«Туслӑхра – вӑй» класс тулашӗнчи ӗҫ
план-конспект занятия (5 класс) на тему

Иванова Нина Петровна

Материал для проведения классного часа в5 классе в условиях ФГОС

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл klass_tulashienchi_ies_tuslahra_vay.docx70.66 КБ

Предварительный просмотр:

Класс тулашӗнчи ӗҫ.

5-мӗш класра вӗренекенсем валли

Тема: Туслӑхра –вӑй!

      (   Туслӑх ҫинчен юрӑ янӑрать, ачасем ҫавра сӗтел тавра ларса вырнаҫаҫҫӗ)

Учитель: Ырӑ кун пултӑр, ачасем, курма килнӗ хӑнасем! Айтӑр-ха ӗҫе пуҫличчен пурте пӗр-пӗрне хирӗҫ пӑхса йӑл кулар, алӑ парар, алӑ ҫупса пӗр-пӗрне саламлар, пӗр-пӗринпе паллашар. Пурте ҫавракана тӑратпӑр, мечӗке алла тытнӑ май кашниех хӑйпе паллаштарать. Тӗслӗхрен:  «Эпӗ Ваня ятла, 12 ҫулта, Кӗҫӗн Кипек ялӗнче пурӑнатӑп, 5-мӗш класра вӗренетӗп». (Малтан учитель хайӗнпе паллаштарать, унтан ачасем кӗскен хӑйсемпе паллаштараҫҫӗ, ҫавра сӗтел тавра вырнаҫса лараҫҫӗ)

Учитель: Ачасем, сирӗн кӑмӑл мӗнлерех-ши паян.? Хӑвӑрӑн кӑмӑл мӗнле пулнине смайликсене кӑтартса палӑртӑр-ха. (ачасем смайликсене ҫӗклеҫҫӗ, ҫавӑн пекех учитель те)

http://moi-raskraski.ru/images/raskraski/raznie/smail/raskraski-smail-6.jpgе http://detskie-raskraski.ru/sites/default/files/raskraski_smailiki9.jpg

 Учитель: Ачасем, эпӗ сире пӗр юмах каласа парасшӑн. Тимлӗ итлӗр. Пӗр ялта ҫӗр ҫулалла ҫывхаракан ҫын пулнӑ. Хӑйӗн патне вилӗм ҫывхарнине сиснӗ ҫав ватӑ. Вара вӑл ывӑлӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса ларма ыйтнӑ. Вӗсене пӗр шӑпӑр илсе килме хушнӑ. Лешсем ашшӗ ыйтнине пурнӑҫланӑ. Ватӑ ҫын ывӑлӗсене ҫак шӑпӑра варринчен тытса хуҫма хушнӑ. Лешсем асапланнӑ-асапланнӑ, анчах та шӑпӑра варринчен хуҫма пултарайман. Вӑй питти арҫынсем тӗлӗннӗ. Мӗнле-ха ҫак шӑпӑра та ҫӗнтереймеҫҫӗ вара вӗсем. Ашшӗ вара шӑпӑра ҫыхнӑ ҫиппе салтма хушнӑ, шӑпӑрӑн кашни хуллине уйрӑмшарӑн хуҫма ыйтнӑ. Чӑннипех ку ӗҫе ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӑ ывӑлӗсем. Ашшӗ вара ӑса вӗрентсе ҫапла каланӑ: «Куртӑр-и, ачамсем, пӗччен хулла  хуҫма ҫӑмӑл.  Эп вилсен пӗрле пулӑр, алла-алӑн тытӑнса пӗр-пӗрне пулӑшса пырӑр. Пӗччен пулсан сире ҫак шӑпӑр тураттисем пекех хуҫма ҫӑмӑл пулать».

(Учитель ачасене ҫак ыйтусене парать:

- Ачасем, шутлӑр-ха, тӗрӗс каланӑ-ши ҫак ҫӗр ҫулалла ҫывхаракан ватӑ ҫын.?

-Эсир мӗнле шутлатӑр? (Ачасем кашниех учитель ыйтӑвӗсем ҫине хурав пама тӑрӑшаҫҫӗ)

-Мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр-ши эпир паян?

(Ачасем: Туслӑх ҫинчен)

Учитель: Çапла, пирӗн паянхи калаҫу туслӑх ҫинчен пулӗ.

Тема: Туслӑхра – вӑй! ( 1№ слайд)

I. Учитель:Ачасем, эпир литература урокӗнче ваттисен сӑмахесемпе паллашатпӑр, аса илер-ха туслӑх ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене.

(Ачасем хӑйсем пӗлекен ваттисен сӑмахесене черетпе калаҫҫӗ, унтан учитель хӑй хатӗрленӗ ваттисен сӑмахесемпе паллаштарать, вӗсен пӗлтерӗшӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ.)

Ваттисен сӑмахӗсемпе ӗҫлени (2«№ слайд)

               Икӗ юлташ ушкӑн тӑшманран та вӑйлӑрах тенӗ.        

