Урок теми: Асамлă фразеологисем «Лэпбук технологийӗпе усă курасси
творческая работа учащихся (11 класс)

Кириллова Эльвира Николаевна

Чӗлхе илемлӗ те пуян пултăр тесе ҫыравҫăсем литературăра тӗрлӗ фразеологизмссемпе усă кураҫҫӗ. Кулленхи  хутшăнура та ăста калаҫакан ҫынсем, уйрăмах ватă ҫынсем, пуплевре тӗрлӗ сăмах ҫаврăнăшӗсемпе илемлетеҫҫӗ. Калаҫура фразеологизмсемпе вырăнлă усă курма пӗлмелле, ҫавăн чухне ҫеҫ пуплев илемлӗ пулса тухать. Тӗлсӗр усă курнă фразеологизм пуплеве пăсать, шухăша ăнланма йывăрлатать.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл master-klass_11_klass_2019.docx205.62 КБ

Предварительный просмотр:

Кириллова Э.Н. Тăвай райăнӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкассинчи шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

Класс:  11класс

Урок теми:  Асамлă фразеологисем «Лэпбук технологийӗпе усă курасси

Урок тěсě:   Лэпбук  мелӗпе усă курса вăйă  евӗр урок.

Урок тӗллевӗ: Пуплевре тӗрӗс усă курма вӗренесси, вӗсем ҫинчен пӗлесси, тупасси, вырăс чӗлхинчи фразеологизмсемпе чăваш чӗлхинчи фразеологизмсене танлаштарасси, куҫарасси.

Кăтарту  хатĕрĕсем: Компьютер, проектор, слайдсем, экран.

Курăмлăх хатĕрĕсем: лэпбук,  А4 листасем, маркерсем, карточкăсем,

Доска ҫинче урокǎн эпиграфě:   «Вăхăт ҫитсессӗн калама тесе

                                                              Сăмахсене ачашласа усратăп».                          

                                                   (П.Эйзин).

Мастер-класăн йĕрки:

І.  Кăсăклантарса яни.

1.  Сывлăх сунатăп, ачасем. Мӗнлерех сирӗн кăмăлсем?   Паянхи кун сирĕн патăрта хăнасем йышлă. Эпĕ те сирĕнпе тĕл пулма хавас. Атьăр-ха эпир те пĕр-пĕрин çине пăхса хĕллехи шап-шурă юр пек таса кăмалпа паянхи урока пуçлар.

(хампа паллаштаратăп) Мана Кириллова Эльвира Николаевна тесе чĕнеççĕ. Эпӗ Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче ĕçлетĕп.

Тавах пурне те. Халĕ малалла ĕçлĕпĕр.

Учитель:  Урока видороликрен  пуçлăпăр, итлер-ха.  (1-мӗш слайд)

- Итленӗ видеороликре мӗнле сăмахсем асăрхарăр.  (Ачасен хуравӗсем …. фразеологизмсем).

- Апла  мӗн ҫинчен калаҫăпăр, мӗн тăвăпăр? (Ачасен хуравӗсем ….

- Фразеологизмсем, уйрăм сăмахсем пекех, пуплеве мӗн тума кирлӗ? (ачасен хуравӗсем….йӗркелеме, илемлетме, пуянлатма…)

Учитель:  Сăмах ҫаврăнăшӗсене чӗлхе наукин уйрăм пайӗ –фразеологи –тӗпчесе вӗрентет ( фразис – грек сăмахӗ, чăвашла каласан «сăмах , сăмах ҫаврăнăшӗ» тени пулать; логос – «вӗрентў»).

Фразеологизмсем – ҫирӗпленсе ларнă хатӗр сăмах ҫаврăнăшӗсем, кашнин хăйӗн уйрăм пӗлтерӗш.  (2-мӗш слайд)

 

Учитель:  Ҫапла вара асамлă фразеологизмсем  ҫинчен калаҫăпăр, ӗҫлӗпӗр.

2.  Доска ҫинче Лэпбук .  Ачасем, эсир кӗнеке вулама юрататăр-и?  Алă ҫӗклӗр-ха,  кам та кам хăйне кӗнеке тусӗ тесе хаклать?  Вулав ҫуртне  ҫўрет? (ачасем алă  ҫӗклеҫҫӗ,  вӗрентекен вӗсене ырлать.) 

Ҫапла вара эпир паян фразеологизмсем ҫинчен  калаҫнă, ӗҫленӗ, шыранă  чух  ҫак  лэпбук кӗнекене вулăпăр, ӗҫсене  пурнăҫлăпăр, кирлӗ хуравсем хушăпăр.

Лэпбук акăлчан сăмахӗ (laр – чӗркуҫҫи;  book – кӗнеке), чӗркуҫҫи ҫинчи кӗнеке тенине пӗлтерет. (2-мӗш слайд)

ІІ. Тӗп пайӗ.Ушкăнпа пайланса ӗҫлени.  

