Урок теми: Мишшан ачалăхри юратăвĕ.
методическая разработка по иностранному языку

Михуткина Роза Васильевна

Урок тĕллевĕсем:

1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси.

(Давыдов –Анатри çырса илнĕ»Кăвар чĕре кĕнекерен).

2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси.

3.Ачасене Çеçпĕл юратнă юррисемпе паллаштарасси .

«Мĕн сас  лайăх»юрăна юрлама вĕрентесси.

4.Çеçпĕлĕн «Çăлтăр» журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине пăхмасăр калама вĕрентесси:. «Звонок»ятлă сăвă.

5.Çеçпĕл Мишшин паха енĕсене палăртса тухасси: ĕçлеме, тĕрлеме, ÿкерме, выляма, юмах итлеме,сăвă çырма; Украинăлла, чăвашла, вырăсла юрлама;йывăç лартма юратнине   ачасем патне çитересси;

 6.Мишшан  ачалăхĕ йывăр пулнине, çитмен пурнăçпа,выçăллă-тутăллă пурăннине ăнлантарса парасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл urok_temi_mishsha_sinchen_kalasa_pani.docx136.05 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Мишшан ачалăхри юратăвĕ.

Урок тĕллевĕсем:

1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси.

(Давыдов –Анатри çырса илнĕ»Кăвар чĕре кĕнекерен).

2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси.

3.Ачасене Çеçпĕл юратнă юррисемпе паллаштарасси .

«Мĕн сас  лайăх»юрăна юрлама вĕрентесси.

4.Çеçпĕлĕн «Çăлтăр» журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине пăхмасăр калама вĕрентесси:. «Звонок»ятлă сăвă.

5.Çеçпĕл Мишшин паха енĕсене палăртса тухасси: ĕçлеме, тĕрлеме, ÿкерме, выляма, юмах итлеме,сăвă çырма; Украинăлла, чăвашла, вырăсла юрлама;йывăç лартма юратнине   ачасем патне çитересси;

 6.Мишшан  ачалăхĕ йывăр пулнине, çитмен пурнăçпа,выçăллă-тутăллă пурăннине ăнлантарса парасси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем:

1)Доска çинче: Çеçпĕл Мишшин (Мишан-ача чухнехи  )сăн ÿкерчĕкĕ, амăшĕн-Агафия Николаевнăн, портречĕсем;

2)Çеçпĕл кăларнă «Çăлтăр» журнал.

Çеспĕл М. кĕнекисем: «Сăвăсем» (1928, 1940),  «Хурçă шанчăк»(1948), «Çырнисен пуххи»(1959, 1989, 1999) «Поэзи чечекĕ»(2002)

3)Компьютер,экран, презентации слайчĕсем:

1мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин сăн ÿкерчĕкĕ.Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеспĕл Мишши) 1899-1922 çулсенче пурăннă.Хуса кĕпĕрнинÇĕрпÿ уесне кĕнĕ Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Канаш районĕнчиÇеçпĕл ялĕ)ялĕнче çуралнă.

2-мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин амăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Унăн амăшĕ, А.Н. Николаева , юрă- сăвă нумай пĕлнĕ. Мишша та амăшĕпе пĕрле юрлама юратнă.Уйрăмах кĕнеке  вулама килĕштернĕ .

3-мĕш слайд:Çеçпĕл Мишшин ача чухнехи сăн укерчĕкĕ. Мишша пуçламăш шкулта , 1914-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ.

4-мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин малтанхи «Звонок» ятлă сăвви шкулта «Звездочка» журналта пичетленнĕ.

5- мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин кĕнекисем: «Сăвăсем» (1928, 1940),  «Хурçă шанчăк»(1948), «Çырнисен пуххи»(1959, 1989, 1999) «Поэзи чечекĕ»(2002)

4)Юрăсен сăмахĕсем

1.Украинă  юррине - чăвашла куçарнă:

Иди, иди, селезню, до дому

Продам тебе дедове старому

За три  копье  селезня продала,

А на копу дударика найняла.

 Шыв хĕрринчи кăвакал, кăвакал.

Сана хуçа виçĕ пуспа сутас, тет,

Сăрнай илсе калас , тет.

3. Чăвашла (амăшĕпе  пĕрле хăнара юрлать)

Уя тухсан мĕн сас лайах?

 Ака- суха сасси лайăх.

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?

Автан сасси-çавă лайăх…

4. Сăвă: «Звонок»(малтанхи сăввисене вырăсла çырнă)

Трелью золотою

Маленький звонок.

Утренней порою

Зовёт нас на урок.

 Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем: ниме, кăвакал, сăрнай ( сăрнай ÿкерчĕкĕ),ака-суха, автан, шăрантара парать, çирĕп кăмăллă.

Урок юхăмĕ.

I.Урока йĕркелесси.

Сывлăх сунни.

Вĕрентекен: Ырă кун пултăр ачасем!.

Вĕрентекен: Ачасем, сирĕн умăрта «Ниме» ятлă юрă янăрарĕ.. Ниме вăл- ĕç.  Чăн- чăн пысăк пĕлтерĕшлĕ: пĕр- пĕрне пулăшнине; пурте пĕрле,  йышпа пуçтарăнса ĕçленине калаççĕ. Вырăсла- помочи. (вĕрентекен ачасене мĕн çинчен ку юрă, ăнлантарса парать)

Вĕрентекен: Пĕр пайне вуласа пăхар- ха:

                         Нимене! Нимене!

                        Ян янранă ир-ир.

                        Пулăшса пĕр- пĕрне

                        Йÿнеçтернĕ эпир.

 -Ку юрăна Çеçпĕл Мишши  юратнă.

-Апла пулсан , кам çинчен  калаçăпăр эпир паян урокра.

Ачасем: Çеçпĕл Мишши çинчен.

II..Малтан вĕреннине аса илни.

Вĕрентекен:  Аса илер-ха иртнĕ урокра мĕн вĕреннĕччĕ.

Ачасем:Çеçпĕл Мишши çинчен.  

Вĕрентекен: Кам вăл Çеçпĕл Мишши?

Ачасем: Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин)- чăваш сăвăçи.

(вĕрентекен слайд кăтартать)

 1мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин сăн ÿкерчĕкĕ. Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеспĕл Мишши) 1899-1922 çулсенче пурăннă. Хуса кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесне кĕнĕ Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ) ялĕнче çуралнă.

III. Çĕнĕ материалпа ĕçлени.  

Çĕнĕ самахсемпе ĕçлесси:

Вĕрентекен: Малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашар:

 ниме вăл- ĕç, халăхпа пĕрле пуçтарăнса ĕçленине калаççĕ (работать вместе дружно, помочь человеку)

кăвакал-утка,

сăрнай ( сăрнай ÿкерчĕкĕ)-волынка (музыкальный  инструмент) ,

ака-суха- пашня,

автан-петух ,

шăрантара парать- звонко поёт,

çирĕп кăмăллă- добрая душа.

Çак сăмахсемпе эсир паян урокра тĕл пулатăр.

Вĕрентекен: Ачасем, эпир сирĕнпе Çеçпĕл кунĕсенче Михаил Кузьмич Кузьмин, Çеçпĕл Мишши çинчен нумай калаçрăмăр,анчах та ун ачалăхне тĕплĕн тишкерсех тухаймарăмăр. Паян эпир сирĕнпе унăн амăшĕ Агафия Николаевна каласа панине итлĕпĕр.

(2-мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин амăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ. Унăн амăшĕ, А.Н. Николаева , юрă- сăвă нумай пĕлнĕ.

1.Мишша тăхăр уйăхрах утма тытăнчĕ,çулталăк тултарсан калаçма вĕренчĕ. Мишшăна 5 çултах хамăрпа пĕрлетырă вырма (жать)илсе каяттăмăр.Кĕске ыраша тăпăлтара- тăпăлтара вăл ман кĕлте(сноп)çине хуратчĕ. Пĕррехинче çапла Мишша тем ăшне кĕрсе ларнă та: кăт- кăтик, кăт-катик! тесе хăлаçланать. (руками машет). Эпир кулса пăхса тăратпăр. Мĕн тăватăн эс унта?- тетпĕр.

-Çăмарта тăватăп,- тет Мишша.

2. Тата тепрехинче , çав  çулах,пĕр кĕрхи кун, ир пуçласа каçчен пахчара хăмла татрăмăр. Пирĕнпе пĕрлех Миша та çине тăрса хăмла татать.

-Мишша, ĕçле- ĕçле ывăнтан пулĕ, ларса кан,- тетĕп çакна шеллесе.

-Çук ,канмастăп, часрах татса пĕтересчĕ,- тет Мишша. Эпир пĕчĕк ача çапла калаçнинчен пурте тĕлĕнтĕмĕр.)

Вĕрентекен: Çапла вара, ачасем, Мишша  мĕн тума юратнă?

Ачасем:  Ĕçлеме, выляма юратнă.

