Василий Петрович Петровăн «Çавра çăкăр»
план-конспект урока (6 класс) по теме
Урок теми: Василий Петрович Петровăн «Çавра çăкăр» калавĕ, темипе темипе тĕп шухăшĕ, сăнарсем, ĕçсен йĕрки.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
v.petrov_savra_sakar.docx | 33.04 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Василий Петрович Петровăн «Çавра çăкăр» калавĕ, темипе темипе тĕп шухăшĕ, сăнарсем, ĕçсен йĕрки.
Урок тĕсĕ: килте вуланă хайлава пĕтĕмлетсе тĕрĕслемелли, тишкермелли урок.
Вĕрентÿ тĕллевĕ: хайлаври сăнарсене, ĕçсен йĕркине тишкерме вĕрентесси; хайлаври сăнарсем пиркихарпăр хăй шухăшне çыхăнуллă калама хăнăхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: çĕр ĕçченне, унăн пархатарлă ĕçне хисеплеме, юратма, çăкăра упрама вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕ: хайлаври сăнарсем урлă ачасен чун-чĕринче ырă енсене аталантарасси, пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ,ыйту-хурав, кластер тăвасси, хайлавран кирлĕ вырăнсене суйласа вулани, сăнарсене хальхи пурнăçпа çыхăнтарса хаклани, хайлав чĕлхине тишкерни.
Пуплеве аталантарасси: ыйтусене туллин те çыхăнуллă хуравлаттарасси, сăнарлă пуплеве палăртма, сăнарсене хаклама, çыхăнуллă калама хăнăхтарасси, хайлаври ĕçсене йĕркипе каласа парасси.
Словарь ĕçĕ: кучченеç, тукмаклă сехет, шăрчăк, кĕреш хурама, чĕп автанĕ, çăхан(ворон), йыхрав яр, куршак(кăмакана апат лартса пĕçермелли тăмран тунă савăт), кĕреке(кĕреке тесе турум патĕнчине каланă, Н.И.Ашмарин), шăпа, район хули, тимĕр чĕрес, çăпата, тăла, пăт, кĕлте, капан(кĕлте капанĕ), хылчăк(урпа, ыраш, пăри хылчăкĕ; усики злаковых), крахмал(кăлармасăр çĕрĕшсе типсе юлнă çĕр улми), паранкă, чăлан, суланча(тăвар хумалли), хуçмалли çĕçĕ(пекĕ), чăкăт, кăвак çутă.
Кирлĕ хатĕрсем: Василий Петров портречĕ, унăн кĕнекисем, алшăллипе çăкăр, тăвар, çăпата, тăла, куршак, пекĕ.
Урок эпиграфĕ: «Çăкăр – пурнăç тĕвви, пурнăç тытăмĕ, пурнăç тăсăмĕ»(Ваттисен сăмахĕ)
Урок юхăмĕ:
1.Урока В,И, Давыдов-Анатри çырнă «Асли çук çăкăртан» сăвăпа пуçлани:
Халăх ĕмĕр çапла шухăшлать:
Çĕр çинче асли çук çăкăртан!
Ял ĕçченĕ хирте тар тăкать,
Уншăн чунĕ çунать ун ялан.
Тус-тăванăм, çакна эс ан ман:
Çĕр çинче асли çук çăкăртан.
Пуç тайса хисепле эс ăна,
Вăй та пурнăç парать вăл сана.
Çăкăр вăл – çĕр-аннемĕр парни,
Вăл пулсан – эпир вăйлă, пуян,
Ĕçлĕ халăх ăна хаклани
Ĕмĕртен вăл пырать, авалтан.
Ачаран пултăр пирĕн асра:
Тĕпретме юрамасть çăкăра!
Пирĕн пурнăç хăвачĕ унта,
Унăн ччĕ ялан чи малта.
Эпир паян çăкăр çинчен калаçăпăр.
2.В.П.Петров пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен пер ача каласа парать.
Василий Петров – паллă прозаик, ăста публицист, очеркист,Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Вăл Çĕрпÿ районе кĕрекен Энĕшкасси Катек ялĕнче1939 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă.Шĕнерти çичĕ çул вĕренмелли,Çĕрпÿри вăтам шкулсенче, Шупашкарти 11-мĕш номерлĕ техника училищинчен, кĕçĕн командирсен шкулĕнчен, Свердловск хулинчи А.М.Гоький ячĕпе хисепленекен Уралти патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Казахстан Джезказганоблаçĕнчи Никольский поселокĕнче кирпĕч хуракан пулнă, «Коммунизм ялавĕ»(халĕ «Хыпар»),»Çамрăк коммунист», «Пионер сасси»(халĕ «Тантăш») хаçатсенче литература сотрудникĕнче, пай пуçлăхĕнче, «Ялав» журналта литература сотрудникĕнче, тĕп редактор çумĕ пулса ĕçленĕ.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех сăвăсем çырнă. Теника училищинче литература кружокне çÿренĕ, калавсем çырнă. Литература конкурсĕсенче пĕрремĕш преми илнĕ.Çарта службăра тăнă çулсенчеокругри вăрçă хаçатĕнчехăйĕн заметкисемпекорреспонденцийĕсене пичетленĕ.
Малтанхи литература хайлавĕсене «Пионер сассинче» пичетлесе кăларнă. Пĕрремĕш кĕнеки – «Пĕр шухăш-кăмăлпа» очерк – 1973 çулта тухнă. Хальччен унăн вун пĕр кĕнеке тухнă(икĕ кĕнеки - Мускавра, вырăсла). Республикăри, Мускаври хаçат-журналта пичетлекен статйисемпе очеркĕсене те вулакансем юратсах йышăнаççĕ.
3.Учитель сăмахĕ. «Çăкăр вăл – пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă.
Пĕлме интереслĕ
Ăсчахсем мшутланă тăрăх,çитĕнсе çитнĕ çын кунне 500 грамм çăкăр çиет. Йывăр ĕçре ĕçлекен – 800 грамм.Ку çынна 1000-1600 калори энерги парать.
Çăкăрта 4,7-7% белок, 40-45% углевод пур. Апла пулсан, çын хăйне кирлĕмикроэлементсенчен çуррине çăкăртан илет.
Çăкăра пысăк калориллĕ апат-çимĕç тесе шутлатпăр. 100 грамм ыраш çăкăрĕ калорипе виçĕ чăх çăмартипе, икĕ стакан сĕтпе, 140 грамм чăкăтпа е 60 грамм сырпа танлашать.
Пысăк сортлă тулă çăнăхĕнче фосфор, магни, тĕрлĕ витаминсем нумай.
Халĕ пирĕн çĕр-шывра çăкăр çителĕклĕ.Ку вăл пирĕншĕн чĕннипех те пысăктелей.
Ăлĕкхи вăхăтра çăкăршăн хресчен тем чул асап тÿснĕ. Чăвашсен çĕр хĕсĕк пулнă. Хĕрарăмсене çĕр паман. Тăварлă куççульпе, вĕри тарпа йĕпеннĕ ун чухне çăкăр татăкĕ.
Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулнă. Пĕтĕм çăкăра фронта ăсатнă. 1941 – 1945 çулсенче çĕр-шывра 4312 млн. пăт тырă хатĕрленĕ. Ку кăтарту пирĕн çĕр-шывшăн çителĕксĕр пулнă. Çавăнпа та çăкăр пĕçернĕ çĕре тĕрлĕ им-çам янă. Çăкăр йÿçĕрех тутă каланă.
Ленинград хулинчи çынсем 900 кун блокадăра пурăннă. Ĕçлекен çынсене куне 250 грамм çăкăр панă, хула çыннисем 125 грамм çăкăр илнĕ. Вăл та пулин пурне те çитмен.
Эпĕ сире В.И.Богданова медсестра аса илĕвне каласа парасшăн. «Тачка, пĕчĕк,хура çăкăр чĕлли. Пĕртен-пĕр чĕлĕ! Çак чĕлĕ пурин валли те: аслисене те, ачасене те. Кун каçмалăх çăкăр чĕлли. Анне çăкăра пĕр пек татăксем туса пайлать…
Эпă, пĕчĕкскер, çăкăрăн пĕр пĕрчи те пулин çĕре ÿкмест-ши тесе урайĕнче упаленсе çÿретĕп. Асанне, ватăскер, начарккаскер, хăй çимесĕр çăкăрне пире паратчĕ…»
4. «Çавра çăкăр» калав содержанине кĕскен аса илĕпĕр(ачасенчен ыйтатăп).
Çыравçă çак хайлав пирки акă мĕнлерех аса илет: «Манăн атте – Едокимов Петр Евдокимович, анне – Никитина Агафия Никитична. Пирĕн хушамат атте ятĕнчен пуçланнă.
«Çавра çăкăр» калаври ĕçсем чăннипех пирĕн çемьере пулнă.Атте вăрçа кайнă чух аннене пире пăхса ÿстерме тесе çавра çăкăр парса хăварнă. Çавна асра тытса пурăнас тесе анне çĕнĕ çăкăр кунĕ шухăшласа кăларатчĕ. Кашни çулах çурла уйăхĕнчи пирвайхи шăмат кун ирттереттĕмĕр эпир ăна.
Анне аттерен ултă ачапа тăрса юлнă: тăватă хĕр те икĕ ывăл. Эпĕ атте вăрçа кайнă чух иккĕ те тултарман пулнă –ха.
Вăрçă пире чылай хĕн кăтартрĕ. Пуринчен те ытларах анне хăй нумай тертленчĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр та выçлăх çулсенче манăн аппасем пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕчĕç.
Анне пурăннă вăхăтра кашни çулах эпир йыхрав ямасăрах ун патне çĕнĕ çăкăр кунне пуçтарăнаттăмăр. Халĕ эпир Микулай пиччепе анчах тăрса юлтăмăр ĕнтĕ.
Асран кайми çак хаклă йăлана эпĕ халĕ те хумханса та мăнаçланса аса илетĕп.»
5. Ыйтусемпе ĕçлесси.
1) Мĕншĕн Ануш аппа кашни çул çурла уйăхĕнчи пирвайхи шăмат кун ыраш çăнăхĕнчен çавра çăкăр пĕçерет?
2) Хальхилайăх рурнăçра та сĕтел çине тăварланă хăяр, пĕçернĕ çĕнĕ çĕр улми,çавра ыраш çăкăрĕ, сăра çеç лартать салтак арăмĕ. Мĕншĕн?
3) «Аçу юратнă апата çисе пăхăр-ха» тени мĕне пĕлтерет-ши?
4) Çемье мĕнле кăмăлпа ларать сĕтел хушшине? Сăмах-юмах мĕн çинчен?
5) Çĕнĕ çăкăр йăлине кам шухăшласа кăларнă?
6) Çăкăр пĕçермелли çăнăха ăçтан илет кил хуçи хĕрарăмĕ? Миçе çул пĕçерет ăна вăл?
7) Мĕншĕн çавра çăкăр пĕçерет-ши вăл? Унсăр пуçне тата мĕнлисене пĕлетĕр эсир?
8) Хĕветĕре хăçан вăрçа илсе кайнă? Ун чухне мĕнле çанталăк пулнă? Çав вырăна тупса вулăр, ăнлантарăр.
9) Салтака çемйинчен уйрăлма йывăр-и? Мĕншĕн? Пĕчĕк Ванюш хăтланăвĕ çинчен калăр.
10) Çавра çăкăра ăçтан илсе тата мĕн тесе парса хăварнă мăшăрĕ Ануша? Мĕнле шухăш пырса кĕрет унăн пуçне?
11) Миçе ачапа юлнă салтак арăмĕ мăшăрĕнчен?
12) Кил-йыш хурланнине автор çут çантлăк пулăмĕсемпе те кăтартнă. Çав вырăна тупса илемлĕ вулăр. Мĕнле сăнарлăх пытаннă-ши унта?
13) Ануш аслă ывăлĕпе, Микулайпа, ыраш акма тухнă вырăна тупса илемлĕ вулăр, ăнлантарăр.
14) «Анне, урăх тырă акма ан кай. Вилетĕн атту,» - тет Ванюш. Ун сăмахĕсенче мĕнле туйăм палăрать?
15) Ануш аппа халĕ миçе çулта?
16) Хĕветĕр фронтран миçе çыру янă? Калавра тата мĕнле çыру пирки асăннă?
17) Ануш аппа мĕншĕн «почтальонсене курсан халь те чун сÿлетсе каять» тет?Вăрçă чарăнсан тата мĕнле усал хыпар илнĕ вăл?
18)Вăрçă вăхăтĕнче Ванюш ачалăхĕ мĕнле пулнă? Ăна хăвăр ачалăхпа танлаштарăр.
19)Нÿхрепре ача вĕтĕ паранкă шыранине сăнласа пани сирĕн чунра мĕнле туйăм çуратрĕ? Мĕншĕн амăшĕ пăрăнса утнă-ши?
20) «Эсир халĕ сĕлĕ çинчи тиха пекех ÿсетĕр» тенине эсир мĕнле ăнланатăр? Мĕнле илемлĕх мелĕ рытарăннă унта?
21) «Хĕвел те ав лупас хыçне пулчĕ» сăнарлă пуплевĕн синонимне тупăр.
22) Ванюша пурнăç парнеленĕ икĕ çын портретне йĕркелĕр.
23) «Ватлăхра тăлăх арăмсем упăшкисен сăн ÿкерчĕкĕсенчен портретсем тутарса çакнине сахал мар курнă,» - тенĕ калавра. Эсир, ачасем, çакăн пеккине курнă-и?
24) Ашшĕпе амăш сăн ÿкерчĕкĕсемпе сĕтел çинчи çавра çăкăр хушшинче мĕнле çыхăну пур-ши?
25) Ануш аппа ыраш çăкăр пĕçернин тĕллевне мĕнре куратăр эсир?
26) Çĕнĕ çăкăр кунĕ мĕнле кун-ши? Вăрçăра çухалнă салтака асăнмалли кун кăна мар-ши?
27) Вăрçă хыççăнхи выçлăх çул пирвайхи хут çĕнĕ çăкăр килĕнче пĕçерни мĕншĕн Ванюш асĕнче манăçми уяв пек асра юлнă-ши? Унăн шăрши мĕншĕн чунне кĕрсе юлнă-ши?
28) «Пирĕн мăнуксем, ирĕклĕ çĕр çине килекен çĕнĕ ăрусем,чĕрипе туйма пĕлĕç-ши çак савăнăçа?Паянхи ырлăха ĕнерхи хурлăхпа тунине ăнланĕç-ши?»-тет автор.Çак ыйтуллă предложенисенче мĕнле шухăш палăрать?
29)Мĕншĕн Ванюш çĕнĕ ыраш çăкăрĕ çине тăвар сапса çиме юратать?
30)Хайлавăн тĕп шухăшне уçса паракан вырăна тупса вулăр,хăвăр сăмахпа ăнлантарса парăр.
31) Çак фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр: ерçÿ пулмарĕ,шăла çыртсах чăтма тивет, татăлса йĕтĕмĕр,хыпар-хăнарсăр çухалнă,чунăм кÿтсе килчĕ, хурлăх чăмăрккисем пыра ларма пуçларĕç.
32)Текстран ваттисен сăмахĕсем тупăр.
33) Калав ятне мĕншĕн «Çавра çăкăр» тесе панă-ши çыравçă?
6.1)Ануш характеристикине кластер мелĕпе йăркелени.
2)Сире В.Петровăн «Çавра çăкăр» калавĕ килĕшрĕ-и?
3)Мĕне вĕрентет,мĕнле пулма хистет?
4)»Анне пĕçернĕ çăкăр» юрă
Сăвви А.Чебановăн
Кĕвви Ф.Лукинăн
1.Анне пĕçернĕ çăкăр
Асран каймасть нихçан.
Вăл хĕвел пек çиçетчĕ
Кăмакаран тухсан.
Анне пĕçернĕ çăкăр
Паратчĕ вăй-хăват,
Чуна çĕклентеретчĕ,
Тăватчĕ вашават.
2.Эпир таçта та çитнĕ,
Анчах ята яман.
Анне пĕçернĕ çăкăр
Пархатарне манман.
Анне пĕçернĕ çăкăр
Пурнать асра кăна.
Халь çăкăр туянмашкăн
Çÿретпĕр лавккана.
3.Эпир кирек ăçта та
Алла усса ларман.
Анне пĕçернĕ çăкăр
Кахалланма паман.
Анне пĕçернĕ çăкăр
Асамлă техĕмне
Çаплах эп манаймастăп,
Усрап чĕлхе çинче.
5) Халĕ Хĕветĕр юратнă апата çисе пăхăпăр.
Çăкăр пире пурнăç парать, вăй-хала çирĕплетет, кăмăла çĕклет, пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшать. Пирĕн кĕрекере çăкăр яланах хисеплĕ вырăнта пултăр, ăна пурте савса пăхчăр, типтерлĕ таткалаччăр, малашне те ырă кăмăлпа пурăнма вăй илччĕр.
7. Киле ăç: çăкăр çинчен ваттисен сăмахĕсем çырмалла.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Спортивный праздник" Морской аврал "
Праздник на 23 февраля...
Сравнительная характеристика Петра Первого и Василия Голицына (по роману Алексея Толстого «Петр Первый»)
Уникальный конспект урока, где подробно сравниваются образы Петра Первого и Василия Голицына. Подобная сравнительная характеристика необходима для понимания авторской задумки и образа главного героя....
Технологическая карта внеурочного занятия «Память о русских исследователях Арктики в топонимике нашего города (на примере улицы Петра Петровича Ширшова)»
Цели занятия: 1. образовательная: определить истоки становления будущего гидробиолога П.Шишова, его вклад в развитие гидробиологии и океанографии2....
Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ
Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ...
Публичное представление собственного инновационного педагогического опыта Гуляева Василия Петровича, учителя технологии . Тема:«Современные образовательные технологии на уроках технологии (проектная деятельность) в школе для слабовидящих» ""
Цель: общекультурное, личностное и познавательное развитие учащихся с нарушениями зрения, обеспечивающие такую ключевую компетенцию как «умение учиться».Задачи:Изучить педагогические, псих...
Провоторов Василий Петрович - герой Великой Отечественной войны
Презентация для проекта "Вахта памяти", в которой собраны все имеющиеся у родственников документы, касающиеся Провоторова В.П., воевавшего за Советский Союз, не доживший до Великой Победы....
Поэт чувашского народа Петр Петрович Хузангай
Презентация для изучения жизни и творчества чувашского народного поэта Петра Петровича Хузангая...