Олимпиадные задания по чувашскому языку для русскоязычных школ
олимпиадные задания (7, 8, 9, 10, 11 класс) на тему
Вопросы, тексты для аудирования и ответы для проверяющих
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
rayon_shayenchi_olimpiada.doc | 151.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем
7 класс
Аудировани тексчĕ
Хĕвел кунран-кун ытларах хĕртекен пулчĕ. Кăнтăрла тумла юхать, ирĕн-каçăн çатăр шăнтать. Малтан урам хушшинчи, унтан уй-хирти çул-йĕр те хуралчĕ.
Çанталăка май вĕçен кайăксем те куç умĕнчех улшăнса пыраççĕ. Шĕпшĕлсенех илер ак. Хĕл варринче вĕсем çерçисенчен вăрăм хÿрисемпе çеç уйрăмччĕ. Халь йăлтах урăхла: хÿрисем витĕрех саралнă, юррисене илтсен чуну таçта çĕкленет. Çин-çин-çин-çин-çин! янратаççĕ шĕпшĕл аçисем. Ку – çуркунне пуçламăшĕн кĕвви ĕнтĕ.
Çерçисене пăхăр-ха тата! Аллăн-утмăлăн пĕр йывăç çине ларнă та чарăна пĕлмесĕр тем çинчен чĕвĕлтетеççĕ. Мĕн вĕсен унта: туй-и, пысăк уяв-и?
Чăхсем те пĕсехисене карăнтарнă, вĕсем те каçса кайсах какалаççĕ. Автанĕсем вара мăнаçлăн каçăрăлса çÿреççĕ, çунат çапа-çапа авăтаççĕ.
Ула кураксем те çулсем çинчен хăпма пĕлмеççĕ. Апат çисе тăрансан çеç йывăçсем çине кайса лараççĕ те çуркуннене мухтаса кăшкăрашаççĕ.
Çырма-çатра хĕррисемпе сăрт çамкисем улаланма пуçласан малтан хура кураксем, каярах шăнкăрчсемпе тăрисем те персе çитрĕç.
Мĕн тери ырă вăл çуркунне пуçламăшĕ! Ав тăри çÿлтен те çÿле вĕлтĕртетсе улăхать. Ăна çил вĕçтерсе хăпартакан çулçă темелле.
Шăнкăрчсем тата мĕнлерех юрлаççĕ! Шăпчăк пек шăхăраççĕ, чĕкеçле те чĕвĕлтетеççĕ, çăмарта пуçланă чăх пек какалаççĕ, тăрналла та триллетеççĕ... Пулаççĕ те юрă ăстисем!
Авă хĕвел ăшшинче хĕрлĕ ĕне хĕртĕнсе тăрать. Ун çине икĕ чавка килсе ларнă. Вĕсем пĕшкĕне-пĕшкĕне ĕнен йăптăх çăмне тăпăлтараççĕ. Чавкасем те чĕпĕсем кăларса çитĕнтерме хатĕрленеççĕ ĕнтĕ.
Вăранать, чĕрĕлет, хавхаланать çурхи çанталăк.
(П. Ибасов çырни тăрăх.)
Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç
Текста икĕ хут вуласа памалла.
Ĕçсем:
1. Текста ят парăр.
2. Текстра асăннă кайăк ячĕсене çырăр.
Ĕçсем
7 класс
1. Чăваш чĕлхинче миçе пуплев пайĕ (части речи)?
2. Ĕĕ сас паллисем чăваш алфавитĕнче хăш саспаллисем хушшинче тăраççĕ?
3. Тĕслĕхпе усă курса чĕр чун, кайăк-кĕшĕк мĕн тунине çырăр.
Тĕслĕх: ĕне макăрать.
Упа ... Кашкăр ... Лаша ... Сысна ... | Хур ... Кăвакал ... Автан ... Шапа ... |
4. Хăш сăмах ытлашши? Мĕншĕн?
Хупах, хăях, шурут, куршанак, упа сарри, хăмăш, вĕлтĕрен, кăрăç.
5. Йăнăш çырнă сăмахсене тупăр, тĕрĕс çырăр.
Вулатпăр, калаççа, лĕпĕшшем, улмуççи, сапсарă, кукук, каймаç, мунча, шаккать.
6. Панă сăмахсенчен сукмак сăмахăн синонимне тупăр.
Тукмак, шуçлак, пăрлак, утма çул, кайăк хур.
7. Шуралнăн сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
8. Тăванĕсенчен сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.
9. Чăваш Республикинчи пур хула ятне те чăвашла çырăр.
10. Хăвăр пĕлекен пĕр-пĕр чăваш поэчĕ çинчен 10 – 15 предложенирен тăракан текст туса чăвашла çырăр.
7 класс
Тĕрĕслекенсем валли
I. Аудировани ĕçĕ
1. Хурав: Çуркунне. Çуркунне пуçламăшĕ. ...
