Усал - утпа, ырри çуран çÿрет (6-мěш класра литературăпа ирттермелли урок)
методическая разработка (6 класс) по теме

Тарасова Лидия Васильевна

 

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокě

Урок форми: литература эстафети.

Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упрама, ěçе юратма вěрентесси.

Пěлÿ тěллевě: Вěреннě хайлавсене аса илесси, пуç ватмăш, сăмах «çěленěн» хуравěсем урлă илнě пěлěве ăша хывасси.

Аталантару тěллевě: ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирěплетесси.

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, пуç ватмăшсен, сăмах «çěленěн» хуравěсене тупни, ыйтусене хуравлани, калаçу, шырав.

Пуплеве аталантарасси: вěреннě хайлавсемпе усă курса шухăша çирěплетесси, ыйтусене тěрěс ăнланса хуравласси.

Словарь ěçě: эстафета (фр.) – васкавлă хыпар; спорт ăмăртăвě.

Кирлě хатěрсем: компьютер, экран.

Скачать:


Предварительный просмотр:

Усал -  утпа, ырри çуран çÿрет

(6-мěш класра ирттермелли урок)

Урок тěсě: пěтěмлетÿ урокě

Урок форми: литература эстафети.

Сапăрлăх тěллевě:  1. Ушкăнпа ěçлеме тат пěр-пěрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси. 2. Тимлě пулма, туслăха хаклама,чыса упрама, ěçе юратма вěрентесси.

Пěлÿ тěллевě: Вěреннě хайлавсене аса илесси, пуç ватмăш, сăмах «çěленěн» хуравěсем урлă илнě пěлěве ăша хывасси.

Аталантару тěллевě: ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирěплетесси.

Урок мелěсемпе меслечěсем: учитель сăмахě, пуç ватмăшсен, сăмах «çěленěн» хуравěсене тупни, ыйтусене хуравлани, калаçу, шырав.

Пуплеве аталантарасси: вěреннě хайлавсемпе усă курса шухăша çирěплетесси, ыйтусене тěрěс ăнланса хуравласси.

Словарь ěçě: эстафета (фр.) – васкавлă хыпар; спорт ăмăртăвě.

Кирлě хатěрсем: компьютер, экран.

Урок юхăмě

  1. Урока йěркелесси.
  2. Урок темипе, формипе, тěллевěсемпе паллаштарни, словарь ěçне тăвасси.
  3. Кашни ача хăйěн ячěпе, девизěпе паллаштарасси.
  4. Эстафета тапхăрěн ěçěсене ăнлантарасси.

Учитель: Эстафетăра пурě 5 тапхăр. Вěсем пурте пěр-пěрипе çыхăннă. Пěр тапхăртан тепěр тапхăра куçнă чух «эстафета патаккине» (кирлě сăмаха) манса ан кайăр. Унсăрăн ěçе вěçне çитерме çук. Ăнăçу пултăр сире, ачасем!

        5. Ěçе тунă май экран çинче кăтартса пырасси.


Пěрремěш тапхăр

1

2

3

4

5

6

7

Сулахайран сылтăмалла.

  1. Пěр-пěр ěçе, япалана, чěр чуна е этеме пысăклатса ÿкерсе панине … теççě.
  2. Кушак сухалěсене касакан сăнарăн хушамачě.
  3. Прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вěрентекен ытарлă хайлава … теççě.
  4. «Хăравçă мулкач» юптарăва çыракан авторăн ячě.
  5. Анатолий Смолин ача чухне мěн ани çинче мулкач курать?
  6. «Кураканни курать» сăвва çыракан авторăн ячě.
  7. «Ěненÿ ăс-тăн тата чěре вăйне хăпартлантарать, ăшри ырă кăмăл тěнчине парнелет, йăпатать, хавхалантарать, хуйхă вăхăтěнче чуна çěклентерет, телейпе ăнăçура ăна тасатать тата уçăлтарать», - тесе кам каланă?

            Çÿлтен аялалла.

1. Паллă тунă çěрте писатель хушамачě пулмалла. Ăна ас туса юлăр.

