Урок теми: «Туслǎх çынна вǎй парать » (Л.Сачковăн «Ӑмсану» калав тăрăх.)
план-конспект урока (6 класс)

Кириллова Эльвира Николаевна

 ‒ Людмила Сачкова пултаруллă журналистка, ҫывравҫă, драматург.

Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Пике» журналта, Чăвашрадиора вăй хунă. Л.Сачкова — 2003 çулхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки çав çултах Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.

Вăл — Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ. РФ журналистсен союзĕн Хисеп грамотине, ЧР культура министерствин Хисеп грамотине тата икĕ хутчен Дипломне илме тивĕçлĕ пулнă.

Ачасем ун хайлавӗсене кăмăллаҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ. Ҫынсен  хутшăнăвӗ, этем шăпи кăсăклантарать автора.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon 2015_urok_fkstival.doc89.5 КБ

Предварительный просмотр:

Предмет: чăваш литератури

Класс: 6 класс

Урок теми:  «Туслǎх çынна вǎй парать »  (Л.Сачковăн  «Ӑмсану» калав тăрăх.)

Урок тěсě: ҫӗнӗ мелсемпе усă курса калава тишкермелли ҫирӗплетў урокӗ.

Сапǎрлǎх тěллевě:  Туслǎх хакне, вǎл пурнǎç тěрекě  пулнине туйтарасси; чěр чунсемпе кайǎксем те туйǎмлǎ пулнине асǎрхаттарса, вěсене хěрхенме вěрентесси.

Пěлў тěллевě:  кайǎк-кěшěкпе чěр чунсен пурнǎçне çын пурнǎçěпе çыхǎнтарса хаклама вěрентесси.

 

Аталантару тěллевě: тěрлě майсемпе усǎ курса ачасене калаçǎва явǎçтарасси, вěсен сǎмах пуянлǎхěпе сǎнарлǎхне туяс пултарулǎхне аталантарасси.

Урок  мелĕсемпе меслечĕсем:

-учитель сǎмахě;

-ыйту-хурав;

-темăпа паллашни

-словарь ӗҫӗ

-сингапур структурисене усă курса сăнарсене тишкерни

-кирлě вырǎнсене суйласа вулани;

-хайлав чěлхине хаклани

-пӗтӗмлетў

Пуплеве аталантарасси:

- ыйтусене туллин те çыхǎнуллǎ хуравлаттарасси;

-сǎнарлǎ пуплеве палǎртма, сǎнарсене хаклама, çыхǎнуллǎ калама хǎнǎхтарасси;

-словарь ěçě.

Словарь ěçě:

1. Ăнлантармалли сăмахсем:

Тўлек – тихий, спокойный.

Танлǎн – достойно, гордо.

Радар – куçа курǎнман инçетри япаласем ǎçтине радио хумěсемпе усǎ курса пěлме пултарни.

Хапха шашулкки – алǎк уçǎлса каясран çаклатса хумалли 

Чěвěн тǎр – встал на цыпочки.

Хуйхǎ-суйхǎ – беда, несчастье.

Вак-тěвек – мелочь, мелкие вещи.

Лапкǎш – площадь

Ĕç хатĕрĕсем: Компьютер, проектор, слайдсем; экран.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, Людмила Сачковǎн кěнекисен выставки,  Асамлǎ  чечек,  карточкǎсем, А4 листасем, фломастерсем.

Доска ҫинче урокǎн эпиграфě:  « Шанчǎклǎ тус – пурнǎç сиплěхě».

                                                                           (Ваттисен сǎмахě).

Урок юхǎмě

I.   Урока йĕркелесси

1. ‒Пурне те ырă кун сунатăп. Ман ҫине ăслă та тимлӗ куҫсем тинкереҫҫӗ. Ырă ҫынсене куратăп.  Эпӗ савăнатăп.

‒ Хирӗҫ ларкансем пӗрне- пӗри  ăшшăн кулса сывлăх сунăр, халӗ хул пуҫҫисемпе ларакансем сывлăх сунăр.

