«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ
план-конспект урока (5 класс) на тему

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл 5_klass.docx33.4 КБ

Предварительный просмотр:

Клементьева Л.Н., Пучинкери вăтам шкул

5 класра «Ырă çын пуласси ачаран паллă» темăпа

ирттермелли   урок  конспекчĕ

Вĕрентÿ тĕллевĕ: Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавне вуласа тухасси, калав содержанине каласа пама, хайлавăн темипе тĕп шухăшне уçса пама, хайлаври сăнарсен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне лайăхрах ăнланса илме пулăшасси, вĕсене хаклама, пĕтемлетÿ тума хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне аталантарасси, çыннăн ырă тата япăх енĕсене курма, ыррине йышăнса, усаллине сивлеме хăнăхтарасси; ырă кăмăллă, тараватлă та сăпайлă пулса ÿсме вĕрентесси.

Сапарлăх (воспитании) тĕллевĕ: вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси.

Пуплеве аталантарасси: палăртуллă вуласси, илемлĕ калаçасси, ыйтусем тăрах калаçма хăнăхтарасси, ушкăнпа ĕçлесси.

Урок тĕсĕ: хайлава тишкермелли   урок.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, тишкерÿллĕ вулав, ыйту-хурав, ушкăнпа ĕçлени, тĕп сăнарсене хак пани, кластер туни.

Урокра кирлĕ  хатĕрсем: Марина Карягина «Слива вăрри» калавĕ, презентаци

Урок юхăмĕ

Урок

тапхăрĕ

Ĕç

тĕсĕ

Вĕрентекен ĕçĕ

Вĕренекенсен ĕçĕ

Класа йĕркелени

Веренекенсемпе паллашни

Ачасене

Кăсăклан-тарни

калаçу

- Ачасем, сирĕн умра виçĕ хайлав ячĕ. Эсир вĕсене вуланă-и? (1 слайд)

Мария Ухсай «Ирхи сывлăм»,

В.Короленко «В дурном обществе», Марина Карягина «Слива вăрри»

- Çак хайлавсенче мĕн çинчен каланă, вĕсен шухăшĕнче  пĕр пекки пур-и?

- Тĕрĕс хурава тупас тесен пирĕн мĕн тумалла? Марина Карягинăн «Слива вăрри» хайлава вуласа тухмалла.

- Слива мĕнле çырла? Миçе тĕрлĕ слива пĕлетĕр эсир?

Ыйтусем çине хуравлаççĕ, хăйсен шухăшне доска çине çыраççĕ

Ырă кăмăллă тата начар ачасем çинчен

Ырăпа усал çинчен

Ырă çын пуласси ачаран паллă

-Йывăç çинче ÿсекен çырла

Çĕнĕ

тема

вĕрен-

ни

Хайлавпа

пĕтĕмĕш-ле ĕçлени

мăшăрпа ĕçлени

Ушкăнпа ĕçлеççĕ

- Халĕ Марина Карягинăн «Слива вăрри» хайлава вулатпăр

Хайлавра ăнланман сăмахсем тĕл пулчĕç-и?

Мăнаçлăн – мăнкăмăллăн

Сăйлинччĕ – хăна ту

Танлăн – чыслăн (гордо)

Чăркăшать –харкашать

Апăрша – мĕскĕн

Курнăçланса – мухтанса

Кăран пахнăн  - çилленсе

Çак сăмах майлашăвĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

Чĕрре кĕрет-шăртлан, çилленсе кай

Пуç ватса лар – шухăшла

Çăвара шыв сыпнă пек – чĕнмесĕр, калаçмасăр

Кукăр алăлла- вăрлакан çын

Ачан тертне – ачан нушине (тимлĕхĕ)

-Ачасем, хайлавра мĕн çинчен каланă?

-  Хайлаври тĕп сăнар кам – Ваçкă е Толик?  

- Вĕсем çинчен мĕн пĕлтĕмĕр? Мĕнле ачасем вĕсем?    

-Толик мĕншĕн хăйне улпут ывăлĕ пек тыткалать?

-Ваçкă мĕншĕн сĕлекине лăнкăрт та лăнкăрт çăтса ларать?

- Ваçкăн мĕнле ĕмĕт пур?Унăн ĕмĕчĕ мĕншĕн хитре?

- Мĕншĕн Толик çĕре сурса пăрахнă слива вăррисене пуçтарать?

- Хĕвел ансан Ваçкă мĕнле «операцие» тухса каять? Ĕçĕ ăнăçлă иртет-и унăн?

-Мĕншĕн?

-Ваçкă слива вăрлама тухсан уншăн мĕншĕн урамĕ пысăк, хăй пĕчĕк, тÿпе ун çине кăран(çилĕллĕн) пăхнăн туйăнать?

- Библи вĕрентнĕ тăрăх, ырă ĕçшĕн вăрлани çылăхлă ĕç-ши?  Эсир мĕнле шухăшлатăр?    

- Сире слива вăрлама кайнă ача е слива  çитермен ача килĕшрĕ?  

-Слива вăрлама кайнă ачан тĕллевĕ мĕншĕн сăваплă?

Сăваплă сăмахăн пĕлтерĕшне эсир мĕнле ăнланатăр?

Ашмарин словарĕнче çапла çырнă:

Сăваплă - благочестивый, таса пурăнăçлă.

- Çак ачасенчен хăшĕ ырă çын пулса ÿсĕ-ши?

- мĕнле çын  вăл ырă çын?

- мĕнле çынна усал теççĕ?

Калава вулаççĕ

Ыйтусем çине хуравлаççĕ

Кĕске содержани калаççĕ.

