Этем этеме ан пул ытлашши
план-конспект урока (8 класс) на тему
Предварительный просмотр:
«Этем, этеме ан пул ытлашши»
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1. Хайлаври сюжет йĕрне сăнасси, сăнарсене хак парасси.
2. Çыравçă çын чун-чĕрине уçмалли мелсене пăхасси.
Воспитани тĕллевĕ:
1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.
2. Харпăр хăйĕн шухăшне уççăн калама хăнăхтарасси.
3. Çĕр çинчи ырăпа усала уйăрма вĕрентесси.
4. Çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма, çынна пулăшма, хÿтĕлеме вĕрентесси.
- Эпир усалпа ыр= хушшинче ёъретп\р. Кунран кун усалпа ыр= куёне тилм\рсе тинкеретп\р. Усалтан усал к\тетп\р, ыр=ран –ыр=…Усал – хуп-хура т\сл\, хура в=йл=… Усал в=л – курайманл=х…
- Ыр= - шап-шур= т\сл\, шур= та ёут= в=й.. Ыр= в=л – юрату… Ыр=па усал ёынпа юнашарах утаёё\. … П\р-ик ут=мне ыр= тутарать, теп\рне – усал. Пурн=ё=н кашни саманч\пе ыр=па усал ёынна куёран тинкерсе утаёё\.Усал яланах этеме усал тума хистет, т\ртет… Ырри вара кашни самантрах ыр= тумаллине аса илтерсех т=рать… Ыр= вара п\ч\кк\н-п\ч\кк\н х=й \ёне т=вать, т\кс\м п\л\тсем хыё\нчи Сар х\вел\н й=л ёиёисе илет пуё ёий\нче, ёурхи ачаш ёил\н в=ш! килсе ёуп=рлать, ёуллахи =ш= ёкм=р тумлам\сен\н ал тупан\сем ёине ъкет, ёут= ё=лт=р=н ёъё п\рчисене ёаклатать, еш\л хунав=н ё\р ш\нчен ш=тса тухать, таса шыв=н валак т=р=х ш=нк=ртатса юхать, п\ч\к ш=пч=к=н анкарти хыё\нчи ёырмара ъсекен х=вал=хра юрлать.
Ырр=н ун ыр= пулмалла, ыр= \ёсем ёеё тумалла.
Словарь ĕçĕ: сĕмлĕх – тĕттĕм (тьма, сумрак)
вĕче – подвздошная область
асап – нуша, хĕн-хур (мучение, страдание)
тилĕрсе – урса (беситься)
перитонит – синдром воспаления брюшины
тăман – юрлă çил-тăвăл (вьюга, метель)
чĕрре кĕме тиветчĕ – сăлтавсăрах хирĕçни (придираться)
Пуплеве аталантарас хăнăхусем:
-- вуланине кĕскен каласа пани;
-- хайлава хак пама вĕрентесси;
-- сăнарсене хак панă чух цитатăсемпе усă курса çирĕплетесси;
-- хайлавăн тĕп шухăшне палăртса пĕтĕмлетесси.
Урок эпиграфĕ: «Çынпа çын пурăнать»
Ваттисен сăмахĕ.
Урок тытăмĕ:
Çын, çынна пулăшса,
ыр тумашкăн вĕрен,
ыр тăвас ыр йăла ан çухалтăр çынсен.
Ыр тусан çех эпир пурнăçра пĕр-пĕрне
пултаратпăр тăсмашкăн
Этем ĕмĕрне.
Çын, çынна пулăшса,
ыр тумашкăн вĕрен –
урăхла çул-йĕр çук
пурăнас текенсен.
(Виталий Шемекеев сăвви)
Çапла, кашни çын çак çĕр çине таса чунпа çуралса килет теççĕ. Çын пурнăçĕ мĕнле пуласси вара нумай чухне кашни çынран хăйĕнчен килет. Ырăпа усал хушшинче иртет этем ĕмĕрĕ. Паянхи урокра пирĕн калаçу çак çивĕч ыйту тавра пулĕ. (çанталăк ÿкерчĕкĕ.)
- мĕнле туйăм çуралать? çырмалла
Калаçу пирĕн В.Петров çыравçăн «Çăлăнăç» хайлавĕ тăрăх пулать.