 

 ІІ. Вӗреннине аса илесси

1.Тема патне илсе ҫитерни.

‒ Паянхи урока чăвашсен ваттисен сăмахӗнчен пуҫлас килет:

«Шанчǎклǎ тус – пурнǎç сиплěхě» 

‒ Мӗн ҫинчен ваттисен сăмахӗ. Шутлăр-ха? (Ачасен хуравěсем)

– Ачасем, сирěн туссем, юлташсем пур-и? (Ачасен хуравěсем)

– Вěсемпе пурǎнма интереслě-и е вěсемсěр пурǎнма интереслě? Мěнле шутлатǎр? (Ачасен хуравěсем)

2. Словарь ěçě.

 ‒   Хăш-пӗр сăмахсене чăвашла-вырăсла словрьте мӗнле ăнлантарса панине пăхар-ха.

Тўлек – тихий, спокойный.

Танлǎн – достойно, гордо.

Радар – куçа курǎнман инçетри япаласем ǎçтине радио хумěсемпе усǎ курса пěлме пултарни.

Хапха шашулкки – алǎк уçǎлса каясран çаклатса хумалли 

Чěвěн тǎр – встал на цыпочки.

Хуйхǎ-суйхǎ – беда, несчастье.

Вак-тěвек – мелочь, мелкие вещи.

Лапкǎш – площадь

 Учитель. Ахальтен мар, эпир урока ваттисен сǎмахěпе пуçларǎмǎр. Çак ваттисен сǎмахне лайǎхрах ǎнланма иртнě урокра киле вулама  парса янǎ калав пулǎшě.

– Килӗрте эсир  мěн ятлǎ хайлав вуларăр тата ǎна кам çырнǎ? (Ачасен хуравěсем)

– Мӗнле шутлатăр, мӗншӗн эпир туслăх ҫинчен калаҫу пуҫларăмăр-ши? Л.Сачкова ҫырнă «Ӑмсану» хайлавпа мӗнле ҫыхăннă? (Ачасен хуравěсем)

–  Кайǎк –кěшěксемпе чěр чунсен пурнǎçне çын пурнǎçěпе çыхǎнтарма пулать-и?  (Ачасен хуравěсем)

– Туслǎх çынсем хушшинче çеç мар иккен, чěр чунсемпе кайǎк- кěшěксем  хушшинче те палǎрать. Туссǎр пурнǎç çук.  Паянхи урокра мӗнле темăпа ӗҫлӗпӗр? (Ачасен хуравěсем)

Учитель.  Çапла вара, эпир сирěнпе Л.Сачковǎн «Ǎмсану» калавне тишкерсе тивěçлě пěтěмлетўсем тǎвǎпǎр. 

Тетрадьсене уçатпǎр, число тата  урокǎн темине çыратпǎр.

ІII.   Тӗп пай 

1. Ҫыравҫăпа паллаштарни

 ‒ Людмила Сачкова пултаруллă журналистка, ҫывравҫă, драматург.

Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Пике» журналта, Чăвашрадиора вăй хунă. Л.Сачкова — 2003 çулхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки çав çултах Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.

Вăл — Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕсен членĕ, ЧР этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ. РФ журналистсен союзĕн Хисеп грамотине, ЧР культура министерствин Хисеп грамотине тата икĕ хутчен Дипломне илме тивĕçлĕ пулнă.

Ачасем ун хайлавӗсене кăмăллаҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ. Ҫынсен  хутшăнăвӗ, этем шăпи кăсăклантарать автора.

‒ Людмила Сачкова ăҫта тата хăҫан ҫуралнă?

Ача: Людмила Николаевна Сачкова 1957 ҫулхи чўк уйăхӗн 28-мӗшӗнче Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.

(Ача доска патӗнче калать)

‒  Унăн ҫырас туртăмӗ хăҫан палăрнă?

Ача: Людмила Сачковăн ҫырас туртăмӗ мӗн ачаран палăрнă. Район, республика шайӗнче тухса тăракан хаҫат-журналсенче хайлавӗсем пичетленсе тăнă.