Сăмахсен пелтерĕшĕсене калаççĕ

Ваçкă

Кластер тăваççĕ

Толик  11 çулта, вăл  мухтанчăк, хăйне улпут ывăлĕ пек тытать, пурнăçра пĕлменни нимен те юлмарĕ, тет

Ваçкă -10 çулта, сăпайлă, ырă ĕмĕтлĕ, хăйсен ялне слива сачĕ айне тăвасшăн

Ваçкăн та слива çиес килет, анчах Толик ăна сайлама, хăналама шутламасть те, слива ялта Толиксемсĕр пуçне никамăн та çук,

Ваçкă Толик сурса пăрахнă вăрăсене пуçтарса килĕрен акса тухса хăйсен ялне слива сачĕ айне тăвасшăн Толик вăрăсене пуçтарса хăйсен пахчине кайса силлет, ыттисен пахчинче слива ÿстересшĕн мар вăл

Толиксен пахчинчен пĕр слива татса илсе хăйсен пахчине акса шăтарасшăн, кайран хунавне ялĕпе сарасшăн, анчах ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ.

Ăна амăшĕ шырама тухать.

Мĕншĕн тесен çут çанталăк та Ваçкă усал ĕç тума шут тытнине пĕлет пек, ăна çакăншăн сивлет пек туйăнать ăна.

Ырă ĕçшĕн те вăрлама юрамасть

Слива вăрлама кайнă ача, мĕншĕн тесен унăн шухăшĕ сăваплă.

Вал хăйшĕн мар, ыттисемшĕн тăрăшать

Паллах, Ваçкă.

Кластер тăваççĕ

- аслисене хисеплет

-танташĕсемпе килĕштерет

- кĕçĕннисене кÿрентермест

-сăпайлă

- таса чунлă

- шухăшĕ те ырă

- ĕçĕ те пархатарлă

-ашшĕ-амăш ятне ямасть

- юлташĕсене сутмасть

- Тăван çĕршывне, чĕлхине юратса хисеплет

-çăткăн

-ултав суяпа пурăнакан

-хăй çинчен кăна шутлать

-çынна лайăх пуласран хăрать

- Çак хайлавсене мĕнле шухăш çыхăнтарать-ха?

Мĕнле тема вĕрентĕмĕр паян?

Ырă çын пуласси ачаран паллă.

Килти

ĕç

«Ырă» çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене çырса килмелле

Килти ĕçе çырса хураççĕ

Пĕтĕмлетÿ

рефлекси

Урокра эпĕ çакна пĕлтĕм…

Ман асра мĕн юлчĕ (ăша кĕрсе юлчĕ)…

Хăвăр урокра мĕнле ĕçленине хакламалли анкета

Ырăлăх, ăш пиллĕх, ыттисемшĕн саванма пĕлни, вĕсен хуйхи-суйхине ăнланма пултарни çынна телей кÿреççĕ, Апла тăк хăвăр кун-çулăра ырă ĕçĕрсемпе илемлетĕр.

Ырă çын пулнине эпир унăн кăмăлĕнчен, тараватлăхĕнчен, ăшă сăмахĕнчен, ялан пулăшма хатĕр пулнинчен куратпăр.

Этемĕн хăй хыççăн ырă ят, ырă йĕр хăвармалла, çак ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен унăн ача чухне ашшĕ-амăшне итлемелле, вĕсем вĕрентсе каланине ăша хывмалла, ĕçчен пулмалла, тăрăшса вĕренмелле.

Ачасем хăйсен ĕçне хаклаççĕ.

Хăвăр урокра мĕнле ĕçленине хакламалли анкета

Эпĕ урокра

Хастар ĕçлерĕм

Сÿрĕк ĕçлерĕм

Урокра мĕнле ĕçленипе

кăмăллă

кăмăлсăр

Урок маншăн

Хăвăрт иртрĕ

Вăраха тăсăлчĕ

урокра

Эпĕ ывăнмарăм

Эпĕ ывăнтăм

Урок маншăн

Усăллă

Интереслĕ(кăсăклă) пулчĕ

Усăсăр

Кичем пулчĕ

Килти ĕç

Çăмăл пулчĕ

Йывăр пулчĕ

Çак сăмах майлашăвĕсем мĕне пĕлтереççĕ?

Чĕрре кĕрет-

 Пуç ватса лар –

Çăвара шыв сыпнă пек –

Кукăр алăллă-

Ачан тертне –


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Надежда Павлова – тĕнчипе паллă балерина.

Пӗчӗк чухне атте пире Шупашкартан хӑй çуралнӑ Вӑрнар районӗнчи Шӗнер ялне илсе каятчӗ. Унта çамрӑксен каçхине вӑййа тухса юрланине-ташлание курса киленеттӗм. Ӳсерех парсан Шупашкарти Пионер керменӗнчи...

6 класс презентация урока по чувашскому языку "палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"

Презентация к уроку для 6 класса по чувашскому языку по теме "Палла ячесен паларту висисем" с использованием сингапурской методики...

6 класс конспект урока по чувашскому языку "Палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"

конспект урока по чувашскому языку для 6 класса по теме "Палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"...

Калаçасса калаçăп эпĕ, Нептун çинче те чăвашла

Тĕллевсем:1.Вĕренекенсем  И.Я.Яковлев пурнăç çулĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслесси, çĕннине пĕлтересси.2. Вĕренекенсен пĕлÿ, хăнăху туянас, шухăшлас, ĕçлес пултарулăхне аталантарасси.3. Вĕренекенсен кал...

НОД Лепка. Тема: Сливы и лимоны

Конспект по теме: "Сливы и лимоны" Группа общеразвивающей направленности для детей 4-5 лет....