Хайлаври тĕп сăнар ялта пурăнакан Илья Анчиков сасартăк чирлесе ÿкет, вĕчесĕр пулать. Ăна больницăна питĕ хăвăрт ăсатмалла, унсăрăн перитонит пуçланма пултарать. Урамра асар-писер çил-тăман. Çула юр хÿсе кайнă. Арăмĕ Улькка фельдшерицăна чĕнсе килет, анчах Анчикова леçме пĕр машина та тупăнмасть. Ялти чылай çынна вăл, бригадирта ĕçленĕ чух кÿрентернĕ иккен, çавăнпа пĕри те тепри ăна леçме килĕшмеççĕ.
Юлашкинчен вара çăлăнăç килетех: ăна леçме пĕр харăсах темиçе çын тупăнать. Повесть Анчикова больницăна леçнипе вĕçленет.
- Ялта пурăнакан çын ял халăхĕшĕн мĕнле усăллă тата киревсĕр ĕçсем тума пултарать?
Танлаштарăр
Анчиков
Лайăх ĕçĕсем | Япăх ĕçĕсем |
|
|
--Мĕн калама пултаратăр эсир çакăн хыççăн? Ун начар ĕçĕсене тÿрре кăларма, ăнлантарма пулать-ши?
--Çапла вара, ыррине те, усаллине те çителĕклех кăтартнă Анчиков ял халăхне. Çын хăйĕн темле киревсĕр хăтланăвне те тÿрре кăларма сăлтав тупать, анчах ыттисем çакна епле йышăнасса çеç ăнкарса илеймест. Çапах та пурнăç этем чыслăхĕпе тасалăхне тĕрĕслемелли майсем тупатех. Илья Фёдорович аптраса ÿксен ăна больницăна леçекен тупăнманни шăпах çынсем ăна епле хакланине кăтартса пачĕ.
--Çапла, тупăнса пыраççĕ тĕрлĕ чăрмавсем. Пĕр нуша çумне тепри çулăхнă пек. Яваплăх çук, юхăнчăклăх ярса илнĕ ял ÿкерчĕкĕ. Çыннисем те тĕрлĕрен.
--Повеçре çынпа çын хушшинчи хутшăнусем çинчен чылай шухăшлать автор. Хайлаври сăнарсен калаçăвĕсенче палăрать вăл.
«Çынна, темле тарăхсан та, йывăр самантра тавăрма юрамасть» (Клементти)
- «Инкек вăл кирек кам килне те пырса шаккама пултарать» (Клементти)
- «Çын усал тунине нихçан та ăшра тытмастăп». «Асап тÿсекен çынна пĕччен тăратса хăварма юрать-и?» (Клементти)
- «Çын инкеке лексен камăн ыйхă килтĕр-ха? Инкек куçа курăнса килмест вăл. Кирек Кама та ураран ÿкерме пултарать. Паян сывă эсĕ, ыран – темле…Инкекре пулăшман этем хăй те ырă этем мар вăл» (Хветут мучи)
--Куртăр-и, Клементтине хăй вăхăтĕнче Анчиков сиен турĕ, анчах кÿрши ăна уншăн тавăрмасть, рейсран таврăннă-таврăнман машинине хускатса килет.
--Çав хушăрах тĕрлĕрен калакансем пур.
- «Пире Анчăк Илли пек кÿршĕ кирлĕ мар. Уншăн упăшка пĕр утăм та ярса пусмасть. Вăл пире пайтах усал тунă» (Клементти арăмĕ)
- «Мана чĕрне хури чухлĕ те усă кăтартман вăл» (Матвеев)
--Мĕнле шухăшсем çуратрĕç сирте çак йĕркесем?
Шухăшлар-ха.
Иккĕллĕ дневник.
Хайлаври цитатăсем | Эпĕ çапла ăнланатăп |
1.«Кашни çыншăн уйăх та хĕвел пулаймăн» (Илле Анчиков) | Кунта тĕп сăнар тĕрĕс мар калать. Çынна айăпличчен малтан тĕплĕ шухăшламалла, хăвна ун вырăнне лартса пăхмалла. |
2.«Ял-йышпа килĕштерсе пурăнмалла: çын инкеке лекнĕ-тĕк – пулăшмалла» (Фельдшерица) | Çынна усал туни хăвăн çине усалпа таврăнать. Ырă туни – ырăпа. Çынна усал туни вăл хăвна усал туниех пулать. |
3.«Пулнă, пулнă ун пекки» (Анчиков кÿршин уттине çунтарса янă пирки) | Илья Фёдорович тĕрĕс мар тунине тинех ăнланса илчĕ. Ϋкĕнсе кулянчĕ. |
Шухăшлар-ха.
