Конференци «Çын пул!» (Халăх вĕрентĕвĕн наукăпа практика конференцийĕ)
материал (8 класс) на тему

Иванова Ирина Васильевна

 

Çынлăх ыйтăвĕсене пăхса тухса ачасене ырă чунлă, кăмăллă пулмаллине ăнлантарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon konferenci.doc79.5 КБ

Предварительный просмотр:

Конференци «Çын пул!»

(Халăх вĕрентĕвĕн наукăпа практика конференцийĕ)

Тĕллевĕсем: 1.Çынлăх ыйтăвĕсене пăхса тухса ачасене ырă чунлă, кăмăллă

                      пулмаллине ăнлантарасси.

                      2.Ачасене И.Я.Яковлев «Халалĕпе» паллаштарасси.

Мероприятире кирлĕ хатĕрсем:

Акт залне  И.Я.Яковлев портретне çакнă, презентаци хатĕрленĕ.  Кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Плакатсем çырса çакнă.

Конференци эпиграфĕ:

                        Ыр çын вилет-ят юлать.

                        Эп вилсессĕн мĕн юлать?

                                                    М.Федоров.

Конференци  йĕрки:

                  Ертуçĕ конференцие уçать, программăпа паллаштарать.

Конференци  Г.Юмартăн «Çылăх мана» сăввипе уçăлать.

 1-мĕш вулакан:

Ах, намăс  та çылăх мана!  

Епле пусарас-ха чуна?

Атте-аннене чысласа

Куллен пулăшма пĕлеймерĕм.

Тăван-пĕтене чысласа  

Тăван пек пулма пĕлеймерĕм.

Ырă тунă çынна чысласа

Хăйне ыр тума пĕлеймерĕм.

Чунтан кураймастăп хама,

Ăçта-ши чикес пуçăма?

2-мĕш вулакан:

Ах, намăс та çылăх мана!

Ытти çын ĕçне ĕс тесе

Хăш чух уяма пĕлеймерĕм.

Ултав-суяна сивлеме,

Тÿрришĕн тăма пĕлеймерĕм.

Пĕр тытнă ĕçе тимлесе

Тирпейлĕ тума пĕлеймерĕм.

Чунтан кураймастăп хама,

Ăçта-ши чикес пуçăма?

3-мĕш вулакан:

 Ах, намăс та çылăх мана!

 Епле пусарас-ши чуна?

 Сăхлантăм хăш чух янттине,

Хама хытарма пĕлеймерĕм.

Курсан та теприн асапне-

Унран хăтарма пĕлеймерĕм.

Чунтан кураймастăп хама,

Ăçта-ши чикес пуçăма?

                         

1-мĕш доклад:

«И.Я.Яковлев-чăваш халхĕн педагогĕ»

И.Я.Яковлев-чăваш халăхĕн педагогĕ, чăваш литературине пуçарса яраканĕ. «Эпĕ çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче çуралса, вĕсен пурнăçĕпе пурăнса уснĕскер, тăван халăхăн шăпипе пуласлăхĕ çинчен шухăшламасăр тăма  пултарайман»,- тенĕ вăл. Мĕн  çамрăкран И.Я.Яковлевăн çулăмлă чĕри тăван халăха тĕттĕмлĕхрен хăтарассишĕн çуннă. «Пысăкрах пĕлу парса мĕншĕн-ха  чăвашсене те манн пек телейлĕ те тулли кăмăллă тăвас мар-ха?»-шухăшланă Иван Яковлевич. Чăвашсене çутта кăларас тĕллевпе ятарлă чăваш шкулĕ йĕркелес шухăш унăн 1868 çулта çирĕпленсе çитнĕ. Гимназире вĕреннĕ вăхăтрах Яковлев  чăвашсене вĕрентес тата çутта кăларас ĕçре шкулсем уçни пысăк пулăшу парасса шаннă. Вăл тăрăшнипех чĕмпĕрте 4-5 ача унăн хваттерĕнче вĕренме тытăнаççĕ. 1871-72 çç. Чăваш алфавитне йĕркелесе çитерет, букварь кăларать.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ пулса тăнă. вăл илемлĕ халăх сăмахлăхне пухнă, шкулти вулав к\некисене те халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене кĕртме тăрăшнă, халăх йăли-йĕрки çинчен хайланă калавсене вулаттарнă.

Яковлев тăрăшнипе халăха çутта кăларас ĕç аталансах пынă. Иван Яковлевич чăваш шкулĕсене, ачасене ăс-хакăлпа пĕлу парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Çапла  пултăр тесен вĕсен пуçламăш пĕлусене тăван чĕлхепе туянмалла, вара çав никĕс çинче вырăс чĕлхипе литературин, вырăс культурин пуянлăхне алла илсе пыма тăрăшмалла, тенĕ аслă Вĕрентекенĕмĕр. Халăхăн  культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнине палăртнă. Тăван чĕлхепе вĕрентмелли калавсенче ĕс, пĕлу, туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăнта тăмалла. Халăх, хăйĕн иксĕлми сăмахлăхĕ урлă, çамрăк ăрăва пурнма вĕрентсе пырать. Халăх хăй вăл чаплă та пултаруллă вĕрентекен. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри  теприн умĕнче хăйне асла е кĕçĕне хума кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа  та пурин те çынпа тивĕслĕ, сăпайлă пурăнмалла. Çак  шухăшсене эпир унăн халăха юратса çырнă, халăхăн ĕмĕр сунми ăс-хакăл пуянлăхĕсен шутне кĕрекен, 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ «Халалĕнче» куратпăр.   Çынлăхпа, тăван халăха чунтан юратнипе çыхăннă чăн-чăн патриотизм хăватне, этемлĕхĕн ĕмĕрти чун ăшăлăхне çав таранччен витĕр ăнланнине кура хаклас пулсан «Чăваш халăхне» панă халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвсене ăнлантарса вĕрентмелли ĕмĕр сунми литература палăкĕ те пулса тăма тивĕçлĕ.

2-мĕш доклад:

«Сан хыççăн Чăвашра халăха витĕм курес вăйпа И.Я.Яковлевпа танлашма пултаракан педагог тухасси пирки шухăшламастăп та, ĕненместĕп те»,-тенĕ Я.Ухсай Г.Н.Волков пирки.

Г.Н.Волков Елчĕк тăрăхĕнче çуралса уснĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнче ăс пухать, учитель дипломне Алла илет. Унтан Хусан педагогика институтĕнче аспирантурăра вĕренет. Аслă преподаватель, профессор, кафедра пуçлăхĕ, проректор пулса ĕслет.

Геннадий Никандровичăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл вĕрентекен, писатель, ученăй, академик, этнопедагог, шухăшлавçă, публицист, куçаруçа.

«Чăваш халăхĕн этнопедагогики»- чăваш халăхĕн ăс-хакăл пурнăçĕн вышкайсăр энциклопедийĕ,»-тесе çырнă чаш халăх поэчĕ П.Хусанкай. В.Сухомлинский вара чăвашсен космонавт кăна мар, педагог та пур тенĕ. Раççейре çеç мар, чылай çер-шывра Г.Н.Волков этнопедагог ĕçĕсем хисепре.

Геннадий Никандрович хăйĕн пĕтĕм ĕçне, пурнăçне халăх вĕрентĕвĕпе çыхăнтарнă. Паянхи çамрăк ытла та кăткăс вăхăтра пурăнать. Ку тапхăрта ăна чăннипех чун апачĕ çитмест. Пурнăçра япала мар, çывăх çын-анне- чи хакли пулнине çирĕплетет вăл. Хăйĕн кашни калавĕнчех тăван киле телей курекен пул, тет академик. Аçу-аннушĕн чи пысăк савăнăç-санăн турĕ пурнăçу, ĕçченлĕху, санăн ĕçри, вĕренури усĕмусем. Вăл пире турĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулма, атте-аннене, аслисене хисеплеме вĕрентет. Тăван çĕр-шыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама хăнăхтарать, пире ĕслеме вăй, пил парать.

