Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ 5-6 класс.
план-конспект занятия (5 класс) на тему

Тюрина Нина Михайловна

Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ

 

5-6 класс.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon meropriyati_plane.doc48 КБ

Предварительный просмотр:

Яков Гаврилович Ухсай (Ухсай Яккăвĕ) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ литература уявĕн анлă планĕ.

Уяв тĕллевĕ:

- Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарасси, унăн сăввисене пăхмасăр каласси, поэт пурăннă вырăнсене «çитсе курасси»;

- ачасен патриотизм туйăмне, ырă чун хавалне, ĕçченлĕхне аталантарасси;

- вĕренекенсен тавра курăмне анлăтатасси.

Уяв хатĕрĕсем: презентаци, слайдсем.

Уяв сценарийĕ:

Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăх çулĕ чăннипех те пуян. Вăл 1911 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче Пушкăрт республикинчи Слак пуçĕнче, чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралса ӳснĕ ялта чухăн хресчен çемйинче çуралнă.

 Пуçламăш шкул хыççăн пулас поэт Ĕпхӳри педагогика институчĕн хатĕрлев курсĕнче, унтан Мускаври М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра вĕренет. Патăрьелпе Ульяновскри педагогика училищисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

 Отечественнăй Аслă вăрçă пуçлансан Ухсай Яккăвĕ вăрçа тухса каять. 1942 çулта Коммунистсен партине кĕрет. Çар хаçачĕсенче ĕçленĕ. Вăл вăрçăра икĕ хут аманнă, паттăррăн çапăçнăшăн ăна орденсемпе медальсем панă.

 Вăрçă хыççăн поэт-салтак мирлĕ ĕçе таврăнать. Чăваш АССР кĕнеке издательствинче редактор,  «Тăван Атăл» альманах редакторĕ пулать.

1948 çулта пуçласа творчество ĕçĕпе çеç пурăнма тытăнать.

 Хăйĕн чи малтанхи сăввине ( «Юратрăм эп, хирсем, сире» ) 1929 çулта çырнă. Ку сăвăра тăван çĕре мĕн тери юратнине куратпăр. Çакăнтан пуçласа халăх поэчĕ юлашки кунчченех тăван çĕр темипе кăвапаран çыхнă пек тачă çыхăннă. Хăйсен тăван çĕрне, тăван çĕршывне вĕçĕмсĕр юратакан çĕр ĕçченĕсем, - вăрçă паттăрĕсем - Ухсай Яккăвĕн сăвви-поэмисенчи тĕп геройсем.

 Литературăра ĕçлеме тытăннăранпа Ухсай аллă ытла кĕнеке (вырăсла, чăвашла) пичетлесе    кăларнă.

 Вăрçăчченхи унăн творчествинче- чăваш халăхĕн хальхи пурнăçне революцичченхи пурнăçпа танлаштарса кăтартасси. Вĕсен шутне: «Халăхăн ылтан кĕнеки» поэма, сăвăласа çырнă «Тутимĕр» трагеди.

 «Тутимĕр» трагеди  Ухсайăн пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнать. Кунта поэт Тутимĕр чăваш паттăрĕ, Пугачевпа Салават Юлаев ĕçĕсене малалла тăсса, 18 ĕмĕрте чăваш халăхне ирĕклĕхшĕн пыракан кĕрешӳре епле ертсе пынине катартнă.

Ухсайăн   вăрçă вăхăтĕнче çырнă сăвви-поэмисенче совет салтакĕ алла хĕç-пăшал тытса çапăçакан  çын çеç мар. Унăн произведенисенче совет салтакĕ-чи малтан аслă çĕршыв хуçи, çĕршыв çинчен шухăшлакан, ун пуянлăхне-илемлĕхне чун-чĕрепе туйса тăракан çын. Этем телейĕ фашизма çĕнтермесĕр килес çуккине те поэт лайăх систерет.

 Вăрçă хыççăнхи  çулсенче Ухсай Чăваш çĕрĕнче епле колхозсем йĕркеленсе кайни çинчен çырать. Ку шухăш «Кĕлпук мучи» поэмăпа «Ту урлă çул» романра палăрать.

 «Кĕлпук мучи» поэма- чăваш çĕр ĕçченĕн кун-çулĕпе шăпине кăтартакан эпикăлла произведени. Ухсай Яккăвне эпикăлла произведенисен чăн-чăн ăстаçи темелле.

 Унăн «Кĕлпук мучи», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Чапаевпа тĕл пулни», «Шурă хурăнпа калаçни» поэмисем, «Ту урлă çул»,  «Акăшкӳл» романĕсем совет литературинче пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ.

 1972 çулта «Ача чухнехи çăлтăрăм» кĕнекене Мускавра та тивĕçлипе пысăк хак панă, М.Горький ячĕпе хисепленекен РСФСР государство премине илме тивĕç пулнă.

Ухчай Яккăвĕ ачасем вали те сахал маар ăста произведении çырнă: ачасене ăнланма ансат, пуян та илемлĕ чĕлхепе çырнă.

«Çăкăртан  асли çук» тенĕ чăваш авалтан. Çакна асран ямасăр, халăх поэчĕ кашни произведенийĕнчех çĕре, ун çинче тырă ӳстерекен ĕçчен çын аллине мухтать.

 Ухсай псевдоним. Хушамачĕ - Никифоров. Ача чухне вăл пĕр ака пуç çине «аксай» тесе çырса хунине вуланă, тимĕре ят панинчен тĕлĕннĕ. Ача-пăча çӳллĕ вырăна хăпарса кайсанн е çӳллĕ вырăнтан сикнĕ чух хăравçăсене кĕвĕçтермелле «ух» тет. «Сай» çариăсла «аван» тени пулать, ку сăмаха çармăç кĕтӳçĕ парнелет ăна. Çак икĕ сыпăкран пĕрлештерсе тунă ята Ухсай Яккăвĕ сухаланă çĕр çине чĕрсе çырать те ăна тырă вăрлăхĕпе сапса тухать. Этемпе поэт ячĕ çине кайран вара тулă кашласа шăтса тухать. Çак пĕтĕмлетӳллĕ сăнар хăех ӳхсай поэзийĕн вăрттăнлăхне, пĕлтерĕшне уçса парать.

 Чăваш литературинче тунă пархатарлă ĕçсемшĕн 1950 çулта ЧАССР Халăх поэчĕ ятне панă. Чăннипех те савăнатпăр, мухтанатпăр эпир хамăр литературăра çавнашкал пултаруллă та чаплă поэт пурришĕн.

1. Илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ.

    6 класс ачисем «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвва пăхмасăр калаççĕ.

2. 5 класра вĕренекенсем «Автан ылханĕ» юмаха инсценировка кăтартни.

3. Литература викторини.

  1. Ухсай - поэтăн литературăри ячĕ, унăн ача чухнехи хушамачĕ мĕнле пулнă?
  2. Пулас поэт хăçан, ăçта çуралнă? Çак ялтах паллă поэтсенчен кам çуралса ӳснĕ?
  3. Ухсайăн пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă? Хăçан, ăçта пичетленсе тухнă?
  4. Поэтăн пĕрремĕш кĕнеки мĕн ятлă, ăна хăçан пичетлесе каларнă?
  5. Поэта РСФСРăн М.Горький ячĕпе хисепленекен Государство премине мĕнле трилогишĕн панă?
  6. Ухсай Яккăвне Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Чăваш АССР халăх поэчĕ хисеплĕ ятсене хăçан панă?
  7. Ухсай Яккăвĕ К.В.Ивановăн мĕнле трагедийĕ тăрăх мĕн ятлă прозведени çырнă?
  8. Çак йĕркесем хăш сăвăран, авторĕ кам?

         Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе.

  1. Ухсайăн произведенийĕсем?
  2. Сас паллисене лартса сăвва йĕркелĕр:

Н----н та эп х------а

М-------п. Х---н ю-----а

У-а т---а, п--а у--а

С--е м------п эп, У---й.