‒ Людмила Сачковăн хайлавӗсенчи персонажсенчен ытларах камсем?

Ача: Людмила Николаевна Сачкова  хайлавӗсенчи персонажсенчен ытларахăшӗ – ял ҫыннисем.

2. Структура - СИ-ФИНК –УАНДЕ

‒Ўкерчӗк ҫине тимлӗ пăхăр, сăнăр. Мӗнле шухăша ярать вăл сире? Шутлăр, хăвăр шухăшăрсене хирӗҫ ларакан партнӗрăрсене каласа парăр.

(15 секкунд калаҫҫӗ пӗрне-пӗри)

‒ Мӗнле шутлатăр, «Ӑмсану» калавпа ҫак ўкерчӗкӗн пӗрпеклӗхӗ пур-и? (Ачасен хуравӗсем.)

3. Текстпа ӗҫлесси.

Ыйтусене хуравласси.

Хуравлама РАУНД РОБИН усă курăпăр.

        Апла, аса илер-ха хайлавǎн кěске содержанине? Ảна аса илме «Асамлǎ йǎва» пулǎшě. Анчах «Асамлǎ йǎвара» мěн-ши?  Часах çуркунне те çитет. Хур ами чěпě кǎларма ларать.  Çǎмартисем тулли пулсан чěпě тухать, пушǎ пулсан чěпě тухмасть. Енчен те эсир тулли хурав парсассǎн çǎмартаран чěпě тухать. Атьǎр пурте тǎрǎшар, пурте чěпěллě пултǎр. Икӗ ушкăна пайланăпăр. Пӗрисем – ТУССЕМ, теприсем – ЮЛТАШСЕМ. Тӗрӗс хуравшăн пӗрер ҫаврашка. Ҫаврашкине хăсемех илсе пвраҫҫӗ.

1) Калавра çулталǎкǎн хǎш вǎхǎтне сǎнласа панǎ? ( Хěллене)

2) Икě шурǎ хур ǎçта тǎнǎ? ( Картишěнче)

3) Хапха умěнче ура сассине илтсе хур аçи мěн тесе кǎшкǎрса ярать? ( Кам? Кам унта?) 

4)Алǎк уçǎласан камсем кěрсе тǎраççě? (Çынсем.)

5) Хур аçи тыткаларǎшěнче мěн палǎрать? ( Паттǎрлǎх, парǎнмалǎх, мǎн кǎмǎллǎх.)

6) Хур аçи çынпа çапǎçса илнě хыççǎн ами ǎна мěнле кěтсе илет? Мěн каласа мухтать? ( Сан чěрнў тěшшине те тǎмаççě вěсем? Ман упǎшкаран паттǎрри ǎçта пур. Ниççта та ççук! Ниççта та...)

7) Мěншěн хур аçи  пǎлханнǎ чух хур ами хǎйне лǎпкǎн тытать? ( Мěншěн тесен вǎл мǎшǎрě ǎна яланах хўтěлесе, хǎйěн тивěçне пурнǎçласса пěлет.)

8) Хур аçипе хур ами утса  ǎçталла  çул тытаççě? ( Сарайнелле)

Учитель. Пит маттур эсир, калавǎн содержанине аван астуса юлнǎ.

4. Ачасем, сире калаври хǎш вырǎн ытларах килěшрě, шухǎша ячě? Тупса вулар-ха çав вырǎнсене. (Ачасем текстран суйласа илсе вулаççě.)

Учитель: вǎйсǎррине хўтěлет...

5. Сăнарсене хак пани. МИКС ПЭА ШЭА

Кану саманчӗ.

Класра тӗрлӗ вырăна карточкăсем пытарса хунă. Вӗсенче мӗнле, мӗн тăвать, кам вăл? ыйтусенчен тăракан сăмахсем хур аҫин сăнарне хӗвеллӗ кластер тума кирлӗ пулӗҫ. Ачасем музыкăпа хусканусем тăваҫҫӗ, карточкăсене шыраҫҫӗ. Музыка чарăнсан доска патне пырса хӗвеллӗ кластер тăваҫҫӗ, карточкăри сăмахсене калаҫҫӗ. (Учитель варринче тăрать.)

