăй секретарĕ Долорес Ибарурри 1939 çултанпа пирĕн çĕр-шывра эмиграцире пурăннă. Унăн ывăлĕ Рубен-Руис вăрçăра 1941 çултах Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Сталинград патĕнчи çапăçусенче пулеметчиксен ротине ертсе пынă. Йывăр аманса вилнĕ хыççăн капитана Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Мăнçырма хĕрĕпе тек тĕл пулайман вăл. Иккĕшĕ те Сталинграда хÿтĕлесе вилнĕ. Нина ун чухне çирĕмре пулнă,  Рубен  –  виçĕ çул аслăрах.  

А.Рукавцов пирĕн ентеше ăçта пытарнине кăтартман. Ку ĕнтĕ Н.Капитонова хăш вырăнта, мĕнле вилни çинчен пайăррăн пĕлейменнинчен килет пулĕ. Ăна халалланă статьясенче авторсем тĕрлĕрен çырнă: аманнисене пулăшу панă вăхăтра сенинструктора тăшман пульли  вилмеллех амантнă; хырăмран суранланнăскере ытти салтакпа пĕрле Атăл леш енне каçăрнă чухне вĕсен баржине бомба-снаряд лексе сирпĕннĕ… Вăрçă ветеранĕ, республикăри паллă тавра пĕлÿçĕ Владимир Бурмистров вара хăйĕн «Пирĕн ентешсем фашизма хирĕç пынă кĕрешÿре» кĕнекинче (2005) унăн пурнăçĕ юлашки сехечĕсене çапла сăнланă: «…Кунта, хăмаран çапса тунă пĕчĕк сарая, санитарсем аманнисене Атăл енне ăсатмашкăн иле-иле пынă… Вĕсене  леçме кайсан Нина Капитонова тепĕр черетлĕ йыша ăсатмашкăн хатĕрленме юлнă. Тус-тантăшĕсем каç енне каялла çаврăнса çитнĕ, анчах … Сарай йăлт çунса арканнă, аманниесм те, Нина Капитонова та вилнĕ…»

Каллех Г.Моклаков юррин çаврăмне илсе кăтартас килет:

Йÿçĕ тĕтĕм шăвать улăхра,

Антăхсах алхасать вилĕм вучĕ.

Кĕреслетрĕ снаряд çывăхрах –

Ма-ши Нина шăпах унта пулчĕ?!

Çапла пулса иртнĕ-ши, урăхларах-ши – асар-писер çапăçусен вут-çулăмĕнче, вилĕм вутĕнче, татăлнă паттăр санинструктор кун-çулĕ. «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕскер хăйне тата Ленин орденĕпе наградăласси çинчен  шутлама пултарнă-ши?

Ленин орденĕ… Çĕршывăн чи пысăк награди. Рядовойсене çеç мар, пысăк çар пуçĕсене те нумаях паман ăна ун чухне. Апла тăк чăннипех тивĕçлĕ пулнă Н.С.Капитонова çав сумлă ордена. Чăннипех улăпла паттăрлăх кăтартнă чăваш хĕрачи.

Орден кĕнекинче  çапла çырнине вулама пулать: «СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи Указĕпе Стрелоксен 92-мĕш уйрăм бригадин 4-мĕш уйрăм стрелоксен батальонĕн санитарне Капитонова Нина Семеновнăна пулемет-минометăн вирлĕ вут-çулăмĕ витĕр, сывлăшран пăрахакан бомбăсен айĕнчи çапăçу хирĕнчен аманнă 160 салтака хĕç-пăшалĕпе пĕрле илсе тухнăшăн тата вĕсене медицина пулăшăвĕ панăшăн Ленин орденĕпе наградăланă».

Хыç сăмах

Нина Капитонова ял çыннисен чун-ĕринче ĕмĕрлĕх ырă йĕр хăварнă. Нина Капитонова паттăрлăхĕ – ĕмĕр манăçми. Çакăн пек тĕллеве тĕпе хурса ĕçленĕ ĕлĕкренех. Вăрмарсен (ку ĕнтĕ ытти çĕрте те çавах пулнă) лайăх йăла пулнă: фашистсене хирĕç çапăçса вилнĕ мухтавлă ентешĕмĕрсен ячĕллĕ автобуссем тума пионерсемпе шкул ачисем тимĕр-тăмăр пухнă пулнă. Çапла майпа Вăрмар-Шупашкар маршрутпа Елена Степановна партизанка (Çиçтĕпе ялĕнчен), Никита Зарубин летчик (Чупай) ячĕллĕ автобуссем çÿренĕ пулнă. Каярахпа çак чыса Нина Капитонова та тивĕçнĕ. Вăрмар станцийĕ витĕр çÿрекен пĕр тепловоза Никита Зарубин ятне панине те астăваççĕ ватăрах çынсем. Анчах халĕ ăçта-ши вĕсем, çав тепловозпа автобуссем…

