Рабочая программа по чувашскому языку для 1 класса.
рабочая программа (1 класс) по теме
Рабочая программа по чувашскому языку разработана на основе Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли. Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печников О.И., Кульева А.Р. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
chuv.yaz_._1.doc | 334.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение «Большевыльская средняя общеобразовательная школа имени братьев Семеновых»
Аликовского района Чувашской Республики
«Согласовано» Руководитель ШМО _________ Викторова Л.Н.. Протокол №_ от « » __ 2018г. | «Согласовано» Зам.директора по УВР __________/Иванова Г.И. « » ___ 2018г. | «Утверждено» Директор МАОУ «Большевыльская СОШ им.братьев Семеновых» __________/Иванов Н.П. Приказ №__ от «_» ____2018г. |
Рабочая программа по чувашскому языку
для 1 класса начального общего образования
Ф. И. О. учителя: Викторова Людмила Николаевна
2018-2019 учебный год
Тематическое планирование учебного предмета
по чувашскому языку
Классы 1
Учитель Викторова Людмила Николаевна
Количество часов по учебному плану
Всего 132 час; в неделю 4 часа.
Плановых контрольных работ______
Плановых практических работ (предметы естественнонаучного цикла)
Рабочая программа по чувашскому языку разработана на основе Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăван шкулĕн 1-4 класĕсем валли. Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печников О.И., Кульева А.Р. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2013.,Федерального государственного образовательного стандарта начального общего образования. Основной образовательной программы начального общего образования МАОУ «Большевыльская СОШ имени братьев Семеновых» Аликовского района Чувашской Республики, учебного плана школы на 2018-2019 учебный год.
Учебник: Чăваш букварĕ. 1- мĕш класс валли ./ Т.В. Артемьева, М. К. Волков, Л. П. Сергеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2012.
1. Харкамлӑх, предметсен пĕрĕхлĕ тата предметсен пайрам результачӗсем
Пуплеве пур енлĕн аталантарнӑ май чĕлхене ансат тишкерме, терминсемпе усӑ курма вĕрентесси
Харкамлӑх результачӗсем,
- тӑван чӗлхене хаклама, хисеплеме хӑнӑхса пыни;
- кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи пулнине, вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑнине ӑнланни;
- чӗлхепе кӑсӑкланма пуҫлани, харпӑр хӑй пуплевне лайӑхлатас кӑмӑл-туйӑм амаланни.
Предметсен пӗрлӗхлӗ результачӗсем,
- пулӑмсене тарӑнрах ӑнланма вӗренсе пыни;
- ӑнлавсене уҫӑмлама, ушкӑнлама хӑнӑхса пыни;
- тишкерӳ-пӗтӗҫтерӳ, танлаштару хӑнӑхӑвӗсем ҫирӗпленсе пыни.
Предметӑн пайрам результачӗсем,
- ачасем алфавитри сас паллисене, вӗсен пӗлтерӗшӗсене, уҫӑ тата хупӑ сасӑсен уйрӑмлӑхӗсене, сӑмахри уҫӑ сасӑ ҫине пусӑм ӳкни-ӳкменнине, сасӑсем хытӑ тата ҫемҫе пулнине, сӑмахсене пӗр йӗркерен теприне мӗнле куҫармаллине пӗлни;
- 35-40 сӑмахлӑ текста каллиграфи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс те таса, сас паллисене сиктерсе хӑвармасӑр, пӑтраштармасӑр пӑхса ҫырма пултарни;
- 25-30 сӑмахлӑ текста итленипе (диктант) ҫырма вӗренсе пыни;
- сӑмаха сыпӑклама, пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене тӗрӗс куҫарма, ҫемҫе хупӑ сасӑсене ҫырура тӗрӗс палӑртма, вӑрӑм хупӑ сасӑллӑ сӑмахсене (программӑра кӑтартнисене) тӗрӗс ҫырни;ҫын ячӗпе хушаматне, ашшӗ ятне, выльӑхсемпе чӗр чунсен уйрӑм ячӗсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячӗсене пысӑк сас паллипе пуҫласа ҫырма пултарни;
- сӑмахсен сасӑ тытӑмне тишкерме (вӗсене сыпӑклама, уҫӑ тата хупӑ сасӑсене, сасӑсемпе сас паллисен йӗркине тата хисепне палӑртма) пӗлни;
- япалана, унӑн ӗҫне, паллине пӗлтерекен сӑмахсене ыйтӑвӗ тӑрӑх ушкӑнлама пултарни;
- предложении тӗп членӗсене - подлежащипе сказуемӑя - тупма пӗлни;
- ыйтусем тӑрӑх ансат предложени членӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва палӑртма вӗренни;
- предложение пысӑк сас паллирен пуҫласа ҫырма, ун вӗҫне, интонацие кура, пӑнчӑ, ыйту е кӑшкӑру палли лартма пӗлни;
- 30-45 сӑмахлӑ текст тӑрӑх ыйтусене хуравласа изложени ҫырма; 2-3 предложениллӗ текст тума пултарни.
2. Вĕренӳ предмечĕн содержанийĕ
Вулама-çырма вĕрентесси. Пуплеве аталантарасси.
Вулама-ҫырма вӗрентесси икӗ тапхӑра уйрӑлать, пӗри - хатӗрлев тапхӑрӗ, тепри - сас паллисемпе паллаштарнӑ тапхӑрӗ.
Вулама-ҫырма вӗрентмелли тӗп меслет - тишкерӳ-пӗрлештерӳ меслечӗӗ Шкул ачисене вӗрентнӗ чух унпа туллин усӑ курмалла.
Вулама-çырма вĕрентесси. Хатĕрлев тапхăрĕ. (12 сехет)
Хӑнӑхтарусем пурнӑҫланӑ май терминсемпе (пуплев, текст, калав, предложени, сӑмах, сыпӑк, пусӑм, уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ) паллаштарасси, вӗсемпе вӗренӳре усӑ курма хӑнӑхтарассиӗ
Пуплев (калупа ҫыру) ҫинчен пӗтӗмӗшле ӑнлав парасси.
Предложени тата сӑмах. Пуплеври (текстри) предложенисене, предложенири сӑмахсене уйӑрса илесси, вӗсене фишкӑсемпе усӑ курса палӑртассиӗ Предложени сӑмахсенчен тӑни. Предложении пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Чарӑну паллисем (пӑнчӑ, хӳреллӗ пӑнчӑ, ыйту палли, кӑшкӑру палли), вӗсен ячӗсемпе паллаштарасси.
Сӑмах сасӑсенчен тӑни, унӑн пӗлтерӗшӗ пурри.
