А.Г. Николаев – «Çăлтăрсем патěнче»
классный час (6 класс)

Абукина Светлана Виталиевна

Тема: «Çăлтăрсем патěнче»

Тĕллев: Чăвашсен сÿнми  çăлтăрĕ  Андриян Григорьевич Николаев космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарни;

Задачăсем:

-чăвашлăха тĕнче шайне çĕкленĕ çынсен пултарулăхне хисеплеме вĕрентни;

 - ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухашлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстерни; тавра курăмне аталантарни;

- чăваш çыравçисем халалласа çырнă сăввисемпе паллаштарасси;

 - тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарни;

-тăван халăха юратма , Андриян Николаев пек тăрăшма вĕрентни.

                       

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konkurs_.doc131.5 КБ

Предварительный просмотр:

А.Г. Николаев – «Çăлтăрсем патěнче»

(вăтам классенче ирттермелли класс тулашěнчи ĕç.)


                 Тема: «Çăлтăрсем патěнче»

Тĕллев: Чăвашсен сÿнми  çăлтăрĕ  Андриян Григорьевич Николаев космонавт ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарни;

Задачăсем:

-чăвашлăха тĕнче шайне çĕкленĕ çынсен пултарулăхне хисеплеме вĕрентни;

 - ачасен ăс-хакăлне, тимлĕхне, шухашлав хăнăхăвне, сăмах пуххине ÿстерни; тавра курăмне аталантарни;

- чăваш çыравçисем халалласа çырнă сăввисемпе паллаштарасси;

 - тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарни;

-тăван халăха юратма , Андриян Николаев пек тăрăшма вĕрентни.

                       

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, «Андриян Николаев – Çăлтăрсем патěнче» кĕнеке куравĕ, стена хаçачĕсем.

 Илемлĕ те çутă зал. Стенасене тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе тата хăюсемпе илемлетнĕ. Стена çинче А.Г. Николаевăн портретне вырнаçтарнă. „Андриян Николаев – тěнче уçлăхěн геройě ” кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Чăваш юрри янăрать.  Мультимедийлă экран çинче  А. Николаевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаци страницисем тухса пыраççĕ.

Уяв юхăмĕ

1-мĕш ертсе пыракан. Ырă кун пултăр, вĕренекенсем, вĕрентекенсем, хăнасем.

Паян эпир   çак илемлĕ те çутă зала виççěмěш космонавта чăвашăн чапа тухнă мухтавлă ывăлне , А. Г. Николаева халалланă уява хутшăнма сěнетпěр.

2-мĕш ертсе пыракан. : Андриян Григорьевич Николаев космонавт лётчик 1929-мĕш çулхи авǎн уйǎхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвǎрри районне кĕрекен Шуршǎл ялĕнче çуралнǎ. Çамрǎклах ашшĕсĕр тǎрса юлнǎ, çурма тǎлǎх ÿснĕ, пурнǎç ǎна ачашласа ÿстермен, çǎкǎр чĕлли хакне вǎл мĕн ачаран ǎнланнǎ.Çын пулас тесен ĕçле те тǎрǎш, сывлǎхна çирĕплет, ĕмĕтленнĕ телей ĕçленинчен те вĕреннинчен килет, çавна лайǎх тавçǎрса ÿснĕ пирĕн Андриян. Йывǎр килнĕ ача-пǎчана та: çиме çитми пулнǎ, канса канǎç курман, выçлǎхне-мĕнне пĕтĕмпе чǎтса ирттерме тивнĕ. Вǎл ÿснĕ çулсенче хресченсем колхозсене пĕрлешнĕ, ун хыççǎн Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçи пуçланнǎ. Пурнǎç çулĕ Андрияншǎн çǎмǎл хывǎнман, анчах вǎл мĕскĕнленсе те парǎнса тǎман, чунне парса тǎрǎшнǎ, çавǎнпа çĕнтернĕ.

