Иван Лисаев "Чире парăнма çуралман" повесть.
план-конспект урока (6 класс) по теме
Урок чувашской литературы для 6 класса с использованием ИКТ. Развивать здоровый образ жизни через положительный образ художественного произведения.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Лидия Сарине "Кукамай" калав йерки. | 67.66 КБ |
Иван Лисаев "Чире парăнма çуралман" повесть. | 123.5 КБ |
Валентина Элпи çырнă "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" калав. | 84.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок тĕллевĕсем:
Пĕлÿ тĕллевĕ: Л. Сарине çырнă кукамай калавĕ урлă ватăсене хисеплеме, тĕрĕс çул çине тăма, йăнăшсене тÿрлетме вĕрентесси ;
Аталану: Калаври ĕçсен йĕркине ăнланма, сюжет çыхăнăвне палăртма, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси;
Çыхăнуллă пуплеве аталантарасси;
Критикăлла шухăшлава аталантарасси;
Сапăрлăх: Ватăсене сума вĕрентесси; тунă йанăшсене ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ мелсемпе усă курса калава тишкермелли çирĕплетÿ урокĕ
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
-учитель сăмахĕ;
-ыйту-хурав
-темăпа паллашни
-словарь ĕçĕ
-сингапур структурисене усă курса сăнарсене тишкерни;
-шырав (Ватта сума су!);
-практика ĕçĕ;
-пĕтĕмлетÿ.
Литература теорийĕ:
Антитеза-
Словарь ĕçĕ:
сумлă - уважаемый, сапăр - вежливый , сăпайлă - скромный
Кирлĕ хатĕрсем:Чăвашла-вырăсла словарь, «Таван Атăл» журнал, мультимедийлă презентаци, çыравçă портречĕ, А 4 листоксем, фломастерсем , ачасен кукамăшсен сăн ÿкерчĕкĕсем, плакатсем çине тĕрлĕ чĕлхепе çырнă ваттисен сăмахĕсем «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан», «Ваттисемсĕр кил-сурт илемсĕр», «Без старых не проживешь.»(вырăссен в.с.), «Когда молодость смеется, старость задумывается» (тутарсен в.с.).
валли хатĕрленĕ ĕçсем, компьютер, таблицăсем.
Вĕрентекен ĕçĕ | Вĕренекенсен ĕçĕ | Пулма пултаракан риск |
1.Урока йĕркелесси. - Сывлăх сунатăп сире, ачасем. Паян пирĕн патăрта хисеплĕ хăнасем . Атьăр вĕсене те сывлăх сунар.Лартăмар. - Хирĕç ларакансем пĕрне –пĕри ăшшăн кулса сывлăх сунăр, халĕ хул пуççисемпе ларакансем сывлăх сунăр . 2.Вĕреннине аса илесси 1.) Тема патне илсе çитерни. -Паянхи урока чăвашсен ваттисен сăмахĕнчен пуçлас килет: « Çынна сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан» -Мĕн çинчен ваттисен сăмахĕ. Шутлăр. Структура: КЛОК БАДДИС Халĕ сехетĕрсене илĕр те 3 сехетре тĕл пулма калаçнисемпе тĕл пулăр. Сывлăх сунăр, ăшшăн кулса илĕр. Малтан, кам çинче çутă тĕс нумайрах çавсем калаçма пуçлаççĕ . Калаçма 15 секунд парăнать. Халĕ рольсемпе улшăнатăр. Теприсем калаçаççĕ. (2-3 парăран ыйтасси) Пирĕн ватăсемпе хамăра мĕнле тытмалла? 2). Словарь ĕçĕ. - Чăвашла-вырăсла словарьте сумлă, сапăр, сапайлă сăмахсене мĕнле ăнлантарса панине пăхар-ха. 1-мĕш сĕтел сапăр, 2 сĕтел – сумлă. 3 сĕтел – сăпайлă сумлă - уважаемый, сапăр - вежливый , сăпайлă - скромный Сумлă – почитаемый, уважаемый, почтенный, авторитетный . Сума су- уважать. Сапăр- воспитанность, вежливостсть. Сапăр пул - быть вежливым Сăпайлă – скромный, сдержанный ,воспитанный, вежливый 3. Ăнланни. Сумлă, сапăрлăх, сăпайлăх - Лидия Саринен хайлавĕсенче тĕп вырăнта тăраççĕ. - Килĕрте эсир Лидия Саринен мĕнле хайлавне вуларăр ? - Мĕнле шутлатăр, мĕншĕн эпир сумлăх çинчен калаçу пуçларăмăр-ши? Çак сăмахсем Л.Сарине çырнă кукамай хайлавпа мĕнле çыхăннă. - Паянхи урокра мĕнле темăпа ĕçлĕпĕр? -Урок теми Л.Саринен «Кукамай». калавĕ. Тетьрадьсем çине паянхи тема тата ваттисен сăмахне çырса хурăр. 