Рабочая программа по чувашскому языку и литературе 4 класс по ФГОС
рабочая программа по чтению (4 класс) по теме
Чувашский язык и литература в школе ведётся как один предмет. Рабочая программа составлена на уровень обучения, а тематическое планирование на класс, с учетом требований положения о рабочей программе школы и требований ФГОС.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
rabochaya_programma_po_chuvashskomu_yazyku_2015-16.docx | 66.78 КБ |
Предварительный просмотр:
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение
«Чувенорускинская основная общеобразовательная школа»
Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан
«Рассмотрена» | «Согласована» | «Утверждаю» |
на заседании ШМО Руководитель ШМО _______/Р.А.Чеканкина/ Проткол № ______ от «__ » _________ 2015 г. | Заместитель директора по УВР МБОУ «Чувенорускинская ООШ» ___________/С.Н. Еремеева/ «__ » _______________ 2015г. | Директор МБОУ «Чувенорускинская ООШ» ___________/В.Н. Рябова/ Приказ №_______ от «__»__________2015 г. |
Рабочая программа по предмету
«Родной язык и литература»
4 класс
Составитель программы:
Чеканкина Роза Анатольевна,
учитель начальных классов
Рассмотрена и принята на
заседании педагогического совета
протокол № __
от «___» августа 2015 г.
1.Умĕн ăнлантарни
Рабочая программа по родному языку и литературе составлена на основе:
- Федерального государственного образовательного стандарта начального общего образования (приказ Министерства образования и науки Российской Федерации от 06 октября 2009 г. № 373, зарегистрирован в Минюсте России 22 декабря 2009 г., регистрационный номер 17785);
- Приказа Минобрнауки России № 19707 от 04 февраля 2011 г. «О внесении изменений в ФГОС начального общего образования»;
- Приказа Министерства образования и науки Республики Татарстан от 19.08.2015г. № 1054/15 «Об утверждении методических рекомендаций по проектированию содержания организационного раздела основной образовательной программы начального общего образования для общеобразовательных организаций Республики Татарстан».
- Основной образовательной программы начального общего образования МБОУ «Чувенорускинская средняя школа» Аксубаевского муниципального района РТ (утвержден приказом МБОУ «Чувенорускинская СШ» Аксубаевского муниципального района РТ от 01.09. 2011г., № 95);
-Учебного плана Муниципального бюджетного общеобразовательного учреждения «Чувенорускинская основная общеобразовательная школа» Аксубаевского муниципального района РТ на 2015-2016 учебный год (приказ МБОУ «Чувенорускинская основная общеобразовательная школа» Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан № 105 от 29. 08.2015г.).
Чаваш челхипе тата литературипе хатерлене программа сак документсем синче никесленне:
- Чаваш Республикин веренту министерстви 2013-меш султа чаваш шкулен 1-4 классем валли хатерлене «Таван челхепе литература вулавен теслех программине» тепе хурса.
Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ӱстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Вĕрентӱ ăс-тăн пару никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ – тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе – ӱсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.
Çак асамлă çăраççипе ача вĕренӱре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренӱ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентӱçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тăван чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.
Тăван чĕлхе вĕрентесси виçĕ пайран тăрать:
1) вулама-çырма вĕрентесси;
2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;
3) пуплеве пур енлĕ аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси.
Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Çапла вара, тăван сăмахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тӱррĕнех çыхăнмалла. Çав ăслайсемпе хăнăхусем шутĕнче – ăнланса вуласси тата тăнласси, çыхăнуллă калаçасси, çырасси. Çавăнпа пĕрлех ачасене чĕлхе ăслăлăхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллаштарнă май вĕсен харпăр хăйĕн тата юлташĕсен пуплевне сăнас, чĕлхе илемне туйса ăна тарăнрах пĕлес туртăмне амалантармалла. Пĕтĕм халăх усă куракан литература чĕлхин сасă тытăмĕпе, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕпе паллаштарнă хушăрах вĕсене вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене курма та вĕрентмелле.
Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:
- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене та ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;
- ачасен таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;
- вĕрентӱ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май паиалла; вĕренӱ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;
- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлӱпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.
Программӑри вĕренӳ материалĕпе вĕрентӳ меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлӳсемпе ӑслайсем, кирлĕ хӑнӑхусем паччӑр тесен дидактикӑн тĕп принципĕсене асра тытса вĕренӳ ӑнланулӑхĕпе кӑсӑклӑхне, çыхӑнулӑхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнӑçласа пымалла.
2.Предмета хак пани
Пуҫламăш классенче ачан пуплевĕпе ăс-тăнĕ кашни урокрах аталанса пырать. Ҫак ĕҫре тăван чĕлхе урокĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаҫҫĕ. Ачан пуплевĕпе ăс-хакăлне аталантарнипе пĕрлех тăван чĕлхе урокĕсем ăна пуҫласа хутла вĕрентеҫҫĕ. Вулама-ҫырма пĕлни вара – вĕренӳ никĕсĕ.
Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:
- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;
- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;
- вĕсен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлавĕпе ăсне, асăмлас хевтине аталантармалла;
- вĕрену ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май памалла; вĕренъ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;
- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлъпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла
Программăри вĕрену материалĕпе вĕренту меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлусемпе ăслайсем, кирлĕ хăнăхусем паччăр тесен дидактикăн тĕп принципĕсене асра тытса вĕренъ ăнланулăхĕпе кăсăклăхне, çыхăнулăхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнăçласа пымалла.
3.Вĕрентÿ предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ
Çирĕплетнĕ вĕрентÿ планĕ пуçламăш шкулта чăваш чĕлхипе литература вулавне вĕрентме пуре 437 сехет уйарна. Весенчен 1 класс 66 сехет (эрнере 2 сехет,33 эрне), 2 класс 136 сехет. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 2 сехет эрнере (эрнере 4 сехет, 34 эрне), 3 класра эрнере 3 сехет уйăрнă. Пурӗ çулталăкра 3 класра 102 сехет палăртнă. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 1 сехет эрнере. 4 класс -136 сехет. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 2 сехет эрнере (эрнере 4 сехет, 34 эрне).
