Технологическая карта урока по чувашской литературе 7 класс. А.Лазарева "Урок пуçланчĕ".
план-конспект урока (7 класс)

Ярухина Людмила Александровна

Полный конспект урока по ФГОС.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Предмет: Чăваш литератури

Класс: 7 класс

Урок теми: Александра Лазаревăн  «Урок пуçланчĕ» калавĕнчи ырăпа усал

     Урок тĕсĕ: хутăш урок

Технологисем: критикăлла тĕпчев технологийĕ, вăйă технологийĕ, ушкăнпа вĕренес технологи, харкамлăха аталантарас технологи, пĕлÿ-тĕпчев технологийĕ

Мелсемпе меслетсем: шырав, кластер, кроссворд, текст тăрах экскурсие кайни, ыйтусемпе хуравсем, диалог

Харкамăн  (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:

  1. Права:
  2. Тĕллевпе тупсăм:
  3. Моральпе этика:

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

  1. Йĕркелÿ:
  2. Хутшăну:
  3. Информаци (тĕпчев-шырав):

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:

  1. Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху-ĕçĕ-хĕлĕ:
  2. Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ:

Словарь ĕçĕ: лата, корсет

Курăмлăх хатĕрĕсем: презентаци

Кăтарту хатĕрĕсем: проектор, карточкăсем ваттисен сăмахĕсемпе, ыйтусем, кроссворд, «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеке – 2 экз

Урок эпиграфĕ: Тунă йăнăша курма пĕлни аван 

Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕ

Ĕçлевлĕхĕн тĕп енĕсем

Вĕрентекен ĕçĕ

Вĕренекенсен результачĕсем

Меслетсемпе мелсем

Кăсăклантарни

(7 минут)

Класа йĕркелени, сывлăх сунни

Çанталăка сăнаттарни

Çанталăка сăнаççĕ, урока мĕнле кăмăлпа килнине калаççĕ

Вĕрентекенпе вĕренекенсен калаçăвĕ

Калав сыпăкне вулани

Тем тĕрлĕ те шухăшласа арçын ача чÿрече витĕр тулалла пăхса тăчĕ. Урам кĕрлет кăна – çăмăл машинăсем, автобуссем, троллейбуссем чупаççĕ. Çуран утакансем те нумай, таçта васкаççĕ. Пурин те ĕç пур. Олег кăна пĕччен  ним тĕлсĕр тăрать

Ачасем текста итлеççĕ

Вĕрентекенĕн палăртуллă вулавĕ

Урок темипе тĕллевĕсене палăртни

Ачасем, мĕнле калав сыпăкне итлерĕр?                                                                      - Çак калава кам çырнă?                                                                                                           - Калав сирĕн ăшра мĕнле туйăм çуратрĕ

Ыйтусене хуравласа урок темипе тĕллевĕсене палăртаççĕ

Ыйту-хурав

Ăнланса илни

(28 минут)

Текст тăрăх экскурсие кайни

Ваттисен сăмахĕсем парать

Ваттисен сăмахĕсем

Васканă ĕç лата килмест.

Ырă çынпа çул кĕске.

Шăнса килекене ăшăтса яр, выçса килекене тăрантарса яр.

Чăнлăха хĕç витмест.

Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.

Йăнăша çийĕнчех тÿрлетнине нимĕн те çитмест.

Ваттисен сăмахĕсене текстри шухăшпа йĕркелесе вырнаçтараççĕ

Ăнлантарса пани

Олег вĕриленсе шкултан, килтен тухса каять.

Ехрем мучие çул çинче пулăшать

Акрунь кинемипе Ехрем мучи патне çĕр каçма юлать.

Олег Ехрем мучие мĕн пулса иртнине каласа парать.

Мучи Олега ирех килне кайма хушать. Йăнăшĕсене тÿрлетме ăс парать.

Олег ашшĕ-амăш умĕнчи йăнăша та, класри ачасен умĕнчи йăнăша та тÿрлетет.