3. Тĕп пай 1.) Çыравçăпа паллаштарни - Лидия Сарине чăваш халăх çыравçи. Ачасем ун хайлавĕсене кăмăллаççĕ, юратаса вулаççĕ. Чылай калавĕнче прозаик хăйĕн пурнăçĕче пулса иртнĕ ĕçсемпе пулăмсем çинчен калать. Çынсен хутшăнăвĕ, этем шăпи кăсăклантарать автора. Ун портретне тимлĕ пăхăр. Биографине аса илĕр. -Лидия Сарине ăçта тата хăçăн çуралнă? (Ача доска патĕнче калать) Унăн ачалăхĕ мĕнле иртнĕ? Лидия Сарине калвĕсенче сăнарсене ĕçне- хĕлне чăн пурнăçран илет тенĕччĕ. Калава тишкерме тытăниччен ÿкерчĕкпе ĕçлĕпĕр? Сирĕн умăрта ÿкерчĕк. 2) Структура- СИ-ФИНК -УАНДЕ Ÿкерчĕк çине тимлĕ пăхăр, сăнăр. Çак укерчĕк пирки мĕн шутлатăр эсир? Мĕнле шухăша ярать вăл сире. Шутлăр, хăвăр шухăшăрсене хирĕç ларакан партнёрăрсене каласа парăр. Малтан Б выранта ларакансем калаççĕ. (15 секунд калаççĕ пĕрне-пĕри) -Мĕнле шутлатăр, «Кукамай» калавпа çак ÿкерчĕкĕн пĕрпеклĕхĕ пур-и? 3.) Текстпа ĕçлесси. Ыйтусене хуравласси: -Хайлавра тĕп сăнар мĕн ятлă? (Доска сине çыртарасси.) Тепĕр ячĕ мĕнле? Çак хайлавра виçĕ тĕп япала пур вĕсене ÿкерсе кăтартăр.( Пĕр ача доска патĕнче ĕçлет). Ыттисемпе ыйтусемпе ĕçлĕпĕр. Анатолий Михайлович ăçта пурăнать? -Вăл çуралнă çĕр шывĕнчен мĕнле хыпар илет? Унта мĕн çырнă? -Толя кукамăшĕ патне мĕншĕн час-часах кĕрет? -Клентĕр, шушка çыххи ăçта кайса кĕнĕ? -Чăланти турăх мĕншĕн шĕвелсе кайнă? 3.) Сăнарсене хак пани. МИКС ПЭА ШЭА Ачасем музыкăпа хусканусем тăваççĕ, мăшăр шыраççĕ. Музыка чарăнсан ыйту çине хуравлаççĕ. Хуравлама РОЛЛИ РОБИН усă курасси. Камăн çÿçĕ тĕттĕмрех хуравлама пуçлать. 1)Тольăпа Анатолий Михайловича танлаштарăр? 2)Эсир Толя вырăнĕнче пулнă пулсан мĕн тунă пулăттăр? -Пĕр - пĕрне тав тăвăр (Ларнă хыççăн ыйту парасси) -Хайлавра антитезăпа усă курнă.? Мĕн вăл антитеза? Хайлаври кукамай сăнарне сăнлăр. Структура ПЛЕЙСМЕТ КОНСЕНСУС Сирĕн сĕтел çинче хут листисем, (хуçлататпăр. Варринчи тăваткала фламастерпа паллă тăвăр, юлнине 4 пая пайлăр.) Кашнийĕ шухăшăрсене листок çинчи хăвăр пайăр çине çырмалла.( 2 мин парăнать). Йĕркипе хăйсен шухăшĕсеме каласа пыраççĕ, шухăшпа килĕшсен пысăк пÿрнене çÿлелле çĕклеççĕ килĕшсен çырса хураççĕ, килĕшмесен пысăк пÿрнене горизантальнă, ăна çырмаççĕ, кашнийĕ хăйсен шухăшĕсене йĕркипе каласа пыраççĕ, 3-мĕш вырăнпа ларакансем варринчи тăваткала çырса пыраççĕ. Тăваткала çырни çав сĕтел хушшинчи командăн тĕп хуравĕ пулать. -Хайлаври хăш самант сирĕн чĕрĕре пырса тиврĕ? Мĕншĕн ? Кĕнекере тупса вуласа парăр. -Сирĕн кукамăрсем пур-и? Эсир вĕсемпе хăвăра мĕнле тытатăр? Мĕншĕн? Толя пек йăнăш ĕçсем тунă-и эсир? -Эсир паян кукамăрсен, асаннĕрсен ÿкерчĕкĕсене илсе килнĕ . Вĕсем çине пăхса илĕр, вĕсем синчен кĕскен калăр. 10. Çирĕплетÿ. 1.) Сума суни, сапăрлăх, сăпайлăх çак хайлавра ăçта тата мĕнле палăрчĕ? 2.) RAFT – кашни ушкăн «Ватта сума су!» ятпа плакат-йыхăрав тăвать. 1-меш ушкăн ача сачĕ валли 2-мĕш ушкăн шкул ачисем валли 3-мĕш ушкăн ашшĕ-амăшĕ валли 3.)Ытти халăхсен литературинчи кукамай сăнарне танлаштарни. -Ватă çынсен сăнарне тата мĕнле хайлавсенче тĕл пулатăр? *Валентина Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавĕнчи Энтьук асламăшĕн сăнарĕ *Денис Гордеевăн «Кукăр алăсем» калавĕнчи Микка пичче сăнарĕ; *Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ» калавĕнчи Ехрем мучи сăнарĕ; -*Антип Николаевăн «Юрик асламăшĕ» калавĕнчи Юрик асламăшĕн сăнарĕ; *Ева Лисинăн «Тепĕр çул та килетпĕр» повеçĕнчи Шура кинемей сăнарĕ. -Ытти халăхсен литературинче мĕнле хайлавсем пĕлетĕр? Сăнарсене танлаштарăр. Вырăс литературинче В.П.