Çĕре –Анне, ĕçĕ – Аттемĕр тейĕр» Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок
план-конспект урока (9 класс) по теме
Урок тĕсĕлирика хайлавне вуласа тишкермелли урок - хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем:
Сапăрлăх тĕллевĕ:ачасене паллă поэтăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланма мухтанма, ăна тĕслĕх вырăнне хумаллине вĕрентесси;
Вĕрентÿ тĕллевĕсем:
1. Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине критикăлла шухăшлав технологине тĕпе хурса тулли тишкерÿ тăвасси, темипе тĕп шухăшне уçса парасси;
2. Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ çинчен тулли пĕлесси;
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
urok_plan-konspekt.doc | 55 КБ |
Предварительный просмотр:
Предмет: чăваш литератури
Класс: 9
Урок теми: «Çĕре –Анне, ĕçĕ – Аттемĕр тейĕр»
Ухсай Яккăвĕн
«Атте-анне» поэмине
пĕтĕмĕшле тишкермелли урок
Вăхăт: 1 урок (45 минут)
Урок тĕсĕ лирика хайлавне вуласа тишкермелли урок - хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем:
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасене паллă поэтăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланма мухтанма, ăна тĕслĕх вырăнне хумаллине вĕрентесси;
Вĕрентÿ тĕллевĕсем:
- Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине критикăлла шухăшлав технологине тĕпе хурса тулли тишкерÿ тăвасси, темипе тĕп шухăшне уçса парасси;
- Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ çинчен тулли пĕлесси;
Аталантару тĕллевĕ: ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси; пурнăçланă ĕçе уçса пама, ăнлантарма вĕрентесси;
Урока кирлĕ хатĕрсем: Ухсай Яккавĕ «Атте-анне» поэми;«Юратрăм эп, хирсем, сире» презентаци; «Пирĕн Ухсай» ролик.
Технологисем:
- Критикăлла шухăшлав технологийĕн меслечĕсемпе ĕçлени: кластер, ЗУХ, фишбоун
ИКТ тата ЦОР технологийĕсем:
- MS Power Point программăпа хатĕрленĕ презентаципе усă курасси;
- Windows Live программăпа хатĕрленĕ роликпа усă курни;
- Ачасене ушкăнпа ĕçлеттересси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- ыйту-хурав;
- словарь ĕçĕ;
- танлаштаруллă характеристика тăвасси;
- тĕп шухăша уçса паракан йĕркесене доска умĕнчи плакат çине çырса пырасси;
-ачасем пĕр-пĕрне проблемăлла ыйту парасси;
- презентаципе, роликпа усă курасси;
- словарь ĕçĕ ирттересси.
Урок юхăмĕ
Калаçасса калаçăп эп
Нептун çинче те чăвашла
Ухсай Яккăвĕ
- Класа урока хатĕрлени
- Урок ыйтăвĕпе паллашни
Мĕншĕн Ухсай Яккăвĕ «Çĕре – Анне, ĕçе – Аттемĕр» тет? (слайд çинче урок ыйтăвĕ тухать)
Учитель сăмахĕ
Ачасем, паян эпир сирĕпе Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкерÿ тăвăпăр. Урокăн тĕп ыйтăвĕ сирĕн умăрта: «Мĕншĕн «Çĕре –Анне, ĕçе – Аттемĕр» тейĕр», - тесе калать-ха Ухсай?» Мĕн хистенĕ ăна çапла калама? Тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа эпир сирĕпе çак ыйту çине хурав шыраса тупасса шанатăп эпĕ.