1. Учитель: Ушкăнпа ӗҫлӗпӗр. 2 ушкăнран тăрӗ. Ушкăнра ĕçлесе эсир хăвăршăн тата кашниншĕн ответ тытатăр.(6-шар ача)   Ушкăнпа ӗҫлес пулсан ушкăнăн ячӗсем пулмалла.Ушкăна ертсе пыраканӗ тата ҫырса пыраканӗ пулмалла

 1-мӗш ушкăн  «Чӗлхе вылят» (калаҫ, пупле)

2-мӗш ушкăн  «Чӗлхе салтăн» (калаҫма пуҫла)

2.  Ачасем хăйсем тухса  ӗҫсем суйлама пултараҫҫӗ.  Вӗрентекен вӗсене ӗҫе хӗвеле май тума хушать –кашни ӗҫӗн хăйӗн майӗ, мелӗ,  ӗҫсене йӗркипе пурнăҫласа пырар,  ӗҫсене 2 ушкăнран та пӗрер ача тухса  ӗҫсем илеҫҫӗ  те пурнăҫлама пуҫлаҫҫӗ.  Конкурс ячӗсене стикерсем ҫине ҫырса хăвăрăн тухса  ҫыпăҫармалла пулать.

 ІV.   Халӗ вара малалла лэпбука интереслӗ хуравсем хушатпăр.

1.1-мӗш ӗҫе пуҫлама вăхăт ҫитрӗ. « Синонимсемпе антонимсен ҫӗр-шывӗнче» 

    Пӗрремӗш ушкăна – фразеологизмсем тупăр – синонимсем, иккӗмӗш ушкăна – фразеологизмсем тупăр – антонимсем. (темиҫе фразеолгизмсем ҫырар та кӗсьене  кайса хурар.)

Пĕрремĕш ушкăна

1)Ыйха çап – харлаттар

2) Чыс ту – хисеп ту

3) Вăрăм чĕлхе – сўпĕлти, суеç

4) Кĕске турталлă – хăвăрт çилленекен çын

5) Чике тăршшĕ ларт – шĕвĕртсе хăвар, ултала, суй

Иккĕмĕш ушкăна

1) Чике тăршшĕ ларт – ан суй, ан ултала

2) Пуш параппан çап –  ан пакăлтат, ан сўпĕлтет

3) Шăтăк пуç – ăслă

4) Кăмăла хуçрĕ – савăнтарчĕ

5) Çичĕ ют – тăван

2. Малалла тепӗр конвертӗнче ўкерчӗксем тăрăх фразеологизмсем шыраса тупăр(кашни ушкăн черетпе хуравлать.)   Ўкерчӗксен галереи

1)Хырăм хыр тăррине кайнă (голод не тётка)

2)Кĕлмĕçлен, хутаçпа çўре (довести до нищеты)

3)Хуп турттар (объятия морфея)

4)Ик айкки те тăвайкки(по барабану)

3.   Пӗрремӗш ушкăнсен фразеологизмсене вӗҫлемелле пулать,  иккӗмӗш ушкăнсен –фразеологизмсене юсаса тўрлетмелле. Вӗҫле, юсаса тўрлет!

Пĕрремĕш ушкăн:

1) Пĕр чĕлхе (туп)

2) Ик айкки те (тăвайкки)

3) Кĕрĕк арки  (йăвала)

4) Çăвара шыв (сып)

Иккĕмĕш ушкăн:

1) хăлха пар чикки (хăлха чикки пар)

2) курмасть чиксе те  йĕп куç (йĕп чиксен те куç курмасть)

3) иличчен хупса куç ( куç хупса иличчен)

4) çăвартан сур пĕр (пĕр çăвартан сур)

4. Халӗ сирӗн тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупас пулать. Тарăн шухăшлă тупмалли юмахсем.  (пăрҫа, пыл,  ала, шыв).

Тимӗр пăрҫа (хыт кукар), пыл та ҫу( ҫепӗҫ), ала пуҫ (час манакан ҫын), шыв сыпнă пек (чӗнмесӗр)

5. «Кулăшла пантомимсем» Малалла. Эсир питӗ пултаруллă ачасем, хăвăр пултарулăхапире те уҫса параратăр пулӗ. Кăҫал Раҫҫейре театр ҫулталăкӗ пулнă май пирӗн хушăра та пулас артистсем ҫураласса шанатпăр. ушкăнрисем фразеологизмсене  калаҫмасăр, мимикăпа ҫех выляса  кăтартаҫҫӗ, иккӗмӗш ушкăнрисен мӗнле фразеологизм пулнине тавҫăрмалла, пӗлмелле, ун хыҫҫăн ушкăнсем улшăнаҫҫӗ.

Хусканусем  те  тума вăхăт ҫитрӗ. Доска умнее ушкăн тухать. Эсир питӗ пултаруллă ачасем, хăвăр пултарулăха пире те уҫса параратăр пулӗ. Кăҫал Раҫҫейре театр ҫулталăкӗ пулнă май пирӗн хушăра та пулас артистсем ҫураласса шанатпăр.

