Открытый урок по чувашскому языку "Кун йӗрки" в 5 классе.
план-конспект урока (5 класс) по теме

Обобщающий урок по теме "Режим дня".

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon kun_yierki.doc56.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кун йӗрки.

5-мӗш класс.

Воспитании тӗллевӗсем :  Кун йӗркине тӗрӗс йӗркелеме хăнăхтарасси.

Пӗлӳ тӗллевӗсем: Вăхăта палăртассине пуплевре усă курасси , хальхи вăхăтри глаголсемпе пуплевре тӗрӗс усă курма хăнăхтарасси.

 

Аталантару тӗллевӗсем :  Çыхăнуллă пуплеве , вулав хăнăхăвне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Урокра кирлӗ хатӗрсем : компьютер, проектор,экран, темăпа хатӗрленӗ слайдсем.

Усă  курнă литература :1.И. А.Андреев, Р.И. Гурьева .Чăваш чӗлхи; вырăс шкулӗн 5- мӗш класӗнче чăвашла вӗренмелли кӗнеке, И. А . Андреев, Р.И. Гурьева.-Шупашкар,2006.

2. Г.В. Абрамова, А. Л. Краснова. Чăваш чӗлхи: вырăс шкулӗн 5-мӗш класӗнче чăвашла вӗренмелли кӗнеке Г.В. Абрамова, А. Л. Краснова.-Шупашкар, 2006

3. Андреев И.А. Чăваш чӗлхи : вырăс шкулӗн 1-9 классен программи И.А. Андреев.-Шупашкар,-2004

Слайдсен аннотацийӗ:

1-мӗш слайд:Тема.

2-мӗш слайд: Урок тӗллевӗсем.

3-4-мӗш слайдсем: Грамматика материалӗ : вăхăта палăртнине аса илсе çирӗплетмелли хăнăхтару.

5-мӗш слайд: « Вăхăт» темăна çирӗплетни.Ӳкерчӗк тăрăх предложенисем йӗркелесси.

6-мӗш слайд: Словарь ӗçӗ иртермелли сăмахсем.

7-мӗш слайд :Ушкăнсенче ӗçсене тӗрӗслемелли схемăсем.


8-мӗш слайд: «Шкулта» ӳкерчӗк .

9--мӗш слайд: « Каçхине» ӳкерчӗк.

10-мӗш слайд:Ирхи кăмăл каçчен пырать.Утреннее настроение сохраняется до вечера.

11-мӗш слайд: Киле ӗç пани.

Урок юхăмӗ.

1.Класа урока йӗркелени.

-Сывлăх сунатăп, ачасем.

-Ырă кун пултăр, вӗрентенен.

Шăнкăрав сас пачӗ

Урока чӗнсе

Пӗтӗм класс шăпланчӗ.

Парта хушшинче.

2. Урокăн темипе, тӗллевӗсемпе, планӗпе паллаштарни.(1-2 слайд)

-Паян урокра эпир кун йӗрки çинчен калаçăпăр, вăхăта палăртассине тата хальхи вăхăтри глаголсене аса илсе çирӗплетӗпӗр.Ӳкерчӗк тăрăх калав йӗркелӗпӗр.Урок тăршшӗпех ушкăнсенче ӗçлӗпӗр.Класа икӗ  ушкăна уйăратпăр.Ушкăнри пӗр ачи-консультант. Пӗлменнине ăнланманнине консультантран ыйтма пултаратăр. Паянхи урок девизӗ: Пӗри пуриншӗн, пурте пӗриншӗн. Ыттисене пулăшса хамăр вӗренетпӗр.Ушкăн ăнăçӗвӗ кашни ачаран килет.Çавăнпа та кашни ачан тăрăшса ӗçлемелле.

3. Грамматика материалӗпе ӗçлени. (3-4 слайд)

ăхăта палăртасси ,предложенисем йӗркелесси.  Ушкăнсен тӗрлӗ ӗç. Консультант ушкăнра рольсем валеçет, ӗçленине сăнать, пулăшу парать.

1 –мӗш ушкăн ӗçӗ.

7.00        8.00        17.10

7.15         12.30       20.50

7.50          14.15      21.00

2-мӗш ушкăн ӗçӗ .