Астафьевăн «Конь с розовой гривой» Тутар литературинче Айгуль Ахметгалиевăн «Бабушка Ильнура и стихотворение» . -Ильнур асламăшне кукамай сăнарпа танлаштарăр? Ильнур асламăшĕ мĕнле? Вăл тĕрĕс тăвать-и? 11. Рефлекси тăвасси –Çак хайлава мĕн тума çырнă-ши, мĕнле шутлатăр? - Малашлăхри пурнăç валли хăвăршăн мĕн илтĕр? Мĕншĕн ватăсене сума сумалла, вĕсемпе сапăр та, сапайла пулмалла-ши? 12.Ачасне хаклани. 13. Вĕçлени. Ват çынна сума су Хисепле ,эс, ырă ту. Ватлăхран ан кул, Унпа ялан сапăр пул! Ватă çын –сумлă çын тенĕ ĕлĕкрен чăваш халăхĕ. Ламран-лама ватă çынна хисепленĕ. Ватă çын кил пуçĕ пулнă, ун вĕрентĕвне, ăс панине хисепленĕ. И.Я.Яковлев чăвашсен паллă педагог- просветителĕ те хăйĕн «Халалĕнче» çапла каланă: «Çемье пурнăçĕ тĕлĕшĕпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Ватта сума сунă, эсир те пулас ăрури çамрăксем çакна асра тытăр. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен пăрăнса тăрăр. Вăл ырă патне илсе пымасть,» - тенĕ 14. Килти ĕç. «Манăн юратнă кукамай» ятлă пĕчĕк калав çырма Пĕрне пĕри ăшшăн кулса тав тăвăр. Сире пурне те урокра лайăх ĕçленĕшен пысак тав. Ура çине тăратпăр сывă пулăр. | Хăнасене ура çинче кĕтсе илни. Хирĕç ларакансем пĕрне-пĕри сывлăх сунаççĕ. хул пуççисемпе ларакансем сывлăх сунăр . Ачасем хисеп тата сума сумалли çинчен калаçаççĕ.Ваттисен сăмахĕпе хăйсен шухăшне калаççĕ. Вĕсене хисеплемелле. Ачасем словарьпе ĕслеççĕ, тупнă сăмахсене вуласа параççĕ. «Кукамай» хайлавне. Калавра ача пĕчĕккĕ чухне асламăшне хисеплеменни палăрать.Аслă çулсене çитсен, çакна ăнланса илни. -Ватă çынсене хисеплесси. Темăна доска çине çырни. Ачасем тетрадьсем çине çырни Учитель самахĕ. Лидия Михайловна Сарине(Иванова) 1950- мĕш çулта ЧР, Канаш районĕнчи Аслăял ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулман. Юрă янăрать. А.Васильевăн «Таван ял» Ачасем тимлĕ сăнаççĕ хăйсем мен курнине хирĕç ларакансене каласа параççĕ. Вĕсенче иккĕшинче те ватă çын пур, калавра та кукамай мăнукне кĕтет, ÿкерчĕкре те ватă çын кама-тăр кĕтет. Ачасен хуравлани. Сушка, турăх савăчĕ, пекĕ доска çине ÿкерет
Ачасем хуравлаççĕ. Пĕр – пĕрне хире хирĕçле ăнлавсене, сăнарсене танлаштарни. А3 листок çине пурнăçлаççĕ. Пĕр ачана командăран вулаттарасси. Кайран пĕрне- пĕри тав туни. Кĕнекепе ĕçлесси. Ачасем тупса вулани. Мĕншĕн? Ачасем хайсем мĕн тунине каласа пани. Доска умне тухса пăхаççĕ. Пĕремен кукамăшсене кăтартса кĕскен каласа параççĕ. Ыйтăва хуравласси. Кукамай мăнукне питă хыта юратнă.Мăнукĕ пĕчĕккĕ чухне йăнăшсем тунине ăнлансах çитеймен. Халĕ вара вăл веçех ăнланнă. Йăнăш тунăшăн каçару та ыйтать. Халĕ вал кукамăшне тата вăйларах юратать, сума сăвать. Ачасем А4 листоксем çине ÿкереççĕ. Доска патне тухса ушкăнран перер ача тухса ĕçĕсене хÿтĕлеççĕ. Ачасем хуравлани Виктор Петрович Паустовский çырнă «Конь с розовой гривой» калавра та ача ватă кукамăшне улталаса карçинккинчи çырлине çисе унта курăк тултарать.Кукамăшĕ ун пек пулин те ăна лашаллă пĕремĕк илсе çитерет. Толя пекех ÿссе çитсен те хай йăнăшĕ çинчен манмасть. Тутар литературинче Айгуль Ахметгалиевăн «Бабушка Ильнура и стихотворение» хайлавра вара ача вырăнне веçех асламăшĕ тавать. Килти ĕçĕсене те асламăшĕ вĕренет. Ильнур доска патне тухсан сăвва калаймасть.Асанне вĕреннĕччĕ тесе хĕрелсе, кăвакарса каять. Ачасем хуравлани. Вĕрнтекен сăмахĕ. Килти ĕçе тетрадьсем çине çырни |
Предварительный просмотр:
МБОУ «Чувашско Дрожжановская средняя общеобразовательная школа»
Дрожжановского района РТ
Тема
Здоровье –богатство.