Хур аҫи – маттур, хўтӗлевҫӗ, парăнмасть, вăйлă, юратма пӗлекен, мухтанчăк.

Учитель.  Ачасем, мĕнле ĕçсем туса ирттертĕмĕр-ха?

Темине палăртрăмăр, хайлав содержанине аса илтĕмĕр, сăнарсене хак патăмăр…. (Ачасен хуравӗсем)

ІV.   Урока ҫирӗплетни.

1. Учитель.   Халӗ вара эпир сирӗнпе ушкăнпа  таблицаллă кластер тăвăпăр. (хайлаври юлашки абзац, 114 -мӗш стр.) япала ячӗсене, паллă ячӗсене тата глаголсене шыраса тупса ҫырса хурăпăр.

Япала ячĕ

Паллă ячĕ

глагол

Юлашки 5 абзац 1-мӗш страница

Хурсем,

Килӗшўллӗ, хытă

Какăлтатать,

Пурĕ

 япала ячĕ

Паллă ячĕ

 глагол

 

2. Синквейн тăвасси.

Хайлава вӗреннине пӗтӗмлетсе эпир синквейн (5 йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă) тăвăпăр.

Япала ячĕ –

Паллă ячĕ –

Глагол –

Предложени –

Пĕтĕмлетў сăмахĕ –

 3. Халĕ пĕлĕве фишбоун мелĕпе тĕрĕслесе илер. Кашни çыравçǎ вулакана  сǎнарлǎ сǎмахсемпе тыткǎнлать. Людмила Сачковǎн хайлавěнче мěнле илемлӗ пуплев ҫаврăмӗсенен ас туса юлма пултартǎр-ха эсир? Тӗрӗс вырнаҫтармалла пулать. Ҫўлте – сăнламалли меслет ячӗсем , аялта – тӗслӗхӗсем. (Ушкăнпа)

Сăнарлă сăмахсем                                                                              Çакăн пек сǎнарлǎ сǎмах

çаврǎнǎшěсене усă

курма пултарнăран пире

вулама та çăмăл пулчĕ,

 хайлав тĕп шухăшне

 ăнланма та пулăшрĕç.

C:\Users\Владелец\Desktop\htmlimage.png

Танлаштару – юр тěкě пек çемçе

Эпитет –мǎн çын

Фразеологизм – пǎшǎл пǎтти пěçерекен хурсем

Сăпатлантару– юр кăчăр пулнă ҫӗр ҫине хуллен вылянкаласа анать

Фразеологизм – сивě чупса хǎпарать.

4.Учитель. Хур аçи çинчен мěн чухлě  лайǎх сǎмахсем çыртǎмǎр,  Аçипе ами хушшинчи мěнле вǎйлǎ туслǎх пулнине пěлтěмěр. Çапла, хур ами хўтěлевçě юнашар пур чухне хускалмасть те, куçне те уçса пǎхмасть. Вěсем пěр-пěрне ǎнланаççě, вǎй-хал хушаççě, юратаççě.     Мěн авалтан халǎх вǎйлǎ, çирěп, çемье тěрекě пулма тата вǎйсǎррисене хўтěлеме пултаракан ар çынсене хисепленě. Çавǎнпа та арçын ачасен шǎпах çавǎн пек пулса  ўсмелле.

 Арçын ачасем, яланах хěр ачасене  хўтěлěр, пěр-пěрне ǎнланǎр, туслǎ пулǎр, ан вǎрçǎнǎр, шǎкǎл-шǎкǎл калаçǎр.  Хур аçи хǎйěн мǎшǎрне чунтан юратать, сыхлать, хўтěлет.

– Калǎр-ха, Л.Сачкова калава мěншěн «Ǎмсану» ят панǎ? (Ачасен хуравěсем?)