        Пӗр тӑшман пуличчен ҫӗр тус пултӑр.        

        Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.        

        Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр теҫҫӗ.        

        Ҫӗр ҫинче пурӑнма ҫӗр тус та сахал, пӗр тӑшман та ытлашши.        

        Ҫывӑх туса пӑрахсан инҫетри те сивӗнет.        

        Ҫывӑх юлташ тӑванран мала.                

        Тусна  мулпа ан улӑштар.        

        Туслӑх ӗҫре палӑрать.        

        Хӑравҫӑ юлташ тӑшманран хӑрушӑ.        

               Шанчӑклӑ тус вӑл пурнӑҫ сиплӗхӗ.        

        Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук.        

        Ырӑ юлташ пуянтан паха.        

        Юлташ ҫук пулсан шыра, тупсан астуса упра.        

        Юлташ тени хӑвӑнтан маттур пултӑр.        

        Юлташна ан пӑрах, юлмӑн хӑрах.        

        Юлташпа ҫул кӗскелет.                

        Юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек.                

        Юлташу хӑвӑнтан лайӑх пултӑр.

II. Вӑйӑ

У: Ачасем, эсир тинӗс хӗррине канма кайма шутларӑр. Анчах та сирӗн самолет кӗтмен ҫӗртен пӗр утрав ҫине анса ларать, малалла каяймасть. Сирӗн ирӗксӗрех ҫак утрав ҫинче пурӑнмалла пулать. Эсир улттӑн. Сирӗнпе пӗрле никам та ҫук, телефонсем ӗҫлемеҫҫӗ. Сирӗнпе пӗрле ҫак япаласем пур. Вӗсене эсир экран ҫинче куратӑр.

-Мӗн тунӑ пулӑттӑрччӗ эсир?

- Кам сире ертсе пыраканни пулать-ши?

- Пӗр-пӗрин хушшинче ӗҫсене мӗнле пайланӑ пулӑттӑрччӗ.?

- Утрав ҫинче мӗнле йӗрке пулать-ши.?

- Ᾰшӑ тумтире кама паратӑр.?(№3 слайд)

(Ачасем кӑшт хатӗрленсе ларнӑ хыҫҫӑн каласа кӑтартаҫҫӗ)

(Экран ҫинче ҫак ятсем пур. Ҫак япаласем ачасемпе пӗрле утрав ҫинче)

- кашӑк-чашӑк, куркасем

-апат пӗҫерме вӗрентекен кӗнеке

-Аш-какай консервисем

-пуртӑ, ҫӗҫӗ, кӗреҫе

-ӗҫмелли таса шыв

-бинт, вата, зеленка

-пӑшал

-шоколад

-ылтӑн укҫа

-пысӑк йытӑ

-пулӑ тытмалли хатӗрсем

-супӑнь, шампунь

-ӑшӑ тумтир

-тӑвар, сахӑр, витаминсем

III Физкультминутка (Кӗвӗ янӑрать, ачасем кӗвӗ ҫеммипе тӗрлӗ хусканусем тӑваҫҫӗ)

IV. Учитель: Ачасем, аса илер-ха, чӑваш литературинче туслӑх ҫинчен мӗнле сӑвӑсем вӗреннӗччӗ-ха эпир.? Кам каласа парас тет.? ( Ачасем туслӑх ҫинчен сӑвӑсем калаҫҫӗ).

Телейлĕ туслăх

Василий Давыдов-Анатри |

    Юлташăм, эсĕ манпала

      Куллен пĕрле тухан çула,

Çĕклет-çке туслăх кăмăла,

Çĕклет вăл пирĕн вăй-хала.

Çул кĕскелет санпа утсан,

Чунти хуйха-суйха манан,

Çунат çумне çунат хушан,

Пур савнăçа пĕрле пайлан

Утатпăр. Пытăр çул ăнса,

Хĕвел пек тăтăр çуталса.

Телейлĕ, çирĕп туслăхра

Эпир туптатпăр хамăра.

V  Класри туслӑх ҫинчен калаҫу

Учитель: Ачасем, кӑштах класри туслӑх ҫинчен калаҫар-ха. Экран ҫинче те, кашнин аллинче те сирӗн ыйтусем пур. Халь сире  анкета ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама ыйтатӑп.

(Ачасем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртаҫҫӗ, «ҫапла», «ҫук», «пур» тесе ҫырнӑ карточкӑсенчен пӗрне ҫӳлелле ҫӗклесе кӑтартаҫҫӗ, ку карточкӑсене учитель ачасене кашнинех маларах хатӗрлесе панӑ)  

Анкета ыйтӑвӗсем ҫаксем:

  1. Сана хӑвӑн класс килӗшет-и.?

а) ҫапла    ӑ) ҫук

2. Эсӗ шкула савӑнсах ҫӳретӗн-и.?

