Рабочая программа по предмету родной язык 1-4 классы
рабочая программа
Рабочая программа по чувашскому языку составлена на уровень.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
rabochaya_programma_rodnoy_yazyk_chuvashskiys_tematicheskim_planirovaniem_1-4.docx | 54.59 КБ |
Предварительный просмотр:
1.Умен калани
Рабочая программа по предмету «Родной язык» (чувашский язык) для 1-4 классов составлена на основе:
- Программы по чувашскому языку («Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем», чăваш шкулĕн I–IV классем валли. М.К. Волков, Л.П.Сергеев, Т. В. Артемьева, О. И. Печников, Кульева А. Р.Шупашкар: Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕн издательстви)
Ḉирӗплетнӗ вӗрентӳ планӗ пуçламăш шкулта чăваш чӗлхине вӗрентме 1 – мӗш класра эрнере 2 сехет, 2 - 4 классенче – 2 сехет уйăрнă. Пурӗ çулталăкра 1 мӗш класра 66 сехет, 2- 4-мӗш классенче 68 сехет палăртнă.
2. Предметăн пулас результачĕсем
Ачасенчен 1-4 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
- класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем Харкамлăх результачĕсем:
-ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхĕсене уçăмласа пыни, - ачасем Тăван çĕршыв, тăван халăх ывăл- хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;
- ачасем таврари пурнăç, этем,çут çанталăк çинчен мĕн пĕлни анлăланма пуçлани, тавра курăмĕ йĕркеленсе пыни; - хрпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç-хĕлне сăнас -хаклас ăслай – хăнăхусене алла илсе пыни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачесем:
-ачасен шухăшлавĕ пур енлĕн аталанса пыни, вĕсем тишкеру, пĕтĕçтеру,
пĕтĕмлету ĕçĕсене вĕренсе пыни;
- ачасен пуплевĕ пур енлĕн аталанса, вĕсем пуплев ĕç-хĕлĕсене (итлев, çыру, калу) вĕренсе пыни;
- кĕнекепе ĕçлеме вĕренсе пыни;
Предметăн пайрам результачĕсем:
- тăван чĕлхери тĕп сасăсене, вĕсене палăртмалли сас паллисене, сăмахри сасăсен пахалăхне ( уçă е хупă), йĕркине, хытă тата çемçе сасăсене сăмахра паллама, çырура палăртма пĕлни;
- сăмахсене, предложенисене, пысăк мар тĕрлĕ жанрлă текстсене вуласа
ăнланма пултарни;
- пур сасă пуххи сăмах, сăмах пуххи предложени пулайманнине ăнланни;
- сас паллисене ( пĕчĕккисене тата пысăккисене), çыхăнăвĕсене, сăмахсене, предложенисене тĕрĕс евĕрлесе çырса илме, тĕрĕслеме вĕренни;
- уйрăм сăмахсене, 3-4 сăмахран тăракан, тытăмĕпе ансат предложенисене илтнĕ тăрăх çырма пултарни;
- чĕлхе пĕлĕвĕн хăш-пĕр ансат ăнлавĕсемпе терминĕсене (уçă е хупă сасă, сас палли, сыпăк, сăмах, предложении, текст) уçăмлани.
Предметăн ятарлă результачĕсем:
Вулама-çырма вĕрентес умăнхи тапхăр
Шкул ачи веренет:
- шкул, класс, тăван ял, тăван кил-çурт, çемье, теттесемпе вăйăсем, шкул ачин кун йĕрки, килти
выльăх- чĕрлĕх, вăрманти чĕр чунсем, улма-çырла, пахча çимĕç, уй-хирти тыр-пул, ÿт-пÿ пайĕсем çинчен предложенисем тĕрĕс йĕркелени,çыхăнуллă каласа парайни;
- шкул ачин кун йĕркине пĕлни;
- сăмахсене сыпăксем çине пайлайни;
- пуплеври предложенисене, предложенири сăмахсене, сăмахри сыпăксене, сыпăкри сасăсене уйăрма, вĕсене тĕрĕс калама пĕлни;
- «калав», «предложени», «сăмах», «хупă сасă», «уçă сасă» терминсене ăнланни, вĕсемпе майĕпен пуплев тишкерĕвĕнче усă курайни;
- текстри предложенисен, предложенири сăмахсен, сăмахри сыпăксен, сасăсен шутне, йĕркине пĕлни;
Шкул ачине веренме май пулать:
- калавсен, предложенисен, сăмахсен, уçă тата хупă сасăсен паллисене, схемисене пĕлни, вĕсемпе усă курни;
- уçă тата хупă сасăсене уйăрайни, вĕсенчен сыпăксемпе сăмахсем пуçтарайни, предложенисем ăслайни;
- çырнă чухне тĕрĕс ларни, çыру хатĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курни
- çыру тетрачĕн страницисенче ĕç йĕркине, унăн варрине, хушма йĕре курайни;
- çырнă чухнехи ал хусканăвĕсене (çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле, сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла) пĕлни, пурнăçлайни;
- ĕлкесене палласа илейни, уйăрайни;
- чăваш алфавитĕнчи сас паллисен 9 пайне паллани, вĕсене çырма пĕлни.
