Н.Я.Бичурин-чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ
методическая разработка (6 класс) на тему
Предварительный просмотр:
Урок теми: Никита Яковлевич Бичурин-чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ (6 класс).
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна(пĕлÿ илмелли ) вĕренмелли урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: чăваш халăхĕн паллă çыннисене хисеплеме, вĕсемпе мăнаçланма вĕрентесси
Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашран тухнă паллă çынпа паллаштарасси
Аталантару тĕллевĕ: ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси, пĕччен, икшерĕн , ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, буктрейлер пăхни, вулав, словарь ĕçĕ, учитель сăмахĕ, аудировани, тишкерÿ, ыйту-хурав, кластер тăвасси, калаçу, шырав,творчество ĕçĕсем, ,синквейн, тĕрĕс тата тĕрĕс мар хурав
Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси, предложенисем, тĕрĕс хуравсем йĕркелесси
Словарь ĕçĕ: учебникри
Мухтавлă-известный
Чап-слава, известность
Паллă-знатный, известный
Курăмлăх хатĕрĕсем: презентаци , дидактика материалĕсем, компьютер, проектор, буктрейлер
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени
Сывлăх сунатăп , ачасем. Ларăр. Пурне те ырă кун пултăр. Паянхи урока ирттерекенĕ –эпĕ . Мана Регина Семеновна тесе чĕнеççĕ. Вăрмар районĕнчи Аслă Чакри тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп.
Кăмăлăрсем лайăх-и? Эсир манпа ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан атьăр-ха паянхи урока пуçлăпăр.
Ачасем, эсир медаль илсе курнă-и? Мĕнле майпа? Медале хăçан параççĕ? Тăрăшса ĕçлесен.. эсир те паян илме пултаратăр Кашни тĕрĕс хуравшăн тетрадь çине çăлтăр ÿкерсе пыратăр Чи нумай çăлтăр пуçтаракан –медале тивĕçлĕ пулĕ Килĕшетпĕр-и? Хитре тĕслĕ карандашпа лартса пыратăр
1.Урок темине палăртиччен малтан фонетика зарядки туса ирттерер . Пурте пĕрле саспа калатпăр
1 слайд
Чăваш енĕм, Чăваш ен,
Чăваш ятне çĕклекен.
Паллă çынсен çĕр-шывĕ,
Чаплă ĕçсен мухтавĕ. Тавах.
Учитель: Эсир сăвă йĕркин пĕлтерĕшне ăнлантăр-и? Кам хуравлас тет?
Паллă çынсенчен камсене пĕлетĕр?(Наукăра, литературăра, искусствăра )
Маттур. Çăлтăрсем ÿкеретпĕр
Кăсăклантарса яни.
2 слайд
- Учитель: Ачасем, пăхăр-ха экран çине Камăн сăн ÿкерчĕкĕ-ши кунта?
Ачасем: Н.Я.Бичурин
Маттур. Питĕ аван.Апла пулсан, паянхи урокра кам çинчен калаçăпăр?
Ачасем: Бичурин çинчен
Учитель Апла пулсан Бичурин кам вăл –чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ
Мĕнле ĕçсем туса мухтава тухма пултарнине эпир паянхи урокра пĕлме тăрăшăпăр
3 слайд
Тетрадьсене уçатпăр та паянхи числона тата урок темине çырса хуратпăр.
11.Çĕнĕ темăна ăнлантарни
1.Учитель: Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе Н.Я.Бичурин çинчен йĕркеленĕ буктрейлер пăхăпăр Ăна вырăсла йĕркеленĕ .Питĕ тимлĕ пулăр Кам нумайрах ун çинчен информаци ас туса юлать-çăлтăрлă пулать
4 слайд
Питĕ маттур.
2. Халĕ кĕнекепе ĕçлĕпĕр, 206стр. уçатпăр Н.Я.Бичурин текстпа паллашатпăр.
Учитель: Малтан пурте çурма саспа вулатпăр.
Маттур
Халĕ сасăпа вуличчен малтан словарь ĕçĕпе паллашăпăр (226-227стр.Работа над новыми словами
Çĕнĕ сăмахсене уса курна предложенисене тупса парсан-çăлтăр илет
5 слайд
Учитель: Ачасем, сирĕн умра 3 сăн ÿкерчĕк –камсем –ши вĕсем?
6 слайд
Халĕ вара тепĕр хут саспа вулăпăр. (миçе абзац, çавăн чухлĕ 5 ача вулать )
Ачасем, текста пурте ăнлантăр-и? Аван.
Текста аван ăнлантăр. Чăннипех те питĕ маттур. Халĕ çакăн пек ĕç пулĕ.
3.«Пĕр сăмахпа хуравла» вăйă ирттерер
1. Н.Бичурин çуралнă ял ячĕ?(Типнер)
2. Семинарире вĕреннĕ хула?(Хусан)
3.Манаха тухнă хыççăнхи ят?(Иакинф)
4.Монастырьте ĕçлесе пурăннă хула?(Иркутск)
5.14 çул ĕçлесе пурăннă çĕр-шыв?(Китай)
6.Н.Бичуринăн чи çывăх тусĕ?(Пушкин)
7.Юлашки çулсене ăçта ирттерет?(А.Невский лавринче)
7 слайд
4.Сирĕн умра Бичурин çинчен тунă анкета. Халĕ анкетăна пĕри вулать, тепри-хуравлать(çырмасăр)
Ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ | |
Ăçта çуралнă? | |
Ăçта вĕреннĕ? | |
Ăçта ĕçленĕ? | |
Наука ĕçĕ | |
Тусĕсем | |
Кам вăл пулнă? |
5.Ачасем, «Икĕ чĕлхе-икĕ ăс» тенĕ И.Я.Яковлев. Сиртен хăшĕ текста вырăсла каласа пама хатĕр?(Развитие навыков аудирования)-2 ача
Питĕ маттур. Текстпа малалла ĕçлĕпĕр.