По повести Ивана Лисаева «Рождён не поддаваться болезням».
Урок по чувашской литературе проведенный в 6 классе
Подготовила и провнела Петрова Валентина Николаевна высшей категории чувашского языка и литературы
2014 год
Тутар республикин Çĕпрел районĕнчи
МБОУ «Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ»
Тема
Сывлăх – чи хаклă пуянлăх.
Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» повеçĕ тăрăх
Тăван литература урокĕ. 6-мĕш класс
Уçă урока хатĕрлекенĕ:
аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Петрова Валентина Николаевн
2016 çул
Урок тĕллевĕсем:
Вĕрентÿ: Повесть жанрне, темине, тĕп шухăшне, санарсене палăтма вĕрентесси.
Аталану: Тĕп сăнара хак парса ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси.
Сапăрлăх: Ачасене спортпа туслă пулма, сывлăха упрама вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологисемпе, сингапур структурисемпе усă курса вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок .
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
-учитель сăмахĕ;
-ыйту-хурав
-словарь ĕçĕ
-илемлетÿ мелĕсене палăртни;
-шырав (спортпа туслă пулни сывлăхшăн питĕ усăллă);
-практика ĕçĕ;
-харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлени- проект туни;
-пĕтĕмлетÿ.
Литература теорийĕ:
Повесть-
Повесть пафосĕ-
Сăнар-
Сюжет-
Синквейн-
Словарь ĕçĕ:
Сусăр-
Шăмă туберкулёзĕ-
Çĕмĕрле-
Кире пуканĕ-
Тимĕрçĕ-
Кирлĕ хатĕрсем:
Иван Лисаев портречĕ, кĕнекисем, «Ялав» журнал №10-12 1998çул(стр.94) ,№3-4 1999 çул(стр.90),№10 2000çул(стр.3, спорт çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем , проект валли хатĕрленĕ ĕçсем, компьютер, таблицăсем.
Урок эпиграфе: «Сывлăх – чи хаклă мул!»
Ваттисен сăмахĕ.
Урок планĕ
I.Ачасене урока йĕркелесси.
II.Вĕреннине аса илесси.
1.Панă ÿкерчĕк çине пăхăр мĕн куратăр, шутлăр? Ÿкерчĕке сăнанă хыççăн паянхи урок темине калаятăр-и? (Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» повесть).
Хайлава мĕнле темăна кĕртме пулать?
(Сывлăх темине.)
-Паян урокра эпир сирĕнпе пĕтĕмĕшле хайлава тишкерĕпĕр.
III.Вĕреннине çирĕплетесси.
1.Иван Лисаев пултарулăхĕне аса илесси.
-Ачасем, Иван Лисаев пултарулăхĕ çинчен каласа парăр?
II. Слайд.
Çыравçă пултарулăхĕне слайд тăрăх пăхса тухасси, ачалăхĕнчи пурнăçне палăртасси. Çыравçă портретне , «Ялав» журналти ĕçĕсене кăтартасси.
III. Слайд
Унăн хайлавĕсене пăхса тухасси. Пурĕ 12 кĕнеке авторĕ. «Çĕр чĕнет»(1966ç.), «Шанăçа тивĕçлисем», «Чÿречерен хурăн шаккать»(1979ç), «Тивĕç»(1984ç), «Ирт, купăсçă, маларах» (1982ç.), «Халал» (1986 ç.).
IV.Слайд
3. Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» повеçпе ĕçлесси.
-Хайлава мĕнле жанрпа çырнă? (Повесть)
-Мĕн вăл сăнар?
3. Литература терминĕсене ăнлантарни.
V. Слайд
Хавха (пафос) – çыравçа хайлаври ĕçсене, сăнарсене мĕнле шухăш – кăмалпа хакласа çырни , хайлавăн пĕтĕмĕшле кĕввине палăртакан хĕрÿллĕ ĕнерÿ-çеми.
Повесть – эпикăлла проза жанрĕ, ĕç-пуçсем тĕп герой тавра аталанаççĕ, геройăн шăпи вара темиçе эпизодрах уçăлать.
