Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти. «Лавккара»
план-конспект

Журавлева Марина Михайловна

Чăваш чěлхине хисеплеме, тěрлě ěçе , профессине хаклама, ěçлекен çынсене хисеплеме, ěçе, вăййа йěркелеме, ăна планлама хăнăхтарни.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_chelhine_verentmelli_zanyati.doc49 КБ

Предварительный просмотр:

Шкул  çулне çитменнисен ушкăнěнче

чăваш чěлхине вěрентмелли  заняти.

«Лавккара»

Занятине иртермелли форма: вăйă.

Лексика теми: «Лавкара»

Тěллевěсем.

  1. Вěрентӱ. Çěнě сăмахсемпе паллаштарасси: сут, енчěк, тенкě, тӱле. Иртнě занятисенче вěреннě сăмахсене çирěплетесси: лавкка, сутуçă, хак, укçа, йунě тата ыттисем те. Ачасене 3-4 сăмахран тăракан предложенисем тума вěрентесси.
  2. Аталантару. Ачасен пуплевне, хăйсем тěллěн чăваш сăмахěсемпе кěске предложенисем тума, сӱтсе явма, шутлама, пěтěмлетӱ тума вěрентесси.
  3. Воспитани. Чăваш чěлхине хисеплеме, тěрлě ěçе , профессине хаклама, ěçлекен çынсене хисеплеме, ěçе, вăййа йěркелеме, ăна планлама хăнăхтарни.

Словарь ěçě.

  1. Çěнě сăмахсем: сут, енчěк, тенкě, тӱле, кучченеç.
  2. Çирěплетмелли сăмахсем:  лавкка, сутуçă, хак, укçа, йунě.

Кирлě хатěрсем: пукане Пинерпи, «Лавкка» вăййи выляма кирлě тěрлě хатěрсем, теттесем.

Кăтартмалли хатěрсем: темăпа çыхăннă укерчěксем.

Заняти иртерричен тунă ěçсем: «Кайрăмăр» сăвва пăхмасăр калама вěрентмелле, чăвашла шăпа такмакěсене аса илтермелле, кунсерен ачасен калаçăвне чăваш сăмахěсем кěртмелле.

Заняти планě.

  1. Ачасене йěркелесе лартса сывлăх сунасси.
  2. Хăнана чěнни.
  3. Проблемăлла лару тăрăва çěклесси, татса парасси. Пинерпи пукане валли парне шырасси.
  4. Сăвă вуласси.
  5. Вăйă «Лавккара».
  6. Тупмалли юмахсен тупсăмне тупасси.
  7. Пинерпине парне парнелени.
  8. Хускану вăййи «Эпир мěн тăватпăр?»
  9.  Ачасене мухтани, заняти пěтěмлетěвě.

Заняти юхãмě.

Воспитатель.

-  Сывлăх сунатăп ачасем! Ачасем пурте пěрле хуравлаççě.

- Сывлăх сунатпăр!

 - Ачасем, паян пире ырă – кăмăллă Пинерпи пукане хăнана чěнчě.                       Эсир хăнана çӱреме юрататăр- и?  Ачасен хуравěсем.

- Кала- ха Дима, эсě юрататăн – и ? (Ачан хуравě)

Воспитатель.

- Эпир йыхрава савăнсах йыăнатпăр. Анчах та хăнана пушă алăпа çӱремеççě. Чăвасен йăли- ěркипе парне, кученеçпе каймалла. Хăнана каяс умěн лавккана кěрсе Пинерпи валли парне туянăпăр. Кайрăмăр – и?

- Кайрăмăр.

Ачасем утнă май сăвă вулаççě.

Кайрăмăр, кайрăмăр –

Кӱлě хěрне тухрăмăр,

Кӱлě урлă каçрăмăр –

Малалла уттартăмăр.

Кайрăмăр, кайрăмăр –

Карта тěлне тухрăмăр.

Карта урлă каçрăмăр –

Лавкка тěлне тухрăмăр.

Воспитатель.

- Акă ачасем, теттесен лавккине çитрěмěр те. Кунта сутуç ěçлет. Вăл тěрлě япаласем сутать.

- Ман хыççăн çак çěнě сăхсене тепěр хут калатпăр: «Кунта сутуç ěçлет»,  «Вăл сутать». Ачасем пурте пěрле калаççě.

- Настя, тепěр хут кала-ха çак сăмахсене. (Ачан хуравě).

-  Маттур.

- Ачасем, эсир лавккара мěнле теттесем куратăр? (Ачасен хуравěсем).

- Паша, вылямалли машина мěн хак тăрать? (Ачан хуравě).

- Ку йӱнě – и?

- Ульяна, пукане илме миçе укçа кирлě? (Ачан хуравě).

- Эпě Пинерпи валли кушак çӱри теттене илетěп.

- Максим, эсě мěн илетěн?

- Эпě кěнеке, ручкă тата пенал илетěп.

- Маттур ачасем. Çак япаласене илес тесессěн, пире укçа тенкě кирлě.

- Халě çак сăмахсене пурте пěрле тепěр хут каласа çирěплететпěр: укçа тенкě, йӱнě, кирлě.

- Эпир укçана ăçта упратпăр? (Ачасен хуравěсем).

- Тěрěс. Укçа енчěкре упранать. Енчěк – укçа упрамалли хутаç. Ачасем çак предложенисене темиçе хутччен калаççě.

