Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх.
методическая разработка на тему

Яковлева Валентина Петровна

Аваллăха тĕпчени – хăй утса тухнă çула çаврăнса пăхни. Авалхи истори – этем йăхĕн,  халăхăн тымарĕ. Йывăç та тымарĕ тарăн пулсан , çирĕп ÿсет, нимле çил – тăвăла та парăнмасть. Этем те çаплах, хăйĕн йăх шывĕн тымарĕ  тарăннине пĕлсен, çут тĕнчере хăйне çирĕпрех, хăюллăрах, маттуртарах туять. Çавăнпа та халăх сăмахлăхне паянхи кун тĕпчени те вырăнлă пуль тесе шутлатăп.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Проект ĕçĕ36.14 КБ

Предварительный просмотр:

Кÿртĕм

Тема: Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх.

Тĕллев:                                          

Халăх сăмахлăхĕнче (историллĕ халапсенче , юрăсенче ваттисен сăмахĕсемпе тупамалли юмахсенче) сăнланнă историлĕх паллисене тупса палăртасси.

Тема актуаллăхĕ:

Аваллăха тĕпчени – хăй утса тухнă çула çаврăнса пăхни. Авалхи истори – этем йăхĕн,  халăхăн тымарĕ. Йывăç та тымарĕ тарăн пулсан , çирĕп ÿсет, нимле çил – тăвăла та парăнмасть. Этем те çаплах, хăйĕн йăх шывĕн тымарĕ  тарăннине пĕлсен, çут тĕнчере хăйне çирĕпрех, хăюллăрах, маттуртарах туять. Çавăнпа та халăх сăмахлăхне паянхи кун тĕпчени те вырăнлă пуль тесе шутлатăп. Тема актуаллăхне эпĕ çакăнта куратăп.

Çĕнĕлĕх:

Ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене историлĕх паллисем тăрăх классификацилерĕм. Хамăр тăрăхра историлĕх паллисем тупма май килчĕ.

-1-

Ум сăмах

Этем ăс – хакăлĕпе  ĕмĕт туйăмне вăй – хал парса тăраканĕ тăван сăмах, тăван чĕлхе. Тăван сăмахлăх – халăхăн ĕмĕрхи ăсне, ĕç тăрăмне   ( историне  ) ăс тăвăмне, савăкне – хурлăхне ÿкерсе юлнă пуянлăх. Вăл вутра çунман, шыврв путман, вăрăпа пĕрле кайман ырлăх – пурлăх! Сăмахлăхра пирĕн вăрăм кун – çул, аслă чунпа хăватлă тăн, кулленхи кăмăл – туйăм, шухăш – ĕмĕт упранса тăрать.

Ĕмĕрхи иксĕлми еткере ытамласа илме май çук. Авалхи ĕмĕрсенчен пире валли иксĕлми пуянлăх – халăх сăмахлăхĕ упранса юлнă.

Сăмахлăх пире ырă ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет.  Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ çавă. Кирек хăш саманари сăмахлăх та халăх ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун – çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа хаклă, илемлĕ, усăллă вăл.

Сăмахлăх халăх историйĕпе тачă çыхăннă. Вĕсене лайăх пĕлни кирек хăçан та вырăнлă пулĕ.

Тăван сăмахлăх – иртнĕ ăрусен паха еткерне ăша илме, хăюллă та сывлăхлă, ăслă та çивĕч ÿсме, хамăр пурнăçа ыттисем кун – çулĕпе танлаштарса шухăшлама вĕрентекен çăл куç.

Вăл пирĕн умра нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Ҫырулăх пулман самантсенче те çынсем хăйсен таврашĕнче мĕн пулса иртнине, хăйсем мĕн курни – сăнанине палăртмасăр, ăша хывмасăр, хак памасăр хăварман. Ҫавна вĕсем  пуринчен ытларах сăмах  халлĕн  туса пынă. Пурнăç  пулăмĕсене  пĕтĕмлетсе  кăтартма сăмахăн сăнлăхлă хăвачĕ пит пулăшнине çынсем  тахçанах тавçăрса илнĕ. Сăмах ăсталăхне те вĕсем сĕм авалтанах аталантарса пыма тăрăшнă.