Сюжет –хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки .
4.Словарь ĕçĕ.
VI.Слайд
Сусăр -
Шăмă туберкулёзĕ-
Çĕмĕрле -
Кире пуканĕ-
Тимĕрçĕ -
VII. Слайд.
5.Ыйтусемпе ĕçлесси.
-Хайлавра тĕп сăнар кам? Тĕп шухăшне палăртăр? Темине уçса парăр.(Витя Кулешов.Шанчăка пурнăçра çухатмасан мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама пулатех.Тăрашуллă, чăтăмлă ача йывăрлăхсене çĕнтерни.)
-Ачана мĕнле суран асаплантарать?
-Шкула вăл мĕнле çÿрет? Хăйне пулăшнине, хĕрхеннине юратать-и вăл?
-Витя пурнăçра мĕнле ĕмĕтпе пурăнать? Çак ĕмĕте мĕнле майпа вăл пурнăçлать?
-Витя ялан мĕнпе калаçса çÿрет? Ĕмĕтпе калаçма пулать-ши? Ĕмĕчĕ ăна пулăшать-ши?
-Кам пулăшнипе тата мĕнле майпа Витя «ура çине» тăчĕ? Алексей Петрович –врач пирки мĕн калама пултаратăр?
Микс пэа шэа
-Витя хăй çине хăй «алă сулнă» пулсан мĕн пулнă пулĕччĕ-ши?
-Эсир тĕп сăнартан мĕнле тĕслĕх илтĕр? Сире вăл мĕнле çын пулма вĕрентет?
-Эсир хăвăр пурнăçăрта çакăн пек çынсене курнă-и, е пĕлетĕр-и? Каласа парăр.
6. Кĕнекепе ĕçлесси.
-Витя ялан менпе калаçать? Витя ĕмĕчĕпе калаçнă вырăнсене тупса вуласа парăр.
-Витя спортпа туслă пулнă вырăнсене палăртăр.
-Секцие çÿрекенсем мĕнле йĕркене пăхăнса пымалла? Çав вырăна тупăр.
7.1)Шкулти ачасене санлани .Сингапур мелĕн структурипе усă курни-ТАЙМД РАУНД РОБИН (Taimed Raund Robin) . Ачасем 4-шарăн ларса тухнă, вĕсене карточка парăнать, çак карточкăпа вĕсем 40 секунд хушшинче кашни ача йĕркипе сасăпа каласа пырать). Вĕрентекен ушкăри 1-мĕш вырăнсенче ларакансенчен ыйтать) .
2) Витьăна характеристика парасси. Кластер мелне РАУНД ТЭЙБЛ ( Raund Table) структурипе пурнăçлани. Кунта та ачасем ушкăнпа 4 – шар лараççĕ. Панă пĕр карточка çине кашни ача хуравне йĕркипе çырса пырать. Хуравлама ушкăнри 4- мĕш вырăнта ларакансем хуравлаççĕ. Е (ПЛЕЙСМЕСТ КОНСЕНСУС устно) малтан пурте шутлаççĕ, кайран листоксем сине çыраççĕ, доска умне тухса çыпăçтараççĕ.
VIII. Cлайд
Витя
Автор хаклани | Сăн-сăпачĕ,тумтирĕ,… |
Шалти туйăмĕсем ,кăмăл тыткаларăшĕ | |
Ачасем хаклани | |
Вĕренекен хаклани |
Кластер мелĕпе хаклани:
IV.Кану саманчĕ.
8.Хайлаври илемлĕх мелĕсене тупни.
эпитет | янкăр тăрă, шартлама сивĕ |
танлаштару | тантăшсемпе, Сергей Щербаковпа |
фразеологизмсем | ÿсекен çунатсем, куçĕсем сÿнчĕç, шăлсене çырттарать, сывлăш çавăрса яр; çунат хуш, çине тăр, тар тухиччен |
IX. Cлайд
9. Синквейн туни. Ачасем хăйсен тĕллĕн пурнăçлани. Слайдри ĕçпе çирĕплетни.
-Япала ячĕ Витя
-2 паллă ячĕ Чăтăмлă, хастар
- 3глагол Ĕмĕтленет, тăрăшать , йывăрлăхсене çĕнтерет
- Предложени Шанчăка çухатмалла мар.
-Синоним (метафора) Телейлĕ
8.Сюжет тăрăх ÿкерчĕк туни. Витьăна сăмахпа ÿкерни.( Ачасем сăмах вĕççĕн пурнăçлаççĕ.) Слайд X
V. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси. Слайд XI,XII
Халĕ вара,вĕреннине çирĕплетсеисирĕнпе Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлав тăрăх тест ирттерĕпĕр.
Тест.
1.«Чире пăнма çуралман» хайлава мĕнле жанрпа çырнă?
а) повесть
ă) калав
б) роман
2. Хайлавра герой мĕнле чирпе чирленĕ?
а) шăмă туберкулёзĕ
ă) ÿпке чирĕ
б) ÿслĕк чирĕ
3. Шкула герой мĕнле çÿренĕ?
