"Анне" темăпа уçă урок тата класс тулашĕнче уяв иттермелли материал.
методическая разработка (5 класс) на тему

Собрано много песен, стихов и пословиц для проведения урока и внеклассного мероприятия по теме "Анне". 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon anne_temapa_puhna_material1_.doc112 КБ

Предварительный просмотр:

Хат\рлекен\ - Чир\ккассинчи п\т\м\шле п\лъ

паракан в=там шкул\нчи (Ч=ваш Республикин

Ет\рне район\) ч=ваш ч\лхипе литератури в\рентекен\

Токарева Марина Васильевна

„Анне – пирĕн телей” темăпа уçĕ урок тата класс тулашĕнче уяв ирттермелли материалĕсем

(проект)

Анне – пурнăç пуçамăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçĕсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пурпĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ.

Ĕмĕрсем халăх хĕрарăма мухтаса, ăна хакласа питĕ нумай ăслă сăмах каланă. Чăвашсен те сахал мар ун йышшисем: „Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать”, „Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре”.

Шупашкар варринче, Аслă Атăл кури хĕрринче „Управçă анне” палăк мăнаçлăн ÿссе çĕкленчĕ. Ăна халăхăмăр ниме йĕркипе укçа пухса кĕске вăхăтра туса лартрĕ. Çак монумент – пирĕн йăхташăмăрсем хăйсене çуратса пăхса ÿстернĕ çынна вĕçĕ-хĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăннини çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.

Аннемĕр чăваш ÿнерĕн ытти тĕсĕсенче те самаях анлăн сăнланса юлнă. Уйрăмах ку енĕпе сăмахлăх уйрăса тăрать. Хĕрарăма сăнарлакан хайлавсем Октябрь пăлхавĕчченех йышлă çуралаççĕ. Пысăк калăплă жанрсенче И.Юркинăн „Мул” повеçĕ, Турхан Яккăвĕн „Варуççи”, Н.Шупуççыннин „Янтрак янравĕ”, К.Ивановăн „Нарспи” поэмисем палăрса тăраççĕ. Чăваш поэзийĕнче „Анне” ятлă пĕрремĕш сăва Турхан Яккăвĕ çырать. Çав самантра чăваш амăшĕн салхуллă сăнарне автор ача куçĕпе, ача чунĕпе чĕрене тивмелле ÿкерса кăтартать.

Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртать. „Анне – пурнуçра чи чыслă та пархатарлă тама. Тĕнчипех вăл çавнашкал. Апла пулин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать”.

Çапла, питех те тĕрĕс те вырăнлă калать Геннадий Никандрович. Анне – чăвашшăн çутă та ялтравлă ят. Çĕр-çĕр çул çапла пулнă вăл, халĕ те çаплах, ÿлĕм те çаплах пулĕ.

Усă курма кирлĕ дидактика материалĕсемпе хатĕрсем: тест, кластер, ÿкрчĕксем, фотоÿкерчĕксем, презентаци, альбом.

Проблема: „Анне” темăпа çыхăннă ачасен пуплевне аталантармалли ĕçсем сахал пулни.

Уроксем:

- проект ĕçĕпе вĕрентç темин тĕп ыйтăвне палăртасси;

- проблемăсене сçтсе явния:

- тĕпчев ăĕне йĕркелени;

- презентаци кăтартасси.

Проект теми: „Анне – пирĕн телей” темăпа класс тулашĕнче ирттермелли уяв материалĕсем.

Проект ĕçĕн тĕллевĕсем:

тĕпчев ĕçĕпе интереслентересси;

ачасен пуплевне аталантарасси;

предметпе интереслентерсе ярасси;

пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.

Проек ĕçĕн задачисем:

проекта пурнăçа кĕртме май паракан технологисене палăртасси;

палăртнă технологисене шута илсе тĕрлĕрен ĕç йĕркелесси;

презентаци йĕркелеме вĕрентесси;

„Анне” темăпа çырнă чи ăнăçлă ĕçсене суйласа илсе пĕчĕк кĕнеке кăларасси.

