Конспект урока по чувашскому языку «Глаголсен çĕршывĕнче» 7 класс
план-конспект урока (7 класс) по теме

Тюрина Нина Михайловна

Урок тĕллевĕсем:

пĕлÿ тĕллевĕ: сăпатлă тата сăпатсăр глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;

сапăрлăх тĕллевĕ:тăван тавралăхпа, унăн историйĕпе тата культурипе паллаштарасси;

аталантару тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, пуплевне аталантарасси.

 Кăтарту хатĕрĕ: куçăмлă доска, компьютер, проектор, чăваш чĕлхи учебникĕ (7 класс), тест, карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ, стикертан хатĕрленĕ çулçăсем, хурăн ÿкерчĕкĕ.

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok.doc95 КБ

Предварительный просмотр:

                 

Тема «Глаголсен çĕршывĕнче» (1-мĕш слайд)

Урок тĕллевĕсем:

пĕлÿ тĕллевĕ: сăпатлă тата сăпатсăр глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси;

сапăрлăх тĕллевĕ:тăван тавралăхпа, унăн историйĕпе тата культурипе паллаштарасси;

аталантару тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, пуплевне аталантарасси.

 Кăтарту хатĕрĕ: куçăмлă доска, компьютер, проектор, чăваш чĕлхи учебникĕ (7 класс), тест, карточкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ, стикертан хатĕрленĕ çулçăсем, хурăн ÿкерчĕкĕ.

1.Урока йĕркелени.

(Сывлăх сунни) Ырă кун пултăр, хаклă ачасем. Ура çине тăратпăр та пĕр-пĕрне ырă сунса ал паратпăр, ăнăçу сунатпăр. Лартăмăр. Число тата тема ятне çыратпăр.

Вĕрентекен:

 Эпир 7 класра глаголсем çинчен вĕренетпĕр. Сăпатлă тата сăпатсăр  глаголсене уйăрма хăнăхатпăр. Паян çак пуплев пайĕ çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр. Глаголсен çĕршывĕнче пулса курăпăр. Пире тĕрлĕ ĕç кĕтет, анчах та ушкăнпа килĕштерсе ĕçлесен темле йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Çапла-и, ачасем? Сирĕн умра карточкăсем, çавăнта хăвăр хуравсене паллă тăватăр: йăнăшсăр пурнăçланă пулсан хĕрлĕпе сăрлатăр, «5» палла пĕлтерет,  1-2 йăнăш пулсан кăвак тĕспе палăртатăр, «4» палла пĕлтерет, 3-4 йăнăш пулсан симĕс тĕспе сăрлатăр, «3»палла пĕлтерет, ытларах йăнăш пулсан сăрламастпăр.

2. Глагол çинчен вĕреннине аса илни (вĕрентекен ачасене ыйтусем парать)

Ыйту: Мĕн вăл глагол?

Хурав: Глагол-япала ĕç тунине кăтартакан пуплев пайĕ.

Ыйту: Сăпатлă тата сăпатсăр глаголсене пĕр-пĕринчен мĕне кура уйăраççĕ?

Хурав: Сăпат тăрăх улшăннипе улшăнманнине кура глаголсене икĕ ушкăна уйăраççĕ. Глаголăн сăпатлă формисем наклонении, вăхăт, хисеп тăрăх  улшăнма пултараççĕ, предлаженире яланах сказуемăй пулаççĕ.

Ыйту: Глаголăн сăпатсăр формисем миçе тĕрлĕ пулаççĕ?

 Хурав: Глаголăн сăпатсăр формисем  виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: причасти, деепричасти, инфинитив.

3. Текстпа ĕçлени.

Шурча ялĕ Муркаш шывĕн сулахай енне, сĕвек сăртăн çурçĕр питне вырнаçса ларнă. çуркуннепе кĕркунне Муркаш шывĕ чăнкă çырансем хушшипе туллин кĕрлесе юхать, шăрăх çу кунĕсенче ун урлă хăш-пĕр тĕлтен çара уран та каçса çÿреме пулать. Вăл- кантур пурлăхĕ,çавăнпа унта пуп çемйипе кантуртисем çеç пулă тытма пултараççĕ. Шурчан тури вĕçĕ сăрт çуррине çитнĕ. Ял çÿлелле урăх хăпарма пултарайман, мĕншĕн тесен ăна пÿлсе, çула пат татса хĕрлĕ кирпĕч чиркÿпе кантур çурчĕ капланса ларнă.

