6-мӗш класра тӑван литературӑпа И. Лисаевӑн "Чире парӑнма ҫуралман" темӑпа ирттермелли урокӑн конспекчӗ
план-конспект урока (6 класс)

Облесова Ирина Николаевна
Конспект урока

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл i.lisaevchire_paranma_suralman_-_kopiya.docx20.76 КБ

Предварительный просмотр:

Тема: И.Лисаевăн «Чире парăнма ҫуралман» повеҫĕ, теми, тĕп шухăшĕ

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасене ҫирĕп чун-чĕреллĕ пулма, йывăрлăхсене ҫĕнтерме Витя сăнарĕ урлă, сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине ăнлантарма вĕрентесси.

Пĕлӳ тĕллевĕ: повесть сыпăкĕсене илемлĕ вуласа хайлав темине, сюжетнее, тĕп шухăшне, асра юлнă пулăмсене, сăнарне ăнланма, вĕсем ҫинчен каласа пама вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: шухăшĕсене йĕркелесе пĕтемлетӳ тăвас, тĕп шухăша ăнланас пултаруллăха тарăнлатасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; илемлĕ вулавĕ; вĕренекен вулавĕ; текстпа паллашни; ыйту-хурав; вуланă эпизод тăрăх калаҫу ирттерни; ыйтусене хуравланă чухне цитатăсемпе вырăнлă усă курни; пĕтĕмлетӳ.

Пуплеве аталантарасси: илемлĕ, пултаруллă вуласси; вуланине тĕплĕн, туллин каласа пама хăнăхтарасси; героя хакласси; ыйтусене хуравласси; илемлĕх  мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси.

Словарь ĕҫĕ: шăмă туберкулезĕ, шăл ҫемми, кăмăл хуҫăлчĕ, куҫĕсем сӳнчĕҫ, пусăрăнчăк, сывлăш ҫавăрса яр, костыль, хулсем сурчĕҫ, чăтăмлăх туптанчĕ, йăм хура, пурнăҫ таппи.

Литература теорийĕ: повесть, пафос (хавха)

Кирлĕ хатĕрсем: И.Лисаев сăн ӳкерчĕкĕ, вăл ҫырнă кĕнекесем, Чăваш Республикин картти.

Урок эпиграфĕ: «Шанчăка ҫухатманнисем - телейлĕ.» (Ват.сăм.)

       

                                          Урок юхăмĕ

  1. Ачасене йĕркелесси.
  2. Киле ĕҫе тĕрĕслени.

Ачасем «Ăмсану» калав содержанине каласа пани.

      III. Çĕнĕ темăпа паллаштарни.

1. И.Лисаев ҫинчен кĕске калана пани.

2. «Чире парăнма ҫуралман» повесть пафосĕ – шанăҫ, паттăрлăх.

«Шанчăк чи юлашкинчен вилет» тени-хайлавăн тĕп шухăшĕ.

 Тĕп сăнар – Витя Кулешов.

3. Учителĕн палăртуллă вулавĕ, вĕренекенсен вулавĕ.

     Iv. Калав тăрăх ĕҫлени.

Iv.Ыйтусемпе ĕҫсем: Витьăна мĕнле йывăр чир асаплантарать?

    --Витя хăйне хĕрхеннине юратаь-и?  

    --Сывалас шанчăка Витя ҫухатмасть. Çакна текстри хăш йĕркесем ҫирĕплетеҫҫĕ?

    --Витя чăтăмлă пулнине кăтартакан вырăнсене тупса вулăр?

    --Йывăр вăхăтра Витьăна камсем пулăшаҫҫĕ?

   2) Чĕлхене илемлетекен мелсем тупса пани, ăнлантарни:

 Танлаштару (ҫут пурнăҫ горизонт пек уншăн);

сăпатлантару (йывăр лава кӳлчĕ);

 эпитет (ҫутă пурнăҫ, пысăк вăй);

 ытарлă, сăнарлă сăмах ҫаврăнăшĕсем (сывлăш ҫавăрать, кăмăл ҫемҫелчĕ, чĕлхе ҫаврăнмасть).

3)Словарь ĕҫĕ.

шăмă туберкулезĕ - йывăр чир; ҫумăр лӳшкет – ҫумăр чарăнмасăр ҫăвать;

шăл ҫемми професси – юрăхлă, ҫăмăлтарах ĕҫ;

кăмăл хуҫăлчĕ – хурланчĕ;

куҫĕсем сӳнчĕҫ –шанчăк ҫухалчĕ,

пусăрăнчăк – кăмăлсăр;

сывлăш ҫавăрса яр –сывласа ил, лăплан ;

хулсем сурчĕҫ – хулĕсем костыльпе ҫӳренипе вăйлă ыратнă;

 чăтăмлăх туптанчĕ –ҫине тăнипе  ,

йăм хура – хуп-хура,;

Розăра вăл пурнăҫ таппи курнă –хăюллăх, ҫăмăллăх, трĕлĕх ;

ĕмĕт тыткăнĕнче – пĕр вĕҫĕмсĕр ĕмĕчĕсем ҫинчен шухăшлать.

v.Пĕтĕмлетӳ.

Витя йывăр чирлĕ пулсан та шанчăка ҫухатмасть, сывалас тесе пĕтĕм вăйне хурать. Витя хăй умне ҫирĕп тĕллев лартать, ăна пурнăҫлас тесе тăрăшать. Унăн лайăх енĕсем: чăтăмлăх, ҫирĕплĕх, пысăк тĕллев лартни, ăна пурнăҫлани, шанчăка ҫухатманни.

vI. Киле ĕҫ.

Вуланă сыпăксен содержанине текста ҫывăх каласа пама вĕренмелле; пĕр-пĕр сыпăкăн ансăр планне ҫырмалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....

Конспект урока литературы. Тема «Стратегии смыслового чтения. Приёмы работы с текстом на уроках литературы».

Цель  урока : обучение эффективным приёмам смыслового чтения на примере работы с текстом притчи «Ведро с яблоками».Задачи:- сформировать способность работы с разными типами текстов;- ...