Тĕрĕс ятшăн – 1 балл.
2. Хурав: шĕпшĕл, çерçи, ула курак, хура курак, шăнкарч, тăри, шăпчăк, чĕкеç, тăрна, чавка.
Кашни тĕрĕс тупса çырнă ятшан – 1 балл.
II. Ытти ĕçсем:
1. Хурав: 11 пуплев пайĕ.
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
2. Хурав: Ёё тата Жж сас паллисем хушшинче.
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
3. Хурав: упа мĕкĕрет, кашкăр улать, лаша кĕçенет, сысна нăриклетет(çухăрать), хур какалать, кăвакал нартлатать, автан авăтать, шапа кваклатать.
Кашни тĕрĕс тупнă глаголшăн – 1 балл.
4. Хурав: кăрăç. Кăрăç – кăмпа ячĕ, ытти сăмахсем – курăк ячĕсем.
Тĕрĕс тупнă сăмахшан – 1 балл. Тĕрĕс ăнлантарнăшăн – 1 балл.
5. Хурав: калаççа, лĕпĕшшем, сапсарă, кукук, каймаç. Çырмалла: калаçса, лĕпĕшсем, сап-сарă, куккук, каймаст.
Кашни тĕрĕс тупнă сăмахшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс çырнă сăмахшăн – 1 балл. Пурĕ 10 балл пулма пултарать.
6. Хурав: утма çул.
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
7. Хурав: глаголăн причасти форми(шуралнăн – шуралнă).
8. Хурав: тăванĕсенчен (тăван(яп.ячĕ) – тăванĕ (яп.ячĕ, камăнлăх форминче) – тăванĕсен(яп.ячĕ, камăнлăх форминче, нум. хисепре) – тăванĕсенчен (яп.ячĕ, камăнлăх форминче, нум. хисепре, туху падежĕнче.)
Кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – 1 балл.
9. Хурав: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр.
Кашни тĕрĕс тупнă хула ячĕшĕн – 1 балл.
10. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 15 балл.
Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем
8 класс
Аудировани тексчĕ
Кĕркунне шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ унăн. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ÿкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлăччĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.
Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Çилпе хăйĕн хытă çулçисене хуллен çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать: «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», – тет.
Шĕшкĕ ăвăс çине, вăйĕ-халĕ пĕтнĕрен, аран-аран куçне уçса пăхать. Типсе, хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, сассине аран кăларса калать: «Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ÿстермĕп. Ай-яй-яй, шăмшак пит ыратать, йĕпе-сапа пулать пуль», – тет.
Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ.
Хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ, унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халĕ иккĕленет: пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстереççĕ. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвел патне туртăнаççĕ. Хĕвелĕ вара пурне те ăшăтать, ачашлать. Ав, шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне улмуççин çĕклейми улма пулать ĕнтĕ. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать. Вал та шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. «Ытти йывăçсен пурин те вăррисем, ачисем, пулаççĕ. Эпĕ çеç пушă ларатăп», – шухăша кайрĕ шĕшкĕ. Унăн çав тери мăйăр ÿстерес килет, анчах пĕр туратне пăхать – хуçăк, тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса пĕтернĕ.
Хĕвел, шĕшкĕ хуйхине туйса, унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе калать: «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле». Хăй ăшшăн кулать, шĕшкĕ çине ăшă сывлăш ярать.
Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем кашни çĕр, тăм ÿкмессерен, çĕре тăкăнаççĕ. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, мăйăр татаççĕ. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
– Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр татнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, - терĕ пĕр ачи.
– Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр. Татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр ăна. Эсĕ çакна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.
– Астăватăп-çке, – тет малтанхи.
Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал унăнне пĕр турат та никам хуçман, шăмшак ыратмасть. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе, çÿçенсе кайрĕ. Хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана. Шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и, тен», – терĕ.
Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çутала илчĕ.
(Трубина Марфи).
Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç
Текста икĕ хут вуласа памалла.
Ачасем хут листи çине 10-таран çапла çыраççĕ:
1) 2) 3) 4) 5) | 6) 7) 8) 9) 10) |
Ĕç: Текстра пур шухăша (+) паллăпа, çуккине (-) паллăпа палăртăр.
Кашни предложение пĕр хут çеç вуласа памалла.
1. Хĕлле шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса пĕтернĕ.
2. Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать.
3. «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», -терĕ вăрман улмуççийĕ.
4. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн.
5. Чие йывăççи çуркунне палăрми шурă кĕрен чечекре ларчĕ.
6. «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле», - теççĕ ачасем.
7. Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, çырла татаççĕ.
8. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
9. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку качакасене... Пĕтереççĕ мана вĕсем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ.
10. Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ.