 Çакăн пек пулнă Шурча 1841 çул тĕлне.

 Тепĕр çулах унта юнлă çапăçу пуласса хальлĕхе Архангельский пуп та, кантуртисем те шутламан-ха. (Хветĕр Уяр «Шурча таврашĕнче» 1 кĕнеке»Таната» 123 стр.)

 Ěç: 1. Текста тимлĕ вуласа тухăр та ят парăр. (Ячĕ: «Шурча таврашĕнче» е «Шурча ялĕ»)

       2. Текстран глаголсен сăпатлă тата сăпатсăр формисене тупăр, икĕ ушкăна пайласа çырăр. (çак ĕçе пурнăçланă вăхăтра чăваш кĕвви янăрать)

 (тетрадьсене пĕр-пĕринпе улăштарса тĕрĕслеççĕ, хуравĕ экран çинче пулать. (2-мĕш слайд) Карточка çине 1-мĕш ĕç тĕлне кирлĕ тĕспе сăрлаççĕ.)

 Сăпатлă глаголсем: юхать, пулать, пултараççĕ.

 Сăпатсăр глаголсем: вырнаçса, ларнă, кĕрлесе, каçса, çÿреме, тытма, çитнĕ, хăпарма, пултарайман, пÿлсе, татса, капланса, ларнă, пулнă, пуласса, шутламан-ха.

  Текстăн юлашки абзацне тепĕр хут пурте пĕрле сасăпа вулатпăр.

 Ыйту: Ачасем, тепĕр çулхине мĕнле юнлă çапăçу пулнă-ши? Кам пĕлет.

 Хурав: Шурча вăрçи.

 Ыйту: Юнлă çапăçу миçемĕш çулта пулса иртнĕ? Тепĕр çулхине тесе автор миçемĕш çул  пирки калать?

 Хурав: 1842 çулта.(Ачасем пĕлмеççĕ пулсан вĕрентекен пулăшать.)

  2012 çула Истори çулталăкĕ тесе палăртнă. Аваллăха çителĕклĕ пĕлменнине пула культура та, этемлĕх те тивĕçлĕ шайра аталанма пултараймаççĕ. Историе пĕлмесен паянхи пурнăçа ăнланма пултараймастпăр. Тымарсăр йывăç хăрса каять, ĕлĕкхине асра тытман халăх пĕтсе пырать. Уйрăмах çын хăй пурăнакан вырăнти историе аван пĕлмелле. Çакна шута илсе сире Шурча вăрçин историйĕпе паллаштарасшăн.

 «Шурча вăрçи» презентаци. (3-10-мĕш слайдсем) Презентацие кăтартнă май  ачасене Шурча вăрçин историйĕпе паллаштаратăп. (Ачасене ăнланмалла пултăр тесе таблица валеçсе паратăп.)

Таблица  (11-мĕш слайд)                                   Шурча   вăрçи

1838-1842 çулсенче

Хресченсен начар пурнăçĕ

1842 çулта

Хресченсен ахаль те çителĕксĕр çĕрĕнчен 1/16 пайне патшалăха уйăрса памалла пулнă

Сăлтавĕ

Обществăлла çĕр тенине касса парасшăн пулман

Майăн 14-мĕшĕнче

Пăлхав пуçланă, священника хĕненĕ

 19-мĕшĕнче

5 пин çын пăлхава пухăннă, йĕркене ĕлĕкхи пекех хăварма ыйтнă, 464 çынна хупнă

 20-мĕшĕнче

Юнлă çапăçу, 46 çын вилнĕ, выльăх çăви çине пĕр шăтăка пытарнă

Шурчари пăлхава

8 пин çын хутшăннă

Пурĕ таврари ялсенче

120 пине яхăн хресчен  хутшăннă

1962 çулта

Палăк лартнă

Пĕлтĕр Шурча вăрçи пулнăранпа 170 çул çитрĕ. Çак паллă куна Шурча  ялĕнче çуралнă  Виталий Анатольевич Романов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ «Шурча вăрçи» ятлă юрă çырнă. Сăвви те, кĕвви те унăнах. (12-мĕш слайд)

 «Шурча вăрçи» юрăпа паллаштарни. (Ачасене юрă  сăмахĕсене валеçсе паратăп, )

1. Халăх кĕрлет, халăх шавлать,                          

Ишек енчен ав салтаксем килеççĕ.