Виççĕллĕ дневник.
Хайлаври пулăм | Автор çырать | Эпĕ шухăшлатăп |
Анчикова больницăна ăсатни | Трактор умри машинăсемпе лавран иртрĕ те малалла ăнтăлчĕ | Çак пулăм ял халăхĕ Анчикова каçарнине пĕлтерет. |
Клементтипе Анчиков калаçăвĕ | «Пулни-иртнишĕн каçар мана, Клементти» «Эп çын усал тунине нихçан та ăшра тытмастăп» | Икĕ çын хутшăнăвĕнчи чи кир- лĕ, паллă самант, малашне вĕ- сем туслă, килĕштерсе пурăнĕç. |
Ашшĕпе хĕрĕ сыв пуллашни | «Эсĕ магнитофон илесшĕнччĕ. Хама валли костюм туянма пуçтарнă укçапа туянăр» | Хĕр ачин малашнехи пурнăçне хăйĕннинчен ытларах хаклать Анчиков. Ăна халь ним те шел мар. |
--Çапла, тупăнса пыраççĕ тĕрлĕ чăрмавсем. Пĕр нуша çумне тепри çулăхнă пек. Яваплăх çук, юхăнчăклăх ярса илнĕ ял ÿкерчĕкĕ. Çыннисем те тĕрлĕрен.
--Повеçре çынпа çын хушшинчи хутшăнусем çинчен чылай шухăшлать автор. Хайлаври сăнарсен калаçăвĕсенче палăрать вăл.
«Çынна, темле тарăхсан та, йывăр самантра тавăрма юрамасть» (Клементти)
- «Инкек вăл кирек кам килне те пырса шаккама пултарать» (Клементти)
- «Çын усал тунине нихçан та ăшра тытмастăп». «Асап тÿсекен çынна пĕччен тăратса хăварма юрать-и?» (Клементти)
- «Çын инкеке лексен камăн ыйхă килтĕр-ха? Инкек куçа курăнса килмест вăл. Кирек Кама та ураран ÿкерме пултарать. Паян сывă эсĕ, ыран – темле…Инкекре пулăшман этем хăй те ырă этем мар вăл» (Хветут мучи)
--Куртăр-и, Клементтине хăй вăхăтĕнче Анчиков сиен турĕ, анчах кÿрши ăна уншăн тавăрмасть, рейсран таврăннă-таврăнман машинине хускатса килет.
--Çав хушăрах тĕрлĕрен калакансем пур.
- «Пире Анчăк Илли пек кÿршĕ кирлĕ мар. Уншăн упăшка пĕр утăм та ярса пусмасть. Вăл пире пайтах усал тунă» (Клементти арăмĕ)
- «Мана чĕрне хури чухлĕ те усă кăтартман вăл» (Матвеев)
--Мĕнле шухăшсем çуратрĕç сирте çак йĕркесем?
--Этемлĕхĕн нихçан сÿнми пахалăхсем пур. Çавсен шутĕнче – çынна хисеплени, инкекре май пур таран пулăшни, тÿрĕ чунлă пурăнни, тĕрĕссишĕн кĕрешме пĕлни. Çапла пулсан кăна этем телейлĕ, пултаруллă.
--Автор сăнарсен характерĕсене кăтартма тĕрлĕ мелсемпе усă курать. Вĕсенчен пĕри – пейзаж. Аса илер-ха, мĕнлерех ÿкерсе кăтартать автор çанталăка хайлав пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче?
Çанталăк.
Пуçламăшĕнче | Вĕçĕнче |
Путсĕр çанталăк. Çил-тăманлă сĕмлĕх. Йĕри-тавра шап-шурă юр. Çулсене кĕрт хÿсе кайнă. Çил-тăман вĕçтерет. Çил ÿхĕрет, туллашать. | Çил лăпланнă. Çĕнĕ кун килес умĕнхи тÿпере шупка уйăх çутатать. |
. «Мĕнле ăнлантăр?»
--Асар-писер тăманлă çанталăка сăнласа мĕн каласшăн пулнă автор?