Вулама-çырма вĕрентмелли тапхăр
Шкул ачи веренет:
- сăмахри (сыпăкри) сасăсене пĕр-пĕринпе сыпăнтарма пултарни;
- сăмахри сыпăксене тишкерме, сыпăк миçе сасăран тата мĕнле сасăсенчен тăнине, сыпăкри сасăсен вырăнне палăртма пĕлни;
- У, ХУ, УХ, ХУХ, УХХ, ХХУ, ХУХХ, ХХУХ (У – уçă сасă, Х – хупă сасă) сыпăклă чăваш сăмахĕсене, вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене уйрăмлăхĕсене пĕлсе тĕрĕс вулани;
- кĕнекери ÿкерчĕкпе ун айĕнчи сăмах схемипе ĕçлеме пĕлни;
- йэ, йу, йя сасăсен пĕрлешĕвĕсене е, ю, я сас паллисемпе паллă тунине, вĕсем икĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланни;
- сас паллисене тĕрĕс сыпăнтарса, сыпăксене тĕрĕс суйласа илсе сыпăнтарса сăмахсем тума пĕлни:
- схемăсене тивĕçтерекен сăмахсем тупма пултарни;
- сăмахри юлашки икĕ сас паллине вырăнĕпе ылмаштарса, сăмах (сыпăк) çумне сас палли (сыпăк)
хушса, сăмахсенче пĕр хупă е уçă сас паллине тепĕр сас паллипе улăштарса çĕнĕ сăмах тума пĕлни;
- сас паллисене тишкерме, кашни сас паллин формине куçпа курма, йĕрлеме, сас паллин
элеменчĕсене, сас паллисене çырма тата вĕсене ытти сас паллисемпе çыхăнтарма пĕлни;
- сассăн пичет тата çыру, пысăк тата пĕчĕк паллийĕсене паллани;
- сас палли пайĕсене çыхăнтармалли йĕркене астуса юлни;
- çĕнĕ сас паллине вĕреннĕ сас паллисемпе сыпăкра, сăмахра, предложенире сыпăнтарса çырма, çырса илме пултарни;
- тăван чĕлхе тытăмне (текст, предложени,сăмах майлашăвĕ, сăмах, сыпăк, сасă), сăмахсене тĕрĕс калама, пусăм тĕрĕс лартма пĕлни;
- текстсене, предложенисене, сăмахсене, сыпăксене, сасăсене схемăсемпе тата модельсемпе
кăтартма пĕлни;
- сас паллин пайĕсене уйăрса илме, вĕсен калăпăшне, шутне, ăçта вырнаçнине тата пĕр -пĕринпе мĕнле çыхăннине ăнкарни;
- çыру тетрадĕнче панă элементсене сăнама, паян çырма вĕренмелли сас паллин пайĕсене суйласа илме, ячĕсене тĕрĕс калама пĕлни;
- икĕ сас паллине танлаштарма, сас паллисене ушкăнлама пултарни;
- сас паллине çырмалли алгоритма пĕлни.
Шкул ачине веренме май пулать:
- çыхăнуллă пуплеме пултарни;
- логика ĕçĕсемпе, шухăшлав мелĕсемпе (тишкерÿ, танлаштару, пĕтĕмлетÿ тата ытти те) паллашни;
- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлăв аталанни;
- тăван тавралăх (ял, республика), Раççейĕн пурнăçĕпе кăсăкланни;
- курăмлă тата логикăллă шухăшлама, танлаштарма, шутлама, пулăмсен тĕрлĕ паллисене
уйăрма, япаласемпе пулăмсем хушшинчи çыхăнăва палăртса ушкăнлама хăнăхни;
- таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава
уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;
- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;
- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;
- япаласен ушкăнĕнчен пĕр пеккисене, пĕр пеккисенчен уйрăммисене палăртайни;
- япаласем мĕнпе уйрăлса тăнине, мĕнпе пĕр пеккине курни;
- япаласене, вĕсен ушкăнĕсене астуса юлас, аса илес хăнăхусем çивĕчленни.
Вулама-çырма вĕрентнĕ хыççăнхи тапхăр
Шкул ачи веренет:
- текст ячĕ тăрăх текст содержанине тавçăрни;
- текста пайсем çине уйăрма, план тума пĕлни;
- текст мĕн çинчен пулнине калама пултарни;
- текст содержани тăрăх ÿкерейни, сăмахлă ÿкерчĕк тăвайни;
- текста малалла тăсайни;
- хатĕр планпа усă курса текст содержанине калама пĕлни;
- калав пайĕсен çыхăнăвне, модельне тума пулнине пĕлни;
- элеменчĕсене кура сас паллисене ушкăнлайни;
- сас паллисенче панă элемента, панă сас паллин элеменчĕсене ытти сас паллисенче тупса йĕрлеме, пĕр пек элемент пур сас паллисене çырса илме, панă элементсемпе усă курса сас паллисем çырма пĕлни;
- алăпа çырнă тата пичетленĕ сăмахсене, предложенисене, 2-3 предложенирен тăракан текстсене
пăхса çырса илейни, çырнине çыру тетрадĕнчи текстпа танлаштарса тĕрĕслейни;
- сăмаха е предложение, текста вĕрентекенпе пĕрле тишкерейни, ун хыççăн вĕрентекен вуланă
тăрăх çырайни, çырнине пăхса тĕрĕслейни;
- пăтраштарса панă сас паллисенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен
текстсем туса çырайни;
- пăнчăсем вырăнне сăмахра кирлĕ сас паллисем, предложенисенче кирлĕ сăмахсем лартса çырайни;
- ыйтусене хуравласа çырайни;
- тĕрĕс пăхса çырайни;
- пăхмасăр çырма хатĕр пулни.