а) ҫапла    ӑ) ҫук

3. Хӑвӑн ҫинчен класра пӗрле вӗренекенсене каласа пама юрататӑн-и?

а) ҫапла    ӑ) ҫук

4. Санӑн класра чӑн-чӑн ҫывӑх юлташ пур-и? Кам вӑл?

а)пур, вӑл___________________,       ӑ) ҫук

5. Класс ертӳҫи сана килӗшет-и?

 а) ҫапла    ӑ) ҫук

VI.  Проблемӑллӑ ыйтусемпе ӗҫлени.

Учитель ачасем умне ҫакӑн пек ыйтусем кӑларса тӑратать:

  1. Класри пӗр ача йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Мӗн тунӑ пулӑттӑр эсир.?
  2. Класра тасатмалла, тирпейлемелле. Мӗн тунӑ пулӑттӑр-ши эсир.?
  3. Урока учительница вӑхӑтра ҫитеймерӗ. Мӗн тӑвӑттӑр эсир.?

VII. Физкультминутка ( кӗвӗ майӗпе ачасем тӗрлӗ хусканусем тӑваҫҫӗ)

VIII. «Пирӗн класс» темӑпа хӗвеллӗ кластер туни( Ачасем доска ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн тухса ҫыраҫҫӗ)

 

(учитель хӑй йӗркеленӗ кластерпа паллаштарать, ачасеннипе танлаштараҫҫӗ, пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ)

Рефлекси:

I. Юлташӑм ман ҫинчен ҫапла шутлать.

 Кашни ача хут ҫине хӑйӗн аллине йӗрлесе ӳкерет те аяла хӑйӗн ятне ҫырать. Хай аллине йӗрлесе илнӗ хута малалла парса ярать. Ыттисем унӑн пӳрнисем патне ҫав ачана хакласа пӗрер паллӑ ячӗ ҫыраҫҫӗ. Ҫапла пӗрле вӗренекенсем хӑй ҫинчен мӗн шутланине пӗлет

https://im1-tub-ru.yandex.net/i?id=7fea02a3142ec728b6278f8e59b9ed7a&n=33&h=190&w=191 

II.  

Учитель: Ачасем, пирӗн ӗҫ вӗҫленсе пырать. Паянхи урок сире килӗшнипе килӗшменнине эсир халӗ чи ҫывӑх юлташу патне е аҫу-аннӳсем патне SMS-хыпар ҫырса яратӑр. Сире пурне те хутран касса кӑларнӑ телефонсем паратӑп. Унта эсир хӑвӑр ята ҫыратӑр та хыпара ҫыратӑр. Эпӗ вара вӗсене пуҫтарса илетӗп те ярса паратӑп.

Ш Учитель: Паянхи урок сире килӗшрӗ пулсан, класс ертӳҫи килӗшрӗ пулсан  ҫак вазӑна чечексем килсе ярӑр. Хӗрлӗ тӗслӗ чечексем – питӗ килӗшрӗ тенине пӗлтерет, сарӑ тӗслӗ чечек – килӗшсех пӗтмерӗ тенине пӗлтерет. ( юлашкинчен пӗтӗмлетӳсем туса хӑвараҫҫӗ)

Учитель: Урок вӗҫӗнче хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра палӑртар-ха. Сирӗн умра сарӑ тӗслӗ смайликсем. Пӗрисем кулса тӑраканнисем, теприсем кӑмӑлсӑр пулнине палӑртаканнисем. Камаӑн мӗнле кӑмӑл пулнине палӑртар-ха. (Ачасем смайликсене ҫӗклеҫҫӗ)

http://moi-raskraski.ru/images/raskraski/raznie/smail/raskraski-smail-6.jpgе http://detskie-raskraski.ru/sites/default/files/raskraski_smailiki9.jpg

Учитель: Юлашкинчен пурне те саламласа туслӑх ҫинчен юрӑ юрлӑпӑр. («Песня о дружбе» юрра юрлаҫҫӗ, учитель ачасемпе пӗрле юрлать)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок по чувашскому языку по теме "Туслăх вăйĕ" ("Сила дружбы")

Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăр...

презентация ребус "Туслах"

в помощь учителям родного языка и литературы"...

"Анне" темăпа уçă урок тата класс тулашĕнче уяв иттермелли материал.

Собрано много песен, стихов и пословиц для проведения урока и внеклассного мероприятия по теме "Анне". ...

"Туслăхра - вăй" урокăн технологи картти

«Туслăхра - вăй» темăпа ирттернĕ йăлана кĕмен урок. Вĕренекенсен сăнарлăха курма, тупма, хак пама вĕренмелле; тĕслĕхсемпе усă курса тулли предложенисемпе çыхăнуллă текст йĕркелеме хăнăхмалла; ур...

Урок теми: «Туслǎх çынна вǎй парать » (Л.Сачковăн «Ӑмсану» калав тăрăх.)

‒ Людмила Сачкова пултаруллă журналистка, ҫывравҫă, драматург.Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçа...