Класс сехечĕ – «Чăваш ене пĕлетĕн-и?» вăйă
классный час на тему
Урокра вылямалли вăйă (Ку вăййа кирек хăш класс ачисемпе те выляма пулать).
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tablitsa-svoya_igra_kl.chas_.doc | 51 КБ |
Предварительный просмотр:
Класс сехечĕ – «Чăваш ене пĕлетĕн-и?» вăйă
(Ку вăййа кирек хăш класс ачисемпе те выляма пулать).
/ё\н автор\:Афанасьева Нина Николаевна - Канаш районĕн Ăвăспӳрт Кипечри А.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван ене савма, ун ҫыннисемпе мухтанма кирлине ăнланма пулăшасси.
Пĕлӳ тĕллевĕ: Чăваш ҫĕр-шывĕ ҫинчен нумайрах вуласа пĕлме хавхалантарасси, тавра курăма аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: Шухăша уҫҫăн палăртма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: презентаци материалĕ, кашни ушкăн валли вăйă схеми, ҫĕнтерӳҫĕсем валли – парне.
Вăййа 2,3 е ытларах та ушкăн хутшăнать. Кашни ача харпăр хăйшĕн те выляма пултарать. Вăйăра 5 тема:
1.Савнă ялăм
2. Ман ҫĕр-шывăм
3. Шупашкар
4. Чăвашсен паллă ҫыннисем
5. Чăваш Республикинчи хуласем
Кашни тема виҫшер ярăмран тăрать: вĕсене хакне кура уйăрнă (100,200 тенкĕ; 300, 500 тенкĕ; 1000, 2000 тенкĕ). Вылякан ача темине тата ыйту хакне калать.Хуравне пĕлчĕ пулсан ҫав укҫи ун хутаҫне каять. Пĕлеймерĕ пулсан ҫав тенкĕлĕх кивҫене кĕрет е , ҫав укҫи ҫунса каять. Вăйă вĕҫĕнче вылякансем пухнă укҫине шутлаҫҫĕ те, ҫĕнтерӳҫĕ палăрать, ăна парне лекет.
Ыйтусем
1.Савнă ялăм.
1) Ялти шкул миҫемĕш ҫулта уҫăлнă?
2) Пирĕн шкула хăҫан газпа хутма пуҫланă?
3) Ялти палăка миҫемĕш ҫулта лартнă?
4) Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчен яла миҫе ҫын таврăннă?
5) Пирĕн ялти чиркӳ хăҫан ĕҫлеме пуҫланă?
6) Тăван ял миҫемĕш ҫулта пуҫланнă?
2. Ман ҫĕршывăм – Чăваш ен
1)ЧР миҫемĕш ҫулта йĕркеленнĕ?
2)ЧР символикин авторĕсене калăр.
3)ЧР- че миҫе район?
4)ЧР- че миҫе хула, вĕсене каласа тухăр.
5)Чăвашсен 1-мĕш хаҫачĕ мĕн ятлă, вăл ăҫта тухнă?
6)Чăвашсен 1-мĕш президентне миҫемĕш ҫулта суйланă?
3. Шупашкар
1) Шупашкар гербĕ ҫинче мĕн ӳкернĕ?
2) Шупашкарта мĕнле-мĕнле палăксем пур?
3) Шупашкарти театрсене пĕлетĕр-и?
4) Шупашкар миҫемĕш ҫулта йĕркеленнĕ?
5) Шупашкарта ĕлĕкхи мĕн ятлă пуянăн ҫурчĕсем халĕ те пур?
6) Шупашкарта мĕн чухлĕ ҫын пурăнать?
4. Чăвашсен паллă ҫыннисем
1)Андриян Николаев ăҫта ҫуралнă?
2) К. Иванов Чĕмпĕрте камсемпе пĕрле вĕреннĕ?
3) Чăваш гимнĕн авторĕсене калăр.
4) Чăвашсен паллă балерини кам вăл?
5) Ку ҫын 20-рех шкул уҫма пултарнă. Кам вăл?
6)18 ҫултах вилĕмсĕр поэма ҫырса классик пулса тăнă поэт.
5. Чăваш Республикинчи хуласем
1) Чи ҫамрăк хула мĕн ятлă?
2) Канаш хулин ĕлĕкхи ячĕ мĕнле-ши?
3) Ку хула гербĕ ҫине йĕтресем ӳкернĕ.
4) Сиктерсе хăварнă хула ятне пĕлĕр.
…, Чикме: Етĕрне урлă
юрру сассийĕ кайĕ сан! (Ҫеҫпĕл Мишши)
5) Ку хулара ĕлĕк пысăк пасар пулнă тет.
6) Кĕтерне патша хăш хулана килнĕ-ши?
Ачасене валеҫмелли схема, панă ыйтусене туртса пымалла.
Темăсем | Балсем | |||||
Савнă ялăм | 100 | 200 | 300 | 500 | 1000 | 2000 |
Ман ҫĕр-шывăм | 100 | 200 | 300 | 500 | 1000 | 2000 |
Шупашкар | 100 | 200 | 300 | 500 | 1000 | 2000 |
Чăвашсен паллă ҫыннисем | 100 | 200 | 300 | 500 | 1000 | 2000 |
ЧР-чи хуласем | 100 | 200 | 300 | 500 | 1000 | 2000 |
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Авторские произведения учащихся литературного кружка "Вдохновение" (Виктория Баева (6-8 класс), Софья Орлова (8-9 класс), Яна Масная (10-11 класс), Надежда Медведева (10-11 класс)
Авторские произведения учащихся литературного кружка "Вдохновение" (Я. Масная (10-11 класс), Н. Медведева (10-11 класс), В. Баева (6-8 класс), С. Орлова (8-9 класс)...
Рабочая программа по географии на основе авторской программы Т.П. Герасимовой 6 класс), И.В. Душиной (7 класс), И.И. Бариновой (8-9 классы) при нагрузке 2 часа в каждом классе основной общеобразовательной школы
Программа содержит пояснительную записку, перечень мультимедийного обеспечения для использования на уроках географии, также содержит обязательный региональный компонент по географии Ростовской области...
Вǎйǎ «Çǎлтǎр сехечĕ»
Вǎйǎ «Çǎлтǎр сехечĕ» Вǎййа 6 мǎшǎр хутшǎнаççĕ. Малти ретре тĕп вылякансем 6 тǎраççĕ. Хыçалта сĕтел хушшинче тепĕр 6 ача лараççĕ. Вǎйǎ И.Я.Яковлев пурнǎçĕпе тата пултарулǎхĕпе çыхǎннǎ...
Рабочие программы по математике для 5 класса, по алгебре для 8 класса. УМК А. Г. Мордкович. Рабочие программы по геометрии для 7 и 8 класса. Программа соответствует учебнику Погорелова А.В. Геометрия: Учебник для 7-9 классов средней школы.
Рабочая программа содержит пояснительную записку, содержание учебного материала, учебно - тематическое планирование , требования к математической подготовке, список рекомендованной литературы, календа...
Тематическое планирование по математике 5- 11 класс автор Мордкович, по физике 7-9 класс Громова, физике 10-11 класс Мякишева, факультативные курсы 9-11 классы по математике
В данном файле вложено тематическое планирование по математике. алгебре, геометрии, физике с 5 по 11 класс...
Рабочая программа по направлению: "Швейное дело" 6 класс 2018-2019г., 7 класс 2019-2020г., 8 класс 2020-2021г., 9 класс 2021-2022г.
Рабочая программа по направлению: "Швейное дело" 6 класс 2018-2019г., 7 класс 2019-2020г., 8 класс 2020-2021г., 9 класс 2021-2022г....
Рабочая программа по направлению: "Цветоводство и декоративное садоводство" 5класс 2019-2020гг.,6 класс 2020-2021гг., 7 класс 2021-2022гг.,8 класс 2022-2023гг., 9 класс 2023-2024гг.
Рабочая программа по направлению: "Цветоводство и декоративное садоводство" 9класс 2023-2024гг.",...