Проект ĕçĕн тухăçлăхĕ:

аннен пурнăçри пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртасси;

Проект ĕçĕн актуаллăхĕ:

творчествăлла тата хăйсем тĕллĕн ĕçлесе вĕренекенсем лайăхрах ăша хываççĕ, тарăн пĕлÿ илеççĕ;

творчествăллă ĕçсем, проблемăллă ыйтусем предметпа интереслентерме май параççĕ;

тĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе тата компьютер технологийĕсемпе усă курма май параççĕ;

ушкăнпа ĕçлесе çитĕнÿ тума çăмăлрах. Ачасене аталанма май парать.

Проекта хутшăнакансем:

- Етĕрне районĕнчи Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-7 класра вĕренекенсем;

 - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:

- Етĕрне районĕнчи Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул;

- чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

- 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ.

Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем

Ĕçĕн содержанийĕ

I.Хатĕрленÿ тапхăрĕ – 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 1-5-мĕшĕсем.

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

вĕренекенсем проект темипе, планĕпе, йĕркипе паллашаççĕ;

проблемăсене тупса палăртаççĕ.


Результат:

 - проект темипе, планĕпе, йĕркипе паллашрĕç;

- проблемăсене тупса палăртрĕç.

II.Тĕп ĕç тапхăрĕ – чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕччен.

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

кашни ача хăйне валли ĕç суйласа илет;

тест;

ÿкерчĕксем тăваççĕ;

кластер;

Интернетра аннене сăнлакан укерчĕксем тупаççĕ;

анне çинчен ваттисен сăмахĕсем шыраççĕ;

анне çинчен сăвăсем, юрăсем шыраççĕ;

кашни хăй амăшĕ çинчен сочинени çырать.


Результат:

- кашни ача хăйне валли ĕç суйласа илчĕ;

- тест турĕ;

- ÿкерчĕксем турĕç;

- кластер;

- Интернетра аннене сăнлакан укерчĕксем тупрĕç;

- анне çинчен ваттисен сăмахĕсем шыраса тупрĕç;

- анне çинчен сăвăсем, юрăсем тупрĕç;

- кашни хăй амăшĕ çинчен сочинени çырчĕ.

III.Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ – 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ.

Ачасем çак ĕçсене тăваççĕ:

материалпа усă курса презентаци йĕрклерĕç;

 - анне çинчен ваттисен сăмахĕсем пичетлерĕç;

- анне çинчен сăвă-юрăсе альбомĕ турĕç.

 

Мелсем:

- кĕнекери хайлавпа ачасене палаштаратăп;

- ÿкерчĕксем;

- фотоÿкерчĕксем;

Меслетсем:

произведение тишкерни;

уйрăммăн ĕçлени;

ыйту-хурав;

калаçу-пĕтĕмлетÿ;

библиотекăра шырав ĕçне йÿркелени;

вăйă ирттерни.

Теори бази:

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш литератури вĕрентессин патшалăх виçи (стандарчĕ) // В.Н.Пущкин.- Шупашкар: Чăваш Республикин Вĕретÿ институчĕ. 2000 çул.

Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. 5-мĕш класс валли / Н.Г.Иванова, Ф.А.Матвеева, П.Н.Метин пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2005.-255 с.

Проекта пурнăçа кĕртесси: проект ĕçне пурнăçланă май ачасем ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле ÿстермеллине, малалла мĕнле аталантармаллине ăнланччăр. Проектпа ĕçлесе вĕренекенсен тавра курăмĕ аталанать. Тăван чĕлхене, литературăна, тăван ен культурине, аннене ытларах хисеплеме пулăшаççĕ. Ачасен пултарулăхĕ аталанать. Ыйтусем йĕркелеме, кластер, альбом тума, сочинени çырма вĕренеççĕ.

Пулмалли результат:

-тест;

- ваттисен сăмахĕсен пуххи;

- кластер;

- презентаци;

- сăвăсен пуххи;

- сочинени;

- уяв.