8 класс
Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлама панă текст
(1)Таса та сарă кунсем тăчĕç çак хушăра.
(2)Ир-каç тухăç шурă нейлон пек таса. (3)Вăрмансем, хирсем çинче хĕвел ялтăртатать. (4)Кăнтăрлаччен çанталăк çуллахи пек çилсĕр тăп. (5)Кăнтăрла иртсен тÿпене шурă хăйма пек пĕлĕтсем сырса илеççĕ те, хĕвел шуралнăн туйăнать. (6)Вăл, пĕтĕм ăшшине çу каçичченех çĕре хĕрхенмесĕр панăскер, сасартăк хытать, çутине перекетлесе сапать. (7)Кăнтăрла хĕвел питтинче халь те самаях ăшă-ха, каçхине вара çанталăк та, çĕр те сивĕнме тытăнаççĕ.
(8)Çил çурçĕре куçрĕ. (9)Самаях сивĕтрĕ. (10)Каçхине тăм ÿкнипе ирхине пĕтĕм тавра шап-шурах. (11)Картасем, хуралтăсемпе пÿрт-çурт çийĕсем, тĕсне çухатсах пыракан курăк, сарай хыçĕнчи ватăлса кайнипе сарăхнă вĕлтĕрен – пурте тăм ÿкнипе шуралнă. (12)Хĕвел тухса ял çине хăпарсан кăна тăм ÿкнĕ вырăнта нÿр выртса юлать, ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.
(13)Кантăрла эрешмен карти вĕçет. (14)Вăл йывăç тĕмĕсене, çул хĕрринче тăлăххăн ларса юлнă хыт хурана, кĕтÿрен таврăнакан ĕнесене, çĕр улми кăларакан çынсене сырăнать.
(15)Ял урамĕнчи йывăçсене çулăм ярса илнĕ. (16)Вĕсем сап-сарă çÿçне кăтралаттарнă хĕр пек. (17)Чиесен, улмуççисен тата йăмрасен çулçисем кăна симĕссипех. (18)Пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă пилеш хăйне çиме илĕртет. (19)Кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста талăксеренех çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе тăхăнать, куç умĕнчех ÿсет.
(20)Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.
(А. Емельянов çырни тăрăх).
Ĕçсем
8 класс
1. Текстран пахча çимĕç ятне çырса илĕр, унтан Хăвăр пĕлекен ытти пахча çимĕçсен чăвашла ячĕсене хушса çырăр.
2. 5-мĕш предложенири шуралнăн сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
3. 14-мĕш предложенири хыт хура сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантарăр.
4. Текстран вăйлă степеньри паллă ячĕсене çырса илĕр.
5. 6-мĕш предложенирен иккĕмĕшле (сăмах тăвакан аффикс хушăнса пулнă) сăмаха çырса илĕр. Сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.
6. 20-мĕш предложение çырса илĕр, предложенин тĕп членĕсене аялтан туртса паллă тăвăр.
7. Кĕркунне çинчен ваттисен сăмахĕсем тупса çырăр.
8. Тупмалли юмах шухăшласа тупăр, çырăр. Тупсăмĕ шăлан пултăр.
9. Пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксен чăвашла ячĕсене çырăр.
10. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр йывăçа 10–15 предложенипе сăнласа çырса кăтартăр.
8 класс
Тĕрĕслекенсем валли
I. Аудировани ĕçĕ
1) – 2) + 3) – 4) + 5) – | 6) – 7) – 8) + 9) – 10) + |
Кашни тĕрĕс паллăшăн – 1 балл.
II. Ытти ĕçсем:
1. Пахча çимĕç ятне тĕрĕс тупнăшăн (купăста) – 1 балл. Кашни тĕрĕс çырнă чăвашла ятшăн – 1 балл.
2. Хурав: глаголăн причасти форми (шуралнăн – шуралнă).
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
3. Хурав: хыт хура – бурьян (ботанич. – чернобыльник)
Тĕрĕс ăнлантарнăшăн – 1 балл.
4. Хурав: шап-шурах, сап-сарă, хĕрлĕ-хĕрлĕ, чи илемсĕр.
Кашни тĕрĕс тупнă паллă ячĕшĕн – 1 балл.
5. Хурав: перекетлесе ( перекет(яп.я.) – перекетле (гл.) – перекетлесе(деепр.)
Сăмаха тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – 1 балл.
6. Хурав: Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.
Кашни тĕрĕс тупса палартнă тĕп членшăн – 1 балл.
7. Кашни тĕрĕс ваттисен сăмахĕшĕн – 1 балл.
8. Шăлан – шиповник. Ачан шăлана, ятне каламасăр, сăнласа пама пĕлмелле: мĕнле çырла (тĕм) вăл, ăçта ÿсет, мĕнле усă парать? Тĕслĕхрен: Хула урамĕсенче те, вăрманта та, асанне пахчинче те ÿсет. Роза евĕрлĕ, çырлисем питĕ усăллă. Мĕн вăл?
