Урок теми: Мишшан ачалăхри юратăвĕ.(Çеçпĕл Мишши çинчен)Презентация
презентация к уроку по иностранному языку
Урок тĕллевĕсем:
1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси.
(Давыдов –Анатри çырса илнĕ»Кăвар чĕре кĕнекерен).
2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси.
3.Ачасене Çеçпĕл юратнă юррисемпе паллаштарасси .
«Мĕн сас лайăх»юрăна юрлама вĕрентесси.
4.Çеçпĕлĕн «Çăлтăр» журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине пăхмасăр калама вĕрентесси:. «Звонок»ятлă сăвă.
5.Çеçпĕл Мишшин паха енĕсене палăртса тухасси: ĕçлеме, тĕрлеме, ÿкерме, выляма, юмах итлеме,сăвă çырма; Украинăлла, чăвашла, вырăсла юрлама;йывăç лартма юратнине ачасем патне çитересси;
6.Мишшан ачалăхĕ йывăр пулнине, çитмен пурнăçпа,выçăллă-тутăллă пурăннине ăнлантарса парасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
prezentatsiyamishsha_sinchen_kalasa_pani.pptx | 1.83 МБ |
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
Урок тĕллевĕсем : 1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси . (Давыдов – Анатри çырса илнĕ » Кăвар чĕре кĕнекерен ). 2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси . 3.Ачасене Çеçпĕл юратнă юррисемпе паллаштарасси . « Мĕн сас лайăх » юрăна юрлама вĕрентесси . 4.Çеçпĕлĕн « Çăлтăр » журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине пăхмасăр калама вĕрентесси :. «Звонок» ятлă сăвă . 5.Çеçпĕл Мишшин паха енĕсене палăртса тухасси : ĕçлеме , тĕрлеме , ÿкерме , выляма , юмах итлеме,сăвă çырма ; Украинăлла , чăвашла , вырăсла юрлама;йывăç лартма юратнине ачасем патне çитересси ; 6.Мишшан ачалăхĕ йывăр пулнине , çитмен пурнăçпа,выçăллă-тутăллă пурăннине ăнлантарса парасси .
Нимене Нимене ! Нимене ! Ян янранă ир-ир . Пулăшса пĕр - пĕрне Йÿнĕçтернĕ эпир .
Кам вăл Çеçпĕл Мишши ?
Михаил Кузьмич Кузьмин ( Çеспĕл Мишши ) 1899-1922 çулсенче пурăннă . Хуса кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесне кĕнĕ Касаккасси Шĕкĕр ( халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ ) ялĕнче çуралнă .
Çĕнĕ сăмахсем ниме - ĕç -работа кăвакал-утка , сăрнай - волынка (музыкальный инструмент) ака-суха - пашня автан-петух шăрантара парать - звонко поёт çирĕп кăмăллă - крепкая душа.
Агафия Николаевнăпа Çеçпĕл Мишши амăшĕпе пĕрле
Çеçпĕл Мишши амăшĕ каласа пани Мишша тăхăр уйăхрах утма тытăнчĕ,çулталăк тултарсан калаçма вĕренчĕ . Мишшăна 5 çултах хамăрпа пĕрле тырă вырма (жать) илсе каяттăмăр.Кĕске ыраша тăпăлтара - тăпăлтара вăл ман кĕлте (сноп) çине хуратчĕ . Пĕррехинче çапла Мишша тем ăшне кĕрсе ларнă та: кăт - кăтик , кăт-катик ! тесе хăлаçланать . (руками машет). Эпир кулса пăхса тăратпăр . Мĕн тăватăн эс унта?- тетпĕр . - Çăмарта тăватăп ,- тет Мишша
Мишша ĕçлеме юратнă . Тата тепрехинче , çав çулах,пĕр кĕрхи кун, ир пуçласа каçчен пахчара хăмла татрăмăр . Пирĕнпе пĕрлех Мишша та çине тăрса хăмла татать . - Мишша , ĕçле - ĕçле ывăнтăн пулĕ , ларса кан ,- тетĕп çакна шеллесе . - Çук , канмастăп , часрах татса пĕтересчĕ ,- тет Мишша . Эпир пĕчĕк ача çапла калаçнинчен пурте тĕлĕнтĕмĕр .)
Мишша юрлама юратнă Пĕррехинче хур чĕпписене çерем çине хăваласа кайрăмăр . Манпа пĕрле пилĕк çулхи Мишша та пычĕ . Хĕвел хĕртет . Шăрăх . Мишша питех те савăнăçлă : вырăнта тăма та пĕлместь,хурсем хушшине кĕре - кĕре тухать . Эпĕ вăхăт ирттĕр тесе , юрă ĕнĕрсе ларатăп.Мишша ман пата пычĕ те, кĕтмен çĕртен юрă пуçларĕ : « Шыв хĕрринчи кăвакал , кăвакал , Сана хуçа виçĕ пуспа сутас , тет . Сăрнай илсе калас , тет .» Вăл вара çав юрра хăйсем шыва кĕме çÿренĕ чух юрлани çинчен каласа пачĕ . Украина юрри - чăвашла куçарнă : «Иди, иди, селезню,до домуПродам тебе дедове старому За три копье селезня продала, А на копу дударика найняла .
