План урока по теме "Зима"
план-конспект урока (5 класс) по теме
Предварительный просмотр:
Урок теми: Хĕлле.
Урок тĕсĕ: калаçу урокĕ
Тĕллевсем:
1.Хамăр тăрăхри тискер чĕр чунсем çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварасси;
2.Ачасен калаçупа вулав чĕлхине аталантарасси, хĕле сăнлакан паллă ячĕсен йышне ўстересси; глагол вăхăчĕпе пуплевре тĕрĕс усă курассине çирĕплетесси.
3.Хĕл илемне курма, унăн хăйне евĕрлĕхне туйма, çут çанталăка сăнама хăнăхтарасси;
Урок мелĕсем, меслечĕсем: учитель сăмахĕ, фонетика зарядки, кăтартуллă вулав, учительпе ачасен хушшинчи калаçу, вĕренекенсен хушшинчи калаçу, словарь ĕçĕ, пĕчченшерĕн калани, хорпа калани, ачасем каласа пĕлтерни, текстпа ĕçлени.
Курăмлăх хатĕрĕсем: доска, тетрадь, компьютер, проектор, экран, презентаци.
Урок юхăмĕ
I. Класа йĕркелесси. Оргмомент.
а) Пĕр-пĕрне сывлăх сунни.
Шăнкăрав. Вĕрентекен класа кĕрет. Ачасем ура çине тăраççĕ.
Вĕрентекен:
- Ырă кун пултăр, ачасем!
Вĕренекенсем:
- Ырă кун пултăр, Татьяна Васильевна!
Вĕрентекен:
- Ачасем, пирĕн пата паян урока хăнасем килнĕ.
Ачасем çаврăнса:
- Ырă кун пултăр, хăнасем!
Вĕрентекен:
- Шăппăн ларăр.
Вĕренекенсем:
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра
Эп çыратăп, эп вулатăп,
Калаçатăп чăвашла.
ă) Вĕрентекенпе дежурнăй калаçăвĕ.
- Класра паян кам дежурнăй?
- Класра кам çук?
- Паян миçемĕш число, мĕн кун?
- Урамра мĕнле çанталăк?
б) Фонозарядка туса илесси.
Чи малтанах, ачасем, чĕлхене çемçетсе, вылятса илĕпĕр. Тепĕр майлă каласан,
чĕлхе зарядки тăвăпăр. Пурте харăссăн ман хыççăн калатпăр.
ă-ă-ă – ăшă. Урамра ăшă.
ĕ-ĕ-ĕ – хĕл. Халĕ хĕл.
çă-çă-çă – çăвать. Юр çăвать.
ÿ-ÿ-ÿ – ÿкерчĕк. Хитре ÿкерчĕк.
II. Умĕнхи калаçу. Учитель сăмахĕ.
- Çут çанталăк 4 пая пайланать. Çак пайсене çулталăк вăхăчĕсем теççĕ. Ачасем, эсир мĕнле çулталăк вăхăчĕсене пĕлетĕр?
Ачасен хуравĕсем: çуркунне, çулла, кĕркунне, хĕлле.
- Тĕрĕс. Халĕ экран çине пăхăр-ха . Кунта çулталăк вăхăчĕсене сăнлакан ÿкерчĕксем пур. Çак ÿкерчĕксем çулталăкăн хăш вăхăчĕсене сăнласа параççĕ-ши?
- Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
Ачасен хуравĕсем: хĕлле.
Хĕллехи уйăх ячĕсене кам пĕлет?
Ачасен хуравĕсем: раштав, кăрлач, нарăс.
- Халĕ эпĕ сире тупмалли юмахсем калатăп. Сирĕн хĕллехи уйăхсен ячĕсене тĕрĕс пĕлмелле.
- Çĕн çул килет, пĕлетĕп,
Çулталăка вĕçлетĕп. (Раштав)
- Манран аслă уйăх çук–
Эп пуçлатăп çĕнĕ çул. (Кăрлач)
3. Пичче сивĕ ĕлĕкрен,
Эп ирттерĕп пиччерен. ( Нарăс)
Маттур, ачасем.