Мăнçырма ялĕнче ун ячĕпе урам, ялти музейра ятарлă стенд пур. Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çырнă сăвă тăрăх Н.Капитоновăна çывăх пĕлнĕ вăрçă ветеранĕ Григорий Моклаков «Тинĕс хĕрĕ» юрă кĕвĕленĕ. Петĕр Ялкир «Мăнçырма хĕрĕ» пьеса çырса хатĕрленĕ. Аслă Çĕнтерÿ çитнĕренпе утмăл çул тултарине халалласа  Чăваш çамрăкĕсен театрĕ пьеса тăрăх спектакль лартрĕ. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан поэт, компохитор Николай Иванов «Эсĕ тивĕç мухтава, чыса» юрă çырать.

Унăн пурнăç çулĕн страницисене тишкерни пирĕн ăшра тĕлĕнÿпе мăнаçлăх туйăмĕ çĕкленет: чăннипех паттăрла кун-çул.

Çĕнтерÿ çулĕ анлă та йывăр пулнă. Аслă Отечественной вăрçă чарăнни 65 çул çитет. Çак çулсем хушшинче киле таврнăннă фронтовиксем нумайĕшĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Акă пирĕн Мăнçырма ялĕнче те пурăнакансем тӑваттӑн анчах тăрса юлчĕç:

 Лукин Николай Лукич

 Мефодьев Геннадий Мефодьевич

 Николаев Григорий Николаевич

 Савельев Василий Савельевич.

 Пайтах ĕмĕр иртнĕ, анчах эпир 1418 кун хушши пынă çапăçура тĕленмелле паттăрлăх кăтартнине, Аслă Çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйне хурса, çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленине никам та манмĕ, ăна пĕтĕм тĕнчери этемлĕх ĕмĕр-ĕмĕр ырăна асăнĕ.

 Майăн 9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ Кунĕ. Чăваш хĕрĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Акă 68 çул ĕнтĕ вăл Сталинград çĕрĕ çинче выртать. Çапла, чăн-чăн паттăр пулнă чăваш хĕрĕ. Чăннипех  вилĕмсĕр вăл.

 Унăн пурнăç çулĕн страницисене тишкернĕ май ăшра тĕлĕнÿпе мăнаçлăх  туйăмĕ çĕкленет. Чăннипех паттăрла кун-çул. Чăн-чăн этем. Пирĕншĕн, кашни çыншăн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, ырă тĕслĕх.

Кăçал акă Аслă Çĕнтерÿ шăпах утмăл пилĕк çул тултарать. Чаплăран та чаплă уяв.

Иртнĕ вăрçă пĕтĕмлетĕвĕсем пуриншĕн те паянхипе ыранхи пурнăç урокĕсем пулса тăраççĕ. Халăх сăмахлăхĕнче çакнашкал тарăн  шухăшлă каланисем пур: чĕррисем вилнисен куçĕсене хупаççĕ, виллнисем  чĕррисен куçĕсене уçаççĕ. Иртнĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçинче вилнисем çĕр çинче нумайĕшĕсем куçĕсене уçрĕç, вĕсене истори законĕсене  тĕрĕсрех ăнланакан турĕç.

Кам пирĕн çине хĕçпе килет, çавă хăйех хĕçпе тĕп пулать, тенине пирĕн халăх историре миçе хут кăтартса памарĕ пулĕ! Кирлех пулсан, ÿлĕм те çаплах пулать. Кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

Мир! Акă пирĕн паянхи мирлĕ кĕрешĕвĕн тĕп тымарĕ, çивĕч тĕллевĕ! Çак ырă тĕллевпе пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ, кĕрешеççĕ çĕр чăмăрĕ çинчи ырă кăмăллă мĕнпур çынсем паян.