Сăмаха пĕлнĕшĕн – 1 балл, тĕрĕс сăнласа пама пултарнăшăн – 3 балл. Чи нумаййи – 4 балл.
9. Хурав: çерçи, ула курак, кăвакарчăн, кăсăя, уйăп, ...
Кашни тĕрĕс ятшăн – 1 балл.
10. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 15 балл.
Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем
9 класс
Аудировани тексчĕ
Кĕркунне шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ унăн. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ÿкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлăччĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.
Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Çилпе хăйĕн хытă çулçисене хуллен çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать: «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», – тет.
Шĕшкĕ ăвăс çине, вăйĕ-халĕ пĕтнĕрен, аран-аран куçне уçса пăхать. Типсе, хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, сассине аран кăларса калать: «Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ÿстермĕп. Ай-яй-яй, шăмшак пит ыратать, йĕпе-сапа пулать пуль», – тет.
Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ.
Хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ, унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халĕ иккĕленет: пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстереççĕ. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвел патне туртăнаççĕ. Хĕвелĕ вара пурне те ăшăтать, ачашлать. Ав, шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне улмуççин çĕклейми улма пулать ĕнтĕ. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать. Вал та шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. «Ытти йывăçсен пурин те вăррисем, ачисем, пулаççĕ. Эпĕ çеç пушă ларатăп», – шухăша кайрĕ шĕшкĕ. Унăн çав тери мăйăр ÿстерес килет, анчах пĕр туратне пăхать – хуçăк, тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса пĕтернĕ.
Хĕвел, шĕшкĕ хуйхине туйса, унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе калать: «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле». Хăй ăшшăн кулать, шĕшкĕ çине ăшă сывлăш ярать.
Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем кашни çĕр, тăм ÿкмессерен, çĕре тăкăнаççĕ. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, мăйăр татаççĕ. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
– Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр татнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, - терĕ пĕр ачи.
– Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр. Татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр ăна. Эсĕ çакна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.
– Астăватăп-çке, – тет малтанхи.
Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал унăнне пĕр турат та никам хуçман, шăмшак ыратмасть. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе, çÿçенсе кайрĕ. Хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана. Шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и, тен», – терĕ.
Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çутала илчĕ.
(Трубина Марфи).
Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç
Текста икĕ хут вуласа памалла.
Ачасем хут листи çине 10-таран çапла çыраççĕ:
1) 2) 3) 4) 5) | 6) 7) 8) 9) 10) |
Ĕç: Текстра пур шухăша (+) паллăпа, çуккине (-) паллăпа палăртăр.
Кашни предложение пĕр хут çеç вуласа памалла.
1. Хĕлле шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса пĕтернĕ.
2. Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать.
3. «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», -терĕ вăрман улмуççийĕ.
4. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн.
5. Чие йывăççи çуркунне палăрми шурă кĕрен чечекре ларчĕ.
6. «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле», - теççĕ ачасем.
7. Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, çырла татаççĕ.
8. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
9. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку качакасене... Пĕтереççĕ мана вĕсем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ.
10. Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ.
9 класс
Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлама панă текст
(1)Таса та сарă кунсем тăчĕç çак хушăра.
(2)Ир-каç тухăç шурă нейлон пек таса. (3)Вăрмансем, хирсем çинче хĕвел ялтăртатать. (4)Кăнтăрлаччен çанталăк çуллахи пек çилсĕр тăп. (5)Кăнтăрла иртсен тÿпене шурă хăйма пек пĕлĕтсем сырса илеççĕ те, хĕвел шуралнăн туйăнать. (6)Вăл, пĕтĕм ăшшине çу каçичченех çĕре хĕрхенмесĕр панăскер, сасартăк хытать, çутине перекетлесе сапать. (7)Кăнтăрла хĕвел питтинче халь те самаях ăшă-ха, каçхине вара çанталăк та, çĕр те сивĕнме тытăнаççĕ.
(8)Çил çурçĕре куçрĕ. (9)Самаях сивĕтрĕ. (10)Каçхине тăм ÿкнипе ирхине пĕтĕм тавра шап-шурах. (11)Картасем, хуралтăсемпе пÿрт-çурт çийĕсем, тĕсне çухатсах пыракан курăк, сарай хыçĕнчи ватăлса кайнипе сарăхнă вĕлтĕрен – пурте тăм ÿкнипе шуралнă. (12)Хĕвел тухса ял çине хăпарсан кăна тăм ÿкнĕ вырăнта нÿр выртса юлать, ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.
(13)Кантăрла эрешмен карти вĕçет. (14)Вăл йывăç тĕмĕсене, çул хĕрринче тăлăххăн ларса юлнă хыт хурана, кĕтÿрен таврăнакан ĕнесене, çĕр улми кăларакан çынсене сырăнать.
