Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков
методическая разработка (6 класс)

Облесова Ирина Николаевна

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков

Скачать:


Предварительный просмотр:

 

Тема:  Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков

Тема актуаллăхӗ: 2022 ҫул - Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче  Геннадий Никандрович Волков ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Учитель, тӑван ҫӗршывӑн этнопедагогикин патриархӗ, чӑваш Енпе Раҫҫейӗн чӑн-чӑн легендӑпа мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑнӑскер. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пани - чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри.

Тĕллевсем:

       1.Сапӑрлӑх тӗллевӗ: тӑрӑшса ӗҫлени ҫынна хисеп кӳнине кӑтартасси; кӑмӑла каякан ӗҫре ҫитӗнӳ пулнине ӑнланма пулӑшасси; республикӑри паллӑ ҫынсем пек пулма тӑрӑшасси; Тӑван Ҫӗршывшӑн мӑнаҫланасси; чăвашăн чĕлхине юратма, хисеплеме хавхалантарасси.  

    2. Пӗлӳ тӗллевӗ: ачасене хамăр ентешĕн, Г.Н.Волковăн ĕçĕ – хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарасси;

      3. Аталантару тӗллевӗ: тĕпчев ĕçне тăсасси, ачасен тавракурăмне аталантарасси, сăмах йышне ÿстересси, ҫын умӗнче тухса калама хӑнӑхтарасси; чӑваш Республикин историне вӗренессипе кӑсӑклантарасси; ачасен патриотизм туйӑмӗсене аталантарасси; тата Чӑваш Республикин историне юратма вӗрентесси,.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедийный проектор, экран, слайдсем.
Класс хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗн йĕрки.

  1. Хатĕрленÿ саманчĕ.

Валерия:   Ырӑ кун пултӑр хаклă тăвансем!

Даша:    Асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем!

Валерия:   Аттесемпе аннесем! Шăллăмсемпе йăмăксем!

Даша:   Юратнă вӗрентекенсемпе ачасем тата курма килнĕ хăнасем!

Валерия:  2022 ҫул - Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ .

София:  Ырă ĕçе пуçăннă чăвашсем сахал мар. Эпир паян сирĕнпе Геннадий Никандрович Волков çинчен калаçăпăр. Волков академикӑн тӑван ҫӗршывӗ - пархатарлӑ  Елчӗк ҫӗрӗ. Вăл – пирĕн ентеш, чăн-чăн чăваш çынни, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Дмитрий Лихачев ăна Никита Бичурин, И.Я.Яковлев ĕçĕсене малалла тăсаканĕ тесе хакланă. Пирĕншĕн Геннадий Никандрович - тăван халăха парăннă çын тĕслĕхĕ, Елчĕк енĕн пултаруллă çынни. Паян эпир пирĕн ентеш тепĕр паллă çыннипе паллашрăр. Унпа эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр

                                               

     Валерия:                           Кашкӑрсен таврашӗнчен

                                                 Тухнӑ Иванов Кӗçтен.

                                                 Эс те Хуначи пичче,

                                                 Ивановсен йӑхӗнчен

                                                 Мар-и? Кӗçӗн шӑллӗ, тен.

      Даша:                                 Ӑсу-пуçупа, чунпа

                                                   Эс, чӑнах, тӑван унпа.

                                                   Иван Якӑльччӑн пилне

                                                   Илейсе чӗре çумне

                                                   Ӗçленӗ хӗрӳ кӑмӑлпа.


                             Экран çинче Г.Н.Волковăн портречĕ (1-мĕш слайд)

Ирина Николаевна: Геннадий Александрович Волков хӑйӗн биографийӗ ҫинчен каласа панӑ май хӑйӗн пурнӑҫне тапхăрсем ҫине пайлать. "Манӑн педагогика биографийӗн тапхӑрӗсем. Ку - чӑваш, Хусан, Мускав, Эрфурт тапхăрĕ – ҫырать Г. Н.Волков ."  

                                  Экран ҫинче 2-мĕш слайд

Валерия: Геннадий Никандрович Волков 1927 çулхи юпа уйӑхӗн 31-мĕшĕнче Чӑваш Республикине кӗрекен Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче, хресчен çемйинче çуралнă. 1935-1942 çулсенче вăл Аслă Елчĕкри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1942-1945 ҫ. - Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренет. Шкулта тăрăшса вĕренет. Хисеп хучĕсем Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче упранаççĕ.1943-1945 ҫ. – В.И. Ленин ячӗллӗ иккӗмӗш уй – хир бригадин бригадирӗн помощникӗ. 1945-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗрет. Тӑватӑ ҫултан учителӗн дипломне алла илет.                                                                    

Даша: 1949-1952-мĕш ҫулсенче Хусанти педагогика институтӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. 1950-1951-мĕш ҫулсенче Хусанти  шкулта физика учителӗ.

София:  1962 ҫул – "этнопедагика" термин сӗннӗ. 1967 ҫул – "Чӑваш халӑхӗн монографие» тухтӑр диссертацийӗ вырӑнне хӳтӗленӗ. 1971 ҫултан пуҫласа Мускавра шкулсенче наци шкулӗсен Институчӗн педагогика секторӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.  

     Валерия: 1979-мӗш -1982 мӗш ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗн профессорӗ пулса ӗҫленӗ. Г. Н. Волков Раҫҫей педагогика журналӗсен ертӳҫисен редколлегийӗсенче тӑнă. Каярахпа Калмӑк Республикине куҫать. Кунта вӑл этнопеди теорийӗпе лаборатори заведующийӗ тӗлӗшпе консультант пулса тӑрать, этем аталанӑвӗн Институтӗнче педагогика ӗҫӗ-хӗлӗпе ӗҫлет. Вӑл тӗрлӗ наука журналӗсен редакторсен коллективӗсенче тӑрать.

                                    Экран ҫинче 3-мĕш слайд

    Ирина Николаевна: Вӗсен ҫемйинче пилĕк ача пулнă. Асли - Геннадий Никандрович. Аслӑ ученӑй ашшӗ - Никандр Никитич математикăпа физика вĕрентнĕ. Амӑшӗ  Евдокия Михайловна.  Ашшӗпе амӑшӗ те ӑна мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑха юратма, хисеплеме хӑнӑхтарнӑ. Геннадий Никандрович амӑшне хăй те питӗ юратнӑ, хисепленӗ. Амӑшӗ ӑна Кени тесе чӗннӗ. Инҫете тухса кайсан кăшт пушă вăхăт тупăнсанах вăл тăван килне çыру çырма васканă. Ман пек телейлĕ пулăр тесе академик амăшĕ тăтăшах каланă. Мĕнре курнă-ши хăйĕн телейне вăл? Паллах, ывăлĕсен пархатарлă ĕçĕнче. Евдокия Михайловна - 94 çул пурăннă вăл çак çутă тĕнчере. Ачисем çине пăхса савăннă амăшĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕпе мăнаçланнă. Ку ырă тĕслĕх кашнишĕнех.

         Чăваш педагогика университетĕнче «Амăшĕсен Мухтав музейĕнче » унăн Евдокия Михайловна ÿкерчĕкне курма пулать. Амăшне халалласа ҫырнă сăвă.

Валерия:  Г.Н.Волков çырнӑ сӑвӑ «Аннемçӗм, анне …»

                                     Аннемçӗм, анне…

                          Çуратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Куккук та çӑмарта тӑвать.

                          Юратнӑшӑн «анне» теместӗп:

                          Çӑхан та чӗппине савать.

                         «Тӳс» тенӗшӗн «анне» теместӗп:

                         Пуп та çав сӑмахах калать.

                         Ӳстернӗшӗн анне теместӗп:

                         Ӳсме мӑян та пултарать.

                         Юрру-сӑввушӑн «анне» тетӗп:

                         Çӗр пин юрӑ сахалах мар.

                         Сӑмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Чӗлхемӗрӗн пур-ха тымар.

                         Юмахусемшӗн «анне» тетӗп:

                         Унта – чӗнӳ: «Улӑп пулар!»

                         Пирӳ-тӗррӳшӗн «анне» тетӗп:

                         Ӗçченлӗх вӑл – чунри кӑвар.

                         Пӗлетӗн кӑмӑла манне:

                         Инкек – хамӑрлӑха манни.

                         Унсӑр тӑванлӑх, туслӑх çук.

                         Унсӑрӑн эс те, эп те çук.

                        Пӗлеп, ман туррӑм, эс камне.

                       «Аннемçӗм теп сана, анне.
                                             Нумай енлĕ талант

     Экран çинче Г.Н.Волковăн кĕнекисем: «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ», «Юманпа хĕвел», «Шăлламсемпе йăмăксем» , «Созвездия земли», «Бибиблиографический указатель», «Педагогика жизни», «Обыкновенное дело педагога», «Жизнь, смерть и бессмертие патриарха». (4 –мĕш слайд)

     

Даша:     

           Г.Н.Волковăн ĕçĕ - хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл – аслă вĕрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог, сăвăҫ.

           Унăн «Асанне калавĕсем», «Кил илемĕ», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксем» кĕнекисене вуншар чĕлхепе вулаççĕ. Пирӗн ҫершыври халӑхсен туслӑхне вӑл «Созвездие земли», «Юманпа хĕвел» кӗнекесенче уҫса парать. Çак кĕнекесем чăннипех те чăваш халăхĕн иксĕлми сăмах пуянлăхĕпе пĕлсе усă курнă произведенисем. Унти  тăван халăх чĕлхи, унăн йăли-йĕрки, юмахĕсем, ваттисен сăмахĕсем, ырă сунни, пехил, ача-пăча каларăшĕсем, вăййисем ҫитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕҫре пулăшса пыраҫҫĕ. Унӑн пурнăҫа вĕрентекен калавӗсемпе повеҫӗсем вулакана пырса тивеҫҫӗ, сӑнарӗсем - нумай пӗлтерӗшлӗ. Ăнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ, ачасем хаваспах вулаҫҫӗ.

Ирина Николаевна: Г.Н.Волковăн калавĕсем шкул программинче те пур.
Экран çинче «Ылтӑн Шевле 2», «Литература вулавӗ 3», «Асамат кӗперӗ 3», «Тӑван литература 5».

      «Ылтӑн Шевле 2» - «Суранланнă улмуççи»;

      «Литература вулавӗ 3» - «Пуянлӑх хакне ӗҫлекен кӑна пӗлет»;

      «Асамат кӗперӗ 3»-«Суяпа инҫе каяймӑн», «Ӑслӑ ача»;

      «Тӑван литература 5» - «Ӑслӑ ача»;

       Халĕ «Хӑна чечекӗн асамӗ»  калава ачасем кăтартса парасшăн.

    Геннадий Никандрович ҫырнă «Хӑна чечекӗн асамӗ», «Ăслă ача»  калав тăрăх лартнă инсценировка.

    Экран çинче «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак»  

Валерия: Г.Н.Волков аякра пулсан та, Чăваш çĕр-шывне манман, питĕ тунсăхланă уншăн. «Маншăн Чăваш çĕр-шывĕ – аслă çĕр-шыв» - тенĕ вăл.
Ачасем, айтăр-ха аслӑ вӗрентекенӗмӗр каланă сăмахсене пĕрле вулар. Мĕнле тĕлĕнмелле ырă каланă вăл тăван çĕр çинчен. 

«Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак.»

« Кашни çын хăйĕн çĕр-шывĕпе, тăван чĕлхипе мухтантăр. Нихăçан та тăван киле, тăван ене ан мантăр.»

София: Геннадий Никандрович Волков тӑван чӗлхе çинчен каланӑ йӗркесене итлер.

«Тӑван чӗлхе – вӑл тӑван халӑхӑн нихçан та иксӗлми ӑс-тӑн çӑлкуçӗ.»

«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-хакӑл чечекӗ. Унта –тӑван çӗр-шывӑн сенкер пӗлӗчӗ, уçӑ сывлӑшӗ, аслати-çиçӗмӗ, хирӗ-уйӗ, улӑхӗ-çаранӗ, тӑвӗ-сӑрчӗ, Атӑлӗ-Пӑли, унӑн ытарайми юманлӑхӗпе шӗшкӗлӗхӗ…»

Валерия: «Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ.»

 «Икӗ чӗлхе – икӗ ӑс, виçӗ чӗлхе – виçӗ ӑс. Ӑслӑ пулар эппин! Тӗнче çине тарӑнрах та анлӑрах пӑхар!»