Татах мĕскер тÿсме пулать,

Хăюллисем хирĕç тăратпăр теççĕ.

Çын хыççăн çын çумма  тăрса

Пĕр утăм та чакмашкăн шутламарĕç.

Хавхаланса, хăюлланса

Хыт тапакан чĕресем лăпланмарĕç.

 Хушса юрламалли:

     

      Шурча вăрçи вăл асăнмалли кун

      Хастарлăхпа çунакан çынсен кунĕ

      Шурча тесен каллех чĕтренчĕ юн

      Асаттесем парса хăварнă юнĕ

2. Кĕрĕслетсе, чĕре çурса

Пăшал сассисем хăрушшăн кĕрлерĕç.

Çунатлă ĕмĕте татса

Малта тăракансен çулне пÿллерĕç.

Нумай пымарĕ çапăçу,

Кăвак тÿпе хуралса тĕксĕмленчĕ.

Вăхăтсăр татăлчĕ кун-çул,

Часах Мăн шыв вĕри юнпа хĕрелчĕ.

3. Сăрт хĕрринче палăк ларать,

Йĕри-тавра шур хурăнсем кашлаççĕ.

Ăна курсан чун хурланать,

Унта халь кайăксем кăна  юрлаççĕ.        

Палăк ларать пире кĕтсе

Ун айĕнче паттăрсем çывăрççĕ.

Халь вĕсене хисеплесе

Иртсе çÿрекенсем чечек хураççĕ

(Юррăн кĕввине итлетпĕр, пĕлексенсем юрлама  пултараççĕ)

-Ачасем, палăк тавра мĕнле йывăç лартнă? (3-мĕш çавран 2-мĕш йĕрки)

-Шур хурăнсем кашлаççĕ.

-Хурăн мĕнле йывăç?

-Хурăн символ. Символ тесе çут çанталăк, халăх, этем пурнăçĕнчи пулăмсене, сăнарсене ытарлăн уçса паракан паллăсене калаççĕ.Тĕслĕхрен, çăка йывăç- анне, юман- атте, хурăн хĕр сăнарне символлать, тасалăха пĕлтерет

Вырăссен хурăн «чистота», «непорочность» пĕлтерĕшлĕ.

Тутарсен хурăн «каен» «светлый» пĕлтерĕшпе çыхăннă

Çармăçсен хурăн- сăваплă йывăç«дерево жизни».

http://rudocs.exdat.com/docs/index-148520.html

Береза для татар – символ жизни человека от рождения (колыбели) до смерти (сажают на кладбищах), символ печали. Ее название используется в терминах родства по линии мужа: «каенана» – «свекровь», «каената» – «свекрь», «каенэне» – «деверь», «каенсеңел» – «золовка». Д. Рамазанова относит это явление ко всем тюркским народам22. В связи с этим березу можно считать родовым деревом.

Береза символизирует красоту, чистоту, брак молодых девушек и парня
23. Слово «кайгы» – «печаль» часто сопровождает березу, используется при описании явлений, связанных с ней и даже созвучно ее названию на татарском языке «каен».

sernurschool2.rufiles/doc/volkova/vnekl1.doc

Берёза у марийцев священное дерево. В священных рощах (кюсото) проходят языческие ритуальные моления. И в древних украшениях и в элементах вышивки большое место занимает «дерево жизни», в котором можно узнать берёзку.

krupenichka.ru27/893.html

Береза — любимое дерево марийцев. Березу все принимают как священное дерево. … Считалось добрым знаком, если рождение ребенка совпадало с появлением в этой семейной березовой роще нового побега березки.

http://www.iling-ran.ru/Normanskaya/normanskaya/03.pdf

Таким образом, тюркские (алтайцы, сибирские татары, шорцы, якуты, чуваши) и

уральские (коми, удмурты, ханты, марийцы) народы поклонялись березе.

