Живой язык природы
методическая разработка (8 класс) по теме
Собраны материалы для проведения внеклассных мероприятий по охроне окружающей среды.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Охрана окружающей среды | 136.5 КБ |
Предварительный просмотр:
Сценария внекласснго мероприятия, в рамках Года охраны окружающей среды
«Живой язык природы»
Сценарий внеклассного мероприятия
„Çут çанталăка упрар!”
( На чувашском языке)
Учитель чувашского языка и литературы Токарева Марина Васильевна.
Тĕллевĕсем
Сапăрлăх тĕллевĕ: 1.Вĕренекенсене илемлĕ литература чĕлхипе кăмăллăн калаçма хăнăхтарасси.
2. Çут çанталăка упрама вĕрентессине аталантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. „Çут çанталăка упрар!” темăпа çырнă хайлавсенче хускатнă ыйтусене ăнланма вĕрентесси; харпăр хăй шухăшне каласа пама вĕреннине çирĕплетесси.
2.Сăвă йĕркисене илемлĕ, пултаруллă вулама хăнăхнине аталантарасси.
Аталантару: çут çанталăк этемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл пулас ăрусен сывлăхĕ, вĕсен пурнăçĕ, шанчăкĕ пулнине туйтарасси; ачасене ырă кăмăллă та сăпайлă пулса ÿсме, илемлĕхе туйма вĕрентесси.
Словарь ĕçĕ: экологи – çут çанталăк тасалăхĕ.
Усă куракан хатĕрсем: сăвă-юрă, ваттисен сăмахĕсен пуххи; кашни ача хăй тĕллĕн ĕçлемелли карточка,тест, кластер, буклет тĕслĕхĕ.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор.
Класра „2013 çул – çут çанталăка сыхламалли çул” ÿкерчĕклĕ хаçатсем çакăнса тăраççĕ. Стена çинче пысăк сас паллисемпе: „Çут çанталăка упрар!”, „Çут çанталăк – этемлĕх сăпки” тесе çырнă.
Аннотаци: Ку сценарие класс тулашĕнче ирттерме хатĕрленĕ. Вăтам çулхи классем валли меллĕ.
Юхăмĕ:
Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.
(Ваттисен сăмахĕ)
1.Учитель сăмахĕ: Ытарайми чăваш çĕр-шывĕ, тăван енĕм. Тăван таралăхăм! Куçпа виçсе илейми уйсем, вăрмансем, юхан шывсем! Мĕн тери паха эсир чун-чĕрешĕн! Анчах яланах ырăпа тавăратпăр-и-ха эпир çак ырлăхсемшĕн? Итлесе пăхар-ха çут çанталăк тусĕсемпе унăн сăтăрçисен шухăшĕсене.
2.Ачасен пултаруллă вулавĕ. Вĕренекенсем икшерĕн тухаççĕ, пăхмасăр вĕреннĕ сăвăсене калаççĕ. Çав вăхăтра Антонио Вивальдин „Çут çанталăк вăхăчĕсем” симфониллĕ кĕвви янăрать. Литературăпа музыка композицийĕ, „Çутçанталăк сăтăрçисемпе тусĕсем” сăвăлла тавлашу.
- а) Вăрман касатпăр ку чухне пайтах
Çÿпне-çапне вара тăкатпăр çавăнтах.
Типет ак юханшыв, вăрман тулли патак.
Мĕн кун çинчен шутлас? Юлин çаплах!
ă) Вăрман вăл – пуянлăх!
Вăрман вăл – илем!
Хунатăр яланлăх,
Туйса эс илсем.
- а) Хурăн сĕткене эп пуçтаратăп.
Хуçăлин турачĕ, ку тем мар.
Туратне те çĕçĕпе касатăп –
Кăмăлсăр юлташ манпа мĕн-ма?
ă) Эп шкул ачи, алла сулсан
Илемлĕн ÿсмĕç хурăнсем.
Вуллисене шăтарасран
Сыхласчĕ. Тутлă шывĕсем
Упранччăр, сарччăр çулçăсем.
- а) Атя-ха. Тусăм, çарана.
Унта халь тухнă чечексем.
Татаса килер те вазăна
Лартар. Сăн кĕртĕç-çке вĕсем.
ă) Эх, хÿтлĕхсĕр-çке чечексем!
Мĕн-ма ÿсме памаççĕ-ши?
Татса иличчен çеç вĕсем
Хитре, çавна пĕлĕççĕ-ши?
- а) Лĕпĕш эп тытрăм та
Ятăм савăта.
Халь унта пăхатăп та
Савăнатăп эп.
ă) Ху эс, тусăм читлĕхре
Пурнаятăн-и?
Ыттисем ав ирĕкре,
Эс шутлатăн-и?
- а) „Эх, канар-ха ыррăн пĕр кана.
Чим, кунта халь çÿп купи анчах!
