Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче «Ҫӑкӑртан асли ҫук» темăпа ирттермелли урок.
план-конспект урока (6 класс)

Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче «Ҫӑкӑртан асли ҫук» темăпа ирттермелли урок.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл otkrytyy_urok_cakar.docx30.56 КБ

Предварительный просмотр:

Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче «Ҫӑкӑртан асли ҫук» темăпа ирттермелли урок.

Урок тĕллевĕсем:

1) Çǎкǎр çын пурнǎçĕнче пысǎк пĕлтерĕшлĕ иккенне, ǎна ỹстересси йывǎр ĕç пулнине ǎнлантарасси;

2) Тыр-пул ячĕсене аса илсе сǎмах çаврǎнǎшĕсем, предложенисем тума хǎнǎхасси;

3)Тǎван тавралǎха сǎнама, юратма, çǎкǎр туса илекенсене хисеплеме, çǎкǎра тирпейлĕ тытма хǎнǎхтарасси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, тест(пичетлени), тыр-пул гербарийĕ, «Çăкăр – пирĕн пуянлăх» темăпа хатĕрленĕ выставка.

Урок юхăмĕ.

  1.  Класа урока йĕркелесси

Ырă кун пултăр, ачасем.

- Паян пирĕн пысăк уяв. Пирĕн пата паян хисеплĕ хăнасем килнĕ.

Айтăр-ха эпир вĕсене те сывлăх сунар.

Сывлăх сунатпăр хаклă хăнасем. Шăппăн кăна ларăр.

Чĕлхесене вылятса илер-ха.Шăлсăр шăши шăмă кăшлать.

2. Çĕнĕ темăпа паллашасси.

Ачасем паянхи урок теми çак сăвăра пытаннă. Айтăр-ха пурте пĕрле тупсăмне тупар.

Çĕр çинче вăл чи кирли,

Сĕтел çинче чи тутли

Çил ăна лăпканă,

Çумăр тăрантарнă

Хăнасем умĕнче

Тăрать кăпăш та çемçе

 Ачасем кам паянхи урок темине вуласа парасшăн?

–Çăкăр.

– Паян эпир сирĕнпе урокра çăкăр çинчен калаçăпăр. Паянхи кун ҫӑкӑра ҫакӑн пек хисеплеҫҫӗ-и? Ӑҫта курма пулать? (Пысӑк хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ, туйра ҫӑкӑра алла тытса пĕр-пĕрне хисеплесе, чунтан юратса, килĕштерсе пурăнма тупа тăваççĕ, арҫын ачасене салтака ӑсатнӑ чух та алăра ҫӑкӑр тытса каялла чипер таврăнма тупа тăваççĕ, уявсенче, ҫӗнӗ хваттерте пурӑнма пуҫланӑ чух та ҫӑкӑра çÿле çĕклесе, пуç тайса, телейлĕ пурнăç, мирлĕ кунçул сунаççĕ… Мӗншӗн пур ҫӗрте те ҫӑкӑр тӗп вырӑнта? Мӗне пӗлтерет-ши ку? (Ҫӑкӑр пулмасан апат та тутлӑ мар, тӑранаймастӑн та, хырӑм та часах выҫать…Çăкăр вăл - тулăх пурнăç (достаток), пурнӑçра чи кирли…)

 Паян эпир вулакан калав «Ҫӑкӑртан асли ҫук» ятлă.

3. «Аукцион» вӑйӑ:

Ҫӑкӑр шутне мӗн-мӗн кӗрет? (ретсемпе сӑмахсем калаҫҫӗ: батон, булка, слойка, печени, сушка, премӗк, сухари, икерчӗ, лаваш, пашалу-лепешка, хуплу, тӑпӑрч икерчи…)

Мӗн чухлӗ апат ҫӑкӑр шутне кӗрет, ҫаксене ҫиместпӗр-и эпир? Ҫӑкӑрсӑр пурнаймастпӑр ҫав.

4. Малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр.

асап тӳснӗ – мучились

уйрăмах паллă – особенно заметно

тухăҫ – урожай

ҫителĕклĕ – достаточно

чухăнсем – бедняки

1)учитель вулать.

2)ача вулать.

3) вырăслисене учитель калать, ачасем чăвашлисене калаççĕ.

4)сăмах майлашĕвĕсем, предложенисем тăваççĕ.

5 . Калав вуласси.

Ҫӑкӑртан асли ҫук.

Ҫӑкӑр вӑл – пирӗн пурнӑҫ, халӑх пуянлӑхӗ. Ҫӑкӑртан асли ҫук теҫҫӗ ваттисем. Ҫӑкӑр авалтанах халӑхра пысӑк хисепре пулнӑ. «Умӑнтан ҫӑкӑр ан татӑлтӑр» – тенӗ ҫынсем пӗр-пӗрне ырӑ сунса. Паян кун та эпир пысӑк хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илетпӗр.

Ӗлӗкхи вӑхӑтра ҫӑкӑршӑн хресчен нумай асап тӳснӗ. Тыр-пул тухӑҫӗ пысӑк пулман. Чухӑнсен ҫӑкӑрне пуянсем турта-турта илнӗ.

Ҫӑкӑр хакӗ йывӑр вӑхӑтра уйрӑмах палӑрать. Иртнӗ вăрçăра Ленинград ҫыннисем выҫӑпа вилнӗ. Талӑкра виҫ ҫӗр грамм çăкăрпа пурăннă.

