6-мӗш класра тӑван литературӑпа З. Нестеровӑн "Янттине хапсӑнсан" темӑпа ирттермелли урокӑн конспекчӗ
план-конспект урока (6 класс)

Облесова Ирина Николаевна
6-мӗш класра ирттермелли урокӑн конспкчӗ

Скачать:


Предварительный просмотр:

Тема: З.Нестеровăн «Янттине хапсăнсан» юмахĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ

Урок тĕсĕ: килти вулава пĕтĕмлетсе сӳтсе явмалли урок.

 Сапăрлăх тĕллевĕ: ҫыннăн кахаллăхпа наянлăхне сивлеме вĕрентесси.

 Пĕлӳ тĕллевĕ: харпăр хăй тĕллĕн вуланă хайлава тишкерме хăнăхтарасси; килте вуланă хайлава кĕскен ҫырса хак пама вĕрентесси; вулас туртăма вăйлатасси; юмаха илемлĕ вуласа хайлав темине, сюжетне, тĕп шухăшне, асра юлнă пулăмсене, сăнарне ăнланма, вĕсем ҫинчен каласа пама вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: текстри сăнарлăх мелĕсене тупма вĕрентесси; тĕрĕс те илемлĕ калаҫас сунăма аталантарасси.

 Урок мелĕсемпе меслечĕсем: литература текстне тишкерни; харпăр хăй тĕллĕн вуланине калаттарни; кĕске хайлав ҫырни; сăнара тишкерни; палăртуллă вулав; ваттисен сăмахĕсене , сăнарлăх мелĕсене тупса вĕсен пĕлтерĕшне уҫса пани; текста малалла тăсни; литература тексчĕ тăрăх ӳкерчĕк туни.

Пуплеве аталантарасси: аннотации ҫырма хăнăхтарасси; сăнара уҫса паракан вырăнсене туптарасси; вуланă хайлаври ĕҫсем тăрăх ыйту пама хăнăхтарасси; цитатăпа ĕҫлеме, эпизодсем тăрăх пĕтĕмлетӳ тума вĕрентесси.

 Словарь ĕҫĕ: сĕмсĕрсем, йăрăм.

Литература теорийĕ: литература юмахĕ, йăрăм.

Кирлĕ хатĕрсем: «Хатĕр пул» журнал. -1987. -4-мĕш №, кайăксен ӳкерчĕкĕсем, ҫыравҫă портречĕ, кĕнекисен выставки.

Урок эпиграфĕ: «Ĕҫлемесĕр нимĕн те пулмасть.» (Ват.сăм.)

       

                                          Урок юхăмĕ

  1. Ачасене йĕркелесси.

Учитель: Сывлăх сунатăп сире, ачасем.

Ачасем: Сывлăх сунатпăр.

  1. Хайлав пайĕсене каласа тухни, унăн темипе тĕп шухăшне (ĕҫлемесĕр нимĕн те пулмасть, янтти ырри патне ҫитермест) палăртни.
  2. 1. Эпиграфа урокăн тĕп шухăшĕпе ҫыхăнтарни.

Учитель: Паянхи урокăн эпиграфне эпĕ «Ĕҫлемесĕр нимĕн те пулмасть» текен

ваттисен сăмахне илтĕм. Мĕнле ăнланатăр эсир ҫакна?

2. Килте вуланă хайлавăн содержанине ачасене калаттарни.

Учитель: Ку юмаха эсир килте вуласа тухнă. Кам содержанине каласа парать?

  vI. 1. Ыйтусемпе ĕҫлени:

 - Çамрăк ҫерҫи мĕншĕн кил-ҫурт тупма васкамасть?

 - Ытти кайăксем мĕнле ĕе пикеннĕ?

 - Çерҫи мĕнле тĕллевпе лупас айне вĕҫсе кĕрет?

 - Вăл тата камсен янтă йăвисене йышăнасшăн пулнă?

 -  Янттине шыракан ҫерҫи мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулать?

  - Кахал кайăкăн малашнехи пурнăҫĕ мĕнле пулĕ-ши, улшăнĕ-ши?

2. Текстăн сăнарлă чĕлхи. Илемлĕх мелĕсем:

Учитель: Автор юмахра мĕнле илемлĕх мелĕсемпе усă курнă?

Ачасем: Танлаштарусем - такам хуса янă пек ҫĕкленчĕ, пăшалтан пенĕ пек сирпĕнсе тухрĕ).

Учитель: Çапла, тĕрĕс. Тата мĕнле илемлĕх мелĕсемпе усă курнă?

Ачасем: Эпитетсем - хĕрӳ ĕҫ, чаплă йăва, ырă кайăк.

v. Пĕтĕмлетӳ.

 1. Учитель аннотаци тĕслĕхне вуласа пани; аннотаци ҫырас йĕркепе паллаштарни.

2. «Янттине хапсăнсан» юмах аннотацийĕ:

           Юмахра З.Нестерова янттине хапсăнакан ҫерҫи ҫинчен каласа панă. Вăл хатĕр йăва шыраса инкеке лекет. Автор ҫерҫи сăнарĕ урлă юлхавсене питлет. Пурнăҫра ырă та ĕҫчен пулма вĕрентет.

vI. Киле ĕҫ.

Юмахри кайăк сăнарĕ е пĕр-пĕр эпизод тăрăх сюжетлă ӳкерчĕк хатĕрлемелле.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокěУрок форми: литература эстафети.Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упр...

Бинарный урок по предметам: литература, родная литература и ненецкий язык в 5 «а» классе. Бинарный урок по предметам: литература, родная литература и ненецкий язык в 5 «а» классе.

Бинарный  обобщающий урок литература, родная литература и ненецкий язык на тему  «Ненецкая сказка «Лабтэйко». Цели урока:- расширить  представления  о мире сказок;- пока...

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....