4.Тăван чӗлхе вӗренту предмет тытăмӗн пахалăх ориентирӗсем.
Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса устерес ӗçре пуçламăш шкул пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк.
Вӗренту ăс-тăн пару никӗсӗ, унăн тӗп инструменчӗ – тăван чӗлхе. Тин çеç кӗнеке тытнă ачана ăнăçлă вӗрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйӗн тăван чӗлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чӗлхе – усекен этеме çут тӗнчене кӗмелли алăкăн ылтăн çăраççийӗпе пӗрех.
Çак асамлă çăраççипе ача вӗренъре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевӗпе шухăшлавне пур енлӗн аталантармалла. Кӗске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вӗрену кӗнекине вăл хăй вулайтăр, вӗрентуçӗ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвӗпе çыру мехелӗ çителӗклӗ пулччăр. Çакна тума шăпах ӗнтӗ тăван чӗлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вӗрентни пулăшать.
5.Кĕтекен результатсем
«Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕ» (ВУД) вулав
Ку термина пĕтĕмшле илсен вĕренÿ ăслай тесе ăнланмалла, урăхла каласан, ВУД вăл - субьект унăн социаллă опыта ăнланса тата хастаррăн ăса хывнă май хăй т\лл\нех аталанма пултарни. Вĕренекен харпăр хăй тĕллĕнех çĕнĕ пĕлÿсене ăнăçлă ăса хывма, ăслайсемпе компетентноçсене калăплама (çав вăхăтра вĕренÿ ăслайне те) пултарнин никĕсĕнче – универсаллă вĕренÿ действийĕсем. Çапла вара вĕренÿ ăслайне ăса хывасси вĕренекенĕн вĕренÿ ĕç-хĕлĕн мĕн-пур компоненчĕсене туллин ăса хывмаллине пĕлтерет. Ку компонентсем шутне çаксем кĕреççĕ: пĕлÿсем туянас (познавательные) тата вĕренÿ мотивĕсем, вĕренÿ тĕллевĕ, вĕренÿ задачи, вĕренÿ ĕçĕсемпе (учебные действия) операцийĕсем, ориентировка, материала урăхлатни (преобразование материала), тĕрĕслев тата хаклав. Вĕренес ăслай – ачасем предметлă пĕлÿсене ăса хывассин, ăслайсемпе компетенцисене калăплассин тухăçлăхне ÿстермелли тĕп факторсенчен пĕри.
Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕсен тĕп функцийĕсем: вĕренекенĕн харпăр хăй тĕллĕнех пĕлÿсем туянас, вĕренÿ тĕллевĕсене лартас, тивĕçлĕ хатĕрсем шыраса тупса вĕсемпе усă курас, ĕç-хĕл юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслес тата пахалас майсене тупма пулăшасси;
харкамлăха килĕшÿллĕн аталантармалли условисем туса парасси; пĕлÿсене ăнăçлăн ăса хывассин, ăслайсене, хăнăхусене тата компентноçсене калăпласа çивĕчлетессин тухăçлăхне ÿстересси;
Вĕренÿ ĕçĕсен универсаллăхĕ çакăнта курăнать. Вĕсем предмет шайĕнчен тухса метапредмет шайне хăпараççĕ; харкамлăхăн пĕтĕмĕшле культура, харкам, пĕлÿсем туянас тата тĕллĕнех аталанассине пĕрлĕхлĕн тарăнлатма май параççĕ; пĕлÿсем туянас юхăмăн пур шайĕсене те пĕр тĕвве çыхăнтарма май параççĕ; ача-пăчан вăл е ку ĕç-хĕлне йĕркелессин тата асăрхассин никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕн ушкăнĕсем
Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн ВУД 4 ушкăнне уйăрма пулать: харкамлă (личностный), регулятивлă (саморегулятивлă та), пĕлÿсем туянас (познавательный) тата хутшăнуллă (коммуникативлă).
Харкамлă ВУДсем
Вĕренÿ ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарса, харкамлă ĕçсен виçĕ тĕсне уйăратпăр:
1. Професси тĕлĕшĕнчен харкам вырăнне шырани.
2. Пĕлтерĕшлĕх (вĕренÿ тĕллевĕпе сунăмĕ, е, урăхла каласан, вĕренÿ результачĕпе унăн кирлĕлĕхĕ хушшинчи çыхăнăва палăртни). Вĕренекенĕн хăйне çак ыйтăва памалла та ăна хуравлама пултармалла: «Мĕн тума тата мĕн тĕллевпе вĕренетĕп эпĕ?»
3. Кăмăл-сипетлĕх ориентацийĕ. Вĕренсе ăса хывакан содержание харкамлăх тата социаллă опыта кура мораль тĕлĕшĕнчен хаклани.
Регулятивлă ВУДсем
1. Мĕн пĕлнине тата мĕн пĕлменнине шута илсе вĕренÿ задачине палăртмалли тĕллеве лартни.
2. Ĕçсен йĕркин планне туни; вĕçĕнчи результата кура пайăр ĕçсен тĕллевĕсене палăртни.
3. Прогноз туни. Урăхла каласан, результата тата туянакан пĕлÿсен шайне малтанах курса тăни.
4. Ĕç майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тĕрĕслени.
5. Коррекци - результата вĕренекен хăй, юлташĕсем тата учитель хаклавне кура плана тата ĕç майĕпе йĕркине улшăнусем кĕртни.
6. Хаклав – мĕне вĕреннине тата мĕне вĕренмеллине, вĕреннин шайĕпе пахалăхне вĕренекен хăй палăртни; ĕç результатне хаклани.
7. Саморегуляци – йывăрлăхсене çĕнтермелли майсене тупса палăртас пултарулăх.
Пĕлÿсем туянас ВУДсем
Кунта пĕтĕмĕшле вĕренÿ(1), паллăпа символ ĕçĕсене (2) логика вĕренÿ ĕçĕсене(3) тата ыйтăва лартса ăна татса панине(4) кĕртетпĕр. Вĕсене хăйсене çапларах вакласа яма пулать.
