"Туслăхра - вăй" урокăн технологи картти
план-конспект урока (5 класс) на тему

Цыркунова Татьяна Леонарьевна

 «Туслăхра - вăй» темăпа ирттернĕ йăлана кĕмен урок. Вĕренекенсен сăнарлăха курма, тупма, хак пама вĕренмелле; тĕслĕхсемпе усă курса тулли предложенисемпе çыхăнуллă текст йĕркелеме хăнăхмалла; урокра пухнă пĕлÿпе килти ĕçе тунă чух усă курма пултармалла. Урокра ачасене активлă хутшăнтарас тĕллевпе тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе усă курнă. Çакă вĕренекенсене кăсăклантарса ярса информаци пухма, сÿтсе явнă хыççăн пĕтĕмлетÿсем тума шухăша уççăн калама хăнăхтарать, çивĕч туйăмлăха аталантарать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urokan_tehnologi_kartti_tsyrkunova_t.l.doc681.5 КБ

Предварительный просмотр:

Урокăн технологи картти

Предмет, класс

Чăваш чĕлхи, 5 класс (чăваш чĕлхиллĕ шкул)

Урок теми

Туслăхра – вăй.

Урок тĕллевĕсем

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)

Права: а) Ĕç пурнăç никĕсĕ пулнине ăнланни; вĕренÿпе интересленме хавхалан-тарни;

ă) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма хăнăхни;

б) ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарни;

в) туслăха упрама, тус-юлташа хисеплеме вĕренни;

 Тĕллевпе тупсăм: ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни;

Моральпе этика: кăмăл-сипет енчен хăйне тус-юлташĕ умĕнче тирпейлĕ тытма пĕлни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)

Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;  

ă) вулавпа çыру  усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсене текстра тупма пултарни, рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупма вĕренни, текста вуласа ăнланма хавхалантарни;

б) карточкăсемпе ĕçленĕ чух тишкерни, ăнлав патне çитерни, çирĕплетсе калани.

 Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн кĕнекепе, Интернетпа усă курса  информаци тупма хăнăхни;

 Информаци: туслăх темăпа çыхăннă материала вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе усă курма пĕлни; туслăх сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле вуланнипе паллаштарни, вĕсене астуса юлни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем  (предметные результаты)

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ:  текста илемлĕ вулама, унǎн илемне туйса ǎнланма, тишкерме вĕренни, тытǎмне кǎтартни; туслăх çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани; пĕлÿ шырас ĕçе план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.

Вĕрентÿ хевти-талпанавĕ: пуслăх сăмахăн пĕлтерĕшĕпе паллашни.

Урок тĕсĕ

Содержани тăрăх –  пĕтĕмлетӳ урокĕ

Тĕллевĕ тăрăх – вĕреннине аса илсе çирĕплетмелли  урок

Форми тăрăх – вăйă урок

Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем

компьютер, презентаци, мультимеди проекторĕ, экран

Урокра кирлĕ кăтарту хатĕрĕсем

Слайдсем: Словарь ĕçĕ, «Ыйтусене хуравласси», «Антонимсем», «Туслăх» кластерпа синквейн,  «Юлташсем» синквейн, валеçсе памалли материалсем (карточкăсем), рефлекси ĕçĕ валли карточкăсем, слайдсем туслăх çинчен ÿкерчĕксем, видеоролик, музыка.

Урок юхăмĕ

Урок тапхăрĕсем

Вĕрентекенсен ĕçĕ

Вĕренекенсен

(ĕçĕ-хĕлĕ)

Ĕçлевлĕхĕн тĕп

енĕсем (виды деятельности)

Мелпе меслетсем (приемы и стратегии)

1

2

3

4

5

1. Кăсăклантарни (мотиваци)

(4-5 минут)

Сывлăх сунатăп сире!

Сывлăх сунатăп сире!

Класа йĕркелени

1.Сывлăх сунни

2.Дежурнăй сăмах илни  

Ачасем ушкăнпа калани

Метаграммăна вуласа тухса мĕнле сăмахсем пытаннине тупăр.  (1 слайд)

Пуçлансассăн П-пала

Шутсăр кирлĕ япала.                                                          

Лав çинчи утта ялан

Унпала туртса çыхан.

Пуçлансассăн Т-пала

Пирĕн кăмăл тулмалла,

Тĕрлĕ халăх асĕнче

Çак сăмах çеç пулмалла.  (ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)

Пуслăх сăмаха ăнлантарни.

Пуслăх - гнёт, притужина (для пригнетания сена, соломы, снопов на возах).

Ачасем вулаççĕ. Метаграммăра пытаннă сăмахсене тупаççĕ.

(ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)

Пуплев зарядки

Ачасем ушкăнпа калани

Сасса тĕрĕс калама вĕрентни

Ачасем пĕчченшерĕн калани

Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тĕллевĕпе пллаштарни.  (2 слайд)

Ыйту: Сирĕн пурин те юлташсем, туссем пур. Ҫак ӑнлавсем пĕр-пĕринпе питĕ ҫывӑх пулсан та пĕр-пĕринчен уйрӑлса тӑраҫҫĕ. Мĕнле?

Ыйту: Сирĕн шутӑрпа, чӑн-чӑн туслӑх мĕн вӑл?

Хуравсем:   Юлташ - шухӑш пĕрлĕхĕпе тепĕр ҫынна ҫывӑх ҫын.

Тус - ҫывӑх хутшӑнура тӑракан питĕ шанчӑклӑ ҫын.

Санӑн тус пулни тата ху камшӑн та пулин тус пулни – питĕ пысӑк телей.

Урок тĕллевне лартни

Ыйту-хурав

Ăнланса илни
(15-20 минут)

1) Çĕнĕ темăна ăнлантарни

Урок эпиграфне доска çинчен вулама хушни.  (2 слайд)

«Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă». (Ваттисен сăмахĕ)

Урок эпиграфĕпе паллашни

Вĕрентекен сăмахĕ

Текста вулама хушни.

– Асатте, ылтăнран хакли мĕн пур?  

– Туслăх! – ответленĕ аслашшĕ.

– Тимĕртен çирĕппи мĕн пур тата çĕр çинче?

– Туслăх, – тенĕ вăл.

– Асаттеçĕм, çил-тăвăлран вăйли мĕн пур-ши тĕнчере?

– Туслăх, мăнукăм, çил-тăвăлран та вăйлăрах, – тенĕ каллех аслаш-шĕ.

Çапла хакланă чăвашсем туслăха авалтанпах. Пирĕн асаттесем çамрăксене кил-йышпа, кӳршĕ-аршăпа, ял-йышпа туслă пурăнма вĕрентнĕ. Чăвашсем ытти халăх-семпе яланах мирлĕ те туслă пурăннă, хăйсен ирĕкĕпе вăрçă-хар-кашу пуçарман.

Чăвашсем хушшинче ĕлĕкренпех тутар, мари, вырăс йышлă пурăннă. Чăвашсем хăйсем те ытти халăхсем хушшине саланнă. Пур çĕрте те  

чăвашсене кӳршĕсемпе килĕштер-нĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн, ĕçчен-лĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Хăйне кӳрен-термен çынна чăваш яланах тара-ват, çур чуне çурса пама хатĕр. 

Панă текста ачасем сасăпа вулаççĕ.

Ачасем ушкăнпа вулани

Текста черетпе вулани

Илемлĕ вулав

Текста тĕрĕс, пĕр тикĕс, сăмахсене  тĕрĕс пусăмласа вулани

Грамматика материалĕпе ĕçлени

2-мĕш çирĕплетÿ

(10 минут)

Словарьти сăмахсене
слайд çине çырса пани
.  (3 слайд)

Словарь ĕçĕ: а) ăнлантармалли пай: туслăх вăйĕ – сила дружбы, тимĕртен çирĕппи – крепче железа, çил-тăвăлран вăйли – сильнее урагана, çапла хакланă – так ценили, авалтанпах – издревле, с древних времен, ватă асаттесем – прадеды, Хăйне кÿрентермен çынна чăваш яланах тарават – с человеком, не обижавшим его, чуваши всегда доброжелательны и приветливы. Çур чунне çурса пама хатĕр – готовы поделиться половиной своей души.       ă) çырма вĕрентмеллли пай:  кил-йыш -  семья, кÿршĕ-аршă – соседи, ял-йыш – односельчане.

тарават căмаха ăнлантарни

Слайд çинче сăмахсене вулаççĕ.

Сăмах йышне пуянлатни

тарават căмаха пĕлтерĕшсем çине пайлани

Вулав-куçару

Ăнлантару

Текст тăрăх ыйтусем (4 слайд)

а) Чăвашсем авалтанпах туслăха мĕнле хакланă?

ă) Ытти халăхсемпе чăвашсем мĕнле пурăннă?

б)  Халĕ чăвашсем ăçта-ăçта пурăнаççĕ?

в) Чăвашсем хушшинче мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?

г)  Чăвашсене ытти халăхсем мĕншĕн хисеплеççĕ?