Вǎл мĕн ачаран çут çанталǎка юратнǎ, çынна çын вырǎнне хурса хисепленĕ, пĕр тытнǎ ĕçе юратса та тĕплĕн, таса кǎмǎлтан туса пынǎ. Çак лайǎх ачана, тÿрĕ ĕçчене, чунĕ-кǎмǎлĕпе çирĕп гражданин пулса ÿсме килти пĕтĕм йĕрке пулǎшнǎ: ашшĕ, Григорий Николаевич, пуринчен ытла амǎшĕ – Анна Алексеевна, тǎрǎшнǎ. Анна Алексеевна виçĕ ывǎлне тата хĕр ачине ура çине тǎратнǎ. Амǎшĕ ачисене Тǎван çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ.

 1-мĕш вулакан.

Мӗн чул ырлӑх кунти таврара,

Шуршӑл ялӗ ларать умӑмра.

Выртать вӗҫсӗр уй-хир сарӑлса,

Ҫавал шывӗ юхать юрласа.

Кам пӗлмест-ши паян Шуршӑла?!

Хисеплетпӗр эпир ҫак яла.

Кунта пирӗн тӑван, Андриян,

Курнӑ ҫутӑ тӗнче чи малтан

2-мĕш ертсе пыракан. Çемьере Андриян иккĕмĕш ача пулнă. 1944 çулта Шуршăлти тулли мар вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. 

2-мĕш вулакан. Пурнăç, пурнăç васкать малалла,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifУнпа тан ĕлкĕрсе пымалла.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЛартать çирĕп тĕллев Андриян:
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКу чухне вĕренсен çын пулан.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВăл утать вăрман витĕр çулпа,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКанашлать пиччĕшпе, Иванпа:
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif«Техникум. Çăмăл мар вĕренме,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТăрăшасчĕ ăна пĕтерме...»
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВăй вылять Атăл шывĕн тĕрри,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКурăнать акă Сĕнтĕрвăрри.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifÇакăнта пĕр çемье, тус-йышра
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПалăрать вăй пурри ачара.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifМĕнле манĕ тăван тăвана?
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПулăшать Иван пиччĕш ăна.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifАс илет Андриян амăшне,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВăл вĕсемшĕн куллен çуннине.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВăй хушни, вĕренни, тăрăшни,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifÇынсене тăванла юратни
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПачĕç шанчăк ача чĕрине,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПачĕç шанчăк Шуршăл каччине.

1-мĕш ертуçĕ:. Вǎл мĕн ачаран çут çанталǎка юратнǎ, çынна çын вырǎнне хурса хисепленĕ, пĕр тытнǎ ĕçе юратса та тĕплĕн, таса кǎмǎлтан туса пынǎ. Çак лайǎх ачана, тÿрĕ ĕçчене, чунĕ-кǎмǎлĕпе çирĕп гражданин пулса ÿсме килти пĕтĕм йĕрке пулǎшнǎ: ашшĕ, Григорий Николаевич, пуринчен ытла амǎшĕ – Анна Алексеевна, тǎрǎшнǎ. Анна Алексеевна виçĕ ывǎлне тата хĕр ачине ура çине тǎратнǎ. Амǎшĕ ачисене Тǎван çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ. Аннеçĕм, хаклă аннеçĕм! Кăмăлу сан ылтăн. Эсĕ ачусене турĕ чунлă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулма устеретĕн. Тайма пуçĕм сана.  Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет, юнашар ларса калаçас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăçра пурăнма вĕрентет.

1-мĕш вулакан.

Хӗвел пек ӑшӑ ҫыннӑм, анне,

Ҫук санран ҫывӑххи тӗнчере.

Эс кӳретӗн кнл-ҫурт илемне,

Юратса ӳстеретӗн пире.

Эй, аннеҫӗм, пӗртен-пӗр анне,

Яланах эс ҫӗклен чӗрене, —

Таймапуҫӑм сана,

Таймапуҫӑм.

2-мĕш вулакан.

Ҫул тӳпере мӗн нумай?

Ҫутӑ ҫалтӑр – ҫав нумай.

Ҫул тӳпере мӗн пӗрре?

Сарӑ хӗвел – ҫав пӗрре.

Ҫак ҫер ҫинчемӗн йышлӑ?

Терлӗ халӑх – ҫав йышлӑ.

Ҫак ҫӗр ҫинче кам пӗрре?

Тӑван анне – ҫав пӗрре.

Хӗвел йӗрет хӑй ҫулне

Хӗрхенмесӗр ӑшшине.

Хӗвел ӑшши – тӗнчене,

Анне ӑшши – ҫемьене.

1-мĕш ертуçĕ: 1950 çултанпа Андриян Григорьевич Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă .  1954 çулта Фрунзери çар авиаци училищне пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хӱтĕлекен чаçĕнче истрибитель-летчик пулнă . 1960 çулта Ю.А.Гагаринпа , Г.С.Титовпа тата ыттисемпе пĕрлĕ А.Г.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ.1962 çулхи çурла уйăхĕнче А.Г.Николаевпа П.Р.Попович пĕрремĕш хут “Восток-3”  тата  “Восток-4” спутник-караппа космоса парăнтарас енĕпе çĕнĕ тапхăра палăртакан паттăрлă тата нумай вăхăта тăсăлакан вĕçеве ушкăнпа тухнă . Çак паттăрлăхшăн  А.Г.Николаева СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1962 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшӱллĕн Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе “Ылтăн Çăлтăр” медаль панă, çавăн пекех –  “СССР космонавт летчикĕ”  ята та .1962 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ.

2-мĕш ертуçĕ:     Çакна та палǎртмалла: вǎл авиаци генерал-майорĕ, СССР лётчик космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ пулнисĕр пуçне Болгари халǎх республикин Геройĕ, Монгол халǎх республикин Геройĕ, Вьетнамǎн Социализмлǎ Ĕç Геройĕ пулнǎ. Ăна Ленин орденĕпе Хĕрлĕ Çǎлтǎр орденĕ панǎ, Циолковский ячĕпе шǎратнǎ Ылтǎн медаль, ытти нумай-нумай медальсем, Геогий Димитровпа Кирилпа Мефодийĕн орденĕсем (Болгари), пĕрремĕш степеньлĕ ĕнчĕ куçлǎ Ялав орденĕ (ВНР), Сухэ-Батор орденĕ (МНР), иккĕмĕш класри Çǎлтǎр орденĕ (Индонези), Нил Шерепи орденĕ (Египет), Гагарин ячĕпе, Де Ла Во ячĕпе тǎракан тĕнчипе паллǎ медальсем, Даниэльпе Флоренс Гуггенгейм премийĕ панǎ.

1-мĕш ертуçĕ.1962 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Совет Союзĕ космоса пĕр карап мар, иккĕ вĕçтерсе яни çинчен пĕлнĕ. Байконур космодромран чи малтан «Восток – 3»караппа Андриян Григорьевич Николаев 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, тепĕр кунне вара Павел Романович Попович «Восток – 4»караппа çĕкленнĕ. Вĕсем юнашарах вĕçнĕ. Кунсăр пуçне карапсем хушшинче радиоçыхăну йĕркеленĕ.

                                          Пирěн янташ —
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifАндриян Николаев,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПавăл Попович. Миçе талăкшар
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВěçрěç пěрле, савăнса — иккěн лайăх!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifИкě тăван космосра юнашар...
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКăлăх ан кěвěç эппин,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifСавнă Уйăх —
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТăлăх эс пулмăн ялан ватлăхра:
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifÇитě-çитех сан патна та маттур йăх,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЭс кěтсе илччě пире хапăлрах!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВăрçă турри!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЭс аса килсе кайрăн.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifСын авалтан пăхнă сан çинелле.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifХалě нимпе эс ăна хăратаймăн,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВал пур пěрех сан çине çитмелле!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifШурăмпуç çăлтăрě!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКуçшăн пит ырă!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКай-ха унта эс — тен, кайăн çунса.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЧăрсăр этем пур пěр вěçě те пырě,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПěлěт хуçин тумěпе çуталса...
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТěпсěр кăвак уçлăха тěпчессишěн,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifАслă этем, ил Хěвел хăватне.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifХамăрăн Çěршěн, Пуласлăх тěнчишěн,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВěçсěр кун-çулшăн вěç çăлтăр патне!

2-мĕш ертуçĕ. 1963 ҫултан пуҫласа 1968 ҫулччен А.Г.Николаев космонавтсен ушкӑнӗн командирӗпулнӑ 1968-1974 ҫулсенче –Космонавтсем хатӗрлекен центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата ҫав вӑхӑтрах «уйӑхпрограммипе « килӗшўллӗн Уйӑх ҫине вӗҫме хатӗрленнӗ.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
2-мĕш ертуçĕ. Иккĕмĕш хут вара «Союз-9» карап командирĕ пулса 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-18 кунĕсенче Виталий Севастьяновпа пĕрле вĕçнĕ. Пирĕн ентеш этем организмĕ тĕнче уçлăхĕнчи йывăрăша çухатнă лару-тăрура та калама çук пысăк йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнине çирĕплетсе панă. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1970 ҫулхи утӑ уйӗхӗн 3-чи Указӗпе Андриян Григорьевича  Совет Союзӗн Геройӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе иккӗмӗш хут панӑУн пирки юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те ыррине кăна каланă. Вăл хăйĕн виçесĕр паттăрлăхĕпе, иксĕлми хăюлăхĕпе çĕр-шыва, пĕчĕк Чăваш Ене чапа кăларчĕ, Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕклерĕ.

                                               

                                               Çăлтăрсем патěнче

http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЙăлтăр та йăлтăр...
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПиншерěн, мěльюнăн
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЧăн тÿпере тěрлě çăлтăр çунать.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВěçěттěм-кайăттăм вут пек хăюллăн,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifМанăн çумра пулайсассăн çунат!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТантăш тăванăм,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЭс темшěн кулатăн?
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifХамăр çапла ěмěтленнě тахçан.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЮррăмăр пулнă «Çунатăм, юлатăн»,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifШанчăксăр ěмěт — ача пек айван.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifСавăн паян!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКěвěçин ватă Уйăх —
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifÇын вěçтерет çăлтăрсем Çěр тавра.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifАкă ăçта вăл ăс-хал, пултарулăх!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifУн йышшине эс илтмен юмахра.

1-мĕш ертуçĕ.  КПСС Тĕпкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнǎ Н.С.Хрущёв А.Г.Николаев пирки çапла каланǎ: «Вǎл чǎн та çирĕп вǎй - халлǎ, хǎюллǎ, питĕ тимлĕ çын. Çавǎн пек çынсем çеç космос геройĕсем пулаççĕ». Каярахпа тата çапла калать: «Эсир пирĕн Тǎван çĕр-шыва мухтава кǎлартǎр. Халĕ Совет Союзĕнче чǎвашсем пуррине, чǎваш халǎхĕ тĕнче уçлǎхне парǎнтарас ĕçре хǎй енчен чаплǎ çитĕнÿ тунине пĕтĕм тĕнче пĕлет».

                                      ХАЛĂХ ЧЫСĔ

Вичкĕн çилĕ вĕрет анăçран,
Савăнать пĕтĕм халăх чунран.
Улăп-паттăрсене çĕршывра,
Хамăрах та тăван Мускавра,

Кашни çын кăмăлтан чыс тăвать,
Ырлăх-сывлăх сунать, саламлать.
Тÿпере ав хĕвел тĕр тĕрлет,
Иртенпех Хĕрлĕ площадь кĕрлет.
Хÿхĕм юрă юхать ян та ян,
Ак тухать куç умне Андриян.
Саламлаççĕ чăваш ачине,
Раççей çĕрĕн ăмăрт кайăкне.
Пĕрле ÿснĕ юлташ-тантăшсем,
Тус-тăван космонавт-паттăрсем...
Андриян халăха, çĕршыва
Ваттисен йăлипе пуç таять,
Пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать.

1-мĕш ертуçĕ. Андриян Николаев чăваш ятне çÿле çĕклерĕ. Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ пысăк ĕçсемшĕн Николаева икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, икĕ хутчен Ленин орденĕпе наградăланă, çавăн пекех вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене , нумай медале тивĕçнĕ.

Карапсем, урамсем, икӗ шкул, Шупашкар хулинчи ача-пӑча паркӗ А.Г.Николаев ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ. Уйӑх ҫинчи кратера унӑн ятне панӑ.

Вӑл нумай кӗнекесен авторӗ. «Встретимся на орбите», «Космос-дорога без конца»,»Притяжение земли».

 Андриян Григорьевич Чăваш Ен мухтавĕ пулнă , пулĕ те . Унăн çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче упранĕ.

