Çĕмĕртпе сирень.
план-конспект урока (5 класс) по теме

Сусметова Татьяна Васильевна

План-конспект урока

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл semertpesiren-.docx21.33 КБ

Предварительный просмотр:

Урок теми: Çĕмĕртпе сирень.

Тĕллевсем: 1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.

                       2. Йывăçсем çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетесси.

                       3. «Çĕмĕртпе сирень» юмаха вуласси, çак йывăçсемпе анлăрах

                           паллашасси, вуланине каласа пама хатĕрлентересси, ыйту-хурав формăпа  

                           ĕçлесси.

                       4. Йывăçа упрама, вĕсене кашни çул çĕнетсе лартма хистесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: йывăçсен ўкерчĕкĕсем, вырăс шкулĕн 5-мĕш класс кĕнеки, кроссворд ыйтăвĕсемпе тупсăмĕсем, тупмалли юмахсем.

Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелесси.

  1. Сывлăх сунни.
  2. Дежурнăйпа калаçни.
  3. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.

II. Ачасене урока хатĕрлесси.

      Чи малтанах, ачасем, кăштах чĕлхесене çемçетсе илме фонетика зарядки туса ирттерĕпĕр.

Фонетика зарядки: ĕ-ĕ-ĕ, хĕ-хĕ-хĕ, хĕвел.

                                      Хĕвел пăхать.

                                      Ă-ă-ă, шă-шă-шă, ăшă.

                                      Çанталăк ăшă.

                                      Рĕ-рĕ-рĕ, ирĕлет. Юр ирĕлет.

                                      Шы-шы-шы, шыв. Шыв юхать.

(Ачасем учитель хыççăн калаççĕ). Маттур.

Малтан ачасем çанталăка сăнласа параççĕ.

  • Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? (çуркунне).
  • Çурхи уйăхсен ячĕсене калăр-ха? (пуш, ака, çу)
  • Эсир халь çуркунне иккенне ăçтан пĕлтĕр? (хĕвел хĕртсе пăхать, юр ирĕлет, тўпе кăвак, çанталăк ăшă, кайăксем вĕçсе килеççĕ).

III. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.

  1. Урок темине тупмалли юмахăн тупсăмне тупсан çеç пĕлĕпĕр.

Чĕмсĕр пичче умăмра

                                                                         Пин алă ун, пĕр ура. (Йывăç.)

    Йывăç – пурнăç илемĕ. Ахальтен: «Кашни çын хăй ĕмĕрĕнче йывăç лартмалла», - темен ваттисем. Паянхи кун эпир урамра тĕрлĕ йывăç куратпăр: хурăн, юман, çăка, çĕмĕмрт, пилеш т. ыт. те. Вĕсене танлаштаратпăр, хитрелĕхĕпе савăнатпăр, йывăçсем çинчен пĕлме тăрăшатпăр.

  1. «Йывăç ячĕсене пĕлетĕн-и?» вăйă. Учитель йывăç ўкерчĕкĕсене кăтартать, ачасем хуравлаççĕ.

Паянхи урок теми: «Çĕмĕртпе сирень». Тетрадь çине число, тема çыраççĕ.

  1. Кĕнекери «Çĕмĕртпе сирень» юмаха вуласси:
  • Çĕнĕ сăмахсемпе паллаштарасси (тĕм - куст, кăвак шуçăм – голубой рассвет, ыйхăран вăранчĕ – пробудился от сна).
  • Юмах вĕçĕнчи сăмахсен куçарăвĕпе паллашасси.
  • Рольсемпе вуласси.
  • Текст содержанине вырăсла каласа пани.

-2-

IV. Çĕнĕ темăна çирĕплетни.

  1. 2-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлани.
  2. Кану саманчĕ:     1, 2, 3, 4 –

Пирĕн вăйлă пулмалла.

5, 6, 7, 8 –

Физзарядка тумалла.

Ўссе çитсен

Пирĕн йывăç лартмалла.

  1. 3-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлани.
  2. Кроссворд шутласси. Халĕ кроссворд шутлăпăр. Сăмахсене вырăсларан чăвашла куçарса çырмалла. Тĕрĕс тупсан палăртнă юпара йыăç ячĕ вуланмалла. Кам маларах тупать: липа, клен, дуб, ольха, береза, тополь.

ç

ă

к

а

в

ĕ

р

е

н

е

ю

м

а

н

ç

и

р

ĕ

к

х

у

р

ă

н

т

и

р

е

к

Т

  1. Тупмалли юмахсен тупсăмне тупасси.
  • Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (Çĕмĕрт)
  • Чунĕ çук, юнĕ пур. (Палан)
  • Çўçĕ симĕс, кĕпи шурă. (Хурăн)
  • Пăхма хитре, çиме йўçĕ. (Пилеш)
  1. Ыйтусемпе ĕçлени:
  • Шăрпăка (спички)  мĕнле йывăçран тăваççĕ? (Ăвăсран)
  • Çак йывăçăн хуппинчен мунчала тăваççĕ. (Çăка)
  • Вăл çирĕп те усăллă йывăç. (Юман)
  • Çак йывăçăн çырлине кайăксем юратаççĕ, хĕлле çисе пурăнаççĕ. (Пилеш)

V. Урока пĕтĕмлетни. 

  • Эсир паян, ачасем, мĕн çĕнни пĕлтĕр?
  • Сире урок килĕшрĕ-и?

VI. Ачасен пĕлĕвне хакласси. Паян, ачасем, эсир маттур ĕçлерĕр.

VII. Киле ĕç парасси.  4-мĕш хăнăхтарăва пурнăçламалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сочинение-описание по картине П. П. Кончаловского "Сирень в корзине". 5 класс.

Уроки по развитию речи всегда требуют большей отдачи как от учителя, так и от учеников.Предлагаю вариант такого урока....

Сирень 45-го года.

Урок мужества для для 7-8 класса....

Обучение сочинению-описанию по картине П.П.Кончаловского «Сирень в корзине» Урок развития речи в 5 классе

Обучение сочинению-описанию по картинеП.П.Кончаловского «Сирень в корзине» Урок развития речи в 5 классе...

Обучение сочинению-описанию по картине П.П.Кончаловского «Сирень в корзине» Урок развития речи в 5 классе

Обучение сочинению-описанию по картинеП.П.Кончаловского «Сирень в корзине» Урок развития речи в 5 классе...

П.Кончаловский "Сирень". Первая встреча с картиной на уроках русского языка. 5 класс

Урок-экскурсия. П.Кончаловский "Сирень". Данная встреча предшествует работе над сочинением - описанием картины. Проводила его как внеклассное мероприятие по предмету....

Сочинение-описание по картине П.П.Кончаловского «Сирень в корзине». 5 класс.

Урок развития речи, на котором учащиеся знакомятся с творчеством знаменитого художника, готовятся к написанию сочинения по картине, развивают свой кругозор, расширяют словарный запас и учатся на...

Презентация "Счастье в сирени живёт...", о композиторе С.В. Рахманинове и его романсе "Сирень"

Уровень образования:  начальное образованиеЦелевая аудитория:  Учитель (преподаватель)Класс(ы):  4 классПредмет(ы):  МузыкаЦель урока:   Знакомст...