Аннун чĕрине туйма, унăн пуçĕнчи тулеклĕхпе канăçлăха, телейпе савăнăçа, пăшăрханупа пăлханăва, куренупе хурланăва асăрхама пĕл.

Аслисен сăмахне итлемен çамрăка йывăр килет.

Вĕрентекен пур чух вĕренсе юл

Ырă пулма пултарни пархатар, телей.

2. И.Я.Яковлевăн «Халалĕнчи» çичĕ пилĕпе тухса калаçни.

        Пĕрремĕш пил- «Ĕçе хăнăх».

Кирек мĕнле çынна та унăн ăсталăхне, пултарулăхне тата ĕçри е вĕренÿре тăвакан çитĕнĕве кура хаклаççĕ. Ĕç вăл-пурнăç тыткăчи, унăн вăй-хăваче. Этем чи малтанах ĕçпе илемлĕ. Ĕç кăна мухтава кăларать çынна. Чăваш халăхĕн пурнăçе, уйрăмлăхĕ- ырми-канми ĕçре. Чăваш ĕçченлĕхĕ-халăхăн ĕмĕртен пыракан хăвачĕ. Ĕçсĕр çапкаланса çÿрекене халăх мĕн авлтан юратман. Ĕçлеме юратакан çын яланах хисепре. Ача ĕçе чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен вĕренсе,хăнăхса пырать. Çавăнпа чăвашсем: «Улттăри хĕр ача амăшĕн ĕçне тума, улттăри арçын ача ашшĕн ĕçне тума пултартăр,»-тенĕ. Ĕçпе Тăван çĕр-шыва юратнипе илемлĕ çын. Ахальтен маар А.Николаевăн амăшĕ ывăлĕ пирки çапла каланă: «Ача чухнех ĕçлетчĕ». Ĕçе юратни, ÿркенменни ăна космоса çитернĕ. Ĕçлесе çын хăйĕн телейне тупнине çирĕплетекен тĕслĕх мар-и çакă! Акă мĕн каланă И.Яковлев хăйĕн «Халалĕнче»: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă-çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕсе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿр килнĕ йывăрлăхшăнан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçе ĕсе те чаплăлантарса яма, усă  паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕс те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать». Ĕркеллĕ çамрăк хастар ĕçлет, лайăх вĕренет. Общество ĕçĕнче уйрăмах тĕрĕсленет хальхи шкул ачи. Кам хăйне шанса панă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа пырать, çав каярахпа та ялан пысăк кăтартусем тăвать. Пĕр пĕчĕк ĕç те тавракурăма аталантарать, пултарулăха ÿстерет, çынсемпе хутшăнма вĕрентет.

Иккĕмĕш пил - «Сывлăха упра».

Сывлăх-çут çанталăк панă телей, этем шăпин, пулас çитĕнĕвĕсен, вĕренĕвĕн, ĕс-хĕлĕн, тăнăçлăхĕн никĕсĕ. Таса сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă пулас тесен ÿт-пĕве кашни кун çирĕплетсе пымалла, пурнăçа юратмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Сывă ÿтре-сывă шухăш-кăмăл»,- тесе калаççĕ. Апла пулсан, ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетессине манма юрамасть. Сиенлĕ йăласем те пурнăç йĕрки пулса тăмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсене пула кăмăл-сипет пахалăхĕсем те, ăс-хакăл çивĕчлĕхĕ те чакаççĕ.

Пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă: хамăра мĕнле тыткалани те, сывлăха упрама пелни те. Сывă пурнăç йĕрки вăл-хусканусем туни те, спортпа туслă пулни те. Çав вăхăтрах куллен-кун тĕл пулакан йывăрлăхсемпе  кĕрешме  пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Кунта ĕспе канăва йĕркелеме пĕлни, пурнăç çине оптимист куçĕпе пăхни пулăшать. Çынран хăйĕнчен нумай килет: юлташсем хушшинче хамăра лăпкă тытни, çынсене хисеплени, ырă кăмăл, пурнăçра лайăххине курма пĕлни сывлăха упрама пулăшаççĕ. Çавăнпах пуль ваттисем унăн пĕлтерĕшне палăртса çамрăксене ансат, птĕ витĕмлĕ сăмахсемпе çапла каланă: 1. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. 2. Сывлăх-чăн телей. 3. Сывлăх пурлăхран хаклă. 4. Сывлăха сутăн илеймĕн. 5. Пуçра сывлăх пултăр.

Виççĕмĕш пил - «Ăслă-тăнлă пул!»

«Шухăшлав вăйĕпе туяннă пĕлÿ çеç чăн-чăн пĕлÿ пулать»,- тенĕ Лев Толстой. Мĕн хирĕçлесе калайăн, паянхи кăткăс техникăсемпе ĕçлес тесен вĕренни кирлех çав. Ăс-тăна çирĕплетме, ăс-хакăла пуянлатма пире чи малтанах кĕнекесем пулăшаççĕ. Ахальтен каламан  М.Горький: «Манра мĕн лайăххи пур, çавăншăн эпĕ кĕнекесене тав тума тивĕçлĕ». Чăваш халăхĕ те ăса чи мала хунă, ваттисем калани те питĕ вырăнлă. 1. Пĕлÿрен хаклă пурлăх çук. 2.Ăсна çухатиччен пуçна çухат. 3. Ăссăр ăста пулаймăн. 4. Ăс тенине мĕн виличчен пухаççĕ. 5. Ăс-тăн ылтăнран хаклă.

«Халалти» сăмахсене аса илес килет тата. «Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Ас туса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла…Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла…Эсир вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренÿлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр…Тăван халăхăрăн çуклăхĕнчен, вăл тĕттĕмре пурăннинчен ан вăтанăр: эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Çапла  вара эсир халăх вăйĕпе хăвăршăн пуçтарнă ăсăршăн вĕсене парăм тÿлерĕр пулать».

Тăваттăмĕш пил - «Ырăпа ырă пул!»

Ырри çĕнтерет, усалли пĕтерет. Ырринчен ырман тет. Çын ыррине курса ÿссен ырă пулать. Ырă вăрлăхран яланах ырă çимĕç çитĕнет. Ырă сăмах ылтăнран та хаклă шутланать. Ырă сăмах юмана та чун пама пултарать иккен. Пĕр-пĕрне тăтăшах ырă сăмах каласа кăмăла çĕклеме тăрăшмалла. Ахальтен каламан ватă çынсем: «Ырă сăмах каланипе чĕлхе хăрса ÿкес çук», -тесе. Çапла, сана çын ырă турĕ пулсан эсĕ ăна тав ту. Тав туйăмĕ асамлă та хăватлă. Тав туйăмĕсĕрри çынлăхран тухать, путсĕрленсе пуçне çухатать. «Ырра виçе хут ырăпа тавăр»,- тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Ху çынсемпе ырă пулатăн пулсан санпа та çынсем ырă пулĕç. Ырри вăл ырăпах таврăнать.

            Пиллĕкмĕш пил - «Туслăхра –вăй».

Шкул ачисене те, аслăрах çамрăксене те юлташлăхпа туслăх ырăлать, пысăк вăй  кÿрет. Çакна пулах ĕнтĕ вĕсен пурнăçĕ хитреленет, кĕрнекленет. Чăн-чăн тус тесе шанчăклă, тÿрĕ,чăтăмлă чунлă çынна каламалла, вăл сана улталамасть, элеклемест, сутмасть, йывăрлăх килсе тухсан пăрахмасть. Ăна шанма пулать. Туслăх улталанине чăтмасть, ăçта суя, элек, çавăнта татăлать. Çавăнпа туссен пĕр-пĕрне ĕненмелле, кирлĕ чухне ăна çăлса хăврма тăрăшмалла. «Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Вăл каланă: «Хăвăр тăшманăрсене те юратăр»,- тенĕ. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкавлать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Сапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине тăракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕклекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен вара хăй сире аялтан çуле турта-турта кăларĕ. Малти урапа кусан хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса туни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр»,- тенĕ И.Я.Яковлев хăйĕн «Халалĕнче». Çак шухăшсем тĕрĕссине ваттисен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. 1 Тус-тăвантан асли çук. 2. Тусу хăвăнтан лайăх пултăр. 3. Туслăх мулран та хаклăрах. 4. Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр. 5. Тусу çук пулсан, тупма тăрăш, тупсан-упрама тăрăш.