6.00     8.00       16.20

6.15     12.30     20.05

6.50    14.45       21.00

4. «Вăхăта палăртасси» темăна çирӗплетни.

5. Çӗнӗ материалпа ӗçлени.

       

Словарь ӗçӗ.( 6-мӗш слайд). Экран çинче çӗнӗ сăмахсем.

Пуçланать-начинается

Малтан-сначала

Вырăн пуçтаратăп-заправляю постель

Ун хыççăн-после этого

Каласа паратăп-рассказываю

Паллах-конечно

Тӳрех-сразу

Паллаштар-знакомить

Улăштаратăп-меняю

Уçăлса çӳретӗп-гуляю

А) учитель-хор;

В)сăнчăрпа пӗрер сăмахăн вулани;

Г)  сăмахсемпе предложенисем туни.

6.Текстпа ĕçлени.

Манăн кун йĕрки.

1-мӗш ушкăн ӗçӗ .(7-мӗш слайд)

-1,2 мӗш абзаца вуламалла

- вырăсла куçармалла

- схема тăрăх калаçу йӗркелемелле

А1                          А2

                                                          К                              А3

Консультант ыйту пама пуçлать.Пӗрремӗш ачи хуравлать,унтан –ыйту парать.Йăнăшсем пулсан тӳрлетсе пыраççӗ.Иккӗмӗш ушкăнри ачасен те  ыйту пама юрать

2-мӗш ушкăн ӗçӗ (7-мӗш слайд)

3,4-мӗш абзаца вуламалла

-вырăсла куçармалла

Схема тăрăх калаçу йӗркелемелле

А1                      А2

К                          А3

7. Физкультура саманчӗ.

8. Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.Калава малалла тăс.

А) Сентябрӗн 1-мӗшӗнче пирӗн класа çӗнӗ ача килчӗ. « Халӗ вăл пире хăйпе паллаштарӗ» -терӗ Светлана Леонидовна……(8-мӗш слайд)

Калав пуçламăшӗ икӗ ушкăнăн та пӗр пекех. Ушкăнри ачасем пӗрле калав йӗркелеççӗ.Ку ӗçре вара диалог, рольсемпе калаçни,словарьсемпе усă курни. Ачасем хăйсемех шыраççӗ-тупаççӗ.Хатӗрленӳ тапхăрӗнче учитель ытларах консультантсемпе ӗçлет.Кашни ушкăн хăйне майлă калав тăвать.Кайран доска умне тухса калаççӗ. Тепӗр ушкăнри ачасем ыйтусем параççӗ.  Ача ыйту çине хуравлаймасан консультант пулăшать.

Б ) «Каçхине» ӳкерчӗк тăрăх ӗçлени.(9-мӗш слайд)

Кашни ушкăнăн уйрăм ӗç .Çак ыйтăва хуравлас тесен 1-мӗш ушкăнăн хальхи вăхăтри глаголсене аса илмелле. 2-мӗш ушкăнăн паллă ячӗсене аса илмелле.Ачасем ӗçӗсене пӗчченшерӗн пурнăçлаççӗ.Ача пӗччен ӗçлет пулин те ушкăнри ачасем ăна пулăшма ,ăнлантарма пултараççӗ.Унтан кашни ача хăйӗн ӗçӗпе паллаштарать.Тепӗр ушкăнри ачасем ыйтусем пама та пултараççӗ.

1-мӗш ушкăн : ӳкерчӗк тăрăх  хальхи вăхăтри глаголсем тупать.

2-мӗш ушкăн :ӳкерчӗк тăрăх паллă ячӗсем тупать.

9. Урока пӗтӗмлетни.(10-мӗш слайд)

Малтан ачасенчен кам мӗнле ăнланнине ыйтса пӗлмелле.Ачасем хăйсен шухăшӗсене калаççӗ.Унтан учитель пӗтӗмлетӳ тăвать.

В народе говорят : «Ирхи кăмăл каçчен пырать» (Утреннее настроение сохраняется до вечера ) Старайтесь каждое утро вставать с легким, приятным настроением и сохраняйте его на весь день. Помните ,не настроение должно управлять человеком , а человек своим настроением.