Кĕтнĕ çимĕç:

 - «анне» темăна вĕреннĕ чухне усă курмалли çĕнĕ технологисемпе материалсем;

- „Анне-пирĕн телей” темăпа ирттермелли уяв валли усă курмалли материалсем;

- мультимеди презентацийĕ: „анне” темăна вĕрентмелли материалсем.

Проектпа усă курасси:

«анне» темăна вĕреннĕ чухне чăваш литература урокĕсенче проект ĕçĕпе усă курма пулать;

шкул сайчĕ;

хамăн сайт;

нацпортал сайчĕ;

учительсене паллаштаратăп.

Проектпа усă курмалли вăхăтпа тапхăр:

Кашни ача харпăр хăй ĕçлет, малтанхи урокра вĕренекенсем вуласа тухаççĕ. Суйласа илсе ÿкерчĕксем тăваççĕ.

Килте творчествăлла ĕç туса килмелле:

тест;

хайлав тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксем тăвать;

кластер;

„анне” пĕлтерĕшпе çыхăннă фотоÿкерчĕксем Интернет урлă тупать;

паллă ячĕсене суйласа илсе аннене хак парать;

„анне” темăпа ваттисен сăмахĕсем тупать;

Пултарулăх проектне çырмалли çул-йĕр:

Таблицăран ĕç суйласа илсе хушамачĕсене çырса хураççĕ

Хушамат, ят

класс

Тума сĕннĕ ĕçсем

Учитель панă консультаци

1

Пурте

5

Аркадий Ĕçхĕлĕн „Анне” сăввипе паллашăр.

Аркадий Ĕçхĕлĕн „Анне” сăввипе паллашмалла, кирлĕ вырăнсене паллă тумалла.

2

5

Хайлава вуласа тест ыйтăвĕсем хатĕрлĕр.

Тест хуравĕсенче яланах тĕрĕсси пулмалла.

3

5

Хайлав тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксем хатĕрлĕр.

ŸĔçе пурнăçлама тĕрлĕ сăрăсем, хут кирлĕ.

4

5

Кластер тумалла.

Кластер тума хайлавран паллă ячĕсене çырса илмелле.

5

5

Интернет урлă „анне” темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем тупмалла.

Килĕшĕкен ÿкерчĕксемпе усă курмалла.

6

5

Килте аннÿ çинчен ыйтса пĕлмелле.

Аслараххисенчен ыйтăр, вĕсем нумайрах пĕлеççĕ.

7

5

„анне” темăпа ваттисен сăмахĕсем тупмалла.

Библиотекăна кайса кĕнекесенче шырамалла.

8

5

Сăвăсен пуххи хатĕрлемелле.

Альбомра поэтсен сăввисем тата хăвăр çырнă сăвăсем пулмалла.

9

5

Презентаци тумалла.

12 слайдран ытлашши пулмалла мар, чи кирлине суйламалла

10

5

Хăвăр аннĕрсем çинчен презентаци тумалла.

Чăваш кĕввине лартсан аван пулмалла.

11

5

Тăван килте пурăнакан çынсен ячĕ, хушамачĕсене çырса тухăр. Çуралнă кунĕсене, ăçта çуралнине палăртăр.

Çуралнă кунĕсене арпаштарска ан ярăр.

12

5

Аннесене чыслама салам хучĕсем çырса хатĕрлĕр.

Илемлĕ хутсемпе, ÿкерчĕксемпе усă курăр.

13

5

Раççейре тата тĕнчере мĕншĕн анне кунне уявланине Интернетран тупса çырса илĕр.

Шырава „День матери” тесе палăртăр.

Проект ĕçĕ:

1.Тест.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

- тест тума вĕрентесси;

- ыйтусене тĕрĕс лартасси.

1.Ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне туп.

1) Аçу- аннÿне...        ...хакли çук.

2) Анне ăшши...        ...хисепле.

3)Аннерен...        ...пурне те çитет.

        Хурав: 1) -; 2) - ;3) -.

2.”Анне” ятлă сăвва кам çырнă?

1) К.Иванов.

2) А.Ĕçхĕл.