 

Доска çинче хурăн ÿкерчĕкĕ.

Ěç(ушкăнпа ĕçлетпĕр) Парта хĕррине стикертан хатĕрленĕ икшер çулçă çыпăçтарнă,   пĕр çулçине илмелле те паллă ячĕ çырмалла (1-мĕш ушкăн- чăвашла, 2-мĕш ушкăн- вырăсла), ура çине тăрса  черетпе вулаççĕ: пĕрре чăвашла, тепре вырăсла, ÿкерчĕк çине кайса çыпăçтараççĕ.

Тĕслĕхрен:

 1-мĕш ушкăн  чăвашла: яштака, илемлĕ, шурă, кăтра, тунсăхлă, çамрăк, ватă….

 2-мĕш ушкăн вырăсла: стройная, красивая, кудрявая, молодая, старая, ветвистая…..

 Иккĕмĕш çулçă çине глагол (хальхи вăхăт 3-мĕш сăпат пĕрреллĕ хисеп) çырмалла(1-мĕш ушкăн- вырăсла, 2-мĕш ушкăн- чăвашла), вуламалла, кайса çыпăçтармалла.

Тĕслĕхрен:

 1-мĕш ушкăн вырăсла: растет, шумит, рассказывает, шепчет, спит, переживает, дремлет…

 2-мĕш ушкăн чăвашла: ÿсет, кашлать, шавлать, калаçать, тĕлĕрет, кулянать, тунсăхлать, пăшăлтатать…

 

Синквэйн çырасси

1-мĕш вариант чăвашла çырать,          2-мĕш вариант- вырăсла.

                    Хурăн                                                     Береза

     Яштака, илемлĕ                                         белая, красивая

 Хурланать, тĕлĕрет, итлет                        растет, шумит, скучает

Шурă хурăн темшĕн тунсăхлать             Белая береза о чем-то шепчет

                   Пике                                                  красавица

Кану саманчĕ (13-мĕш слайд)

 Стена çинче сехет шаккать: тик-так, тик-так

Сехете илетпĕр, уçатпăр, шаккатпăр, юсатпăр, хупатпăр, çакатпăр

Стена çинче сехет шаккать: тик-так, тик-так

Кĕнекепе ĕçлени. Чăваш чĕлхи, 7 класс. 80-мĕш хăнăхтару, 42-мĕш страница. Темиçе иртнĕ вăхăтри глаголсене тĕрĕс çырса илĕр.

1-мĕш предложени: пурăнаттăм, шутлаттăм

2-мĕш предложени: ĕçлетчĕ, вулатчĕ, çÿретчĕ, юрлатчĕ-ташлатчĕ, вылятчĕ-кулатчĕ.

3-мĕш предложени: шыраттăм.

(тетрадьсене пĕр-пĕринпе  улăштарса тĕрĕслеççĕ, хуравĕ экран çинче пулать (14-мĕш слайд), карточка çине (2-мĕш ĕç) пĕлĕве хаклаççĕ, )

Глаголсене наклонени тăрăх ушкăнлăр: (ачасене 4 ушкăна пайлатăп ,мĕншĕн тесен 4 наклонени,сĕтел çинче глаголсем). Кашни ушкăн хăйне кирлĕ сăмахсене суйласа илмелле,хуравĕ экран çинче (15-мĕш слайд), 3-мĕш ĕç патне кайса палăртмалла.

Каятчĕç, пĕлĕттĕм, ан тухчăр, вĕçĕччĕ, кайăпин, вылямастчĕ, утам, пăхăсăн.

Кăтарту  наклоненийĕ

Ěмĕт наклоненийĕ

Хушу наклоненийĕ

Килĕшÿ наклоненийĕ

каятчĕç

пĕлĕттĕм

ан  тухчăр

кайăпин

вылямастчĕ

вĕçĕччĕ

ут

пăхăсăн

 Тест.

1. Глагол-

а)япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ;

ă) хисепе кăтартакан пуплев пайĕ;

б)япала ĕç тунине кăтартакан пуплев пайĕ;

2. Глагол ыйтăвĕсем:

а)кам? мĕн?