Карточкăпа ĕçлени

Ыйту-хурав

Сылтăм енне сăмахсен антонимĕсене çырса тухăр. Пĕрремĕш саспаллисене çÿлтен аялалла вуласан ваттисен сăмахĕ вуланĕ. (5 слайд)

юрăхлă             ю

япăх                              

çутă                              

хĕрарăм                        

хура                              

ыран                              

ăслă                              

пур                                

анлă                              

кăнтăр                          

сивĕ                                

çуллĕ                              ĕçчен                              

уяр                                  

Ачасем карточкăри сăмахсен антонимĕсене тупаççĕ. Çÿлтен аялалла çырăннă сас паллисенч ваттисен сăмахĕ вуланĕ.

юрăхлă        -        юрăхсăр            

япăх                -       лайăх      

çутă                -        тĕттĕм              

хĕрарăм        -        арçын                

хура               -        шурă                

ыран              -       паян                

ăслă               -        ухмах                

пур                 -       çук                

анлă               -       ансăр                

кăнтăр          -        çурçĕр                

сивĕ                -       ăшă                

çуллĕ            -         лутра

ĕçчен            -         наян                  

уяр                -        ăмăр

Юлташ пуçа çăлнă.  

Карточкăпа ĕçлени

Кăтарту

Антонимсене тĕрĕс тупни

Хăнăхтарусемпе ĕçлени.

Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс йĕркелени. Кирлĕ аффикссем лартса çырса илни. (6 слайд)

1.Çĕр тенкĕ пул…  çĕр тус пултăр.

2.Юлташ…юлташ пул -

Юлташ… ÿксе ан юл.  3.Пурнăçăн илемĕ –

4. Çирĕп туслăх…

Ачасем кирлĕ аффикссем лартса тетрадь çине çырса хуравлаççĕ.

 Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр.

2.Юлташпа юлташ пул –

Юлташран ÿксе ан юл.

3.Пурнăçăн илемĕ –

4.Çирĕп туслăхра.

Карточкăпа ĕçлени

Ваттисен сăмахне тупса вулани

Кану саманчĕ йĕркелени. (7 слайд)

- Юнашар тăракана йăл кулатпăр.

- Лайăх кăмăллă çыннăн пичĕ мĕнле?  Туса кăтартăр.

- Чунра йывăр, начар  кăмăллă çыннăн питне туса кăтартăр.

- Ачасем, алăсем туслашма пултараççĕ-ши?

- Юлташăн аллине тытăр. Вăл мĕнле туйăм çуратать? Мĕн каланă пулăттăр?

- Юлташăн кăмалĕ  мĕн сарлакăш, мĕн çÿллĕш?

- Юлташпа мĕнле утăмсемпе утатăр?

Ачасем кану саманчĕ валли çырнă йĕркесене вулаççĕ, унта мĕн тума хушнине туса пыраççĕ.

Шăм-шака хускатни

Сывлăха упрани

«Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕннине палăртни. Сасăпа вулани. (8 слайд)

Чăвашла - туслăх

Вырăсла - дружба

Тутарла - дуслык

Акăлчанла - friendship

Нимĕçле – freundschaft

«Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕннине вулаççĕ. Тетрадьсем çине çырса хураççĕ.

Карточкăпа ĕçлени

Кăтарту

Рифма тăрăх сăмах тупни, вырăсла панă сăмахсене чăвашла куçарни.

Ачасене ушкăнпа ĕçлеттерни.  (9 слайд) 

а) Яланах пĕрле çулла

    Эп çÿреп унпа …  (на рыбалку).

ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,

    Ман юлташ вăл шутсăр … (хороший).    

б) Ун чăнах та ырă кăмăл,   Çавăнпа мана та … (легко).

в) Ав унта ÿсет сар тырă,

    Ман юлташ епле çав …(хорошо).

г) Е çуратпăр иккĕн вутă,

    Пуçтаратпăр типĕ … (сено).

Ачасем рифма тĕрĕс сăмахĕсене тупаççĕ, ушкăнпа ĕçлеççĕ.

а) Яланах пĕрле çулла

    Эп çÿреп унпа пулла.

ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,

    Ман юлташ вăл шутсăр лайăх.

б) Ун чăнах та ырă кăмăл,

    Çавăнпа мана та çăмăл.

в) Ав унта ÿсет сар тырă,

    Ман юлташ епле çав ырă.

г) Е çуратпăр иккĕн вутă,

    Пуçтаратпăр типĕ вутă.  

Саспа, черетпе вулани

сăмахсене ушкăнпа çырса хуни

Илемлĕ, палăртуллă вулав

Рефлекси

(10 минут)

Ваттисен сăмахĕсене тĕрĕс вĕçлени.  (10 слайд)

Тус пулсан ...

Çĕр сум пуличчен …

Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан …

Укçапа пуйиччен …

Çĕнĕ тус тупсан та, …

Туслăха сутăн…

Туслăхра – …

Ачасем ваттисен сăмахĕсене вĕçлеççĕ, карточкăсем çине çыраççĕ.