3)П. Ялкир.

        Хурав: 2 - .

3. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1)Анне – кил ...

2)Анне апачĕ пылтан...

3)Анне ачашлать – çÿçе май ...

                                           Хурав: 1) -; 2) - ;3) -.

        Хуравсем:

1) - ; 2) - ;3) - .

- .

1) – ăшши; 2) – тутлă; 3) – шăлать.

2. Кластер.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-Кластер тума вĕренесси;

-„анне” сăмаха ăнлантаракан текстран тупасси.

Паллă ячĕсем: илемлĕ, пархатар, ăшă, савăнăçлă, тарават, тимлĕ, хаваслă, хастар, хисеплĕ, пурне те каçарать, пулăшма хатĕр, çепĕç, çутă, таса, кăмăллă, кăвак куçлă.

3.”Анне” çинчен сăвăсен пуххи:

Тĕпчев ĕçĕсен тĕллевĕ:

-кĕнекесенче сăвăсем шыраса тупса кирлине суйласа илесси;

-альбом йĕркелеме вĕрентесси.

 Анне

Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен, Чипер çвн тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех,

Килте пуринчен те

Тăрать иртерех?

Кам ир вучах чĕртнĕ –

Апат пĕçерет,

Ĕне суса кĕнĕ –

Ăш сĕт ĕçтерет?

Е ăшă çи-пуĕ-и

Тимлет сан валли?

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –

Сиплет кам алли?

Кам ыррăн, хавассăн

Пурне те пире,

Çапла лăш курмасăр,

Пăхса ÿстерет?

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне:

Вăл – пирĕн телей-çке,

Вăл пирĕн анне!

Вăл кирек хăçан та

Чи çутă тивлет.

Анчах ман çакна та

Калассăм килет.

Хăш чух эпир темшĕн

Чĕресĕр пекех,

Çуратнă аннешĕн

Хыпмастпăр питех.

Анне таврăнать-и

Ĕç хыççăн хиртен,

Каллех тупăнать ун

Тем те пĕр килте.

Ик алăшăн – пин ĕç,

Вăл пĕр пушă мар.

Эпир ăна тивĕç

Куллен пулăшма.

Анчах та манатпăр

Çавна час-часах,

Ĕçрен пăрăнатпăр

Вăййа васкаса.

Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Тăвать хăй ĕçне –

Çуратнă аннемĕр,

Юратнă анне.

Пире вăл ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен, Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн.

Çак сăвă çĕклетĕр

Кашнин шухăшне:

Ача хисеплетĕр

Тăван амăшне!  (Аркадий Ĕçхĕл)

Амăш пилĕ

Хапха умне тухса тăрса,

Амăш ăсатнă ывăлне,

Анчах йĕрсе те макăрса

Йывăрлатман салтак чунне.

Юлашки хут ыталаса

Калланă вăл хуллен ăна:

-Пĕлетĕп йывăр пуласса.

Нумай асап кĕтет сана.

Ялан вăй кĕтĕр чĕрÿне,

Сав аннÿне те çĕр-шыва.

Шанатăп эпĕ, ĕненеп:

Киле эс таврăнăн сывах...

Инçе-инçе çула кайса

Хăварнă йĕкĕт амăшне.

Тăманлă шухă çил шăлса

Хупланă паттăр ĕул-йĕрне.

Хăрушă пулнă вăрçăра,

Çапах пуçне усман салтак.

Ялан хĕрÿ çапăçура,

Ялан вутра, ялан малта.

Вăл иотнĕ хурçă йĕнине,

Вăл хуçнă вилĕм çавине,

Çапах пĕр пуля та унне

Юхтарайиан вĕри юнне.

-Шинелĕ унăн хурçă, тен?-

Шÿт тунă салтаксем тавра...

Ăна сыхланă вилĕмрен

Амăш халалĕ вăрçăра!  (Н.Евстафьев.)

      Анне – пирĕн тĕнче

Аннене суйламаççĕ,

Ма тесен – вăл пĕрре.