(15)Ял урамĕнчи йывăçсене çулăм ярса илнĕ. (16)Вĕсем сап-сарă çÿçне кăтралаттарнă хĕр пек. (17)Чиесен, улмуççисен тата йăмрасен çулçисем кăна симĕссипех. (18)Пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă пилеш хăйне çиме илĕртет. (19)Кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста талăксеренех çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе тăхăнать, куç умĕнчех ÿсет.
(20)Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.
(А. Емельянов çырни тăрăх).
9 класс
Ĕçсем
1. Текстран курăк ятне çырса илĕр. унтан Хăвăр пĕлекен ытти курăксен чăвашла ячĕсене хушса çырăр.
2. 6-мĕш предложенири хĕрхенмесĕр сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
3. 18-мĕш предложенирен [й] сасă пур сăмахсене çырса илĕр.
4. 3-мĕш предложенирен иккĕмĕшле (сăмах тăвакан аффикс хушăнса пулнă) сăмаха çырса илĕр, сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.
5. 12-мĕш предложение темиçе хутсăр предложени пек çырăр.
6. Ылтăн кĕрпе хура кĕре сăнлакан сăмахсем 10-шар тупса икĕ юпана çырăр.
7. Кĕркунне çинчен ваттисен сăмахĕсем тупса çырăр.
8. Тупмалли юмах шухăшласа тупăр, калăплăр. Тупсăмĕ кавăн пултăр.
9. Кĕркунне ăшă енне вĕçсе каякан кайăксен чăвашла ячĕсене çырăр.
10. Паянхи çанталăка 10-15 предложенипе сăнласа çырса кăтартăр.
Тĕрĕслекенсем валли
9 класс
I. Аудировани ĕçĕ
1) - 2) + 3) - 4) + 5) - | 6) - 7) - 8) + 9) - 10) + |
Кашни тĕрĕс паллăшăн – 1 балл.
II. Ытти ĕçсем:
1. Хурав: вĕлтĕрен (йыт пырши, пиçен, утмăл турат, мăян ...)
Курăк ятне тĕрĕс тупнăшан – 1 балл. Кашни тĕрĕс çырнă чăвашла курăк ячĕшĕн – 1 балл.
2. Хурав: глаголăн деепричасти форми (хĕрхенмесĕр – хĕрхенсе).
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
3. Хурав: е, хăйне.
Кашни тĕрĕс тупнă сăмахшăн – 1 балл.
4. Хурав: ялтăртатать (ялтăр (ев. сăм.) + ялтăртат (гл.) + ялтăртатать (3-мĕш с.)
Сăмаха тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – пĕр балл.
5. Хурав: Хĕвел тухса ял çине хăпарать. Тăм ÿкнĕ. Нÿр выртса юлать. Ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.
Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл.
6. Кашни тĕрĕс сăмахшăн – 1 балл.
7. Кашни ваттисен сăмахĕшĕн – 1 балл.
8. Кавăн – тыква. Ачан кавăна, ятне каламасăр, сăнласа пама пĕлмелле: мĕнле çимĕç вăл, ăçта ÿсет, мĕнле усă парать? Тĕслĕхрен: Пахчара ÿсет. Арбуз пек çаврака та пысăк, анчах ăшĕ хĕрлĕ мар, сарă тĕслĕ. Питĕ усăллă çимĕç. Мĕн вăл?
Сăмаха пĕлнĕшĕн – 1 балл, тĕрĕс сăнласа пама пултарнăшăн – 3 балл. Чи нумаййи – 4 балл.
9. Хурав: курак, шăнкăрч, чĕкеç, тăри, путене, тăрна, ...
Кашни тĕрĕс ятшăн – 1 балл.
10. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 15 балл.
Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем
10 класс
Аудировани тексчĕ
Кĕркунне шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ унăн. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ÿкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлăччĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.
Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Çилпе хăйĕн хытă çулçисене хуллен çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать: «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», – тет.
Шĕшкĕ ăвăс çине, вăйĕ-халĕ пĕтнĕрен, аран-аран куçне уçса пăхать. Типсе, хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, сассине аран кăларса калать: «Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ÿстермĕп. Ай-яй-яй, шăмшак пит ыратать, йĕпе-сапа пулать пуль», – тет.
Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ.
Хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ, унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халĕ иккĕленет: пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстереççĕ. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвел патне туртăнаççĕ. Хĕвелĕ вара пурне те ăшăтать, ачашлать. Ав, шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне улмуççин çĕклейми улма пулать ĕнтĕ. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать. Вал та шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. «Ытти йывăçсен пурин те вăррисем, ачисем, пулаççĕ. Эпĕ çеç пушă ларатăп», – шухăша кайрĕ шĕшкĕ. Унăн çав тери мăйăр ÿстерес килет, анчах пĕр туратне пăхать – хуçăк, тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса пĕтернĕ.