Ушкăнпа ĕçлени

Калав содержанине тĕрĕслени

Тест ыйтăвĕсене валеçсе парать

Теста хуравлаççĕ, пĕр-пĕринне тĕрĕслесе хаклав хучĕ çине оценка лартаççĕ

Тестпа ĕçлени

Ырă тата Усал ăнлавпа ĕçлени

Притча вуласа парать

«Ĕлĕк-авал пĕр ватă хăйĕн мăнукне вĕрентсе çапла каланă:                                                                        - Кашни çын ăшĕнче кĕрешÿ пырать¸ çак кĕрешÿ икĕ кашкăр тытăçнине аса илтерет. Пĕр кашкăрĕ хура – усал вăя - хаярлăха¸ кĕвĕçĕве, мăнкăмăллăха¸ çынна ним вырăнне хуманнине¸ суяна пĕлтерет:  Тепĕр кашкăрĕ шурă – ырра -  туслăха¸ юратăва¸ шанчăка¸ тĕрĕслĕхе¸ ыркăмăллăха пĕлтерет.                                                                                             Аслашшĕн сăмахĕсемпе чунтан хумханнă мăнукĕ шухăша каять¸ унтан  ыйтать: «Хăш кашкăрĕ çĕнтерет вара?»

Притча вĕçĕнчи ыйтăва хуравлаççĕ.

Вăл кулса илет те çапла калать: «Хăш кашкăрне  тăрантаратăн¸ çав  çĕнтерет».

Хăшĕ çĕнтересси çынран килет. Хăш ĕçне нумайрах тăватпăр ыррине е усаллине. Олег та усал ача мар. Вăл вĕриленсе кайса, шухăшламасăр ĕç туса хурать. Автор «Урам кĕрлет кăна» тет. Апла пулсан, Олегăн ăшĕнче кĕрешÿ пырать.

Палăртуллă вулав

Ыйту -хурав

Кластер туни

Ачасене пĕр ушкăна хĕрлĕ, тепĕр ушкăна сарă хĕвел пайăрки касса кăларнă хутсене парать.

1ушкăн

2 ушкăн

Çырса пĕтерсен доска умне тухса çыпăçтараççĕ.

Ушкăнпа ĕçлени

Вырăс литературинчи Г.К.Паустовскийĕн «Теплый хлеб» калавĕпе танлаштарни

Кашни ушкăна ыйтусем валеçсе парать

1 ушкăн : Асламăшĕ Филькăна  йăнăшне тÿрлетме мĕн сĕнет?                                    2 ушкăн: Панкрат мĕн тума хушать?                                                                            3 ушкăн : Ачасем мĕн тăваççĕ?

Кашни ушкăн хăй тĕллĕн ĕслет.

1 ушкăн: Кун çинчен арман хуçи Панкрат пĕлет. Унран ыйтмалла.

2 ушкăн:  Армана ĕçлеттермелли мел шыраса тупма хушать.

3 ушкăн: Ачасем пĕрле пуçтарăнса арман çунатти патĕнчи пăра катаççĕ.

Ушкăнпа ĕçлени

Кану саманчĕ

Ачасепе пĕрле хусканусем тăвать

1.Кăранташа икĕ алă хушшине хурса сăтăрни.

2. Икĕ ача ал тупанĕсемпе ĕçлени.

3. Пуç пÿрнисене ĕçлеттерни

 

Сывлаха сыхлас технологи

Кроссворд шутлани

Хатĕр кроссворд таблицине тата ыйтусене  парать

  1. Олег почта ешчĕкĕнчен хаçатпа пĕрле мĕн кăларса илет?
  2. Олегăн хушамачĕ мĕнле?
  3. Вĕçкĕн Ваççан галстукĕ мĕн тĕслĕ?
  4. Витя Кулешова ашшĕ шкула мĕнпе леçме сĕнет?

Ыйтусем тăрăх кроссворд хуравĕсене çыраççĕ

ç

ы

р

у

р

а

с

л

а

н

о

в

х

ă

л

а

л

а

ш

а

Парăпа ĕçлени

Кроссворда тĕрĕслени

Тĕрĕс хурава слайдпа кăтартать

Кроссворда тĕрĕслесе юлташĕсене хаклав хучĕ çине оценка лартаççĕ

«Ваттисен сăмахĕсем» кĕнекепе ĕçлесси

Ушкăнсене кĕнеке парать. Кашни ушкăнăн миçемĕш страницăпа ĕçлемеллине тата мĕнле  темăпа шырамаллине  инструкци парать

1 ушкăн : Ыркăмăллăх çинчен ваттисен сăмахесем шыраççĕ (Стр.42-44)

2 ушкăн: Йăнăша тÿрлетмелли çинчен.(Стр.261, 249)

Калав темипе килĕшÿллĕ ваттисен сăмахĕсене шыраççĕ

Кĕнекепе ĕçлени

Рефлекси

(10 минут)

Киле ĕç пани

2 вариантлă ĕç парать.