Аннене хурламаççĕ –

Вăл çуратнă пире.

Эс, аннеçĕм, юратнă

Кашнине чĕререн,

Ăшă туйăм вăратнă

Юрласа кçсерен.

Сана вăхăт илеймĕ

Ачусен чĕринчен.

Анне – пурнăç илеме,

Анне – пирĕн тĕнче.

Сухаланă пит тарăн

Сăн-питне хура-шур.

Çÿçÿнте сан, мăнтарăн,

Пурнăç пурçăнĕ пур.  (А.Смолин)

             Анне

Савнă çвннăм, ырă çыннăм,

Эс манăн анне.

Йăваш ĕвннăм, хаклă çыннăм,

Ку каллех анне.

Ĕмĕрне мĕн ĕç туман-ши,

Санăн аллусем?

Куçсем курми пуличченех

Кĕтнĕ пуль вĕсем.

Кĕтме питĕ йывăр теççĕ,

Кĕтсе курнисем.

Халь хама та кĕттереççĕ

Хамăн ачасем. (Г.Чирĕккасси)

              Амăшĕ

Эп куртăм Çеçпĕл амăшне. Ума

Чăваш çĕрне вăл кăларса тăратрĕ...

Пултарн ачине вăл вилĕмсĕр тума,

Ачин мухтавĕ халь хăй çамкине çутатрĕ...

Мĕн курчĕ вăл кунта? Пепкин сăпки ĕине

Ачашшăн пăхнă куç ку чух ăçта тинкерчĕ?

Эп пăхрăм сăнаса ун пĕрĕннĕ питне,

Умра паха çĕр-шыв историйĕ тĕрленчĕ...

Асапĕ курăнать... юн çумăр айĕпе

Çул тытнă халăхĕ... çĕнтерÿпе хаваслăх...

Вăл халь хĕвел кермен çĕклерĕ пĕлĕт пек,

Чăваш çĕрне-шывне телей кÿме яланлăх...

Эп куртăм Çеçпĕл амăшне. Ума

Темтепĕр вăл хăй сăнĕпе кăларчĕ...

Пултарн ывăлне вăл вилĕмсĕр тума,

Çав ывăл чапĕ ун çамки çинче çуталчĕ... (В.Сосюра)

           Анне

Пĕчĕкçеçĕ те пахчамăр,-

Ĕçĕ çитнĕ ватăскершĕн:

Аркине туртса хĕстернĕ,

Тăрăшать анне тирпейлĕн.

Чĕрçитти çине чĕр çимĕç

Йăрантан пухса çÿрет вăл,

Темиçе ăру ирттернĕ

Вучахне вĕрсе чĕртет вăл.

Ун тавра тек вĕçкелеççĕ

Кил шăнкăрчипе чĕкеç.  (Г.Леонидзе)

Анне  

Тÿпере хĕрÿллĕн

Сар хĕвел пăхать,

Ман анне пит-куçĕ

Кулăпа çунать.

Эй, анне, аннеçĕм,

Сан уяв паян.

Саламлатăп халĕ

Эп сана чунтан.

Сар хĕвел пке çутă

Пултăр пурнăçу.

Ĕç-пуçу та шутăр

Санăн пыл та çу.

                 ( Инна Никитина)

Ман анне – пĕртен пĕрре

Тÿпере хĕрÿллĕн

Сар хĕвел пăхать,

Ман аннем пит-куçĕ

Кулăпа çунать.

Эй, анне, аннеçĕм,

Юрататăп сасна.

Чăн-чăнах хĕвелĕн

Кулăпа çунать.

Сар хĕвел пек çутă

Эс пире саватăн.

Пурнăçу та шутăр

Санăн пыл та çу.

        (И.Никитина)

Анне

Эх, аннеçĕм, юратнă анне,

Эс тухмастăн асран ĕмĕрне.

Эс çуратнă мана, ÿстернĕ,

Эпĕ лайăх пулсан хĕпĕртенĕ.

Аннем, эс кил ăшши ялан,

Ача-пăча сăпки умне

Ларса ачаш юр юрлакан.