Сыпӑк, пусӑм. Сӑмахсене сыпӑкӑн пайласси (сыпӑкласси). Сӑмахсенче сыпӑксен шутне, йӗркине палӑртассиӗ Пусӑмлӑ тата пусӑмсӑр сыпӑксене асӑрхасси, сӑмаха тӗрӗс пусӑмласа (пусӑм ӳкекен сыпӑка тӑсарах, вӑйлӑрах) каласси.
Сасӑ.Пӗтӗмӗшле ӑнлантарассиэ Сӑмахри сасӑсене уйӑрасси, фишкӑсемпе усӑ курса вӗсен хисепне, йӗркине палӑртасси.
Каланӑ сасӑллӑ сӑмаха ыттисем хушшинче палласси, хатӗр схемӑна тивӗҫтерекен, пӗр-пӗр сасӑран е сыпӑкран пуҫланакан сӑмахсене аса илесси. Уҫӑ тата хупӑ сасӑсене илтесси, пӗр- пӗринчен уйӑрса илесси.
Ҫыру хӑнӑхӑвесем Ҫырнӑ чух тӗрӗс ларма, тетраде кирлӗ пек хума, кӑранташпа ручкӑна меллӗн тытма, ӳкерчӗксем тунӑ е ҫырнӑ чух вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентесси.
Пирӗн ҫырӑвӑн хӑй евӗрлӗхӗ, эпир ытти чылай халӑх пек сула- хайран сылтӑмалла йӗркен-йӗркен ҫӳлтен аялалла ҫыратпӑр.
Ҫырулӑхра усӑ куракан хӑш-пӗр капӑшсен ячӗсемпе паллаштарасси, виҫ кӗтеслӗх, тур кӗтеслӗх, ҫаврашка, ункӑ, ҫур ункӑ, пӗкӗ, ҫекӗл, лапчӑкункӑ.
Капӑша пӗрлӗхлӗ курма тата унӑн пайӗсене палӑртма хӑнӑхтарасси. Пайсем тӑрӑх капӑшне тавҫӑрасси, пайсенчен капӑш пуҫ- тарасси, капӑшри ҫитмен пайсене ӑнкарасси.
Капӑшсене куҫ виҫипе танлаштарасси, вӗсем хӑш пайӗсемпе пӗр пеккине е пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнине асӑрхама хӑнӑхтарасси. Лап выртакан (горизонтальная), чӑнкӑ анакан (вертикальная) йӗрсемпе паллаштарасси, вӗсене тетрадьре тупасси. Хӑш-пӗр йӗрсен ячӗсемпе паллаштарасси, чалӑш йӗр (косая линия), кукӑр йӗр (кривая линия) тӗытӗте.
Тӗрлӗ йӗре, капӑшсене, эрешсене, сас паллисен пайӗсене сыв- лӑшра евӗрлесси, йӗрлесси. Ҫырса пӗтермен йӗрсемпе капӑшсене вӗҫлесси, сӑрласси.
Уҫлӑх енесем, сылтӑм, сулахай, ум, хыҫ, аял, ҫӳл, мал, кай, ҫумӗ Япаласен, капӑшсен уҫлӑхри вырӑнне курма, сӑмахпа палӑрт-ма пӗлесси.
Итлев тата калу хӑнӑхӑвесем Аслисем, тантӑшӗсем каланине, вуланине итлеме-илтме хӑнӑхтарасси, итлеме хатӗрленесси, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӳлмесӗр, каланине ӑш пиллӗн йышӑнса итлессиӗ Илтнине ӑнланма, астуса юлма тӑрӑшасси.
Ҫыхӑнуллӑ каласа пама, текст калӑплама верентесси Текст теми, сюжечӗ - ӗҫ мӗнле пуҫланать, мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса иртет, мӗнле вӗҫленет. Сӑмах кам е мӗн ҫинчен пырать.
Итлеме, ҫыхӑнуллӑ каласа пама вӗрентнӗ май ачасен сӑмах йышне пуянлатасси, сӑмахсен пӗлтерӗшне тӗрӗсрех, тарӑнрах чухлама, вӗсен грамматика формисене тума, пуплевре вӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курма, тӗрлӗ тытӑмлӑ предложенисене кӗртсе вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма хӑнӑхтарасси.
Вулама-ҫырма вӗрентес умӗнхи тапхӑр вӗҫне ҫак результатсене кӗтме пулать.
Харкамлӑх результачӗсем:
- ачасем хӑйсем шкул ачи пулнине, шкул пурнӑҫне, йӗркисене, вӗренекен яваплӑхӗсене ӑнланса ӑша хывса пурнӑҫласа пыма хӑнӑхни;
- пӗр-пӗринпе, аслисемпе кӑмӑллӑн хутшӑнма вӗренсе пыни;
- хутшӑну тата пуплев этикечӗпе паллашма пуҫлани, вӗсене тытса пыма хӑнӑхса пыни;
- таврари япаласемпе пулӑмсене, вӗсен хушшинчи ҫыхӑнусене сӑнама хӑнӑхни;
- «ҫемье», «йӑх», «ял-йыш» ӑнлавсене уҫӑмлани, ӑса хуни.
Предметсен пӗрлӗхлӗрезультачӗсем:
- вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн уйрӑмлӑхӗсене ӑша хурса пыни, задачисене алла илсе, пурнӑҫласа пыма пуҫлани;
- тантӑшӗсен тата харпӑр хӑй ӗҫне сӑнама, ҫитменлӗхсемпе ӑнӑҫусене палӑртма хӑнӑхса пыни;
- пулӑмсемпе япаласене, капашсене тишкерме, танлаштарма, пӗр пеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсене палӑртма вӗренсе пыни;
- ачасем пуплев ӗҫ-хӗлӗсене (калу, итлев) ӑнӑҫлӑ вӗренсе пыни, алла илме (вулав, ҫыру) хатӗрленни.
Предметӑн пайрамлӑ результачӗсем:
- литература пуплевне ӑнланма, сасӑсене, сӑмахсене литература чӗлхинчи пек калама вӗренсе пыни, ачасен пуплевӗ пур енлӗн аталанса пыни;
- ансат ӑнлавсене уҫӑмлани, терминсемпе (пуплев, текст, предложени, сӑмах, сыпӑк, пусӑм, уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ) паллашни, вӗсемпе усӑ курма хӑнӑхса пыни;
- пуплеве ансат тишкерме пӗлни;
- ҫыру гигиенин правилисемпе паллашни, чӑваш ҫырӑвӗн хӑй евӗрлӗхне ӑнкарни;
- капӑшсене пӗрлӗхлӗ курма тата унӑн пайӗсене палӑртма хӑ- нӑхса пыни;
- тӗрлӗ йӗре, капӑша, эреше, сас паллисен пайӗсене йӗрлесе тата евӗрлесе ҫырма пӗлни;
- ачасен вӗтӗ моторики аталанса пыни.