Тус пулсан мул та пур.

Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.

Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш.

Укçапа пуйиччен туспа пуй.

Çĕнĕ тус тупсан та, киввине ан ман.

Туслăха сутăн илеймĕн.

Туслăхра – вăй.

Хăнăхтарăва ушкăнпа çырса пурнăçлани

Ыйту-хурав

Тест ирттерни. (11 слайд)

1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет.

3. Тĕрĕс куçарăр.

1) тус                   а) родственник

2) тăван                ă) красивый

3) шанчăклă         б) друг

4) çывăх               в) синеглазый

5) туслă                 г) верный

6) хитре                д) дружный        

7) кăвак куçлă  е) близкий

Ачасем сăмах вĕççĕн тест туса ирттереççĕ.

1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта манăн çывăх юлташ вĕренет.

3. Тĕрĕс куçарăр.

1) тус                   а) друг

2) тăван                ă) родственник

3) шанчăклă         б) верный

4) çывăх               в) близкий

5) туслă                 г) дружный

6) хитре                д) красивый        

7) кăвак куçлă      е) синеглазый

Çыру ĕçĕ

Пуплеве аталантарни

Юлташсем, туслăх сăмахпа синквейн, кластер туни. (12,13 слайд)

Сăмах вĕççĕн хурав тупни

çыру ĕçĕ, кластер, синквейн тултарни

Ыйту-хурав

«Барбарики» группăн «Друзья» (Дружба) юрри тăрăх хатĕрленĕ видеоролика пăхни. (14 слайд)

Ачасем «Барбарики» группăн «Друзья» (Дружба) юрри тăрăх хатĕрленĕ видеоролика пăхаççĕ. (060cd98b94b2-115931443.vk.flv)

Юрра итлени, видеоролика пăхни.

Ыйту-хурав

Диалогпа монолог усă курни

Панă ӳкерчĕке пăхни. Ӳкерчĕкре эсир мĕн куратăр? Ун тăрăх мĕн каланă пулăттăр?(15 слайд)

Ӳкерчĕкре мĕн курнине, ăна мĕнле ăнланнине ачасем каласа параççĕ.

Киле ĕç пани: (14 слайд)

1. «Туслăх вăйĕ» сочинени çырăр.

2. Буклет хатĕрлĕр.

3. Виçĕ енлĕ дневник çырăр

Ачасем киле панă ĕçсене тетрадь çине çырса хураççĕ.

1. «Туслăх вăйĕ» сочинени çырăр.

2. Буклет хатĕрлĕр.

3. Виçĕ енлĕ дневник çырăр.

Паянхи урокра

мĕн çĕнни илтĕм?

Маншăн чи кирли вăл …

Эпĕ çакна ăнланса илтĕм…

пĕтĕмлетÿ

Вĕреннине пĕтĕмĕшле тĕрĕслени

Куçпа курни, хăлхапа итлени, ăша хывни

- Ачасем, паян пирĕн кам нумай тĕрĕс хуравларĕ?

- Кама «пиллĕк» паллă лартатпăр?

- Кама «тăваттă» паллă лартатпăр?

- Кама «виççĕ» паллă лартатпăр?

Урокра илнĕ паллăсене ачасем дневник çине лартаççĕ.

киле ĕç пани

Тетрадь çине çырни

Урока пĕтĕмлетни: ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

Калаçу ирттерни.

Ачасем урока ваттисен сăмахĕпе пĕтĕмлетеççĕ .(Тĕнчере чи хакли -  

туслăх).

Ачасем хăйсене хак пани.

Вĕренекенсем урока хаклани

Мана урок

килĕшрĕ

тĕлĕнтерчĕ

нумай çĕннине пĕлтĕм

кичем пулчĕ

кантăм

ăнлантăм

ачасен ĕçне  хаклани

Дневника çырни

Урок вĕçленчĕ.  Чипер кайăр. Тухма пултаратăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок по чувашскому языку по теме "Туслăх вăйĕ" ("Сила дружбы")

Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăр...

презентация ребус "Туслах"

в помощь учителям родного языка и литературы"...

Анализ стихотворения Н.Теветкеля "Картта"

Конспект урока по чувашской литературе, 5 класс...

«Туслӑхра – вӑй» класс тулашӗнчи ӗҫ

Материал для проведения классного часа в5 классе в условиях ФГОС...

Урок теми: «Туслǎх çынна вǎй парать » (Л.Сачковăн «Ӑмсану» калав тăрăх.)

‒ Людмила Сачкова пултаруллă журналистка, ҫывравҫă, драматург.Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçа...