Чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи
материал (10 класс) на тему

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл timuha_hevetere_-_chavash_chelhin_tepchevci.docx102.6 КБ

Предварительный просмотр:

  Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министерстви

Федерацин аслă пĕлÿ паракан

патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕ

«И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ»

Историпе филологи факультечĕ

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри

Чăваш чĕлхипе çырнă курс ĕçĕ

ТИМУХХА ХĔВЕТĔРĔ  ЧĂВАШ ЧĔЛХИН

ТĔПЧЕВÇИ

Ăслăлăх ертÿçи –     _____________________________  И.Г.Яковлева      

                                                                               (алă пусни, число)

Ĕçе пурнăçлаканĕ – ___________________ ____________   О.В.Векова

                                                              (зачет кĕнекин номерĕ)                    (алă пусни, число)

Шупашкар  2016


ТУПМАЛЛИ

КŸРТĔМ …………………………………………………………………...3

        1. ТИМУХХА ХĔВЕТĔРĔН ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХĔ............6

1.1 Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕнчи паллă пулăмсем……….................6

1.2 Тимухха Хĕветĕрĕн пултарулăхĕн тĕп енĕсем......................................11

        2. ТИМУХХА ХĔВЕТĔРĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ТĔПЧЕС

ĔÇРИ ТŸПИ……………………………………………………………..14

2.1 Ăсчахăн чăваш чĕлхине ăслăлăх енчен тĕпчес ĕçри

çитĕнĕвĕсем....................................................................................................14

2.2 Тĕпчевçĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи тÿпи……….................................................20

2.3 Ăсчахăн куçару ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем……….………..........................26

        ПĔТĔМЛЕТŸ……………………………………………………………30

        УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА……………………………………………35


КŸРТĔМ

Ача тăван чĕлхене мĕн чухлĕ лайăхрах, тарăнрах пĕлет, унăн шухăшлавĕ те тарăнланса, аталанса пырать. Тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратасси те çак шухăшлавпа таччăн çыхăннă. Çавăнпа ачана шкулта хăйĕн тăван чĕлхипе вĕрентес пулать, унăн пĕлĕвне чи малтан тăван чĕлхепе усă курса аталантарса пымалла.

Ачасене чěлхе мěнле аталанса пынипе, сăмах йышě майěпен улшăнса, пуянланса пынипе тата чěлхен ытти пулăмěсемпе паллаштарни чěлхе çине анлă пăхма вěрентет, вěренекенсен тěнче курăмне сарать. Вырăссен паллă чĕлхеçи тата меслетçи Ф. И. Буслаев çапла çырнă: «Тăван чĕлхене лайăх пĕлни шкул ачин мĕн-пур пуянлăхне ÿстерет, халăхлăх туйăмне аталантарать».

Тăван чěлхене вěренсе шкул ачи хăйěн пěлěвне ÿстерет, ун саккунěсене пěлни вара тěрěс шухăшлама хăнăхтарать. Шухăшлама пěлни, паллах, тăван чěлхене çеç мар, ытти пур предмета та вěренме пулăшать. Çакă вара ÿлĕмрен халăх ěçне туса пынă чухне те кирлě.

Чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсене программăра çапла палăртнă: «Вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ вулама хăнăхтарасси, вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси, вĕренекенсен логика шухăшлавне аталантарасси, вĕренекенсене фонетика, лексика, грамматика никĕсĕсемпе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе, чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллаштарасси, орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси» [30, 4 с.]. Çак пĕтĕмĕшле тĕллеврен кашни темăна вĕрентнĕ май уйрăм тĕллевсем тухса тăраççĕ.

Паллă чĕлхеçĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллаштарнин тĕллевĕ – пирĕн несĕлĕмĕрсем чăваш чĕлхине чунтан юратнипе нимле йывăрлăха пăхмасăр ăна пулас ăрусемшĕн сыхласа хăварма, аталантарма тăрăшнине ăнланма пулăшасси. Тимухха Хĕветĕрĕ пек пултаруллă çамрăксем чăваш чĕлхине ăслăлăх енчен сăнласа кăтартас, чăваш чĕлхи методикине йĕркелесе аталантарас, чăваш литература чĕлхине çирĕплетес ĕçре мĕнле çитĕнÿсем тунине пĕр ĕçре пур енлĕн тĕплĕн уçса кăтартман, çавăнпа та вăл паянхи вăхăтшăн, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕшĕн çав тери пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Пирĕн курс ĕçĕн теми «Тимухха Хĕветĕрĕ – чăваш чĕлхин тĕпчевçи».

Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ – Тимухха Хĕветĕрĕн чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçри тÿпине туллин уçса парасси, ăслăлăхри, вĕренÿ тата куçару ĕçĕсенчи çитĕнĕвĕсене кăтартасси.

Тěпчев объекчĕ – Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

Тĕпчев предмечě – Тимухха Хĕветĕрĕн чăваш чĕлхине тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсем.

Палăртнă тĕллеве пурнăçлама хамăр ума çакăн пек задачăсем лартрăмăр:

  1. Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕнчи паллă пулăмсене тишкерсе тухасси;
  2. Тимухха Хĕветĕрĕ пултарулăхĕн тĕп енĕсене уçăмлатасси;
  3. Ăсчахăн чăваш чĕлхине ăслăлăх енчен тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртасси;
  4. Тĕпчевçĕн чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри тÿпине кăтартасси;
  5. Ăсчахăн куçару ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсене тишкересси.

Тĕпчевĕн тĕллевĕпе задачисене татса пама сăнав, тишкерÿ, индукци, дедукци, эксперимент, пĕтĕмлетÿ меслечĕсемпе усă куртăмăр.

Тěпчев гипотези. Чăваш наци шкулěнче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май тĕпчевçĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллаштарни ачасене тăван чĕлхене ытларах юратма вĕрентет.

Тĕпчевĕн методологи никěсě. Хамăр ĕçе çырнă чухне эпир чăваш тĕпчевçисен ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Уйрăмах М. Р. Федотов, И. А. Андреев, Л. П. Сергеев, Г. Н. Семенова, Г. Ф. Брусова, А. Алексеев, Е. Арланова, Г. Ахмерова, М. Г. Данилова ĕçĕсем нумай пулăшрĕç.

Тĕпчев ĕçĕн çĕнĕлĕхĕ: чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май пĕр тĕпчевçĕн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин, пур енлĕн, паянхи кун шайĕпе тивĕçÿллĕ пăхса тухса пĕтĕмлетни.

Тĕпчевĕн тĕллевĕпе задачисене татса пама сăнав, тишкерÿ, индукци, дедукци, эксперимент, пĕтĕмлетÿ меслечĕсемпе усă куртăмăр.

Тĕпчевĕн тытăмĕ. Курс ĕçĕ кÿртĕмрен, икĕ пайран, пĕтĕмлетÿрен, усă курнă литература списокĕнчен тăрать. Кÿртĕмре тĕпчевĕн пĕлтерĕшĕпе çивĕчлĕхне çирĕплетнĕ, унăн наука аппаратне йĕркеленĕ.

Пĕрремĕш пайĕнче Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тишкернĕ.

Иккĕмĕшĕнче Тимухха Хĕветĕрĕн чĕлхене тĕпчессине, вĕрентÿпе куçару ĕçĕсене аталантарассине хывнă тÿпине тишкерсе тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

Пĕтĕмлетÿре тĕпчевре калăпланнă тĕп шухăшсемпе сĕнÿсене çырса кăтартнă. Юлашкинчен усă курнă литература списокне панă.

Тĕпчев бази. Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕ.

Апробаци. Тĕпчеве Муркаш районĕнчи Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхи учителĕсемпе сÿтсе явнă.


1 ТИМУХХА ХĔВЕТĔРĔН ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХĔ

  1. Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕнчи паллă пулăмсем

Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) пурнăçĕн малтанхи тапхăрĕ пирки тĕрлĕ çăлкуçра тĕрлĕрен çырнă. Пĕрисем 1917 çулхи революциччен пулнă администраципе территори пайлавне тĕпе хураççĕ, кĕпĕрнепе уес пирки çыраççĕ, теприсем – хальхилле çырса кăтартаççĕ, виççĕмĕшсем – иккĕшне те пĕрлештерсе туллин кăтартаççĕ. Халĕ çав çăлкуçсенче çырнипе тĕплĕнрех паллашар.

«Чăваш халăх сайчĕ» пире Ф.Т. Тимофеев пирки çакна пĕлтерет: «Тимухха Хĕветĕрĕ (Фёдор Тимофеевич Тимофеев 1.12.1887-25.01.1941) – чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ, вĕрентекен. Етĕрне уесĕнчи (халĕ – Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче çуралнă» [86].

Наци библиотеки сайтĕнче ăсчах пирки çапла çырнă: «Тимофеев Федор Тимофеевич (14.02.1887-25.01.1941). Исследователь чувашского языка, педагог, пионер в деле составления орфографических и пунктуационных правил, создатель первых программ и учебников родного языка для всех классов и пособий для учителей-языковедов как по чувашскому, так и по русскому языкам.

Родился в д. Ягаткино (Якаткасси) Ядринского уезда (ныне Моргаушский район Чувашской Республики)» [79].

Г. Скворцов тĕпчевĕпе килĕшÿллĕн, Тимофеев Федор Тимофеевич «1887 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесне кĕрекен Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă.

Аслă пиччĕшĕ хавхалантарнипе 1903 çулта Чĕмпĕрти И. Я. Яковлев уçнă чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Çамрăк учителе халĕ Етĕрне районне кĕрекен Пĕрçырлан ялĕнчи пуçламăш шкула ĕçлеме янă. 1911 çулта ăна пултаруллă пулнине кура Иван Яковлевич Чĕмпĕрти чăваш шкулне ачасене вĕрентме чĕнсе илет. Тăватă çултан вăл Хапăсри пуçламăш шкула килет. Кунта 1915-1918 çулсенче вăй хурать, хăйĕн пулас кĕнекисем валли материалсем пухать, тĕпчев ĕçĕсем çырма тытăнать. 1919-1921 çулсенче вăл Вăрнарти педтехникумра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ» [56, 74 с.].

Тепĕр çăлкуçра Тимухха Хĕветĕрĕн çак тапхăрĕ пирки çакăн пек çырнă: «Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Якаткасси ялĕнче çуралнă (хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ). Турайри пуçламăш шкултан тата Элĕкри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1903—1909 çç. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ.

Халăх учителĕ ятне илнĕ хыççăн Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан ялĕнчи пуçламăш шкулта, 1911—1915 çç. Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш семинарийĕн тĕп шкулĕнче ĕçленĕ, çав хушăрах И. Я. Яковлев ертсе пыракан куçару комиссийĕн ĕçне хутшăннă.

1915—1918 çç. тĕпчевçĕ хальхи Чăваш Республикин Вăрнар районне кĕрекен Хапăсри пуçламăш шкулта, каярах Етĕрнери икĕ сыпăклă шкулта вĕрентÿçĕре тăрăшнă. 1921 ç. Чăваш облаçĕн çутĕç пайĕ çумĕнчи тĕп куçару комиссийĕн ертÿçин ĕçне туса пынă» [31, 193 с.].

Пурнăçăн çак тапхăрĕ пирки Муркаш библиотекарĕсем çапла çыраççĕ: «Ф. Т. Тимофеев родился в 1887 году, начальное образование получил в селе Тораево, затем окончил Аликовскую двухклассную школу. В 1909 году окончил Симбирскую чувашскую учительскую школу, в 22 года стал учителем» [1].

Е. Арланова Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕн малтанхи çулĕсем пирки çапла çырать: «Фёдор Тимофеев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1903 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, «Халăх учителĕ» ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçленĕ» [19, 4 с.].

1922—1925 çç. Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вĕрентнĕ [31, 193 с.].

1922-1925 çулсенче вăл Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вёрентет, паллă академикпа Николай Яковлевич Марпа паллашать. 1925 çулта вăл Николай Яковлевич Золотовпа пĕрле СССР Наукăсен академийĕ çумĕнчи институтăн аспиранчĕ пулса тăрать. Вĕсен вĕрентÿпе тĕпчев ĕçĕсене Н.Я. Марр академик хăй йĕркелесе пырать. Çав вăхăтрах Ф.Т. Тимофеев Хĕвел тухăç халăхĕсен институтĕнче тата университетра монгол, тутар, çармăс, авалхи грузи чĕлхисемпе лекцисем итлет, вĕсене вĕренет.

Çак шухăша эпир Е. Арланова ĕçĕнче вуласа пĕлетпĕр: «1922-25 çулсенче чĕлхеçĕ Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Кунта вăл Н.Я. Марр ăсчахпа паллашнă, ăна чăвашла вĕренме пулăшнă. Ăсчах ăна хăй патне аспирантурăна вĕренме илнĕ. 38 çулхи чĕлхеçĕ аспирант пулса тăнă. Аспирантурăра Тимухха Хĕветĕрĕ тутар, монгол, мари, авалхи грузи чĕлхисемпе лекцисем итленĕ, чĕлхе наукин историйĕпе паллашнă. Унтан вăл пысăк тĕпчевçĕ пулса Шупашкара таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă» [19, 4 с.].

Наци библиотеки сайчĕ пире çакăн пек хыпарлать: «Ф. Тимофеев – выпускник Симбирской чувашской учительской школы, аспирантуры в Яфетическом институте АН СССР. Он – пионер в деле составления орфографических и пунктуационных правил, автор первых учебников и учебных пособий по чувашскому и русскому языкам. Принимал участие в разработке научно-практических основ чувашского языка – морфологии, синтаксиса, терминологии и т. д. В 1918 г. издал брошюру «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков в инородческих училищах», затем «Книгу для обучения чувашскому правописанию». Работал в Персирланской начальной школе Ядринского района, Симбирской чувашской учительской школе, Абызовской школе Вурнарского района. В 1922-1925 гг. преподавал чувашский язык в Симбирском педагогическом и сельскохозяйственном техникумах, одновременно заведовал Чувашским музеем» [79].

Малашнехи пурнăçне вăл вĕрентÿпе ăслăлăх тĕпчевĕсене халалланă. Наци библиотекин ĕçченĕсем çапла çыраççĕ: «Работал заведующим отделом языка, затем – заместителем директора Чувашского научно-исследовательского института. В 1930-1934 гг. читал лекции по чувашском языку в педагогическом и сельскохозяйственном институтах в качестве доцента. В 1934-1937 гг. преподавал чувашский язык на курсах переводчиков и редакторов при Институте Востоковедения АН СССР. В 1937 г. был необоснованно репрессирован. Впоследствии реабилитирован» [79].

1934—1937 çç. Ленинградри Хĕвел тухăç халăхĕсен институтĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.

Ф.Т. Тимофеев Петрозаводск хутлăхенчи Сорока станцийĕнче вăхăтсăр вилнĕ. [31, 193 с.].

Е. Арланова ăсчахăн юлашки çулĕсем пирки çапла çырать: «Мухтавлă ентешĕмĕрĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Çав вăхăтри ытти паллă çынсен шăпи ăна та пырса тивнĕ. 1937 çулта ăна ним сăлтавсăрах арестленĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă» [19, 4 с.].

Ăсчаха репрессиленин сăлтавĕ пирки тĕрлĕ çăлкуçра çырса хăварни пирки вырăнлă тесе шутлатпăр:

1) «В 1937 году был репрессирован по причине того, что он был противником замены чувашских букв Яковлевского алфавита русскими и был причислен к националистам. Умер в лагере заключенных в 1941 году» [1; 78];

2) «Арестован 1.11.1937 и постановлением тройки НКВД Чувашской АССР от 5.12.1937 осужден к заключению в ИТЛ сроком на 10 лет. Умер 25.01.1941 в местах лишения свободы. Реабилитирован 25.01.1956.

Еще в 1929 г. Федор Тимофеев вынужден был публично «признать» в печати свою вину в отступлениях в исследовании языка, в переводческом деле, составлении учебников по грамматике для чувашских школ. Впоследствии, в условиях, когда невозможно было доказать, какие научно-теоретические концепции соответствуют духу марксизма, а какие ему вредят, самооговор обернулся для него большой бедой. Получилось так, что он заранее добровольно расписался в своем приговоре. По Вышинскому, признание вины уже являлось доказательством совершения преступления. Тимофееву, работавшему под руководством известного академика Марра, инкриминировались не научность и идейная ущербность, буржуазные националистические установки в области языка. К тому же, «Общество изучения местного края», где он состоял, считалось тогда «контрреволюционным».

25 января 1956 г., ровно через 15 лет со дня смерти Тимофеева Ф.Т., постановлением Президиума Верховного суда ЧАССР постановление тройки при НКВД ЧАССР от 5 декабря 1937 г. в отношении него отменено и дело производством прекращено за отсутствием в его действиях состава преступления. По заявлению сына, Дмитрия Федоровича Тимофеева, 1937 г.р., выдано заключение о признании его пострадавшим от политических репрессий» [75, 229 с.].

Пурнăçне пĕтĕмлетме И.А. Андреев чĕлхеçĕ сăмахĕсем пулăшаççĕ: «ТИМОФЕЕВ Фёдор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) [1.2.1887, д. Ягаткино Ядрин. у. (ныне Моргауш. р-на) – 25.1.1941, станция Сорока (г. Беломорск), Карело-Фин. АССР (ныне Респ. Карелия), в заключении] – исследователь чуваш. языка, педагог, деятель образования. Окончил Симбир. чуваш. учител. школу (1909), аспирантуру в Яфетическом институте АН СССР (1928). Работал учителем в д. Персирланы (1909–11) и с. Абызово (1915–18) Ядрин. у., преподавал в Симбир. чуваш. школе (1911–15), а также в ряде др. учеб. заведений городов Ядрин, Симбирск, Чебоксары. В 1928–34 преподаватель в Чуваш. педагогич. и сельскохозяйствен. институтах,  зав. сектором чуваш. языка в ЧНИИ. В 1934–37 преподавал чуваш. язык на переводческих курсах при Институте востоковедения АН СССР (Ленинград)» [7, 223-224 с.].

Çапла вара, Фёдор Тимофеев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1903 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, «Халăх учителĕ» ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1922—1925 çç. Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вĕрентнĕ. 1925 çулта вăл Николай Яковлевич Золотовпа пĕрле СССР Наукăсен академийĕ çумĕнчи институтăн аспиранчĕ пулса тăрать. Аспирантурăран Тимухха Хĕветĕрĕ пысăк тĕпчевçĕ пулса Шупашкара таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă. 1930-1934 çулсенче ял хуçалăх тата педагогика институчĕсенче доцент пулнă. 1934—1937 çç. Ленинградри Хĕвел тухăç халăхĕсен институтĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1937 çулта ăна ним сăлтавсăрах арестленĕ. Вăл 1941 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Карелири Петрозаводск облаçĕнчи Сорока станцийĕнче тĕрме çынни пулса вилнĕ.

1.2 Тимухха Хĕветĕрĕн пултарулăхĕн тĕп енĕсем

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕветĕрĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Хапăсри пуçламăш шкула килет. Кунта 1915-1918 çулсенче вăй хурать, хăйĕн пулас кĕнекисем валли материалсем пухать, тĕпчев ĕçĕсем çырма тытăнать. Вăл вырăс чĕлхине чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли меслетсем шырать, тĕпчет, сăнать. 1918 çулта Хусанта «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в иногородческих училищах» ятлă кĕнеке кăларать. Çав çулах Хусанта тухакан «Канаш» хаçат редакцийĕ унăн «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсем» брошюрине пичетлет. Брошюра тăван чĕлхен орфографипе пунктуацине йĕркелес тĕлĕшпе çырнă чи малтанхи ĕç тесен те йанăш пулмасть.

1919-1921 çулсенче вăл Вăрнарти педтехникумра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, тăван чĕлхене тĕпчес ĕçе малалла тăснă. Кунтах çырма пуçланă «Чăваш чĕлхин грамматики» кĕнекине 1924 çулта Шупашкарта пичетлесе кăларнă. Ку кĕнеке чăваш чĕлхи çинчен чăвашла çырнă пирвайхи пысăк тĕпчев ĕçĕ пулнă. Унта тăван чĕлхе çинчен ĕненмелле çутатса панă пĕтĕмлетÿсемпе пĕрлех шухăшлаттаракан, малалла тĕпчеме хистекен вырăнсем те нумай. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын çав çулсенчех вĕрентÿ пособийĕсемпе илемлĕ литература хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçаракан комиссире те ĕçлет, хăй те вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарать.

Паллă тĕпчевçĕ кĕнеке хыççăн кĕнеке çырать. Чăваш чĕлхин грамматики чăвашла тухсан унăн синтаксисне те тăван чĕлхепе пичетлет. Чăваш чĕлхипе кăсăкланакансен шучĕ çулран çул ÿссе пырать, çакна шута илсе 1928 çулта çÿлерех асăннă икĕ ĕçе пĕрлештерсе уйрăм кĕнеке кăларать.

Аспирантурăран таврăнсан унăн 1930 çулта харăсах икĕ кĕнеке тухать. Пĕри - «Материалы пo преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри - «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттотĕк кĕнеки». Вăл вăхăтра шкулсенче ятарласа учитель профессине алла илнĕ çынсем питĕ сахал ĕçленĕ. Чылай чухне кам вулама-çырма пĕлнĕ, вăл учитель пулса тăнă. Вĕсем чĕлхе теорийĕпе методикине пачах пĕлмен тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çакăн пек вĕрентекенсем валли кирлĕ пулнă та çак кĕнеке. Çак пособи икĕ пайран тăнă, кÿртĕм тата чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика пайĕнчен. Ӑста методист тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух тĕл пулакан чăрмавсене тишкернĕ, вĕсене сирмелли майсене кăтартнă. Малалла вăл шкулăн çамрăк ăруран ĕçе юратакан, ĕçлеме пĕлекен тата пултаракан вăйлă, сывлăхлă, ăс-тăнлă çынсем çитĕнтермеллине палăртать. Шкул тĕллевĕсем паян кун та çавăн пекех.

Аспирантура хыççăн Тимухха Хветĕрне ЧНИИ-ĕн чĕлхен уйрăмĕн заведующийĕ, кайран директор çумĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1930-1934 çулсенче педагогикăпа ял-хуçалăх институчĕсенче доцент шайĕнче чăваш чĕлхин лекцийĕсене вуланă. Ку çулсенчех Т.М. Матвеевпа пĕрле 5-7 классем валли тăван чĕлхе вĕренÿ кĕнекине çырнă. Ку вĕренÿ кĕнекине кайран пиллĕк хут çĕнĕрен пичетлесе кăларнă [86].

Наци библиотекин ĕçченĕсем çапла çырни пур: «Автор более 30 книг и брошюр, в т. ч. нескольких учебников родного языка (в соавт. с Т. М. Матвеевым), методических пособий. Основные издания: «Чăваш чĕлхийĕн грамматики. Фонетика. Морфологи» (Грамматика чувашского языка. Фонетика. Морфология), «Основы чувашского синтаксиса», «Пунктуация письма», «Чăвашла çырасси» (Чувашское письмо) и др.» [79].

Талантлӑ тĕпчевҫĕ 30 кĕнекепе брошюра ҫырса хӑварнӑ. Тимухха Хĕветĕрĕн паха та хаклӑ ĕҫĕсем Патшалӑх пичет архивĕнче тирпейлĕн упранаҫҫĕ [16, 4 с.].

Çапла вара, тĕпчевҫĕ тӑван халӑха чĕререн юратнӑ, ӑна ҫĕнĕ пурнӑҫ тума, культурине аталантарма хӑйĕн вӑйне, пурнӑҫне шеллемесĕр тӑрӑшнӑ, чĕлхе ыйтӑвĕпе нумай ĕҫсем тунӑ. Унӑн ĕҫĕсемпе паллашни вӑл пултаруллӑ та ывӑна пĕлми ӑсчах пулнине кӑтартса парать. Хӑйĕн ĕҫĕсенче вӑл чĕлхен пĕр-пĕр енне тĕпченипе кӑна ҫырлахман, унӑн пур енĕсене те ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. Вăл чĕлхеçĕ, меслетçĕ, куçаруçă, çыравçă, учебниксемпе вĕренÿ кĕнекисен авторĕ пулнă.