1. Пĕтĕмĕшле вĕренÿ универсаллă ĕçсем:
- пĕлÿсене туянас тĕллеве харпăр хăй тĕллĕнех уйăрса палăртни;
- пуçламăш шкулшăн шăл çемми ИКТ тата информацин ытти çăлкуçĕсемпе усă курса тивĕçлĕ информацие тупса уйăрни;
- пĕлÿсен тытăмне палăртни;
- сасăллă тата çыруллă пуплев ăслани;
- конкретлă условисенче задачăна шутламалли уйрăмах тухăçлă мелсемпе майсене суйласа илни;
- ĕç майĕсемпе условийĕсен рефлексийĕ, ĕç юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслени тата хаклани;
- вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илме ăнланса вулани; тĕрлĕ жанрлă текстсене итлесе тивĕçлĕ информаци илни; тĕп тата иккĕмĕшле информацие палăртни; илемлĕ, ăслăх, публицистика тата официаллă ĕç стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнех ăнланса йышăнни; массăллă информаци хатĕрĕсен чĕлхине ăнланса хак пани;
- проблемăна лартса калăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тĕллĕнех ĕç алгоритмне туни.
2. Паллăпа символ ĕçĕсем:
- калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен калăпа (уçлăхпа графика е паллăпа символ) куçарни;
- пĕтĕмĕшле законсене палăртас тĕллевпе калăпа юсаса урăхлатни.
3. Логика вĕренÿ ĕçĕсем:
- анализ - обьекта тĕп тата иккĕмĕшле паллисене кăтартас тĕллевпе сÿтсе пăрахни;
- синтез – пайсене пĕр çĕре пуçтарни, çав шутра сиксе юлнă пайсене хушни те;
- обьектсене танлаштармалли, ушкăнламалли критерисемпе никĕссене суйласа илни;
- ăнлав патне илсе çитерни, сăлтавпа тĕллев çыхăнăвĕсене кăтартни;
-рассужденисен логикăллă сăнчăрне йĕркелени, çирĕплетсе каланин тĕрĕслĕхне сÿтсе явни;
- доказательство;
- гипотезăсем кăларса тăратса вĕсене сăлтавлани.
4. Ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани:
- ыйтăва лартни;
- творчествăллă тата шыравлă ыйтусене татса памалли майсене харкам тĕллĕн туни.
Хутшăнуллă ВУДсем
1.Учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вĕренессине планлани – кашни хутшăнаканăн тĕллевĕпе функцийĕсене, хутшăну майĕсене палăртни.
2.Ыйтусем лартни – информацие шырас тата пуçтарас ĕĕе хастар хутшăнса хăюллăнах ыйтусем лартни.
3.Конфликтсене татса пани – проблемăна асăрхани, конфликта тепĕр майлă татса памалли майсене шырани тата пахалани, юрăхлă майпа усă курни.
4.Партнер хăтланчăкне (поведение) ертсе пыни – тĕрĕслени, тÿрлетни, унăн ĕçĕсене хаклани.
5.Харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийĕсене кура туллин те тĕрĕс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чĕлхен грамматика нормисемпе тĕрĕс усă курни.
6.Программа тытаме
Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ.
Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.
Ӳкерчĕксемпе ĕçлесси. Ӳкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.
Изложении çинчен ăнлантарасси.
Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыёёăн вĕрентъёĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени ёырасси.
Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.
Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.
Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.
Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси
Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.
Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш сас палли тăрăх).
Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.
Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.
Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.
Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле _пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Ёывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.
Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; çÿрен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша çинчен); ă) çынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕёчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).
Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине ёирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).
Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.
Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.
Орфографи. 1) Хытă уёă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси.
2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси.
3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртасси.
4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куёарасси.
5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси.
6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси.
Пуплев ěçěн тěсěсем
Итлесси. ачасем вěрентекен хушăвěсемпе кěске пěлтерěвěсене тата юлташěсем каланисене итлесе ăнланасси.
Текст содержанине туллин ăнланса илмелли пěлўсене тата хăнăхусене аталантарасси.
Текстăн тěп содержанине ăса хывса ăнланмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.
Калаçасси. Çанталăк çинчен каласа парасси (халě мěнле çанталăк: ăшă е сивě, çумăр, юр çăвать е уяр, хěвел пăхать т. ыт. те), çулталăк вăхăчěсем (пěр-пěр вăхăтра çутçанталăкăн мěнле пулăмěсем палăраççě: çумăр, юр; ачасем çулталăкăн ку е вăл вăхăтěнче мěн-мěн тăваççě).
Пěр класра вěренекен ача çинчен каласа парасси: вăл миçере, унăн сăнě-пичě, тумтирě, вăл мěн тума юратать. Юратнă уяв (мěнле уяв вăл, хăçан килет, ăна мěнле паллă тăваççě), юратнă апат-çимěç.
Кěске калавсем хăйласси: çулла ăçта пулни, унта мěн курни çинчен, мěн-мěн ěçлени, сывлăха епле çирěплетни çинчен. Шкул çинчен, кружоксем çинчен, юратнă учительсем, вěренў, расписани çинчен (хăш-хăш кун мěнле предметсем пулаççě). Мěн тума юратни çинчен, килти юратнă чěр чун çинчен (мěн ятлă, миçере, кăмăлě, кěлетки мěнле, унăн тěсě, мěн-мěн çитеретěн ăна). Зоопаркра курнă пěр-пěр чěр чун çинчен.
Юлташа (пěр класра вěренекене) ăçта та пулин каймашкăн чěнме, сěннипе килěшме е хирěçлеме хăнăхасси. Юлташран ерçўллě вăхăтра мěн-мěн туни, мěн тума кăмăллани, ўссен кам пулма ěмěтленни çинчен ыйтса пěлесси. Çуллахи кану, юратнă уяв (ăна епле ирттерни) çинчен калаçасси. Пěр- пěрне, пěлěшсене, хурăнташ-тăвансене саламлама, ырă сунма, саламланине хуравлама хăнăхасси.
Вуланă текст тăрăх ыйтусем парасси, унăн содержанийěпе килěшўллěн калаçма хутшăнасси.
Сěннě йěрке тăрăх текст содержанине каласа парасси, ыйтуллă предложенисенчен, тěп сăмахсенчен тата çирěплетў пуплевěнчен тăракан план хатěрлесси.
Вуланине тата курни-илтнине сўтсе явмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.
Текст содержанине сăмахпа уçса парасси
Текста улăштармалли пěлўсемпе хăнăхтарусене йěркелесси.
Панă тěслěхсем тăрăх диалогсем йěркелесси.
Диалогсем тăрăх инсценировкăсем хатěрлесси.
ўкерчěк тăрăх пурте пěрле, пěчěк ушкăнпа е уйрăмшарăн калав хатěрлесси.
Вуласси. Сасăпа вулас ăсталăха ўстересси. Ăсра вуламалли хăнăхăва аталантарасси.
Сăмах вěççěн ăса хывнă сăмахсене тата сăмах çаврăнăшěсене вуласа ăнланасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие суйласа илесси, кирлě май страница вěçěнчи асăрхаттарусемпе, словарьсемпе усă курасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие ăса илесси, унпа харпăр хăй пуплевěнче усă курасси, çавăн пекех, чěлхе материалне сăнаса, сăмахсене мěнле каланине тата çырнине, сăмах пулăвěн çыхăнăвěсене, сăмах улшăнăвěн сăлтавěсене палăртасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуланă май вěсен пěтěмěшле пěлтерěшне ăнланса илесси.
Темиçе палламан сăмахлă вěренў тексчěсене ăсра вуласси, вěсен содержанине туллин тěрěс ăнланса илесси, текста пěлтерěшлě пайсене уйăрасси.
Текстсене ят парасси.
Кирлě мар информацие сирсе хăварса, текстсене кěскетесси.
Текст содержанине ыйтусем тăрăх, планпа килěшўллěн, тěп сăмахсемпе пуплерěшсем тăрăх каласа парасси, çавна май глаголсен сăпат тата вăхăт формисене улăштарасси.
Тўрě пуплевлě текстсене вуласси.
Сăвăсене илемлěн вуласси, вěсене пăхмасăр калама вěренесси. Диалогсене кирлě интонаципе вуласси.
Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усӑ курасси.
Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçӑ тата хупӑ сасӑсем. Хытӑ тата çемçе сасӑсем.
Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сӑмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сӑмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хӑнӑхтарасси (пуçламӑш саспалли тӑрах).
Япалана пĕлтерекен сӑмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем лартса тупасси.
Япала ĕçне пĕлтерекен сӑмахсем. Вĕсене мĕн тӑвать? мĕн тавĕ? мĕн турĕ? ыйтусем лартса тупасси.
Япалан тата унӑн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сӑмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту лартса тупасси.
Сӑмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкӑнлассн. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сӑмахсем (хура - шурӑ, пысӑк - пĕчĕк, сарлака - ансӑр, пылак - йӳçĕ). Çывах пĕлтерĕшлĕ сӑмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайӑх - чипер; илемлĕ - хитре.
Лексикапа тематика ушкӑнĕсем: а) тĕс ячĕсем {хĕрлĕ, сарӑ, шурӑ, хура, хӑмар, кӑвак т.ыт.те; çӳрен, турӑ, хӑла, ула, сарӑ- хӑла (лаша çинчен);
б) çынна хаклакан сӑмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тӑрӑшуллӑ, ĕçчен, кахал, наян, мӑнтӑр, начар т.ыт.те).
Предложени. Пуплеври предложенисене уйӑрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуе- мӑй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асӑнмасӑр).
Предложенисем тума тата вĕсене çырма хӑнӑхтарасси. Предложенисене ыйтусем (кам? мĕн? камӑн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсӑр? мĕнсĕр? камшӑн? мĕншĕн?) лартса анлӑлатасси.
Пунктуаци. Предложени вĕçне пӑнчӑ, ыйту палли тата кӑшкару палли лартасси.
Орфографи.
1) Хытӑ уçӑ сасӑллӑ сыпӑк е сӑмах вĕçĕнчи [лʹ], [нʹ], [тʹ] сасасене л, н, т саспаллисем хыççӑн çемçелĕх палли (ь) çырса палӑртасси: выльӑх, кукӑль, супӑнь, макӑнь, халь, ахаль, макӑль, шукӑль; ларать, вылять, чупать, тӑрашать.
Уйӑракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мӑрье, кĕсье, тухья, Марье.
Варӑм хупӑ сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палӑртасси:
ӑру-тӑванлӑх сӑмахĕсенче: атте, анне, асатте, шӑллӑм, аппа,
кукка, мӑн акка;
çулталӑк вӑхӑчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;
хальхи вӑхӑтри нумайлӑ хисепри 3 сӑпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, ĕçлеççĕ, ĕçлемеççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.
Сӑмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси: ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.
Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльӑхсемпе чĕр чунсен уйрӑм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысӑк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Мӑрмӑр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, А тӑл, Сĕве.
Вырӑс чĕлхинчен йышӑннӑ хӑш-пĕр сӑмахсене вырӑс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня;
а) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета;
б)парта, учитель, директор; в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор; г) кухня, стакан, щётка.
Çыру гигиени хӑнӑхӑвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкӑна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.
Пĕчĕк саспаллисене йывӑрлӑх енчен ушкӑнласа (5 ушкӑн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ӳ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3) а, ӑ, ю, ф, д, б, я; 4) с, ç, е, ĕ, ё, ч, ъ, в; 5) э, х, ж, к.
Пысӑк саспаллисене йывӑрлах енчен ушкӑнласа (4 ушкӑн) Çырасси: 1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Д М, А, Ӑ; 2) О, С, X, Б, Е. Ĕ, Ё, Ц 3, Э, Я; 3) Ж, У, Ӳ, Н, К, Ю, Р, Д Ф; 4) Г, Д Т, Б, Д.
Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сӑмахсем: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ӑмӑрт кайӑк, библиотека, больница, выльӑх, вырсарни кун, герой, дежурнӑй, ешчĕк, ёлка, журнал, йӑмак, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тӑвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тыр пул, улмуççи, учитель, учительница, ухĕ, физкультура, хĕлле, чӑх- чĕп, шӑллӑм, шӑмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.
7.Тематикалла план литература вулаве
№ | Урок теми | Ачасен ĕçĕсем | Вахат | |
план | факт | |||
Аван-и шкул саккийе 3 с | ||||
1 | Ю. Петров «Сентябрь ирĕ», Н. Теветкел «Кĕрхи кăмăл» | Хайсем тĕллĕн ĕçлени, ыйтусем çине хуравласси | ||
2 | Иван Шухши «Павăл, Микуль тата Петĕр» | Илемлĕ, тĕрĕс, ăнлануллă вулав | ||
3 | «Малтанхи учитель» П. Михайлов | Илемлĕ, тĕрĕс, ăнлануллă вулав | ||
Килсе ситре керкунне 5 с | ||||
4 | Митта Ваçлейĕ «Кĕрхи илем», Г. Орлов «Сентябрь» | Хăйсем тĕллĕн ыйтусем çине кирлĕ вырăна тупса вуласси | ||
5 | Керхи варманта .В .Харитонов | Хайсем тĕллĕн ĕçлени, ыйтусем çине хуравласси | ||
6 | КТВ Манăн çĕнĕ юлташсем | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
7 | Г. Луч «Тăрнасем», М, Волков «Кĕрхи хурăн» | Кĕрхи улшăнусем çинчен çырса панă хайлавсемпе паллашасси. Илемлĕ, тĕрĕс, ăнлануллă вулав | ||
8 | Г. Ефимов «Тумне хывса ĕлкĕреймен» | Хăвăрт, ăнланса, илемлĕ вуласси | ||
Ку вал ман Таван сершыв 8 с | ||||
9 | В. Ахун «Тăван чĕлхе», «Чăваш сăмахĕ» | Хайлавсемпе ĕçлесси | ||
10 | КТВ Эпир курса çÿрени | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
11 | И. Я. Яковлев чăваш халăхне панă Халал | Ăнланса, илемлĕ, хăвăрт вуласси | ||
12 | Çеçпĕл Мишши «Чăваш сăмахĕ», П. Хусанкай «Эпĕ – чăваш ачи» | Сăвăсене илемлĕ вуласси | ||
13 | И. Шухши «Эпĕ- чăваш» | Тăван чĕлхе тата тăван çĕршыв çинчен çырса панă хайлавсемпе ĕçлесси | ||
14 | КТВ Тăван халăхăн авалхи кун- çулĕ | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
15 | А.Абрамова – Элексина «Нарспи пичетленнĕ çул» К.Иванов 1908 çулта» | Калаçăва аталантарасси. Вулассине тимлесси | ||
16 | И.Прокопьев « Ун ятне этемлĕх манмĕ» | Çыхăнуллă та витĕмлĕ калаçăва аталантарасси | ||
Пирен йала –йерке 2 с | ||||
17 | Хв.Уяр « Йăла- йĕркесем» | Çыхăнуллă та витĕмлĕ калаçăва аталантарасси | ||
18 | Н.Охотников «Хĕллехи кунсенче» | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
Чаваш халах самахлахе 5 с | ||||
19 | КТВ Юмахсем | Хайсем тĕллĕн ĕçлени. Калаçăва аталантарасси. Вулассине тимлесси | ||
20 | Халапсем | Халаппа ĕçлесси. Калаçăва аталантарасси. Вулассине тимлесси | ||
21 | Улапсем.( улап халапе). | Халаппа ĕçлесси. Калаçăва аталантарасси. Вулассине тимлесси | ||
22 | Сăвăсем, юрăсем, шÿтсем, вăйăсем | Ăнланса тăнласси. Калаçăва аталантарасси. | ||
23 | КТВ Халăхсен вăйă арчи | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
24 | « Пăкачав патша пур тесе», « Атьăр хĕрсем выляма», «Сăвай çапакансен юрри» | Пĕлĕве аталантарасси. Калаçăва аталантарасси | ||
Шура юр сусан 4 с | ||||
25 | Н. Сладков «Пĕрремĕш юр» | Çыхăнуллă та витĕмлĕ калаçăва аталантарасси. Калавăн планне тăвасси | ||
26 | Н. Сладков «Кайăксем ăçта çывăраççĕ» | Калава вуласси, пайсем çине уйăрса план тăвасси | ||
27 | Г. Орлов «Кăрлач» | Сăвва илемлĕ тĕрĕс вуласси, калавпа ĕçлесси | ||
28 | КТВ Çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекесем | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
Кусем манан туссем 7 с | ||||
29 | Иван Шухши «Çил çуна» | Калава тĕрĕс, ăнланса вуласси | ||
30 | А. Галкин «Математика мыскари» | Калава пĕр – пĕрин хыççăн вуласси, ыйтусем çине хуравласси | ||
31 | КТВ Ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
32 | В. Дмитриев «Чаплă парне» | «Чаплă парне» калава рольпе вуласси | ||
33 | Джек Лондон « Киш çинчен çÿрекен халап» | Ăнланса тăнласси. Илемлĕ вуласси | ||
34 | К. Груя «Пакăлти» | Калава рольпе вуласси | ||
35 | КТВ Авалхи пурнăç йĕрки | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
Ырапа усал 5 с | ||||
36 | Л. В. Мартьянова «Чĕлхесĕр Иван» | Калавпа сăвва илемлĕ, тĕрĕс вуласси | ||
37 | А. М. Горький «Эрхип мучипе Ленька» | Хăвăрт, ăнланса вуласси, каласа парасси | ||
38 | А. М. Горький «Эрхип мучипе Ленька» | Хăвăрт, ăнланса вуласси, каласа парасси | ||
39 | КТВ Тăванла халăхсен çыравçисем | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
40 | Оскар Уайльд « Çывăх тус» | Илемлĕ вуласси. Каласа парасси | ||
Атте анне пурри…. 4 с | ||||
41 | Л.Смирнова «Сăпка юрри», «Анне- пирĕн тĕнче» | Чĕлхен тĕрлĕ шайри пурлăхĕпе усă курма хăнăхасси. Илемлĕ вуласси. | ||
42 | Ю. Артамонов «Çăкăр» | Калава вуласси, ыйтусене хуравласси | ||
43 | КТВ Ăслăлăх çинчен | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
44 | М. Ухсай. «Услан кайак юмахе». | Калава вуласси, ыйтусене хуравласси. | ||
Суркунне ситсен 3 с | ||||
45 | К. Турхан «Çуркунне» | Калавсене вуласси, ыйтусене хуравласси | ||
46 | А. Савельев «Шăнкăрч килни», Г. Орлов «Курак» | Сăвăпа, калавпа ĕçлесси | ||
47 | Н. Матвеев «Çĕр ыйхăран вăранать», С. Есенин «Сенкер май» | Калава вуласси, ыйтусене хуравласси. Сăвва илемлĕ те тĕрĕс вуласси | ||
Варса керлене чух 3 с | ||||
48 | Н. Евставьев «Амăш Авалхи пурнăç йĕркипе паллаштарасси пилĕ» | Илемлĕ вуласси. Каласа парасси. Шухăш-кăмăла палăртма хăнăхасси | ||
49 | А.Ĕçхĕл « Ĕççинче» | Хăвăрт, ăнланса вуласси. Текста пайсем çине уйăрасси | ||
50 | М. М. Залилов «Урасăр» | Чĕлхен тĕрлĕ шайри пурлăхĕпе усă курма хăнăхасси | ||
Усентаран тенчинче 4 с | ||||
51 | Юхма Мишши «Курăк академийĕ» | Хăвăрт, ăнланса вуласси. Каласа парасси | ||
52 | КТВ Ÿсентăрансем çинчен | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
53 | М.Ахманэ « Çумăр хыççăн вăрманта» | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
54 | А.Артемьев « Елюк сăртĕнче» | Ăнланса тăнласси | ||
Чĕр чунсем пирен туссем 6 с | ||||
55 | А. Д. Антонов «Йытăпа кушак», Ю. П. Петров «Тăрна ташши» | Юптарăва, сăвва илемлĕ, тĕрĕс вуламалла | ||
56 | КТВ Чĕр чунсем çинчен çырнă кенекесем | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
57 | С. Садал «Сăвăр куççулĕ» | Ăнланса вуласси | ||
58 | Ф. Е. Афанасьев «Лашана çăлни» | Калава тĕрĕс вуласси. План туни. | ||
59 | А.Куприн « Парпуспа Шулькка» | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
60 | КТВ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
Су ситре 3 с | ||||
61 | Г.Федоров « Çу çитрĕ», «Çуллахи вăрманта» | Илемлĕ вуласси. Каласа парасси. Шухăш кăмăла калама хăнăхасси | ||
62 | Г.Орлов « Август» | Ăнланса тăнласси | ||
63 | И Егоров. Маттур Дина | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
64 | КТВ Хамăрах хайлав çыратпăр | Хайсем тĕллĕн ĕçлени | ||
65 | Чакак Васси . Ял таврв чупса савранни | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
66 | А. Николаев. Марине апппа | Текста пайсем çине уйăрасси, план тăвасси | ||
67 | КТВ Çулла вуламалли кĕнекесем. Тест. | Ушкăнпа ĕçлени. Хайсене тереслени | ||
68 | Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Вайа . | Ушкăнпа ĕçлени |
Тематикалла план чаваш челхи
№ | Урок теми | Ачасен урок тапхаренчи есе-хелесем. | Вахат | |
план | факт | |||
Аса илни 7 с | ||||
1 | Предложени синчен аса илесси. | Чаваш Республикин флагне, гербне тата гимне аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Музыка урокепе сыхану тытасси. Тван сер-шыва хисеплеме верентесси. | ||
2 | Калулла, ыйтулла, кашкарулла, хистевле предложенисем. | Самах синчен 2,3- меш классенче вереннине аса илесси. Чарану паллисене аса илесси. Килти чер-чунсене хисеплеме, юратма верентесси. | ||
3 | Текст. Самах. Предложенин теп членесемпе кесен членесене аса илесси. | Предложенири теп членесемпе кесен членесене аса илесси. Весен кайаксене сыхлама тата юратма верентесси. | ||
4 | Самах майлашавепе текст синчен аса илесси. | Самах майлашаве тата текст синчен аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Тутарстанан теп хули Хусан синчен каласу иттересси. Кавакарчансем синчен каласасси, сыхлама верентес- си. Сут санталак урокепе сыхану тытасси. | ||
5 | Сасасем тата сас паллисем синчен аса илесси. | Самах сасасенчен, сас паллисенчен тытанса танине аса илсе петемлетесси. Светофор синчен каласу ирттересси. Сул синче тимле пулма верентесси | ||
6 | Сыпак тата пусам синчен аса илесси. | Сыпак тата пусам синчен вереннине аса илесси. Учительсене хисеплеме верентесси. | ||
7 | Пусламаш диктант сырасси. «вереннине аса илне темапа». | Пуплеве аталан-тарасси. Тетрадь синче илемле сырма ханахтарасси. | ||
Самах тытаме тата пулаве – 10 с. | ||||
8 | Пер тымарла самахсем. | Пер тымарла самахсем тупасси. Тусла пулма тата пуранма верентесси. | ||
9 | Самах аффикс хушаннипе пулни. | Самах тавакан аффикссене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Тамансем синчен , тата весм сутсан-талака уса куни синчен каласу ирттересси, хисеп-леме, упрама верентесси. | ||
10 | Самах аффикссенче пер-л-, тата ике –лл- сырасси. | Иртне урокри темана аса илесси Шупашкар гербе синчен каласу ирттересси. | ||
11 | Машар самахсем. | Самах улаштаракан аффикссене аса илесси. Сутсанталак уроке-пе сыхану тытасси, упрама, сыхлама, юратма верентесси. | ||
12 | Машар самахсем. | Самах улаштаракан аффикссене аса илесси. Сутсанталак уроке-пе сыхану тытасси, упрама, сыхлама, юратма верентесси. | ||
13 | Укерчек тарах «Керкунне» сочинени сырасси. | Экскурсире курнине, сананине аса илесси. Сут-санталака юратма, сыхлама верентесси. | ||
14 | Самахсене ике хут калани. | Пуплеве аталан-тарасси. Тимле пулма верентесси. | ||
15 | Сасса пелтерекен ике-висе хут калакан самахсем. | Пуплеве аталан-тарасси. Сут санталак урокепе сыхану тытасси. Хир сыснисем синчен каласу ирттересси. | ||
16 | Тесе палартакан ике хут калакан самахсем. | Салтарсем синчен мен вереннине аса илесси. Сут санталак урокепе сыхану тытасси. | ||
17 | «Самах тытаме тата пулаве» темапа диктант сырасси. | Веренсе ирттерне темана аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Тетрадь синче илеле сырма ханахтарасси. | ||
18 | Сыру.Пелтеру. | Инсетри тавансене аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Инсетри тавнсем , юлташсем патне сыру сырасси. Ачасене сыру тата пелтеру сырма верентесси. Сыраван пайесемпе паллаштарасси. | ||
Текст – 7 с. | ||||
19 | Текстри предложенисен килешеве. | Шухаше тарах терле-терле текстсене аса илесси. Сут санталака упрама верентесси. Калава санласа укерчек тавасси, рисовани урокепе сыхану тытасси. | ||
20 | Текст теми. | Текст теми синчен вереннине сас илесси, вырас челхипе танлаштарасси. Пуплеве аталан-тарасси. Танташсемпе тусла пуранмалли синчен каласу ирттересси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. | ||
21 | Текстан теп шухаше. | Текстан теп шухаше пурри синчен аса илесси Таван яла юратма, хисеплеме верентесси. Сутсанталак илемепе чуна савантарни синчен каласу ирттересси. | ||