- çырăвăн ансат правилисене пĕлни: сулахайран сылтăмалла, çÿлтен аялалла;
- элементсен, сас паллисен çÿллĕшне пĕр тан тытса пырса, хушшине пĕр пек хăварса сăмахсене уйрăм çырни;
- пуплеврен предложенисене, предложенирен сăмахсене, сăмахран сыпăксене, сыпăкран сасăсене (сас паллисене) уйăрма, вĕсене каялла пĕлештерме хăнăхни;
- сасăсемпе сас паллисем хушшинчи çыхăнăва асра хăварни, ăнланни.
Шкул ачине веренме май пулать:
- творчествăллă ĕçсепе паллашни;
- танлаштару мĕлĕпе усă курни;
- ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;
- туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра
пуçлани;
-пысăк, пĕчĕк, тан уçлăха курни, логикăллă шайлаштарайни;
- тавралăх енĕсене (сылтăм, сулахай, çÿл, аял) уйăрни;
- ачасен шухăшлавĕ аталанни;
- логикăн танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару мăханизмĕсем çивĕчленни;
- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;
- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;
- ыйтăва ăнланни, кирлĕ хурав парайни;
- задачăна тĕрлĕрен татса пама май пуррине ăнланни;
- текстăн пĕлтерĕшне ăнланма пултарни.
- класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем Харкамлăх результачĕсем:
- тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме хăнăхса пыни;
- кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пулнине, вăл ыттисенчен уйрăлса тăнине ăнланни;
- чĕлхепе кăсăкланма пуçлани, харпăр хăй пуплевне лайăхлатас кăмăл-туйăм амаланни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- пулăмсене тарăнрах ăнланма вĕренсе пыни;
- ăнлавсене уçăмлама, ушкăнлама хăнăхса пыни;
- тишкеру- пĕтĕçтеру, танлаштару хăнăхĕвĕсем çирĕпленсе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
- ачасем алфавитри сас паллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсен, уçă тата хупă сасăсен
уйрăмлăхĕсене, сăмахри , уçă сасă çине пусăм укни-укменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлни;
- 35-40 сăмахлă текста каллиграфии тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр çырма пултарни;
- 25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма вĕренсе пыни;
- сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма, çемçе хупă сасăсене
çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырни;
- çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма пултарни;
- сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе сас паллисен йĕркине тата хисепне палăртма) пĕлни;
- япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама пултарни;
- предложенин тĕп членĕсене – подлежащипе сказуемăя тупма пĕлни;
- ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма вĕренни;
- предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма пĕлни;
- 30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума пултарни.
- Вӗренекенсемвӗренсе ҫитеҫҫӗ:
-сăмахри сасăсене, вӗсен йӗркине палăртма, вӗсем уҫă е хупă сасăсем пулнине калама;
-хытă тата ҫемҫе сасăсене сăмахра та, уйрăмшарăн та тӗрӗс паллама, ҫырура палăртма;
- сăмахсене предложенирен уйăрса илме;
- пӗчӗк тата пысăк саспаллисене, вӗсен ҫыхăнăвӗсене, сăмахсене тӗрӗс, таса та илемлӗ евӗрлесе ҫырма;
-сăмахсемпе предложенисене (класс хăми е кӗнеке ҫинчен) ҫырса илме; ҫырнине тӗрӗслеме;
- уйрăм сăмахсене, 3-4 ансат сăмахлă предложенисене илтнӗ вӗҫҫӗн тӗрӗс ҫырма;
- предложение пысăк саспаллипе пуҫласа ҫырма, унăн вӗҫӗнче пăнчă лартма;
- пӗр-пӗр темăпа ҫыхăннă 2-4 предложени туса калама.
3 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем Харкамлăх результачĕсем:
- ачасен тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес, харкамăн пуплев ĕç-хĕлĕсене аталантарас кăмăлĕ амаланни;
- тантăшĕсен тата харкам пуплевне сăнама, тĕрĕслеме вĕренсе пыни;
-тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, илемĕпе киленме пуçлани.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- тĕрлĕ текста тишкерме, турелетме вĕренсе пыни;
- пуплев культурин енĕсене тимлеме хăнăхса пыни;
- культура тата çырура пуплев тата хутшăну этикечĕн нормисене тытса пыма хăнăхса пыни;
- урокра тата тулашĕнче харпăр хăй ĕçне йĕркелеме вĕренсе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
-сăмахăн тĕп пайĕсем – унăн тымарĕпе аффиксĕсем; пуплев пайĕсем- япала ячĕ, глагол,
паллă ячĕ; предложенин тĕп членĕсем тата кĕçĕн членĕсем пулнине пĕлни;
-вĕреннĕ орфограммасĕнчен тăракан 40-45 сăмахлă текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса
илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарану(пăнчă, ыйту е
кăшкăру) палли лартма пултарни;
-сăмахсен сасă тытăмне сăнама; сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм укни-укменнине пĕлме, хупă сасă хытти-çемçине, янăравлă-янăравсăррине туйма, сăмахри сасăпа саспалли хисепне уяма хăнăхса пыни;
-сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) курма пултарни;
-пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала
ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлани;
-предложенири сăмахсен çыхăнăвне асăрхама, сăмах майлашăвĕсене уйăрни;
-предложени тытăмне ( синтаксисне) ансат тишкерме (вал калуллă, ыйтуллă, кăшкăруллă е
кашкăрусăр пулнине палăртма, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва
ыйту лартса) тупма пĕлни;
-ушкăнпа тунă е хатĕр планпа усă курса 55-65 самахла изложени çырма вĕренсе çитни.