-Паянхи  урокра мӗн çинчен калаçрăмăр?Мӗн турăмăр ?

-Сире паянхи урок килӗшрӗ-и?(Ачасем хăйсен шухăшне калаççӗ).

10. Ачасен ӗçӗсене хаклани.

11. Киле ӗç пани.(11-мӗш слайд)

«Аннен кун йӗрки» ятлă калав çырăр.( 7-8 предложени).

12.Урока вӗçлени.


 

Уçă урокăн план-конспекчӗ.

  

ТЕМА: КУН ЙӖРКИ.

5-МӖШ КЛАСС.

                           Иванова Татьяна Васильевна

              Çӗнӗ Шупашкар хули

           8-мӗш шкул  

Çӗнӗ Шупашкар-2010

Ушкăнсемпе ӗçлени-ачасен хастарлăхне ӳстермелли                  

      тухăçлă  меслет.

Проект ӗçӗ.

            Хатӗрлекенӗ-Иванова Татьяна Васильевна

                                    Çӗнӗ Шупашкар хулинчи 8-мӗш                    

                                     номерлӗ пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ  

                                     паракан шкулта чăваш чӗлхипе

                                     литератури вӗрентекенӗ

Çӗнӗ Шупашкар-2010


Тӗллевӗсем:

1.Чӗлхеçӗсен материалӗсене тишкересси:

2.Проекта пурнăçа кӗртме май паракан технологине палăртасси;

3.Ушкăнпа ӗçлени усăллă е усăллă маррине тӗрӗслесе пăхасси;

        Тупмалли

Кӳртӗм                               1

Ушкăнра ӗçлени-хутшăнса вӗренни                             2-3

Ушкăнри ӗç тӗсӗсем        5-8

Командăри ӗç

Пăчкă

Ушкăнра сăмах вӗççӗн ыйтса тӗрӗслени

Пӗрлешӳллӗ тӗрӗслев

Вӗренӳри тӗл пулу

диспут

Пӗтӗмлетӳ                          9

Усă курнă литература       10

Уçă урокăн план-конспекчӗ

         Проект тӗсӗ:

Практикăра усă курмалли проект

Проекта хутшăнакансем:

5-мӗш класра вӗренекенсем

                 

  

проект теми актуаллăхӗ:

ятарласа тишкернӗ материалсем сахал

гипотеза шайӗнчи шухăш:

Ушкăнпа ӗçлени ачасене лайăхрах вӗренме пулăшать 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Открытый урок английского языка по страноведению в 8 классе: на тему : «Великобритания. Шотландия»

Открытый урок по страноведению в 8 классе на тему : «Великобритания. Шотландия»УМК В. П. Кузовлева для общеобразовательных школ, 8 класс, 4 год обученияУчитель английского языка Е. О. Пархоменко...

Открытый урок английского языка по теме "Кино" 5 класс

Обобщающий урок по теме "Кино" 5 класс...

Конспект урока по чувашскому языку «Глаголсен çĕршывĕнче» 7 класс

Урок тĕллевĕсем:пĕлÿ тĕллевĕ: сăпатлă тата сăпатсăр глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;сапăрлăх тĕллевĕ:тăван тавралăхпа, унăн историйĕпе тата культурипе паллаштарасси;аталантару тĕллевĕ...

Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе в 6 классе

Технологическая карта урока по чувашскому языку и литературе на тему: "Стихваш Шавли. Вескен Васса"...

Промежуточная аттестация по чувашскому языку и литературе для 8 класса

Ч=ваш шкул\н 8 класне п\терн\ май 2018 ёултач=ваш ч\лхипе  тата литературипе тытмалли тĕрĕслев \ёĕ   8 класс п.терекен ачасен м.н-м.н п.лмелле%Челхере пуплеври сёмах =ыхёнёв.н мел.сене ...

Конспект открытого урока английского языка «Safari park » во 2 классе

Конспект открытого урока английского языка «Safari park » во 2 классе по учебнику Forward...

Конспект открытого урока бурятского языка по ФГОС в 3 классе

Конспект открытого урока бурятского языка по ФГОС в 3 классе...