- Саша, эсĕ çулталăкăн хăш вăхăтне кăмăллатăн?
Мана çуркунне килĕшет. Ун чухне пĕтĕм тĕнче симĕс тум тăхăнать. Çуркунне тырă акаççĕ, пахча çимĕç лартаççĕ.
- Саша, Оксанăран ыйт-ха?
Оксана, сана çулталăкăн хăш вăхăчĕ килĕшет?
Эпĕ вара хĕллене юрататăп. Йĕри-тавра шап-шурă. Хĕлле йĕлтĕрпе, конькипе, çунашкапа ярăнма пулать.
- Кашни çынна çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕ килĕшме пултарать.
Паян урокра эпир хĕлле çинчен калаçăпăр. Урок тĕллевĕсене калани.
Паянхи урокра эпир сирĕнпе ачасем тискер чĕр чунсем çинчен аса илĕпĕр, калав тума хăнăхăпăр. Хĕл илемне курма, унăн хăйне евĕрлĕхне туйма вĕренĕпĕр, çут çанталăка сăнама хăнăхăпăр.
III. Урок темипе ĕçлесси.
- Учитель: Ачасем, эпир сирĕнпе хĕлле çинчен сăвăсем вĕреннĕччĕ. Кам астăвать?
- Çитрĕç сивĕсем.
Шăнчĕç пĕвесем.
Мамăк пек шап-шур
Ўкрĕ кăпăш юр. (А.Галкин)
- Сăрт шурă тăлăп витĕннĕн
Курнать чÿречерен.
Чăнах, чăнах хĕл çитрĕ-мĕн,
Хавас эп чĕререн.
- Чăваш хĕлĕ – илемли,
Пуринчен илĕртÿлли.
Савăк, ырă эс, аван, -
Юратап сана чунтан.
- Хамăр тăрăхри тискер чĕр чунсене аса илер-ха. Чĕрчун ятне пĕлес тесен тимлĕ итлемелле, рифмăсем тупмалла.
- Кăчăр! Кăчăр! Кач-кач-кач!
Купăста çиет … (мулкач)
- Тирĕп-чĕрĕп, тирĕп-чĕрĕп!
Хăратать мана ват … (чĕрĕп)
- Чăх-чĕп тытма вăл вăрттăн килĕ
Çăмламас та чее…( тилĕ)
- Сарă, тутлă пылпа
Килчĕ хăнана …(упа)
- Хам йăвара эп – патша!
Мăйăр шĕкĕлчет …(пакша)
- Пысăк чĕр чун вăл – пăши.
Пĕчĕкки вара - … (шăши)
- Халĕ вара киле панă ĕçе тĕрĕслер-ха. Сирĕн хăвăра килĕшекен тискер чĕр чун çинчен кĕскен каласа памалла тата ăна ўкермелле пулнă. Ачасем тискер чĕр чунсем çинчен каласа параççĕ.
- Упа çулла мăйăр, йĕкел, курăк, чечек, йывăç çулçи çиет, шăшисем те тытать. Кĕркунне тĕлне самăрăлса çитет. Хĕлĕпех шăтăкра çывăрать.
- Чĕрĕп хурт-кăпшанкă, шăши, тĕрлĕ улма-çырла кăмпа юратать. Хĕл каçма мăнтăрланать. Юр çăвас умĕн йăвана кĕрсе выртать, çуркуннеччен çывăрать.
- Пăши хĕлле тĕрлĕ йывăç туратне кăшлать, хĕллехи уйăхсенче мăйракисем ÿкеççĕ, çĕннисем тухаççĕ.
- Кашкăрăн хĕллехи çăмĕ çăра та вăрăм. Сунара каçхине тухать. Пăшисене, мулкасене, шăшисене тытса çиет.
- Тилĕ хĕлле тарăн шăтăкра пурăнать. Вăл шăшисене çиме юратать. Унăн мамăк хÿре.