Шкул ачи веренет:
- Сăмахăн тĕп пайĕсем - унăн тымарĕпе аффиксĕсем; пуплев пайĕсем - япала ячĕ, глагол, палла ячĕ; предложенин теп (подлежащи, сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем.
- вẽреннẽ орфограммǎсенчен тǎракан 55-60 сǎмахлǎ текста йǎнǎшсǎр, таса та илемлẽ çырса илме, диктант çырма;
- пẽр йышши членлǎ предложенре чарǎну паллисем лартма;
- сǎмахǎн сасǎпа саспалли тытǎмне тишкерме, тымарẽпе аффиксẽсене тупма;
- предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарăну (пăнчă, ыйту е кăшкăру) палли лартма; сăмахсен сасă тытăмне сăнама: сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине пĕлме,
- хупă сасă хытти-çемçине, янаравла- янаравсăррине туйма, сăмахри сасапа саспалли хисепне уяма; сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) калама; пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, палла ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлама;
- предложенири сăмахсен çыхăнăвне асархама, самах майлашĕвĕсене уйăрма; предложени тытăмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вăл калуллă, ыйтуллă е хистевлĕ, кăшкăруллă е кăшкăрусар пулнине палăртма, унан тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнава ыйту лартса тупма;
- хутшǎну культурин правилисемпе килẽшўллẽн вǎхǎтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сǎмах хушма, япала ыйтса илме.
Шкул ачине веренме май пулать.:
- предложенин ансат синтаксис тытǎмне чухлама: вǎл тẽллевпе интонаци тẽлẽшẽнчен мẽнлине калама, унǎн тẽп членẽсемпе кẽçẽн членẽсене тупма, ыйтусем тǎрǎх вẽсен çыхǎнǎвне тата пẽр йышши членсене асǎрхама;
- харпǎр хǎй тẽллẽн тунǎ планпа усǎ курса 55-60 сǎмахлǎ текст тǎрǎх изложени çырма, пурнǎçра пулни-иртни, экскурсире курни, сǎнани çинчен çыхǎнуллǎ пẽчẽк калав йẽркелеме (сочинени) çырма.
- класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем Харкамлăх результачĕсем:
- таса, тĕрĕс, вырăнлă пуплев çыннăн сапăрлăх тата пĕтĕмĕшле аталанăвĕн палăрăмĕ пулнине ăнланни;
- чĕлхепе тирпейлĕ, тĕрĕс усă курма вĕренес кăмăлĕсем çирĕпленни;
- хутшăну культурин правилисемпе килĕшуллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма пĕлни;
- чĕлхе харкам ăславлă пултарулăхне, шухăш вĕçевне палăртмалли, аталантармалли хатĕр пулнине ăнланни;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- чĕлхе тĕп хутшăну хатĕрĕ, наци культурин единици, вĕрену тата аталану хатĕрĕ пулнине ăса хуни;
- чĕлхен тĕрлĕ çăл куçсенче кирлĕ тивĕçлĕ информации тупма, ăнăçлă усă курма хăнăхса пыни;
- чĕлхе хатĕрĕсемпе хутшăну тата вĕрену задачисемпе шайлашуллă тивĕçлĕ усă курма вĕренесе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
- вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен çирĕп пĕлни;
- -вĕреннĕ орфограммасĕнчен тăракан 55-60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса теа илемлĕ çырса илме, диктант çырма пултарни;
- пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма вĕренни;
- сăмахăн сасăпа сас палли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма хăнăхни;
- япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне сăпачĕпе вăхăтне палăртма пултарни;
- предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тăллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхамахăнăхса пыни;
- харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме ( сочинени çырма) вĕренсе пыни.
IV класс пĕтернĕ тĕле вĕренекенсем çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла:
вĕреннĕ орфограммасенчен таракан 55-60 самахла текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма;
пĕр ăышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;
сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;
япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;
предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тĕллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;
харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни- иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнулла пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени çырма);
хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма.
3.Предметӑн шалашӗ (содержанийӗ)
Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ. Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.
Ӳкерчĕксемпе ĕçлесси. Ӳкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси. Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыёёăн вĕрентъёĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени ёырасси. Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.
Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.
Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.
Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси
Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем. Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш сас палли тăрăх).
Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.
Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.
Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.
Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле _пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Ёывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.
Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; çÿрен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша çинчен); ă) çынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕёчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).
Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине ёирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).
Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.
Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.
