6 класс, литература. Лидия Сарине "Кукамай" калав
план-конспект урока (6 класс) на тему
Дается полный конспект открытого урока по чувашской литературе в 6 классе по теме "Лидия Сарине "Кукамай"
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_6_klass.docx | 16.25 КБ |
Предварительный просмотр:
Тема: Л.Саринен «Кукамай» калавĕ.
Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене ăнланма, тӳрлетме вĕрентесси.
Пĕлӳ тĕллевĕ: калавăн содержанине калама, кластер, синквейн тума хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: калаври ĕҫсен йĕркине ăнланма, сюжет ҫыхăнăвне палăртма, пĕтĕмлетӳ тума хăнăхтарасси¸сăнарсен хăтланăвĕсене, вĕсен шухăш-туйăмĕсене тарăнрах ăнланма пулăшасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: тĕпчев; шырав; калаҫу; ыйту-хурав; илемлĕ вуласа тишкерни; пĕтĕмлетӳ туни.
Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вулав; ыйтăва туллин хуравлама хăнăхтарасси; ыйтăва хуравланă май шырав ĕҫĕ тума вĕрентесси.
Словарь ĕҫĕ: сехри хăпса тухнă, проводница, чăматан, тарават, сăлăп, ҫенĕк.
Кирлĕ хатĕрсем: Л.Сарине портречĕ, компьютер, стикер, фломастер, А4 форматлă хут.
Урок юхăмĕ
1.Класа йĕркелесси.
Сывлăх сунасси, кам пуррипе ҫуккине тĕрĕслесси.
2.Килти ĕҫе тĕрĕслесси.
- Ачасем, иртнĕ урокра эпир Лидия Саринен мĕн ятлă калавне вулама пуҫларăмăр?
Сире килте Толя ҫинчен каласа пама хатĕрленме каланăччĕ. Чи малтан аса илер-ха: Толя хăйсен ялĕнчи шкулта вĕренет-и е урăх ялта? Мĕн ятлă ялта вĕренет? Унта унăн кам пурăнать? Малалла Толя хăтланкаларăшĕсене аса илер-ха. (Ачасем калав содержанине каласа параҫҫĕ, 77-83 стр.)
3.»Кукамай» калава малалла вуласа тишкересси.
Учитель вулама пуҫлать, ачасене черетпе вулаттарать. Вуланă май словарь ĕҫĕ пулса пырать.
(Презентацире: проводница, сăлăп, ҫенĕк, чăматан, тарават.
4.Вуланине ҫирĕплетсе хăварасси, ыйтусемпе ĕҫлесси.
- Мĕнле туйăм ҫуралчĕ сирĕн калава вуласа пĕтернĕ май?
- Мĕнле шутлатăр эсир? Мĕншĕн пирĕн чуна тыткăнлать ҫак калав?
- Автор мĕншĕн аса илӳ евĕр йĕркеленĕ-ши калава?
- Анатолий Михайлович мĕнлерех каҫару ыйтать кукамăшĕнчен? Каҫару ыйтма ҫăмăл-и? Эсир хăҫан та пулин хăвăр йăнăшăрсемшĕн каҫару ыйтса курнă-и?
5.Кану саманчĕ.
6. Кластер тăвасси.
Тольăпа унăн кукамăшĕ ҫинчен мĕн пĕлнине кластер туса ҫирĕплетсе хăварар-ха.
(Доска ҫинче 3 хут листи. Вĕсен ҫинчи ҫавракасем ăшне: «Толя. Кам вăл?», «Толя. Мĕнле вăл?», «Толя мĕн тăвать?» тесе ҫырнă. Ачасем ҫаврасем тавра хăйсен хуравĕсене ҫырнă стикерсем ҫыпăҫтарса тухаҫҫĕ) Тольăпа Анатолий Михайлович хушшинче уйрăмлăх пур-и? Ҫакăн пекех кластер Толя кукамăшĕ ҫинчен тăватпăр. Ачасем унчченхипе хальхи кукамăшне танлаштараҫҫĕ.
7.Ҫыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Тольăн кукамăшĕ сире хăвăрăн кукамăрсемпе асннĕрсене аса илтермест-и? Юратнă ҫыннăрсем ҫинчен каласа памăр-ши? (Ачасем асламăшĕсем, кукамăшĕсем ҫинчен каласа параҫҫĕ).
8. Урока пĕтĕмлетесси.
Синквейн тăвасси. Ачасене синквейн йĕркине валеҫсе паратăп. Кукамай сăмахпа синквейн тăваҫҫĕ, паллаштараҫҫĕ. Учителĕн синквейнĕ презентацире.
9.Киле ĕҫ парасси.
Асаннесемпе кукамайсене Аннесен уявĕпе саламлама хитре сăмахсем тата илемлĕ ӳкерчĕк тупса килмелле.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Презентация к уроку литературы в 9 классе "Литература 18 века. Классицизм. Русский классицизм."
Одна из первых обучающих лекций по литературе в 9 классе. Рассказ учителя сопровождается слайдами с текстом, чтобы ученики могли без суеты записать основное. Лекция рассчитана на 30-40 минут, зависит ...
Программа элективного курса по литературе для 9-ого класса «Литература пушкинской поры»
Программа элективного курса «Литература пушкинской поры» позволяет углубить и расширить связь творчества А.С. Пушкина с творчеством других поэтов, увлечь ребят в поисково-исследовательскую деяте...
тематическое планирование литература 10 класс . Литература. 10 класс. Учебник для общеобразовательных организаций. Базовый уровень. В 2-х частях / (О.М. Михайлов, И.О.Шайтанов и др.) под редакцией В.П. Журавлева. – М.: Просвещение, 2014.
Тематическое планирование литература 10 класс для работы в электронном журнале....
Урок литературы «Поэты о Великой Отечественной войне. А. Твардовский «Рассказ танкиста». К. Симонов «Майор привёз мальчишку на лафете…» Учебный предмет, класс: литература, 5 класс.
Урок литературы в 5 классе направлен на воспитание уважительного отношения к историческому прошлому нашего народа....
Конспект урока литературы в 9 классе. Литература Древней Руси. «Слово о полку Игореве» - величайший памятник древнерусской литературы.
Цели:1. Повторить изученные ранее жанры древнерусской литературы;2. Познакомить учащихся с периодами развития древнерусской литературы.3 Воспитывать любовь к литературе.4 Познакомить с историей ...
Тест по литературе по итогам 3 учебной четверти в 6 классе (Литература. 6 класс. Учебник для общеобразовательных организаций. В 2 ч., под ред. В. Я. Коровиной)
Тест по литературе по итогам 3 учебной четверти в 6 классе (Литература. 6 класс. Учебник для общеобразовательных организаций. В 2 ч., под ред. В. Я. Коровиной)...
Итоговая контрольная работа по литературе XIX века в 7 классе. Литература и история: изображение в литературе исторических событий.
Контрольная работа составлена в двух вариантах, соответствует новому тематическому планированию, действующему с 2023-2024 учебного года. Дана система оценивания....