Пĕтĕм çын паянхи мирлĕ пурнăç юххинче вилнисен вилĕмсĕр ăраскалĕ умĕнче çĕре çитиех пуç таять. Вилни те, сывви те пĕрешкелех чыса, хисепе тивĕç. Вилнисем умĕнче вара çав-çавах пин-пин хут тавăрайми парăмра. Çакна нихăçан та, самантлăха та манас марччĕ пирĕн.  

Литература

  1. http://ru.wikipedia.org.wiki    - Рубен Ибарурри çинчен çырнă материал.
  2. Астăвăм. Память. Том II. –Ч.: Чăваш кĕнеке издательстви, 1996. – с.482.
  3. Бурмистров В.М. Живые, пойте о нас! – Ч.: «Новое время», 2007. 536 с., илл.
  4. Бурмистров В.М. Наши земляки в борьбе с фашизмом. – Ч.: «Новое время», 2005. – с. 308-311, 336-339.
  5. Волков И. Арçынсемпе юнашар хĕрсем те хастар çапăçнă.// - Хĕрлĕ ялав. – 1995. – мартăн 27-мĕшĕ.
  6. Галкина С. Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх. // Хĕрлĕ ялав. 2005. – апрелĕн 30-мĕшĕ.
  7. Григорьева А.Г. Мăнçырма. - Ш.: Чăваш кĕнеке издательстви, 1976. – с.36-38.
  8. Егоров Д.Е. Женщины – матери земли чувашской. Книга 4. Выпуск 2. – Ч.: «Новое время»,  2007. – с.98.
  9. Зайцев Я.Н. Лета и лица Урмарской землицы. – Ч.: 1994. – с.131.
  10. Зайцев Я.Н. Мы - Урмарцы. Справочник имен. Выпуск 1. Ч.: Издательство «Чувашия», 1997. – с.94.
  11. Илларионова З.Д. Асăну хăми ÿçрĕç. // Хĕрлĕ ялав. - 1995. -  №35. – нарăсăн 17-мĕшĕ.
  12. Казанов А.П. Мăнçырма хĕрĕ. // Çамрăксен хаçачĕ. -  2008. – июнĕн 6-мĕшĕ.
  13. Моклаков Г.В. Паттăрлăхпа туслăх юррисем. – Ш.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. – с. 15-16.
  14. Николаев А.Н. Память солдатского сердца. Боевые документы. Ч.: Чувашское книжное издательство, 1995. – с. 370-372.
  15. Николаева Н.Н. Унăн сăнарĕ яланах асра. // Хĕрлĕ ялав. – 1995.
  16. Ялкир П.А. Тинĕс хĕрĕ. // Хĕрлĕ ялав. – 1995. - №65


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Проектная работа на тему: « Проектная деятельность обучающихся во внеурочное время в рамках внедрения ФГОС»

Актуальность проектной деятельности сегодня осознается всеми. ФГОС нового поколения требует использования в образовательном процессе технологий деятельностного типа, методов  проектно-исследовате...

Методическая разработка "Проектная деятельность учащихся. Конкурс проектных работ"

Данная методическая разработка содержит положение о конкурсе проектных работ с описанием цели, структуры и критерии оценки проектов; практические приложения .Приложение1  содержит примерные темы ...

Проектная работа «Развитие творческого потенциала детей с ОВЗ посредством проектной деятельности кружка «Раз крупинка, два крупинка»».

Данный проект предназначен для детей старшего школьного возраста, педагогов дополнительного образования, воспитателей и творческих людей, которые любят творить и создавать шедевры своими руками....

Проектная работа "Воспитание добра через сказку у детей с ОВЗ путем вовлечения в проектную деятельность"

Сказка!!! Как много значит это слово человеку, помнящему свое детство. Сразу перед любым читателем встают памятные образы любимых  сказочных героев. Если это золотая рыбка - то она щедро награжда...

Проектная работа по геометрии. Реальная математика Проектно-расчетное бюро по ремонту помещений

Работа представляет собой шаблон проекта групповой работы школьников, где учащиеся применяют знания геометрии на практических задачах и повторяют учебный материал для подготовки к экзаменам....

Организация и содержание проектной деятельности учащихся. Критериальная диагностика проектной работы учащихся.

Анализ освоения ребенком закономерностей проектного цикла (от осознания проблемы до создания  продукта),  отчет о  проектной работе по критериям, позволяющим скорректировать работу над ...