 2-мĕш ертуçĕ.  Андриян Григорьевич Николаев çут çанталăка, чăваш халăхĕн йăли- йĕркисене, юрри- ташшине питĕ юратнă. Унăн чи юратнă юрри «Вĕç,вĕç,куккук…» ятлă.

                                                        Вěç, вěç, çěршыв ачи!
Вěç, вěç, куккук!— тесе юрлать чăваш,—
Хура вăрман хěрне, тет, çитиччен...
Паян ку юрă пирěншěн йăваш,
Юх, юрă, космос паттăрě çинчен!

                                           Кăтартрăн эс çěршывăн хăватне,
 Кăтартрăн иксěлми паттăрлăхна.
 Мухтавлă турăн эс чăваш ятне,
Савăнтарса çуратнă халăхна.

Тěнчипеле яту янрать паян,
Янрать вăл юрăра, сăвăсенче.
 Вěç, вěç, хăюллăн, паттăр Андриян,
Çÿлтен çÿле те инçетрен инçе!

1-мĕш ертуçĕ.  2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче , 75 çула кайса ,Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ , техника  ăслăлăхĕсен кандидачĕ , икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ , аваиаци генерал-майорĕ , СССР космонавт летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев  пиртен  ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

                                            Иртрěç çулсем,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifĚмěрсем тěлěрмесěр,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifМанмě этемлěх малта пынине —
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЙывăр килсен те вăйне хěрхенмесěр
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПаттăррăн утнă совет çыннине.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifĚмěр мухтав сана,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЛенинăн партийě!
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТěрěс çул тытрăн ялан малалла.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifТухнă хěвелěмěр хăвăрт хăпарчě-и,
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifКун çывхарать Коммунизмалла...
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gif
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЙăлтăр та йăлтăр...
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПиншерěн, мěльюнăн
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifЧăн тÿпере тěрлě çăлтăр çунать.
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifВěçěпěр-кайăпăр вут пек хăюллăн —
http://www.lib.cap.ru/nikolaev/images/title_1.gifПирěн çумра парти панă çунат.

2-мĕш ертуçĕ. Çакăнпа пирĕн уяв вĕçленчĕ.Хисеплĕ вĕрентекенсем,вĕренекенсем! Эпир сире ырлăх-сывлăх,иксĕлми телей, савăк кăмăл, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр. Тепре тĕл пуличчен.



По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Урок - лабораторное занятие по теме: "Общественная жизнь России при Николае I"

Урок – лабораторное занятие по теме: «Общественная жизнь России при Николае I». (Планируемый урок в 10 классе)   Урок – лабораторное занятие предполагает самостоятельную работу нескольких ми...

Общественные движения при Николае I

Презентация к уроку истории России в 8 классе....

Герои космоса. А. Г. НИКОЛАЕВ

В рамках подготовки к организации школьного музея мы затронули историю пионерской дружины школы № 18. Как общественная организация пионерская дружина существует в нашей школе и сегодня и носит ...

ИССЛЕДОВАТЕЛЬСКАЯ РАБОТА НА ТЕМУ:«ЧЕЛОВЕК НА СВОЕМ МЕСТЕ»(РАЗМЫШЛЕНИЯ О НИКОЛАЕ ДМИТРИЕВИЧЕ ТЕРЕЩЕНКО, ПРЕДСЕДАТЕЛЕ КОЛХОЗА «ПУТЬ К КОММУНИЗМУ», ДВАЖДЫ ГЕРОЕ СОЦИАЛИСТИЧЕСКОГО ТРУДА)

Любое здание, предприятие, населенный пункт – это, прежде всего, стоящие за ним люди. Каждый человек имеет то, чего достоин и чего добился не только в материальном, но и в духовном плане. Мое ро...

Историческая сага о Николае Втором.

Урок подготовлен координатором и учащимися(с помощью учителя), как обобщающий урок к теме "Россия на рубеже веков. Николай Второй"...

Урок в 8 классе "Общественное движение при Николае "

Технологическая карта урока. План - конспект урока. Презентация....

Программа по математике: алгебра - А.Г. Мордкович, Н.П. Николаев углубленный уровень 9 класс, геометрия - Л.С. Атанасян

Пояснительная записка, Планируемые результаты, Тематичесуое планирование...