Хăнара юрăсем юрлама юратнă « Уя тухсан мĕн сас лайăх ? Ака - суха сасси лайăх . Яла кĕрсен мĕн сас лайăх ? Автан сасси - çавă лайăх …»
Мишша кĕнекесем,сăвăсем вулама юратнă « Мишша шкула каиччен ашшĕнчен вулама вĕренчĕ.Çул хыççăн çул иртрĕ , Мишша шкула çÿреме пуçларĕ.Кĕнеке вулама юрататчĕ , хавхалансах сăвăсем вулатчĕ .
Перремĕш сăвви « Звонок» Мишша Шăхасанта вĕреннĕ чухне , « Çăлтăр » журнал кăларса тăнă . Çавăнта унăн сăввисем çырăннă . Пĕрремĕш сăвви «Звонок» ятлăччĕ «Трелью золотою Маленький звонок. Утренней порою Зовёт нас на урок».
Мишша тĕрлеме юратнă « Мишша тĕрĕллĕ кĕпе питĕ тăхăнасшăнччĕ,анчах та манăн тĕрлесе ларма вăхăт çукччĕ . « Кăмăлу пулсан – хăвна тĕрлеме (вышивать) вĕрентĕп »,- терĕм пĕррехинче . Мишша вара тимлĕн пăхса ларса тĕрлеме вĕренчĕ . Çимĕк вăййине вара хăй тĕрленĕ кĕпепе тухрĕ .».
Мишша çутçанталăка юратнă « Мишша çутçанталăка юратакан ачаччĕ . Çулсерен вăл урама йывăçсем лартма тăрăшатчĕ , ытларах хурăн ( берёзу) лартатччĕ ».
Мишша лашасене , ĕне , сурăхсене пăхнă
Мишша амăшне мĕн пĕчĕкрен пулăшнă
Нумай - нумай сăвăсем çырнă Çапла вара , ачасем , сирĕн ачалăхри самантсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Мишша . Сирĕн пекех чупнă , вылянă , сăвăсем каланă , кĕнеке вуланă , тĕрленĕ . Анчах та унăн турă (бог) паракан талант пулнă . Вăл ÿкерме,тата сăвă çырма юратнă . Нумай_нумай сăвăсем çырнă : слайд: « Сăвăсем » (1928, 1940), « Хурçă шанчăк »(1948), « Çырнисен пуххи »(1959, 1989, 1999) « Поэзи чечекĕ »(2002). Тĕнчери чи чаплă поэтсенчен пĕри пулса тăнă . Паллă чăваш поэтне халăх манмасть , ун ячĕпе асăну каçĕсем , куравсем йĕркелеть .
Киле ĕç : Çеçпĕлĕн « Çăлтăр » журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине «Звонок» пăхмасăр калама вĕренсе килмелле .
Урок вĕçĕ Тавтапуç . Сывă пулăр !
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок литературного чтения во 2м классе, для детей с ЗПР. Тема урока: Тема: «Эмма Эфроимовна Мошковская «Решительное решение», «Сказка про Твердый и мягкий знаки»
Разработка урока предназначена для проведения урока литературного чтения в начальной школе по программе "Школа России" 2 класс, в т.ч. для детей с ЗПР. Данную работу могут использовать педагоги, студе...
Доклад на тему: Авам, ачам база мен - номчуттунар ог-буле бис.
Данный доклад будет интересен для классных руководителей, родителей. Целью доклада является развитие интереса родителей к чтению....
Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД) Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на уроках Тема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и сохранении здоровья учащихся
Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД)Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на урокахТема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и ...
КОНСПЕКТ урока Изобразительное искусство Чудо-радуга (первый урок темы) Тема Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги.
КОНСПЕКТ урокаИзобразительное искусствоЧудо-радуга (первый урок темы)Тема: Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги....
Урок теми: Мишшан ачалăхри юратăвĕ.
Урок тĕллевĕсем:1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси.(Давыдов –Анатри çырса илнĕ»Кăвар чĕре кĕнекерен).2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси.3.Ачасене Çеçпĕл юратн...
Технологическая карта урока литературного чтения. Тема урока: Тема урока: В. Осеева. «Сыновья». 2 класс
Образовательная система: ________Школа 21 век_______________________________Класс: _2__ Дата проведения урока: _____Предмет:__Литературное чт...
Технологическая карта урока технологии УМК «Школа России», 2 класс. Тема урока Тема урока: «Строчка прямых стежков»
Цель урока: формирование у обучающихся знаний о видах швов; умений изготовления закладки для книги, в технике вышивка, строчка прямых стежков с зигзагом.Задачи урокаПланируемые результатыДидактич...