а) ашшĕ лашапа леçнĕ
ă) вĕрентекенсем киле килсе вĕрентнĕ
б) хăй тĕллĕн çÿренĕ
4. Юлташĕсем героя мĕне вĕренме сунаççĕ?
а) художника
ă) спортпа туслă пулма
б) алă ĕçĕпе ĕçлеме
5. Кам тĕп сăнара йĕкĕлтет ?
а) Таня
ă) Роза
б) Федя
6. Тĕп сăнар мĕнле майпа утакан пулнă?
а) врачсем пулăшнипе
ă) физкультура тунипе
б) класри ачасем пулăшнипе
7. Шкулти мĕнле вăйăра вăл мала тухать ?
а) шашка вăййинче
ă) теннис вăййинче
б) шахмат вăййинче
8. Ача журнал вуласа камран тĕслĕх илет?
а) Алексей Павлов
ă) Владимир Иванов
б) Сергей Щербаков
9.Çĕмĕрлере кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче ача миçемĕш вырăна тухать?
а) пĕрремĕш
ă) иккĕмĕш
б) виççĕмĕш
10. Çамрăк ача район центрĕнче çамрăксем валли мĕн уçнă?
а) ÿнерçĕсен кружокĕ
ă) ташă кружокĕ
б) спорт секцийĕ
Тест çырнă хыççăнах ĕçсене тĕрĕслесе ăнлантарса хăварни.
VI. Ачасен ушкăнра ĕçлеттерени.
РАФТ (RFFT)-сингапур структури. «Сывлăх» ятпа пĕрер листа çине кашни ушкăна проект тутарни, 1- мĕш ушкăн ача сачĕ валли тăвать, 2- мĕш ушкăн шкул ачисем валли тăвать, 3-мĕш ушкăн ашшĕ-амăшĕсем валли пурнăçлать. Ушкăнран пĕри хÿтĕлеме доска умнее
VI. Вĕреннине пĕтĕмлетесси.
1)Сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илесси. Доска çинчен вуласси.
«Сывă çын – çунатлă çын», «Сывлăх пĕтсен укçа парса илеймĕн», «Сывлăх – пуянлăх», « Кăмака çинче выртнипе сывалаймăн»
Слайд XIV-XVI
2)Чăвашсен паллă спортмнĕсемпе паллаштарасси.
3) Хусан хулинче Универсиада-2013 слайд пăхассипăхасси. - Слайд XVII, XVIII
4) 2014 çулта Сочи хулинче мĕн иртрĕ? (Олимпиада)
5) Июнь уйăхĕнче 2015 султа пирĕн республикăра (ТР) сывлăха упрас тесе мĕнле спорт ăмăртăвĕ иртрĕ? (16-мĕш хутчен тенчери шывра ишессипе спорт ăмăртăвĕсемсем иртрĕç)
5) 2018- мĕш çулта Хусан хулинче мĕн иртĕ? (Тенчери футбол выляссипе спорт ăмăртăвĕ иртĕ)
VII. Пĕтĕмлетÿ. Слайд XIX
Ачасем пурнăçра чи хакли –сывлăх. Ăна мĕн пчĕкрен упрама тăрăшмалла. Пирус туртассинчен, ытти кирлĕ-кирлĕ мар япаласенчен пăрăнса çÿремелле.Спортпа туслă пулмалла. Тĕрĕс çулпа утакан, пурнăçа юратакан - телейлĕ.
VIII.Килти ĕç пани.
Витя Кулешов патне çыру çырмалла.
Предварительный просмотр:
Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи
МБОУ «Чăваш Çĕпрел тулли вăтам шкулĕ»
Валентина Элпи çырнă «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калав.
тăван литература 6-мĕш класс
сингапур мелĕпе уса курса ирттернĕ урок
Урока хатĕрлекенĕ:
1 категориллĕ чăваш чĕлхипе литература
вĕрентекенĕ Петрова Валентина Николаевна
2013 çул
Урок тĕллевĕсем:
Вĕрентÿ: Калаври сăнарсен шухăш – кăмăлне, ĕçне – хĕлне лайăхрахăнланса илме пулăшасси , жанрне, темине, тĕп шухăшне, сăнарсене палăтма вĕрентесси.
Аталану: Тĕп сăнара хак парса ачасене пурнăçри илемлĕх мелĕсене курма вĕрентесси. Сăнарлă шухăшлава аталантарасси.
Сапăрлăх: кашни çынра пултарулăх пур, ăна сÿнме памалла мар.
Урок тĕсĕ: компьютер технологийĕпе , сингапур мелĕсемпе усă курса вĕреннине тишкермелли хутăш урок .
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
-учитель сăмахĕ;
-ыйту-хурав
-словарь ĕçĕ
-тишкерÿ;
-шырав (илемлĕхе ăçта –ăçта курма пулать);
-практика ĕçĕ;
-харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлени- плакат туни;
-пĕтĕмлетÿ.