- Мулкач хĕлле щурă тум тăхăнать. Йывăçăн вĕт турачĕсене, хупписене кăшлать.
- Пакша хĕлле йăвана пытанать. Чăрăшпа хыр йĕкелĕн вăррисене, кăмпа, юман йĕкелĕсене çиет.
- Шăши хĕлле вăхăта юр айĕнче ирттерет. Унта йĕкел, мăйăр, симĕс курăк, туратсем тупса çиет.
Халĕ вара тискер чĕрчун сăмах патне паллă ячĕ тупатпăр. Тискер чунсем мĕнле-мĕнле пулаççĕ?
Тискер чĕр чунсем – вăйлă (упа), чее (тилĕ), хăравçă (мулкач), хитре (пакша), пысăк (пăши), пĕчĕк (шăши).
Çапла вара, ачасем, кашни тискер чĕр чун хĕл кунĕсене хăйне май ирттерет. Вĕсем çинчен çак текстра вуласа пĕлĕпĕр.
- Текстра тĕл пулакан çĕнĕ сăмахсемпе паллаштаратăп.
Словарь ĕçĕ.
тăвайкки – горка
ту – гора, горка, снежная горка
çырма – овраг
сăрт – холм, горка, возвышенность, высота
вар – овраг, балка, ложбина
тĕмеске – бугор, бугорок, холмик
кăçатă – валенки
ашкăнчăк – озорной
(Учитель вулавĕ, хорпа вулани, учитель вырăсла калани, ачасем чăвашла хорпа хуравлани)
Çĕнĕ сăмахсене çирĕплетесси. Çак сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупăр.
Ту – çÿллĕ ту (высокая гора), чăнкă ту (крутая гора).
Сăрт – чăнкă сăрт (высокая гора), чул сăрт (скала).
Тĕмеске – пысăк мар тĕмеске (бугорок), хăйăрлă тĕмеске (песчаный холмик).
Вар – тарăн вар (глубокая балка), тип вар (сухая ложбина).
Çырма – пĕчĕк çырма (маленький овраг), тарăн çырма (глубокий овраг)
тип çырма (сухой овраг).
- Текспа ĕçлесси.
Хĕлле
Хирсемпе сăртсем шуралчĕç. Юханшыв пăрпа витĕнчĕ. Хĕл тусем, варсем, çырмасем тăрăх çўрет. Вăл пысăк çемçе кăçатăпа урине шăппăн пусать.
Акă хир варринче тĕмеске пур. Аскăнчăк çил унăн çĕлĕкне вĕçтерсе янă. Йывăç тĕмĕсем хушшипе сăрă мулкач сиккелесе çўрет. Ку тумпа ăна шурă юр çинче тискер кайăксем тўрех асăрхаççĕ. Çавăнпа та мулкача Хĕл шурă тум тăхăнтартрĕ. Чее тилле вара шурă тум кирлĕ мар. Вăл тарăн шăтăкра пурăнать. Хĕл чее тилĕ валли илемлĕ кĕрĕк хатĕрленĕ.
Хĕл ачасене те савăнăç парнелет. Ачасем урамра юрпа выляççĕ, юр кĕлетке тăваççĕ. Вĕсем тăвайккинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе, пăр çинче конькипе ярăнаççĕ. Ачасем савăнăçлă. Аван-çке хĕлле!
Текстпа ĕçлени: 1. учитель вулавĕ;
2. ачасем пĕрер предложени вулани тата куçарни;
3. ыйтусемпе ĕçлени:
- Хĕл мĕн-мĕн тăрăх çўрет?
- Юханшыв мĕнпе витĕнчĕ?
- Мĕнсем шуралчĕç?
- Хĕл урине мĕн тăхăннă?
- Хир варринче мĕн пур?
- Мĕнле çил тĕмеске çĕлĕкне вĕçтерсе янă?
- Хĕл мулкача мĕнле тум тăхăнтарнă?
