Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"
статья по теме
Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша хывса вăй хуни. Ачасене чунлă, этеплĕ тăвас тесе педагогсем вĕренÿре тĕрлĕ çул-йĕр, меслетсемпе майсем уçса параççĕ.
Из-за нововведений в педагогике настоящее время в России существенно изменились педагогическая теория и практика учебно-воспитательного процесса. Важнейшей составляющей процесса обучения становится личностно-ориентированное взаимодействие учителя и ученика. Особую роль отводят духовному воспитанию личности, становлению нравственного облика человека.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
achasene_chavash_chelhine_verentes_ecri_ceneleh_mayesem.docx | 25.54 КБ |
Предварительный просмотр:
Н.Г. Леонтьева
МБОУ «Гимназия № 1» г. Чебоксары
АЧАСЕНЕ ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ВĔРЕНТЕС ĔÇРИ ÇĔНĔЛĔХ МАЙĔСЕМ
(ИННОВАЦИОННЫЕ ПОДХОДЫ В ОБУЧЕНИИ ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ)
Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша хывса вăй хуни. Ачасене чунлă, этеплĕ тăвас тесе педагогсем вĕренÿре тĕрлĕ çул-йĕр, мес-летсемпе майсем уçса параççĕ. Шкул ĕçĕнче чи çĕннине кĕртсе пĕлÿ шайне ÿстерес майсем тем чухлех. Инноваци вăл – çĕнĕ техникăпа технологие тата ӳсĕмлĕ ăслайсене ĕçе кĕртесшĕн тимлени; çĕнетӳ. Педагогикăри инноваци − чи çĕнни, çĕнĕлĕх, улшăну, вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ компонентсем кĕртесси, вĕрентекенпе вĕренекен пĕр тĕллевпе, меслетсемпе, майсемпе, пĕр капашпа, тĕрлĕ воспитани çул-йĕрĕпе, пĕрле ĕçлесе-шухăшласа, методика сĕнĕвĕсене тивĕçтерсе вăй хурасси.
Педагогикăри инноваци:
а) пĕлÿ тĕнчин чи кирлĕ уйрăмсемпе компоненчĕсене тĕллев лартнă май паха улшăнусем кĕртни;
ă) çĕннине ăша хываслăх (хатĕрсем, меслетсем, технологисем, программăсем);
б) çĕнĕ методикăсемпе программăсем шырасси, вĕсене вĕрентÿ ĕçне-хĕлне кĕртесси, творчествăлла шухăшласа ăша хывасси.
Вĕрентÿри инноваци майĕсем, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те вĕренÿре, наукăра хăйне евĕрлĕ шухăшлама майсем туса параççĕ.
Воспитанире улшăну кĕртес тени ырă ĕçсенче палăрмалла, ача-пăча кирек хăш ÿсĕмре те ырă, лайăх, ăслă пултăр, йĕркеллĕ ĕç анчах тума тăрăштăр.
Ачана чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май чăн-чăн çын тума пулăшакан хальхи çĕнĕ вĕрентÿ меслечĕсем те сахал мар. Тĕп тĕллевсем:
- шкул ачисене чĕлхе культурине аталантарса ăша хывтарасси, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма вĕрентесси;
- ачана хăй çуралса ÿснĕ тăван республикăна, тăван чĕлхене, тăван халăх историйĕпе унăн культурине, йăли-йĕркисене, наци чысне, тивĕçлĕхне чун-чĕререн хисеплеме, юратма вĕрентесси;
- çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстересси;
- Раççей Федерацине, унăн нумай нациллĕ халăхне юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Чăваш чĕлхине ăнăçлă вĕрентес тесен ачасене предмет патне кăсăкланса туртăнма пулăшакан методи-ка системи кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕренекенсем нумай чухне хăйсен кăмăлне каякан майсемпе çеç ĕçлесшĕн. Хальхи вĕренÿ стандарчĕсен тĕллевĕ те – çыннăн пĕлÿпе пултарулăх пахалăхне пăхса ăна малалла аталан-тарасси пулса тăрать. Вĕсем:
1. Ачасем хай тĕллĕн информаци шыраса тупма, ăна çĕнĕлле тишкерме, çав информаципе кирлĕ ыйтăва татса пама пултарни;
2. Пĕр-пĕринпе, хăйсенчен аслисемпе тата кĕçĕннисемпе хутшăнма пĕлни;
3. Сывлăха упрасси тата çирĕплетесси çине тимлĕ пăхни;
4. Ума тĕллевсем лартса ĕçе планлани, вĕсене пурнăçа кĕртме хатĕр пулни;
5. Кашни ача хăй ăс-хакăлĕпе, тавра курăмĕпе тата пултарулăхĕпе туллин усă курма тăрăшни.
Апла пулсан, ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек вĕрентес тесен тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне шухăшлама, харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ пухма, пĕтĕмлетÿсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме те хавхалантармалла, уроксенче тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курмалла.
Вĕрентекен кашни ачана калаçтарма пĕлеслĕхе аталантармалли майсем тумалла, вĕренекенĕн пуçарулăхĕпе ĕçлеслĕхĕ, пултарулăхĕ ÿстĕр тесе вĕрентÿ меслечĕсене тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Ачана чăваш чĕлхине вĕрентнĕ вăхăтра унăн пултарулăхне те тĕрлĕ енлĕ аталантарасси – чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн тĕллевĕ пулмалла.
Вĕрентекен хăйĕн ĕçĕнче компьютерпа тĕрлĕ тĕллевпе усă курма пултарать: лексикăна вĕрентнĕ чухне, сăмахсене тĕрĕс калама, орфографипе пунктуаци йĕркисене пăхăнса тĕрĕс çырма, чĕлхе норимсене ăша хывма хăнăхтарнă чухне, ачасен тавракурăмне ÿстерме тата ыт. те.
Интернет ресурспа усă курмалли майсем тем чухлех. Вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсене кĕске хушăра пысăк калăпăшлă информаци тупма çул уçса парать. Ачасене тĕнче тетелĕнче пĕр-пĕринпе çыхăну тытма, вĕрентекенрен инçет вĕренÿ мелĕпе тĕрлĕ ĕçсем илме, вĕсене пурнăçласа каялла ярса пама май па-рать. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чух çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе усă курни вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ илме пулăшать.
Вĕренекенсем Инçет вĕренÿ мелĕпе тест, викторина ыйтăвĕсене хуравлама, тĕрлĕ инçет конкурссенче, олимпиадăсенче хутшăнма пултараççĕ, ытти регионсенчи е ют-çĕршыври ачасемпе видеоконференцисем, чатсем йеркелеççĕ. Тĕрлĕ проект проблемисене пурнăçлама та Интернетран информаци илме пулать.
Проект меслечĕ ачан пултарулăхне аталантарма, пĕлĕвне ÿстерме, хăй тĕллĕн ĕçлеме, шухăшлама хăнăхтарать. Вĕренекенĕн пуçарулăхне ÿстерет, учительпе пĕрле шыравра ĕçлеме хистет. Ачасен пĕрлĕлĕх туйăмĕ ÿсет, этеплĕх, пĕр-пĕрне пулăшас кăмăл, пăшăрханма пĕлесси, творчествăлла шухăшлав аталанать.
Проектсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсем пĕччен, ушкăнпа ĕçлемеллисем, çырулăха аталантармаллисем, Интернет-проектсем тата ыт. те.
Проект вĕрентĕвĕнче вĕренÿпе воспитани тачă çыхăннă. Ку меслет ачасен коммуникативлă хăнăхăвĕсене çирĕплетет, шухăша кĕскен те витĕмлĕ калама, информацие тĕрлĕ çăлкуçран пĕлсе пуçтарма, хальхи компьютер технологийĕпе чи кирлине шĕкĕлчеме вĕрентет, чăваш тĕнчине кĕрсе çав чĕлхепе калаçас килнине ÿстерет. Юлашки вăхăтра çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чĕлхепе тата патриотизмпа çыхăннă проектсем ачасене тăван çĕр-шыва, халăха, чĕлхене хисепле-ме, юратма вĕрентеççĕ, хистеççĕ, вĕсенпе мăнаçланма хавхалантараççĕ
Хальхи вăхăтра комуникативлăх, пуçарулăх, чĕлхене культурăллă контекстпа вĕрентесси, сапăрлăх йĕркисене, этемлĕхе, çынна юратса хисеплесе пĕр тан калаçма вĕрентесси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак принципсем культура компетенцийĕпе коммуникативлă пултарулăха ÿстерме майсем туса параççĕ. Чи кир-ли – ачасем чăваш çыннисемпе хутшăнса тĕрлĕ лару-тăрура ирĕккĕн калаçма пултарни. Паллах, паянхи ин-тернет-ресурссемпе усă курса хатĕрленĕ çĕнĕ вĕрентÿ методикисем чăваш чĕлхине хăнăхнă йĕркепе вĕрентессинчен нумай уйрăлса тăраççĕ. Вĕренекенсене илемлĕ, тĕрĕс калаçма вĕрентес тесен, вĕсен умне чăн-чăн пурнăç ситуацийĕсене лартмалла. Проект ĕçĕ шăпах актуаллă технолги шутне кĕрет, вăл предметпа пуçтарăннă тарăн пĕлĕве пурнăçра кирлĕ пек усă курма пулăшать. Ачасем хăйсен тавра курăмне аталантараççĕ, вĕсен чĕлхи пуянланать, ытти çынсем калаçнине итлеме тытăнаççĕ, проекта хÿтĕленĕ чух пĕр-пĕрне ăнланма пуçлаççĕ. Вĕренекенсем справочниксемпе, словарьсемпе, тĕрлĕ литературăпа, компью-терпа ĕçлесе чăн, оригиналлă, тĕрĕс чĕлхе патне çитеççĕ. Çакна урокра учебникпа çеç вĕрентни çителĕклĕ мар.
Проект вăл – творчество ĕçĕ. Ача вĕрентекенпе е хăй тĕллĕн ĕçлесе тĕрлĕ проблемăна хускатать, çавна май унăн чĕлхене лайăх пĕлнисĕр пуçне, тарăн пĕлÿллĕ, коммуникативлă, интелектуаллă, пултаруллă пул-малла. Программа материалĕпе килĕшÿллĕн проектсен меслечĕ пур темăпа та каять. Вĕренекенсен фантазийĕ, ăслайĕ, творчествăлла шухăшлавĕ, хăй тĕллĕн ĕçлесси тата вĕсен ырă енĕсем аталанаççĕ.
Хальхи технологисен шутне пĕрле ĕçлесе-вĕренмелли технологи (технология сотрудничества) те кĕрет. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вĕрентекенпе ачасен тĕрлĕ лару-тăрура пĕрле пуçаруллă та хăтлă усло-висенче ĕçлесси. Вĕренекенсем 3-4 çынран тăракан ушкăнсене пĕрлешеççĕ. Вĕсен умĕнче вĕрентекен пĕр çивĕч ыйту лартать, кашни ачан хăйĕн ятарлă ĕç пур, ача хăй ĕçĕшĕн çеç мар, ушкăншăн та яваплă. Вĕренÿре вăйсăртараххисем хăйсем ăнланманнине лайăх вĕренекенсенчен ыйтса пĕлме пултараççĕ, вăйлăраххисем яланах вĕсене пулăшма хатĕр. Çакăн пек ушкăн пысăк çитĕнÿсем тавать. Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕпе хавхаланса тата та нумай пĕлме тăрăшаççĕ.
Ачасене вĕрентес ĕçре информаци технологийĕсене кĕртни сисĕм-туйăм процесне, шырав-тĕпчеве тĕрлĕ майлă, интереслĕ те кăсăклă тума пулăшать. Интернет та мультимеди те кĕске хушăрах тĕлĕнмелле нумай информаци параççĕ, çавна пула ачасен вĕренес кăмăлĕ ÿсет. Ачасем шыраса-тĕпчесе тупнă информа-цие хăйсемех ушкăнласа пахалама хăнăхаççĕ. Мультимеди пулăшăвĕпе вĕренекенсем хаçат-журнасенчен, телевиденирен информаци пухаççĕ, хăйсем те интервьюсем илеççĕ, телекĕперсем ирттереççĕ.
Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре çĕнĕ вĕрентÿ меслечĕсемпе те, традициллĕ, хăнăхнă йĕркепе вĕрентессипе те усă кураççĕ. Пурнăçра инновациллĕ меслетсене аталантарнипе пĕрлех малтанхи традициллĕ меслетпе вĕрентессин пĕлтерĕшне те çухатмалла мар. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр шайра пулма тивĕç, яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене пулăшса пыччăр. Ахальтен каламан вĕт ваттисем кивви çĕннине упрать тесе.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Публичное представление инновационного опыта "Метод проектов как способ реализации личностно-деятельностного подхода в обучении английскому языку""
Данное представление включает в себя теоритеческие, практические и аналитические стороны инновационного опыта....
Статья "Проектная деятельность как один из видов обучения, способствующий самореализации школьников"(сборник «Инновационные подходы к обучению в условиях модернизации системы образования»)
Кардинальные изменения произошли сегодня в системе образования с введением ФГОС в школу. Особое внимание стало уделяться развитию различных видов универсальных учебных действий. И теперь...
Статья по теме: «Инновационный подход в обучении».
Статья в которой рассказывается об инновационном подходе в обучении...
инновационные подходы к обучению русскому языку
из опыта работы учителя русского языка и литературы...
Инновационные подходы к обучению иностранным языкам как основа реализации ФГОС второго поколения
Автор рассматривает инновационные пдходы к обучению иностранным языкам в свете требований ФГОС ....
Метапредметный подход в обучении французскому языку в рамках дисциплины "Технология на французском языке " в школе с углубленным изучением французского языка(методические приемы и рекомендации) статья
Из опыта преподавания дисциплины "Технология на француском языке" в школе с углубленным изучением французского языка...
Инновационные подходы к обучению иностранным языкам и подготовке к ЕГЭ и ОГЭ
Подготовка к ЕГЭ и ОГЭ....
- Мне нравится (2)