(Ачасен хуравĕсем)
--Повесть пуçламăшĕнчи çанталăка сăнласа автор çынсен хушшинчи хирĕçĕве те палăртасшăн пулĕ. Анчиковпа ял халăхĕ хушшинчи хутшăнусем (конфликт) хĕрсе çитнĕ.
Чылайăшĕ çак йывăр самантра ăна иртнĕ «çылăхсемшĕн» тавăрма ăшталанать.
Хайлав вĕçĕнче лăпкă çанталăк вара урăххине кăтартать. Ял çыннисем Анчикова каçараççĕ, Анчиков та хăйĕн айăпĕсене йышăнать, каçару ыйтать. Килекен çĕнĕ кун малашнехи ырă, туслă пурнăçа пĕлтерет.
--Хайлава тишкерсе тĕп сăнарсене хакланă хыççăн мĕнле тĕп шухăшсене палăртма пулать?
- Çынна усал тума тăрăшмалла мар, яланах ырă тумалла.
- Пуçлăхра ларнă чухне хăвна пăхăнаканни вырăнне лартса пăхмалла.
- Кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа туслă пурăнмалла.
- Тахçанхи кÿренÿсене ăшра тытса тавăрас шухăшпа çÿремелле мар.
- Çын инкеке лексен ăна пулăшмалла.
- Вăхăтра каçару ыйтма пĕлмелле.
- Тÿрĕ чунлă пурăнмалла.
--Мĕнле çăлăнăç пирки сăмах пырать кунта?
--Анчикова больницăна леçсе ăна вилĕмрен çăлса хăварни кăна мар, ял çыннисен хутшăнăвĕсене çăлса хăварни. Бригадир айăпсенчен, çылăхсенчен çăлăнчĕ, шанчăкне çухатмарĕ, хăйĕн ырă-усал ĕçĕсене хакласа тĕрĕс пĕтĕмлетÿ турĕ.
--Пурнăçра эсир çынна пулăшу панине курнă-и?
-- врачсен, медсестрасен пулăшăвĕ;
-- водительсем чирлĕ çынсене больницăна вăхăтра илсе çитерни;
--кÿршĕсемпе туслă пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшни;
-- нимелле ĕçленисем тата ытти те.
Çын çынпа пурăнать.
Çын çынпа савăнать.
Çын!
Хăватлăн янрать сан яту.
Çын юраттăр çынна,
Хисеплетĕр çынна,
Çын патне эс васка.
Ырă ту.
Порфирий Афанасьев
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Классный час для учащихся 9 класса «Мы разные – в этом наше богатство. Мы вместе – в этом наша сила»
В сегодняшнем обществе происходит активный рост экстремизма, агрессивности, расширение зон конфликтов. Эти социальные явления особо затрагивают молодежь, которой в силу возрастных особенностей с...
Мы разные – в этом наше богатство, мы вместе – в этом наша сила
Наша Родина – Россия. Её ещё называют Российской Федерацией. Она объединяет в своём составе республики, края, области. Широки и необъятны просторы. Но главное её богатство – люди. Издавна ...
Урок толерантности "Мы разные – в этом наше богатство. Мы вместе – в этом наша сила".
Данное занятие поможет учителю создать условия для формирования знаний учащихся по вопросам толерантности....
Внеклассное мероприятие "Мы разные и в этом наше богатство, мы вместе и в этом наша сила"
Веклассное мероприятие было проведено в 7 классе для ознакомление с традициями и обычаями узбекского народа...
Мĕн ытлашши
Планируя свои уроки, я думаю не только о том, чтобы ученики запомнили новые слова, ту или иную структуру, но и стремлюсь создать все возможности для развития индивидуальности каждого ребёнка. Чтобы по...
Классный час « Мы разные в этом наше богатство, мы вместе в этом наша сила». для 9 класса.
Данный классный час разработан для учащихся 9 класса. В нем поднимаются проблемы взаимоотношений людей разных национальностей в пределах нашей многонациональной родины. Классный час ...
Внеклассное мероприятие" Из этой земли,из этого края мы..."
Оформление: “ Из этой земли, из этого края мы...” плакаты, шежере, магнитофон, компьютер, проекторВечер начинается с просмотра ДВД “ШЕЖЕРЕ”. (Слайд 1, 2)Звучит мелодия курая.1 вед: До...