1«Васканă ĕç лата килмест» ваттисен сăмахĕпе кĕске сочинении çырмалла.

2Калаври фразеологизмсене тупса çырмалла, вĕсене ăнлантарса пама пĕлмелле        

Тетрадь çине çыраççĕ

Вĕрентекене çыру çырни

.Хатĕр шаблон парать

Эпĕ урокра ………………ĕçлерĕм. Хамăн ĕçпе …………………… Мана урок пурнăçра ……………. вĕрентрĕ.

Пушă вырăна хăйсен шухăшĕсене çыраççĕ. Çырса пĕтерсен учителе параççĕ.

Çыру ĕçĕ.

Хаклав хучĕ çине оценка ларттарни

Хаклав хутне тултарма хушать.

Кашни ачана хаклав хучĕ çине хăйсене, юлташа оценка лартаççĕ

Хăйсем тĕллĕн ĕçлени

Хушса пани №1

Ыйтусем çине хуравлăр.

  1. Стена хаçачĕ çинче Олега мĕнле чĕр чун пулма тăрăшать тенĕ? (                           )
  2. Олег килтен кам патне тухса каять?  (                                   )
  3. Олег ашшĕне шкула пыма кам хушнă?  (                                      )
  4. Сĕтел ешчĕкĕнчен миçе тенкĕ укçа илет? (                             )
  5. Ватă инвалида автобусра кам вырăн парать? (                                       )
  6. Ехрем мучие ялта кам кĕтсе илет? (                                               )
  7. Старик мĕне çийĕнче тÿрлетнине нимĕн те çитмест тет. (                                 )
  8. Олег амăшĕ ирхине мĕншĕн  ĕçе кайман? (                                        )
  9. Учитель ачасене ирхине мĕн вуласа парать? (                                               )

     

Хушса пани №2

Хаклав хучĕ

Хушамат, ят __________________________________________

Класс  _____

Ĕçсем

Манăн оценка

Юлташ оценки

Вĕрентекен оценки

Ыйтусене хуравлани

Урокра хуравлани

Парăпа ĕçлени

Ушкăнпа ĕçлени


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

А.Лазаревăн «Урок пуçланчĕ » калавĕнчи ырăпа усал . Урок эпиграфĕ : Тунă йăнăша курма пĕлни аван .

Слайд 2

Хуравсем Арăслан Кукамăшĕ Класс руководителĕ 3 тенкĕ Олег Акрунь кинемей Йăнăша Пуçĕ ыратнипе Çыру 1 йăнăш – «5» 2-3 йăнăш – «4» 4-5 йăнăш – «3» 6 ытларах – «2»

Слайд 3

А об этом Панкрат знает, мельник. Он старик хитрый, учёный. Его спросить надо. — Я, дедушка Панкрат , — сказал Филька, — как рассветёт, соберу со всей деревни ребят. Возьмём мы ломы, пешни, топоры, будем рубить лёд у лотка около мельницы, покамест не дорубимся до воды и не потечёт она на колесо.

Слайд 4

ç ы р у р а с л а н о в х ă л а л а ш а

Слайд 5

« Васканă ĕç лата килмест » ваттисен сăмахĕпе кĕске сочинени çырмалла . Калаври фразеологизмсене тупса çырмалла , ăнлантарса пама пĕлмелле . Киле ĕç


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Технологическая карта урока ФГОС по литературе 5 класс "Ночь перед Рождеством" УМК Москвин

Представляю технологическую карту урока ФГОС. УМК Москвин, первая часть учебника к уроку литературы в 5 классе. Тема: "Ночь перед Рождеством".На мой взгляд, данный вид планирования наиболее полно...

Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе в 6 классе

Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе на тему: "Стихваш Шавли. Вескен Васса"...

Технологическая карта урока по марийской литературе языку в 5 классе

Технологическая карта  урока по марийской литературе в 5 классе...

Технологическая карта урока. Родная (татарская) литература. 5 класс. Л. Кассиль. «Мэнгелек хэтер».

Урок построен с использованием национально-регионального компонента - о подвиге Героя Советского Союза Неатбакова Хамита Ахметовича....

Технологическая карта урока по русской литературе в 5 классе

мотивировать учащихся к учебной деятельности посредством создания эмоциональной обстановки;определить содержательные рамки урока...