Халӗ пирӗн ҫӗр шывра ҫӑкӑр çителӗклӗ. Ун хакӗ те йӳнӗ. Ку вӑл пирӗшӗн телей. Шел те, ҫӑкӑра хисеплеменнине те куратпӑр. Ҫӑкӑра хисеплемен ҫынран ыррине ан кӗт тенӗ халӑхра авалранах. Ҫакна, хаклӑ ачасем, нихӑҫан та ан манӑр. (В. Алентей.)

1) учитель вулать.

2) ача вулать.

3) аудировани

4) вырăсла предложенисем калать, ачасем чăвашлисене текстра тупаççĕ.

5) ыйтусем çине хуравласси

  1. Текстра сӑмах мӗн ҫинчен пырать?
  2. Калав сире килӗшрӗ-и?
  3. Ӗлӗкхи вӑхӑтра ҫӑкӑр ӳстерме ҫӑмӑл пулнӑ-и? Мӗншӗн?
  4. Ҫӑкӑр хакӗ хӑҫан палӑрать?
  5. Иртнӗ вăрçăра Ленинград ҫыннисем талӑкра миҫе грамм çăкăрпа пурăннă?
  6. Халӗ пирӗн ҫӗр шывра ҫӑкӑр çителӗклӗ-и?
  7. Ҫӑкӑра хисеплемен ҫынран мӗн ан кӗт тенӗ халӑхра авалранах?

6) чăвашла содержании каласси.

6. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

Алă ҫумасăр çăкăр ан тыт

 Çăкăртан асли çук

Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест

 Килекен çынна çăкăр лартма хушнă

 Çăкăр - тăвар хире –хирĕç

Хлеб – соль взаимны

Хлеб за брюхом не ходит

Хлеб всему голова

Не помыв руки, не ешь хлеб

Путника положено накормить

7. Кану саманчӗ

Пирӗн асанне пӗҫернӗ

Питӗ тутлӑ  капӑртма (лепешка)

Ҫакӑн пек ҫӳллӗскер,

Ҫакӑн пек лутраскер,

Ҫакӑн пек анлӑскер,

Ҫакӑн пек ансӑрскер

  1. Пӗлме интереслӗ
  1. 16 октября, отмечается Всемирный день хлеба.
  2. Каждый день в мире съедается девять миллионов буханок хлеба.
  3. Слово «бутерброд» родилось в немецком языке. «Butter» означает масло, а «Brot» – хлеб.
  4. У русских это каравай, у грузинов – лаваш, у евреев – маца.

1. Юпа уйӑхӗн вун улттӑмӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери ҫӑкӑр кунне палӑртаҫҫӗ.

2) Кашни кун тӗнчере тӑхӑр миллион ҫӑкӑр пуханки ҫиеҫҫӗ.

3) «Бутерброд» сӑмах нимӗҫ чӗлхинчен килнӗ. «Butter» ҫуна пӗлтерет, «Brot» – ҫӑкӑра пӗлтерет.

4) Вырӑссен «каравай», грузинсен лаваш, еврейсен – маца.

9. Çыру ĕçĕ. Ваттисен сăмахĕсене тетрадьсем çине çырса хураççĕ.

Текстра ваттисен сӑмахӗснен тупатпӑр. (ҫыру ӗҫӗ)

Ҫӑкӑр вӑл – пирӗн пурнӑҫ, халӑх пуянлӑхӗ.

Ҫӑкӑртан асли ҫук.

Ҫӑкӑра хисеплемен ҫынран ыррине ан кӗт.

10.Пӗтӗмлетӳ тӑвасси: Хӗр ача ал шӑлипе ҫӑкӑр тытса сӑвӑ вулать:

Хырӑм выҫмасӑр

Ҫӑкӑр ан тыт

(пурте пӗрле):

Ҫӑкӑртан хакли ҫук.

Алӑ ҫумасӑр

Ҫӑкӑр ан тыт

(пурте пӗрле):

Ҫӑкӑртан таси ҫук.

Ҫӗлӗк хывмасӑр

Ҫӑкӑр ан тыт

(пурте пӗрле):

Ҫӑкӑртан асли ҫук.

11. Рефлекси.

Урок вӗҫленсе пырать, лайӑх ӗҫлерӗр, маттурсем. Халӗ хӑвӑра хӑвӑр хаклӑр, урок килӗшрӗ, тӑрӑша ӗҫлерӗр пулсан сарӑ пучах илӗр, ӑнланман япаласем пулчӗҫ, урок килӗшсех каймарӗ пулсан симӗс пучах илӗр, нимте килӗшмерӗ пулсан шурӑ пучах илӗр. Пӗр пучахран ҫӑкӑр пулать-и, пулмасть, вӗсене пӗрле пухмалла, ҫынсем, ачасем пӗчченшер пулаяҫҫӗ-и, ҫавӑнпа та пӗрле пулмалла, яланах туслӑ пурӑнмалла.

 Тавтапуҫ пурне те, маттурсем. Яланах сывлӑхлӑ пулӑр, сирӗн сӗтел ҫинче яланах ӑшӑ, тутлӑ ҫӑкӑр пултӑр!

12. Киле ӗҫ пани.

Ҫӗнӗ сӑмахсене астуса юлма тӑрӑшмалла, 3 предложени ҫырмалла е  ваттисен сӑмахӗсене пӑхмасӑр вӗренмелле. 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....