Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ
план-конспект урока (6 класс)

Маслова Светлана Михайловна

Василий Петровăн «Кăкшăм» калав урок конспекчĕ

Скачать:


Предварительный просмотр:

Предмет: Чăваш литератури

Урок теми: „.“.Çынна ырӑ тусан вӑл та сана ырӑпа тавӑрĕ“.

 Василий Петров çырнӑ «Кӑкшӑм» калав тӑрӑх хатĕрленĕ урок планĕ.

Урок тĕсĕ: Хайлава тишкермелли  хутӑш  урок

Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс

Шкул: чăваш шкулĕ

Преподаватель: Маслова Светлана  Михайловна, Канаш районĕн  Вӑрӑмпуç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.

Урок тĕллевĕсем: Вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, ачасене пĕлӳ шырас ĕçе хӑнӑхтарса пырасси, ыйтусем тӑрӑх харпӑр хӑй шухӑшне калама вĕрентесси.

     Вĕренекенсен результачĕсем:

 1. Харкамлӑх результачĕсем: ваттисене хисеплеме вĕренни,  ачасен чун-чĕринче ырӑ туйӑм çуратасси,  харпӑр хӑйĕн тата тантӑшӑшĕсен ĕç-хĕлне сӑнас-хаклас хӑнӑхусене алла илсе пыни.

2. Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные УУД):

Йĕркелӳ ВУД (регулятивные УУД): ума лартнӑ тĕллеве пурнӑçлама тухӑçлӑ мелсем суйласа илни; текстпа ĕçлеме, ӑнлавсене хак пама, пĕтĕмлетӳсем тума пĕлни.

 Хутшӑну ВУД (коммуникативные УУД): мӑшӑрӑн, пĕчĕк ушкӑнпа, пĕрле ĕçлеме, - пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнӑçлама хӑнӑхни.

     Информаци ВУД (познавательные УУД): тĕрлĕ информаци çӑл куçĕпе усӑ курма пултарни(кĕнеке, хаçат-журнал, Интернет).

     Ĕç мелĕпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сӑмахĕ, ачасен калаçӑвĕ, шырав-тĕпчев, тишкерӳ-пĕтĕмлетӳ).

     Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, валеçӳ карточкисем.

Урок юхӑмĕ

1 тапхӑр.  Урока йĕркелени.

1.Сывлăх сунса класа йĕркелени, ачасен кăмăлне çĕклени, хастар пулма хавхалантарни.

Учитель: Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ сире курма питĕ хавас! Кашниннех сăн-пичĕ çутă, куçра хĕлхем çунать. Кăмăлăрсем аван-и?

Вĕренекенсем: - Аван!

У.: Маттурсем! Апла эпир паян тимлĕ пулатпăр, туслă ĕçлетпĕр.

- Ачасем, эсир ыр кӑмӑллӑх çинчен мĕнле ваттисен сӑмахĕсем пĕлетĕр?

- Хуравсем:

1. Ватта сума сӑвакан хӑй те сумлӑ пулакан.

 2. Ыр лашана пĕр пушӑ, ырӑ çынна пĕр сӑмах.

3. Ыр ут хыççӑн пин ут шыв ĕçет

2. тапхӑр. Тĕп тапхӑр умĕнхи ĕçсем.

 1) Ачасен умне урок проблемине каларса тӑратни.

Видеоролик пӑхасси. Видеоролик пӑхнӑ хыççӑнхи ыйтусем. Мĕн калама пултаратӑр ачасем ролик пирки.

  Хуравсем: Пĕччен пурнакан ват çынсем нушаллӑ пурӑнаççĕ. Час-часах вĕсене йывӑр килет. Ачи-пӑчи аякра пулнӑ пирки ватӑсем пĕччен кун кунлаççĕ,  вĕсен тĕрлĕ йывӑрлӑха çĕнме вӑй çитмест.

- Мĕнле, камсем пулӑшма пултараççĕ вĕсене? Хуравсем: Вĕсене эпир ,шкул ачисем тата вĕсен ывӑлĕ-хĕрĕ, тӑванĕсем пулӑшма пултараççĕ.  

2) Урок темипе тĕллевне палӑртни.

Укерчĕк кӑтартни.( Тимур команди). Ӳкерчĕкре ачасем ват çынна пулӑшаççĕ. Ӳкерчĕке сӳтсе явни.  

Вĕрентекен. Ачасем, картина  пӑхнӑ хыççӑн урок темине мĕнле палӑртма пултаратпӑр-ши эпир?   Хуравсем: Ватӑ çынсене пулӑшмалла, хисеплемелле,вĕсене сума сумалла.Пирĕн, çамрӑксен, ырӑ ĕçсем тусах тӑмалла. – Тĕрĕс. Вĕрентекен: эпĕ  те сирĕнпе килĕшетĕп. Урок темине те çапла палӑртӑпӑр. „.Çынна ырӑ тусан вӑл та сана ырӑпа тавӑрĕ“. Апла пулсан эпир паян сирĕнпе иртнĕ урокра вуланӑ хайлава аса илсе тата тишкерсе пĕтĕмлетӳ тӑвӑпӑр.  