Пĕлтĕр эпир пулнăччĕ кунта,
Мĕн тери илемлĕччĕ, чăнах.
ă) Хăвăр хыççăн ним те ан хăварăр
Улăх-çаранра, уçланкăра.
Кĕленче-и, банкă-и – ас тăвăр:
Ирĕлмест вăл çут çанталăкра.
- а) Вăрманта мулкач тупсассăн
Илсе таврăнăп тинех.
Сеткăран читлĕх тусассăн
Усра пуçлăттăм килтех.
ă) Ан тытсам тискер чĕр чунсене
Вăрманта, хирте курсан нихçан.
Ан хăрат вĕсен чĕрисене.
Пĕл: тăван килĕ вĕсен вăрман.
- а) Ай-ай-ай, тем пулчĕ урана!
Кантăкпа кастартăм пуль ăна.
Çĕмĕрнĕ бутылкăна хамах,
Янăччĕ-çке ывăтса шывах.
ă) Юхан шыва пĕр шелсĕр мĕн кăна
Кулленех ывăтатпăр,
Ачалăхри чи хаклă вырăна
Тискеррĕн варалатпăр.
- а) Пçтарар та çапăсем, тип туратсем.
Тивертер вара кунтах кăвайт.
Пултăрах çумра вăрман, мĕнех туссем!
Пулă пĕçермешкĕн шăп самант.
ă) Çунтаран хитре вăрмансене
Нимĕн уямасăр. Аташатăн.
Мĕншĕн тивертен кăвайтсене
Сÿнтермелĕх çук пулсан ăс-хакăл?
Этемсем, ăсланăр! Çут тĕнче
Ырлăхне параймĕ вĕç-хĕррисĕр.
Шăпчăк ларнă туратсем çинче
Çулăм мар, чĕр сывлăм ялтăратăр.
Пурте пĕрле: Çут çанталăк – этемлĕх сăпки
Упрар ăна!
3.Учитель сăмахĕ: Ачасем, эпир пян сирĕнпе урокра çут çанталăкăн илемĕпе ăна упраса хăварасси пирки калаçăпăр. Çав илеме упраса хăварас тесен пирĕн мĕн тумалла, мĕнле пулмалла, тăван тавралăх тусĕсем пулма хăнăхăпăр.
Тăван тавралăх пире хăй илемĕпе яланах тыткăнлать. Вăл яланах илемлĕ пултăр тесе пирĕн тăрăшмалла. Пире илĕртекен тирпĕй-илем хăйпе-хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла. Çак шухăша уçса паракан ваттисен сăмахĕсен иккĕмĕш пайне тупса хаçата çыпăçтарса хумалла. (Ваттисен сăмахĕсене çырнă хутсене касса хатĕрлемелле)
Ваттисен сăмахĕсем:
- Çут çанталăка упра, телейлĕ пулăн.
- Шывран уйрăлаймăн, тăванран сивĕнеймĕн.
- Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук.
- Йывăçа лартма часах та, уссине курма часах мар.
- Çут çанталăк çути пурне те çитет.
- Çут çанталăка упрасси – кашни çын тивĕçĕ.
- Шыв пулмасан пурнăç çук.
- Вăрман вăл – çут тĕнче.
- Пусса ан сур, хăвнах шывне ĕçме тÿр килĕ.
- Пĕр йывăç касрăн пулсан – вуннă ларт.
Вĕрентекен: Вырăссен те çут çанталăк çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем нумай. Эсир мĕнлисене пĕлетĕр? (Пословицы и поговорки о природе и временах года...)
Не беречь поросли, не видать и дерева.
Был бы лес, соловьи прилетят.
Сугробы снега на полях - урожай зерна в закромах.
русская пословица
Зима спросит, что летом припасено.
Зимой тулуп всякому люб.
Много снега - много хлеба, много воды - много травы.
Весна красна, да голодна; осень дождлива, да сыта.
Красна весна цветами, осень - снопами.
Лето - припасиха, а зима - подбериха.
Осенью скот жиреет, человек добреет.
Одно дерево еще не лес.
Под большим деревом и гриб вольготней живет.
Без корня и полынь не растет.
Не все стриги, что растет.
Кто не сажал дерева, тому не лежать в тени.
Возле леса жить - голодному не быть.
Огонь - беда, вода - беда, а нет хуже беды, как ни огня, ни воды.
Учитель сăмахĕ: Ачасем, питĕ маттурсем. Маттур ĕçлерĕç.
4. Словарь ĕçĕ: Экологи - çут çанталăк тасалăхĕ. Экологи грек ч\лхинче «пърт», «=сл=л=х» тенине п\лтерет.
5. Учитель сăмахĕ: Пуç ватмăш куратăр. Вĕсен тупсăмне тупатпăр.