Литература викторинин хуравĕсем:

  1. Никифоров.
  2. 1911çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт республикинчи Слак пуç  ялĕнче.  «Нарспи» поэма авторĕ - К.В. Иванов.
  3.  «Юратрăм эп, хирсем, сире» «Сунтал »журналта , 1929 çулта.
  4.  «Сăвăсем»,1934 çулта.
  5.  «Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Силпи çăл куçĕ» поэмăсен ярăмĕшĕн, 1971 çулта.
  6. 1945 çулта, 1950 çулта.
  7.  «Шуйттан çури» трагедии сюжечĕпе усă курса çав ятлă трагеди çырнă.
  8. Ухсай Яккăвĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинчен.
  9. «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Сăвăсем», «Халăхăн ылтăн кĕнеки».

10. Нихçан та эп хăватăра

Манмастăп. Хамăн юррăмра

Ура тапса, пуçа ухса

Сире мухтатăп эп,  Ухсай.

4. Тавçăруллисен конкурсĕ:

     Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр:

1. Чĕлхеллĕ çын Чĕмпĕре    (çитнĕ).

2. Калама çăмăл, тума  (йывăр).

3. Кахал çыннăн кĕсйи  (пушă)

4. Пырна пула пуçна  (çийĕн).

5. Куç курать те ал (çитмест).

6. Çу иртсен çырлана  (çӳремеççĕ)

7. Çу çĕрĕк çăпата та  (çитерет).

8. Каçхи ăсран ирхи  (ăслăрах).

9. Вăрă алли вăрăма   (тăсăлать.)

10. Халăх сăмахĕ  (тăварлă).

5. Куçаруçăсен конкурсĕ.

       Чăвашларан вырăсла куçарăр.

Ĕпхӳ - Уфа

Чар - Йошкар- Ола

Чĕмпĕр - Симбирск

Хусан - Казань

Етĕрне - Ядрин

Элĕк - Аликово

Елчĕк - Яльчики

Чикме - Козьмодемьянск

Тăвай - Янтиково

Улатăр - Алатырь.

6. Маттуррисен конкурсĕ.

Çак сăмахпа кам нумайтарах сăмахсем тупать: «Слакпуç»

Çĕнтерӳçĕсене парнесем кĕтеççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Александр Кăлкан çуралнăранпа 100 çул

Александр Кăлкан пурнăçĕпе пултарулăхĕ...

Бинарный урок по предметам: литература, родная литература и ненецкий язык в 5 «а» классе. Бинарный урок по предметам: литература, родная литература и ненецкий язык в 5 «а» классе.

Бинарный  обобщающий урок литература, родная литература и ненецкий язык на тему  «Ненецкая сказка «Лабтэйко». Цели урока:- расширить  представления  о мире сказок;- пока...

РАБОЧАЯ ПРОГРАММА по литературе на 2014 – 2015 учебный год 6 класс (2 часа в неделю, за год 68 часов) Учебно-методический комплект: Планирование составлено на основе общеобразовательной программы Литература. 5 – 11 классы// Под

Настоящая программа по литературе для 6 класса создана на основе федерального компонента государственного стандарта основного общего образования ...

Аргумент из литературы. Справочный материал для учащихся 10-11 классов при выполнении задания № 26 ЕГЭ по русскому языку (сочинения) Автор: учитель русского языка и литературы МОБУ СОШ № 19 г. Кореновска Краснодарского края Гузей Светлана Анатольевна

Методическая разработка предназначена для педагогов и учащихся 10-11 классов при подготовке наиболее сложной части задания ЕГЭ по русскому языку - сочинения. Она содержит примеры аргументов из художес...

План-конспект урока по литературе "Роль книги в жизни человека" 5 класс

План-конспект урока по литературе "Роль книги в жизни человека" 5 класс...

Конспект урока литературы по теме: "Литература как искусство слова. Учебник литературы и работа с ним." для 5 класса

Цель: познакомить учащихся со структурой и особенностями учебника-хрестоматии, заинтересовать предметом – литературой....

Литература. Планы конспектов 11 класс.

Конспект урока, план урока, методическая разработка — это святая святых, это творческая лаборатория учителя, это плод его дерзаний и терзаний, это то, что может родиться внезапно, а...