План- конспект урока "Юратнă атте – анне"
план-конспект урока на тему

fedorovagalinanik

План- конспект урока "Юратнă атте – анне"

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon otkrytyyyy_urok2izmenen.doc69.5 КБ

Предварительный просмотр:

План  - конспект урока « Юратнă атте – анне»

учителя чувашского языка и литературы МБОУ «СОШ № 37»

г. Чебоксары Федоровой Г. Н.

                               ( Конкурс – ăмăрту мелĕпе йĕркеленĕ урок)

     Тĕллевĕсем:

  1. пушă вăхăта интереслĕ те усăллă ирттерес туртăма ачасенче вăратса вăйлатасси;
  2. атте – аннене юратас, пулăшас, хисеплес, вĕсемпе тивĕçлипе мухтанас туртăма  аталантарасси;
  3. ушкăнпа ĕçлес, выляс, пĕр – пĕрне пулăшас енсене аталантарса çирĕплетесси.

 

     Ушкăнсен ( 5-шер ача) хатĕрлемелле:

  1. ушкăн ячĕпе эмблеми;
  2. атте, анне е атте – анне çинчен 1 сочинени;
  3. çемье альбомĕнчи 1 фотографи тăрăх йĕркеленĕ пĕчĕк калав;
  4. аттене е аннене сăнланă 1 ÿкерчĕк, ун тăрăх йĕркеленĕ пĕчĕк калав;
  5. аннесене халалланă пĕр- пĕр юррăн сăввине пăхмасăр вĕренмелле( ушкăнран пĕри кал.);
  6. суйласа илнĕ юрра ушкăнпа пĕр çаврăм юрлама пĕлмелле.

Урока кирлĕ хатĕрсем:

  1. 3 папка: ачасен ĕçĕсем тата хушма ĕçсем( куçару ĕçĕ, ваттисен сăмахĕсемпе хатĕрленĕ карточкăсем);
  2. конкурсантсене хакласа памалли – баллсене кăтартакан ÿкерчĕксем: чĕре- 3 балл, çăлтăр – 2 балл, чечек – 1 балл;
  3. 7 б кл.ачисем валли( сценка валли): тетте- кушак, телефон, тенкел çине витмелли, минтер;
  4. 3 –шер таса хут листи:  хăнасене,7 б кл. ачисене( баллсене çырса пыма);
  5. презентаци.

                                Урок юхăмĕ

  1. Паянхи урок теми « Юратнă атте – анне». Ытла та ырă- çке çак чи ăшă та чуна çывăх сăмахсене каласан. Сирĕн чунăрта та çавăн пекех ырлăх пуль, ăшă пуль.

               Урока эпир конкурс- ăмăрту мелĕпе ирттерĕпĕр. Ăмăртура 3 ушкăн пулĕ. Хăш-

            пĕр ĕçсене маларах хатĕрленме панă, еплерех вĕсем хатĕрленсе килнĕ – эпир вĕсене

            курса хаклăпăр. Урокра паян мана пулăшакансем те пур, 7 б класра вĕренекенсем ,

           ушкăнсем валли интереслĕ ĕç хатĕрлесе килнĕ. Çавăн пекех , вĕсем сирĕн ĕçĕрсене

           хаклама пулăшĕç.

1-мĕш ĕç.          Ушкăн ячĕ тата эмблема.

2-мĕш ĕç.          Каларăшсене вуласа вырăсла ăнлантармалла:

                         

                          1)  Хĕрарăм- кил турри, арçын – кил патши.   Ват.сăмахĕ.

                          2)  Пире атте – анне пĕр турă.  Н.И.Ашмарин.

                          3)  Атте – анне пурри – телей.  Ват.сăмахĕ.

 3-мĕш ĕç.        Текста вуласа вырăсла ăнлантармалла:

  1. Авалхи мăн асатте - асаннесем каланă тăрăх, кашни çыннăн хăйĕн            

                ĕмĕрĕнче икĕ  питĕ кирлĕ ĕç тумалла:

  1. а)  Ватăлнă атте - аннене    мĕн виличчен пăхмалла, унтан –вĕсене тивĕçлĕн  «урăх тĕнчене» ăсатмалла;

ă)  Хамăр хыçран хисепе тивĕçлĕ ача – пăча ÿстерсе хăвармалла.