Юратнă, çепĕç эс, анне!

Сан кăкăр сĕтне çисе

Утма-чупма пуçларăм эп.

Пире эс ăс паран

Ачусемшĕн çунса хыпăнан.

Вăрттăн, эп сисмен хушăран

Эс, мăнтарăн, куççуль юхтаран.

Сан çепĕç-[епĕç аллупа

Чечен чечек шăварăнать,

Сĕткен илет, илет сипет.

Вара хĕвеллĕ таврана

Хальччен курман илем кÿрет –

Тĕнче тата хитлеленет.

Анне – эс чăн илемлĕх.

Нихçан сÿнми çиçен хĕвел.

Эс ăшăтан чун чĕрене те

Пĕр сăмахпа – эс ман телей!

Анне алли ĕçчен те ырă,

Ачаш та, ăшă та çемçе.

Нихçан аннем пĕлмен пуль канăç

Пире савса ÿстернĕçем.

        (И.Никитина)

Анне

Юрататăп аннене,

Ан кулянтăр ĕмĕрне.

Пулăшма эп тăрăшатăп,

„Пиллĕкпе” савăнтаратăп.

Манăн анне пит ĕçчен,

Ĕçлет иртенпе каçчен.

Выльăх-чĕрлĕхе пăхать,

Килте тирпей вăл тытать.

Уроксене тĕрĕслет,

Ĕçе кайма йĕлкĕрет.

Пирĕнпе нумай ĕçлет:

„Шкулта „пиллĕк” илĕр”, - тет.

Тавтапуç сана аннеçĕм

Пире эсĕ вăй панишĕн.

Каçарсам пире, аннеçĕм,

Хăш чух кÿрентернĕшĕн.

Аннене

Пире пăхса ÿстертĕн,

Вĕрентрĕн калаçма.

Пурнăçра пиллерĕн

Чăн-чăн этем пулма.

Нумай куççуль эс тăкнă

Асаплă пурнăçра,

Тем чуль нуша эс курнă,

Сан эвĕр çын сайра.

Паян та ак куратпăр,

Ĕăмăлах мар сана.

Çавах чунпа эс паттăр,

Усмастăн-çке пуçна.

Саламлатăп, аннене!

Чи юратнă анне,

Ман чи ырă анне,

Саламлатăп сана

Чĕререн пуç тайса.

Юрататăп сана

Чунтан ырă сунса

Кăмăллатăп сана

Туйăмпа тĕп шанса.

Хаваслă пул – эс ан хурлан;

Ăшă кулă ан пĕттĕр куçран.

Хитре сăнĕ сан пултăр ялан –

Аннем, ан ватăл нихçан.

Эс яланах ман чĕрере

Чи çывăххи пулан пĕрре.

 Тавах, аннем (юрă)

    Сăвви В.Урташăн

    Кĕвви Н.Григорьевăн

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн,

Лăпканăшăн, юратнăшăн,

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн,

Ятланăшăн, юратнăшăн,

Шăпчăк юрри пилленĕшĕн.

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Салху чухне хĕрхеннĕшĕн,

Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,

Чечек сăнне пилленĕшĕн.

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Мăшăр çунат ÿстернĕшĕн,

Ÿстернĕшĕн, юратнăшăн.

Сÿнми телей пилленĕшĕн.

          Анне сăнарĕ (юрă)

        Сăвви А.Гордеевăн

               Кĕвви Г.Маркияновăн

Тĕксĕмленсен чĕре кăварĕ.

Путсан эп тунсăх туйăмне,

Кулянакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Ман шухăш-ĕмĕтĕм васкарĕ

Тăван кил-йышăм ытамне.

Хĕпĕртекен анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Анчах ку нумая пымарĕ:

Сирсе тĕтреллĕ каç сĕмне,

Хурланакан анне сăнерĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Çула чĕнсен тăван хыпарĕ,

Вăл хускатсан чун хĕлхемне,

Савăнакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

Чăваш юрри хуллен янрарĕ,

Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне.

Ытарайми анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне...