Хĕвел, шĕшкĕ хуйхине туйса, унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе калать: «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле». Хăй ăшшăн кулать, шĕшкĕ çине ăшă сывлăш ярать.
Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем кашни çĕр, тăм ÿкмессерен, çĕре тăкăнаççĕ. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, мăйăр татаççĕ. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
– Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр татнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, - терĕ пĕр ачи.
– Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр. Татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр ăна. Эсĕ çакна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.
– Астăватăп-çке, – тет малтанхи.
Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал унăнне пĕр турат та никам хуçман, шăмшак ыратмасть. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе, çÿçенсе кайрĕ. Хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана. Шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и, тен», – терĕ.
Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çутала илчĕ.
Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕçсем
10 класс
Текста икĕ хут вуласа памалла.
Ĕçсем:
1. Текста ят парăр.
2. Текстра асăннă йывăç ячĕсене çырăр.
10 класс
Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлама панă текст
(1)Таса та сарă кунсем тăчĕç çак хушăра.
(2)Ир-каç тухăç шурă нейлон пек таса. (3)Вăрмансем, хирсем çинче хĕвел ялтăртатать. (4)Кăнтăрлаччен çанталăк çуллахи пек çилсĕр тăп. (5)Кăнтăрла иртсен тÿпене шурă хăйма пек пĕлĕтсем сырса илеççĕ те, хĕвел шуралнăн туйăнать. (6)Вăл, пĕтĕм ăшшине çу каçичченех çĕре хĕрхенмесĕр панăскер, сасартăк хытать, çутине перекетлесе сапать. (7)Кăнтăрла хĕвел питтинче халь те самаях ăшă-ха, каçхине вара çанталăк та, çĕр те сивĕнме тытăнаççĕ.
(8)Çил çурçĕре куçрĕ. (9)Самаях сивĕтрĕ. (10)Каçхине тăм ÿкнипе ирхине пĕтĕм тавра шап-шурах. (11)Картасем, хуралтăсемпе пÿрт-çурт çийĕсем, тĕсне çухатсах пыракан курăк, сарай хыçĕнчи ватăлса кайнипе сарăхнă вĕлтĕрен – пурте тăм ÿкнипе шуралнă. (12)Хĕвел тухса ял çине хăпарсан кăна тăм ÿкнĕ вырăнта нÿр выртса юлать, ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.
(13)Кантăрла эрешмен карти вĕçет. (14)Вăл йывăç тĕмĕсене, çул хĕрринче тăлăххăн ларса юлнă хыт хурана, кĕтÿрен таврăнакан ĕнесене, çĕр улми кăларакан çынсене сырăнать.
(15)Ял урамĕнчи йывăçсене çулăм ярса илнĕ. (16)Вĕсем сап-сарă çÿçне кăтралаттарнă хĕр пек. (17)Чиесен, улмуççисен тата йăмрасен çулçисем кăна симĕссипех. (18)Пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă пилеш хăйне çиме илĕртет. (19)Кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста талăксеренех çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе тăхăнать, куç умĕнчех ÿсет.
(20)Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.
(А. Емельянов çырни тăрăх).
10 класс
Ĕçсем
1. Текстран хурт-кăпшанкă ятне çырса илĕр, Хăвăр пĕлекен хурт-кăпшанкă ячĕсене хушса çырăр.
2. 7-мĕш предложенири сивĕнме сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
3. 1-мĕш предложенирен [с] сасă янăраса илтĕнекен сăмахсене çырса илĕр.
4. 16-мĕш предложенирен иккĕмĕшле (сăмах тăвакан аффикс хушăнса пулнă) сăмаха çырса илĕр, сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.
5. 18-мĕш предложенире определени пулакан сăмахсене аялтан туртса паллă тăвăр.
6. Хура кĕре сăнласа 10 предложенирен тăракан текст çырăр.
Тĕрĕслекенсем валли
10 класс
I. Аудировани ĕçĕ
1. Тĕрĕс ятшăн – 2 балл. (Шĕшкĕ. Шĕшкĕ пурнăçĕ. Шĕшкĕ...)
2. Хурав: шĕшкĕ, ăвăс, вăрман улмуççийĕ, çĕмĕрт.
Кашни тĕрĕс йывăç ячĕшĕн – 1 балл.
II. Ытти ĕçсем:
1. Хурав: эрешмен. (Шăна, кăткă, нăрă, шĕкĕ, ...)
Хурт-кăпшанкă ятне тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл. Кашни тĕрĕс ятшăн – 1 балл.
2. Хурав: глаголăн инфинитив форми. (Сивĕн - сивĕнме ).
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
3. Хурав: таса, кунсем.
Тĕрĕс тупнă сăмахшăн – 1 балл.