‒ Çапла, ахальтен мар çыравçǎ калава «Ǎмсану» тесе ят панǎ, вǎл хурсен çирěп туслǎхне пǎхса ǎмсанать, тěлěнет.

5. Учитель.  Паянхи урокăн эпиграфӗ: «Шанчǎклǎ тус – пурнǎç сиплěхě». Эсир ҫак шухăшпа килӗшетӗр-и?  (Ачасен хуравěсем?)

Халĕ ик ушкǎна пайланса  ĕçлесе илĕпĕр. 1-мěш ушкǎн, 2-мěш ушкăн.  Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсем йĕркелӗпӗр. Хǎш ушкǎн туслǎрах-ши?

1) Юлташсǎр çын тымарсǎр йывǎç ( тымарсǎр çын йывǎç юлташсǎр)

2) Ырǎ тус укçаран хаклǎрах. (Хаклǎрах тус ырǎ  укçаран .)

3) Туса инкекре ан хǎвар. (Туса инкекре хǎвар ан.) 

6. Рефлекси тăвасси

Ачасем, эсир урокра мӗнле кăмăлпа ӗҫленине пӗлес килет. Сирӗн парта ҫинче сарă тата кăвак ҫаврашкасем выртаҫҫӗ.  Енчен те сире урок килӗшрӗ пулсан – ҫутă ҫутатпăр, апла пулсан сарă ҫаврашкасене ҫӗклетпӗр,  енчен те килӗшмерӗ пулсан –кăваккине.  

–Паянхи урок мĕнле кăмăл çуратрĕ? (Ачасен хуравěсем)

Çак хайлава мĕн тума çырнă-ши, мĕнле шутлатăр? (Ачасен хуравěсем)

– Малашлăхри пурнăҫ валли хăвăршăн мĕн илтĕр? (Ачасен хуравěсем)

– Мĕншĕн туслăх çирĕп пулмалла-ши? (Ачасен хуравěсем)

V. Киле ӗҫ пани, ăна ăнлантарни.

Вырăс ҫыравҫин Евгений Носовăн «Белый гусь» хайлавне библиотекăран илсе вулăр. «Ӑмсану» калавпа «Белый гусь» халавсене танлаштарăр, пӗрпеклӗхсем тупăр.

Учитель. Ачасем, эсир ӗҫлени мана питӗ килӗшрӗ.

Пӗрне пӗри ăшшăн кулса тав тăвăр.

Сире пурне те урокра лайăх ӗҫленӗшӗн пысăк тав.

Ура ҫине тăратпăр. Сывă пулăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Геннадий Айхи – тĕнче çынни.

Геннадий Айхи - чă ваш халă х поэчĕ .  л л     1934 çулхи çурлан 21-мĕ шĕ нче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Çĕньялта çуралнă. ...

Урок по чувашскому языку по теме "Туслăх вăйĕ" ("Сила дружбы")

Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăр...

Конспект урока по теме "Обучение передачам мяча в паре"

Урок физкультуры "Баскетбол" в 5 классе...

Открытый урок по настольному теннису "Способы передвижения в парах"

Открытый урок по настольному теннису Тема: «Способы передвижения в парах» Место проведения: спортивный зал СК «Лидер».Дата проведения: 25.05.2013 г.Группа: учащиеся учебно-тренировочной груп...

План-конспект урока по чувашской литературе Л.Сачковăн "Ăмсану" калавĕ, хайлавăн теми.

Урок тĕсĕ: килте вуланă хайлава пĕтĕмлетсе тĕрĕслемелли урок....

Калаçасса калаçăп эпĕ, Нептун çинче те чăвашла

Тĕллевсем:1.Вĕренекенсем  И.Я.Яковлев пурнăç çулĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслесси, çĕннине пĕлтересси.2. Вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарасси.3. Вĕренекенсен кал...

Конспект урока. Тема: «Броски и ловля мяча в парах»

Урок из раздела Общая физическая культура. С высокой моторной плотностью и эффективностью обучения броскам и ловле мяча....