Сас паллисем вӗреннӗ тапхӑр (100сехет)
Вулама-ҫырма вӗрентесси
Тӑван чӗлхери тӗп сасӑсем, вӗсене уйӑрасси, ҫырура палӑртасси. Кӗнекере тата ал ҫырӑвӗнче усӑ куракан сас паллисем, вӗсен пӗлтерӗшӗсем.
Вӗреннӗ сас паллисене тӗрӗс ҫырма, ҫырура пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарма, тӗрлӗ йышши - уҫӑ, тӳнтер, тӳрӗ сыпӑкра, сӑмахра, предложенире вулама хӑнӑхтарасси.
Хытӑ уҫӑ тата хытӑ хупӑ сасӑсемӗ Аа, Уу, Аӑ, Нн, Лл, Мм, Тт, Пп, Шш, Рр, Ыы, Вв, Хх сас паллисем. Вӗсене ҫырасси, хытӑ сыпӑкра, сӑмахра вулассиӗ Тӳнтер тата тӳрӗ сыпӑксене вулас вӑрттӑнлӑх.
Ҫемҫе уҫӑ тата хупӑ сасӑсемӗ Ии, Ее [э], Ӗӗ, Сс, Кк, Ӳӳ, Ҫҫ, Чч сас паллисем, вӗсене ҫырасси. Позициллӗ вулав. Хытӑ, ҫемҫе сыпӑксем, сӑмахсемӗ Хупӑ сасса палӑртакан сас паллин пӗлтерӗшӗ вӑл мӗнле сыпӑкра тӑнинчен килни. Хытӑлӑх, ҫемҫелӗх енчен мӑшӑрлӑ сыпӑксене, сӑмахсене танлаштарса вуласси, сас паллисенчен пухасси, пичетлесси.
Ҫемҫелӗх палли (ь). Хутӑш сыпӑксем, сӑмахсемӗ Ҫемҫе хупӑ сасӑсене палӑртмалли мелсене сӑнасси.
Тӑван чӗлхери [й] сасӑ, ӑна уйӑрасси, палӑртасси. Йй сас паллисем Юю, Яя, Аӑ сас паллисем сыпӑка та, пӗр сасса та пӗлтерни.
Вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсенче тӗл пулакан сасӑсем, вӗсене уйӑрасси, тӗрӗс каласси. Оо, Аӑ, Бб, Гг, Дд, Зз, Жж, Фф, Цц, Щщ сас паллисем, уйӑракан паллӑсем (ь, ъ).
Сӑмахсене тӑстарса, сыпӑксене сыпӑнтарса вулама вӗрентесси.
Сасӑ тишкерӗвӗ тунӑ сӑмахсене хатӗр сас паллисемпе сыпӑк- сенчен пухасси, класс хӑми ҫине пичетлесси, вуласси, евӗрлесе ҫырасси.
Уйрӑм сӑмахсене, ансат предложенисене тата пысӑках мар текстсене тӗрӗс, ӑнланса, пӗр тикӗс (йывӑр сӑмахсене сыпӑкӑн пайласа), тӗрӗс пусӑмласа вуласси, вуланине ӑнланасси, ыйтусене хуравласси. Вулав хӑвӑртлӑхӗ - минутра 12-15 сӑмах.
Вуланӑ чухне предложенисем тата предложенири пӗр йышши членсем хушшинче чарӑну тӑвассиӗ Предложение, вӗҫӗнчи чарӑну паллине кура, тивӗҫлӗ интонаципе вуласси.
Ал ҫырӑвӗнчен, пичетленӗ текстран сӑмахсем, предложенисем (малтан - вӗсене сасӑ тата сас палли тишкерӗвӗ тунӑ хыҫҫӑн, кайран - харпӑр хӑй тӗллӗн) ҫырса илесси. Ҫырнине кӗнеке е класс хӑми ҫинчи текстпа танлаштарса, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вуласа тӗрӗслесси.
Ансат сӑмахсене, 2-3 сӑмахран тӑракан предложенисене каланӑ тӑрӑх ҫырасси.
Предложени пуҫламӑшӗнчи сӑмаха, ҫын ячӗпе хушаматне пысӑкран пуҫласа ҫырасси. Предложени вӗҫне чарӑну палли лартасси.
Ҫыру гигиенин правилисене пӗлесси.
Пуплеве аталантарасси
Пуплевен сасӑ культури Харпӑр хӑйӗн тата урӑх ҫыннӑн пуплевне тимлеме, итленине асӑмлама хӑнӑхтарасси. Калаҫу хӑнӑхӑвӗсене лайӑхлатасси, васкамасӑр, ирӗккӗн (тытӑнчӑксӑр, пӳлӗнсе тӑмасӑр), вӑтам хӑвӑртлӑхпа, сасӑ хӑпартмасӑр, уҫӑмлӑн калаҫма, калаҫнӑ май тӗрӗс сывлӑш ҫавӑрма, интонацие кирлӗ пек улӑштарма вӗрентесси.
Пуплеври сасӑсене илтес, калас пултарулӑха лайӑхлатасси, тӑван чӗлхери тӗп сасӑсене уйӑрма, вӗсене уйрӑмшарӑн тата пуплевре тӗрӗс каламалли (орфоэпи) виҫесене пӑхӑнса калама хӑнӑхтарасси.
Пуплеври сасӑсене тӗрӗс илтме, сӑмахсене, вӗсен майлашӑвӗсемпе предложенисене ҫӑмӑллӑн ӑнкарма, шухӑша хӑвӑрт ӑнланма хӑнӑхтарассиӗ Уйрӑм ачасен пуплев кӑлтӑкӗсене юсасси.
Сӑмах Вӗренекенсем усӑ куракан сӑмах йышне ӳстересси. Япаласемпе пулӑмсен ячӗсене, вӗсен паллине, ӗҫне пӗлтерекен сӑмахсене литература чӗлхинчи пек калама вӗрентесси.
Япаласене вӗсен тӗп паллисем тӑрӑх ушкӑнлама, пӗр-пӗринчен уйӑрса илме, япала ушкӑнне пӗр сӑмахпа пӗтӗмлетме (ят пама) хӑнӑхтарасси.
Сӑмах пӗлтерӗшне тӗплӗнрех ӑнланасси. Сӑмахсен пулӑвӗн ҫыхӑнӑвӗсене асӑрхаса ӑнкарасси.
Шухӑша тӗрӗс уҫса пама кирлӗ сӑмаха хӑвӑрт тупма, ӑна ытти сӑмахсемпе тӗрӗс ҫыхӑнтарма, сӑмахсен грамматика формисемпе вырӑнлӑ усӑ курма, пӗр шухӑша тӗрлӗ майпа палӑртма вӗрентесси.
Ансат тӗслӗхсемпе усӑ курса сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ пул-ма пултарнипе, омонимсемпе тата синонимсемпе (терминӗсене асӑнмасӑр) паллаштарасси.
Вырӑнти калаҫупа литература чӗлхин уйрӑмлӑхӗсене уяма хистесси.
Сӑмахсен грамматика формисемпе усӑ курасси. Литература чӗлхинче йышӑннӑ грамматика формисене ӑнланма, вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентесси. Ҫав шутра, япала ячӗсен, местоименисен падеж тата хисеп формисем, глаголӑн ытларах тӗл пулакан (хальхи, пӗрре иртнӗ, пулас) вӑхӑт формисем, вӗсен хирӗҫлев, пултараслӑхӳ пултараймаслӑх аспекчӗсем (терминсене асӑнмасӑр).
Сӑмах майлашӑвӗ. Япалан камӑнлӑхне палӑртасси. Тӑванлӑх терминӗсен сӑпат формисем. «Сӑпат ылмашӗ е тулли пӗлтерӗшлӗ япала ячӗ ҫ пулӑшу пӗлтерӗшлӗ япала ячӗ» калӑплӑ сӑмах майла-шӑвӗсен тӑтӑшлӑ ӳкӗм формисемпе (манӑн патӑмра, санӑн патӑнта тӗытӗте) пуплевре усӑ курасси.
Предложени Тытӑмӗпе (хутсӑр, хутлӑ) тата калас тӗллевне кура (калуллӑ, ыйтуллӑ, хистевлӗ) тӗрлӗ предложени калӑпласси. Пуҫланӑ предложенисене вӗҫлеме, ансӑррисене анлӑлатма пӗлесси. Пӗр шухӑшах тӗрлӗ предложенипе е вӗсен ҫыххипе палӑртассиӗ Предложенири сӑмахсен йӗркине сӑнама, вӗсене тӗрӗс ҫыхӑнтарма хӑнӑхтарасси.
Ҫыхӑнуллӑ пуплев Пуплев хӑнӑхӑвӗсене малалла аталантарасси, тимлесе итлеме, асӑмлама, ҫыхӑнуллӑ каласа пама, вӗрентекен ыйтӑвӗсене тӗрӗс, уҫӑмлӑн хуравлама, пуплевре предложении тӗрлӗ тӗсӗпе усӑ курма хӑнӑхтарасси. Итленӗ е вуланӑ калавсем, юмахсем тӑрӑх хӑйсен шухӑшне каласа пама вӗрентесси.
Тӑван литература чӗлхине ӑнланма, унӑн фонетика системипе, сӑмах пуянлӑхӗпе, морфологи тата синтаксис мелӗсемпе пуплевре тӗрӗс усӑ курма, курни-илтни ҫинчен ҫыхӑнуллӑ каласа пама вӗрентесси. Юлташӗсен хуравӗсене, каласа панине ырӑ кӑмӑлпа итлеме-тимлеме хӑнӑхтарасси.
Калавсемпе юмахсем, диалогсем, сӑвӑсем итлесси-тӑнласси, асӑмласси (учитель вуласа е каласа панине, магнитофон ленти ҫине ҫырса илнине, ача-пӑча валли хатӗрленӗ теле- тата радиокӑ-ларӑмсене).
Пысӑках мар юмахсемпе калавсене аса илесси, вӗсене уйрӑм пайсене пӑтраштармасӑр, сиктерсе хӑвармасӑр каласа парасси (хӑйсем тӗллӗн е вӗрентӳҫӗн ыйтӑвӗсем тӑрӑх).
Вуланӑ предложенисем, текстсем тӑрӑх ыйтсан хуравлама, текста, унӑн уйрӑм пайӗсене ят пама пӗлесси.
Уйрӑм темӑпа ҫыхӑннӑ темиҫе ӳкерчӗк тӑрӑх предложенисем, ҫыхӑнуллӑ пӗчӗк калавсем тӑвасси.
Пуҫланӑ калава вӗҫлесси, вӗҫне илтнипе калавӑн пуҫламӑшне шутласа тупасси. Пулни-иртни ҫинчен вуланипе пӗр евӗрлӗрех каласа парасси.
Ҫут ҫанталӑкри улшӑнусем ҫинчен, экскурсире, библиотекӑра, ытти обществӑлла вырӑнта курни-илтни ҫинчен ҫыхӑнуллӑ калама хӑнӑхтарасси.
Харкамлӑх результачӗсем:
- ачасем шкул ачи яваплӑхӗсемпе малалла паллашса, вӗсене пурнӑҫлама хӑнӑхса пыни;
- аслисем ертсе пынипе ушкӑнра ӗҫлеме вӗренсе пыни;
- харпӑр хӑй хӑтланӑвӗсене сӑнама-асӑрхама, вӗсемшӗн яваплӑ пулма хӑнӑхса пыни;
- харпӑр хӑй сывлӑхне сыхлама, ҫирӗплетме вӗренсе пыни;
- ачасен ӑслав тата хайлав пултарулӑхӗ амаланни;
- тантӑшӗсен хуравӗсене, каласа панисене ырӑ кӑмӑлпа итлеме- тимлеме хӑнӑхса пыни.
Предметсен пӗрлӗхлӗрезультачӗсем:
- ачасем вӗренӳ ӗҫ-хӗлне хӑнӑхса, вӗренӳ задачисене ӑнланма вӗренсе пыни;
- тишкерӳре схемӑсемпе, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе усӑ курма вӗренни;
- тимлесе итлеме, ӑнланма, ыйтусене уҫӑмлӑн хуравлама, шухӑша тӗрлӗрен палӑртма, пуплевре предложении тӗрлӗ тӗсӗпе усӑ курма хӑнӑхса пыни.
Предметӑн пайрамлӑ результачӗсем:
- чӑваш чӗлхинчи тӗп сасӑсемпе, вӗсен сас паллийӗсемпе пал- лашни, сыпӑкӑн сыпӑнтарса вулама вӗренни;
- сас паллисене тӗрӗс ҫырма, ҫыхӑнтарма, ал ҫырӑвлӗ, пичетлӗ сӑмахсене, предложенисене, ансат текстсене ҫырса илме, каланӑ тӑрӑх ҫырма вӗренни;
- ҫыру тата вулав правилисемпе паллашни;
- вулав пахалӑхӗсем (тӗрӗслӗх, ӑнланулӑх, палӑртулӑх, такӑн- масӑр вулани) аталанса пыни;
- пуплев хӑнӑхӑвӗсем аталанса пыни.
Сас паллисем вӗреннӗ хыҫҫӑнхи тапхӑр
(20 сехет)
Ачасем урокра мӗн вуламаллине палӑртасси вӗрентӳпе аталан- тару, сапӑрлӑх тӗллевӗсене пурнӑҫлассипе, вӗсен тӗнче курӑмне, тӗнче йышӑнӑвне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ.
Вулав карти, вӑхӑт, кунпа ҫӗр улшӑнӑвӗ, ҫулталӑк вӑхӑчӗсем, Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван республика, тӑван ял, Тӑван ҫӗр-шывӑн чыслӑ сумлӑ ҫыннисем, ача тата унӑн тусӗсем, ҫут ҫанталӑк, ҫут ҫанталӑкри пулӑмсем, чӑваш халӑх сӑмӑхлӑхӗ, тӗрлӗ халӑх юмахӗсем, И.Я.Яковлев, К.В.Иванов, Н.И.Шелепи хайлавӗсем.
Пӑхмасӑр калама верентесси, вӗреннӗ 4-5 сӑвва пӑхмасӑр каласси.
Вулав хӑнӑхӑвесем Вӗрентӳҫӗ тата ытти ачасем каланине (вуланине) тимлӗн итлес-тӑнлас, ӑнланса асӑмлас хӑнӑхусене лайӑхлатасси. Пысӑк мар текста тӗрӗс, ӑнланса, пӗр тикӗс, сыпӑкӑн тӑсса вуласси. Вулав хӑвӑртлӑхӗ (палламан текста вуласси) - пӗр минутра 15-20 сӑмах. Предложени вӗҫӗнче, пӗр йышши членсем хушшинче чарӑну тӑвасси.
Диалоглӑ текстсене сасса кирлӗ пек улӑштарса вуласси. Вулавӑн тӗрлӗ тӗсӗсене (саспа, ҫурма саспа, шӑппӑн, пӑшӑлтатса) вӗренсе пырасси.
Текстпа ӗҫлесси Ҫыхӑнуллӑ пуплеве аталантарасси. Вуланӑ текст тӑрӑх ыйтусене хуравласси; вуланӑ текстӑн шалӑшне (содержанине) ӳкерчӗксем тӑрӑх аса илесси; ятсӑр текста ят парасси, текстӑн ячӗ мӗншӗн ҫаплине ӑнкарасси (вӗрентӳҫӗ пулӑшнипе). Вуланине пӗтӗмӗшле хак парасси. Укерчӗксем тӑрӑх ҫыхӑнуллӑ калав йӗркелесси (ҫырмасӑр).
Ҫырасси тата пуплеве аталантарасси
Маларах вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси. Сӑмаха сыпӑкласси, пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене куҫарасси.
Ҫырас ӑсталӑха лайӑхлатасси. Сас паллисен ӗлкине тӗрӗс тӑ-вас, вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарас хӑнӑхӑва ҫирӗплетесси. Сас паллисене, сыпӑксене, сӑмахсене тата кӗске предложенисене пӗр хӑвӑртлӑхпа (харӑс, шутласа) ҫырасси. Ҫыру гигиенине ҫирӗп уяма хӑнӑхтарасси.
Сӑмах мӗнле сасӑсенчен тӑнине, вӗсене ҫырура хӑш сас паллисемпе палӑртмаллине чухлама, сиктерсе хӑварнӑ сас паллисене тавҫӑрма, пӑтраштарнӑ сыпӑксенчен сӑмахсем, сӑмахсенчен пред- ложенисем йӗркелесе ҫырма вӗрентесси.
Пысӑках мар текста кӗнеке е класс хӑми ҫинчен пӑхса ҫырма, ҫырнине тӗрӗслеме хӑнӑхтарасси.
Предложенисене, пысӑках мар (2-3 кӗске предложенирен тӑракан) текста итлесе е вуласа ҫырасси.
Итлевпе калу хӑнӑхӑвӗсене малалла аталантарасси
Пӗр-пӗр темӑпа (тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗ, шкул, ачасен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен), ӳкерчӗке сӑнаса, ӳкерчӗксен серийӗсем тӑрӑх, пурнӑҫра курни-илтнине аса илсе вӗрентекен ыйтӑвӗсемпе кӑтартӑвӗсем ҫине тӗревленсе пысӑках мар калавсем тутарасси.
Вуланине е итленине аса илсе, вӗрентекен пулӑшса пынипе ыйтусене хуравласси, ҫыхӑнуллӑн каласа парасси.
Пӗтӗмӗшле илсен, букварь хыҫҫӑнхи тапхӑр вӗҫне ҫакӑн пек результатсем кӗтме пулать.
Харкамлӑх результачӗсем:
- пуплев этикечӗн ансат ӑслайӗсене харпӑрлани;
- хутшӑну пуплев ӑслайӗсене (калаҫу пуҫлама, калаҫӑва тытса пыма, вӗҫлеме) мӑшӑршарӑн тата ушкӑнпа калаҫӑва хутшӑнма, пит- куҫ, алӑ, кӗлетке хусканӑвӗсене тӗрӗс усӑ курма вӗренсе пыни;
- Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван халӑх, тӑван чӗлхе ӑнлавсене уҫӑмлани, хӑйсем хӑш халӑх ҫынни пулнине ӑнланса пыни; тӑван халӑх ис- торине, йӑли-йӗркине тарӑнрах пӗлес туйӑм вӑранни;
- тӑван тавралӑха, ҫут ҫанталӑка сӑнама хӑнӑхни, ӑна упрас, унпа киленес, хӑйсем те ун тӗпренчӗкӗ пулнине ӑнланас туйӑм ҫурални;
- япаласемпе пулӑмсене, ҫынсем тата харпӑр хӑй хӑтланӑвӗсене сӑнама, хак пама вӗренсе пыни.
Предметсен пӗрлӗхлӗ результачӗсем:
- итлев хӑнӑхӑвӗсем ҫивӗчленни, тӗллевлӗ итлеме, илтнине хак пама, ас туса асӑмлама вӗренсе пыни;
- тӗрлӗ жанрлӑ хайлавсене лартнӑ задачӑсене кура ӑнланса вулама вӗренсе пыни;
- уйлас, сӑлтавлас, пӗтӗмлетес ӑслайсене харпӑрлама пуҫлани;
- харпӑр хӑй шухӑшӗсене ҫыхӑнуллӑ палӑртма, сӑлтавласа ҫи- рӗплетме вӗренсе пыни;
- ачасен ӑслас, хайлас пултарулӑхӗ амаланни.
Предметӑн пайрамлӑ результачӗсем:
- вулав ӑслайӗ ҫирӗпленни, вулав пахалӑхӗсем лайӑхланни, ҫыхӑнулӑхӗ тарӑнланни;
- вулав мелӗсене, тӗсӗсене вӗренсе пыни;
- текстпа ӗҫлеме, вӗсене тишкерме вӗренни;
- каланӑ тӑрӑх ҫырас пултарулӑхӗ амаланни;
- вулани, ӳкерчӗк тӑрӑх ыйтусене ҫырса хуравлама вӗренсе пыни;
- курни-илтни, ӳкерчӗк тӑрӑх, вуланӑ хайлавсен содержанине асӑмласа каласа пама вӗренсе пыни.
3. Чăваш чĕлхин тематика планӗ
№ п/п | Наименование разделов и тем | Количество часов | Виды деятельности | |||
1 | Шкула! | 1 | Учитель каланине итлеме хӑнӑхтарни ӳкерчӗкпе ӗҫлеме вӗрентни | |||
2 | Тӑван кил-йыш. Хутшӑну. Ача-пӑча вӑййисем. Вылямаллисем. ҫыхӑнуллӑ пуплев. | 1 | Калаçăва хутшӑнма хӑнӑхтарни, ҫырма вӗренме хатӗрлени | |||
3 | Шкул ачин кун йӗрки. Вӗрене хатӗрӗсем. Калу, ҫыру, ҫыхӑнуллӑ пуплев. | 1 | Темӑпа килӗшеллӗн калаҫма хӑнӑхтарни, кӗнекере, тетрадьре кирлӗ вырӑна тупни | |||
4 | Шкул ачин кун йӗрки. Пуплев. Текст, ҫыхӑнуллӑ пуплев. | 1 | Вӗреннӗ сӑмахсемпе тӗрӗс усӑ курма хӑ-нӑхтарни | |||
5 | Кӗрхи садра. Улма-ҫырла. Предложени. | 1 | Калавран предложени уйӑрма хӑнӑхтарни | |||
6 | Пахча. Пахча ҫимӗҫ. Сӑмах. | 1 | ӳкерчӗк тӑрӑх предложени тума хӑнӑхтарни. | |||
7 | «Ҫарӑк» юмах. Сыпӑк. Пусӑм. | 1 | Мӑшӑррӑн ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. | |||
8 | Таврари сасӑсем. | 1 | Шухӑшлава йӗркелесе пыни, пӗтӗмлетни | |||
9 | Килти выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк. Пуплеври сасӑсем. | 1 | Сӑмахри сасӑсене уйӑрса илме, уҫӑ(хупӑ) сасӑсене уйӑрма хӑнӑхтарни | |||
10 | Вӑрманти йывӑҫсем, тискер кайӑксем. Уҫӑ сасӑ. Хупӑ сасӑ. | 1 | Уҫӑ(хупӑ) сасӑсене уйӑрма хӑнӑхтарни | |||
11 | «Йӑва» юмах. | 1 | Сӑмаха сыпӑксем ҫине уйӑрма хӑнӑхтарни | |||
12 | Ялти ӗҫсем. Тырӑ вырни. Утарта. | 1 | Предложени схемине тума хӑнӑхтарасси | |||
13-14 | [а] сасӑ. А, а сас паллисем. | 2 | Сӑмахран кирлӗ сасса уйӑрса ипме хӑнӑхтарни. [а] сасса тӗрӗс калама вӗрентни | |||
15-16 | [у] сасӑ. У, у сас паллисем. | 2 | Ушкӑнпа ҫыхӑнуллӑ калав тума хӑнӑхтарни | |||
17 | [а], [у] сасӑсем. А, а, У, у сас паллисем. | 1 | Сасӑсене илтсе сӑмахсене уйӑрма хӑнӑхтарасси | |||
18-19 | [ӑ] сасӑ. Ӑ, ӑ сас паллисем. | 2 | Сӑмаха анализласа кирлӗ сасса уйӑрма, сюжетлӑ ӳкерчӗкпе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси | |||
20-21 | [н] сасӑ. Н, н сас паллисем. | 2 | Сасӑн уйрӑмлӑхӗсене асӑрхама хӑнӑхтарни. терӗ, тнтер сыпӑксемпе паллаштарни | |||
22-23 | [л] сасӑ. Л, л сас паллисем. | 2 | [л] сасса калас хӑнӑхӑва лайӑх латасси, сыпӑксене ҫырма, сас паллисен ҫыхӑнӑвне тума вӗентесси | |||
24-25 | [м] сасӑ. М, м сас паллисем. | 2 | Суйлавлӑ вулама терӗ, тентер сыпӑксене уйӑрма хӑнӑхтарасси. | |||
26-28 | [т] сасӑ. Т, т сас паллисем. | 2 | Сӑмахсенче тӗрӗс пусӑм тума, фишка диктанчӗ ҫырма хӑнӑхтарни | |||
29-31 | [п] сасӑ. П, п сас паллисем. | 2 | Сӑмаха анализласа кирлӗ сасса уйӑрма, сыпӑксенчен сӑмахсем тума хӑнӑхтарни | |||
32-34 | [ш] сасӑ. Ш, ш сас паллисем. | 2 | [ш] сасӑ. Ш, ш сас паллисемпе паллашни | |||
35-37 | [р] сасӑ. Р, р сас паллисем. | 2 | Рольпе вулама хӑнӑхтарасси. ачасен тавҫӑрулӑхне аталантарасси | |||
38-40 | [ы] сасӑ. Ы, ы сас паллисем. | 2 | [ы] сасса уйӑрма хӑнӑхтарни. Ы, ы сас паллисемпе паллаштарни | |||
41-43 | [в] сасӑ. В, в сас паллисем. | 2 | [в] сасӑ. В, в сас паллисемпе, хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ сӑмахемпе паллашарни | |||
44-46 | [х] сасӑ. Х, х сас паллисем. | 2 | [х] сасӑ. Х, х сас паллисемпе паллаштарни,сӑмахсне сы-пӑнтарса вулама хӑнӑхтарни уекерчӗке кирлӗ сӑмахпа ҫыхӑнтарма хӑнӑхтарни | |||
47-49 | [и] сасӑ. И, и сас паллисем. Хытӑ (ҫемҫе) сасӑсем, сыпӑксем, сӑмахсем. Хутӑш сӑмах. | 2 | [и] сасӑ. И, и сас паллисемпе паллашни, хытӑ(ҫемҫе) сасӑсене уйӑрма Хӑнӑхтарасси, сыпӑксене танлаштарса вулани | |||
50 | [э] сасӑ. е сас палли. | 1 | [э] сасӑ. е сас паллисемпе паллашни, ҫыхӑнуллӑ текста вулама хӑнӑхтарасси. | |||
51-52 | [э] сасӑ. Э, э сас палли. | 2 | [э] сасса ҫырура тӗрӗс палӑрт лӑртма хӑнӑхтарасси. | |||
53-55 | [ӗ] сасӑ. Е, ӗ сас паллисем. | 2 | [ӗ] сасӑ. Е, ӗ сас паллисемпе паллашни, пичетленӗ предложенисене ҫырса илме хӑнӑхтарасси | |||
56-58 | [с] сасă; С, с сас паллисем | 2 | [с] сасса уйăрасси, сасса калас хăнăхăва лайăхлатасси; С, с саспаллисемпе паллашасси | |||
59-61 | [к] [к΄] сасăсем; К,к сас паллисем | 2 | [к] сасса уйăрасси [к΄] сасса уйăрасси К, к саспаллисемпе паллашасси | |||
62-64 | [ӳ] сасă; Ӳ, ӳ сас паллисем | 2 | [ӳ] сасса уăйрасси, сасса калас хăнăхăва лайăхлатасси , Ӳ,ӳ саспаллисемпе паллашасси, сыпăксене танлаштарса вуласси | |||