Хăйĕн историлле кун – çул тăршшĕнче чăваш халăхĕ сăмах искусствин пысăк пуянлăхне пухнă. Пирĕн халăхăн сăмах пуянлăхĕнче тĕрлĕ проиведенисем тĕл пулаççĕ: юмах – халапсем, ваттисен сăмахĕсем , тупмалли юмахсем, сăнавсем, халăх юррисем т. ыт. те. Вĕсем пурте çырулăх пуличченех аталаннă сăмах искусствин тĕслĕхĕсем.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче халăх пурнăçĕнчи паллă событисем, ун кун - çулĕн  хăйне евĕрлĕхĕ, вăл мĕне ĕмĕтленсе пурăнни, халăх  ăс - тăнĕн çивĕчлĕхĕпе пуянлăхĕ, унăн хастарлăхĕпе  пуçарулăхĕ тата ытти енсем те сăнланса юлнă.

-2-

Тĕп пайĕ

Эпир хамăр ĕçре ытларах халăх пурнăçĕнчи паллă ĕç – пулăмсемпе паллă çыннисем çинче чарăнса тăрăпăр.Истори халапĕсем истори докуменчĕсем мар, вĕсем халăх пурнăҫĕнче чăн пулнă, халăх ăна хăй куçĕпе курнă е тÿссе ирттернĕ пулăмсене сăнарласа, пĕтĕмлетсе калакан хайлавсем.

Халăх сăмахлăхĕн истори пулăмĕсене сăнласа паракан тĕсĕсем йышлă. Вĕсем тĕрлĕ саманара халăх пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ самантсене сăнласа параççĕ.

Историлле халапсен йышĕ пĕр пек упранайман:авалхи асаттесем Алтайра, Вăтам Азире, Кавказра пурăннисем ҫинчен каланисем ҫукпа пĕрех.

Кавказран Атăл тăрăхне куҫни, Атăлҫи Пăлхарта пурăнни, монголсемпе Хусан феодалĕсен пусмăрне хирĕҫ кĕрешни, Раҫҫейпе пĕрлешсе вырăс халăхĕпе туслашса пурăнни – кĕрешни ҫинчен каланисем вара нумай.

        Халапсенче каланă тăрăх чăваш халăхĕ турккă ҫĕрĕнчен вырăс ҫĕрне тарса тухнă пулать.

Тĕслĕхрен, “Чăвашсем турккăран тарни”

  • Атăлҫи Пăлхарта пурăнни чăваш халăхĕшĕн паллă тапхăр пулнă. Пăлхарсем монгол
  • феодалĕсен пусмăрне 200 ҫул тÿснĕ, калама ҫук асапланнă. Монголсен тискер пусмăне пула Пăлхар халăхĕ саланса кайнă. Ăна ”Пăлхар патшалăхĕ пĕтни” халапра каласа панă Халапсенче тĕрлĕ хуласене ( Пÿлер, Сăвар, Чикетÿ ) тустарнине асăнаҫҫĕ.

XV ĕмĕрте ылтǎн Урта вырǎнче Хусан ханлǎхĕ ахǎрса кайсан чǎваш унчченхинчен те йывартарах пусмăр айне лекнĕ. Чуралăха кĕрсе ÿкнĕ халǎхǎн сывлама та юлман.  Сапах та пурнăç  сÿнмен. Халǎх сǎмахлǎхĕ, йǎли - йĕрки, тĕнĕ - ĕненĕвĕ çирĕпех упраннă.

Чăваш çĕрĕ çинче пĕр ĕмĕр ытла вырăссемпе тутарсем  çапаçнă, вĕсен вучĕ чăваш пуçĕ çине ÿкнĕ. Мĕнле сăвă ĕ халап çуралма пултарнă – ши  çавăн пек юнлă вăхăтра? Вутпа çулăм айĕнче пуç касăлнă, нушапа асап хушшинче чун татăлнă. Çавăнпа ку вăхăтри юрăсем йĕрсе ямалла хурлăхлă, халапĕсем чуна сулетмелле хăрушă.