6. Учитель сăмахĕ: ачасем каланă сăвăсенче тĕл пулакан япала ячĕсене, паллă ячĕсене тата глаголсене виçĕ юпана çырса пыма сĕннĕччĕ, халь вĕсемпе усă курса хĕвеллĕ кластер тăватпăр.
7. Кластер
Илемлĕ, таса, аслă, хÿхĕм, тарават, пуян, аслă, ешĕл, хисеплĕ, черченкĕ, илĕртÿллĕ, çепĕç, çутă, шавлă, кăмăллă, сарлака, янкăр, вăрманлă, чечеклĕ .
8.Курни-илтнине пĕтĕмлетесси. „Çут çанталăка упрар!” хаçат кăларасси. Кашни 5-6 предложени хут çине çырса доска çинчи ватмн çине магнитпа тыттарса хурать.
9. Вăйă „Килĕшетĕр” е „килĕшместĕр”? ( Ачасем предложенисемпе килĕшсен „çапла” теççĕ, килĕшмесен тÿрлетсе калаççĕ.
а) Эпир хамăр Çĕр-аннемĕр таса пултăр тесе тăрăшатпăр.
ă) Таса мар юхан шывсене, кÿлĕсене курма питĕ хавас.
б) Юханшывсемпе вăрмансемшĕн тăрăшни паха ĕç.
в) Ачасен парксенче хăйсем хыççăн кĕленче-бутăлкăсене хăвармалла.
г) Пăтранчăк шыва ĕçме итĕ усăллă.
10. Учитель сăмахĕ: Чăнах та, эпир çут çанталăкран чăннипех кулатпăр. Çакăншăн çут çанталăк пире каялла тавăрнине шутламастпăр та. Ачасем, шутлăр-ха, илемлĕ кайăк юррине. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххине илтес тесен пирĕн мĕн тумалла?
- Урамсенче çÿп-çап пăрахмалла мар, вĕсене валли ятарлă урнăсем пур.
- Урамсенче чечексем, йывăçсем лартмалла. Вĕсем сывлăша тасатаççĕ.
- Пирĕн çут çанталăка сыхламалла.
Вĕрентекен: Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать.
12. А.Афанасьев=н «Т\нче хитре» с=в= (2 ача с=вва п=хмас=р калаёё\).
М\нешкел т\нче хитре! М\нешкел т\нче хитре!
Ир\кл\ таврал=х в\ёс\р… +ш=нса ёыврать ав ту-с=рт.
Ш\в\ с\т пек тъпере С=пкари пек, уй-хире
Т=р=лсан ирхи т\тре, Ёил ачашш=н сиктерет, -
Кай=ксем юрлачч=р, в\ёч\р. Чуп=рах, хумсем, шав чуп=р!
Шур к=мпалл= в=рманта Хам=р ял ёине п=хсан
Шур= хур=нсем шавлачч=р. Сав=нса тапать ч\реё\м.
Выртмалла килсен утта Ман т\нчеё\м чи малтан
Ыр= выр=н пур кунта – Пуёланать т=ван ялтан
Мам=к кур=к, сим\с чат=р… Ёав=нпа т\нче хитре-шим?
11.Пĕтĕмлетни.
- Паянхи мероприяти сире килĕшрĕ-и?
- Мĕн çĕннине пĕлтĕр?
- Мĕнле çитменлĕх пур?
Вĕрентекен: Тавтапуç сире пурне те.
Приложени
| |||||||
| |||||||
| |||||||
| |||||||
| |||||||
Хуравсем: кайăксем йывăçсем
куккук йĕлме
чана хыр
уйăп вĕрене
çăхан йăмра
чакак çăка
ăсан ăвăс
çерçи пилеш
тăмана çĕмĕрт
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Внеклассное мероприятие на тему: «Пойми живой язык природы — и скажешь ты: прекрасен мир!»
Внеклассное мероприятие...
"Бионика. Формы живого в природе и их промышленные аналоги. Использование человеком принципов организации растений и животных"(конспект урока биологии в 11 классе)
Для решения вопроса о дидактическом и методическом обеспечении преподавания биологии руководствуемся Федеральным перечнем учебников на 2015-16уч.г. УМК: Биология. Общая биология. Профильный уровень. 1...
Деревья - живые памятники природы
Фоторабота - призер Всероссийского конкурса "Деревья - живые памятники природы" рассказывает об истории станицы Павловской, через историю деревьев райцентра...
Классный час «Живой язык-живая нация!»
Классный час посвящен родным языкам.В частности, живя в Башкирии, большой акцент делается башкирскому языку как родному и как государственному языку РБ.(8 класс)...
Приказ о проведении конкурса чтецов "Живу с природой в рифму..."
Для аттестации...
межрегиональный конкурс Живая сила Природы
межрегиональный конкурс Живая сила Природы...
Рабочий лист по теме "Живая - неживая природа"
Рабочий лист по природоведение по теме "Живая -неживая природа"...