Орфографи. 1) Хытă уёă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси.
2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси.
3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртасси.
4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куёарасси.
5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси.
6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси.
4.Тематика плане
1 класс
№ | Тема | Сехетсен шуче |
1 | Умӗнхи тапхӑрти уроксем | 10 |
2 | Сас палли тапхӑрӗнчи уроксем | 37 |
3 | Букварь хыççӑнхи вулав урокӗсем | 19 |
пурӗ | 66 | |
2-мӗш класс
№ | Тема | Сехет шуче |
1 | Сасӑ тата сас палли | 18 |
2 | Сӑмах. Япала ячӗ | 13 |
3 | Глагол | 12 |
4 | Паллӑ ячӗ | 11 |
5 | Предложени | 7 |
6 | 2 мӗш класра вӗреннине пӗтӗмлетни | 7 |
пӗтӗмпе | 68 |
3-мĕш класс
№ | Тема | Сехет |
1 | 1-2-мĕш класра вĕреннине аса илесси. | 5 |
2 | Сасă, сас палли. | 12 |
3 | Предложени. | 20 |
4 | Сăмах | 8 |
5 | Пуплев пайесем. Япала ячӗ. | 5 |
6 | Глагол. | 9 |
7 | Паллă ячĕ. | 5 |
8 | 3-мĕш класра вĕреннине аса илсе çирĕплетесси | 4 |
петемпе | 68 |
4 -мĕш класс
№ | Тема | Сехет шучӗ |
1 | Аса илесси | 7 |
2 | Сӑмах тытӑмӗ тата пулӑвӗ | 10 |
3 | Текст | 7 |
4 | Пӗр йышши членсем | 6 |
5 | Япала ячӗ | 8 |
6 | Паллă ячĕ | 6 |
7 | Хисеп ячĕ | 3 |
8 | Местоимени | 3 |
9 | Глагол | 17 |
1 класс
Хутла вĕренес ĕç виҫĕ тапхăртан тăрать: вулама-ҫырма вĕрентес умĕнхи, вулама-ҫырма вĕрентмелли, вулама-ҫырма вĕрентнĕ хыҫҫăнхи.
Вулама-ҫырма вĕрентес умĕнхи тапхăрăн шалашĕ (10 сех.)
Ҫырма вĕренме хатĕрлесси. Ҫырнă чухне тĕрĕс ларасси, ҫыру хатĕрĕсемпе усă курасси. Ҫыру тетрачĕн страницисенче ĕҫ йĕркине, унăн варрине (ҫуррине), хушма йӗре курасси, ҫырнă чухнехи ал хусканăвĕсене (ҫÿлтен аялалла, аялтан ҫÿлелле, сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла) класпа, ретĕн-ретĕн, икшерĕн, пĕччен тăвасси. ĕлкесене палласа илесси, пĕр-пĕринчен уйăрасси. Чăваш алфавитĕнчи сас паллисен 9 пайĕпе (тÿрĕ йĕр, ҫекĕл, авăнчăк чалăш йĕр, ҫурма ункă, ункă, икĕ вĕҫлĕ ҫекĕл, хупă ҫекĕл, йăлăллă тÿрĕ йĕр, йăлăллă ҫекĕл) паллашасси, вĕсене мĕнле ҫырмаллин йĕркине пĕлесси, ҫырасси, пӗрне-пӗрин ĕҫĕсене тĕрĕслесси, хакласси, йăнăш тупсан, мӗнле тÿрлетмеллине ăнлантарасси. Сас паллисен элеменчĕсене танлаштарасси, пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене асăрхасси, вĕсене ытти йĕрсем хушшинче шыраса тупасси.
Япаласем хушшинче ытлашшине тупасси, мĕншĕн ытлашши пулнине ăнлантарасси. Пĕр-пĕр япала хатĕрлеме мĕн-мĕн кирлине суйласа илесси, ҫитменнине хушасси. Тума пуҫланă ĕҫе вĕҫлесси.
Вулама-ҫырма вĕрентмелли тапхăрăн шалашĕ (37 сех.)