Литература теорийĕ:
Калав
Сăнар
Сюжет
Кластер
Словарь ĕçĕ:
Хĕвел шевли – хĕвел пайăрки, луч солнца
Пурак – кунтăк, короб, лукошко
Яматтине хапсăнать – хатĕррине хапсăнать
Йĕрĕлче пек –вĕрлĕк, пряслице
Йамăх хура – тĕттĕм хура
Кирлĕ хатĕрсем:
Валентина Элпи портречĕ, кĕнекисем, «Ялав» журнал 2009 çул-№4, ваттисен сăмахĕсем ,тĕрĕ-эрешсен кĕнеки, «Искусство чувашског народа» ятлă кĕнеке, компьютер, презентаци.
Урок эпиграфе: «Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те илемлĕ пултăр.» (Ваттисен сăмахĕ.)
Урок планĕ
I.Ачасене урока йĕркелесси.
II.Вĕреннине аса илесси.
1. «КЛОК БАДДИС»- вăхăтпа тĕл пулни
Доска çинче «Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те илемлĕ пултăр.»
-Ачасем вăхăтпа хăйсен юлташĕсемпе тĕл пулни.Пĕр пĕринпе сывлăх сунăр, ăша кăмăлпа пахса илĕр.
-Халĕ пурте доска çине пăхăр та ваттисен сăмахне вулăр .
Çак ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне мĕнле анланатăр пĕр-пĕрне каласа памалла. Малтан шухăшлăр мĕн çинчен каламаллине.Халĕ вара юлташăрсене каласа пама юрать .Кам çÿллĕшпе пĕчĕкрех, малтан калаçма пуçлаççĕ.30 секунд пĕрне,30 секунд тепĕр ачана. Кашни ачаран ыйтасси.
-Урок эпиграфне мĕншĕн çак ваттисен сăмахне илтĕм –ши эпĕ? Мĕнле шутлатăр?
2. -Иртнĕ уроксенче эпир сирĕнпе мĕнле хайлавпа паллашрăмăр?(«Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»)
-Çак хайлава кам çырнă? (Валентина Элпи çырнă)
-Паян урокра эпир сирĕнпе пĕтĕмĕшле хайлава тишкерĕпĕр.
-Кĕнекĕрсене ÿçăр, вĕреннине аса илĕр.
3. II. Слайд.
-Словарь ĕçĕ. Килте вуланă чух сире ăнланман сăмахсем тĕл пулчĕç.
Хĕвел шевли – хĕвел пайăрки, луч солнца
Пурак – кунтăк, короб, лукошко
Яматтине хапсăнать – хатĕррине хапсăнать
Йĕрĕлче пек –вĕрлĕк, пряслице
Йамăх хура – тĕттĕм хура
III.Вĕреннине çирĕплетесси.
1. Валентина Элпи пултарулăхĕне аса илесси.
-Ачасем, Валентина Элпи пултарулăхĕ çинчен каласа парăр?
III. Слайд.
Çыравçă пултарулăхĕне слайд тăрăх пăхса тухасси, ачалăхĕнчи пурнăçне палăртасси. Çыравçă портретне , «Ялав» журналти ĕçĕсене кăтартасси.
VСлайд. Кĕнекисене кăтартасси.
VI-VII Слайд
Валентина Элпи- кăçал кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче 100 çул тултарни.Ăна саламлани.
4. Валентина Элпи çырнă «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавпа ĕçлесси.
-Хайлава мĕнле жанрпа çырнă? (Калав)
-Мĕн вăл сăнар?
5. Литература терминĕсене ăнлантарни.Доска çинче.
Хавха (пафос) – çыравçа хайлаври ĕçсене, сăнарсене мĕнле шухăш – кăмалпа хакласа çырни ,хайлавăн пĕтĕмĕшле кĕввине палăртакан хĕрÿллĕ ĕнерÿ-çеми.
Калав–çын пурнăçĕнчи пĕр-икĕ ĕç е пулăм çинчен пысăках мар прозăлла хайлав.
Сюжет –хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки .
Санар - хайлаври кашни герой пирĕн ума хăйне евĕр сăн- сăпачĕпе, кăмалĕпе, шухăшлавĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тухса тăни
6.Тетрачсенче ĕçлесси, пĕри доска умне тухать.
-Хайлавра тĕп япаласем пур , çавсене ÿкермелле? Мĕнле япаласем-ши? Меншен вĕсем тĕп япаласем? Ача менпе чапа тухрĕ.
7. КУИЗ-КУИЗ ТРЕЙД- ачасем ушкăнпа ĕçлени.
Малтан карточка тăватпар.Сирĕн сĕтел çинче хутсем 1,3 вырăнпа ларакан ачасем хуçлатса çурса çуррине юлташĕсене параççĕ.Калав тăрăх пĕр ыйту çыраççĕ. Çав ыйтăвăн хуравне аяла çырса хураççĕ те хуçлатаççĕ, тухса юлташ тупаççĕ. Пĕрне- пĕри ыйту параççĕ.
VIII. Слайд.
8.Ыйтусемпе ĕçлесси.
Хайлава мĕншĕн «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» ят панă?