Верентекен: Çакна çырсах хурар-ха.( учитель доска  çине çырать:

Мишша ĕçлеме,выляма,

Вĕрентекен.Тата малалла итлер-ха Мишшан амăшне…

3.Пĕррехинче хур чĕпписене çерем çине хăваласа кайрăмăр. Манпа пĕрле пилĕк çулхи Мишша та пычĕ. Хĕвел хĕртет. Шăрăх. Мишша питех те савăнăçлă: вырăнта тăма та пĕлместь,хурсем хушшине кĕре- кĕре тухать. Эпĕ вăхăт ирттĕр тесе , юрă  ĕнĕрсе ларатăп.Мишша ман пата пычĕ те, кĕтмен çĕртен юрă пуçларĕ:

«Шыв хĕрринчи кăвакал, кăвакал,

Сана хуçа виçĕ пуспа сутас, тет.

Сăрнай илсе калас , тет.»

Вăл вара çав юрра хăйсем шыва кĕме çÿренĕ чух юрлани çинчен каласа пачĕ. Украина юрри- чăвашла куçарнă:

«Иди, иди, селезню,до домуПродам тебе дедове старому

За три копье селезня продала,

А на копу дударика найняла.

 Вĕрентекен: Ачасем, Мишша тата мĕн тума юратнă?

Ачасем:  Юрă юрлама юратнă.

Верентекен:Çакна та çырса хурăпăр(учитель доска çине çырать:).

Ачасем, Мишша тата та нумай хăна юррисем юрланă.

Акă пĕр юррине итлесе пăхар –ха, çак юрра амăшĕпе пĕрле хăнара юрлать:

« Уя тухсан мĕн сас лайăх?

 Ака- суха сасси лайăх.

Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?

Автан сасси- çавă лайăх…»        

( вĕрентекен мĕн çинчен юрланине ачасене ăнлантарса , вырăсла куçарса парать)

(ачасем юрă итлесçĕ, кайран пĕрле юрлаççĕ

-Айтар –ха ачасем, эпир те юрлама вĕренер ку юрра.(грамзапись: çырса илнĕ юра янăрать)( ачасем учительпе юрлама веренеççĕ)

Вĕрентекен: Малалла итлер-ха Мишшан амăшне….

«Мишша шкула каиччен ашшĕнчен вулама вĕренчĕ.Çул хыçсăн çул иртрĕ, Мишша шкула çÿреме пуçларĕ.Кĕнеке вулама  юрататчĕ, хавхалансах сăвăсем вулатчĕ. 

(3-мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин ача чухнехи сăн укерчĕкĕ. Мишша пуçламăш шкулта , 1914-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ.)

Мишша Шăхазанта вĕреннĕ чухне , «Çăлтăр» журнал кăларса тăнă. Çавăнта унăн сăввисем çырăннă. Пĕрремĕш сăвви «Звонок» ятлăччĕ.(учитель слайд çинчи  журналпа паллаштарать).

 4-мĕш слайд: Çеçпĕл Мишшин малтанхи «Звонок» ятлă сăвви шкулта «Звездочка» журналта пичетленнĕ.

Вуласа пăхар-ха ăна ачасем (слайд):

«Трелью золотою

Маленький звонок.

Утренней порою

Зовёт нас на урок».

Вĕрентекен:-Ачасем , Мишша тата мĕн тума юратнă?

Ачасем: Сăвă çырма тата вулама юратнă.

(верентекен доска çине сырса хурать….)

Вĕрентекен : Тата малалла итлер-ха…

«Мишша тĕрĕллĕ кĕпе питĕ тăхăнасшăнччĕ,анчах та манăн тĕрлесе ларма вăхăт çукччĕ. «Кăмăлу пулсан – хăвна тĕрлеме (вышивать)вĕрентĕп»,- терĕм пĕррехинче. Мишша вара тимлĕн пăхса ларса тĕрлеме вĕренчĕ. Çимĕк вăййине вара  хăй тĕрленĕ кĕпепе тухрĕ.».

Вĕрентекен:- Ачасем, тата мĕн тума пĕлнине çырса хумалла пирĕн?

Ачасем: Тĕрлеме.

«Мишша çутçанталăка юратакан ачаччĕ. Çулсерен вăл урама йывăçсем лартма тăрăшатчĕ, ытларах хурăн  ( берёзу) лартатччĕ».

Ачасем: йывăçсем лартма.

II. Тетрадьпе ĕçлесси.

Вĕрентекен: Халĕ ,ачасем, Мишша ача чухне мĕн тума юратнине çырса хурăпăр.(ачасем  доска çинчен Мишша ача чухне мĕн тума юратнине тетрадьсем çине сырса илеççĕ)

III. Пĕтĕмлетÿ.

Вĕрентекен : Ачасем, кам çинчен калаçрăмăр  эпир паян урокра? Вăл мĕнле çын?