         

  1. Çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ çемьере иртет, тĕп тĕллевĕ  унăн :

                               çемьене,

                                ашшĕ – амăшне,

                                 ачи – пăчине ырлăх парасси пулмалла.

4-мĕш ĕç.         Диалог.  Александр Сергеевич Савельев – Сас.  Анне ăшши.

     

                       Çÿл тÿпере мĕн нумай?

                                     - Çутă çăлтăр – çав нумай.

                       Çÿл тÿпере мĕн пĕрре?

                                     - Сарă хĕвел – çав пĕрре.

                       Çак çĕр çинче мĕн йышлă?

                                     - Тĕрлĕ халăх – çав йышлă.

                       Çак çĕр çинче кам пĕрре?

                                    - Тăван анне – çав пĕрре.

                       Хĕвел йĕрлетĕр  хăй çулне

                                   - Хĕрхенмесĕр ăшшине.

                       Хĕвел ăшши – тĕнчине,

                                    - Анне ăшши- çемьене.

- « Юратнă атте – анне» темăн пĕр пайне аннесене халаллар.

 Ачасем, аннене чăвашсем турă вырăнне хурса хисепленĕ. Амăшне пăхăнса тăни, пысăка хуни,сума суни пулнă. Анне, апи, амăшĕ- Кепе, святыня, божество- чăвашсен чи сăваплă сăмахĕ, унпа вăрçма юраман..Çак сăмаха сиввĕн тата хирĕçнĕ вăхăтра, шÿтлесе е вылявлă калаçусенче асăнма юраман.

5-мĕш ĕç.            1 ушкăн -  сочинени ;

                            2 ушкăн - ÿкерчĕк тăрăх атте е анне çинчен пĕчĕк калав;

                            3 ушкăн – çемье альбомĕнчи пĕр фотографи тăрăх пĕчĕк  калав.

6- мĕш ĕç.    Аннесене халалланă пĕр –пĕр юррăн сăввине пăхмасăр каламалла.

7- мĕш ĕç.     Суйласа илнĕ юрра ушкăнпа пĕр çаврăм юрламалла.

             Кану саманчĕ. Денис Гордеев çырнă калав тăрăх йĕркеленĕ инсценировка   «Наполеонпа   Най карчăк». ( 7 б кл. вĕренекенсем выляççĕ).

                                          Наполеонпа Най  карчăк       (  Денис Гордеев калавĕ тăрăх йĕркеленĕ инсценировка, 7 б кл. вĕренекенсем выляççĕ)

     Вылякансем:

 1.Петя ( 13çулта)

 2.Петьăн ашшĕ

 3.Петьăн амăшĕ

 4.Иван Петрович ( шкул директорĕ)

 5.1-мĕш  вĕренекен

 6. 2-мĕш вĕренекен

                                       Петьăн килĕнче

Ашшĕ: 

             Мĕн кирлĕ? Каллех «иккĕ» илтĕн штолĕ? Калаçма чĕлхи çĕтнĕ. Шкул кантăкне                         ватрăн-и-ха? Каллех шкула чĕнтерсен акă! Каймастăп, нисашто та. Шăматкун саккунлă канмалли кун.

             Мĕн кирлĕ-ха,соколик?

Петя:  Шкула пыма калаççĕ.

Ашшĕ:  Чун сисрĕ çав…Кантăк ватрăна каллех? Усал сăмах лаплаттарса хутăн-и? Кала, мĕн турăн? Мĕн каламалла манн шкулта?

Петя:  Вула. Унта Соколиха çырнă.

Ашшĕ. Най карчăк!…Э-эй, килте мар-çке вăл… Саланса пĕтмен-и-ха  шкулта?

Петя.  Çук! Сана кĕтсе  лараççĕ. Соколиха та, Иван Грознăй та, Шерлок Холмс та унтах…

Ашшĕ. Кам вăл  Соколиха?