Ҫырма вĕрентесси. Чăваш афавитĕнчи сас паллисене, вĕсене ытти сас паллисемпе ҫыхăнтарса ҫырасси. Сас палли ҫырас йĕркине ăнлантараса курăмлă кăтартасси, тишкересси (миҫе тата мĕнле пайсенчен, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле ҫыхăннă). Сас паллисене ҫыхăнтармалли йĕрке, ҫав йĕркене астуса юласси. Ҫĕнĕ сас паллине малтан вĕреннĕ сас паллисемпе ҫыхăнтармалли мелсене кăтартасси, вăл ытти сас паллисем умĕнче те, хыҫĕнче те тăма пултарнине шута илесси. Ҫĕнĕ сас паллине вĕреннĕ сас паллисемпе сыпăкра, сăмахра, предложенире сыпăнтарса ҫырасси. Ҫыхăнуллă пуплеве вĕренесси, тăван чĕлхен тытăмĕпе (текст, предложени, сăмах майлашăвĕ, сăмах, сыпăк, сасă) паллашасси, сăмахсене тĕрĕс калама, пусăма тĕрĕс палăртма вĕренесси. Текстсене, предложенисене, сăмахсене, сыпăксене, сасăсенеҫыру тетрадĕнче схемăсемпе тата модельсемпе кăтартасси. Виҫĕ шайлă схемăсемпе (ҫÿлти пайĕнче – ÿкерчĕкри япалана пĕлтерекен сăмахăн сасă тытăмĕ, вăтам шайĕнче – пичет, аялта ҫыру сас паллийĕсемпе ҫырнă сăмахсем) ĕҫлесси. Вĕреннĕ сас паллисене аса илессипе, кашни сас паллин ĕлкине астуса юлассипе, вĕреннĕ сас паллисене ушкăнлассипе, ачасене шухăшлав мелĕсемпе (тишкерме, танлаштарма, пĕтĕмлетме тата ытти те) паллаштарассипе, вĕсемпе усă курма вĕренессипе ҫыхăннă логика ĕҫĕсене пурнăҫласси. Сас паллин пайĕсене палăртса, пĕр пек пайĕсене кăтартса, пĕр пек мар пайĕсене тупса, пĕр пек пайĕсене калăпăш, шучĕ, ăҫта тата мĕнле вырнаҫни енчен сăнаса икĕ сас паллине танлаштарасси. Ҫак йĕркепех сас паллисене ушкăнланă чухне усă курасси. Пĕр-пĕр сас паллин пайĕсене ытти сас паллисенче тупасси. Сасăсене илтес, уйăрас пултарулăха, вĕреннĕ сас паллисене ҫырас, вĕсене сыпăксенче, сăмахсенче тата предложенисенче ҫыхăнтарас ансат хăнăхусене аталантармалли хăнăхтарусем, ҫырса илмелли ĕҫсем пурнăҫласси. Сас паллине ҫырас йĕркин алгоритмне тăвасси, унпа усă курасси.
Вулама-ҫырма вĕрентнĕ хыҫҫăнхи тапхăрăн шалашĕ (19 сех)
Тĕрĕ ҫырма вĕренмелли ĕҫсем. Сăмахсене пĕтĕмĕшле курма вĕренесси, вĕсене мĕнле ҫырнине асра тытма хăнăхасси. Вĕреннĕ пур сас паллисене тепĕр хут аса илесси, элеменчĕсене кура вĕсене ушкăнласа ҫырасси. Сас паллисенче панă элемента тупса йĕрлесси. Пĕр пек элемент пур сас паллисене ҫырса илесси. Панă сас паллин элеменчĕсене ытти сас паллисенче тупса йĕрлесси. Панă элементсемпе усă курса сас паллисем ҫырасси. Алăпа ҫырнă тата пичетленĕ сăмахсене, предложенисене, 2-3 предложенирен тăракан текста пăхса ҫырса илесси, ҫырнине ҫыру тетрадĕнчи текстпа танлаштарса тĕрĕслесси. Сăмаха е предложение, текста вĕрентекенпе пĕрле тишкересси, унтан вĕрентекен вуланă тăрăх ҫырасси, ҫырнине пăхса тĕрĕслесси. Пăтраштарса панă сас паллисенчен сăмахсем, сăмахсенчен предложенисем, предложенисенчен текстсем туса ҫырасси. Пăнчăсем вырăнне сăмахра кирлĕ сас паллисем, предложенисенче кирлĕ сăмахсем лартса ҫырасси. Ыйтусене хуравласа ҫырасси. Пăхмасăр ҫырма хатĕрленесси.
2 класс
Сасă тата сас палли (18 сех)
Предложени, сăмах, сасă, сас палли . Алфавит. Сас паллисен ячӗсем тата йӗрки. Уҫӑ тата хупӑ сасӑсем. Хытӑ тата ҫемҫе сасӑсем.Пӗр-пӗр сас паллипе пуҫланакан сӑмахсене словарьте шыраса тупма вӗрентесси. Сӑмахсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарма хӑнӑхтарасси(пуҫламӑш сас палли тӑрӑх). Сăмах сыпăкĕ. Сăмахсене пĕр йĕркерен тепĕр йеркене куçарасси Текст.
Сăмах. Япала ячĕ. (13 сех) Япалана пӗлтерекен сӑмахсем.. Вӗсене кам? тата мӗн? ыйтусем тӑрӑх тупасси.
Глагол.(12 сех) Япала ӗҫне нӗлтерекен сӑмахсем. Вӗсене мӗн тпӑватъ? мӗн тӑвӗ? мӗн турӗ? ыйтусем тӑрӑх тупасси.
Паллă ячĕ. (11 сех) Япалан тата унӑн ӗҫӗн паллине пӗлтерекен сӑмахсем, вӗсене мӗнле? ыйту тӑрӑх тупасси.
Предложени.(7 сех)Сӑмахсене вӗсен пӗлтерӗшӗсене кура ушкӑнласси. Хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем: хура — шурӑ, пысӑк — пӗчӗк, сарлака — ансӑр, пылак— йӳҫё. Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем: васка – хыпалан. Лексикӑпа тематика ушкӑнӗсем: а) тӗс ячӗсем (хӗрлӗ, сарӑ, шурӑ, хура, хӑмӑр, кӑвак т.ыт.те; ҫӳрен, турӑ, хӑла, ула, сарӑ-хӑла, - лаша ҫинчен) ҫынна хаклакан сӑмахсем (чипер, шемлӗ, тир-пешӗ, тӑрӑшуллӑ, ӗҫчен, кахал, наян, лшнтӑр, начар т.ыт.те.