Пĕрремĕш ушкăна

1) Кушакпа йытă пек

2) Куçран çухалчĕ

3) Пăкки тухса ўкнĕ( сехри хăпнă)

4) Çăварне хупла

Иккĕмĕш ушкăна

5) Алă кĕçтет

6) Кĕлмĕçлен

7)  Кĕске турта

8) Сăмсуна каҫăрт

   6. Тепӗр ӗҫ – чăвашла фразеологизмсене вырăсла куҫарасси.  Куҫаруҫăсем

1)  Пересчитать рёбра (Аяк пĕрчисене шутла)

2)  Учить уму-разуму ( Ăса вĕрент)

1) Конца-краю не видно, не видать  (Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть)

2) Щёлкать зубами  (Шăла шакка)

 7..  «Шырав тупăр»

Пĕрремĕш ушкăна 

Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвва вуламалла, фразеологизм тупмалла.

Никамран та ютшăнмасăр

Тан курса пур йăхсене,

Ят хума пултарнă хамăр

Хӗвеле, ҫăлтăрсене.

Ăс-пуҫран та катăк мар

Чун хавалӗпе те паттăр,

Чӗрепе  те шӗл-кăвар,

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!.

     Иккĕмĕш ушкăна

Стихван Шавлин «Вӗҫкӗн Ваҫҫа» шўтлӗ сăвва вуламлла, фразеологизм тупмалла.

…Ваҫҫа пек вӗҫкӗн ҫатта,

Тух эс тӗттӗмрен ҫутта!

Шухăшла ҫакна, ăсла:

Лайăх вӗрен вырăсла!

Аннў панă чӗлхерен

Ан вăтан эс ўлӗмрен!

Унсăрăн ятна яран,

Ҫамкуна та ҫаптаран.

8.  Малалла  ачасем урок эпиграфне уҫса пама синквейн тăваҫҫӗ, урока  пĕтĕмлетсе  лэпбук тата   фразеологизм сăмахсемпе  СИКВЕЙН çырар.

Пĕрремĕш ушкăна

фразеологизм

кăсăкă, кирлӗ

илемлетет, шухăшлаттарать, пӗлтерет

пуплеве илем кўрет

пуплев

   

 Иккĕмĕш ушкăна

Лэпбук

Çĕнĕ, усăллă

Аталантарать, шухăшлаттарать, ĕçлеттерет

Лэпбук çĕнĕлле ĕçлеттерет

Ҫӗнӗлӗх ӗҫ кӗнки

V. Харкам туяннă пӗлӗве хаклани, урока пӗтӗмлетни.

Лэпбука пуҫтарса илетпӗр те малти ўкерчӗкӗ патне тухатпăр.

2. Вӗрентекен пӗтӗмлетӗвӗ. Чӗлхе илемлӗ те пуян пултăр тесе ҫыравҫăсем литературăра тӗрлӗ фразеологизмссемпе усă кураҫҫӗ. Кулленхи  хутшăнура та ăста калаҫакан ҫынсем, уйрăмах ватă ҫынсем, пуплевре тӗрлӗ сăмах ҫаврăнăшӗсемпе илемлетеҫҫӗ. Калаҫура фразеологизмсемпе вырăнлă усă курма пӗлмелле, ҫавăн чухне ҫеҫ пуплев илемлӗ пулса тухать. Тӗлсӗр усă курнă фразеологизм пуплеве пăсать, шухăша ăнланма йывăрлатать.

3.Рефлекси.  

 

Ачасем, паянхи урокра килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тавах. Пит маттур ӗҫлерӗр эсир. Аван пӗлетӗр фразеологизм ҫинчен.  Фразеологиземпе пуплевре тӗрӗс усă курасса эпӗ шансах тăратăп. (парне)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме,...

Урок русского языка в 7 классе Тема: «Страдательные причастия настоящего времени» урок сочетает в себе ряд технологий: диалоговая, технология игрового обучения, здоровьесберегающие, компьютерные

    Данный урок в разделе курса «Морфология. Орфография. Культура речи» входит в тему «Причастие» и связан с предыдущими уроками по этой теме. Опирается на конкретные знания, навыки, ...

Педагогический проект по русскому языку: «Формирование коммуникативно - компетентной личности средствами развивающего обучения, представленного лэпбук-технологией, на уроках русского языка и во внеурочной деятельности»

При разработке данного проекта учитывался социальный заказ современного российского общества в активной, коммуникативной личности.В связи с этим перед педагогами стоит задача поиска новых нестандартны...

«Строение мышц» 8 кл Урок личностно-ориентированный с применением технологий модульного обучения , (ТКМЧП) игровой технологии, технологии ИКТ.

Форма: Нестандартный урокОборудование:  таблицы : «Строение мышц» презентация, проектор , контрольные листы;Технологии: Урок личностно-ориентированный с применением технологий модульн...

Технологическая карта урока математики с использованием игровых технологий, технологии дифференциации, сотрудничества и ИКТ-технологий

Технологическая карта урока математики с использованием игровых технологий, технологии дифференциации, сотрудничества и ИКТ-технологий...