65-67 | [Ç] сасă; Ç, ç сас паллисем | 2 | [ç] сасса уйăрасси Ç, ç саспаллисемпе паллашасси | |||
68-69 | [Ч] сасă; Ч,ч сас паллисем | 2 | Çĕнĕ сасса уăйрасси, сыпăк кассипе ĕçлесси Сыпăка тӳрех курма, пĕр сывлăшпа калама тăрăшасси | |||
70 | Ч, ч сас паллисем | 1 | Сыпăксенчен сăмахсем тăвасси, вĕсене пичетлесси, вуласси, сасă анализĕ | |||
71-73 | Çемçелĕх палли (ь) | 2 | ||||
74-76 | [Й] сасă; Й,й сас паллисем | 2 | [Й] сасса уăйрса илесси, Й,й саспаллисемпе паллашасси | |||
77 | [Йу]сыпăк, Ю,ю сас спаллисем | 1 | [Йу]сыпăкпа пĕр ю саспаллипе палăртма вĕренесси, сăмахсене анализласси, схемисене тăвасси | |||
78-80 | [Йу]сыпăк, Ю сас паллин иккĕмĕш пĕлтерĕш | 2 | Ю саспалли икĕ сасса [йу] палăртнине пĕтĕмлетесси, хупă саспалли хыççăн ю саспалли [у] пулса илтĕнет, хупă сасса çемçе хупă сасă каласа вуламалла, ню, лю | |||
81 | [Йа]сыпăк, Я,я сас паллисем | 1 | [Йа]сыпăкпа пĕр я сас паллипе палăртма вĕренесси, сăмахсене анализласси, схемисене тăвасси | |||
82-83 | Я, я сас паллисем | 2 | Сыханулла пуплеве аталантарасси | |||
84 | Я сас паллин иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ | 1 | Сыханулла пуплеве аталантарасси | |||
85 | Е,е сас паллисем [йэ] сыпăка пĕлтерни | 1 | Сыханулла пуплеве аталантарасси | |||
86 | «Маринепе Энтип» | 1 | Сăмахсен сасă анализсене тăвасси, е,э саспаллиллĕ сăмахсене танлаштарса вуласси | |||
87 | «Анне» сăвă | 1 | Схемăсем тăрăх предложенисем йĕркелеме вĕренесси, [йэ], [э]сасăллă сăмахсене уăйрса илме хăнăхасси | |||
88 | [о] сасă, О,о сас паллисем | 1 | [о]сасăпа, о саспаллипе паллашасси, о саспаллиллĕ сăмахсем вырăс чĕлхинчен килнĕ, вĕсене вырăс чĕлхинчи пекех вуламалла, çырмалла | |||
89-90 | О,о сас паллисем | 2 | Панă сыпăксем çумне тепĕр сыпăк е саспалли лартса сăмахсем тăвассиӗ | |||
91 | Ӑ (о) сас палли | 1 | Калаçăва тĕрĕс йĕркелеме вĕренесси, юлташа итлеме вĕренесси, хаклама вĕренесси | |||
92-93 | Кун ячӗсем (вулав хӑнӑхӗвӗсене ҫирӗплетесси). | 2 | Эрнери кун ячӗсемпе паллашасси | |||
94-95 | [б] [б΄] сасăсем, Б,б сас паллисем | 2 | [б] [б] сасăсене сӑмахра уйӑрма хӑнӑхтарасси | |||
96 | [б] [б΄] сасăсем, Б,б сас паллисем | 1 | Б тата п сас паллиллӗ сӑмахсене вуласа танлаштарасси, тӗрӗс ҫырасси | |||
97-98 | [г] [г΄] сасăсем, Г, г сас паллисем | [г] [г] сасăсене сӑмахра уйӑрма хӑнӑхтарасси | ||||
99-100 | [д] [д΄] сасăсем, Д, д сас паллисем | 2 | Гтата к сас паллиллӗ сӑмахсене вуласа танлаштарасси, тӗрӗс ҫырасси | |||
101-102 | [з], [з’] сасӑсем. З,з сас паллисем. | 2 | ҫӗнӗ [з], [з’] сасӑсене уйӑрасси, З,з сас паллисене ҫырас хӑнӑхусене ҫирӗплетесси | |||
103 | [ф], [ф’] сасӑсем. Ф,ф сас паллисем. | 1 | ҫӗнӗ [ф], [ф’] сасӑсене уйӑрасси, унӑн Ф,фсас паллийӗсемпе паллашасси. Позицилле вулав хӑнӑхӗвӗсене ҫирӗплетесси | |||
104-105 | Ф, ф сас паллисем. | 2 | Пичетленӗ предложенисене ал ҫырӑвне куҫарас хӑнӑхусене аталантарасси | |||
106 | [ж] сасӑ. Ж,ж сас паллисем. | 1 | Сасӑллӑ пуплев анализне, вӗреннӗ сас паллиллӗ сыпӑксене, сӑмахсене, текста, вулас хӑнӑхусене ҫирӗплетесси | |||
107 | Ж, ж сас паллисем. | 1 | Пичетленӗ предложенисене, ал ҫырӑвне куҫарас хӑнӑхусене аталантарасси. | |||
108 | [ц] сасӑ. Ц,ц сас паллисем. | 1 | Вӗреннӗ сас паллиллӗ сыпӑксене, сӑмахсене вуласси, калава вулас хӑнӑхусене ҫирӗплетесси | |||
109-110 | [щ] сасӑ. Щ,щ сас паллисем. | 2 | ҫӗнӗ сасса уйӑрасси, пӗчӗк щ сас паллине ҫырма вӗренесси. | |||
111-112 | Уйӑракан хытӑлӑх (Ъ) тата ҫемҫелӗх (Ь) паллисем | 2 | Уйӑракан хытӑлӑх (Ъ) тата ҫемҫелӗх (Ь) паллисемпе паллашасси. Ъ ҫырасси. | |||
113 | Ю.Петров «Кӗнеке эп», «Ҫулталӑк хушши», «Ҫулталӑк», К.Иванов «Ҫуркунне» сӑвӑ. | 1 | ҫулталӑкӑн вӑхӑчӗсемпе паллашасси, сӑвва палӑртуллӑ вулама вӗренесси. | |||
114 | «Талӑк», «Вӑхӑт», И.Ивник «Тул ҫутӑлать» сӑвӑ, Н.Шупуҫҫынни «Каҫ пулать» сӑвӑ. | 1 | Ачасен вулав, ҫыру, ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси, кунпа ҫӗр мӗншӗн ылмашнине ӑнлантарасси, | |||
115 | Юхма Мишши «Юратнӑ ҫӗршывӑмӑр», П.Егоров «Тӑван ялӑм», Н.Карай «Мучи пӗви». | 1 | Пичетлӗ текста ал ҫырӑвне куҫарас ӑсталӑха лайӑхлатасси. ҫыру гигиенине ҫирӗп уяма хӑнӑхтарасси | |||
116 | В.Сухомлинский «Карӑшпа каюра» юмах, И.Я.Яковлев букварӗнчен | 1 | В.А.Сухомлинский ӗҫӗ-хӗлӗпе, унӑн юмахӗпе паллашасси. Пичетлӗ текста ал ҫырӑвне куҫарас ӑсталӑха лайӑхлатасси. | |||
