«Туслăхра-вăй» (4-мěш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)
план-конспект урока на тему

Урок-обобщение по теме "Дружба"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл syvlah_sunatap.docx19.02 КБ

Предварительный просмотр:

«Туслăхра-вăй»

(4-мěш класра ирттермелли чăваш чĕлхи урокĕ)

Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетӳ урок

Пĕлӱ тĕллевĕсем: Туслăх çинчен калаçу ирттересси.

Аталантару тĕллевĕ: Ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Туслăха упрама, туссене йывăр самантра пулăшма вĕрентесси.

Урокра усă курмалли хатĕрсем: магнитсем; касса кăларнă утрав, карап, сăмахсем, çăлтăрсем;  15 сас палли; туратсен çыххи; кашни ача вали хатĕрленĕ юрă сăмахĕсем.

Урок юхăмĕ

-Сывлӑх сунатӑп, ачасем!

-Сывлӑх сунатпӑр!

- Ларӑр.

Ачасем манӑн карап пур. Карап «Туслӑх» ятлӑ.

(На доске «ҫӱлҫӱрев»)

Паян эпир сирěнпе «ҫӱлҫӱреве» тухатпӑр. Ҫавӑнпа та эпě экипаж пухатӑп. Эсир манпа пыма хатěр-и?

Ачасем: -Хатěр!

- Эпир халě, ачасем, пристаньре. Кам мěн тума пěлет? Айтӑр-ха, халě пěлетпěр:

1. Кам ишме пěлет?

Вырӑнсемпе улшӑнӑр. Маттур.

2. Кам юрлама пултарать?

Экипаж хаваслӑ пулать.

3. Кам ташлама пултарать?

Экипаж пултаруллӑ пулать.

4. Кам шутлама пултарать?

Экипаж ӑслӑ пулать.

5. Кам ěҫлеме пултарать?

Экипаж ěҫчен пулать.

6. Кам туссене пулӑшать?

Экипаж туслӑ пулать.

Ачасем маттур. Эпир ҫулҫӱреве тухма хатěр.

1-мěш утрав – Хěвеллě утрав.

Пӑхӑр-ха ачасем.  Хěвелěн пайӑркисем ҫук. Айтӑр, хěвеле пулӑшатпӑр, суйлатпӑр. Калӑр, тус мěнле?

(шанчӑклӑ, лайӑх, хаваслӑ, ěҫчен, вӑйлӑ, ӑшӑ, сивě, кěске, вӑрӑм)

-Маттур, ачасем. Пирěн сӑмах «Маттур». 

2-мěш утрав – Юрӑ утравě.

Ачасем, эпир сирěнпе юрӑ утравне ишсе ҫитрěмěр. Ку утрав юрлама юратать. Эпир те юрлатпăр.

Юрӑ «Юлташпа ҫула тухсан»

Юлташпа ҫула тухсан

Юлташпа ҫула тухсан

Ҫулӗ хавасрах-ҫке.

Туссӑр эп(ӗ) ҫур ҫын пулсан

Туссӑр эп(ӗ)  ҫур ҫын пулсан

Юлташпа нумай-ҫке.

Пултӑр ҫилӗ, пултӑр юр

Пултӑр ҫумӑр, акӑ кур

Мана юлташсем пулӑшаҫ.

Пултӑр ҫилӗ, пултӑр юр

Пултӑр ҫумӑр, акӑ кур

Мана юлташсем пулӑшаҫ.

Эпир, ачасем, пултаруллӑ. Сӑмах «ПУЛТАРУЛЛӐ».

3-мěш утрав – Ӑслӑ сӑмахсен утравě.

- Ачасем, ак, ӑслӑ сӑмахсен утравне ҫитрěмěр. Анчах та мěн пулнӑ кунта? Ҫӑлтӑрсем хавас мар. Вěсем ваттисен сăмахне тупаймаççĕ. Айтӑр, вěсене пулӑшатпӑр.

Ваттисен сӑмахě: «ҫěр тенкě пуличчен ҫěр тус пултӑр».

Эсир ачасем «ӑслӑ».

4-мěш утрав – Алфавит утравě.

- Хамӑрӑн туслӑха ҫирěплтме эпě сире сас паллисем валеҫсе паратӑп. Доска умне тухӑр, алфавит йěркипе тӑрӑр.

- Тěрěслетпěр. Эсир чӑнах та маттур ачасем. Ларӑр.

Айтӑр, ку утрав ҫинчен тата лайӑхрах пěлетпěр. Сас паллисем тимлě пулӑр. Хӑш сас палли ҫук?

- Утравра мěн пурӑнать?

- Утравра тěрлě кай.к, ч.р чун пурӑнать.

-Утравра мěн ӱсет?

- Утравра тěрлě ч.чек, й.вӑҫ ӱсет.

Ку утра йěрке пур. Туслӑх пурӑнать. Эсир ачасем «туслӑ».

5-мěш утрав – Чике старик утравě.

- Чике старик патаксем хӑварнӑ. Патаксем пěрле, патаксем пěр ҫыхӑра.

Хуҫ. Хуҫӑлать-и? Хуҫӑлмасть.

- Патаксем пěччен, туслӑ мар.

Хуҫ. Хуҫӑлать-и? Хуҫӑлать.

- Ачасем, пирĕн мĕнле пулмалла?

- Эпир туслă, çавăнпа эпир вăйлă

-Ачасем, эпир сирĕнпе туслă пулатпăр.

- Маттур. Акă эпир пристане каялла çитрĕмĕр. Лайăх кайса килтĕмĕр. Мĕнле пултăмăр?

 (Маттур, пултаруллӑ, ӑслӑ, туслӑ, вӑйлӑ)

-Сире ҫулҫӱрев килěшрě-и? Тӑрӑр. Вырăнсемпе улшăнăр. Пурте маттур, айтӑр, алӑ ҫупатпӑр. Сывӑ пулӑр! Тепре тěл пуличчен.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

5-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

Олимпиада ирттермелли ĕçсем...

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

6-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçсем...

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

7-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем

8-мĕш класра ирттермелли олимпиада ĕçĕсем...

"Анне - пирĕн телей" 7-мĕш класра ирттермелли уяв сценарийĕ.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ - Аннесен уявĕ. Эпир пурте аннене юрататпăр. Вĕсене халалласа ирттермелли уяв сценарийĕ сĕнетĕп....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...