Улттăмĕш пил – «Чун-чĕре илемĕ».

Чаш чунтан-вартан юратакан халăх. Юратма пĕлни хăйне кура илем. «Чун юратнă савни» тени чăвашăн кăна. Ку сăмах çаврăнăшне ăнлантарса пама пулать, анчах та тÿрремĕн, тĕп-тĕрес куçарма çук.

Пурте илемлĕ пулмалла çынра:сăнĕ-пичĕ те, тыткаларăшĕ те, юрри-ташши те, калаçăвĕ те, çийĕ-пуçĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те, пурнăçĕ те…Чун-чĕре илемĕ тĕкĕр çинчи пек веçех  курăнать; илемли хитре мар, чун юратни илемлĕ тенĕ ваттисен сăмахĕсене  асрах тытасчĕ.

И. Я.Яковлев хăйĕн «Халалĕнче» çемье илемĕ çинчен каланă чухне ÿт-пÿ тасалăхĕ пирки çапла калать: «Утĕрпе ясарпа ан варалăр, ÿсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр вали тĕреклĕ чарак лартса хурăр.» Çакă ĕнтĕ илемлĕ пурăнни: туслă, килĕштерсе, пĕр-пĕрне итлесе те хисеплесе.

Çиччĕмĕш пил-«Тĕрĕслĕх-чи хаклă пуянлăх».

Вырăссене аслă художникĕ Репин: «Хитрелĕх, илемлĕх-тĕрĕслĕхре, тÿрĕ тата таса пулнинче»,-тенĕ. Ашни çамрăка тĕрĕслĕх, тÿрĕ пулни лайăхлатать, ырăлатать. Çамрăк суйма, улталама, икĕпитленме, каппайланма юратать пулсан ăна ăçтан илемлĕ тетĕн-ха? Ăстăн ĕçĕ тума, культурăллă калаçма, хитре тăхăнса çÿреме, çепĕç пулма, хăйне сăпайлă тытма, вăтанма, ырă кăмăллă пулма, шкулта вĕренме-сн кăна пултарать. Пурнăçра унăн суяпа чăнлăха уйăрма та хăйĕнех вĕренмелле. Тĕрĕс сăмахăн суйи çук. Тĕрĕслĕхе кая пăрах, вăл мала пырса ÿкет. Кусем пурте-халăхра анлă сарăлнă ваттисен сăмахĕсем.  Вĕсем пире пурнăçра тÿрĕ чунлă, ултавсăр пурăнма вĕрентсе пыракан сăмахсем. Вĕрентекенĕмĕр тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çинчен хăйĕн «Халалĕнче» акă мĕнле каланă: «Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа ткпнă телей-тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть». Çак сăмахсем çумне урăх нимĕн те хушса калаймăн.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова И.В. сăмахĕ.

Чăн-чăн çын пулса ÿсес тесен мĕнле пулмалла? Чăн-чăн çын тепĕр çынна хисеплет, çавăнпа вăл пули-пулми тиркешмест, яланах çепĕç калаçать, хăйне сăпайлă тытать, ÿкĕте кĕрет. ..Н.Г.Чернышевский калашле, çак лайăх енсемпе палăрнă çын-анлă пĕлÿллĕ, ыррипе усаллине, тĕрĕслĕхпе тĕрĕсмарлăха хăвăрт ăнкарса илет, шухăшлама пĕлет, мĕн пур ыррипе илемлĕхе юратать. Чунлăха, ăсла-тăнлă çын вара пурнăсне илемлĕн пурăнса ирттерет.