3 тапхӑр.  Килте вуланӑ текст тӑрӑх ыйтусемпе хуравсем.

Вĕрентекен:  Иртнĕ урокра эпир  мĕнле калав вуларӑмӑр, унта мĕнле  сӑнарсемпе паллашрӑмӑр? Калавра сире мĕн те пулин тĕлĕнтерчĕ-и, савӑнтарчĕ-и, мĕн çĕнни пĕлтĕр? Атьӑр-ха пĕрле шухӑшлар, „Кӑкшӑм“ калавра мĕнле ырӑ ĕç çинчен каланӑ-ши?

Хуравсем. Эпир Мишшапа, Максимпа, Петюкпа, Урине аппапа тата шкул ачисемпе паллашрӑмӑр. Калавра арçын ачасен ырӑ ĕçĕ çинчен каланӑ, вĕсем Урине аппана пулӑшаççĕ. Хӳсе кайнӑ пӳрте юртан уçаçсĕ.

.

4 тапхӑр. Çĕнĕ тема ӑнлантарни.

 Вĕрентекен. Ачасем, эпĕ сире халь Виталий Шемекеев çырнӑ сӑвва вуласа паратӑп. Тимлĕ итлĕр.

Çын, çынна пулӑшса

Ыр тумашкӑн вĕрен,

Ыр тӑвас ыр йӑла ан çухалтӑр çынсен.

Ыр тусан çеç эпир пурнӑçра пĕр-пĕрне        

Пултаратпӑр тӑсмашкӑн этем ĕмĕрне.

Çын, çынна пулӑшса

Ыр тумашкӑн вĕрен –

Урӑхла çул-йĕр çук

Пурӑнас текенсен

-Мĕнле шухӑш палӑрать-ши ку сӑвӑра? (Ку сӑвӑра çын пурнӑçĕ пĕр-пĕрне пулӑшнинчен килет тенĕ. Çынна яланах пулӑшмалла, ырӑ тумалла).

Паян эпир сирĕнпе  ырӑ ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен калаçӑпӑр. И.Я Яковлевӑн „ӳкĕт“ тексчĕ.

(Кашни ачана текст парса тухатӑп, унтан ӑна тишкеретпĕр.)

5 тапхӑр. Текстпа ĕçлени,унти пĕр сыпӑка сӳтсе явни.(158 стр.)

...Хӑй япала хурса хӑварнӑ çав. Каялла кĕнĕ чух пӑхап та – пĕр хитре кӑкшӑм тӑра парать, вӑрӑм мӑйлӑкер, çак парта тĕслĕ хӑмӑртарахскер. Хырӑмне темле эрешсемпе илемлетнĕ. Хапрӑк-савӑт таврашĕнче тунӑскерех ахӑр. Хӑна-вĕрле.  пырсан сӑра яма та юрӑхлӑ. Кĕркунне пахчари чечексене касса лартма та меллĕ. Çавӑркаласа пӑхрӑм ӑна, хайхи шалтан хут татки тухрĕ ӳкрĕ... Урине аппа, эп сана Хĕрарӑмсен уявĕ ячĕпе кӑкшӑм парнелетĕп. Те килĕшет ĕнтĕ вӑл сана. Тимур тусĕ. Хуравсем.

Вĕрентекен:   Кӑкшӑм Урине аппашӑн кӳршĕ-аршӑ, тӑвансем панӑ панӑ парнерен те паха пулнине эсир мĕнле ӑнланатӑр? Эсир ун çинчен мĕн шухӑшлатӑр. Хуравсем.                                                                                            

 6 тапхӑр. Кану саманчĕ.

Ирхине ача тӑрать,

Аллине çĕклет, сарать, ярать,

Ларать – тӑрать, ларать – тӑрать.

Алла пилĕке тытать.

Сылтӑмалла, сулахаялла,

Малалла, хыçалалла.

Кайран вырнаçса ларать

7 тапхӑр. Ушкӑнпа ĕçлени

Текст тӑрӑх пĕр ушкӑнĕ синвейн çырать. (хатĕр карточкӑсем валеçсе паратӑп)

 

  1).              Петюк

     Тавçӑруллӑ, сӑпайлӑ

 Пулӑшать, парнелет, каламасть.

Петюк кӑкшӑм парнеленине никама та каламасть.

               Тимур тусĕ

Тепĕр ушкӑнĕ. Хĕвел  кластер йĕркелет.

Урине аппа- сӑпайлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, ватӑ, лӑпкӑ, тӳсĕмлĕ, пултаруллӑ,йывӑр шӑпаллӑ, ĕçчен.(хатĕр карточкӑсем валеçсе паратӑп). 