     Лар, аннеçĕм, юнашар (юрă)

        Сăвви Ю.Плотниковăн

               Кĕвви А.Серггевăн

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Çуммăн ларса калаçар,

Эс ÿстернĕ ывăл-хĕрĕн

Килме çулĕ çывăх мар.

Эс кĕтетĕн кунĕн-çĕрĕн,

Лар, аннеçĕм, юнашар.

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Ăш сăмахпа ăшăнар.

Атте килĕ – тăван килĕм –

Сансăр, чăн та, ăшă мар.

Çут хĕвал пуль эсĕ пирĕн?

Лар, аннеçĕм, юнашар.

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Чÿречене яр уçар.

Сад пахчинчи сар кайăк та

Хăй йăвинче пĕччен мар.

Сар кайăк пуль эсĕ пирĕн?

Лар, аннеçĕм, юнашар.

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Çепĕç юрă янратар.

Кĕрекемĕр тулли мар-и:

Тав куркине тытса пар.

Ай, юрлар-и, ай, савнар-и?

Лар, аннеçĕм, юнашар.

     

    Аннене (юрă)

                     Сăвви Н.Васильеван

        Кĕвви А.Орлов-Шуçăмăн

Миçе хутчен сар çулçăсем тăкмарĕ,

Симĕсленмерĕ йывăç çуркунне.

Миçе хутчен вăл туратсем хушмарĕ,

Çул карчĕсем пухмарĕ-ши анне.

Сан пурнăçу çав йывăç евĕр тейĕн,

Пайтах эс куртăн куççульне, тертне.

Телей курма кăна ÿстертĕм теттĕн

Хăв çитĕнтернĕ ывăлусене.

Ах, мĕншĕн-ха çаплах киле килмеççĕ,

Пачах аса илмеççĕ-ши мана,

Ах, мĕншĕн-ха çыру та çÿретмеççĕ

Тесе эс хурланатăн чунтанах.

Вĕсем вара çап-çамрăках, патваррăн

Çĕр-шывăмăра сыхлаççĕ чикĕре.

Тен, çавăнпах вĕсен чипер сăнарĕ

Ялан умра, кĕтетĕн чĕререн.

4.Анне çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсем.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-Анне çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсене тупасси;

-ват çынсем вĕрентсе каланине ăша хывасси.

Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.

Аçупа аннÿне хисепле. Хăвана ырă пулĕ.

Атте-анне сăмахĕ пысăк мар.

Атте-анне ятне ярас мар.

Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере.

Ашшĕ-амăшĕ панă ырлăха ывăлĕ нихçан та тавăрса пĕтереймест.

Ашшĕ-амăшĕн сăмахне итлемен ача-пăча хăй пуçне хăй çухатать.

Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшсĕр ача – хăр тăлăх.

Амăш чĕри хăй ачинчен ютшăнмасть.

Анне алли ачашлама юратать.

Анне алли çапсан та çемçен çапать.

Анне апачç пылтан тутлă.

Анне – ăшă çумăр, амаçури – пăр: çумăр ачашласа ÿстерет, пăр ватса çĕмĕрет.

Анне ăшши пурне те çитет.

Анне ăшши хĕвел пек.

Анне вăл хăй çиес çăкçрне те, ĕçес шывне те ачине парать.

Анне кăмăлĕ – çемçе кăмăл.

Анне кăмăлĕ хĕвелрен ăшăрах.

Анне – кил ăшши.

Анне куççулĕ – вăрăмлăх, хĕр куççулĕ – вăхăтлăх.

Анне куççулĕ шăлса та типмест, хĕр куççулĕ хĕвелпе типет.

Анне парни чуна ăшăтать.

Анне пилĕ пуç вĕçĕнчех тăрать.

Анне çилли çурхи юр: ÿкнĕ-ÿкмен ирĕлет.

Анне тĕлне пĕлсе пурнас пулать.

Анне умĕнче камăн парăм çук.

Анне хĕвелтен малта.

Аннерен вĕреннĕ чĕлхене манма çук.

Аннерен мала тăван çук.

