Вǎйǎ «Çǎлтǎр сехечĕ»
план-конспект урока (6 класс) по теме

 

Вǎйǎ «Çǎлтǎр сехечĕ»

 

Вǎййа 6 мǎшǎр хутшǎнаççĕ. Малти ретре тĕп вылякансем 6 тǎраççĕ. Хыçалта сĕтел хушшинче тепĕр 6 ача лараççĕ.

Вǎйǎ И.Я.Яковлев пурнǎçĕпе тата пултарулǎхĕпе çыхǎннǎ.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon igra_zvezdnyy_chas.doc48.5 КБ

Предварительный просмотр:

Вǎйǎ «Çǎлтǎр сехечĕ»

Вǎййа 6 мǎшǎр хутшǎнаççĕ. Малти ретре тĕп вылякансем 6 тǎраççĕ. Хыçалта сĕтел хушшинче тепĕр 6 ача лараççĕ.

Вǎйǎ И.Я.Яковлев пурнǎçĕпе тата пултарулǎхĕпе çыхǎннǎ.

I тур

  1. И.Я.Яковлев миçемĕш çулта çуралнǎ?

 Тĕрĕс хурав номерне кǎтартǎр. (Ачасенче 1-6 числосен таблици пур. Çав номерсемпе тĕрĕс хуравсене палǎртаççĕ.)

  1. Чĕмпĕрти чǎваш шкулне миçемĕш çулта уçнǎ?
  2. И.Я.Яковлев тǎрǎшнипе 1-мĕш чǎваш букварьне миçемĕш çулта кǎларнǎ?

Тĕрĕс хуравсемшĕн çǎлтǎр парса пымалла. 1-мĕш тур хыççǎн чи сахал çǎлтǎр пуçтарнǎ пĕр мǎшǎр тухса ÿкет. Вĕсене хавхалантармалли парне – кĕнеке.

II тур

«Çырулǎх» сǎмахра мĕнле чи вǎрǎм сǎмах пытаннǎ. Сас паллисене 2 хут калама юрамасть. Вǎййа хутшǎнакансен хǎйсене кирлĕ пек пĕр сас пали лартма юрать. 1 минут хушши вǎхǎт памалла.

  Вǎхǎт тухсан куракансенчен чи вǎрǎм сǎмах тупакансене палǎртмалла. Хавхалантармалли парне – тетрадьсем.

Вылякансенчен 2 мǎшǎр, чи кĕске сǎмах тупакансем, тухса ÿкеççĕ.

III тур

     3 турта эсир тупмалли юмахсем мĕнле пĕлнине тĕрĕслĕпĕр.

   

  1. Ларать хуран пек, хÿри ешĕл Сухан пек, кăшкăрать шуйттан пек.
  2. Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçăн йĕмлĕ.
  3. Пĕчĕк йăмăкăн юрри хитре.         

  1. Тĕпсĕр нÿхрепре çиччĕн пĕртăван,

     çуралать мăриккан, çаратать кашни тăван.

  1. Пĕчĕк чух ача çитти пулмарĕ, ватăлтăм –çĕр ытла туянтăм.
  2. Алăк мар, çарăк мар,

          çулçи ешĕл – милĕк мар,

          сан ик куçу шывсăр мар.

3 тур хыççăн пĕр мăшăр тухса ÿкет. Вĕсене хавхалантармалли парне.

Финал

Финалта 2 мăшăр хутшăнаççĕ. Малта тĕп вылякансем.

 Ыйту:

- Кам чи нумайрах И.Я.Яковлев çырнă ачасене ăса вĕрентекен калавĕсене калать? Сире шутлама 3 минут паратăп.

Вăхăт тухнă  хыççăн черетпе каласа пыраççĕ. Тĕп вăйăçсем пĕлмесен хыçалта ларакансем пулăшма пултараççĕ.

Чи нумай калав пĕлекенни çĕнтерет.

1845

1

1847

2

1848

3

1872

6

1870

5

1868

4

к

шǎнкǎрч

2

чакак

3

кǎсǎя

6

курак

5

кǎвакал

4

чĕкеç

1

хǎяр

1

çĕр улми

2

кишĕр

3

сухан

4

купăста

5

çарăк

6


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Класс сехечĕ – «Чăваш ене пĕлетĕн-и?» вăйă

Урокра вылямалли вăйă  (Ку вăййа кирек хăш класс ачисемпе  те выляма пулать)....