117 | Чӑваш халӑх сӑвӑҫи, К.Иванов «Сентти» сӑвӑ, «Чӗкеҫ» сӑвӑ. | 1 | Сӑвва палӑртуллӑ вулама, пӑхмасӑр калама вӗренесси. Пичетлӗ текста ал ҫырӑвне куҫарас ӑсталӑха лайӑхлатасси. | |||
118 | Юхма Мишши «Виҫҫӗмӗш космонавт-летчик», «Ҫӗнтеру кунӗ».. | 1 | Хамӑр ентешпе А.Г.Николаев – космос патерӗпе паллашасси. ҫыру хӑнӑхӑвне аталантарасси | |||
119 | «Пӗртӑван паттӑрсем» калав, Г.Мальцев «Тав туни», «Улмуҫҫи», | 1 | Хамӑр ентеш-вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе паллашасси. Ачасен вулав, ҫыру, ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси. | |||
120 | «Арӑслан, упа тата тилӗ», В.Сухомлинский «Пӗрремӗш пан улми» калав. | 1 | Ачасен вулав, ҫыру, ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси. | |||
121 | П. Ҫӑлкуҫ «Хама ҫеҫ, тен, хӑналас» сӑвӑ, В.Сутеев ҫырнинчен «Пан улми». | 1 | Ачасене черетпе вулама хӑнӑхтарасси, калаҫӑва тӗрӗс йӗркелеме вӗрентесси | |||
122 | Е.Пермяк «Хӑйсемех» калав, П.Хусанкай «Натали кӗпе тӗрлет» сӑвӑ | Вуланӑ текст тӑрӑх ачасене хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама вӗренесси. . Ачасен вулав, ҫыру, ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси. | ||||
123 | Ю.Силэм «Килнӗ чухне илӗпӗр», П.Эйзин «Сӑпка юрри», «Сехет». | 1 | Вуланӑ текст тӑрӑх ачасене хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама вӗрентесси. | |||
124 | Петӗр Яккусен «Кумалякпа туслашни», А.Ыхра «Ырпи». | Ача-пӑча сӑмахлӑхӗпе малалла паллашасси. Ачасен вулав-ҫыру ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси. | ||||
125 | К.Сергиенко ҫырнинчен «Килсӗрскерсем», М.Сакмаров «Улине тӗлӗнет», В.Эткел «Сывлӑм шывӗ», | 1 | Вуланӑ текст тӑрӑх ачасене хӑйсен шухӑшӗсене каласа пама вӗренесси. | |||
126 | В.Ямаш «Ӑшӑ ҫумӑр», В.Сухомлинский «Мӑр-мӑр кушак мӗнрен тӗлӗннӗ», Хв.Уяр «Пурӑш». | 1 | Юмахсемпе малалла паллашасси, унӑн тӗп шухӑшне палӑртасси. | |||
127 | Промежуточная аттестация | 1 | Аттестации ĕçĕсене пурнăçласси | |||
128 | А.Ахметкужин «Улашка», Н.Шелепи «Упа»,Н.Карай «Арҫури». | 1 | Ачасене рольпе вулама, ыйтусем ҫине хуравлама вӗрентесси. ҫыру ӗҫне аталантарасси | |||
129 | Х.К.Андерсен ҫырнинчен «Асамлӑ тепем», Г.Луч «Ай, пакша!» | 1 | Ача-пӑча сӑмахлӑхӗпе малалла паллашасси. Ачасен вулав-ҫыру ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси. | |||
130 | Халӑх сӑмахлӑхӗнчен. «Ҫӗвӗҫ», «Ӑслӑ» ывӑл» пӑлхар халӑх юмахӗ. | 1 | Ача-пӑча сӑмахлӑхӗпе малалла паллашасси. Ачасен вулав-ҫыру ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӗвӗсене аталантарасси. Ачасене текстпа ӗҫлеме вӗрентесси, ачасен ӗҫлес туртӑмне аталантарасси. | |||
131 | «Кушак аҫипе ҫерҫи» юмах, «Хресченпе упа» юмах, «Икӗ шапа» юмах, Тӗрӗслев урокӗ. | 1 | Юмахсемпе малалла паллашасси, унӑн тӗп шухӑшне палӑртасси. Ачасен вулав-ҫыру ҫыхӑнуллӑ пуплев хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси. | |||
132 | «Сывӑ пул, пӗрремӗш кӗнекемӗр!» Урок-уяв. | 1 | Вӗреннине пӗтӗмлетесси. Пӗле ҫӗр-шывне ҫул уҫса панӑ пӗрремӗш туспа сыв пуллашасси. |
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Рабочая программа по чувашскому языку. Игнатьева. 3 класс
Рабочая программа по чувашскому языку для 3 класса составлена на основе государственного стандарта по чувашскому языку для русской школы и авторской программы по чувашскому языку для 1-4 классов русск...
рабочая программа по чувашскому языку. 3 класс с ууд
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение«Чепкас-Никольская основная общеобразовательная школа» Рассмотрена и согласованана заседании МО уч...
рабочая программа по чувашскому языку ФГОС 3 класс
Программа по чувашскому языку предназначена для учителей начальных классов по чувашскому языку. Полное описание по восьми разделам, тематическое планирование...
рабочая программа по чувашскому языку 3 класс
рабочая программа по чувашскому языку Т.В.Артемьева,А.Р.Кульева...
Рабочая программа по чувашскому языку, 3 класс
Рабочая программа по чувашскому языку для 3 класса разработана с учетом примерной авторской программы по чувашскому языку для 1-4 классов русскоязычных школ Г.В. Абрамовой, Н.Н.Черновой, В.В. Ли...