                                                             Пĕтĕмлетӳ

    София : «Чӑвашӑн космонавт кӑна мар, педагог та пур», - тенӗ В. Сухомлинский.  Г.Н.Волковăн пархатарлӑ ӗçӗсене чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, ытти халӑх учёнӑйӗсемпе педагогӗсем те пысӑк хак панӑ, тĕпе хунă. Аслă вĕрентекенĕмĕр вĕсемпе питĕ туслă пурăннă.

     Валерия:   Геннадий Никандрович Волков –  педагогика наукисен докторӗ, СССР Педагогика наукисен академийӗн академикӗ, Раççей вӗренӳ академийӗн академикӗ, К.Д.Ушинский ячӗллӗ преми лауреачӗ, Эрфурт университечӗн хисеплӗ докторӗ, Чӑваш АССР тава тивӗçлӗ учителӗ, Раççей Федераци наукӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

 

      Даша: Геннадий Никандрович Волков – Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш республикин хисеплӗ гражданинӗ.Пирӗн паллӑ ӑсчах-вӗрентекен К.Д.Ушинский, Я.А.Коменский», «Чӑваш республики умӗнчи тивӗçсемшӗн», «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳри çитӗнӳсемшӗн» медальсене тивӗçнӗ.  

       Ирина Николаевна: Чӑваш ҫӗрӗ Н.И.Ашмарина, М.К.Ҫеҫпӗле, К.В. Иванова, А. Г. Николаева, И. Я. Яковлева, Н. Я. Бичурина ҫитӗнтернӗ. Геннадий Никандрович Волков ячӗ, чӑн та, ҫакӑн пек аслӑ ҫынсемпе юнашар тӑрать. Вӗсем - пирӗн халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ. Вырӑс халӑхӗ хушшинче Г. Н.Волков ячӗ Н. К.Крупская, А. С. Макаренко, В. А. Сухомлинский ячĕсемпе юнашар тӑрать. Ҫавӑн пек ҫын ҫӗр ҫулта пӗрре ҫуралать. Г. Н.Волков – Тӑван Ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ, мӑнаҫлӑ та вӑйлӑ ҫынни.

    Шел, Геннадий Никандрович яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асĕнче яланах упранĕ. Эпир унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса ачасене вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пырăпăр. Унăн пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме вăй-хал парса тăрĕç.


Ирина Николаевна:  Ачасем, пирĕн те çавăн пек вăйлă çынсенчен вĕренсе пымалла. Аслă, ĕçчен, пултаруллă пулма тăрăшмалла.   
2-мĕш ертсе пыракан: Çапла пултăр. Çакăнпа вĕҫлетпĕр паянхи тĕлпулăва.


Илемлӗ юрӑ кӗвви илтӗнет. Чаршав хупăнать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Геннадий Айхи – тĕнче çынни.

Геннадий Айхи - чă ваш халă х поэчĕ .  л л     1934 çулхи çурлан 21-мĕ шĕ нче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Çĕньялта çуралнă. ...

Опыт работы за последние три 2009 - 2011 годы. Папка профессиональных достижений Ковалева Геннадия Алексеевича, учителя физической культуры МБОУ СОШ № 11 г.Каменск-Шахтинский Ростовской области

Это моя конкурсная работа ПНПО 2012. В ней изложена моя трудовая деятельность за последние три года согласно критериям конкурсного отбора лучших учителей ПНПО 2012. Прошу дать независимую объективную ...

План-конспект урока по литературе" Басни И.А.Крылова" Волк и ягнёнок"и "Волк на псарне".

План-конспект урока по литературе " Басни И.А.Крылова " Волк и ягнёнок" и " Волк на псарне"....

И. А Крылов "Волк и Ягненок", "Волк на псарне".

Урок по литературе в 5 классе не первый в серии уроков по творчеству Крылова. На первом уроке дети познакомились с жизнью и творчеством великого баснописца. Узнали, что такое басня, мораль, аллегория....

урок литературы в 5 классе "Басни И.А. Крылова «Волк и Ягненок», «Волк на псарне»

урок разработан в рамках курсов  "Проектирование современного урока русского языка и литературы в аспекте требований ФГОС:  цели, задачи и критерии оценки»    ...

Тăван çер-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси

Сочинение о героях Российской Федерации....