22 | Текст тытаме. | Текст синчен вереннине аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Чер-чунсем пер-перинпе тусла пуранма пултарни синчен каласу ирттересси. | ||
23 | Изложени. | Текстан теп шухаше пурри синчен аса илесси , текста сырура терес сырасси, каласу ирттересси. | ||
24 | Текстан теп шухаше.Сиреплету | Текстан теп шухаше пурри синчен аса илесси Таван яла юратма, хисеплеме верентесси. Сутсанталак илемепе чуна савантарни синчен каласу ирттересси. | ||
25 | «Текст» темипе диктант сырасси . | «Текст» синчен вереннине аса илесси. Тереслев есесен тетраче синче илемле сырмалли синчен пелтересси. | ||
Пер йышши членсем – 6 с. | ||||
26 | Пер йышши членсем синчен анлантарни. | Чарану паллисемпе предложенисене вулана чухне чарану тумалли синчен аса илесси. Сут тенчере терле телентер-мешсем пурри синчен каласу ирттересси. Урокра тимле пулма верентесси. | ||
27 | Пер йышши членсем | |||
28 | Пер йышши членсене сыхантаракан союзсем. | Вырас челхинчи союзсене аса илесси, танлаштарса пахасси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. Терле чер-чунсен усаллахе синчен каласу ирттересси. | ||
29 | Пер йышши членсене сыхантаракан союзсем. | Вырас челхинчи союзсене аса илесси, танлаштарса пахасси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. | ||
30 | Пер йышши членсене сыхантаракан союзсем. | Вырас челхинчи союзсене аса илесси, танлаштарса пахасси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. | ||
31. | «Пер йышши членсем» темипе диктант е изложени сырасси. | Пер йышши членсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Урокра учителе тимле итлесе ларма верентесси. Хитре те илемле сырма ханахтарасси. | ||
Япала яче 8 с. | ||||
32 | Самахсене пелтереш тарах ушканлани. | Пуплев пайесене аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Пурнасра есчен пулмалли синчен каласу ирттересси. Атте аннене хисеплемелли, есре пулаш-малли синчен верентесси. | ||
33 | Япала ячесен весленеве. | Япала ячесем синчен аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Сутсанталака упрама верентесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. | ||
34 | Падежсем. | Вырас челхинчи падежсене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. | ||
35 | Хупа сасапа петекен япала ячесен весленеве. | Чаваш челхинчи падежсене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Терле профессисемпе паллаштарасси. | ||
36 | Уса сасапа петекен япала ячесен весленеве. | Хупа сасапа весленекен япала ячесен весленеве синчен аса илесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Сутсанталакри сырмасемпе кулесене упрама верентесси. | ||
37 | Япала ячесене нумайла хисепре весленни. | Уса сасапа петекен япала ячесен весленевне аса илесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Чакаксем синчен каласу ирттересси. | ||
38 | Япала ячесем синчен вереннине петемлетни. | Нумайла хисепри япала ячесен весленеве синчен аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Физкультура урокепе сыхану тытасси. Сывлаха упрамалли синчен каласу ирттересси. | ||
39 | «Япала ячесем» темапа диктант сырасси. | Япала ячесем синчен вереннине сиреплетесси. Урокра тимле пулма верентесси. | ||
Палла яче 6 с. | ||||
40 | Палла ячесен пелтереше, пулаве. | Пуплев пайесене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Кайак- кешексене сыхлама верентесси. | ||
41 | Палла ячесен пелтереше, пулаве. | Пуплев пайесене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. | ||
42 | Изложени | Пуплев пайесене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Кайак- кешексене сыхлама верентесси. | ||
43 | Палла ячесен теп тата танлаштарулла степенесем. | Палла ячесен пулаве синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Рисовани урокепе сыхану тытасси. Юртан телентермешсем тума верентесси. | ||
44 | Палла ячесен вайла степене. | Палла ячесен теп тата танлаштарулла степенесем синчен аса илесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Тискер кайаксене упрамалли синчен каласу ирттересси. | ||
45 | «Палла яче» темапа диктант сырасси. | Палла яче синчен петемешле аса илсе сиреплетесси. Вырас челхи урокепе сыхану тытасси. | ||
Хисеп яче -3 с. | ||||
46 | Хисеп ячесен пелтереше. | Пуплев пайесене аса илесси. Хисеп ячесем синчен сиреплетесси. Математика урокепе сыхану тытасси. Числосем синчен каласу ирттересси. | ||
47 | Хисеп ячесен пелтереше. | Пуплев пайесене аса илесси. Хисеп ячесем синчен сиреплетесси. Математика урокепе сыхану тытасси. Числосем синчен каласу ирттересси. | ||
48 | Хисеп ячесен пелтереше. | Пуплев пайесене аса илесси. Хисеп ячесем синчен сиреплетесси. Математика урокепе сыхану тытасси. Числосем синчен каласу ирттересси. | ||
Местоимени 3 с. | ||||
49 | Местоимени пелтереше. | Пуплев пайесене аса илесси. Пуплеве аталан-тарасси. Вырас челхипе сыхану тытасси. Местиме-нисене танлаштарасси | ||
50 | Сапат местоимениесем. | Падежсене аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Вырас литературипе сыхану тытасси. Пуплеве аталантарасси. | ||
51 | « Хисеп яче» тата «Местоимени» темасемпе тереслев есе сырасси. | Местоимени синчен вереннине аса илсе сиреплетесси. | ||
Глагол 17 с. | ||||
52 | Глаголан пурла тата сукла формисем. | Пуплев пайесем синчен аса илесси. Пуплеве аталанта-расси. Истории урокепе сыхану тытасси. Пурнасра пултарулла пулма верентни | ||
53 | Глаголан пурла тата сукла формисем. | Пуплев пайесем синчен аса илесси. Пуплеве аталанта-расси. Истории урокепе сыхану тытасси. Пурнасра пултарулла пулма верентни | ||
54 | «Херу сапасусене аса илет» ятла укерчек тарах сочинени сырасси. | Глаголан сукла форми синчен аса илесси. Пирен таврари варса ветеранесем синчен каласу ирттересси. | ||
55 | Глагол вахат тарах улшанни. | Сочиненире сырна йанашсене тереслесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Пакшасем синчен каласу ирттересси. | ||
56 | Глагол сапат тарах улшанни. | Вахатсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Эмел куракесем синчен каласу ирттересси. | ||
57 | Глагол хисеп тарах улшанни. | Сапатсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Пурнаспа сыхану тытасси. Терле профессисем синчен каласасси. | ||
58 | Хальхи вахатри глаголсен сапатланаве. | Глаголсем хисеп тарах улшанни синчен аса илесси. Пурнаспа сыхану тытасси . Анне-аттене хисеплеме верентесси. | ||
59 | Хальхи вахатри глаголсен сапатланаве. | Глаголсем хисеп тарах улшанни синчен аса илесси. Пурнаспа сыхану тытасси . Анне-аттене хисеплеме верентесси. | ||
60 | Хальхи вахатри глаголсене сырасси. | Хальхи вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Литература урокепе сыхану тытасси. Сакара упрама, хисеплеме верентесси. | ||
61 | Хальхи вахатри глаголсене сырасси. | Хальхи вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Литература урокепе сыхану тытасси. Сакара упрама, хисеплеме верентесси. | ||
62 | Изложени | Текстан теп шухашне сырура палартни. Каласу. | ||
63 | Иртне вахатри глаголсен сапатланаве. | Хальхи вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Физкультура урокепе сыхану тытасси. Авалхи вайасемпе паллаштарасси. | ||
64 | Иртне вахатри глаголсен сапатланаве. | Хальхи вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Физкультура урокепе сыхану тытасси. Авалхи вайасемпе паллаштарасси. | ||
65 | Пулас вахатри глаголсен сапатланаве. | Иртне вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Литература урокепе сыхану тытасси. Палла чаваш писателесемпе тата поэчесем синчен каласу ирттересси. | ||
66 | Диктант тема «Глагол». | Сыру есе | ||
67 | Глагол синчен вереннине петемлетни. | Глагол тытамне, формисене аса илсе сиреплетесси Пулас вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Литература урокепе сыхану тытасси. Таван Сершыва юратма верентесси. | ||
68 | Глагол синчен вереннине петемлетни. | Глагол тытамне, формисене аса илсе сиреплетесси Пулас вахатри глаголсем синчен аса илесси. Пуплеве аталантарасси. Литература урокепе сыхану тытасси. Таван Сершыва юратма верентесси. |
8.Материально-техническое обеспечение образовательного процесса
Для учащихся:
Учебники:
- Артемьева Т.В.,Печников О.И. Литературное чтение. Учебник. 4 класс, Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2011 г.
- Чăваш чěлхи: 4 класс валли / Виноградов Ю.М., Кульева А.Р.- Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2007ç.
Для учителя:
Методические пособия:
- Артемьева Т.В.,Печников О.И.Уроки литературного чтения. 4 класс. Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2011 г.
- Кульева А.Р., Кульев О.Г. Уроки чтения. Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2006 г.
Литература
Т.В.Артемьева, Литература вулаве «Ылтан пучах», Шупашкар, 2010
Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников, Р.Н.Петрова, Д .С.Филиппова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2015ç.
Э.Ф.Дмитриева, Т. Г. Эверскова «Диктант пуххи» Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2001ç.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
РАБОЧАЯ ПРОГРАММА ПО РУССКОМУ ЯЗЫКУ В 4 КЛАССЕ ПО ФГОС ПО ПРОГРАММЕ "ГАРМОНИЯ"
ТЕМАТИЧЕСКОЕ ПЛАНИРОВАНИЕ В 4 КЛАССЕ ПО РУССКОМУ ЯЗЫКУ ПО ПРОГРАММЕ "ГАРМОНИЯ"...
Рабочая программа по чувашскому языку. Игнатьева. 3 класс
Рабочая программа по чувашскому языку для 3 класса составлена на основе государственного стандарта по чувашскому языку для русской школы и авторской программы по чувашскому языку для 1-4 классов русск...
Рабочая программа по чувашскому языку 1-4 класс
Изучение чувашского языка в начальной школе направлено на достижение следующих основных целей:– формирование коммуникативной компетенции учащихся – развитие устной и письменной речи, монологической и ...
Рабочая программа по чувашскому языку для 1 класса.
Рабочая программа по чувашскому языку разработана на основе Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли. Волков М.К., Сергеев Л.П., Артемьева Т.В., Печн...
Рабочая программа по чувашскому языку в 3 классе
Рабочая программа по чувашскому языку разработана для работы в 3 классе по учебнику Абрамовой ГВ, 2 часа в неделю, 68 ч. в год, рабочая программа по литературному чтению на чувашском языке разработана...
Рабочая программа ро чувашскому языку 1-4 класс
Рабочая программа по чувашскому языку 1 - 4 класс...
Рабочая программа по чувашскому языку 1-4 класс
Рабочая программа по чувашскому языку 1 - 4 класс...