 8 тапхӑр. Блиц-тĕрĕслев. Урока пĕтĕмлетни. Ачасене ыйтусем парса пыни.

Ачасем, эсир мĕнле шутлатӑр, ватӑ çынсене пулӑшмалла-и?

-Урине аппана ачасем мĕн тума пулӑшаççĕ.(Хуравсем).

-Урине аппа ачасене мĕн парать?(Хуравсем).

- Урине аппаран укçа кам илет?(Хуравсем).

- Ытти ачасем Петюк çине мĕнле пӑхаççĕ?

- Илнĕ укçана Петюк мĕнле пĕтерет?

- Петюк Урине аппаран укçа илсе тĕрĕс турĕ-и? Тен, унӑн укçа урӑх çĕртен тупмаллаччĕ?

- Ирхине урама кам, кам тата мĕн тума тухнӑ? Çыравçӑ ачасене мĕншĕн çавӑн пек ят панӑ?

- Ачасем кам пӳрчĕ патне пырса тухаççĕ, мĕнрен тĕлĕнеççĕ? Мĕншĕн?

- Мĕншĕн Петюка пурте тенĕ пекех шанма пӑрахнӑ?

- Мĕншĕн Урине аппа кӑкшӑм пырса лартнӑ ачана тупасшӑн?

9 тапхӑр.  Киле ĕç пани. Суйласа çырӑр.

1. Тимур командипе çыхӑнтарса кроссворд хатĕрлĕр.

Тĕслĕх ыйтусем: Кӑкшӑм хайлаври тĕп сӑнарсенчен пĕри. 2. Кӑкшӑма кама парнеленĕ? тата ыттисем те.

2.Пĕр-пĕр ватӑ çынран интервью илмелле.

1. Эсир мĕн ятлӑ, кам пулатӑр, хӑш ял, мĕнле районтан?

2. Ачалӑха аса илсемĕр.

3. Пурнӑçра çын ырӑ кӑмӑла кӑтартакан тĕслĕхе аса илĕр.

4. Йывӑр вӑхӑтсенче мĕнле вӑй тупатӑр

3. „Кӑкшӑм“ калав планне çырӑр.

10 тапхӑр . Рефлекси.

- Çак хайлава мĕн тума çырнӑ-ши, мĕнле шутлатӑр?

Малашлӑхри пурнӑç валли  хӑвӑра валли мĕн илтĕр?

Мĕншĕн ватӑсене сума сумалла, ватӑсемпе сапӑр та сӑпайлӑ пулмалла-ши?

Вĕрентекен: - Эсир паян урокра ĕçлени мана питĕ килĕшрĕ. Маттурсем.

                      - Мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр ку урокра?

                      - Хăвăр ĕçе, ыттисен ĕçне  мĕнле паллăпа хаклатăр?

                      - Сире урок килĕшрĕ-и?

11 тапхӑр. . Ачасен ĕçне хак пани.

(Ушкăнри ачасем пĕр-пĕрин пĕлĕвне хаклаççĕ, урок килĕшрĕ пулсан алă çупаççĕ, килĕшмерĕ – шăп лараççĕ)



 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Аркадий Ĕçхĕлĕн "Анне" хайлавĕн уçă урок конспекчĕ

6-мĕш класра уçă урок ирттериелли анлă конспект. Технологи карттине те панă....

Нравственные уроки баллады «Василий Шибанов» А.К. Толстого ( презентация к уроку)

Цель урока:осознать и осмыслить идейное содержание баллады А.К.Толстого «Василий Шибанов»...

План – конспект урока по истории России. Тема: «Петр I: чудо или чудовище?» (интерактивный урок) Класс: 7

План – конспект урока по истории России.Тема: «Петр I: чудо или чудовище?» (интерактивный урок)Класс: 7     Учитель: Кузнецова Мария Александровна   Школа: МОУ Удельнинская ги...

«Ырă çын пуласси ачаран паллă» Марина Карягинăн «Слива вăрри» калавĕ тăрăх ирттермелли урок конспекчĕ

Вĕренекенсене  ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; этемĕн халăха юрăхлă, усăллă пулас ĕмĕтпе пурăнмалли çинчен ăнлантарасси....

Урок конспекчĕ «Паллă ячĕ» çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси.

Тĕллев: 1. «Паллă  ячĕ» темӑна вĕренсе пĕтернĕ май ачасен  пĕлĕвне тĕрĕслесси, пурнӑçра паллă  ячĕсемпе тĕрĕс усӑ курма вĕрентесси.2.Паллă ячĕсен синонимĕсемпе, антоним...

Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе паллă чăвашсем.П.Е.Егоров"

Чăваш  чĕлхи. Урок конспекчĕ: "Тĕнчипе  паллă чăвашсем.П.Е.Егоров" 8 класс....