Петя.  Класс руководителĕ.

Ашшĕ.  Иван Грознăй?

Петя.  Директор.

Ашшĕ.  Шерлок Холмс?

Петя.  Директор заместителĕ…Халех , халех пыма каларĕç.

Ашшĕ. Мĕн турăн? Мĕн айăпа кĕтĕн?

Петя.  Ним те туман.

Ашшĕ.  Ма чĕнеççĕ апла?

Петя.  Пĕлместĕп.

Ашшĕ.  Пĕлетĕн-кала, унсăрăн  пиçиххи вĕçертетĕп.

Петя.  Соколиха пуканĕ çине кнопкăсем хутăм.

Ашшĕ.  Миçе?

Петя.  Шутламан.

Ашшĕ.  Аса ил! Халех аса ил!

Петя.  Ну, вуннă пултăр…

Ашшĕ.  Ларчĕ-и вара?

Петя.  Ларчĕ çав, тÿрех çухăрса ячĕ.

Ашшĕ.  Эсир мĕн турăр?

Петя.  Кулма тытăнтăмăр.

Ашшĕ.  Все ясно! Ответне манăн тытмалла, алхасаканни эсĕ. Аннÿ ĕçрен-пасартан килич-    

               чен  ниçта та ан кай, килтех ларнă пултăр.( Каять)

Петя.  Алло, Толя! Пирĕн шкулта паян историческая встреча! Наполеона Иван Грознăй чĕнтернĕ. Наполеон тин кăна тухса кайрĕ.Вот здорово!

           

                                                  Шкулта

Ашшĕ.  Эй, шĕвĕрсем! Килĕр-ха кунта. Иван Грознăй ăçта ларать-ха кунта?

1 вĕренекен. Сывлăх сунатпăр!  Кам ?

2 вĕренекен . Кам вăл?

Ашшĕ. Директор.

1 вĕренекен.  А-а! Иван Петровича ыйтатăр иккен.Икçĕр пĕрремĕш пÿлĕмре. Иккĕмĕш

                       хутра.

Ашшĕ.  Соколиха ăçта ларать?

 2 вĕренекен. Пĕлместпĕр.

Ашшĕ.  Шерлок Холмс? Эй,шĕвĕрсем! Учительсене те йĕркеллĕ палламастăр та эсир.

2 вĕренекен Акă Иван Петрович кунталла килет. Ырă кун пултăр, Иван Петрович!(Каяççĕ)

Ашшĕ. Мана Иван Грознăй патне чĕнтернĕ.

Иван Петрович. Сывлăх сунатăп. Кам пулатăр эсир? Мĕнле Иван Грознăй?

Ашшĕ. Петя Камкин ашшĕ эпĕ. Соколиха хут çырнă. Шерлок Холмс та манна курасшăн

             иккен.

Иван Петрович. Иван Грознăй мар,эпĕ чĕнтернĕ сире. Мана Иван Петрович тесе чĕнеççĕ.

                             Хутне Соколиха мар, Соколова,класс руководителĕ çырнă. Нимле

                             Шерлок Холмс та çук пирĕн шкулта. Эсир те хăвăрăн ачăр хыççăн пире

                             çапла суя ятсемпе чĕнетĕр те…

Ашшĕ.  А, улталарĕ  апла мана Петя. Пите пĕçерчĕ! Эп ăна, эп ăна! ( Сывпуллашмасăрах

              тухса чупать).        

                                          Килĕнче

Ашшĕ. Мĕнле чĕнеççĕ сирĕн директора? Кала часрах! Мĕнле чĕнеççĕ?

Петя.    Иван Грознăй. Мĕн вара?( Ашшĕ туртса çапать).

Амăшĕ. Мĕн пулнă унта?

Ашшĕ.  Эс шăпăрт тăр, Най карчăк! Сана чĕнмен! Директор заместительне мĕнле 

              чĕнеççĕ-ха?

Петя. Шерлок Холмс…Мĕн вара, мĕн вара?