«Çын пул!»-тет чăваш. Чăн-чăн çын пĕртте каппайланмасть, урамра та, ĕçре те хăйне йĕркеллĕ тытать, кĕçĕннисем умĕнче мухтанмасть… Вăл илеме, культурăна, эстетикăна ăнланать…

Чан-чăн çын пулас тесен пĕр ывăнмасăр, вĕçĕмсĕр ĕçлемелле, ĕмĕр вĕренмелле, вуламалла, вăй хумалла…

Çак шухăшах çирĕплетеççĕ И.Я.Яковлевăн «Укĕтĕнчи» сăмахсем:

-Ырă çын пул! Ватă çынна хисепле. Тантăшсем умĕнче пуçна каçăртса ан çÿре. Хăвăнтан кĕçĕннисене кăмăл ту. Аçу-аннÿне хисепле. Пĕчĕккисене ан макăрт. Сана усал тума мар, ырă тума çуратнă. Ăна эсĕ ан ман. Усал ĕçсем ан ту, усал сăмахсем ан кала. Аслисем калаçнă чух вĕсен сăмахĕсене тăнла, ан пÿл. Çынна тÿррĕн, чипер кала. Хăвăнтан ыйтсан çынна тÿрех кала. Хуйхăракан  çынна йăпат, ырă çынна пулăш. И.Я.Яковлев мĕн каланине пурнăçласан сан пурнăçу телейлĕ пулĕ. Йĕркеллĕ, сăпайлă çын пулма вĕрентекен сăмахсене яланах асра тытасчĕ. Çак пурнăçра пĕри-пуриншĕн, пурте-пĕриншĕн пулма тăрăшасчĕ. Çыншăн çын- тус, юлташ, тăван. Çавăнпа та пирĕн пĕр-пĕрне хисеплесе, хакласа пурăнмалла. «Ырă кăмăл пек йÿнĕ ларакан тата хакла тăракан япала урăх нимĕн те çук»,-тенĕ «Дон Кихот» авторĕ Сервантес. Пурнăçра пĕр-пĕриншĕн яланах эмел  пуласчĕ!

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Программа элективного курса предпрофильной подготовки «ХИМИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ. НАУКА И ПРАКТИКА»

Программа курса «Химический анализ. Наука и практика» направлена на удовлетворение познавательных интересов и применения практических знаний по химии учащихся основной общеобразовательной школы....

Участие во II Международной заочной научно-практической конференции с изданием печатного сборника статей «Приоритетные направления развития науки и образования» (29.07.2014)

Приглашаем педагогов и руководителей образовательных учреждений всех типов (дошкольных образовательных учреждений, общеобразовательных школ, учреждений дополнительного образования, учреждений начально...

Республика күләм фәнни практик конференция “Шаги в науку-2014”

                         Республика күләм фәнни практик конференция ...

Республика күләм фәнни практик конференция “Шаги в науку-2014”

                         Республика күләм фәнни практик конференция ...

2016Районное методическое объединение. Участие в научно-практической конференции-конкурсе проектно-исследовательских работ по математике «Шаг в науку 2016». Справка об участии

2016Районное методическое объединение. Участие в научно-практической конференции-конкурсе проектно-исследовательских работ по математике «Шаг в науку 2016». Справка об участии...

Сценарий муниципального этапа научно-практической конференция исследовательских и проектных работ школьников "Первые шаги в науку о Земле" (2019 год) Секция География

Цель: Развитие интеллектуального творчества обучающихся, привлечение их к исследовательской деятельности.Задачи:1.Поддержка одарённых и талантливых детей. 2.Формирование открытой развивающей...

научно-практическая конференция «Вопросы преподавания русского языка в вузе и школе: методология и практика», 2021 год (сертификат)

научно-практическая конференция «Вопросы преподавания русского языка в вузе и школе: методология и практика», 2021 год (сертификат)...