- Чее тилĕ валли мĕн хатĕрленĕ?
- Ачасем урамра мĕн тăваççĕ?
IV. Çирĕплетÿ тапхăрĕ.
- Текстри глаголсен вăхăчĕсене палăртса тухасси. 1абзацри тата юлашки абзацри глаголсене пулас вăхăтра каласси. (Ачасем сăнчăрпа пурте пĕрер предложени вулаççĕ).
Мулкач пире кĕтсе шăнса та кайрĕ пулĕ. Айтăр-ха ăшăнса илер. Физкультура саманчĕ.
Мулкач ирех тăрать
Физзарядка вăл тăвать.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă!
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр.
Ларать, тăрать, ларать, тăрать.
Апат шырама утать.
- Учитель: Халĕ вара тетрадьсене уçăр та паянхи число, тема ятне çырса хурăр.Тĕслĕхри глаголсене иртнĕ вăхăтра лартса çырăр.
- Çанталăк сивĕтет. – Çанталăк сивĕтрĕ.
- Пĕрремĕш юр ÿкет. – Пĕрремĕш юр ÿкрĕ.
- Çил ачи чÿречерен шаккарĕ. – Çил ачи чÿречерен шаккарĕ.
- Эпĕ ăшă тăхăнатăп. – Эпĕ ăшă тăхăнтăм.
- Экспресс тĕрĕслев.
Халĕ эсир учительсем пулăр. Ман хуравпа килĕшетĕр пулсан хисепсем айне хушас палли (+), килĕшмесен кăларас(-) палли лартăр.
- Чÿк, раштав, кăрлач – хĕллехи уйăхсем.
- Хĕлле юр çумасть.
- Юхан шыв пăрпа витĕнчĕ.
- Хĕлле çанталăк яланах ăшă.
- Мулкач шурă тум тăхăнать.
- Хĕлле ачасем урамра юрпа выляççĕ, юр кĕлетке тăваççĕ.
- Хĕлĕпех упа вăрманта çÿрет.
- Тупмалли юмахсемпе ĕçлесси.
- Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет. (Сивĕ)
- Шыв çинче кĕмĕл кĕпер. (Пăр)
- Çулленех пĕр мучи килет, шурă кунсем илсе килет. (Хĕл)
- Тусем çине, хирсем çине сарса хунă шур тÿшек. (Юр)
- а) Панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелемелле, çав предложенисенчен çыхăнуллă калав тумалла, ятне памалла.
(Слайдри ÿкерчĕк тăрăх калав тăвасси)
- кун, ăшă, хĕллехи.
- кайнă, ачасем, вăрмана, ярăнма.
- йĕлтĕрсем, илнĕ, вĕсем, çунашкасем.
- ачасем, ярăннă, тăвайккинчен, йĕлтĕрпе, çунашкапа.
- Аван-çке, хĕлле!!!
ă) Слайдри текстпа ĕçлени.
Çапла вара хĕллехи вăхăтра эпир хамăр сывлăха çирĕплетме пултаратпăр. Сывлăхлă пулас тесен ытларах уçă сывлăшра çўремелле, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнмалла.
б) Калавра глаголăн хăш вăхăт формипе усă куртăмăр?
Ачасен хуравĕсем: глаголăн иртнĕ вăхăт формипе
- Урока пĕтĕмлетни.
Кластер тăвасси. Хĕлле мĕнле-мĕнле пулать?
- Илемлĕ
- Асамлă
- Сивĕ
- Юрлă
- Çил-тăманлă
-Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?
-Сире ытларах мĕн асра юлчĕ?
Ачасен пĕтĕмлетĕвĕсем.
Учитель: Çапла çав, çав тери илемлĕ те, асамлă та, сивĕ те, кăпăшка юрлă та пулать хĕл. Юратăр ăна, ун илемĕпе савăнăр, сывлăхăрсене çирĕплетĕр, ытларах уçă сывлăшра çўрĕр, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнăр, хоккейла выльăр. Хĕл илемĕпе асамлăхĕ сире вĕренÿре пулăшса пытăр.