- Илнě япаласемшěн укçа тӱлемелле. Кам тӱлес тет? (Ачан хуравě).

- Егор, тӱле.

Тӱле сăмаха темиçе хутччен каламалла.

- Пире теттесене чěркесе парăр тархасăн.

Чěркесе парăр – темиçе хутччен каласа çирěплетмелле.

- Тавтапуç. (Пурте пěрле калаççě)

- Халě пирěн каймалла. Пире Пинерпи кěтет. Сутуçăпа сывпулашатпăр.

- Сывă пулăр, сутуçă. (Пурте пěрле).

Воспитатель.

Утнă май эпě сире тупмалли юмахсем калатăп. Сирěн тупсăмěсене тупмалла.

  1. Тăватă ураллă, икě хăлхаллă.

Пěчěк пӱртре пурăнат.

Ют çынсене хăратать. (Йытă)

  1. Пěчěк шурă çăмха – мăр – мăр – мăр

Кам пирěн патра хăнара? (Кушак)

  1. Сăрлат, ӱкерет, çырать,

Хушăран вăл хуçăлать:

Шěвěртетěп те вěçне –

Пикенет хăйěн ěçнех. (Кăранташ)

Воспитатель.

- Акă эпир Пинерпи патне çитрěмěр те. Ырă кун пултăр, Пинерпи. (Пурте пěрле калаççě)

- Эпир сан валли парне илсе килтěмěр. Йышăн, тархасшăн. Ачасем çак сăмахсене тепěр хут калаççě, парнесене параççě.

Пинерпи.

- Тавтапуç ачасем. Эсир вăйăсем вылляма юрататăр – и?

- Юрататпăр.

- Айтăр вăйă вылятпăр. Вăйă «Эпир мěн тăватпăр?» ятлă. ( Вăйăн тěллевě -   глаголсене çирěплетни).

- Ачасем, вăйă выляма пире ертсе пыракан кирлě. Ăна шăпа такмакěпе суйлатпăр.

Пěр ача калать.

Эп шутлатăп пиллěкчен:

Пултараймас вуннăччен.

Пěрре, иккě, виççě, т(ă)ваттă –

Эс пуçлатăн çак вăййа.

Ертсе пыраканě аяккинче тăрать, ыттисем кам мěнле хускану кăтартасси пирки калаçса татăлаççě. Ертсе пыракан патне пырса ыйтаççě.

- Эпир мěн тăватпăр?

- Çěр чаватăр?!

Ертсе пыраканě тěрěс хурав парсассăн, ачасене хăвалама пуçлать. Кама тытать, çав малалла ертсе пырать. Çак вăййа ачасем темиçе хутчен выляса илеççě.

Воспитатель.

- Тавтапуç Пинерпи интереслě вăйăшăн.

- Тавтвпуç. Ачасем пурте пěрле калаççě.

- Халě пирěн кайма вăхăт çитрě.

Пинерпи.

- Ачасем, эпě сирěн валли тутлă пěчěк кукăлсем пěçертěм. Ача садне çитсен пылак чейпе сăйланăр.

Ачасем.

- Тавтапуç. Сывă пул.

Воспитатель.

- Айтăр – ха каялла кайнă чухне иртнě занятинче вěреннě сăвă йěркисене аса илетпěр.

- Кам  ас тăвать сăвва?

- Алина, каласа пар- ха.

Алина.

Йытă хăрать кашкăртан,

Кашкăр хăрат упаран.

Упа , упа – утаман,

Хăрамасть вăл никамран.

Ачасем тепěр хут çак сăвăна пурте пěрле калаççě.

Воспитатель.

- Акă эпир ача садне таврăнтăмăр.

- Стасик, эпир паян ăçта пултăмăр. (Ачан хуравě).

- Ачасем, сире хăнара килěшрě- и? (Ачасен хуравěсем).

- Маттур ачасем. Эпир паян сирěнпеле çенě сăмахсемпе паллашрăмăр. Айтăр – ха, çак сăмахсене тепěр хут каласа çирěплететпěр.

- Çакăнпа пирěн заняти вěçленчě. Сывă пулăр.

- Сывă пулăр. (Ачасен хуравě).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Статья на тему "Ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕх майĕсем (Инновационные подходы в обучении чувашскому языку)"

Вĕренӳри çĕнĕлĕхсене пула хальхи вăхăтра Раççейре педагогика теорийĕпе вĕрентӳ-воспитани ĕçĕ-хĕлĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тĕп вырăнта – вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне ăнланса, çĕнĕ вĕрентĕве ăша ...

Чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи

Тăван республикăри чĕлхе ăслăлăхĕпе тĕпчев ĕçĕсене пуçарса яракансенчен пĕри - паллă педагог, методист, орфографипе пунктуаци правилисен чи малтанхи авторĕ, чăваш чĕлхин чăн-чăн тĕпчевçи Тимухха Хĕвет...

Чăваш чěлхине вěрентмелли заняти «Чãваш пуянлãхě»

Чăваш чěлхине вěренес кăмăла вăйлатасси; çак чěлхепе калаçакан çынсене, чăваш халăхěн культурине хисеплеме вěрентесси....

Интерактивная игра "Чăваш чĕлхин синтаксисĕ" для учащихся 8- 9 классов чувашской школы

Интерактивная  игра  для повторения темы "Синтаксис и пунктуация" по чувашскому языку...