4. Хурав: кăтралаттарнă (кăтра + кăтралат + кăтралаттар + кăтралаттарнă).
Сăмаха тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – 1 балл.
5. Хурав: пĕр-пĕр(пахча), пахчари (пилеш), пÿрт умĕнчи (пилеш), хĕрлĕ-хĕрлĕ (сапака), сапакаллă (пилеш), пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă ( пилеш).
Кашни тĕрĕс тупнă определенишĕн - 1 балл.
6. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 10 балл.
Район шайĕнчи олимпиада валли ĕçсем
11 класс
Аудировани тексчĕ
Кĕркунне шĕшкĕ тĕмне мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпе хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ унăн. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ÿкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлăччĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.
Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Çилпе хăйĕн хытă çулçисене хуллен çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать: «Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ÿстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Сан мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ. Килес çул пĕр мăйăр та ан ÿстер. Мăйăр ÿстерни саншăн шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук», – тет.
Шĕшкĕ ăвăс çине, вăйĕ-халĕ пĕтнĕрен, аран-аран куçне уçса пăхать. Типсе, хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, сассине аран кăларса калать: «Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ÿстермĕп. Ай-яй-яй, шăмшак пит ыратать, йĕпе-сапа пулать пуль», – тет.
Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, юр пĕтĕмпех хупласа лартрĕ.
Хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ. Çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ, унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тенĕччĕ, анчах халĕ иккĕленет: пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстереççĕ. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвел патне туртăнаççĕ. Хĕвелĕ вара пурне те ăшăтать, ачашлать. Ав, шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне улмуççин çĕклейми улма пулать ĕнтĕ. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать. Вал та шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. «Ытти йывăçсен пурин те вăррисем, ачисем, пулаççĕ. Эпĕ çеç пушă ларатăп», – шухăша кайрĕ шĕшкĕ. Унăн çав тери мăйăр ÿстерес килет, анчах пĕр туратне пăхать – хуçăк, тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса пĕтернĕ.
Хĕвел, шĕшкĕ хуйхине туйса, унăн турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе калать: «Ан хуйхăр, шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Кăçал санăн канас пулать. Килес çул валли вăй хатĕрлемелле». Хăй ăшшăн кулать, шĕшкĕ çине ăшă сывлăш ярать.
Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем кашни çĕр, тăм ÿкмессерен, çĕре тăкăнаççĕ. Çынсем вăрмана хутаçсем çака-çака килеççĕ, мăйăр татаççĕ. Акă пĕр ирхине икĕ ача шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сирсе пăхрĕç – пĕр мăйăр та çук.
– Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр татнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, - терĕ пĕр ачи.
– Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр. Татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр ăна. Эсĕ çакна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.
– Астăватăп-çке, – тет малтанхи.
Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал унăнне пĕр турат та никам хуçман, шăмшак ыратмасть. «Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕр валли çĕклейми мăйăр ÿстеретĕп. Анчах.... Ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем», - хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе, çÿçенсе кайрĕ. Хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана. Шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и, тен», – терĕ.
Хĕвел шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çутала илчĕ.
(Трубина Марфи).
Аудировани шайне тĕрĕслемелли ĕç
Текста икĕ хут вуласа памалла.
1. Итленĕ текстăн тĕп шухăшне пĕр-ик предложенипе çырса парăр.
11 класс
Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлама панă текст
(1)Таса та сарă кунсем тăчĕç çак хушăра.
(2)Ир-каç тухăç шурă нейлон пек таса. (3)Вăрмансем, хирсем çинче хĕвел ялтăртатать. (4)Кăнтăрлаччен çанталăк çуллахи пек çилсĕр тăп. (5)Кăнтăрла иртсен тÿпене шурă хăйма пек пĕлĕтсем сырса илеççĕ те, хĕвел шуралнăн туйăнать. (6)Вăл, пĕтĕм ăшшине çу каçичченех çĕре хĕрхенмесĕр панăскер, сасартăк хытать, çутине перекетлесе сапать. (7)Кăнтăрла хĕвел питтинче халь те самаях ăшă-ха, каçхине вара çанталăк та, çĕр те сивĕнме тытăнаççĕ.
(8)Çил çурçĕре куçрĕ. (9)Самаях сивĕтрĕ. (10)Каçхине тăм ÿкнипе ирхине пĕтĕм тавра шап-шурах. (11)Картасем, хуралтăсемпе пÿрт-çурт çийĕсем, тĕсне çухатсах пыракан курăк, сарай хыçĕнчи ватăлса кайнипе сарăхнă вĕлтĕрен – пурте тăм ÿкнипе шуралнă. (12)Хĕвел тухса ял çине хăпарсан кăна тăм ÿкнĕ вырăнта нÿр выртса юлать, ку таранччен кĕр сулхăнне парăнман курăк çемçелсе хуралать.