- Киле ĕç парасси
Хĕлле çинчен кĕске калав çырса килесси.
- Ачасен пĕлĕвне хакласси
Ачасем, эсир паян питĕ маттур ĕçлерĕр. Тĕрĕс хуравсем нумай пулчĕç.
- Ачасемпе сыв пуллашни
Вĕрентекен:
- Сывă пулăр, ачасем!
Ачасем:
- Сывă пулăр, Татьяна Васильевна!
Ачасем çаврăнса:
- Сывă пулăр, хаклă хăнасем!
Хĕлле
Хирсемпе сăртсем шуралчĕç. Юханшыв пăрпа витĕнчĕ.
Хĕл тусем, варсем, çырмасем тăрăх çўрет. Вăл пысăк çемçе кăçатăпа урине шăппăн пусать.
Акă хир варринче тĕмеске пур. Аскăнчăк çил унăн çĕлĕкне вĕçтерсе янă. Йывăç тĕмĕсем хушшипе сăрă мулкач сиккелесе çўрет. Ку тумпа ăна шурă юр çинче тискер кайăксем тўрех асăрхаççĕ. Çавăнпа та мулкача Хĕл шурă тум тăхăнтартрĕ. Чее тилле вара шурă тум кирлĕ мар. Вăл тарăн шăтăкра пурăнать. Хĕл чее тилĕ валли илемлĕ кĕрĕк хатĕрленĕ.
Хĕл ачасене те савăнăç парнелет. Ачасем урамра юрпа выляççĕ, юр кĕлетке тăваççĕ. Вĕсем тăвайккинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе, пăр çинче конькипе ярăнаççĕ. Ачасем савăнăçлă. Аван-çке хĕлле!
Панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелемелле, çав предложенисенчен çыхăнуллă калав тумалла, ятне памалла.
- кун, ăшă, хĕллехи.
- кайнă, ачасем, вăрмана, ярăнма.
- йĕлтĕрсем, илнĕ, вĕсем, çунашкасем.
- ачасем, ярăннă, тăвайккинчен, йĕлтĕрпе, çунашкапа.
- Аван-çке, хĕлле!!!
Тĕслĕхри глаголсене иртнĕ вăхăтра лартса çырăр.
- Çанталăк сивĕтет.
- Пĕрремĕш юр ÿкет.
- Çил ачи чÿречерен шаккать.
- Эпĕ ăшă тăхăнатăп.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Разнообразие растений. Урок биологии в 6 классе. (план урока)
Урок биологии в 6 классе по изучению многообразия растений....
План урока "Свойство углов треугольника" (1 урок). 5класс
На уроке в 5 классе для освоения новой темы используется проблемная ситуация через выполнение практических заданий.(УМК под редакцией И.И.Зубаревой и А.Г. Мордковича)...
ПЛАН УРОКА (Экономическая социализация 10 класс) Тема урока: Умение вести переговоры
Курс преподавание "Экономической социализации" в основной школе -интегрированный курс, информационно насыщенный мультипредметными связями,включающими и жизненный опыт старших школьников и ранее приобр...
Сценарный план урока Тема «Уроки нравственности в рассказе В. Г. Распутина «Уроки французского».
На уроках литературы мне интересно работать с детьми над изучением произведений художественной литературы, героями которых являются их сверстники, оказавшиеся в условиях нра...
План урока русского языка в 8 классе с казахским языком обучения. Тема урока:"Сложные прилагательные"
Урок построен на основе групповых форм организации учебной деятельности, с применением критериального оценивания...
план урока по теме "Умножение" 5 класс, урок №2
План содержит технологическую карту по ФГОС, конспект урока и презентацию....
План конспект урока. Требования к плану урока.
План конспект урока математики. Требования к плану урока.Система планирования урока включает:-годовое и полугодовое планирование;-тематическое планирование;-поурочное планирование.Необходимо уделять б...