Энтьука мĕншĕн тымар Энтьукĕ теççĕ?
Энтьукпа Укçине аппа хушшинче хирĕçÿ мĕнрен пуçланса каять?
Çуллахи каникул вăхăтĕнче Энтьук ăçта кайма хатĕрленет?
Энтьука кам лайăхрах ăнланать-ши? Мĕншĕн?
Çитăрпа Энтьука характеристика парăр. Сирĕн кам пек пулас килет?
IX. Cлайд
9. Кĕнекепе ĕçлесси.
-Энтьук тымартан тунă упăтене пĕрремĕш кам курнă? Ачана вăл мĕнле лăплантарнă? Çак вырăнсене тупса вулăр.
-Ача мĕнле чапа тухни çинчен çырнă вырăнсене тупса вулăр?
10. Энтьука сăнлани (пĕр ача кластер мелĕпе доска умĕнче хаклать, ытти ачасем харпăр хăйсем тĕллĕн таблица тултараççĕ).
Энтьук
Автор хаклани | Сăн-сăпачĕ,тумтирĕ,… |
Шалти туйăмĕсем ,кăмăл тыткаларăшĕ | |
Ачасем хаклани | |
Вĕренекен хаклани |
Слайд X
Кластер мелĕпе хаклани:
Слайд XI.
Хайлаври ытти сăнарсене хаклани.
Сăнарсем | Автор | Хайлаври геройсем | Эсир |
Çитăр | Йĕкĕлти,… | …. | … |
Укçине аппа | Сапăр,… | … | … |
Асламăшĕ | Çепĕç,… | … | … |
Вожатăй | Ăслă,… | … | … |
IV.Кану саманчĕ.
V. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси.
-Сире çак хайлав килĕшрĕ-и? Мĕншĕн?
-Хăвăр валли çак хайлавран мĕн илтĕр? Хайлав сире мĕнле пулма вĕрентет?
Сирĕн хушăра Энтьук пеккисем пур-и?
VI. Ачасене харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлеттерени.
Плакат тутарни. (Илеме курма йыхравлакан плакат тăвасси)
Эсир илем тенине мĕнле ăнланатăр?
- Ыттисем те илеме курма вĕренччĕр тесе чĕнсе калакан плакат тумалла. Ятне памалла, ÿкерчĕкпе е сăмахсемпе çырса хумалла.
Плкактсемпе тухса калаçни.
VI. Вĕреннине пĕтĕмлетесси.
Илем,ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илесси. Доска çинчен вуласси.
Этем тени ĕçпе паха Этем лайăххи калаçнинчен килет Аван çыннăн алли-ури те аван. Усал ĕç тума ăста кирлĕ мар . Чĕлхÿпе мар, ĕçÿпе васка Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви Кайăк хитре тĕкĕпе – этем хăйĕн ăсĕпе
VII. Пĕтĕмлетÿ.
Илемлĕхе ăçта –ăста курма пулать? Эсир мĕнре куратăр?(Ачасем хăйсен ĕçĕсене катартасси)
«Исскуство чувашского народа « кĕнекене пахасси.
VIII.Килти ĕç. Калава малалла тăсса «Çулсем иртсен» ятпа пĕчĕк сочинени çырмалла.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект к уроку по истории "Иван Грозный"
Путешествие во времена Ивана Грозного. Полный обзор его правления. "Посланник Бога или раб дьявола"....
Иван III. Свержение ордынского ига.
Урок истории в 10 классе...
Презентация Н. В. Гоголь "Повесть о том, как поссорился Иван Иванович с Иваном Никифировичем"
Презентация к уроку литратуры в 10 классе по повести Н. В. Гоголя "Повесть о том, как поссорился Иван Иванович с Иваном Никифоровичем". В презентацию включена словарная работа, иллюстрации, отражающие...
Урок внеклассного чтения в 6 классе на основе проблемно - исследовательской технологии "Н.В.Гоголь."Повесть о том, как поссорились Иван Иванович с Иваном Никифоровичем"
Урок внеклассного чтения проводится после изучения повести «Тарас Бульба». Урок является необходимым звеном в процессе подготовки учащихся к восприятию комедии «Ревизор» и поэмы «Мертвые души» и...
«Скучно на этом свете, господа!» Урок по произведениям Н.В. Гоголя «Старосветские помещики» и «Повесть о том, как поссорились Иван Иванович с Иваном Никифоровичем».
Слово учителя Закрыта последняя страница героической повести Н.В. Гоголя «Тарас Бульба», напомню последние яркие её строки:...
Творчество Иванны Иванив
1. Иванив И. (Верстова И.М.) Крымские цветы. Бумага, акварель, белила.2.Иванив И. (Верстова И.М.) Цвет иван-чая. Бумага, акварель, белила.3.Иванив И. (Верстова И.М.) У реки. Бумага, акваре...
Урок внеклассного чтения на тему "Повесть о том, как поссорились Иван Иванович с Иваном Никифоровичем" Н.В.Гоголя.
Урок литературы рассчитан не только на знание текста произведения, но и развивает мыслительную деятельность учащихся....