Разработка урока по фгос по теме «Тӑван ҫӗр-шыв»
учебно-методический материал (5 класс)

Салюкова Ольга Петровна

Тема : «Тӑван ҫӗр-шыв»

  Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Кашни ачан  яваплăхĕсене уçăмлани;

Тăван çĕршыв ăнлавне ăша хывни, тăван халăха хисеплес туйăм аталанма пуçлани; шкул ачисем  хăйĕн тата пĕрле вĕренекенĕн ĕçĕ-хĕлне хаклас хăнăхусене алла илсе пыни

 

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Йĕркелÿ

Ачасене хăйсен  ĕçне планлама вĕренттесси,  ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;

Ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарасси; Хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентнасси.

 

Хутшăну

Пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;

Ачасене хăйсен шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси                  ;

Ушкăнпа, мăшăррăн  килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси;

Хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарасси;

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл salyukova_o.p.razrabotka_uroka.docx36.59 КБ

Предварительный просмотр:

Салюкова Ольга Петровна        МБОУ «Старо- Матакская  СОШ» Алькеевского района РТ

Чăваш чĕлхи, 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)

Кĕнеке авторĕ Г. В Абрамова, А.Л.Краснова

Тема : «Тӑван ҫӗр-шыв»

  Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем

Кашни ачан  яваплăхĕсене уçăмлани;

Тăван çĕршыв ăнлавне ăша хывни, тăван халăха хисеплес туйăм аталанма пуçлани; шкул ачисем  хăйĕн тата пĕрле вĕренекенĕн ĕçĕ-хĕлне хаклас хăнăхусене алла илсе пыни

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем

Йĕркелÿ

Ачасене хăйсен  ĕçне планлама вĕренттесси,  ĕçĕн тĕллевне лартма хăнăхтарасси;

Ĕç йĕркине, ăна пурнăçлама кирлĕ мелсемпе майсене тупма хăнăхтарасси; Хăйĕн тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентнасси.

Хутшăну

Пĕр-пĕрне итлесе илтме хăнăхтарасси;

Ачасене хăйсен шухăшне палăртса ăнлантарма, шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси                ;

Ушкăнпа, мăшăррăн  килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси;

Хăйĕн тата пĕрле вĕренекенсен йăнăшĕсене курма, ăнлантарма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма хăнăхтарасси;

Информаци

Темиçе информаци çăл куçĕпе ĕçлеме хăнăхтарасси;

Кĕнекере кирлĕ текста, хăнăхтарусемпе ĕçсене, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентесси;

 Кĕнекери правилăсемпе, ÿкерчĕксемпе ирĕклĕ ĕçлеме хăнăхтарасси;

Итленĕ е вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистесси;

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем

Тăван çĕр-шыв“ текстпа паллаштарасси . Тутарстан Республики ,тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе ăнлавсене, хăйсем хăш халăх çынни пулнине ăнланма пулăшасси, вуланин тĕп шухăшне ваттисен сăмахĕпе палăртма вĕрентесси;

Вуланă текстăн тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси;

 Вулани пирки харпăр хăй шухăшне палăртма хăнăхтарасси;

Мелсемпе меслетсем

Учитель сăмахĕ; ыйту-хурав тишкерÿ, словарь ĕçĕ; тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла  аталантарни, илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; вуланă хайлава хак парани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани.

Урок тĕсĕ: хутӑш урок

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимедиа проектор, карточкăсем.

Урок юхăмĕ

1.Класа йĕркелесси, ачасене урок темипе кăсăклантарасси.

Сывлăх сунни

Сывлăх сунатăп. Ачасем,  эпир чăваш чĕлхи урокĕнче  мĕнле чĕлхепе калаçатпăр ?

Эпир- чăвашсем. Эпир чăвашла  калаçатпăр.Паян та эсир мана çак чĕлхепе калаçса савăнтарасса шанатăп.

     

   II Урок темипе тĕллевĕсене палăртасси

     Чăвашсем ытларах ăçта вырнаçнă ?

  - Чăваш республикин тĕп хули мĕн ятлă?

-- Чăваш республикин тĕп хули Шупашкар ятлă.

Шупашкарта пурăнакансем тăван хулине тата мĕнле калаççĕ?  

  • Тăван çĕр-шыв теççĕ.

Мĕн- ши вăл Тăван çĕр- шыв , аякра – ши , çывăх- ши . Аякра та , çывăх та каласа парам , тăхта.

       Ш.  Ăнланса илни

Тăван çĕр-шыв                                                

Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?                                Маншăн пуринчен хакли,                                            

Вăл – юратнă юхан шыв,                                       Илемли те çывăххи -

Симĕс улăх, чечексем,                                           Тăван ен, тăван анне,                              

Йывăçсемпе  кайăксем.                                           Симĕс чăрăш, вĕрене.

Мĕнле хитре Тăван çĕршыв…

Мĕнле хитре Тăван çĕр-шыв,

Уй- хир, пахча, вăрман,

Юхать илемлĕн юхан шыв,

Унта ишме аван.

Çапла, çак илеме, туссем,

Упрамалла  ялан.

«Ан пулччăр вăрçă кунĕсем!»-

Калатăп пур вăйран.

«Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?» текстпа ĕçлесси.      

Ман шутпа, Тăван çĕр-шыв вăл – тăван хула, тăван урам, тăван шкул.

Çĕнĕ Шупашкар – маншăн чи лайăх та чи илемлĕ хула. Хусанта та пулнă эпĕ аттепе, Мускавра та. Вĕсем те илемлĕ, вĕсем те таса. Мĕн тесен те, мана Çĕнĕ Шупашкар ытларах килĕшет. Мĕншĕн-ши? Сăлтавĕ паллă: эпĕ кунта çуралнă. Çĕнĕ Шупашкар - манăн тăван хула.

Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Тăван çĕр-шыв вăл – манăн юратнă çемье. Манăн çемье вăл – аттепе анне, асаттепе асанне, кукамайпа кукаçи, шăллăмпа йăмăк. Эпĕ пысăк та туслă çемьере, хăтлă та ăшă хваттерте пурăнатăп. Маншăн пирĕн хваттер – чи хаклă кĕтес. Çак хаклă кĕтес те, ман шутпа, Тăван çĕр-шыв.

Эпĕ хулан вун тăххăрмĕш шкулĕнче вĕренетĕп. Кунта манăн юратнă учительсем ĕçлеççĕ, манăн çывăх туссем вĕренеççĕ. Маншăн хамăн шкул – чи аван шкул. Вăл та Тăван çĕр-шыв.

Çулла эпĕ асанне патĕнче ялта пурăнатăп. Уйра çарран чупатăп, пĕвере шыва кĕретĕп, вăрмана çÿретĕп. Кашни кун хамăн сывлăха çирĕплететĕп. Маншăн асанне ялĕ те – Тăван çĕр-шыв.

      а) Словарь ēçē.

      ă) Текста учитель вуланине итлесси, йēрлесе пырасси.

      б) Çēнē сăмахсене текстра тупасси, предложенисене вырăсла куçарасси.

      в) Текста çурма сасăпа вуласси, ăнланнине вырăсла каласа парасси.

    г) Ыйтусене хуравла  

     - Таня ӑҫта ҫуралнӑ? Хулара –и, ялта – и?

     - Шупашкар ҫинчен вӑл мӗн калать?

     - Таньӑшӑн чи хаклӑ кӗтес вӑл мӗн?

     - Тӑван шкулӗ ҫинчен Таня мӗн калать?

        - Ҫулла хӗр ача ӑҫта пурӑнать?

        - Ялта Таня мӗн-мӗн тӑвать?

      - Асламӑшӗ ялӗ ҫинчен мӗн калать?

   - Тӑван ҫӗр-шыв – анне, ют ҫӗр-шыв – ама ҫури теҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла калаççĕ

 д) Текст содержанине абзацсем çине уйăрасси, вēсене ят парасси.

1. Тăван çēр-шыв вăл – тăван хула.

   2. Тăван çēр-шыв вăл – юратнă çемье.

      3. Тăван çēр-шыв вăл – пирēн хваттер.

      4. Тăван çēр-шыв вăл – тăван шкул.

   5. Тăван çēр-шыв вăл – асанне ялē.

 6. Тăван çēр-шыв вăл –Раççей.  

Тăван çēр-шывран хакли нимēн те çук. Эсир мĕнле ăнланатăр Эпир ăçта пурăнатпăр ?

Эпир сирĕнпе Тутарстанта пурăнатпăр. Эсир Тутар Республики пирки мĕн пĕлетĕр ?

 „Тутар республики“ презентаци пăхни.

        Ыйту- хурав

Тутар Республики ăçта вырнаçнă?

Тутар Республики мĕнле республикăсемпе тата облаçсемпе кÿршĕллĕ?

Тутар Республикин тĕп хули мĕнле хула?

Патшалăх чĕлхисем мĕнле чĕлхесем шутланаççĕ?

Республикăра мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?

Тӗнчери кирек  ҫыннӑн хӑйӗн пӗчӗк кӗтесĕ пур. Пирӗн Тӑван –çӗр-шыв-Тутарстан  . Республикӑн лаптӑкӗ 68 пин тӑваткал км шутланать .  Республикăра 4 миллиона яхӑн ҫын пурăнать . Республикӑра 43 административлӑ район. Хальхи Вӑхӑтра Тутарстанта  промышленность тата культура центрӗ аталанса пырать. Ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсем-нефть, газ, торф. Тутарстан тулӑх ҫӗрсемпе, вӑрмансемпе тата юхан шывсемпе пуян. Тутарстанра тӗрлӗ халăх пурăнать. Кунта   чӑвашсем, пушкӑртсем, ҫармӑссем,  тата ытти халӑх та пур. Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи. Тӑван чӗлхе вӑл - сирӗн мӑн асаттесемпе кукамайсем калаçнӑ чӗлхе, Пур ҫыннӑн та тӑван чӗлхене пӗлмелле, унпа калаҫмалла, кӗнекесем вуламалла, тӑван чӗлхепе юрӑсем юрламалла.

IV.  Вĕреннине çирĕплетни

Диалог йеркелесси

   

 -  Хамăр пурăнакан хваттер вăл Тăван çĕр-шыв-и?    

  -                

 -  Тăван шкула Тăван çĕр-шыв тесе калама пулать-и?

  -

-  Асанне пурăнакан яла Тăван çĕр-шыв тесе шутлатăн-и?            

 -

V. Урока пēтēмлетни.

1.Кластер тăватпăр

   

        

     

2.Синквейн

Тăван çĕр-шыв

Юратнă ,хаклă

Вăй парать , вĕрентет, савăнтарать

Тăван çĕр-шывран хакли çук

Раççей

3.Çак  сăмахсене пуçтарса предложени тумалла ,  ун хыççăн ăна вырăсла куçармалла. Схема тумалла.

çĕршыва

юратмалла

хисеплемелле

Тăван

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Çуралнă кил, умри йăмра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Хитре янран кĕсле-тăмра.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Кил-çурт паран чунри хĕлхем.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Хурçа татан тăван чĕлхе.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн

Пĕрре анчах – пĕлер хакне.

Тăван çĕр-шыв вăл пирĕн –

Асран кайми атте-анне.

Киле ĕç парасси

„Тăван çĕр-шыв „  темăпа ÿкерчĕк ÿкермелле

VII Рефлекси

№ п/п

Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1

Урок материалĕ   ...      пулчĕ.

çăмăл / йывăр

2

Урок  материалне эпĕ       ...    .

-пĕтĕмпех ăнлантăм,        

 ыттисене пулăшма хатĕр

-пĕтĕмрех  ăнлантăм

-кăштах    ăнлантăм

-пачах  ăнланмарăм

3

Урок   мана        ....       .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

4

Урокра  эпĕ   ...    ĕçлерĕм.

хастаррăн / сÿрĕккĕн

5

Урокра   эпĕ          ...       .

-ывăнмарăм

-кăштах ывăнтăм

-питĕ ывăнтăм

6

Урокри  хамăн  ĕçпе  эп  ...     .

кăмăллă / кăмăлсăр

7

Урокри  ĕçшĕн   хама   „...” паллă лартатăп.

5/ 4/ 3/ 2


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка урока русского языка по теме "Речевой этикет" для 5 класса (в соответствии с ФГОС)

Методическая разработка урока русского языка по теме "Речевой этикет" для 5 класса (в соответствии с ФГОС)...

разработка урока по ФГОС по теме "Неправильные глаголы"

разработка урока по ФГОС по теме "Неправильные глаголы" 4 класс...

Разработка урока английского языка по теме "Школьные предметы"по ФГОС 5 класс

предлагаю разработку урока английского языка по теме "Школьные предметы"по ФГОС 5 класс...

Разработка урока по ФГОС по теме "Ассирийская держава"

Представлены цели и задачи урока, причины возникновения и гибели Ассирии, показан грабительский характер ассирийских завоеваний....

Методическая разработка урока по ФГОС. Тема урока: «Столетняя война»

Данный урок разработан не по принципу классно-урочной системы «я говорю — ты слушаешь и запоминаешь», который предполагали «старые стандарты», а по- н...

Методическая разработка урока по ФГОС. Русский язык 6 класс. Урок по теме "Различение форм глаголов повелительного наклонения и глаголов 2 лица мн. числа»"

Данный урок является серьезной самостоятельной работой детей, обучающихся в 6 классе. Тема урока "Различение форм глаголов повелительного наклонения и глаголов 2 лица мн. числа»" ...