Пысăк ĕç - пулăмпа паллă çынсем çинчен уçăмларах та тĕрĕсрех калаканнисене истории халапĕсем шутне кĕртеççĕ.

  • Хусан ханлăхĕн пусмăрне тÿснине халапсенче нумай енлĕн сăнланă. “Тутар тыткăнĕ” халапра тутар ханĕ чăваш хĕрне тыткăна илсе каять, арăм тăвать, хĕрĕн амăшĕ, тыткăна лексен, вĕсем патĕнче ача пăхса пурăнать. Амăшĕ хĕрне палласа илет. Вара ача сиктернĕ чухне пĕрмай хурлăхлăн юрласа ларнă. Тутар майрисем ҫак карчăк хĕрне каласа параҫҫĕ. Ку хĕрĕ амăшне палласа илет.

-3-

Юлашкинчен урхамах ут ыйтса илет. Ун ҫине утланать те яра парать килнелле. Ҫапла тутар тыткăнĕнчен хăтăлать.

“Ҫичĕ хăрхăм” халапра вара ҫичĕ нар пек хÿхĕм хĕр хăрхăм пулма килĕшмесĕр Сĕвене сиксе вилеҫҫĕ.

  • Вырăссем Хусан феодалĕсен пусмăрĕнчен хăтăлма пулăшнине курах ĕнтĕ чăвашсем вĕсемпе пĕрлешсе хастаррăн кĕрешнĕ, 1551 ҫулта хăйсен ирĕкĕпе вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ. Иван Грознăя Хусан ханлăхне пăхăтарма пулăшнă.

Чăвашсем Иван Грозный ҫарне пулăшни, вырăссемпе пĕрле Хусана пăхăнтарас вăрҫа хутшăнни ҫинчен каланисем уйрăмах йышлă. Пуринче те вĕсенче Иван Грознăйпа  унăн ҫарне кăмăлласа кĕтсе илнине, пулăшнине каланă.

Хусан хулине пăхăнтарас ĕҫе чăвашсем анлăн хутшăннă. Халапсенче ҫав хутшăнăва нумай енлĕн кăартнă. Хусана ҫавăрса илсен, чăвашсем стансем тăваҫҫĕ, пысăк чулсем хурса переҫҫĕ: Чăваш кĕҫлеҫи вырăс ҫарĕ тăнă вырăнтан Хусан крепоҫĕ патне утăмпа виҫсе тухать, вара ҫавăн чухлĕ ҫĕр айĕн шăтăк алтаҫҫĕ. Крепость хÿми патне ҫитсен, ҫĕр айне тар пичкисем вырнаҫтарса лартса, ҫип тăрăх вут тивертсе яраҫҫĕ. Крепость хулисем ҫавăнтах сывлăшалла сирпĕнсе ишĕлсе анаҫҫĕ. Вара вырăссем Хусана ҫăмăлланах пырса кĕреҫҫĕ. Ҫапла илнĕ Хусана.

Иван Грозный вăхăтне  асра тытни топонимикăра, топонимика халапĕсенче те анлă палăртнă. Чăвашра ялсен, вырăнсен  е шывсен ячĕсем пулса кайнине Иван Грозныйпа ҫыхăнтараҫҫĕ.

Хусан ханлăхĕн пусмăрĕ ҫинчен юрăсенче те кăтартнă “Хура тутар” юрăра чăваш хĕрне тыткăна илсе кайни, “Хархăм авăрĕ” юрăра ҫичĕ хăрхăм Хусан. Ханне сутăннă Пикмет мăрса мăшкăлĕ пулас мар тесе Сĕвене сиксе вилни, “Хусан хули инҫе теҫҫĕ” юрăра Хусанта хĕрсене сутни ҫинчен каланă.

“Мамук ханăн пуҫне вăрăнтăр” юрăра вара…

  • Чăваш хресченĕсем уйрăмах С.Разинпа Е.Пугачев ертсе пынă хресчен вăрҫине хастар хутшăннине халапсенче те, юрăсенче те

-4-

  • палăртса хăварнă. “Вырăссемпе пĕрлешсен те чăваш” хресченĕн пурнăҫĕ йывăрлансах пынă. Ҫак йывăр пурнăҫа чăтаймасăр хресченсем патша самодержавине хирĕҫ кĕрешме пуҫланă, С.Разин вăрҫине хутшăннă, - тенĕ “Разинпа чăвашсем” халапра.

“Разин вăрҫи” халапра Разин халăха ҫăмăла кăларасшăн, “Утяк вилĕмĕ” халапра ăна хресчен патши, “Степан Разин” халапра “Вăл Каспире, Атăл тăрăхĕнче ҫÿренĕ, пуянсене, пупсене, манахсене хирĕҫ ҫапăҫнă”, тенĕ.

Истори юррисенче кĕрешÿ те, кĕрешÿ паттăрĕсем те туллин сăнланман. “Атăл тăрăх юхать кушма” юрăра Разин чеелĕхне кăтартнă. Вăл вилнĕ пек пулса выртать, пуп кĕл тума тытăнсан тăрса ларать.

  • Ҫак ĕҫе ҫырнă май чăваш халăх пурнăҫĕнчи историлĕх паллисем пирĕн тăрăхра пулни палăрчĕ.

Тăрмăш ялĕнче 1734 ҫулта Алексеевсен ҫемйинче ывăл ача ҫуралнă. Ăна Разин ят панă. Разинăн аслашшĕ Разин восстанине хутшăннă тесе палăртаҫҫĕ, ҫавăнпа мăнукне унăн ятне панă теҫҫĕ. Вĕсен ăрăвĕ паян кун та Разин хушаматпа ҫÿрет.

Ҫавăн пекех Лашман вăрманĕ пур. Петĕр патша вăхăтĕнче лашмансем ҫак вăрманта юман касса шыв хĕррине турттарнă. Кунта миҫе ҫын ĕҫлени паллă мар, 1617 ҫулта Ҫĕрпÿ уесĕнче вăрман хатĕрлеме 2041 ҫын хутшăнни паллă.

Ҫапла вара историлĕх паллисем тăван вырăнсенче те упранса юлнă.

       Е.Пугачев ҫинчен хывнă халап та, юрă та ытларах.

  • Чăваш халăхĕ 18 ĕмĕрте Е.Пугачев пуҫарнипе пуҫланса кайнă, ҫĕр улпучĕсен пусмăрне хирĕҫ пынă анлă пăлхава хастаррăн хутшăннă   Пугачев(чăвашсем ăна Пăкача, Пăкачав тенĕ) хăйĕн ҫарĕпе чăваш ҫĕр – шывĕ витĕр тухнă. Ҫĕрпĕве, Улатăра, Кăрмăша ҫитнĕ, халăх пусмăрҫисене тустарнă, халăха тĕрлĕрен ҫăмăллăхсем пама пулнă. Унăн ҫарне нумай чăваш ҫамрăкĕ хутшăнса, хусах пулса халăх пусмăрҫисене хирĕҫ ҫапăҫнă. Ҫавăн ҫинчен халăхра тĕрлĕ халап хывнă.

Пăкачав чăваш ҫĕр – шывĕнче пулни ҫинчен калакан халапсенчен “Кача тăвар”, “Хуран кукли” халапсем сыхланса юлнă.

-5-

“Кача тăвар” халапра Пăкачав ҫирĕ Хусантан чакса чăваш ҫĕр – шывне пырса кĕнипе хавхаланнă халăх улпутсемпе пуп таврашĕсене тустарни ҫинчен каласа панă.

“Хуран кукли” те Пăкачав ячĕпе ҫыхăнса тăрать.

Истори юррисенче Пугачева ырă патша пулнине час – часах палăртни пур

“Хура халăх куҫҫуллисем , ай, шывсем мар” юрăра: “Турă пачĕ пире ырă патша – эпир ырă кунсем курмаллах”, тет. Тепĕр юрринче: Атьăр тăрар, хĕҫ тытар, - тенĕ Пугачевпа пĕрле пуянсене тĕп тума чĕнсе. Юрăсенче халăх Пăкачав килессе кĕтет, унпа пĕрле кĕрешме ĕмĕтленет. (“Пăкачав патша пур, теҫҫĕ, пирĕн пата килет, теҫҫĕ, тĕл пуласчĕ пирĕн ăна”) Халăх Пугачева ирĕке кăларакан, ҫăмăллă паракан паттăр туса сăнлать.

Истори юррисем

        Истори юррисем пире чăваш халăхĕн кĕрĕшĕвĕ,паллă истории факчĕсемпе çыннисем çинчен пĕлтереççĕ.

        Тĕслĕхрен, удел хресченĕсен юррисенче халăхăн йывăр та тертлĕ пурнăçĕ, юратăвĕпе курайманлăхĕ ӱкерĕнсе юлнă.

        Удел хресченĕсен юррисем 1797 çулта удел ведомствине  тунипе, чăваш хресченĕсене удел кантурне, крепостла йĕркесене пăхăнтарнипе, тертлентернипе çыхăннă.

        Ăна эпир “Удел хресченĕсен юрри”, “Удельнийăн кантурне”, “Удельнийăн уçăмĕ ” юрăсенче асăрхатпăр.

        Ěлĕкхи салтак юррисем те питĕ хурлăхлă, м.т. Раççей патшалăхĕн хĕсметĕнче чăваш салтакĕсем 25 çул таранах тăнă.

  “Хурăн тункати”

  “Ăраскалăм çук”

 “Утланса тухрăм хура çăрха”

юрăсенче çамрăк çынна тăван килтен, тус – юлташĕсенчен уйрăлма йывăр пулнине сăнланă.

      “Бурлак пурнăçĕ – анчăк пурнăçĕ”    текен ваттисен сăмахĕбурлак пурнăçĕ мĕн тери йывăр пулнине кăтартса парать. Бурлаксен ĕçĕ пирĕн çĕр- шывра 1929 çулта пĕтнĕ.

      “Бурлаксен юрри ” юрăра бурлаксем пĕччен те, ушкăнпа та юрлаççĕ. Ман шутпа, вĕсем йывăр карапа харăссăн туртас тесе ушкăнпа юрлаççĕ

Историлĕх паллисене ваттисен сăмахĕсенче те асăрхама пулать. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем авалах пулса кайнă. Вĕсенче халăх историйĕ, ĕҫĕ - хĕлĕ, пурнăҫ йăли – йĕрки сăнарланса юлнă.

-6-

Ваттисен сăмахĕсеме каларăшсенчен хăшĕ хăҫан пулса кайнине вĕсен содержанийĕ тăрăх пĕлме май пур. Тĕслĕхрен, ”Пÿрмен телее Пÿлерте те тупаймăн” тени Пÿлер чăвашсен мăн аслашшĕсем пурăннă Пăлхар патшалăхăн тĕп хули пулнă вăхăтра, 12 ĕмĕрте Камăпа Атăл хушшинчи ҫĕрсем ҫине куҫса кайсан тин калама пуҫланă. ”Хура халăха ҫакма хура юпа та ҫитмен” тенинче Е.Пугачев ертсе пынă хресченсен пăлхавне хутшăннă чăваш ҫыннисене патша хушнипе ҫака – ҫака вĕлерни сăнланса юлнă. Ваттисен сăмахĕчи уйрăм сăмахсем ҫак ҫаврăнăшсем хăҫан  пулса кайма пултарнине кăтартаҫҫĕ. Тĕслĕхрен ”Вĕҫленмен ĕҫ – тĕплемен витре”, ”Хитрене туриллкепе сĕтел ҫине лартма ҫук” ваттисен сăмахĕсенче ”витре” ,”турилкке “сăмахсем тăван чĕлхене кĕнĕ вăхăтпа ҫыхăнма пултарнă.

Эпир ваттисен сăмахĕсене халăх пурнăҫĕнчи историлĕх паллисем тăрăх ушкăнлама тăрăшрăмăр. Чăваш тĕнĕнче Турăсем, ырăсем, хаярсем йышлă. Тĕпчевҫĕсем вĕсем 500 ытла иккенне палăртнă. Чăваш хăйĕн Туррине хаклани ваттисен сăмахĕсенче те палăрать.

  1. Христос тĕнне йышăниччен каланă ваттисен сăмахĕсем:
  • ”Пихампар та парне панине юратать”
  • ”Кирлĕ пулсан Киремет енне те ҫул тытăн”
  • Хĕвел Турри чун парать, уйăх турри чуни лет.
  • Хĕвел Турри ҫын сыватнă тет.
  • Хĕвел Турри тĕнче тытать тет.
  • Аслати – Турă сывлăшĕ.
  • Аслати – Турă хăвачĕ.
  • Ҫиҫĕм Турри кăвайт панă.
  • Вут – ҫиҫĕм Туррине пуҫҫап теҫҫĕ.
  • Вут Турри ăшăтать, шыв Турри сивĕтет.
  • Кирлĕ чухне Киремет те кирлĕ.
  • Ыр тăвакана Пÿлĕх пулăшать.
  • Пирĕшти вĕҫсе ҫитиччен усал чупса та ҫитет.

-7-

              II.Христос тĕнне йышăннă хыҫҫăн пулнисем:

  • ”Тăпраран пулнă, тăпрах пулатпăр”,
  • ”Патакпа перекене ҫăкăрпа пĕр”  
  • Усал кăмăл Мăнкунра та улшăнмасть.
  • Усалран хĕрес хăтарать.
  • Кам Турăпа, Турă та унпа.
  • Кунне те, апатне те Турă парать.
  • Тур курать те, калаҫмасть.
  • Турă умĕнче пурте пĕр тан.
  • Турхан та Турăран иртеймест.

  1. Ваттисен сăмахĕсенче общество  пурнăҫĕнчи социалла танмарлăх та аван сăнланса юлнă:
  • ”Пуян ҫыннăн ҫăкăрĕ йÿҫĕ”.
  • ”Пуян ҫын юррине  чухăн ҫын юрлаймĕ”,
  • ”Улпут ĕҫне ĕҫлесе пĕтереймĕн”,
  • ”Тарҫă пурнăҫĕ – йытă пурнăҫĕ”,
  • ”Пуянăн вăкăрĕ те ҫăмарта тăвать”,
  • ”Пуянăн кăмака ҫинче те тырă пулать” ,
  • ”Пуянăн кушакĕ те пулă тытать”.
  • ”Кĕлмĕҫе тухрăн пулсан, хутаҫҫуна ан пытар”,
  • ”Кĕлмĕҫĕн пуянлăхĕ хăй ҫумĕнче ”.
  1. Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнче каланă ваттисен сăмахĕсем:
  • Пÿлер хуҫи те Пÿлĕхрен иртеймен
  • Пÿрнине кура Пÿлере кай
  1. Ҫĕпĕр ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:
  • Пурнан ĕмĕрте Ҫĕпĕре те ҫитсе курăн
  • Ҫĕпĕр ҫулĕ – вăрăм ҫул
  1. Бурлаксем ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:

-8-

  • Бурлак – Атăл тăванĕ.
  • Бурлак пурнăҫĕ – анчăк пурнăҫĕ.
  • Бурла юрлă пулсан та юрă юрлать.
  • Бурлакра ҫÿресе пуяймăн.
  • Пурлăх пухма бурлака каймаҫҫĕ.
  • Лайăх пурнăҫран бурлака каймаҫҫĕ.
  1. Кантур чун иллисем, пупсемпе улпутсем  ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:
  • Шăнкăрав сасси – сехре хăпни тенĕ.
  • Тиек йытти тил тытать.
  • Тиек ҫилли халăх ҫине тиенет.
  • Ҫилсĕр ҫил арманĕ авăртмасть. Ҫусăр тиек ҫрăнмасть.
  • Кам куштан ҫын – катурта.
  • Канур ĕҫне ĕҫлекен – халăх юнне ĕҫекен тенĕ.
  • Кантур таврашĕ – йытă таврашĕ, пуп таврашĕ – ҫăва таврашĕ.
  • Кантурпа пупăн пĕр юрă.
  • Кахал ҫынсем – кантурта, чĕлĕмҫĕсем – хуралта, пур пуян – кĕрекере.
  1. Патша çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем:
  • Патша аллине лекиччен Турă аллине лек, тенĕ.
  • Патша патакĕ аякран лектерет.
  • Кĕтмен хăна Кĕтерне патша тарçи пек.

Тупмалли юмахсенче халăхăн ĕмĕрсем урлă пуҫтарăнса пынă ăс – хакăлĕ палăрать. Вĕсенчи историзмсемпе архаизмсем аваллăх йĕрĕсене упраса хăвар.

Тĕслĕхрен, Ҫĕрпÿ майрин ҫĕр саплăк, пинпÿ майрин пин саплăк( купăстапа сухан )”Ҫĕрпÿ”,”пинпÿ” сăмахсем 10 – 15 ĕмĕрсенче ҫуралнă, вĕсем ҫĕршер, пиншер ҫынлă ушкăнсен пуҫлăхĕсене пĕлтернĕ.

”Кĕпернаттăр урапи кĕпер ҫинче илтĕнет”( аслати авăтни ). Ку – Раҫҫей территорине кĕпернесем ҫине пайланă хыҫҫăн пулса кайнăупмалли юмах. ”Мучи пÿрчĕ – пĕчĕк пÿрт, алăкĕ мăкланнă, тĕнĕ шăтăкĕн пăкки ҫук , ҫине кăлкан витнĕ”(пуҫ).

-9-

Кунта ”тĕнĕ шăтăкĕ” – кивелнĕ сăмах ҫаврăнăшĕ, вăл чăвашсем хура пÿртсенче пурăннине кăтартать.

Ҫапла вара, историре пулнă, хальхи пурнăҫран тухса ÿкнĕ уйрăм сăмах пĕлтерĕшĕсем тăрăх хăш – пĕр тупмалли юмахсем хăш вăхăталла йĕркеленсе кайнине чухлама май пур. Ҫавна сăмах мĕн ҫинчен пынипе мĕне сăнласа пани тăрăх та пĕлме пулать.

”Юмах кутне юн тăкнă”( хĕвел аннă вăхăт ) тупмалли юмах ĕлĕк - авал  чăвашсен аслашшĕсем хăйсен туррине  чÿклеме  пуснă лаша юнне йывăр кутне тăкнине аса илтерет.

Кашни самана хăйне юрăхлă, хăй вăхăчĕшĕн характерлă тупмалли юмахсем ҫуратать. Вĕсем те фольклорăн ытти жанрĕсем пекех улшăнса, ҫĕнелсе пыраҫҫĕ.

Ĕлĕк – авал пулса кайнисем:

  • ”Ачи – пăчи месерле, ашшĕ – амăш хăяккăн ” ( путмар сакки )
  • ”Пĕлсен те калăп, пĕлмесен те калăп” ( калăп )
  • ”Патюк пиччен пÿрни кукăр”( шĕшлĕ )
  • ”Юман кутне юн тăкнă”  (хĕвел анни)
  • ”Мăрса пырать ҫулпала кăпăрт – кăпăрт тумпала( качака таки )

Мăрса тесе ĕлĕк чухне ĕмпÿ ( князь ) ҫывăхĕнчи улпута каланă.

  • ”Ни пурмис мар, ни тиек мар, пуҫ ҫапмасăр кĕреймен”. ”пурмис”, ”тиек” – авалхи вăхăтенчи чиновниксем. Ĕҫ ҫыннисем вĕсем умĕнчен пуҫ таймасăр иртме пултарайман.

Капитализм тапхăрĕнче хывнисем:

  • ”Атăл тăрăх пÿрт йăванать”( пăрахут )
  • ”Пĕр пÿртре алă ҫын пурăнать , пурте хĕрлĕ ҫĕлĕкпе” ( ҫутмалли шăрпăк )

Пăлхар патшалăхĕнче каланисем:

  • Пăлхар хирне пăрçа сапнă , пăрçа çинче хур çÿрет.(çăлтăрсемпе уйăх).
  • Ащшĕ атă тăхăниччен ывăлĕ Сарая çитет.(тĕтĕм)

Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче каланисем:

  • Хусантан указ килмесĕр тимĕр хăма çурăлмасть.(пăр кайни)
  • Эпир, эпир, эпирччĕ

Эпир çĕр пин хусахччĕ

Хусан хуçи хушнипе

Хурал тăма килтĕмĕр.(çăлтăрсем)

-10-

Хусантан саккун килмесĕр хура чаршав уçăлмасть.(тул çутăлни)

Совет саманинче те ҫынсем тупмалли юмахсем хывма пăрахмаҫҫĕ.

  • ”Килĕрен халапҫă хăта” ( Радио )
  •  ”Ҫĕр ҫинче утать, сывлăшра чупать” ( Парашютист )

-11-

Пĕтĕмлетÿ

        Халăх сăмахлăхĕ – чăваш халăхĕн нихçан иксĕлми ăслăлăх тĕслĕхĕсем, хÿхĕм хайлавĕсем. Вĕсем ĕлĕк – авалах пулнă, халĕ те аталанаççĕ. Вĕсем вулакана тăван халăх аваллăхне пĕлме те, вĕсенчен ырра вĕренме те пулăшаççĕ. Пирĕн йăх – несĕл паттăрĕсен сăнарĕсем хамăр пурăнакан çĕр – шыва хытăрах юратма, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшма хавхалантараççĕ.

-12-

Усă курнă литература:

Ваттисен сăмахĕсем. Шупашкар, 2007

Чăваш халăх сăмахлăхĕ.V том Шупашкар чăваш кĕнеке издательстви, 1984

Чăваш халăх сăмахлăхĕ.III том Шупашкар чăваш кĕнеке издательстви, 1984

Истори халапĕсем. Шупашкар, 2007

Килти вулав кĕнеки. Шупашкар, 2008

Турмыши из истории села, Чебоксары, 2008

Электронлă сайтсем

-13-

Тупмалли.

Кÿртĕм…………………………………………….1стр.

Ум сăмах………………………………………….2стр.

Тĕп пайĕ………………………………………….3-11стр.

Пĕтĕмлетÿ……………………………………….12стр.

Усă курнă литература……………………13стр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Рабочая программа по истории в 8 классе (История России, Новая история, история Татарстана)

Рабочая программа составлена к учебникам:- Юдовская А. Я., Ванюшкина Л. М. Новая история. 1800-1913; учебник для 8 класса общеобразовательных учреждений. - М.: Просвещение, 2011.- История России,...

Рабочая программа по истории в 7 классе (История России, Новая история, история Татарстана)

Рабочая программа составлена к учебникам:- Юдовская А.Я. Всеобщая история. История Нового времени, 1500-1800. 7 класс: учеб. для общеобразоват. учреждений. – М.: Просвещение, 2009.- Данилов А.А., Косу...

Рабочая программа по истории в 6 классе (История России, Новая история, история Татарстана)

Рабочая программа составлена к учебникам:- Агибалова Е.В., Донской Г.М. История Средних веков. 6 класс: учеб. для общеобразоват. учреждений.–М.: Просвещение, 2010- А,А,Данилов, Л,Г, Косулина. История ...

Календарно-тематическое планирование по курсу "история" 6 класс по учебникам Агибаловой "История средних веков", Сахарова "История России", Хузина "История Татарстана"

 Рабочая программа учебного курса истории для 6 класса составлена на основе Примерной программы основного общего образования по истории и требований к обязательному минимуму содержания образования по ...

Рабочая программа по истории 6 класс (всеобщая история, история россии , история татарстана)

Рабочая программа по истории 6 класс (в разделе имеются всеобщая история, история россии , история татарстана)...

Рабочая программа по истории 7 класс (всеобщая история, история россии , история татарстана)

Рабочая программа по истории 7 класс (всеобщая история, история россии , история татарстана)...

Рабочая программа по истории 8 класс (всеобщая история, история россии , история татарстана)

Рабочая программа по истории 8 класс (всеобщая история, история россии , история татарстана)...