Предложени. Пуплеври предложенисене уйӑрасси (маларах вӗреннине ҫирӗплетесси). Предложенин тӗп (подлежащипе сказуемӑй) тата кӗҫӗн членӗсем (ячӗсене асӑнмасӑр).
Тӗрлӗ калӑплӑ (тытӑмлӑ) предложенисем йеркелеме хӑнӑхтарасси. Вӗсене(кам?мӗн?камӑн?мӗнӗн? кама?мӗне? камра?мӗн-ре? камран? мӗнрен? кампа? мӗнпе? камсӑр? мӗнсӗр? камшӑн? мӗншӗн?) ыйтури сӑмахсемпе анлӑлатасси. Пунктуаци. Предложени вӗҫне пӑнчӑ, ыйту тата кӑшкӑру паллисем лартасси. Орфографи. 1) Хытӑ уҫӑ сасӑллӑ сыпӑк е сӑмах вӗҫӗнчи [л'], [н'], [т'] сасӑсене л, н, т сас паллисем хыҫҫӑн ҫемҫелӗх палли (ь) ҫырса палӑртасси.
2) Уйӑракан ҫемҫелёх палли (ь) ҫырасси: мӑръе, кӗсъе, тухья, Маръе.
3) Вӑрӑм хупӑ сасса икӗ пӗр пек сас паллипе палӑртасси:
-ӑру-тӑванлӑх сӑмахӗсенче: атте, анне, асатте, шӑллӑм, стпа, кукка, мӑн акка;
-ҫулталӑк вӑхӑчӗсен ячӗсенче: ҫулла, хӗлле, кӗркунне, ҫуркунне;
-хальхи вӑхӑтри нумайлӑ хисепри 3-мӗш сӑпатри глаголсен формисенче: вулаҫҫӗ, вуламаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫлемеҫҫӗ, выляҫҫӗ, вылямаҫҫӗ.
4) Сӑмаха пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене куҫарасси: ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пӗ-лӗт-сем.
5) Ҫын ячӗпе хушаматне тата ашшӗ ятне, выльӑхсемпе чӗр чунсен уйрӑм ячӗсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячӗсене пысӑк сас паллирен пуҫласа ҫырасси: Иванова Мария Василъевна, Михатов Иван Викторович, Мӑрмӑр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураҫка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Ҫавал, Кӗҫӗн Ҫавал, Атӑл, Сӗве.
6) Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑс чӗлхинчи пекех ҫырасси: Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня; машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета; парта, учителъ, директор; ко.пхоз, ферма, сад, дыня, помидор; кухня, стакан, щётка. Ансат пӗлтерӳ хайласси. Юлташ патне ҫыру ҫырасси.
2 –мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетесси (7 сех) Япала ячĕ. глагол тата паллă ячĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси. Предложени çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси.
3 класс
2-мĕш класра вĕреннине аса илни (5 сехет)
Текст. Предложени. Самах. Саса. Сас палли.
Сасă тата сас палли (12 сехет)
Вăрăм хупă сасăсене икě сас паллипе палăртасси. Ч саса уменчи л,н хупа сасасен семселехне ятарласа палартманни. С, ч сас паллисем хыççăн ы е и çырасси. Вырăс чěлхинчен çыру урлă йышăннă сăмахсенче б,г,д,ж,з,э,ф сас паллисем çырасси. Телефонпа калаçасси. Э,е,ѐ,ю,я сас паллисемпе усă курма пěлесси.
Предложени (20 сехет)
Текст тата предложени. Калуллă предложенисем. Ыйтуллă предложенисем. Хистевлě предложенисем. Предложенин тěп членěсем . Предложенин кěçěн членěсем. Сăмах майлашăвě. .Предложенири сăмахсен çыхăнăвě. Ансăр тата анлă предложенисем.
Сăмах (8 сехет)
Сăмах тытăмě. Тымар тата аффиксем. Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффиксем. Хăнана чěнесси. Çěнě сăмахсем-çă(çě),-лăх(лěх) аффиксем хушăнса пулни. Çěнě сăмахсем-у(ÿ),-лă(лě) аффиксем хушăнса пулни. Пěр тымартан пулнă сăмахсем. Аффикслă сăмахсене тěрěс çырасси.
Япала ячĕ (5 сехет)
Япала ячěн пěлтерěшě тата ыйтăвěсем. Япала ячěсем хисеп тăрăх улшăнни. Ш,с,ç сасăсемпе пěтекен япала ячěсене нумайлă хисепре тěрěс çырасси.
Ĕçе пĕлтерекен сăмахсем (9 сехет)
Ěç-хěл пěлтерěшě,ыйтăвěсем. Хирěçле пěлтерěшлě ěç-хěлсем (антонимсем). Çывăх пěлтерěшлě ěç-хěлсем(синонимсем). Ěç-хěл улшăнăвě. Иртнě вăхăт. Пулас вăхăт.
Япала паллине пĕлтерекен сăмахсем (5 сехет)
Паллă ячěн пěлтерěшě, ыйтăвěсем. Паллě ячě улшăнманни. Паллă ячě япала ячěпе тата ěç-хěлпе çыхăнни. Çывах пěлтерěшлě паллă ячěсем(синонимсем). Хирěçле пěлтерěшлě палă ячěсем(антонимсем).