(13)Кантăрла эрешмен карти вĕçет. (14)Вăл йывăç тĕмĕсене, çул хĕрринче тăлăххăн ларса юлнă хыт хурана, кĕтÿрен таврăнакан ĕнесене, çĕр улми кăларакан çынсене сырăнать.
(15)Ял урамĕнчи йывăçсене çулăм ярса илнĕ. (16)Вĕсем сап-сарă çÿçне кăтралаттарнă хĕр пек. (17)Чиесен, улмуççисен тата йăмрасен çулçисем кăна симĕссипех. (18)Пĕр-пĕр пахчари е пÿрт умĕнчи хĕрлĕ-хĕрлĕ сапакаллă пилеш хăйне çиме илĕртет. (19)Кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста талăксеренех çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе тăхăнать, куç умĕнчех ÿсет.
(20)Кĕçех çулталăкăн чи илемсĕр те салхуллă вăхăчĕ – хура кĕркунне – çитĕ.
(А. Емельянов çырни тăрăх).
11 класс
Ĕçсем
1. Текстран çут çанталăк енне (сторона света) пĕлтерекен сăмаха çырса илĕр, унтан çут çанталăкăн ытти енĕсене пĕлтерекен сăмахсене хушса çырăр.
2. 12-мĕш предложенири парăнман сăмах мĕнле пуплев пайĕ?
3. 13-мĕш предложенирен [э] сасă пур сăмахсене çырса илĕр.
4. 12-мĕш предложенирен пĕр-пĕр иккĕмĕшле (сăмах тăвакан аффикс хушăнса пулнă) сăмаха çырса илĕр, сăмаха морфема тишкерĕвĕ тăвăр.
5. 19-мĕш предложенире сăмах майлашăвĕсем тупăр, çырса илĕр.
6. Ылтăн кĕре сăнласа 10 предложенирен тăракан текст çырăр.
Тĕрĕслекенсем валли
11 класс
I. Аудировани ĕçĕ
1. Тĕрĕс пурнăçланă ĕçшĕн – 5 балл.
Тĕп шухăшĕ: «Пур йывăç та, пур курăк та харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ÿстерет. Йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Йывăç-курăка хуçса-çĕмĕрсе пĕтерни çутçанталăк илемне, пуянлăхне пĕтерет. Упрар çут çанталăк илемĕпе пуянлăхне!»
II. Ытти ĕçсем:
1. Хурав: çурçĕр(кăнтăр, хĕвел анăç, хĕвел тухăç).
Тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл. Кашни чăвашла тĕрĕс çырнă сăмахшăн – 1 балл.
2. Хурав: глаголăн причасти форми (парăнман – парăннă).
Тĕрĕс хуравшăн – 1 балл.
3. Хурав: эрешмен, вĕçет.
Кашни тĕрĕс тупнă сăмахшăн – 1 балл.
4. Хурав: çемçелсе (çемçе – çемçел – çемçелсе), хуралать (хура – хурал –хуралать).
Сăмаха тĕрĕс тупнăшăн – 1 балл, кашни тĕрĕс уйăрнă морфемăшăн – пĕр балл.
5. Хурав: кĕрхи сулхăн, кĕрхи сулхăншăн савăнать, кĕрхи сулхăншăн савăннă купăста, талăксеренех тăхăнать, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕпе, кĕпе тăхăнать, куç умĕ, куç умĕнчех ÿсет.
Кашни тĕрĕс сăмах майлашăвĕшĕн - 1 балл.
6. Кашни тĕрĕс предложенишĕн - 1 балл. Чи нумаййи – 10 балл.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Формы изучения творчества писателей- земляков на уроках чувашской литературы в русскоязычной школе
В курсе чувашской литературы 10-11классов изучается творчество писателей, оказавших неоценимое влияние на формирование чувашской современной литературы. С учащимися выяснили, что в курсе програм...
Олимпиадные задания по английскому языку для 6 -7 класса средней школы
тестовые задания по аудированию, чтению, грамматике, лексике, страноведению и письму, которые можно использовать при проведении школьных и муниципальных олимпиад...
Олимпиадные задания по чувашскому языку
Задания для школьного этапа олимпиады по чувашскому языку и литературе...
контрольные задания по татарскому языку для русскоязычных детей
2.3.6.10.11 нче сыйныфларның рус төркемнәренә контроль эшләр...
Олимпиадные задания по английскому языку для 10-11 класса средней школы
Задания для проведения олимпиады по английскому языку на школьном уровне в 10-11 классах....
Использование загадок на уроках чувашского языка в русскоязычной школе
Под загадкой обычно понимают построенное в виде иносказания небольшое фольклорное произведение, содержащее замысловатый вопрос, на который необходимо дать исчерпывающий ответ. В «Толковом словар...