Амăшĕ.  Эс ачана çапма-и-ха. Наполеон!

Ашшĕ.   Чарăн тенĕ сана, Най карчăк!

Амăшĕ.  Парап сана чарăн.Тавай пиçиххине, Наполеон! Тавай тенĕ! ( Ашшĕ Петьăна

               çапать пиçиххипе).

Петя.   Ан çап, Наполеон! Эп сана суда паратăп халь, Наполеон! Суда паратăп!                           

8- мĕш ĕç.     Çак инсценировка валли ваттисен сăмахĕ суйласа илмелле те вĕçне

                     тупмалла:

  1. Улми йывăççинчен…( аякка ÿкмест).
  2. Амăшне хирĕç вĕрекен анчăк…( кашкăр кулли пулнă).
  3. Ашшĕ – амăшĕ епле,...( ачи – пăчи те çапла).

              4)  Ашшĕпе ывăлĕ пĕр…( урапапах чупаççĕ).

9- мĕш ĕç.  Вăйă   « Кам хăвăрт утать?»

                    Çак инсценировкăри Соколик кам?

                    Соколик килĕшрĕ-и сире?

                    Соколик мĕнле пулать чăвашла?

                    Атте - анне пирĕн, чăннипех, пултăр:  мĕнле? 

                    Пирĕн - ачисен, мĕнле пулмалла?

                    Атте - анне сывă пултăр, вĕсене упрас тесен: пирĕн мĕн тумалла?

                              Мĕнле?            атте (не)                 Мĕн тумалла?

                                                       анне (не)

                                                       атте – анне (не)

  • Ачасем, çемьере килĕшÿ пултăр, çакă вăл – ырлăх, телей.

Паянхи урока Р. Сарпи çырнă « Анне» сăвăри йĕркесемпе вĕçлер:

                              Анне    Р. Сарпи

     Анне…

    Çак сăмахран хакли

            мĕскер пур-ши?...

    Анне…

    Çак сăмахра тин сунă,

            сĕт шăрши…

    Сĕтел çинчи хуплу- кулач тути!

    Хаваслă, ырă – тăнăç кун çути!

   Çак сăмахра-

   Çурхи хĕвел кулли!

   Анне…

   Телей сулли- чĕре тулли!

   Аннемĕре Турамăш пек савар!

   Аннемĕре кашни кун тав тăвар!

                   


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Çĕре –Анне, ĕçĕ – Аттемĕр тейĕр» Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок

Урок тĕсĕлирика  хайлавне вуласа тишкермелли урок  - хутăш урок.Урок тĕллевĕсем:Сапăрлăх тĕллевĕ:ачасене паллă поэтăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланма мухтанма, ăна тĕслĕх вырăнне хумаллине вĕрент...

«Атте- анне пехил\» аукцион.

Т=ван ч\лхе-т=ван хал=х=н  нихёан та, ним\нпе те икс\лми =с-т=н ё=л куё\. Эпир м\н ачаранах ёав ё=л куёран в=й илсе усн\. Ёакна эсир паянхи  аукционра ёир\плетессе шанат=п.  Пурне...

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»

Урок с использованием  ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль  "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы.  В практический модуль входи...

Ухсай Яккăвĕн «Атте-анне» поэмине пĕтĕмĕшле тишкермелли урок

Предмет: чăваш литературиКласс: 6Урок теми: Г. Харлампьев «Кăвакарчăн чĕпписем» калава тишкерниВăхăт: 1 урок (45 минут)Урок тĕсĕ проза  хайлавне вуласа тишкермелли урок  - хутăш урок....

План-конспект урока литературы в 9 классе по теме:Пояэтический мир Анны Ахматовой

       Цель урока: познакомить учащихся с личностью и особенностями творчества Анны     Ахматовой...

План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча» План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча»

Цель урока: Развитие новых умений и навыков при игре в баскетбол, воспитание  дисциплинированности.Задачи урока: 1. Совершенствование  техники выполнения  передачи  мяча ...

План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча» План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча»

План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча» План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Б...