3-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетесси (4 сехет)
4 класс
Аса илни (7 сех)
Предложени синчен аса илесси. Калулла, ыйтулла, кашкарулла, хистевле предложенисем. Текст. Самах. Предложенин теп членесемпе кесен членесене аса илесси. Самах майлашавепе текст синчен аса илесси. Сасасем тата сас паллисем синчен аса илесси. Сыпак тата пусам синчен аса илесси.
Самах тытаме тата пулаве (10 с.)
Пер тымарла самахсем. Самах аффикс хушаннипе пулни. Машар самахсем. Самахсене ике хут калани. Сасса пелтерекен ике-висе хут калакан самахсем. Тесе палартакан ике хут калакан самахсем. «Самах тытаме тата пулаве» темапа диктант сырасси. Сыру.Пелтеру.
Текст (7 сех)
Текстри предложенисен килешеве. Текстан теми, теп шухаше, тытаме.
Пер йышши членсем – 6 с.
Пер йышши членсем. Пер йышши членсене сыхантаракан союзсем.
Япала ячӗ(8сех)
Самахсене пелтереш тарах ушканлани. Япала ячесен весленеве. Падежсем. Хупа сасапа петекен япала ячесен весленеве. Уса сасапа петекен япала ячесен весленеве. Япала ячесене нумайла хисепре весленни.
Паллӑ ячӗ(6 сех)
Палла ячесен пелтереше, пулаве. Палла ячесен теп тата танлаштарулла степенесем. Палла ячесен вайла степене.
Хисеп ячӗ(3 сех)
Хисеп ячесен пелтереше.
Местоимени ( 3 сех)
Местоимени пелтереше. Сапат местоимениесем.
Глагол(17 сех)
Глаголан пурла тата сукла формисем. Глагол вахат тарах улшанни. Хальхи вахатри глаголсен сапатланаве. Хальхи вахатри глаголсене сырасси. Иртне вахатри глаголсен сапатланаве. Пулас вахатри глаголсен сапатланаве.
Чĕлхене ансат тишкересси
Япала ячĕ. ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.
Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш падежрине палăртасси.
Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.
Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем -ак/-ск, -ак/-ск, -кан/-кĕн, -чан/-чĕн, -ла/-лĕ аффикссем хушăнса пулни.
Предложени. Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.
Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу. Икĕ хут калакан самахсене çырасси: ял-ял, хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.
Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси: эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран. Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси: çыру - çырăвăн, çырăва; сăвă - сăввăн, сăвва; пĕрчĕ - пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь - мăкăньте е мăкăньре; район - районта е районра.
Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси:
хальхи вахатăн сапат формисене (çыратăп - çырмастăп, çыратăн - çырмастăн (çырап - çырмап, çыран мар, ташлатпăр - ташламастпăр, ĕçлетпĕр - ĕçлсместпĕр, вулатпăр - вуламастпăр, вĕренетпĕр - вĕренместпĕр, ташлатăр - ташламастăр, ĕçлетĕр - ĕçлеместĕр, вĕренетĕр - вĕренместĕр, килетĕр - килместĕр, çырать - çырмасть (çырат - çырмас мар);
пулас вăхăт формисене (ту - тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи - çийĕн, çийĕп, çийĕ);
[р] сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр ([р] сасă тухса ÿкет).
çемçе [л'], [н'], [т'] сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукальлĕ, супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.
Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче (хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.
Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.
Таса та илемлĕ çырасси. Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хай суйласа илет.)
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Рабочая программа учебного предмета « Родной язык».2-4 классы. УМК « Школа России»
Рабочая программаучебного предмета « Родной язык».2-4 классы.УМК « Школа России»...
Рабочая программа учебного предмета «Родной язык (русский)» 1-4 класс
При изучении учебного предмета «Родной язык (русский)» обучающиеся получают начальные представления о нормах русского родного литературного языка (орфоэпических, лексических, граммат...
Рабочая программа учебного предмета "Родной язык (русский) " 1-4 класс
Рабочая программа учебного предмета "Родной язык (русский) " 1-4 класс...
Рабочая программа по предмету «Родной язык(русский)» для обучающихся 2 класса на 2020-2021 учебный год составлена в соответствии следующей нормативно-правовой базы:
Рабочая программа по предмету «Родной язык(русский)» для обучающихся 2 класса на 2020-2021 учебный год составлена в соответствии следующей нормативно-правовой базы:Федеральный Закон ...
Рабочая программа по предмету Родной язык (русский) 1 класс ФГОС
Рабочая программа по предмету «Родной язык (русский)» для обучающихся 1б класса разработана в соответствии с Федеральным законом от 29.12.2012 № 273-ФЗ ...
Рабочая программа по предмету родной язык 1-4 классы (на русском языке)
Рабочая программа по родному языку 1-4 классы на русском языке...
АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММА по предмету родной язык 1 класс ТНР вариант 5.1 , 5.2.
Программа адаптирована для обучающихся с ТНР с учетом особенностей психофизического развития, индивидуальных возможностей и при необходимости обеспечивающая коррекцию нарушений развития и социальную а...