II. ТИМУХХА ХĔВЕТĔРĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ

ТĔПЧЕС ĔÇРИ ТŸПИ

2.1 Ăсчахăн чăваш чĕлхине ăслăлăх енчен тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсем

«Чĕлхе — халăх пурнăçĕ, халăх шухăшĕ, халăх философийĕ. Эпир хамăр чĕлхене мĕн чул аван пĕлетпĕр, çавăн чухлĕ халăх пурнăçне те пĕлетпĕр», — тенĕ Тимухха Хĕветĕрĕ. Хăйĕн ĕçĕсенче вăл чĕлхен пур енĕсене те çутатса пама тăрăшнă.

1918 çулта «Канаш» хаçат редакцийĕ унăн «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсем» брошюрине кун çути кăтартнă. Ку вăл — чăваш орфографийĕпе пунктуаци правилисене йĕркелес тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăм. Тимухха Хĕветĕрĕн чăваш чĕлхипе çырнă ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă май чи малтан унăн шкул валли хатĕрленĕ кĕнекисене асăнмалла. Вăл хамăр тăван чĕлхе çинчен чăвашла çырнă малтанхи вĕренÿ хатĕрĕсен авторĕ шутланать. Тĕпчевçĕ чăваш чĕлхи вĕренме 4 учебник (1-2-мĕш, 3-4-мĕш, 5-мĕш, 6-7-мĕш классем валли) хатĕрленĕ (юлашки икĕ учебникне Т.М.Матвеев чĕлхеçĕпе пĕрле çырнă). Ку кĕнекесенче ачасене чĕлхе çинчен кирлĕ пĕлÿсем панисĕр пуçне, орфографипе пунктуацин тĕп правилисем те пур. Ӑнлавсене вăл кĕскен, çав вăхăтрах туллин уçса панă. Акă темиçе тĕслĕх:

1) «Сăмахпа каланă уйрăм шухăша пуплев теççĕ».

2) «Пуплевре ыйту пулсан, ун пек пуплеве ыйтуллă пуплев теççĕ. Ыйтуллă пуплев хыççăн ыйту палли лартаççĕ» (1-2-мĕш классем валли çырнă кĕнекерен).

Курăр-ха тата, 3-4-мĕш классем валли çырнă учебникра япала ячĕсемпе глаголсене (ĕçхĕлсене) мĕнле ăнлантарнă:

«Çынсем, выльăхсем, кайăксем, тĕрлĕ хатĕрсем, çĕршыври пулăмсем, халăх хушшинчи пулăмсем грамматикăра пурте япала пулаççĕ. Япалана пĕлтерекен сăмахсене япала ячĕ теççĕ» (7 стр.).

«Япала мĕн тунине кăтартакан сăмахсене ĕçхĕл (глагол) теççĕ» (9 стр.).

Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш чĕлхипе грамматика терминологийĕн никĕсне те хывнă. Тимухха Хĕветĕрĕччен грамматика терминĕсем пирĕн пачах та пулман. Паян кун та эпир грамматикăра, тĕпрен илсен, унăн терминĕсемпе усă куратпăр: япала ячĕ, паллă ячĕ, хыç сăмах, уçă сасă, хупă сасă, вĕçленÿ, сăпатлану т.ыт.те. Чăн та, вăл тупнă терминсенчен чылайăшне каярахпа вырăслисемпе улăштарнă («пуплев» вырăнне «предложени», «ылмаш» вырăнне «местоимени», «пусăм» вырăнне «ударени», «кÿртĕм сăмах» вырăнне «вводнăй сăмах» т.ыт.те, анчах та çак сăмахсем тĕпчевçĕсен ĕçĕнче тепĕр хут чĕрĕлсе вăй илчĕç, ку вара Тимухха Хĕветĕрĕ сĕннĕ терминсем чĕлхе тытăмĕпе килĕшуллĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

6-7-мĕш классем валли çырнă учебника тата пысăкрах хаклас пулать, мĕншĕн тесен кунта пуçласа чăваш чĕлхи синтаксисĕн тĕпĕсене пĕтĕмĕшпе çутатса панă. Синтаксис ыйтăвĕсене çакнашкал пĕтĕмĕшле çутатни Ашмарин профессорăн та пулман.

Чăвашла ăста пĕлекен кадрсем хатĕрлес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе 1924 çулта Ф.Т.Тимофеев «Чăваш чĕлхи грамматики» кĕнеке кăларнă. Те тĕпчевçĕсем йышланса пынăран, те вулакансене чăваш чĕлхи çинчен чăвашла çырни кăмăла кайнăран кĕнеке часах саланса пĕтет. Тепĕр 4 çултан, 1928 çулта, ăна иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă. Иккĕмĕш хутĕнче кĕнеке калăпăшĕпе те пысăкланать (фонетикăпа морфологи çумне синтаксис пайĕ хутшăнать), унăн содержанийĕ те тарăнланать. Кĕнеке 4 пайран тăрать. Фонетика пайĕнче И.Я. Яковлев çырулăхĕнче çирĕпленнĕ 27 саспаллипе палăртакан сасăсен пулăвне, вĕсен калаçури сăн-сăпатне (сасăсем вăрăмланни, кĕскелни, тухса ÿкни, сасăсен килĕшĕвĕ, пусăмĕ т.ыт.те) тĕплĕн, тĕслĕхсемпе çырса кăтартнă.

Акă, сăмахран, автор кунта ль, нь, ть сасăсем мĕнле пулса кайнине ăнлантарать. Чăваш чĕлхинчи сасăсене час-часах ытти чĕлхесенчи сасăсемпе танлаштарса, çав сасăсен аталанăвне йĕркелесе тухма тăрăшать, чĕлхери сасăсене пăхса тухнă чухне вĕсем фонема пулнипе пулманнине те шута илет.

Морфологи пайĕнче чăваш чĕлхинчи сăмахсен формисене, пуплев пайĕсен вĕçленÿ-сăпатлану системисене тишкернĕ. Чĕлхери пĕтĕм сăмаха Тимухха Хĕветĕрĕ икĕ ушкăна пайлать: пĕр ушкăнне улшăнакан сăмахсем кĕреççĕ, теприне — улшăнманнисем. Улшăнакан сăмахсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: сăпатланаканнисем тата вĕçленекеннисем. Сăпатланаканнисем шутне наклонени формисене йышăнма пултараканнисем кĕреççĕ. Вĕçленекеннисене каллех 2 ушкăна уйăрнă: 1) тулли вĕçлевлĕ сăмахсем; 2) тулли вĕçлевсĕр сăмахсем (ум, çи, хыç, хĕрри йышши япала ячĕсем, паллă ячĕсем, причастисем (пайташ), уйрăм наречисем).

Улшăнман сăмахсен шутне кĕнекере хыçсăмахсене, инфинитивсене (паллă мар форма), деепричастисене (ĕçхĕлтеш), наречисене, союзсене (пĕтĕçтерÿ), татăксене, евĕрлев сăмахĕсене кĕртнĕ.

Кĕнекен синтаксис пайĕнче сăмах майлашăвĕсемпе предложенисен пулăвĕпе тĕсĕсене, сăмахсен пуплеври çыхăнăвĕсемпе вырăнĕсене, предложени членĕсене тишкерсе тухнă.

Кĕнекен 4-мĕш пайĕ — «Чăваш чĕлхин ытти чĕлхесем хушшинчи вырăнĕ» ятлă. Кунта Ф.Т.Тимофеев чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхи тата сыпăклă чĕлхе пулнине кăтартса парать, унăн авалхипе хальхи лексикине тишкерет. Хальхи чăваш чĕлхинче араб, перс, монгол, мари, удмурт, венгр сăмахĕсем пуррине палăртать. Т. Хĕветĕрĕ чăвашла уйăх ячĕсен, кун ячĕсен историне те тĕпченĕ. Акă мĕнле ăнлантарать вăл тунтикун сăмаха:

  1. «Тунти кун. Золотницкий ăна хăйĕн чăвашла-вырăсла словарĕнче перворожденый день тесе куçарать. Перворожденый день — малтан тунă кун. Ту — чăваш чĕлхинче çурат тенине те пĕлтерет: ача ту, ту сăмахранах туан, тăван сăмах тухса кайнă. Ашмарин, Золотницкий каланă тăрăх — çармăссем уйăх, кун, хурăнташ-тăван ячĕсене тата ыттисене те чăвашлинчен куçарса тунă. Тунти куна вĕсем Шочман кече — çуралнă кун теççĕ. Çапла вара «тунти» сăмах темиçе сăмахран пулнă, вĕсенчен пĕри «тунă» сăмах; ытти сăмахсем, кĕскелсе, пĕлмелле мар пулса кайнă [16, 4 с.].

И.А. Андреев ăсчах Тимухха Хĕветĕрĕ пирки çапла çырать: «Автор первых грамматич. трудов на чуваш. языке. В 1924 выпустил книгу с разделами о фонетике, морфологии и синтаксисе (переиздана в 1928), которая на многие годы вперёд определила содержание учебников по чуваш. языку. В нач. 1930-х гг. написал 2 учебника чуваш. языка для 1–2 и 3–4 классов. С Т.М. Матвеевым подготовили и издали учебник по синтаксису чуваш. языка (1934). Впервые разработал правила чуваш. орфографии и пунктуации, вышедшие отдельными изданиями в 1918, 1922, 1925 в Казани и Чебоксарах. В нач. 1930-х гг. возглавлял Республикан. терминологич. комиссию. Им заложен фундамент чуваш. грамматич. и общекультур. терминологии. [7, 223-224 с.].

Асăннă ăсчах çамрăклăхне аса илсе çапла çырни те пур: «Тимухха Хĕветĕрĕпе Т. М. Матвеев ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн чăваш лингвистикин историйĕ маншăн урăхларах сăнлана пуçларĕ. Нумай хушă пĕр ыйту канăç памарĕ: çак истори 36—37 çулсенче татăлман пулсан, мĕнлерех пулĕччĕ-ши тăван чĕлхе тĕпчевĕсен хальхи шайĕ? Эпир те вĕт, тĕрĕссипе, институтра вĕсен вĕренекенĕсемех пулмаллаччĕ. Н. Я. Марр вĕрентĕвĕ тăлланине пăхмасăрах, вĕсем вăн мĕнлерех ĕçлеме пултарнă! Вăл вăхăтра вĕсем туман ĕç те юлман тейĕн: шкул валли учебниксем çырнă, словарьсем хатĕрленĕ, терминологи никĕсне хывнă, халăх хушшинче материал пухнă, çав хушăрах орфографипе пунктуацие нормăлас ĕçе те активлăн хутшăннă.

Кăмăл-туйăмĕ те, пĕлÿлĕхĕ те пĕрешкел пулман вĕсен, çапах яланах туслă пурăннă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ — умри пысăк тĕллевсем пĕрлештернĕ вĕсене. Пĕлÿлĕх енчен Т. М. Матвеевăн телейĕ пысăкрах пулнă: 1903 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсе сакăр çул хушши учительте ĕçленĕ хыççăн вăл Хусан университетне вĕренме кĕнĕ, унти паллă профессорсен лекцийĕсене итленĕ. Университет хыççăн каллех халăха вĕрентес ĕçе кÿлĕннĕ. Тимухха Хĕветĕрĕн аслă шкулта вĕренме тÿр килмен, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернипе çырлахма тивнĕ.

Революци хыççăн Тимухха Хĕветĕрĕ Чĕмпĕрти педтехникумра чăваш чĕлхи вĕрентет. 1924 çулта чăваш чĕлхипе паллашас тĕллевпе ятарласа Чĕмпĕре Н. Я. Марр килет, ку ĕçре ăна Тимухха Хĕветĕрĕ пулăшать. Тепĕр çулне академик вара ана хăй патне аспирантурăна чĕнет. Унпа пĕрле Шупашкартан Т. М. Матвеевпа Е. 3. Захарова яраççĕ. Аспирантура çулĕсем вĕсемшĕн, паллах, усăсăр иртмеççĕ. Т. М. Матвеев, сăмахран, унтанах «Краткий обзор чувашских диалектов» ятлă ĕç çырса таврăнать, тепĕр икĕ çултан вал Ленинградра пичетленсе тухать. Çапах та Т. М. Матвеев малашне пĕр ĕçĕнче те академикăн «çĕнĕ вĕрентĕвне» асăнмасть, Тимухха Хĕветĕрĕн ĕçĕсенче вара унăн йĕрĕсем час-часах тĕл пулаççĕ: юлташĕнни пек университет никĕсĕ çукки-ши ку, е ăс-тăн туртăмĕ çавнашкал пулнă-ши — калама йывăр.

Тăван халăх культуришĕн ĕçлесси кирек хăçан та пархатарлă. Анчах та октябрь хыççăнхи тапхăрта ку ĕçĕн пĕлтерĕшĕ яланхинчен пысăкрах та пулнă пулĕ. Чăваш халăхĕ умне вăл вăхăтра пурнăçа çĕнĕлле йĕркелес ыйту тухса тăрать. Çĕнĕ пурнăç тума пĕлÿлĕх кирлĕ. Пĕлÿ — вĕренÿре. Вĕренме вара кĕнеки те, хаçат-журналĕ те, вĕрентекенĕсем те кирлĕ. Çаксене пурне те пĕр харăсах хатĕрлемелле пулнă. Çавăнпа та Тимухха Хĕветĕрĕпе Т. М. Матвеев кĕнеке те çырнă, куçару та туна, вĕрентекенсене хатĕрленĕ — иккĕшĕ те ăста педагог пулнă. Иккĕн вĕсем тăватă учебник çырнă, 5-мĕш тата 6-7-мĕш класс учебникĕсене иккĕшĕ пĕрле, 1-2-мĕш, 3-4-мĕш классем валли Тимухха Хĕветĕрĕ пĕччен çырнă.

Паллах, ĕçре вĕсем Н. И. Ашмарин тĕпчевĕсем çине таяннă, унсăр кĕске вăхăтра учебниксем çырăнайман пулĕччĕç. Çапах та кунта çĕнĕрен татса памалли ыйтусем те пайтах пулнă. Сăмахран, Н. И. Ашмарин синтаксис ыйтăвĕсене пурне те хускатман, Тимухха Хĕветĕрĕпе Т. М. Матвеев 6-7 классем валли çырнă кĕнекинче чăваш синтаксисне системăллăн çутатса параççĕ. Вĕсем никĕсленĕ синтаксис теорийĕ пирĕн шкулта 1975 çулчченех тытăнса тăчĕ.

Термин ĕçне илер-ха тата. Тимухха Хĕветĕрĕччен чĕлхе терминĕсем пирĕн пачах пулман. Халăха кăмăллă пĕр сăмах çĕнĕрен тупасси те теме тăрать. Термин тăвасси тата йывăртарах — вĕсем кĕске, астума çăмăл пулмалла, ăнлава тĕрĕс палăртмалла. Паян кун та эпир, тĕпрен илсен, ун терминĕсемпе усă куратпăр: япала ячĕ, паллă ячĕ, хыç сăмах, уçă сасă, вĕçленÿ, сăпатлану т. ыт. те. Вăл тунă терминсем пĕр пайне кăна каярахпа вырăс терминĕсемпе улăштарнă («пуплев» вырăнне «предложени», «пусăм» вырăнне «ударени», «пăнчă» вырăнне «точка» т. ыт. те). Анчах мĕн чухлĕ шыранă-ши вĕсене чĕлхеçĕ, мĕн тери вăй-хал хунă-ши вăл çак ĕçе? Мĕн тери чăтăмлăх, чĕлхе туйăмĕ, ăсталăх кирлĕ пулнă-ши вĕсене пĕр-пĕринпе шайлаштарма? Çак ĕçĕн хакне виçме сăмах асапне хăй тÿссе курнă çын кăна пултарать. Чĕлхе терминĕсемсĕр пуçне урăх нимĕнле ĕç те хăварман пулсан та, Ф. Т. Тимофеев ячĕ чăваш культурин историне яланлăхах кĕрсе юлма тивĕçлĕ.

Анчах кĕвĕç чунсене ырă ĕç те юнăхтарать, вĕсем кирек ăçта та чи малтан кăлтăк шыраççĕ. Тимухха Хĕветĕрнĕ те термин ĕçĕнче тăван чĕлхе хатĕрĕсемпе кăна усă курать, вырăс сăмахĕсене тиркет, чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен уйăрса ярасшăн тесе йăплама тытăнаççĕ. Кун йышши сăмахсем вăл вăхăтра çăхав вырăннех шутланнă — ĕçлеме Ленинграда куçнă пулин те, 1937 çулта Тимухха Хĕветĕрĕ тĕрмене лекет [9, 146-152 с.].

Л.А. Зарипова тĕпчевçĕ Ф.Т. Тимофеев пирки çапла çырать: «На трудах Н.И. Ашмарина выросло целое поколение собственно чувашских исследователей. Крупнейшим из них был Ф.Т. Тимофеев (Тимуха Хĕветĕрĕ). Именно ему принадлежит первое системное описание чувашского синтаксиса, им же заложены основы чувашской грамматической терминологии. непревзойденным по значимости является его руд «Грамматика чувашского языка» (1933), в котором он разделил предложения на простые и сложные. Простые предложения он называет «пуплев» (речь), а сложные - «йышлă пуплев» (многоречь). Ф.Т. Тимофеев выделяет главные и второстепенные члены, подлежащее у него именуется «пуплев хуçи» (глава предложения), сказуемое - «калав» (рассказ). Современные понятия «сложноподчиненные предложения», «бессоюзные сложные предложения», «сложносочиненные предложения» у Ф.Т. Тимофеева отсутствуют, все они включены в одну группу под названием «йышлă пуплев» [36, 49 с.].

Çапла вара, Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш чĕлхинче пырса тивмен, хускатман ыйту хăварман тесен те йăнăш мар. Вăл чĕлхене ăслăлăх енчен тишкерсе чăвашла чи малтан çырма пуçланă, орфографи, пунктуаци, терминологи, синтаксис, фонетика, лексика, морфологи ыйтăвĕсене ăслалăх шайĕнче е малтан çырса кăтартнă, е маларах çырнă ĕçсенчи шухăшсене аталантарса çĕнĕлле уçса панă.

2.2 Тĕпчевçĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи тÿпи

Тимухха Хĕветĕрĕн вĕренÿ ĕçĕпе çыхăннă ĕçесенчен «Наглядно-переводный метод преподавания русского языка в инородческих школах» (1925) уйрăммăн тăрать. Вăл вырăс чĕлхине чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли пĕрремĕш меслетлĕх ĕçĕ. И.А. Андреев ун пирки çапла çырать: «Труд «Наглядно-переводный метод преподавания русского языка в инородческих школах» (1925) является первым в области методики преподавания рус. языка в чуваш. школах» [7, 224 с.].

Аспирантурăран таврăнсан вара унăн 1930 çулта харăсах икĕ кĕнеке тухать. Пĕри - «Материалы no преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри - «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттотĕк кĕнеки». Палăртсах хăварар, çак 127 страницăлла кĕнеке чăваш шкулĕсенче ачасене вĕрентме çырнă пĕрремĕш методика пособийĕ шутланать. Мĕн хистенĕ-ха ăна çак ĕçе пуçăнма? Сăлтавĕ пĕрре. Чăваш шкулĕсем валли тĕрлĕ учебник хатĕрленĕ май вăл час-часах ялсене тухса çÿрене. Вăл вăхăтра шкулсенче ятарласа учитель профессине алла илнĕ çынсем питĕ сахал ĕçленĕ. Чылай чухне кам вулама-çырма пĕлнĕ, вăл учитель пулса тăнă. Вĕсем чĕлхе теорийĕпе методикине пачах пĕлмен тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çакăн пек вĕрентекенсем валли кирлĕ пулнă та çак кĕнеке. Çак пособи икĕ пайран тăнă, кÿртĕм тата чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика пайĕнчен. Ӑста методист тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух тĕл пулакан чăрмавсене тишкернĕ, вĕсене сирмелли майсене кăтартнă. Малалла вăл шкулăн çамрăк ăруран ĕçе юратакан, ĕçлеме пĕлекен тата пултаракан вăйлă, сывлăхлă, ăс-тăнлă çынсем çитĕнтермеллине палăртать. Шкул тĕллевĕсем паян кун та çавăн пекех.

Методика кăтартăвĕн иккĕмĕш пайĕнче автор ачасене пуçламăш классенче вулама-çырма вĕрентмелли уроксене епле ирттермеллине витĕмлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетет, усă курмалли меслетсене тĕплĕн тишкерет. Лайăх енĕсемпе пĕрлех çитменлĕхĕсене те уçса парать. Тĕрлĕ урок тĕсĕсене вăл хушса панинче илсе катартать. Вĕрентÿ ĕçĕнче ачасене вулама-калаçма тата вĕсен çырăвне мĕнле мелсемпе тухăçлăрах йĕркелемеллине те анлăн çутатса парать. Вăхăт иртнĕ май учебниксемпе методика мелĕсемпе меслечĕсем те улшăнса пыраççĕ, анчах Тимухха Хĕветĕрĕ никĕсленĕ методика кăтартăвĕн чылай мелĕ халĕ те кивелмен. «Чи кирли - ача хăй шухăшне хут çине çăмăллăн, час, тĕрĕс, хитре, ăнланмалла, логикăллă, пуян чĕлхепе çырни» — паян çырнă пекех витĕмлĕ.

Вăл вĕренту ĕçĕнче çак методика кĕнекине кăларнипех лăпланса ларман, «Халăха вĕрентес ĕç» журналта та ку ыйтупа тĕрлĕ статья пичетленĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне кăна асăнăпăр: «Шкула политехнизацилессипе чĕлхене вĕрентесси», «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕç мĕн енчен питех те уксахласа пырать? Уксахланине мĕнле тÿрлетмелле?»

Вăл тăван чĕлхене терминсем кĕртес тĕлĕшпе тунă пархатарлă ĕçсене асăнмасăр хăвараймăн. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи çинчен тăван чĕлхепе никам та çырман, çавăнпа та терминсем те пулман. Халăха килĕшекен терминсем тупасси вара пачах та çăмăл ĕç пулман. Тимухха Хĕветĕрĕ йывăрлăхсенчен хăраса тăман. Грамматикăра эпир паян кун та вăл кĕртнĕ япала ячĕ, паллă ячĕ, хыç сăмах, уçă сасă, хупă сасă, вĕçленÿ, сăпатлану, пуплев пайĕ, кÿртĕм сăмахĕ терминсемпе усă куратпăр. Ылмаш (местоимени), ĕç-хĕл (глагол), пайташ (причасти), ĕç-хĕлтеш (деепричасти), пĕтĕçтерÿ (союз), чĕвĕ (междомети) - вĕсем те Тимухха Хĕветĕрĕ кĕртнĕ терминсемех.

Революциччен чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе вулама-çырма кăна вĕрентнĕ, ытти предметсем йăлтах вырăсла пулнă. Çĕнĕ саманара тăван чĕлхепе вĕрентме ирĕк илнĕ чăваш халăхне тивĕçлĕ кĕнекесем кирлĕ пулнă. Пирвайхисен авторĕсем шăпах Тимухха Хĕветĕрĕпе Тимофей Матвеевич Матвеев пулнă. 1932-1937 çулсенче вĕсем тăватă учебник хатĕрленĕ. 1-2-мĕш тата 3-4-мĕш классем валли (пĕр кĕнекере икĕ класс валли) Федор Тимофеевич пĕччен çырнă, 5-мĕш тата 6-7-мĕш классем валли юлташĕпе пĕрле хатĕрленĕ. Ку кĕнекесене çырма вĕсене Н.И. Ашмарин тĕпчевĕсем нумай пулăшнă, анчах та çĕнĕрен татса памалли ыйтусем те темĕн чухлех пулнă. Вĕсем 6-7-мĕш классем валли çырнă кĕнекере чăваш синтаксисне пĕрремĕш хут системăллăн пăхса тухнă. Синтаксис ыйтăвĕсене çакнашкал анлăн çутатса тишкерни Николай Иванович Ашмаринăн та пулман. Пултаруллă та талантлă чĕлхеçĕ 19 çул хушшинче 30 кĕнекепе брошюра пичетлесе кăларнă. Унăн учебникĕсемпе пирĕн атте-аннесем, хальхи ăрăван аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукашшĕсемпе кукамăшсем вĕреннĕ [56, 75-76 с.].

Г. Ахмерова çырнипе килĕшес пулсан, И. Я. Яковлев вĕренекенĕ Ф. Т. Тимофеев чăваш культурине аталантарас енĕпе ырми-канми ĕçленĕ çынсенчен пĕри. Унăн тăван чĕлхене тĕпчес ĕçри вырăнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 1908 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тимухха Хĕветĕрĕ вун ултă çул хушши учитель пулса ĕçлет. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май, чăваш чĕлхин теорине тĕпчеме тытăнать. Хăйĕн ĕçĕсенче вăл чĕлхен тытăмне тĕплĕн çутатса пама тăрăшать. Уйрăмах вăл Н. И. Ашмарин ĕçĕсене пысăка хурса хаклать, ăна хăйĕн вĕрентекенĕ тесе хисеплет. Чăваш литература чĕлхине аталантарас тесе орфографи, пунктуаци, терминологи ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать.

Революци хыççăн хăш-пĕр сăмахсене çырасси пирки çивĕч тавлашусем пуçланнă. Революциччен -лă (-лĕ) аффикслă формăсене те (çуртлă, йăмраллă), пулмалли причастисене те (килмелле) тĕрлĕрен çырнă. Тимухха Хĕветĕрĕ причастисенче те, -лă (-лĕ) аффикслă паллă ячĕсенче те пĕр л çырма сĕнет. Хăй каланă тăрăх, çакна вăл ик саспалли çырас ĕçе çăмăллатас тесе тăвать. Сăмахра пĕр л çырасси Тимофеев шучĕпе, калакан çынран килет. Калаканни çак сасса вăрăмлатмасан çырнă чухне ниепле те икĕ л çырмасть. Тепри çак сасса вăрăмлатса калать пулсан та, ытти калаçусенче вăрăмлатманнине шута илсе çавăн пек формăсенче пĕр саспалли анчах çырать. Анатри чăвашсем л сасса вăрăмлатса калаççĕ, тури диалектра тăсмасăр калаççĕ. Тимухха Хĕветĕрĕ -лă (-лĕ) аффикса мĕнле çырассине тури калаçăва тĕпе хурса ăнлантарать пулас.

Ют чĕлхерен кĕнĕ паллă ячĕсене çырасси те çăмăлах пулман. Вĕсене е   -ла е -лă аффикспа çырмалла? Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш чĕлхине кĕнĕ çĕнĕ сăмахсенче -лă (-лă) аффиксен пĕлтерĕшĕсем сарăлни çинчен, вĕсем вырăс чĕлхинчи -н, -ск суффиксен пĕлтерĕшне çывăх тăни çинчен калать. (Официальный — официаллă, стахановский — стахановла).

Хăçан -лă, хăçан -ла аффикс çырассине Тимухха Хĕветĕрĕ çапла ăнлантарать:

  1. Паллă ячĕ çын категорине кĕрекен япала ятĕнчен пулать пулсан -ла аффикс çырмалла (ленинский союз — ленинла пĕрлешÿ).
  2. Паллă ячĕ çын категорине кĕмен япала ятĕнчен пулать пулсан -лă аффикс çырмалла (коллективное хозяйство — коллективлă хуçалăх).

Хальхи вăхăтра эпир Тимухха Хĕветĕрĕ çырнисемпе пур чухне те килĕшме пултараймастпăр пулин те, ун чухне вĕсем вырăнлă пулнă. Литература чĕлхин нормисене йĕркеленĕ чух, çак ыйтусене татса парса çирĕп йĕрке тумалла пулнă [21, с. 58].

Тимухха Хĕветĕрĕ чĕлхе ыйтăвĕпе нумай ĕçленĕ, сахал мар кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах» ятлă. Вăл 1918 çулта Хусанта кун çути курнă. Ку кĕнекере чĕлхеçĕне Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентмелли мелсем çинчен çырса кăтартнă. Çав çулах «Канаш» хаçат редакцийĕ унăн «Чăвашла тĕрĕс çырмалли правилăсем» брошюрине кун çути кăтартнă. Ку вăл чăваш орфографийĕпе пунктуаци правилисене йĕркелес тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш утăм пулнă.

Паллă тĕпчевçĕн ĕçĕ иртнĕ ĕмĕрхи 20-30-мĕш çулсенче анлă сарăлнă. 1921 çулта вăл «Несколько слов о чувашской школе» брошюра пичетлесе кăларнă. Унта тăван чĕлхене халăха вĕрентес ĕçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен вĕрентÿçĕсен съезчĕсемпе конференцийĕсенче каланă шухăшсене пĕтĕмлетнĕ.

1924 çулта Ф.Т.Тимофеев вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхин грамматики» кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Вăл часах саланса пĕтнĕ, ăна 1928 çулта иккĕмĕш хут пичетлесе кăларнă.

Каярах тĕпчевçĕ «Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке» (1-2, 3-4, 5- 6-7-мĕш классем валли) хатĕрленĕ. Юлашки икĕ учебникне тепĕр паллă чĕлхеçĕпе Т.М. Матвеевпа пĕрле çырнă. Ку кĕнекесенче ачасене чĕлхе çинчен кирлĕ пĕлÿсем панă, орфографипе пунктуацин тĕп правилисене çырса кăтартнă.

1922-25 çулсенче чĕлхеçĕ Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Кунта вăл Н.Я. Марр ăсчахпа паллашнă, ăсчах ăна хăй патне аспирантурăна вĕренме илнĕ. 38 çулхи чĕлхеçĕ аспирант пулса тăнă. Аспирантурăран Тимухха Хĕветĕрĕ пысăк тĕпчевçĕ пулса Шупашкара таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă. 1930 çулта унăн харăсах икĕ кĕнеке пичетленсе тухнă: «Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах» тата «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика». Çаксем хăй вăхăтĕнче вĕрентекенсемшĕн ал айĕнчи ялан усă курмалли кĕнекесем пулнă. Паллă ăсчах вĕренÿ программисене хатĕрлес ĕçе туллин хутшăннă.

Е. Арланова тĕпчевçĕ И.А. Андреев сăмахĕсене илсе çырса кăтартать, çак сăмахсем хальхи нумай чĕлхеçĕ, вĕрентекеншĕн вырăнлă пулаççĕ пулĕ: «Тимофей Матвеевич Матвеевпа Фёдор Тимофеевич Тимофеева куçран курма тÿр килмен пирĕн ÿсĕмри çынсене. Сассисене те илтеймен эпир. Анчах вĕсен хут çине юлнă сăмахсем паян та ăс-тăна хускатаççĕ, чуна ăшăтаççĕ, шухăшлама хистеççĕ. Çавăнпа та хама вĕсен вĕренекенĕ вырăннех хуратăп эпĕ», - çапла хакланă тĕпчевçĕн пултарулăхне чăвашсен паллă чĕлхеçи И.А. Андреев профессор» [19, 4 с.].

1930 çулта Ф.Т.Тимофеевăн харăсах икĕ кĕнеке тухать: пĕри – «Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри – пĕрремĕш сыпăклă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика. Пĕрремĕш кĕнеки чăваш, тутар, мари шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ çĕрте усă курмалли пособи пулнă. Кĕнекере вырăс чĕлхине çав халăхсен чĕлхинчи фактсемпе усă курса вĕрентмелли çинчен каланă. Теприне паян кун та чăваш чĕлхин вĕрентÿ методики тетпĕр.

1934-1937 çулсенче пултаруллă та çивĕч тĕпчевçĕ Ленинградри Хĕвелтухăç институчĕ çумĕнчи редакторсемпе тăлмачсен курсĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Ӗçленĕ хушăрах вăл тĕпчевпе шырав ĕçĕсене малалла туса пынă. [21, 4 с.]

Çапла вара, Тимухха Хĕветĕрĕ пĕрремĕш сыпăклă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методикăна, чăваш шкулĕсенче вырăс челхине вĕрентмелли меслетлĕхе, чăваш, тутар, мари шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ çĕрте усă курмалли ыйтусене хускатнă. Кунтах вырăс чĕлхине ытти халăхсен чĕлхинчи фактсемпе усă курса вĕрентмелли çинчен те калани сахал мар. Паллă тĕпчевçĕ «Наглядно-переводный метод преподавания русского языка в инородческих школах» (1925), «Несколько слов о чувашской школе» (1921), вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхин грамматики» (1924; 1928) çулта кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Каярах тĕпчевçĕ «Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке» (1-2, 3-4, 5- 6-7-мĕш классем валли) (юлашкисене Т.М. Матвеевпа пĕрле)хатĕрленĕ.


2.3 Ăсчахăн куçару ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем

Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын вĕренÿ тата ăслăлăх ĕçĕсемпе ĕçленĕ вăхăтрах вĕрентÿ пособийĕсемпе илемлĕ литература хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçаракан комиссире те ĕçлет, хăй те А.С. Пушкинăн «Пулăçпа ылтăн пулă çинчен хунă юмахне», И.С. Никитинăн «Бурлаксем» поэмине, А.П. Чеховăн «Ванька Жуков» калавне, Л.Н. Толстой калавĕсемпе М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсене чăвашла куçарать.

1921 çулта Чăваш облаçĕн çутĕç пайĕ çумĕнче Tĕп куçару комиссийĕ йĕркелеççĕ, унăн председательне Тимухха Хĕветĕрне уйăрса лартаççĕ. Ку комиссире унпа пĕрле паллă чăваш çыравçисем Хумма Çеменĕ, Çеçпĕл Мишши, чĕлхеçĕсенчен Наум Андреевпа Гурий Комиссаров вăй хураççĕ.

Тимухха Хĕветĕрĕ – чĕлхе тĕпчевçи анчах мар, пултаруллă куçаруçă та. Куçару ĕçне вăл И. Я. Яковлев ертсе пынипе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи кăтартуллă пуçламăш училищинче тăрăшнă вăхăтра хутшăнать. И. Я. Яковлев ăна ялхуçалăх кĕнекисене куçарттарнă. Вăл вăхăтра кунта К. В. Ивановпа Н. В. Шупуççинни те тăрăшнă. Вĕсемпе пĕрле Тимухха Хĕветĕрĕ те хăйĕн куçару ăсталăхне туптанă.

Тимухха Хĕветĕрĕ куçару ĕçне яланах пысăка хурса хакланă. Унăн шучĕпе, куçарусем чăваш халăхне çутта кăларас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ, чăваш чĕлхине аталантарма пулăшаççĕ. Чăвашла куçарусем нумай пулсан, вунă пин вулаканран тăваттăмĕш пайĕ те пулин тăван чĕлхене юратасса, талантлисем хăйсем те çырма пуçласса шанать. Вара пирĕн хамăрăн та «Слово о Полку Игорове» пулĕ тесе ĕмĕтленет.

Вĕренÿре тăван чĕлхе пĕлтерĕшне пысăка хураканскер, чăваш ачисене вулама Л. Н. Толстой, К. Д. Ушинский произведенийĕсене куçарать. Вĕсем ачасене анчах мар, аслисене те усăллă пуласса шанать.

Ку ĕçе вал кайран та манăçа хăвармасть. 1918 çулта Тимухха Хĕветĕрĕ Етĕрнери икĕ сыпăклă шкул çумĕнче куçару комиссине йĕркелет. Унăн ĕçне шкулта вĕренекен ачасене те явăçтарать. Комисси хăйĕн умне шкул ачисем валли çырнă кĕнекесене куçарма тĕллев лартать пулин те, унпа анчах çырлахмасть.

И. Я. Яковлев традицийĕсене тытса пырса Тимухха Хĕветĕрĕ вырăс классикĕсене ытларах кăмăллать. Вĕсен шутĕнче – А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов, Л. Н. Толстой, А. П. Чехов, И. А. Тургенев, М. Е. Салтыков-Щедрин, А. И. Куприн, Д. Н. Мамин-Сибиряк. Куçару комиссийĕ çичĕ уйăх хушшинче çĕр ытла произведени чăвашла куçарнă. Комиссире яланах ĕçлекенсем те Ф. Т. Тимофеев, П. И. Никонов, В. Г. Германов, Н. А. Андреев анчах пулнине шута илсен, ку самай пысăк çитĕнÿ.

Тимухха Хĕветĕрĕ хăй куçарнисенчен А. С. Пушкинăн «Сказка о рыбаке и золотой рыбке», «Сказка о попе и работнике его Балде» юмахĕсене асăнмалла. (Пĕрремĕшĕ 1936 çулта «Канаш» хаçатра çапăннă, каярах Тимухха Хĕветĕрĕн ятне асăнмасăр шкул хрестоматийĕсенче пичетленнĕ.)

А. С. Пушкин юмахĕсене тăлмач чăваш халăх сăвă виçипе куçарнă.

Ӗлĕк-авал пĕр çĕрте

Кăвак тинĕс хĕрринче,

Кивĕ лутра çĕр пÿртре

Пĕр старик те пĕр карчăк

Ĕмĕрлене ĕмĕрне.

Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекенскер, тĕрлĕрен грамматика формисемпе усă курнă.

Ярăсинчĕ тинĕсе

Эсĕ мана пулăçă,

Эпĕ сана çавăншăн

Мĕн ыйтнине парăттăм 

Пĕтĕмпех ман карчăкăм,

Тухса кайрĕ ухмаха.

Сывă-и, патша майрийĕ,

Манăн ватă карчăкăм?

Пĕтĕмĕшле каласан, тăлмач юмахсене ăнланмалла, халăха çывăх чĕлхепе кĕвĕленĕ. Çакăн пекех вăл И. С. Никитинăн «Бурлак» поэмине, А. Чеховăн «Белолобый», Л. Н. Толстойăн «Дурень» калавĕсене куçарать. Тимухха Хĕветĕрĕ куçару ĕçне халăх интересĕсемпе тачă çыхăнтарнă, çак ĕç халăха усă кÿтĕр тесе тăрăшнă. Чăваш халăхĕ çĕр ĕçĕпе пурăннине шута илсе çĕр ĕç культурине ÿстерме пулăшакан кĕнекесене куçарассине пысăка хунă. Хăй вал П. А. Костычев профессорăн кĕнекисене суйласа илнĕ, сăмахран, «Как бороться с засухой», «Как и чем удобрять землю кроме навоза», «Разведение хлебных и сельскохозяйственных растений», Поповăн «О крестьянской рабочей лошади» кĕнекине куçарни те паллă. Анчах тăлмач куçарăвĕсенчен «Тырпула уярпа пĕтесрен епле сыхламалла» кĕнеке кăна кун çути курнă.

Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, вăл çĕр ĕçне аван пĕлнĕ. Куçарнисĕр пуçне хăй те «Тырă аван пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла» ятлă кĕнеке çырнă пулнă.

Куçарусемсĕр пуçне, комиссии председателĕ пулнă май, вăл куçарнă произведенисене редакциленĕ, куçармалли кĕнекесем шыранă.

1919 çулта Тимухха Хĕветĕрне Вăрнарти педагогика курсĕсен пуçлăхне уйăрса лартнă пирки, унăн Етĕрнерен куçса каймалла пулса тухать. Куçару комиссине ертсе пыма В. Г. Германова шанса парать. Шел пулин те, комиссин малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ паллă мар.

Ăста куçарма вĕренсе çитнĕскере, 1921 çулта Чăваш облаçĕн çутĕç пайĕ çумĕнчи Тĕп куçару комиссине ертсе пыма Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Вăл кунта ырми-канми ĕçлет, хăй тавра пултаруллă çамрăксене пуçтарать.

Куçарусем вулакансене ăнланмалла пулччăр тесе çакăн пек принципсене тытса пыма сĕнет:

  1. чĕлхе пур диалект çыннисемшĕн ăнланмалла пултăр тесен куçарусене темиçе çын пăхса тухмалла;
  2. вырăнти сăмахпа пĕр-пĕр ăнлава тĕрĕс палăртма пулать пулсан ăна литература чĕлхине кĕртмелле;
  1. вырăс тата интернационалла сăмахсене куçарма май çук пулсан çаплах хăвармалла.

Çак принципсем Мольер, Короленко, Полевой, Эмиль Золя, Андерсен произведенийĕсене, çавăн пекех вĕренÿ кĕнекисемпе пособисене куçарма пулăшнă.

Тимухха Хĕветĕрĕ çак вăхăтра Л. Н. Толстой калавĕсенчен вулав кĕнеки хатĕрлесе каларать. Çавăн пекех чăваш шкулĕсем валли пуçламăш геометри, физика, истори, географи учебникĕсене куçарать. Экологи, политика ыйтавĕсемпе çырна ĕçсене куçарма шухăшлать. Ялти сцена çинче лартма юрăхлă пьесăсене куçарма ĕмĕтленет.

Тĕп куçару комиссийĕнче вун икĕ çын ĕçленĕ. Председатель Ф. Т. Тимофеев, секретарь — Н. М. Аксенов тата вунă куçаруçă. Çирĕммĕш çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх аснине пăхмасăр, комисси хăйĕн ĕçне ăнăçлă туса пырать. Шел пулин те, куçарнă ĕçсене пурне те пичетлесе кăларма май пулман. Апла пулин те, вулакансем хушшинче куçару алçырăвĕсем анлă сарăлнă. Вĕсем чăваш салтакĕсем патне те çитнĕ.

1934—1937 çулсенче Тимухха Хĕветĕрĕ Ленинградри Хĕвелтухаç институчĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм классикĕсен произведенийĕсене куçаракансен курсĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçлеме специалистсем хатĕрленĕ. Вăл вĕрентнĕ çынсенчен каярах паллă куçаруçăсем пулса тухнă.

Тимухха Хĕветĕрĕ И. Я. Яковлев традицийĕсене тытса пырса вырăс литература классикĕсен, ют çĕршыв писателĕсемпе поэчĕсен произведенийсене куçарса чăваш литературине аталантарма пулăшнă.

Çапла вара, Тимухха Хĕветĕрĕ куçару ĕçĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Вăл вĕрентÿ пособийĕсемпе илемлĕ литература хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçаракан комиссире те ĕçлет, хăй те А.С. Пушкинăн «Пулăçпа ылтăн пулă çинчен хунă юмахне», И.С. Никитинăн «Бурлаксем» поэмине, А.П. Чеховăн «Ванька Жуков» калавне, Л.Н. Толстой калавĕсемпе М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсене чăвашла куçарать. Çакăн пекех вăл И. С. Никитинăн «Бурлак» поэмине, А. Чеховăн «Белолобый», Л. Н. Толстойăн «Дурень» калавĕсене куçарать. Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш халăхĕ çĕр ĕçĕпе пурăннине шута илсе çĕр ĕç культурине ÿстерме пулăшакан кĕнекесене куçарассине пысăка хунă. Хăй вал П. А. Костычев профессорăн кĕнекисене суйласа илнĕ, сăмахран, «Как бороться с засухой», «Как и чем удобрять землю кроме навоза», «Разведение хлебных и сельскохозяйственных растений», Поповăн «О крестьянской рабочей лошади» кĕнекине куçарни те паллă. Анчах тăлмач куçарăвĕсенчен «Тырпула уярпа пĕтесрен епле сыхламалла» кĕнеке кăна кун çути курнă.

Тĕп куçару комиссийĕн председателе те пулнă Ф. Т. Тимофеев. Çирĕммĕш çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх аснине пăхмасăр, комисси хăйĕн ĕçне ăнăçлă туса пырать. Шел пулин те, куçарнă ĕçсене пурне те пичетлесе кăларма май пулман. Апла пулин те, вулакансем хушшинче куçару алçырăвĕсем анлă сарăлнă. Вĕсем чăваш салтакĕсем патне те çитнĕ.

1934—1937 çулсенче Тимухха Хĕветĕрĕ Ленинградри Хĕвелтухаç институчĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм классикĕсен произведенийĕсене куçаракансен курсĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçлеме специалистсем хатĕрленĕ. Вăл вĕрентнĕ çынсенчен каярах паллă куçаруçăсем пулса тухнă.

Тимухха Хĕветĕрĕ И. Я. Яковлев традицийĕсене тытса пырса вырăс литература классикĕсен, ют çĕршыв писателĕсемпе поэчĕсен произведенийсене куçарса чăваш литературине аталантарма пулăшнă.


ПĔТĔМЛЕТŸ

Эпир тĕпчеме суйласа илнĕ тема – «Тимухха Хĕветĕрĕ – чăваш чĕлхин тĕпчевçи».

Хамăр тĕпчевре эпир çакăн пек задачăсене пурнăçларăмăр:

  1. Тимухха Хĕветĕрĕн пурнăçĕнчи паллă пулăмсене тишкерсе тухрăмăр;
  2. Тимухха Хĕветĕрĕ пултарулăхĕн тĕп енĕсене уçăмлатрăмăр;
  3. ăсчахăн чăваш чĕлхине ăслăлăх енчен тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсене палăртрăмăр;
  4. тĕпчевçĕн чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри тÿпине кăтартрăмăр;
  5. ăсчахăн куçару ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсене тишкерсе тухрăмăр.

Лартнă задачăсене пурнăçлас тесе эпир малтанлăха теори никĕсне тишкерсе, меслетсемпе мелсене тупса палăртса чăваш чĕлхине вĕрентнĕ пултаруллă тĕпчевçĕ пурнăçĕпе пултарулăхне тишкерсе тухрăмăр.

Çапла вара, Фёдор Тимофеев 1887 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (хальхи Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Малтан Турай ялĕнчи пуçламăш, унтан Элĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. 1903 çулта Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллă, пысăк ĕмĕтлĕ çамрăк 1909 çулта чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, «Халăх учителĕ» ятне илсе 16 çул хушши тĕрлĕ шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1922—1925 çç. Чĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вĕрентнĕ. 1925 çулта вăл Николай Яковлевич Золотовпа пĕрле СССР Наукăсен академийĕ çумĕнчи институтăн аспиранчĕ пулса тăрать. Аспирантурăран Тимухха Хĕветĕрĕ пысăк тĕпчевçĕ пулса Шупашкара таврăннă, аслă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентме тытăннă. 1930-1934 çулсенче ял хуçалăх тата педагогика институчĕсенче доцент пулнă. 1934—1937 çç. Ленинградри Хĕвел тухăç халăхĕсен институтĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1937 çулта ăна ним сăлтавсăрах арестленĕ. Вăл 1941 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Карелири Петрозаводск облаçĕнчи Сорока станцийĕнче тĕрме çынни пулса вилнĕ.

Тĕпчевҫĕ тӑван халӑха чĕререн юратнӑ, ӑна ҫĕнĕ пурнӑҫ тума, культурине аталантарма хӑйĕн вӑйне, пурнӑҫне шеллемесĕр тӑрӑшнӑ, чĕлхе ыйтӑвĕпе нумай ĕҫсем тунӑ. Унӑн ĕҫĕсемпе паллашни вӑл пултаруллӑ та ывӑна пĕлми ӑсчах пулнине кӑтартса парать. Хӑйĕн ĕҫĕсенче вӑл чĕлхен пĕр-пĕр енне тĕпченипе кӑна ҫырлахман, унӑн пур енĕсене те ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. Вăл чĕлхеçĕ, меслетçĕ, куçаруçă, çыравçă, учебниксемпе вĕренÿ кĕнекисен авторĕ пулнă.

Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш чĕлхинче пырса тивмен, хускатман ыйту хăварман тесен те йăнăш мар. Вăл чĕлхене ăслăлăх енчен тишкерсе чăвашла чи малтан çырма пуçланă, орфографи, пунктуаци, терминологи, синтаксис, фонетика, лексика, морфологи ыйтăвĕсене ăслалăх шайĕнче е малтан çырса кăтартнă, е маларах çырнă ĕçсенчи шухăшсене аталантарса çĕнĕлле уçса панă.

Тимухха Хĕветĕрĕ пĕрремĕш сыпăклă шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методикăна, чăваш шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентмелли меслетлĕхе, чăваш, тутар, мари шкулĕсенче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ çĕрте усă курмалли ыйтусене хускатнă. Кунтах вырăс чĕлхине ытти халăхсен чĕлхинчи фактсемпе усă курса вĕрентмелли çинчен те калани сахал мар. Паллă тĕпчевçĕ «Наглядно-переводный метод преподавания русского языка в инородческих школах» (1925), «Несколько слов о чувашской школе» (1921), вĕрентекенсем валли «Чăваш чĕлхин грамматики» (1924; 1928) çулта кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Каярах тĕпчевçĕ «Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке» (1-2, 3-4, 5- 6-7-мĕш классем валли) (юлашкисене Т.М. Матвеевпа пĕрле) хатĕрленĕ

Тимухха Хĕветĕрĕ куçару ĕçĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Вăл вĕрентÿ пособийĕсемпе илемлĕ литература хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçаракан комиссире те ĕçлет, хăй те А.С. Пушкинăн «Пулăçпа ылтăн пулă çинчен хунă юмахне», И.С. Никитинăн «Бурлаксем» поэмине, А.П. Чеховăн «Ванька Жуков» калавне, Л.Н. Толстой калавĕсемпе М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсене чăвашла куçарать. Çакăн пекех вăл И. С. Никитинăн «Бурлак» поэмине, А. Чеховăн «Белолобый», Л. Н. Толстойăн «Дурень» калавĕсене куçарать. Тимухха Хĕветĕрĕ чăваш халăхĕ çĕр ĕçĕпе пурăннине шута илсе çĕр ĕç культурине ÿстерме пулăшакан кĕнекесене куçарассине пысăка хунă. Хăй вал П. А. Костычев профессорăн кĕнекисене суйласа илнĕ, сăмахран, «Как бороться с засухой», «Как и чем удобрять землю кроме навоза», «Разведение хлебных и сельскохозяйственных растений», Поповăн «О крестьянской рабочей лошади» кĕнекине куçарни те паллă. Анчах тăлмач куçарăвĕсенчен «Тырпула уярпа пĕтесрен епле сыхламалла» кĕнеке кăна кун çути курнă.

Тĕп куçару комиссийĕн председателе те пулнă Ф. Т. Тимофеев. Çирĕммĕш çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх аснине пăхмасăр, комисси хăйĕн ĕçне ăнăçлă туса пырать. Шел пулин те, куçарнă ĕçсене пурне те пичетлесе кăларма май пулман. Апла пулин те, вулакансем хушшинче куçару алçырăвĕсем анлă сарăлнă. Вĕсем чăваш салтакĕсем патне те çитнĕ.

1934—1937 çулсенче Тимухха Хĕветĕрĕ Ленинградри Хĕвелтухаç институчĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм классикĕсен произведенийĕсене куçаракансен курсĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, хаçат-журнал редакцийĕнче ĕçлеме специалистсем хатĕрленĕ. Вăл вĕрентнĕ çынсенчен каярах паллă куçаруçăсем пулса тухнă.

Тимухха Хĕветĕрĕ И. Я. Яковлев традицийĕсене тытса пырса вырăс литература классикĕсен, ют çĕршыв писателĕсемпе поэчĕсен произведенийсене куçарса чăваш литературине аталантарма пулăшнă.


УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА

  1. 120 лет со дня рождения чувашского языковеда, педагога, методиста, автора школьных учебников Федора Тимофеевича Тимофеева (Тимухха Хĕветĕрĕ) // Сайт администрации Моргаушского района. URL: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&id=443226&type=news&page=958&size=20 (05.12.2016).
  2. Алексеев, А. В честь видного ученого-языковеда / А. Алексеев // Совет. Чувашия. – 1972. – 21 марта. – С. 4.
  3. Алексеев, А. Федор Тимофеевич Тимофеев: (1887—1941) / А. Алексеев // Алексеев А.А. Паллă чăваш чĕлхеçисем. – Шупашкар, 1982. – С. 19—23.
  4. Андреев, И. А. Из истории чувашской грамматической мысли (Ф. Т. Тимофеев) / И. А. Андреев // Историко-этимологическое изучение чувашского и алтайских языков : материалы науч. конф., посвящ. 80–летию акад. М. Р. Федотова. – Чебоксары, 1999. – С. 32-33.
  5. Андреев, И. Пăрлă çумăр хыççăн / И. Андреев // Ялав. – 1988. – №4. – С. 10-11.
  6. Андреев, И. А. Синкер саманара пуçа хунисем / И. А. Андреев // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 4. – С. 110-113.
  7. Андреев, И. А. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимуха Хĕветĕрĕ) / И. А. Андреев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 223-224.
  8. Андреев, И. А. Хальхи чăваш чĕлхи. Синтаксис. Учительсемпе аслă шкулсенчи чăваш филологи факультетĕнче вĕренекен студентсем валли / И. А. Андреев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2005. – 334 с.
  9. Андреев, И. А. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн Совет тапхăрĕнчи аталанăвĕнчен: Тимухха Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 90 ç. çитнĕ май / И.А. Андреев // Вопросы истории и грамматики чувашского языка: Тр. / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1977. – Вып. 74. - С. 146-152.
  10. Андреев, И. А. Чăваш пунктуацийĕ / И. А. Андреев. – Шупашкар: Чăваш кěн. изд-ви, 2004. – 175 с.
  11. Андреев, И. А. Чăваш чěлхи: 8-9-мěш классем валли. Хушса çěнетнě 2-мěш кăларăм / И. А. Андреев. – Шупашкар: Чăваш кěн. изд-ви, 2009. – 303 с.
  12. Андреев, И. А. Чăваш чěлхи программи: Чăваш шкулěн V—IX класěсем валли / И. А. Андреев. – Шупашкар: Чăваш Республикин вěренÿ институчě, 2007. – 44 ń.
  13. Ŕíäđĺĺâŕ, Ĺ. Ŕ. ×ăваш чĕлхи. Синтаксис: Справочник. 8-9-мĕш классем валли / Е. А. Андреева. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 95 с.
  14. Анпилова, Б. Г. Пособие по развитию речи / Б. Г. Анпилова, Э. Ю. Соенко. – М.:  Русский язык, 1980. – 143 с.
  15. Антонова, З. С. Чăваш сăмахлăхĕн вĕрентÿ меслечĕсем: Чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче вĕрентекенсем валли / З. С. Антонова, В. П. Станьял. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006. – 399 с.
  16. Арланова Е. Чăваш чĕлхин тĕпчевçи / Е. Арланова // Тăван Атăл. – 2002. – 7 №. – С. 4.
  17. Арланова, Е. Ӑс-тăна хускатакан сăмахсем: (Ф. Т. Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ) çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май) / Е. Ф. Арланова // Хыпар. – 2012. – 14 нарăс. – С. 4.
  18. Арланова, Е. Паллă тĕпчевçĕ тата пултаруллă куçаруçă: (Ф. Т. Тимофеев (Тимухха Хĕветĕрĕ) çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май) / Е. Арланова // Çĕнтерÿ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). – 2012. – 15 нарăс. – С. 3.
  19. Арланова, Е. Тимухха Хĕветĕрĕ – чĕлхе тĕпчевçи / Е. Арланова // Канаш. 2012. Нарăс, 16. 1151-мĕш кăларăм. С. 4. URL: http://kanash.su/514.html (04.12.2016).
  20. Ахмерова, Г. Тимухха Хĕветĕрĕ – хастар чĕлхеçĕ / Г. Ахмерова // Ялав. – 1998. – № 3. – С. 101-102.
  21. Ахмерова, Г. Тимухха Хĕветĕрĕ – чĕлхе тĕпчевçи, куçаруçă / Г. Ахмерова // Тăван Атăл. – 1998. – № 2. – С. 58-59.
  22. Брусова, Г. Ф. Ачасен словарьне пуянлатасси : вĕрентÿ пособийĕ  /  Г. Ф. Брусова, И. Ф. Краснова. – Шупашкар: Чăваш патшалăх педагогика ун-чĕ, 2008. – 83 с. 
  23. Брусова, Г. Ф. Изложени тексчĕсем: V-IX классенче вĕрентекен учительсем валли / Г. Ф. Брусова. – Шупашкар: Чăваш патшалăх педагогика ун-чĕ, 2015. – 140 с.
  24. Брусова, Г. Ф. Çыру ĕçĕсем çинчен / Г. Ф. Брусова // Халăх шкулĕ. – 1994. – № 6. – С. 56-59.
  25. Брусова, Г. Ф. Чăваш чĕлхин меслетлĕхĕ. Практика занятийĕсен ĕçĕсемпе меслет кăтартăвĕсем: вĕрентÿпе меслетлĕх пособийĕ / Г. Ф. Брусова. – Шупашкар: Чăваш патшалăх педагогика ун-чĕ, 2010. – 128 с.
  26. Вахрамеева, З. Ф. Сочинени çырма вĕрентесси: 4-10 классенче вĕрентекен учительсем валли / З. Ф. Вахрамеева, П. А. Архипов. – Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1983. – 127 с.
  27. Власова, Т. А. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май ачасен сапăрлăх туйăмне аталантарасси: методика материалĕсем / Т. А. Власова. – Шупашкар: Л. А. Наумов издательстви, 2007. – 114 с.
  28. Данилова, М. Г. Роль трудов И. Я. Яковлева, Н. И. Ашмарина и Ф. Т. Тимофеева по терминологии в воспитании языковой культуры чувашского народа / М. Г. Данилова // Духовно-нравственное просвещение и воспитание молодежи: история и современность: сб. ст. – Чебоксары, 2006. – С. 57-66.
  29. Данилова, М. Г. Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи: чăваш шкулĕн V-IX класĕсем валли / М. Г. Данилова, М. З. Табакова. – 2-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн изд-ви, 2007. – 223 с.
  30. Дедушкин, В. Виçĕ улăп / В. Дедушкин // Сувар. – 2001. – 11 çу. – (№ 19). – С. 6.
  31. Деменцова Г. А. Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем: Биобиблиографи указателĕ / Чăваш Республикин Наци б-ки; [хатĕрл.: Г. А. Деменцова, А. В. Матросова, Г. П. Соловьева, Э. В. Фомин; ред. Э. В. Фомин, О. Г. Кульев]. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006. – 288 с.
  32. Доброва, Н. В. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче воспитани ĕçне туса пырасси / Н. В. Доброва // Выполнение Закона «О языках в Чувашской Республике». – Чебоксары, 1996. – С. 72-73.
  33. Долгов В. Тимухха Хĕветĕр çырăвĕ / В. Долгов // Тăван Атăл. – 1967. – № 3. – С. 95-96.
  34. Ермакова, Г. А. Педагогическая практика: учеб. пособие / Г. А. Ермакова, Г. Н. Семенова, О. И. Печников, Э. И. Родионова. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. Ун-та, 2009. – 104 с.
  35. Зайцева, Е. Знали беды языковеды / Е. Зайцева // Совет. Чувашия. – 2007. – 16 февр. – С. 3.
  36. Зарипова, Л. А. К вопросу изучения чувашского синтаксиса / Л. А. Зарипова // Вестник Чувашского государственного педагогического университетя им. И. Я. Яковлева. – 2011. – № 4 (72). – Ч. 2. – С. 47-50.
  37. Зимняя, П. И. Психологические аспекты обучения говорению на иностранном языке: пособие для учителей средней школы / П. И. Зимняя. – М, 1978. – 344 с.
  38. Золотов, Н. Я. Т. М. Матвеев и Ф. Т. Тимофеев / Н. Я. Золотов // Ученые записки / НИИ при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1969. – Вып. 39. – С. 240-245.
  39. Ишентей, Н. Çутталла: Сăвăлла трагеди / Н. Ишентей // Ялав. – 1998. – № 10-12. – С. 79-93.
  40. Климов, Е. А. Психология: учебник для средней школы / Е. А. Климов. – М.: Культура и спорт, ЮНИТИ, 1997. – 287 с.
  41. Лазарев, К. «Чăваш чĕлхин грамматики» çинчен / К. Лазарев // Канаш. – 1934. – 8 май. – С. 4.
  42. Матвеев, Т. М. Чăваш чĕлхин грамматики. Морфологи: 5-мĕш вĕренÿ çулĕ / Т. М. Матвеев, Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1933. – 107 с.
  43. Матвеев, Т. М. Чăваш чĕлхин грамматики: Синтаксис / Т. М. Матвеев, Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăвашиздат, 1934. – 92 с.
  44. Матвеев, Т. М. Чăваш чĕлхин грамматики: Синтаксис / Т. М. Матвеев, Ф. Т. Тимофеев. – 2-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăвашиздат, 1935. – 91 с.
  45. Обухова, Л. Ф. Возрастная психология: учебник для вузов / Л. Ф. Обухова. – М.: Высшее образование; МГППУ, 2008. – 460 с.
  46. Павлов, И. П. Неутомимый исследователь / И. П. Павлов // Они боролись за счастье народное. – Чебоксары, 1988. – Вып. 4. – С. 246-250.
  47. Петров, Л. Чĕлхе пĕлÿçи / Л. Петров // Коммунизм ялавĕ. – 1982. – 14 февр. – С. 4.
  48. Петрова, Л. Г. Диктант пуххи. V-XI классем валли / Л. Г. Петрова, В. А. Егорова. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2006.  – 218 с.
  49. Прокопьева, Р. Шывпа юхса, çилпе вĕçсе ан кайтăрччĕ / Р. Прокопьева // Хыпар. – 2007. – 8 çу.
  50. Семенова, Г. Н. Тăван чĕлхене шкулта вĕрентессине çĕнĕлле йĕркелесси / Г. Н. Семенова // Высшая школа – народному хозяйству Чувашии: Тезисы докладов. – Чебоксары, 1992. – С. 108-109.
  51. Сергеев, Л. П. Диктант тексчĕсен пуххи: V-IX классенче чăваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли / Л. П. Сергеев, Г. Ф. Брусова, В. В. Павлов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2012. – 128 с.
  52. Сергеев, Л. П. Чăваш чĕлхи методики: Пуçламăш шкул учителĕсемпе вĕсене хатĕрлекен факультет студенчĕсем валли / Л. П. Сергеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2002. – 255 с.
  53. Сергеев, Л. П. Чăваш чĕлхи методикин ыйтăвĕсем / Л. П. Сергеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1989. – 120 с.
  54. Сергеев, Л. П. Чăваш чĕлхи: справочник: вăтам шкул валли / Л. П. Сергеев, Е. А. Андреева. – И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ. – Шупашкар, 2004. – 57 с.
  55. Скворцов, Г. К. Хапăс шкул историйĕнче те йĕр хăварнă / Г. К. Скворцов, И. Игнатьева // Çĕнтерÿ çулĕ (Вăрнар районнĕ). – 2007. – 7 пуш. - С. 3.
  56. Скворцов, Г. Тĕпчевĕсем кивелмен: Тимухха Хĕветĕрĕ çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май / Г. Скворцов // Тăван Атăл. – 2012. – № 3. – С. 74-76.
  57. Станьял, В. Çавах вилетĕп тесен те – ыраш акса хăварасах пулать... : (Тимухха Хĕветĕрĕн 125-мĕш çулĕн асăмне, 14.02.2012) / В. Станьял // Хыпар. – 2012. – 26 ака. – С. 3.
  58. Тимофеев, Ф. Т. Золотов Микули Н.И. Ашмарин çинчен çырни пирки / Ф. Т. Тимофеев // Канаш. – 1928. – 23 декабрь. – С. 2.
  59. Тимофеев, Ф. Т. Йăхветит теорийĕпе чăваш чĕлхи. Н.Я. Марр / Ф. Т. Тимофеев // Сунтал. – 1925. – № 1 (7). – С. 19-24.
  60. Тимофеев, Ф. Т. Материалы к вопросу о перестройке грамматики чувашского языка / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чувашгосиздат, 1932. – 53 с.
  61. Тимофеев, Ф.Т. Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах: Пособие по рус. яз. для техникумов и для преподавателей школ повышенного типа и 1-ой ступени турецких и финских народностей / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чувашгосиздат, 1930. – 177 с.
  62. Тимофеев, Ф. Т. Несколько слов о Чувашской школе / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чуваш. отд-ние гос. изд-ва, 1921. – 24 с.
  63. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш пурнăçин хисепĕсем / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 51 с.
  64. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхийн крамматтĕкĕ: Фонетика, морфологи, çинттакçис / Ф. Т. Тимофеев. – 2-мĕш хут тухать. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1928. – 203 с.
  65. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке. Грамматикăпа орфографи: Пуçламăш шкул валли / Ф. Т. Тимофеев. – 3-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1935. – 2-мĕш пайĕ. – 96 с.
  66. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке. Грамматикăпа тĕрĕс çырма вĕренесси: Пуçламăш шкул валли / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1933. – 1-мĕш пайĕ. – 48 с.
  67. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке. Грамматикăпа тĕрĕс çырма вĕренесси: Пуçламăш шкул валли / Ф. Т. Тимофеев. – 2-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1934. – 48 с: ил.
  68. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке. Грамматикăпа тĕрĕс çырма вĕренесси: Пуçламăш шкул валли / Ф. Т. Тимофеев. – 3-мĕш кăларăм. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1935. – 48 с: ил.
  69. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке. Грамматикăпа тĕрĕс çырма вĕренесси: Пуçламăш шкул валли / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1933. – 2-мĕш пайĕ. – 96 с.
  70. Тимофеев, Ф. Т. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттотĕк кĕнеки / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăме, 1930. – 127 с.
  71. Тимофеев, Ф. Т. Чăвашла çырасси / Ф. Т. Тимофеев. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 45 с.
  72. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) // Моргаушский район: краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 139.
  73. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветĕрĕ) // Муркашсем – ăслăлăх çыннисем = Ученые – уроженцы Моргаушского района. – Чебоксары, 2001. – С. 118-120.
  74. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимухха Хĕветерĕ) // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем: биобиблиогр. указ. – Шупашкар, 2006. – С. 193-196.
  75. Тимофеев Федор Тимофеевич // В трагические годы: репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлĕ çулсенче: репрессие лекнĕ чăваш писателĕсем, журналисчĕсем тата ăсчахĕсем. – Чебоксары, 2013. – С. 225-229.
  76. Тимофеев Федор Тимофеевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 349.
  77. Тимофеев Федор Тимофеевич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 404.
  78. Тимофеев, Ф. Т. Материалы к вопросу о перестройке грамматики чувашского языка / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1932. – 53 с.
  79. Тимофеев, Ф. Т. Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому языку в инородческих училищах: изд. Казан. Губерн. Земства / Ф. Т. Тимофеев. – Казань, 1918. – 30 с.
  80. Тимофеев, Ф. Т. Русская грамматика в нацменских школах: пособие по русскому языку для техникумов и для преподавателей школ повышенного типа и I-ой ступ. турецких и финских народностей / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1930. – 175 с.
  81. Тимофеев, Ф. Чăвашла тĕрĕс çырмалли пăравĕлăсем / Ф. Тимофеев. – Казань: Типо-литография Казанского университета, 1919. – 16 с.
  82. Тимофеев, Ф. Т. Несколько слов о Чувашской школе / Ф. Т. Тимофеев. – Чебоксары: Чуваш. отд-ние гос. изд-ва, 1921. – 24 с.
  83. Тимофеев Федор Тимофеевич // Чăваш Республикин наци библиотеки. URL: http://nasledie.nbchr.ru/personalii/issledovateli-jazyka /timofeev-fedor-timofeevich. (05.12.2016).
  84. Тимофеев Федор Тимофеевич // Сайт историко-краеведческого музея МОУ «Тораевская СОШ» Моргаушского района Чувашской Республики. URL: http://toraevo-musey.narod.ru/p79aa1.html (05.12.2016).
  85. Тимофеева, В. П. Ачасен çырас пултарулăхне аталантарасси / В. П. Тимофеева // Халăх шкулĕ  – 2004. – № 2. – С. 65-66.
  86. Тимухха Хĕветĕрĕ // Чăваш халăх сайчĕ. URL: http://www.chuvash.org/e/d0a2d0b8d0bcd183d185d185d0b020d0a5c495d0b2d0b5d182c495d180c495 (10.12.2016).
  87. Тимухха, Хветĕрĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли меттодĕк кĕнеки / Тимухха Хветĕрĕ. – Шупашкар, 1930. – 127 с.
  88. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăвашла çырма вĕренмелли кĕнеке / Тимухха Хĕветĕрĕ. – Хусан: Хусан кĕнеке изд-ви, 1922. – 28 с.
  89. Тимухха, Хĕветĕрĕ (Ф. Т. Тимофеев). Чăвашла çырасси / Тимухха Хĕветĕрĕ (Ф. Т. Тимофеев). – Шупашкар : Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 45 с.
  90. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăваш пурăнăçин хисепĕсем / Тимухха Хĕветĕрĕ (Ф. Т. Тимофеев). – Шупашкар: Чăваш респ. кĕнеке кăларакан уйрăм, 1926. – 52 с.
  91. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăваш пурнăçин хисепĕсем / Тимухха Хĕветĕрĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 51 с.
  92. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке: граматикăпа тĕрĕс çырма вĕренесси: пуçламăш шкул валли / Тимухха Хĕветĕрĕ. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1933. – 1-мĕш пайĕ. – 48 с.
  93. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăваш чĕлхине вĕренмелли кĕнеке: грамматикăпа тĕрĕс çырма вĕрентесси: пуçламăш шкул валли / Тимухха Хĕветĕрĕ. – Шупашкар: Чăваш патшалăх изд-ви, 1933. – 2-мĕш пайĕ. – 96 с.
  94. Тимухха, Хĕветĕрĕ. Чăвашла çырасси / Тимухха Хĕветĕрĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке уйрăмĕ, 1926. – 45 с.
  95. Трофимов, М. Чăваш чĕлхин грамматики / М. Трофимов // Ленин çулĕпе. – 1934. – № 3–4. С. 34–36.
  96. Ухантей, Ç. Пăтранчăк грамматика / Ç. Ухантей // Канаш. – 1936. – 4 сент. – С. 2.
  97. Федотов, М. Богатое наследие / М. Федотов // Совет. Чувашия. – 1987. – 14 февр. – С. 4.
  98. Федотов, М. Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем / М. Федотов // Тăван Атăл. – 1994. – № 8. – С. 68. Содерж.: Ф.Т. Тимофеев.
  99. Федотов, М. Р. Ф. Т. Тимофеев // Федотов М. Р. Исследователи чувашского языка / М. Р. Федотов. – Чебоксары, 1987. – С. 75-77.
  100. Федотов, М. Р. Ф. Т. Тимофеев // Федотов М. Р. Исследователи чувашского языка / М. Р. Федотов. – 2-е изд., доп. – Чебоксары, 2000. – С. 115–119.
  101. Федотов, М. Р. Ф. Т. Тимофеев (1887-1941) // Федотов, М. Р. Исследователи чувашского языка / М. Р. Федотов – Чебоксары, 2000. – С. 115-119.
  102. Хайруллин, Р. Проблемы изучения родного и русского языка в национальной школе / Р. Хайруллин // Народная школа = Халăх шкулĕ. – 1994. – N 4. – С. 8-13.
  103. Хлебникова, В. «Чăваш сăмахĕ» урлă – ырă шухăш-туйăм патне / В. Хлебникова // Тăван Атăл. – 2002. – № 1. – С. 69-72.
  104. Хузангай, А. П. Тимофеев Федор Тимофеевич (Тимуха Хĕветĕрĕ) / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 402.
  105. Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ: 5-11 классенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе аслă шкул студенчĕсем валли. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательство пайĕ, 2004. – 215 с.
  106. Чăваш чěлхи. Тĕслĕх программи: Чăваш шкулěн V—IX класěсем валли / И. А. Андреев, Г.Н. Семенова, Ю.М. Виноградов. – Шупашкар: Чăваш Республикин вěренÿ институчěн издательство центрĕ, 2013. – 63 с.
  107. Юшков, С. П. Чăваш чĕлхин синтаксисне вĕрентесси. Методика пособийĕ / С. П. Юшков. – Шупашкар: Чăваш АССР Государство издательстви,1961. – 278 с.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"

Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша ...

Манăн Тăван çĕр-шыв " наукăпа тĕпчев ĕçĕ

Тăван-çĕр-шыв çинчен тĕпчесе тĕпчев ĕçĕ çырни...

Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти «Чãваш пуянлãхě»

Чăваш чěлхине вěренес кăмăла вăйлатасси; çак чěлхепе калаçакан çынсене, чăваш халăхěн культурине хисеплеме вěрентесси....

Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти. «Лавккара»

Чăваш чěлхине хисеплеме, тěрлě ěçе , профессине хаклама, ěçлекен çынсене хисеплеме, ěçе, вăййа йěркелеме, ăна планлама хăнăхтарни....

Интерактивная игра "Чăваш чĕлхин синтаксисĕ" для учащихся 8- 9 классов чувашской школы

Интерактивная  игра  для повторения темы "Синтаксис и пунктуация" по чувашскому языку...