ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН ПУПЛЕВНЕ АТАЛАНТАРАС ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ ХУТШĂНУ ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ УСĂ КУРАССИ
статья по теме

Григорьева Вера Евгеньевна

Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме, пархатарлă тĕллевĕмĕре ăнăçлă пурнăçласа пыма пулăшасса шанас килет.

Скачать:


Предварительный просмотр:

 ЧӐВАШ ЧӖЛХИ УРОКӖСЕНЧЕ АЧАСЕН  ПУПЛЕВНЕ  АТАЛАНТАРАС  ĔÇРЕ ИНФОРМАЦИПЕ  ХУТШĂНУ  ТЕХНОЛОГИЙĔСЕМПЕ  УСĂ КУРАССИ

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи

                                                                                            8- мĕш шкулти  

                                                                                             чăваш чĕлхи вĕрентекен      

                                                                                            Григорьева В.Е. ĕçĕ

      Хальхи саманара чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне компьютер технологийĕсемпе, интернет уçлăхĕнчи информаципе усă курманни пурнăçран  юлнипе танах. Информаципе компьютер технологийĕ пире ÿсĕмлĕ ĕçлеме, пархатарлă тĕллевĕмĕре ăнăçлă пурнăçласа пыма пулăшасса шанас килет.

      Юлашки çулсенче вĕрентÿре информаципе хутшăну (коммуникации) технологийĕсем (ИКТ) вĕренÿ ĕçне анлă кĕрсе пыраççĕ. Çак технологисем ачасен тавра курăмне аталантарма, ăс-тăнне çивĕчлетме, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшаççĕ. Информаципе хутшăну технологийĕсем – шкул ачисен паянхи аталанăвне тивĕçтерекен, вĕрентме анлăрах майсем туса паракан хатĕр. Компьютер технологийĕве йĕркелеме – ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен хастарлăхне ÿстермелли, вĕренÿ процессне тухăçлăрах ирттермелли меслетсенчен пĕри.

       Информаципе хутшăну технологийĕпе урокăн пур тапхăрĕнче те усă курма пулать: çĕнĕ темăна ăнлантарнă чух та, ăна çирĕплетсе пĕтĕмлетнĕ чухне те, пĕлĕве тĕрĕсленĕ тапхăрта та.

      Вĕрентÿре компьютерпа тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать:

- кăтарту хатĕрĕ вырăнĕнче усă курма (схемăсем, ÿкерчĕксем, сăмах е предложении моделĕсем);

- пĕр-пĕр ăслая çирĕплетмелли ĕçсем, вăйăсем ирттерме;

- шырав-тĕпчев ĕçне йĕркелеме (проект ĕçĕсем, çавра сĕтелсем, презентацисем тума);

- кирлĕ информаци тупма;        

- урока е унăн пĕр-пĕр тапхăрне сюжетлă вăйă евĕр ирттерме;

- Тестсем, кроссвордсем, ребуссем, ачасен хăнăхăвĕсемпе пĕлĕвне тĕрĕслеме;              

     Компьютер пире, учительсене питĕ пысăк пулăшу парать. Уроксенче эпир цифрăланă вĕренÿ хатĕрĕсемпе (ЦОР), интернет-рессурссемпе май пур таран усă куратпăр.

- Интернет уçлăхне тухса тĕрлĕ сайтра, порталта кирлĕ информаци тупма май пурри вĕрентекене чылай çăмăллăх кÿрет, ĕç хăвăртлăхне ÿстрет.

-  Чăваш чĕлхипе хатĕрленĕ электрон пособийĕсемпе усă курса ирттерни вĕрентĕве интереслĕрех ирттерме май парать. Урок тухăçлăхĕ те ÿсет.

- Слайдсемпе усă курни ĕçĕн курăмлăхне ÿстерет. Ачасем кураççĕ, илтеççĕ, вулаççĕ.

         Компьютер вĕрентекене те, вĕренекене те питĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах компьютерăн сиенлĕ витĕмĕ те çук мар. Компьютер уйрăмах çамрăк организмшăн сиенлĕ. Компьютер умĕнче нумай вăхăт ирттерни сывлăха хавшатать: куç вăйне чакарать, çурăм шăммине ывăнтарать, психикăна улăштарать. Çавăнпа та учителĕн санитарии нормисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Ачасен монитор умĕнче 10 минутран ытла ларма юрамасть. Ачасене мĕн пĕчĕкрен хăйсен сывлăхне упрама вĕрентмелле. Вăхăт норми çинчен асăрхаттарсах тăмалла. Ку пирĕн тĕп тивĕç.

          Вĕренекен компьютер умĕнче ирттермелли вăхăтпа тĕрĕс усă курса ĕçлеме мĕн ачаран хăнăхтăр. Электронлă шутлав машини ачасен ăс-хакăлне пуянлатма пĕлÿ шайне ÿстерме, тавра курăмне анлăлатма пулăштăр. Компьютерпа вырнаçуллă усă курни вĕренекенсен активлăхне, пĕлÿ илес туртăмне палăртмаллах пысăклатать. Ачасем вăл е ку темăпа ытларах интересленме пуçлаççĕ, пĕлĕве хăйсем тĕллĕн шырама тимлеççĕ. Вĕрентекенĕ вара тĕрĕс çул кăтартса пымалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Кейс ăслайĕпе усă курасси

О технологии кейса на уроках чувашского языка и литературы....

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси

Антонимсене вĕрентнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси...

«Универсаллă тест комплексĕ (УТК) программăпа чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче усă курасси»

Данная программа также была найдена мной в сети Интернет. Ни для кого не секрет что важнейшим показателем качества образования является объективная оценка учебных достижений учащихся. Этот показатель ...

Урок теми: Асамлă фразеологисем «Лэпбук технологийӗпе усă курасси

Чӗлхе илемлӗ те пуян пултăр тесе ҫыравҫăсем литературăра тӗрлӗ фразеологизмссемпе усă кураҫҫӗ. Кулленхи  хутшăнура та ăста калаҫакан ҫынсем, уйрăмах ватă ҫынсем, пуплевре тӗрлӗ сăмах ҫаврăнăшӗсем...