Ачасем: Вăл ĕçчен, сăпайлă, ăслă пулнине, тăван халăха юратнине куртăмăр.

Вĕрентекен: Çеçпĕл Мишши пысăклансан , ÿссе çитсен те çак паллăсене пăрахман. Çирĕп кăмăллă пулнă.

Ыйтусем çине ответлесси:

  1. Мишша  мĕн тума юратнă?
  2. Эсĕ хăш саманта лайăх астуса юлтăн?
  3. Эсĕ мĕн  тума юрататăн?

Вĕрентекен: Çапла вара ,ачасем, сирĕн ачалăхри самантсенчен  нимĕнпе те уйрăлса тăмасть Мишша. Сирĕн пекех чупнă ,вылянă, сăвăсем каланă, кĕнеке вуланă, тĕрленĕ. Анчах та унăн турă (бог) паракан талант пулнă. Вăл ÿкерме,тата сăвă çырма юратнă. Нумай,_нумай сăвăсем çырнă: слайд: «Сăвăсем» (1928, 1940),  «Хурçă шанчăк»(1948), «Çырнисен пуххи»(1959, 1989, 1999) «Поэзи чечекĕ»(2002). Тĕнчери  чи чаплă поэтсенчен пĕри пулса тăнă. Паллă  чăваш поэтне халăх манмасть, ун ячĕпе асăну каçĕсем, куравсем йĕркелеть.

Малаллахи пурнăç çинчен эпир сирĕнпе  татах калаçăпăр.

Урокра паян пурте лайăх ĕçлерĕр. Маттурсем.

Вĕрентекен: Эсир пурте Çеспĕл ачисем, урăхла каласан- Çеçпĕл çеçкисем. Ачасем, эсир пĕлетĕр, Мишша çĕмĕрт айĕнче  çÿреме юратнă.

Халĕ пурте карталанса « Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрра юрлатпăр.( ачасем вĕрентекенпе пĕрле юрă юрлаççĕ) 

V.Киле ĕç пани: Çеçпĕлĕн «Çăлтăр» журналта пичетленсе тухнă пĕрремĕш сăввине«Звонок» пăхмасăр калама вĕренсе килмелле .

Урок вĕçленчĕ. Тавтапуç. Тухма юрать.

C:\Users\Администратор\Desktop\4 класс в чувашских костюмах и мы в хормалах тройца 2018 год\IMG_20180321_105332.jpg


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок литературного чтения во 2м классе, для детей с ЗПР. Тема урока: Тема: «Эмма Эфроимовна Мошковская «Решительное решение», «Сказка про Твердый и мягкий знаки»

Разработка урока предназначена для проведения урока литературного чтения в начальной школе по программе "Школа России" 2 класс, в т.ч. для детей с ЗПР. Данную работу могут использовать педагоги, студе...

Доклад на тему: Авам, ачам база мен - номчуттунар ог-буле бис.

Данный доклад будет интересен для классных руководителей, родителей. Целью доклада является развитие интереса родителей к чтению....

Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД) Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на уроках Тема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и сохранении здоровья учащихся

Тема: Формирование универсальных учебных действий (УУД)Тема: Характеристика типовых задач по формированию универсальных учебных действий на урокахТема: Здоровьесберегающие технологии в профилактике и ...

КОНСПЕКТ урока Изобразительное искусство Чудо-радуга (первый урок темы) Тема Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги.

КОНСПЕКТ урокаИзобразительное искусствоЧудо-радуга (первый урок темы)Тема: Понятие о цвете. Изучение порядка цветов радуги....

Урок теми: Мишшан ачалăхри юратăвĕ.(Çеçпĕл Мишши çинчен)Презентация

Урок тĕллевĕсем:1.Ывăлĕ çинчен Çеçпĕл амăшĕ каласа панине ачасем патне çитересси.(Давыдов –Анатри çырса илнĕ»Кăвар чĕре кĕнекерен).2.Ăнланнине вырăсла каласа парасси.3.Ачасене Çеçпĕл юратн...

Технологическая карта урока литературного чтения. Тема урока: Тема урока: В. Осеева. «Сыновья». 2 класс

Образовательная система: ________Школа 21 век_______________________________Класс:   _2__        Дата проведения урока: _____Предмет:__Литературное чт...

Технологическая карта урока технологии УМК «Школа России», 2 класс. Тема урока Тема урока: «Строчка прямых стежков»

Цель урока: формирование у обучающихся знаний о видах швов; умений изготовления закладки для книги, в технике вышивка, строчка прямых стежков с зигзагом.Задачи урокаПланируемые результатыДидактич...