   


Иккěмěш папхăр

  1. Денис Гордеев çырнă, эсир вěреннě хайлав ячě.
  2. Хайлав жанрě.*
  3. Произведенири тěп сăнара амăшě кам ачисемпе çÿреттересшěн мар?
  4. Пурне те пěлекен çын теççě ăна ялта. Сăмах кам çинчен пырать?
  5. Микка пичче патне кайнă чухне тěп сăнар кěсйине мěн чикет?
  6. Калаври Михалăн ачасене илěртмелли мěн пур? (Вăл ăна никама та тыттармасть).
  7. «Кил, кил кунта, ан хăра. Аллуна çеç тытса пăхатăп. Кукăр пулмасан кале яратăп». Çак сăмахсене кам калать?
  8. «Алли кукăр» тени мěне пěлтерет?
  9. Калаври ырă сăнарсене палăртăр.
  10. Микка пиччен куштăрканă алли ачан хулне хыпашланă хыççăн вăл мěншěн макăрса ярать?

  ---------------------------

* Палăртнă ыйтăвăн хуравне ас туса юлăр.


Виҫҫěмěш тапхăр

1

2

3

4

 

7

6

 

5

 

 

 

8

  1. Иккěмěш тапхăрта ас туса юлнă сăмах.
  2. Анатолий Смолин куçаруçă та: Константин Ивановăн,Çеçпěл Мишин, Петěр Хусанкайăн сăввисене чăвашларан мěнле чěлхене куçарать?
  3. Вун икě çулта ялти шкултан вěренсе тухсан Александр Кăлкана вăтăр çухрăмри Пасарлă Упи ялне икě сыпăклă шкула илсе каять Петěр пиччěшě. Унти хваттер хуçин хушамачě мěнле-ши?
  4. «Хăравçă мулкач» юптарура мěнле кашкăр кěтěве пырса сурăха тытса каять?
  5. «Пирěн пурăнăç – кěтрет», - тесе калать Анатолий Смолин хăйěн «Ан вěлер, ан суй, ан сут!» сăввинче. Кěтрет тени мěне пěлтерет?
  6. Киле таврăнма каçа юлса тухсан пěррехинче Петěр Эйзин умне кашкăр тухса тăрать. Мěнле хытса тăрать Петěр?
  7. «Кушак сухалě» произведенин жанрне палăртăр.
  8. Çамрăк сăмахăн антонимě.

-------------------------------------

Çиччěмěш ыйтури хайлав авторне ас туса юлăр.


Тăваттăмěш тапхăр

Çак писателěн хайлавěнчи сăнарсене асăнса тухăр.

«Усал – утпа, ырри çуран çÿрет» пайри авторсемпе вěсен произведенийěсене аса илěр, ас туса юлăр.

Пиллěкмěш тапхăр

Хайлавсемпе автор ячěсене çыхăнтарăр.

Анатолий Смолин           «Йывăр – çын пулма»

Александр Кăлкан           «Кукăр алăсем»

 

Петěр Эйзин                     «Кушак сухалě»

Юхма Мишши                  «Çěр улми аврипе Мăян»

Ваçлей Игнатьев               «Кураканни курать»

 

Денис Гордеев                  «Хăравçă мулкач»

Валерий Туркай                «Ан вěлер, ан суй, ан сут!»

Хушма ěç

«Усал – утпа, ырри çуран çÿрет» пайри  произведенисене вуласан мěнле ваттисен сăмахěсем, каларăшсем аса килеççě?

1.

2.

3.

4.

5.

6.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" хайлавĕ тăрăх ирттермелли урокăн анлă конспекчĕ

Конспекта анлĕн çырса кăтартнă. Урока ирттерме усă курма пулать....

К.В.Ивановăн "Нарспи" поэми тăрăх литература каçĕ ирттермелли сценари

 Силпи тёрёх.нче хал. те юхать: шаркать =\лл. валак пу=.нчен Нарспи =ёл.? Ч.рк.м.л ев.р =утё та таса вёл? К.=тенттин вил.мс.р Нарспий. кунта шыв ёсма =\рен.: Сетнер.пе т.л пулса хуйхине пусарнё?...

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ.

Вырăс шкулĕн 6 класĕнче «Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕнче урокăн тĕллевĕсене, урок юхăмне тĕплĕн çырса панă. Ку материалпа чăваш чĕлхине вĕрентекенсем усă курма пултараççĕ....

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....