Аннерен çывăх тăван çук.

Аçу-аннÿне хисепле.

Атте-анне пур чухне кирек кама та пурăнма аван.

Атте-анне сăмахĕ çĕре ан ÿктĕр.

Атте-анне сăмахне виличчен манма хушман теççĕ.

Атте-анне халалĕ пин сумлă.

Атте-анне ятне ан çĕрт.

Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере.

5.Вăйă: ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-Анне çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕренесси;

-ват çынсем вĕрентсе каланине ăша хывасси.

Анне –................................                  ................ кил ăшши.

Аннерен çывăх..................                  ................ тăван çук.

Анне ăшши........................                  ................ хĕвел пек.

Анне кăмăлĕ......................                  ................. хĕвелрен ăшăрах.

Атте-аннерен хакли............                 .................. никам та çук тĕнчере.

Аçу-аннÿне.........................                  .................. хисепле.

Анне парни........................                  .................. чуна ăшăтать.

6.Вăйă: ваттисен сăмахĕн иккĕмĕш пайне тупăр.

Аннерен вĕреннĕ чĕлхене...                 ................манма çук.

Анне – ăшă çумăр, амаçури – пăр:...    ... çумăр ачашласа ÿстерет, пăр ватса çĕмĕрет.

Анне куççулĕ – вăрăмлăх,.................    ... хĕр куççулĕ – вăхăтлăх.

Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх,.................    .... амăшсĕр ача – хăр тăлăх.

Атте-анне халалĕ...............................    ..... пин сумлă.

Анне хĕвелтен...................................     ..... малта.

7. „Манăн аттепе анне „ анкета.

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ:

-çывăх çын çинчен пĕлме тăрăшасси;

-аннен пурнăçĕпе тарăн интереслентересси.

1.Аннÿн хĕр чухнехи хушамачĕ мĕнле?

2.Аннÿн çуралнă кунĕсем хăçан?

3.Çемьере вĕсен миçе ача пулнă?

4.Сирĕн аннĕр шкулта мĕнле вĕреннĕ?

5.Хăйсен ачалăхĕнчи мĕнле самантсене каласа панă сире?

6.Сирĕн аннене пурнăçра мĕн савăнтарать?

7.Мĕн пăшăрхантарать?

8.Пушă вăхăтра мĕн тăвать?

4.Проект ĕçĕн результачĕсемпе хаклав критерийĕсем: ÿкерчĕксем, тест, кластер, сочинени, Ваттисен сăмахĕсемпе сăвă-юрăсен пуххи, хаçат, презентаци.

             

Литература:

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш литератури вĕрентессин патшалăх виçи (стандарчĕ) // В.Н.Пушкин.- Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕ. 2000 ĕ\ç.

Тăван литература: Вĕрентÿпе вулав кĕнеки. 5-мĕш класс валли /Н.Г.Иванова, Ф.А.Матвеева, П.Н.Метин пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,2005.- 255 с.

Чăваш литература программи: чăваш шкулĕн V-XI класĕсем / З.С.Антонова, Н.Г.Иванова, В.П.Никитин (Станьял).- Шупашкар. 2005.

Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем. О.Н.Терентьева пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,2007.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Учебно-методический материал. Конспект урока ( 6 класс):"My Dream House. My Dream Room."

Использование проектной технологии - это проявление творчества учащегося, его индивидуальности и, конечно же, определенных знаний.  Для закрепления материала по теме «Мой дом»  учащимс...

План- конспект урока по повести В. Распутина "Прощание с Матерой" в 8 классе.

В основе урока лежит беседа с учащимися по повести В. Распутина "Прощание с Матерой"....

презентация и материал к уроку 6 класс

Презентация к уроку математики 6 класса "Действия с числами"....

Конспект урока 6 класс. Причастие. Урок обобщения и систематизация изученного материала.

Тема:                   ПричастиеТип урока:          Урок о...

«Туслӑхра – вӑй» класс тулашӗнчи ӗҫ

Материал для проведения классного часа в5 классе в условиях ФГОС...