Чи малтанах пăхса тухар-ха поэмăра тĕл пулакан сăмахсене. Ăнланар-ха вĕсен пĕлтерĕшне. (Словарь ĕçĕ ирттерни, слайд çинче словарь ĕçĕ валли панă сăмахсем)
Сăмах тата сăмах çаврăнăшсене ăнлантарни:
Кĕççĕ чун (кĕççе пит) -
Харам пыр –
Анкă-минке –
Пуш чан (ванчăк чан) -
Пакăлти (палкавçă) - Патвар -
Асар-писер ахăракансем - Кӱпсе тăраннă –
Кӱтнĕ çилĕ - Виçесĕр лĕркенĕ -
Ĕç ăнăçлă пултăр тесен тăватă ушкăна пайланăпăр. Кашни ушкăн тĕрлĕ ĕç пурнăçлĕ, хăйсен умне лартнă ыйту çине хурав шырĕ, ăна уçса ăнлантарса парĕ. (Ушкăнсем пулăшу карточкисем илеççĕ, ĕçе тума тытăнаççĕ)
1 ушкăн тумалли ĕçсем
1) «атте-анне» сăмахпа кластер тумалла;
2) поэмăри ырă сăнарсене тишкермелле; автор позицине уçса памалла;
3) вырăс литературинчи çут çанталăка упракан сăнарсемпе танлаштармалла;
2 ушкăн тумалли ĕçсем
1) «атте-анне» сăмахпа синквейн тумалла;
2) поэмăри сивлек сăнарсене тишкермелле; вĕсене автор епле хакланине çырса илсе ăнлантармалла;
3) пехил вырăнне каланă сăмахсене тупса ăнлантармалла;
3 ушкăн тумалли ĕçсем
1) «Атте-анне пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать?» тенине фишбоун туса ăнлантармалла;
2)чăваш çĕр-шывĕ çинчен каланă сăмахсене тупса палăртса ăнлантармалла;
4 ушкăн тумалли ĕçсем
1) «пурнăç йывăçĕ» тумалла;
2) поэмăра асăннă чăваш халăх ятне çÿле çĕкленĕ çынсен ячĕсене çырса илсе вĕсем çинчен каласа пама хатĕрленмелле;
- Пурнăçланă ĕçе кăтартни (ушкăнсем хăйсем тунă ĕçпе паллаштараççĕ)
- Рефлекси. Урок ыйтăвĕ çине хуравлани: Мĕншĕн Ухсай Яккăвĕ «Çĕре – Анне, ĕçе – Аттемĕр» тейĕр тет?
- Ыйту-хурав
Урокра çĕнни мĕн пĕлтĕмĕр?
Ухсай пултарулăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр?
Сире поэт хăвăра мĕн каланă пек туйăнчĕ?
Мĕншĕн вăл Çĕре çав тери хисеплесе «Анне тет, ĕçе – Аттепе» танлаштарать?
«ЗУХ» таблицăн иккĕмĕш юпине туларса ăнлантарăр.
Пĕлетĕп Знаю | Пĕлтĕм Узнал | Пĕлес килет Хочу узнать |
(Ачасем таблицăн иккĕмĕш юпине тултараççĕ, хăйсем урокра çĕнни мĕн пĕлнине каласа параççĕ)
2. Панă предложенисене вĕçлесси:
Ухсай Çĕре – Анне, ĕçе – Атте тет, мĕншĕн тесен….
Ухсай Яккăвĕ çинчен эпĕ çакна калама пултаратăп….
Паянхи урокра ман килĕшрĕ…
«Атте-анне» поэма ман кăмăла кайрĕ, мĕншĕн тесен…
Поэмăпа паллашсан эпĕ çакна ăнлантăм…
- Киле валли ĕç.
- «ЗУХ» таблицăн виççĕмĕш юпине тултарса килмелле;
- Панă темăпа эссе çырса килмелле
«Юратрăм эп, хирсем, сире»
3.Урока пĕтĕмлетнĕ, киле ĕç панă хыççăн «Пирĕн Ухсай» ролик пăхасси.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок "Атте-аннерен хакли çук "
Кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине, вĕсене хисеплеме кирлине ăнлантарасси....
Презентация к уроку "Атте-аннерен хакли çук "
Кашни ачан пурнăçĕче атте-анне чи хаклă çынсем пулнине, вĕсене хисеплеме кирлине ăнлантарасси....
В одном букете - яркие цветы ( Урок-исследование по творчеству А.Твардовского- русского поэта и Я.Ухсая- чувашского поэта)
1.выработать навыки сопоставительного анализа творчества писателей (тĕрлĕ çыравçăсен пурнăçĕпе хайлавĕсене танлаштарса вĕрентесси). 2. Развитие творческих и индивидуальных способностей учащихся; нав...
«Атте- анне пехил\» аукцион.
Т=ван ч\лхе-т=ван хал=х=н нихёан та, ним\нпе те икс\лми =с-т=н ё=л куё\. Эпир м\н ачаранах ёав ё=л куёран в=й илсе усн\. Ёакна эсир паянхи аукционра ёир\плетессе шанат=п. Пурне...
Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок
Предмет: чăваш литературиКласс: 6Урок теми: Г. Харлампьев «Кăвакарчăн чĕпписем» калава тишкерниВăхăт: 1 урок (45 минут)Урок тĕсĕ проза хайлавне вуласа тишкермелли урок - хутăш урок....
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс.
Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс....
План- конспект урока "Юратнă атте – анне"
План- конспект урока "Юратнă атте – анне"...