5. Сирĕн умра пăтраштарнă текст.Халĕ, ачасем, пысăках мар тĕрĕслев ĕçĕ ирттерĕпĕр. Сирĕн умра паянхи темăпа çыхăннă предложенисем. Вĕсене тĕрĕс вырнаçтарса текст тумалла. Номерпа кăна палăртăр.
А.С.Пушкинпа, Брюллов художникпа тата Крылов юптаруçăпа туслă пулнă.
Н.Бичурин Шупашкар районĕн Типнер ялĕнче çуралнă.
Китайра Бичурин 14 çул пурăннă.
Бичурин яланлăхах наукăна кĕрсе юлнă.
Академи хыççăн манах пулса тăнă.
Никита малтан Хусанти тĕн семинарире , унтан академире вĕреннĕ.
8 слайд
1.Н.Бичурин Шупашкар районĕн Типнер ялĕнче çуралнă.
2.Никита малтан Хусанти тĕн семинарире , унтан академире вĕреннĕ .
3.Академи хыççăн манах пулса тăнă.
4.Китайра Бичурин 14 çул пурăннă.
5. А.С.Пушкинпа, Брюллов художникпа тата Крылов юптаруçăпа туслă пулнă.
6. Бичурин яланлăхах наукăна кĕрсе юлнă.
Листоксене пĕр-пĕринпе ылмаштарăр, тĕрĕслĕр, оценка лартăр.
7.Питĕ маттур ĕçлерĕр. Ывăнтăр та пулĕ. Айтăр-ха кăштах канса илер. «Кам? Мĕн» вăйă выляр.(Минута отдыха. Результат: физическое развитие и самоорганизация деятельности)
Кам ? ыйтура тăракан сăмахсене каласан шăппăн ура çине тăрăр
Мĕн? ыйтура тăракан сăмахсене асăнсан вырăнтах ларăр.
Çын, семинар, Типнер, ученăй, истори, халăх, Иакинф, наука, писатель, Китай, хула, юптаруçă
Кантăмăр, вăй пухрăмăр,ăсталăха та аталантартăмăр, тимлĕхе те çирĕплетрĕмĕр, айтăр-ха малалла ĕçлĕпĕр.
1 рет,2 ушкăн 3 ушкăн
6.Панă сăмахсенчен суйласа илсе 3 тĕрлĕ хĕвеллĕ кластер тăватпăр(доска çинче 3 çаврака Бичурин кам вăл? Мĕнле çын? Мĕн тăвать? Кашни ушкăнăн 12сăмах Кирлине суйласа илсе доска çине çыпăçтарăр
Манах,чаплă, вĕренет, тĕпчевçĕ,ырă ятлă,ученăй, ăслă, пуçлăх,куçарать,ĕçчен,тĕпчет,çырать
7. Халĕ ушкăнпа тепĕр ĕç тăватпăр(кластерпа ĕçленине аса илсе , текст содержанине аса илсе Бичурин сăмахпа синквейн çыратпăр.(ушкăнпа) –уйрăм хут çине
Бичурин
чаплă, ăслă
вĕренет, тĕпчет, куçарать
Чăваш халăх ятне çÿле çĕклет.
Мухтава тивĕçлĕ
Питĕ маттур
8.Пĕтĕмлетÿ
Апла пулсан, Бичурин чăннипех те чăваш халăхĕн мухтавĕ, чапĕ Бичурин чăннипех те мухтава тивĕçлĕ пулнине мĕнпе ĕнентерсе пама пултаратăр?
9 слайд
Ун ячĕпе музей, урам, шкул, палăк
Ун çинчен хайлавсем, картинăсем, кино
10 слайд
Пурте пĕрле
Чăнах та, тĕрĕс
Хăй пулмин те, ячĕ пур ун,
Ячĕ, пирĕнпе.
Ырă ят вăл, чаплă ят вăл,
Юлĕ ĕмĕре!
Пĕтĕмлетÿ Учитель: Çăлтăрсем пуçтармалли вăхăт çитрĕ .Кам чи нумай çăлтăр пухрĕ?
Сире урок кăмăла кайрĕ-и?
11слайд
5.Киле ĕç
1. Н.Я.Бичурин текст содержанийĕ.
2. «Бичурин и современность» ятлă буклет хатĕрлĕр.
Урок вĕçленчĕ. Сире пурне те пысăк тав, мана сирĕнпе ĕçлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Сывă юлăр. Чипер пурăнăр, тăрăшса вĕренĕр!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
разработка открытого урока "Н.Бичурин"
разработка открытого урока "Н.Бичурин"...
Интеллектуальная игра по творчеству Н.Я.Бичурина
Данная игра по творчеству выдающегося востоковеда Н.Я.Бичурина...
статья "Изучение жизни и творчества ученого Н.Я.Бичурина в школе"
При изучении творчества земляков сотрудничество с музеем дает хороший результат. Что мы и делаем. На урок мы идем в районный музей "Бичурин и современность"...
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков...
Тăван çер-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси
Сочинение о героях Российской Федерации....
- Мне нравится (1)
Комментарии
Молодец!
Молодец! Урок построен методически грамотно.Использован краеведческий материал.