ă)мĕн тăвать? мĕн тунă? мĕн тăвĕ?..

б)мĕнле? епле?

3. Хăшĕсем деепричастисем пулаççĕ?

а)пĕлнĕ, пĕлес, пĕлекен, пĕлмелле;

ă)пĕлсе, пĕлсессĕн, пĕличчен, пĕлмессерен;

б)пĕлме, пĕлмешкĕн;,.

4. Инфинитив аффикссĕсем:

а)-акан, (-екен), -нă (-нĕ);

ă)-ма(-ме), -машкăн (-мешкĕн);

б)-са(-се), -сан(-сен);

5. Пулас причасти аффиксĕ:

а)-нă(-нĕ);

ă)-акан (-екен);

б)-ас(-ес);

6. Ваттисен сăмахĕнче хăш наклоненири глагол тĕл пулать? Çиччĕ виç те пĕрре кас.

а)хушу наклоненийĕ;

ă)килĕшÿ наклоненийĕ;

б)ĕмĕт наклоненийĕ.

7. Пасар ту  фразеологизмăн пĕлтерĕшне туп:

а)хурланни;

ă)улталани;

б)шавлани;

(Хуравсем экран çинче пулаççĕ (16-мĕш слайд), тĕрĕслеççĕ те карточка çине 4-мĕш ĕç патне кайса палăртаççĕ.)

Хуравсем:1(б); 2(ă); 3(ă); 4(ă); 5(б); 6(а); 7(б).

Ачасен ĕçне пĕтĕмлетсе хаклани. Карточка çинче мĕнле тĕс нумайрах, пĕтĕмлетÿ çав тĕспе пулать.

              Килти ĕç. Сăнлав мелĕпе усă курса ÿкерчĕк тăрăх хайлав çырăр е сăвă шухăшласа çырма юрать, е пуç ватмăш хатĕрлеме пултаратăр.

Урока вĕçлени.

Çапла, эпир глаголсен çĕршывĕнче пулса куртăмăр.

-Ачасем, ку çĕршывра мĕнле çынсем пурăнаççĕ?

-Ěçчен, ырă.

Эсир паян урокра питĕ аван ĕçлерĕр, эпĕ сирĕнпе кăмăллă, малалла та маттур  пуласса шанатăп.

Рефлекси.

Ачасем, сире урок килĕшрĕ-и?

Питĕ килĕшрĕ-алла çÿлелле çĕклесе çупаççĕ, питех килĕшмерĕ-алла çĕклемесĕр çупаççĕ, килĕшмерĕ-алă çупмаççĕ.

Ачасен пĕлĕвне хакламалли таблица

Хушамачĕпе ячĕ

Ěç номерĕ

«5» хĕрлĕ

«4» кăвак

«3» симĕс

«2»

1-мĕш ĕç

2-мĕш ĕç

3-мĕш ĕç

тест

пĕтĕмлетÿ

 

Тавта пуç! (17-мĕш слайд)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

5 класс конспект урока по чувашскому языку "Ялан янравла хупа сасасем"

Полный конспект урока для 5 класса по чувашскому языку по теме "Ялан янравла хупа сасасем" с использованием новых технологий и сингапурской методики....

6 класс конспект урока по чувашскому языку "Палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"

конспект урока по чувашскому языку для 6 класса по теме "Палла ячесен пахалах висине катартакан формисем"...

Конспект урока по чувашскому языку в 5 классе

Урок тĕсĕ:   ИКТ технологийĕпе усă курса ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.              1.Вĕрентӱ тĕллевĕ:...

Конспект урока по чувашскому языку в 5 классе

Урок тĕсĕ:   ИКТ технологийĕпе усă курса ирттернĕ çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.              1.Вĕрентӱ тĕллевĕ:...

Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Осень зима"

Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Осень зима". На уроке дети изучат новые слова, вспомнят пословицы и поговорки на тему "осень и зима", через игры и вопросы отгадают тему этого ...

Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Весенний лес"

Конспект урока по чувашскому языку для 6 класса на тему "Весенний лес". На уроке дети изучат новые слова, вспомнят правило правописания глагольных аффиксов -сан, -сен, ознакомятся с текстом "Весенний ...